Хура çăкăр :: XVI. Ял çывăрмасть
Хĕрсем улах лараççĕ.
Пĕри кĕнчеле арлать, тепри турахуп тытнă, тепри çип пĕтĕрет, тĕрĕ тĕрлет, пански çыхать — кашнийĕн ĕçĕ пур.
Çĕнĕ пӳртре уçă, ырă, сухăр шăрши кĕрет. Ашă. Пиллĕк лампи çутатать. Улах пуçлас умĕн çеç çуса кайнă урай куç-кĕски пек таса. Хĕрупраç пĕр çаврăм юрласа илет. Унтан лăпланса чарăнать.
— Тусăм, ăй тĕррӳ илемлĕ пулать-çке, тупата! Ăçтан ӳкерсе илтĕн?
— Кукамай вĕрентрĕ. Ăсма тĕрĕ теççĕ ăна. Килĕшет-им?
— Килĕшмесĕ-ĕр! — юрланă пек илтĕнет пĕрин сасси. — Манăн та вĕренесчĕ-çке çапла тĕрлеме...
Хĕрсем, ĕçлес ĕçĕсене пăрахса, пурте илемлĕ тĕрĕ курма сырăнаççĕ. Тĕрри, чăн та, илемлĕ иккен. Кай, тупата, çакăн пек тĕрре кĕрӳ тутăрĕ çине кăна ӳкермелле пуль...
— Пирĕн анне калать, ĕлĕк çамрăк чухне китай тĕрри тăваттăмăрччĕ тет. Тĕрри, калам сире-е, çакăнтан та чипер, куçа çисе кăна тăрать саççим.
— Китай тĕррине тĕртсе кăна тумаççĕ-и-ха вара?
— Тĕртеççĕ те, йĕп вĕççĕн те тума пулать.
— Китай тĕрри тенĕрен, сире пĕр япала кăтартам-ха эппин.
Кил хуçи арăмĕ тĕпеле кĕрет, тăпăлкка кăна арчинчен сурпан вĕç кăларса, улах хĕрĕсене кăтартать.
— Ак çакăн пек тĕртеттĕмĕр хамăр хĕр пулса ӳснĕ вăхăтра.
— Ах, инкеçĕм, каласа пар пире, тархасшăн, мĕнле тĕртрĕр-ши эсĕр ытарма çук япалана?
Хĕрсем тĕлĕнсе пăхаççĕ.
— Вунултă ăсапа тĕртсеттĕм ăна эпĕ.
— Уттяçăм, Уття-а, сан вырăнта пулас пулсан-и? Кунĕн-çĕрĕн ларăттăм та вĕренмесĕр пăрахман пулăттăм.
— Кăштах пĕлетĕп те-ха эпĕ, анне халь пире пурсăмăра та вĕрентме пултарĕччĕ.
— Эрнеслу инке, вăхăтна çитерейсен кăтартнă пулăттăн-ши мана? Тупата, ун пек сĕкĕнме аван тă мар...
— Сар инке, мана та...
— Çип кăна хатĕрлĕр, хĕрсем, — тет кил хуçи карчăкĕ. — Хĕлĕх пек çинçе çип кирлĕ. Çăм çиппи. Çипне акăлицки сăрăпа пĕветмелле, тăварлă шывра. Вунă-вуник тĕслĕ çип кирлĕ.
— Тăварне ĕнтĕ хĕвел çиесрен пуль?
— Хĕвел çиесрен çав.
Сĕтел патĕнчерех пăшăлтатса калаçни илтĕнет:
— Хаккиме акка, сан ытлашши йĕкӳ пурччĕ, парăн-ши, ман кĕçĕрех çинçе çип авăрлас килет.
— Еккĕме ятăм çав ĕнтĕ хам та, авăрласа пăхас мар-ши тетĕп-çке, Чĕкеç, паянах тытăнса пăхас тетĕп.
— Элле, килех кайса илсе килес-ши?..
— Мĕн халех кайса чăрманасси! Маринен йĕке нумай. Марине, илсе кĕр-ха чăлантан.
Марине, Уття йăмăкĕ, пăлтăралла тухса кайрĕ.
— Эпĕ те тытăнса пăхасшăнччĕ те... Эрнеслу инке, кала-ха, кăчăкă çăмĕнчен авăрласан юрамасть-ши ун пек тĕрĕ валли?
— Кĕрхи çăм аванрах ĕнтĕ, сухăрлă мар.
— Ыран хамăн та китай тĕрри валли çип авăрлама тытăнас пуль.
Марине кĕчĕ. Аллинче темиçе йĕке, хăшĕ-пĕри йĕрĕлчеллĕ.
— Ме, Чĕкеç. Тата кама кирлĕ?
— Ĕрехмет, тусăм.
Хĕрупраç хĕрсе ĕçлеме тытăнать.
Кăштах тăрсан, Тухтар килсе кĕрет. Килйыша вăл ырă хыпар пĕлтерет: паян-ыран кил хуçи таврăнмалла!
— Чăнах-и, Тухтар?
— Тухтар тете, Пикмăрса тете килмелле терĕне?
Пурте Тухтар тавра пуçтарăнаççĕ.
— Чăн калатăп. Унпа пĕрле ларнă çынсене куртăм паян. Термерен таврăнатчĕç. Çавсем пĕлтерчĕç.
Кĕтмен çĕртен савăнтаракан хыпар пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Çынсем Тухтарăн кашни сăмахне çăтса ярас пек итлеççĕ. Пикмăрса сывах иккен. Вулăсран ăна Пăва тĕрмине ăсатни паллăччĕ-ха, вăл хыпара тимĕрçĕ Мишша пĕлтернĕччĕ. Пикмăрсасене илсе кайнă ушкăн пысăк пулнă. Пĕр уйах ларнă хыççăн вĕсене сутпа-мĕнпе айăплайман. Айăплас пулсан, ун йышшисем таврара пит нумай иккен. Халь вĕсем пурте килĕсене таврăнаççĕ.
— Ĕмĕрӳ вăрăм пултăрах сан, Тухтар, — сывлăшне ирĕккĕн çавăрса ячĕ кил хуçи арăмĕ. — Ак савăнăç! Çĕклесе илейми ырă хыпар. Камсемпе калаçрăм тетĕн-ха эс?
— Палтиель çыннипе. Çăхра Çтаппанĕ теççĕ-ха ăна, эс пĕлейместĕн те пуль ăна, шураппа.
— Çăхра таврашне пĕлкелеттĕм-ха кăштах. Антунне паллатăп, ку çавăн шăллĕ пулмалла ĕнтĕ, сарлака кăна сухаллă пек астăватăп...
— Халь сухалне йăлт иртсе янă. Ăна Пикмăрса тетепе пĕр кунхине илсе кайнă. Халь килне таврăнчĕ. Çав каласа пачĕ мана паян.
— Пирĕн те килет терĕ-и?
— Килет терĕ. Çтаппан хăй лашапа ларса килнĕ. Пикмăрса тете ыран çитетех ĕнтĕ.
— Ах, тупата! Икерчĕ хурас пуль эппин, кукăль те пĕçермелле пулать... Уття, наччасра шыв ăсса кĕр-ха... Эс, Марине... татнă вутă пулмалла-çке пирĕн?
— Халех, анне.
— Пирĕн мĕн тумалла? — ыйтрĕç хĕрсем.
— Сирĕн-и? — савăнăçлăн кулкаларĕ кил хуçи арăмĕ, — Сирĕн... кĕрĕк арки йăваламалла. Эсĕр пире пăхса ан тăрăр, юрлăр, ташлăр, юмах ярăр. Тухтар тухса каясшăнччĕ.
— Аи кай-ха, Тухтар тете, — чарчĕ ăна Чĕкеç — Пĕр-пĕр юмах та пулин ярса кăтарт ĕнтĕ пире.
— Юмах? — кăмăллăн кулса пăхрĕ Тухтар. — Юмах юпа тăрринче, хам урхамах çийĕнче. Чĕкеç, пĕлместĕп-çке юмах яма? Хăвăр ярса парăр, итлекенĕ хам пулам.
— Хакиме акка, эс ăста.
— Э-хе-хе, тупрĕç ăстине!
— Тусăм, ан кутăнлашса тăр ĕнтĕ...
— Тухтар килнĕ ятпа тесен... ярса парам эппин, итлĕр: хĕлле тутă, çула выçă — мĕн пулать çавă?
— Аслăк.
— Йĕтем...
— Тĕпсакай!
— Арпалăх!
— Тĕрĕс, арпалăх пулать. Çу кунĕнче арпа пĕтсе çитет, çавă вăл. Теперне итлĕр эппин: вуник саламатăн пĕр тыткăчă...
Пурте пикенсе шухăшлаççĕ, пуç çĕмĕреççĕ. Кашни саламатăн тыткăчи пулмалла пек те, кунта вуник саламатăн та пĕр тыткăчă кăна иккен. Мĕн пулма пултартăр ун пекки? Мĕнле саламăт вăл?
— Униççе, кала?
— Пĕлместĕп.
— Чĕкеç?
— Пĕлеймерĕм те... ярапа мар-и? Ярапа пулма пултарать-çке?
— Çук, ярапа мар. Архиве, эс мĕн тейĕн?
— Эпĕ те пĕлместĕп.
— Тухтар пĕлетех ĕнтĕ.
— Эп вуçех пĕлместĕп, Хакиме.
Хакиме ыттисенчен те ыйтса тухрĕ, пĕри те пĕлеймерĕ.
— Тупсăмне çапах пĕлеймерĕр иккен-ха. Ну, сутап та ĕнтĕ халь. Униççе, сана сута-ам... Алапа Велюш тетене...
— Ах-ха-ха!..
— Хакиме, тупата, йĕркеллĕрех çынна сут-ха пĕрех хут.
— Тепрехинче. Сана, Чĕке-еç... кама сутас-ши сана? Ну, Тухтара сутам эппин...
Çамрăк Чĕкеç палан пек хĕрелсе кайрĕ. Хĕрсем кăмăллăн кулкаласа илчĕç.
— Сана, Архиве, Тимрука сутас... — Хакиме йĕркипе сутса тухрĕ, кайран тупсăмне пĕлтерчĕ: вăл та пулин уретникпе страшниксем.
— А-ха-ха! — кулса ячĕç пурте.
— Ав мĕнле иккен.
— Çапла çав, — терĕ вара Тухтар та. — Тыткăчи ĕнте уретникĕ пулать, саламачĕсем страшниксем иккен. Пит ăслă юмах, кун пеккине илтменччĕ-ха. Тата мĕнле юмах пĕлетĕр?
— Мăн асатте хуранне çĕр аллă çын йăтаймасть, çавă мĕн пулать?..
Анаткас енчен яш-кĕрĕм сасси илтĕнсе кайрĕ. Шăнса кӳтнĕ сĕрме купăс кĕрхи урамра чĕрене кайса тивес пек салхуллăн нăйкăшать.
— Эркке килет. Салтак ачисемпе пулас, — чӳречерен пăхса илчĕ Хакиме.
— Ыран тухса каяççĕ терĕç-и вĕсеее?
— Ыран каяççĕ, — кулянса каласа хучĕ Хакиме.
— Илтиер валли сан пĕр-пĕр парне хатĕрлемеллеччĕ.
— Мĕн парни пултăр?..
Марине вутă çеклесе кĕчĕ. Ун хыççăн мăшăр витрепе Уття та салтак ачисемпе пĕрле килсе кĕчĕ.
— Туллипе кĕтсе илтĕр иккен-ха пире!
— Телейлĕ çул сунатпăр-çке, пурсăра та телейлĕ çул сунатпăр. Ырă сывлăхпа каятăр та çаплах таврăнмалла пултăрччĕ пурсăра та.
— Сăрапа салам памаллаччĕ те, пирĕн тĕле кăçал çулĕ хамăр ĕмĕтленнĕ пек килмерĕ-çке, — терĕ кил хуçи арăмĕ.
Çамрăксем йышлăн; Илтиер, Симентей, Иçливан, Аккаç... пурин те кăçал ят тухнă. Вăйçă Эркке кăна ачаллăскер-ха, вăл никрутсемпе пĕрле ермĕшсе килнĕ. Пурте кăшт кăна хĕрме ĕлкĕрнĕ.
— Пирĕн кăшт сыпмалла марччĕ-и вара?.. Те таврăнăпăр каялла, те таврăнаймăпăр, — терĕ Иçливан, илемлĕ те патвар каччă.
— Таврăнмалла пултăр çав, унсăр епле вара, — терĕ хĕрсенчен пĕри, — иртсе ларăр-ха тĕпелелле,
— Иртсе ларăр, иртсе ларăр!..
— Юрать-çке, инке. Алăк патĕнче вырăн ăнăçнă чух тĕпеле иртме хушмаи пире ваттисем.
— Айăп ан тăвăр никрутсене. Урайăра таптатпăр иккен те...
— Темĕн мар, ăна çăвасси темĕн мар пире, — терĕ Марине. Салтак ачисем килти çынсене пурне те алă парса тухрĕç.
Вĕсем кунта Тухтар пуррине те асăрхарĕç.
— Тухтар тете, йывăра илместĕр-и пире? Хамăртăн кам та пулин сана çиллентермен пуль?
— Çук, Симентей, çук, çиллентермен. Хуçисене хапăл тăватăр пулсан юрлăр та ташлăр.
— Тавтапуç ыр сăмахна, — терĕ тулли питлĕ илемлĕ Иçливан. Енчен вăл хĕр пулнă пулсан, таврари каччăсем вĕсен килне евчĕ хыççăн евчĕ ямалла. — Аслисем хиреç пулмасан, юрласа та парăпăр.
Сасси уçă унăн:
Вăштăрах та вăштăр, ай, çил вĕрет,
Йĕтĕн чечекĕсене çав тăкать.
Инçе çĕрте пире нуша кĕтет,
Пирĕи куççульсене çав тăкать...
Унтан пурте пĕрле харăс юрласа ячĕç:
Эпир каяс çул çинче
Йĕпрен кĕпер хывнă, тет,
Çипрен карлăк карнă, тет,
Мĕнле каçса килер-ши...
Хакиме йĕре пуçларĕ. Илтиер ăна куçран пăхать. Унăн та йĕрсе ямалла кăна, çапах та лăплантарма пăхать.
— Ан йĕр. Ан йĕр! Куççульпе çăвăнсах таçалнине пĕлместпĕр-ха, тăванăм....
— Ме, çакна ниçта та пăрахса ан хăвар... Каялла илсе таврăн, — чăмăртаса тытнă япалине çынсене кăтартас мар тесе, Хакиме Илтиере аллине тăсать. Илтиер çав япалана, çӳле çĕклесе, юлташĕсене кăтартать: парта енчĕк иккен, çӳçине тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн çиппе шараçланă.
— Тавтапуç, Хакиме, сана нихăçан та манассăм çук... — илтĕнет Илтиерĕн сасси. Хăй куççуль витĕр те кулам пек тăвать. Çак саманта ĕмĕре тăсасчĕ тенĕ пек пăхать ăна куçран Хакиме, унтан тата тепĕр парне сĕнет:
— Ме, çак перчеткене те илсе кай, — тет вăл, сассине ыттисене илттересшĕн пулмасăр, — сивĕ ан пултăр сана тĕнчере çӳренĕ чух.
— Эх, Хакиме, сан пек савнă чун пур чухне тĕнчере мана сивĕ виттĕр-и?..
Каллех куççуль. Çăмăл мар-мĕн савнă тусран уйрăлма...
— Тухтар тете! Тухтар тете!.. — чĕнсе ыйтрĕ Иçливан. — Эс пĕлетĕн, кала-ха, пире каллех çав яппунсем патне илсе каяççĕ-ши? Яппунсем патнех-ши?
— Кирек ăçта пулсан та, Раççейрех пулатăр пуль-ха эсĕр, — терĕ Тухтар. — Шăллăмсем, итлĕр!..
Пӳртри çынсем ун еннелле çаврăнса тăчĕç. Шăланчĕç.
— Салтакра сирĕн йышши çынсем пит нумай, — терĕ Тухтар. — Акă эпĕ сире халь пĕр çыру вуласа парам, вырăсла çыру...
— Çыру?
— Мĕнле çыру? Кам валли?..
— Чĕмпĕрти революционерсен ушкăнĕ никрутсем валли çырнă ăна. Эсĕр çак çырăва хăвăрпа пĕрле илсе кайăр та вырăс çамрăкĕсене парса вулаттарăр...
Тухтар кĕсйинчен хутлатнă хут татăкĕ туртса кăларчĕ.
— Астунă пулăр, вăрттăн çыру ку, салтакра чухне ахвицерсене кăтартма юрамасть.
— Каласа пар пире, мĕн çырнă унта?
— Мĕн çырнă?
— Çамрăк никрутсем, тет çырура, — хăй сăмахĕпе каласа пама тытанчĕ Тухтар, — эсĕр пурсăр та ĕççыннипе хресчен ывăлĕсем. Килĕрте юлнă ĕçпе пиçĕхнĕ аçăр-аннĕрсене, çывăх тăванăрсене ан манăр. Патша тытăмĕ пирĕн халăха чăтма çук хĕсĕрлет. Чи лайăх çĕр, шыв-шур те вăрман — улпутсенче. Çăкăр туса илекенĕн çĕрĕ ытла та сахал. Хуласенче рабочисем çĕрĕн-кунĕн асаплă ĕçре тарăхаççĕ, вĕсен тупăшне хапрăк-савăт хуçисем кураççĕ. Çак киревсĕр йĕркене патша тытăмĕ туса пырать. Çамрăк никрутсем! Рабочисемпе хресченсем — сирĕн чи çывăх тăванăрсем. Эсĕр, вĕсен енче пулса, пурнăçа йăлт çĕнĕлле майлă улăштарма пулăшăр... Часах пĕтĕм халăх çĕкленĕ. Аллăрти пăшалăрсем ăçталла пемеллине лайăх пĕлсе тăрăр. Пуриăçăр малашне те выльăхăнни пек ан пултăр, ирĕк пурнăçшăн пĕтĕм халăрпа кĕрешĕр!..
— Ак, тупата, мĕнле çыру вара вăл?..
Улах хĕрĕсем ал ĕçне паçăрах пăрахнă. Вĕсем шăп пулса итлеççĕ: ак сана Тухтар тете те...
— Кунта пире темĕн хушнă пек тавçăрмаллаччĕ пуль?
— Мĕн тумалла тет-ха пирĕн?
— Йĕркипе каласа пар пире, Тухтар тете. Ашă пӳртре сăмах хыççăн сăмах сыпăнать...
Пӳртре ăшă та, тулта сивĕ. Чарусăр çурçĕр çилĕ касса вĕрет. Çитес хĕл хырăмĕ сиввĕн сывлать Утламăшра. Çаралнă йăмрасем татти-сыпписĕр кашлаççĕ. Çанталăк уяр. Тӳпене хăпарнă мăнтăр уйăх, çуртран çурта çитсе, намăс-симĕсе уямасăр, кашни чӳречерен карăнса пăхать. Пусăрăннă пурт таррисем хура сурпан сырăннă пек кичем. Хапхасăр-алăксăр çуртсене кашкăр çăварĕ тейĕн.
Утламăшăн аслă урамĕпе, хура кĕрхи шăтăк-путăклă çула пăхмасăр, пĕр йăваш çын васкаса утать. Çийĕнче сăхман, уринче çĕтĕк çăпата, пуçне татăк хăлхаллă çĕлĕк тăхăнса янă. Ĕшеннĕ вăл, тарласа пăшăхнă. Кĕпер урлă каçсан çеç сывлăш çавăрчĕ, çамкине шăлчĕ. Чи малтан вăл чул çурт еннелле çаврăнса пăхрĕ, тепĕр енне пăхмашкăн хăрарĕ. Хăй çапах та малалла утрĕ. Мĕн калăн, утнăçемĕн утăмĕ ӳсет. Чĕри пăшăрханать — хăрать пулин те, вăл тепĕр енне те пăхса илчĕ-илчех. Атьсемĕрсем, мĕн кунта?!. Пилĕк стеналлă çĕнĕ пӳрт лара парать! Урамалла пилĕк чӳрече тухать. Аяккинче тăпăлкка кăна пĕчĕк крыльца. Виç чӳречерен шаркам çутă курăнать, куçа йăмăхтарас пек. Кам пӳрчĕ ку? Хуçи килĕнче çук тесе, ун вырăнне кам куçса ларма хăйнă?..
Йăваш çын çав çĕнĕ пӳрт патнелле çывхарма хăрарĕ. Вăл, çурт хĕрринчи пахча алăкне уçса, пăшăрханнă кăмăлпа пахчине кĕрсе кайрĕ, хӳме аяккипе иртрĕ, тĕксĕм çырма хĕррине анчĕ, çĕрпӳрт патне çитсе чарăнчĕ. Çĕрпӳрчĕн алăкĕ уçах. Кĕмесĕрех паллă — шалта пĕр чун та çук. Йăлт аптраса ӳкрĕ йăваш çын: çакăнта хăвăртрах çитсе ӳкесшĕн çуран утрĕ вăл, çывăх килйышне курасшăнччĕ, шăппăн-шăппăн хуйхăракан кил-йышне пурăнăпăр-ха пурнăçа тесе йăпатасшăнччĕ, шантарасшăнччĕ, — ăçта пулма пултарать ун çемйи? Сывах-ши? Выçăхнипе антăхса ыйткаласа çӳреççĕ-шим? Тата ăçта каймалла ĕнтĕ унăн? Пуçне ăçта чикмелле?..
Сулхăн çапакан çырма хĕррине тĕренсе ларчĕ. Ĕнтĕ тинех туйрĕ вăл хăй йăлтах ывăнса çитнине, паян урăхран пĕр шит ярса пусасси те килмерĕ. Те çак нӳрлĕ çĕрпӳртре каç ирттермелле, те тăван ялйышсем патне кĕрсе вăркан ăшне пусармалла.
Хăрушă та кичем-çке çырмара. Тахçан теплерен ăс çитернĕ-ха вăл çакăнта хăй çемйи валли шăтăк чавса çу кунĕсенче пурăнма. Упаран уйрăмах та мар пек çав... Çук, текех кунта ларса ĕç тухмасть, сулхăн туртать, ура çине тăр та тĕнчен çĕр те пĕр ен, кирек хăш енне суйла, утах мĕн тăрăнса ӳкиччен.
Вăл çӳлелле хăпарчĕ, хайхи çĕнĕ пӳрт патне те çитрĕ. Ĕмĕтсĕрсем пуль çав çынсем, чăнах та. Хуçи килĕнче çуккине пĕле тăркачă ун вырăнне килсе ним пулман пек çурт лартаççĕ. Пурте хăй евĕр йăваш çынсем мар çав, ав мĕнле чипер пӳрт лартма вай çитернĕ. Камсем-ши унта? Кам пурăнать-ши?
Пахчаналла ик чӳрече тухать. Çӳллĕ купаланă тăпрас çине йăваш çын шуса ӳкес мар тенĕ пек сыхланса хăпарчĕ.
— Çын пур-и? — хăюсăр илтĕнчĕ унăн сасси. Шалтан чӳрече патне пырса пăхакан çук.
Чăнах, камсем-ши кунта? Кам килсе ларнă-ши кунта хăй килĕнче çук чухне?
Йăваш çыннăн кăмăлĕ чĕрре кĕрессе çитрĕ. Вăл кантăкран шаккарĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ шалтан арçын сасси. Мĕлке чӳрече патнерех çывхарчĕ.
— Эпĕ-ха...
— Пикмăрса тете-и?!. Ак çитрĕ те!.. Кĕр алăкран, мĕн эс?..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...