Хура çăкăр :: V. Ăшаланă ăсан хака ларать
Тимрук таврари ялсене çӳресе эрне ирттерчĕ. Кунне-çĕрне хисеплемерĕ вăл. Лаши те самай хăвăрăлчĕ, Тимрук хăй те ырса çитрĕ. Çӳренĕ хушăра вăл, сĕтел хушшине ларса, йĕркеллĕ апат çисе курмарĕ, чей ĕçмерĕ. Ялтан тухса, хире чарăнсăн, вут хурса кĕл ăшĕнче улма пĕçеркелерĕ, килĕнчен илсе тухнă хытă çăкăрне кăшларĕ. Çакăн çинчен вăл таврăнсанах ашшĕне каласа пачĕ. «Эппин, эс пĕр-пĕр çĕре хăнана та чарăнанмарăнам», — тесе ыйтрĕ ашшĕ. Тимрука кĕрсе тухма сĕнекенсем чылай пулнă-мĕн, анчах палламан çĕрте ют кашăка тытма вăтанать вăл. И, ачам, уру çине ĕне пусман çав-ха санăнне, кун-çулта ăна-кăна пĕлнĕ пулсан, аплах суйланса тăрас çукчĕ, терĕ ашшĕ; вăл хăй пулсан, чĕннĕ çĕртен пăрăнман пулĕччĕ, пирĕн йышши çынна çавăн пек кирлĕ тесе ӳкĕте кĕртесшĕн пулчĕ. Тимрук пурпĕрех ун сăмахне хăлха урлă ирттерсе ячĕ. Çунса кайнă çынна халăх, чăн та, хĕрхенет. Тимрука куркапа та чаплашкапа пĕрчĕллĕ тырă кăлара-кăлара панă. Çапла тырă пуçтарни хутаç çакса çӳрекен ыйткалакан чысĕнчен пысăках мар туйăннă Тимрука. «Аплах вăтанасси-именесси вăл, ачам, çупĕ мар-ха, куçна кĕрес çук, кĕрес çук, — терĕ ашшĕ, — ӳлĕмрен те пулин пĕлнĕ пул, кăмăл туса чĕнекен çын патне мĕншĕн пăртаклăха кĕрсе хăна пулмалла мар, пирĕн килте пӳремечĕ те кукли пĕçерекен çук-çке», — терĕ ашшĕ.
Ĕçне çапах та Тимрук, хăйне кура, чиперех туса килнĕ-ха. Вăл ултă михĕ тырă пуçтарнă. Халь акă Шерккей çав тырра пĕтĕмпех Пăва пасарне илсе кайса сутать. Шерккейĕн укçи çук-тăр тесе никам та ан шухăшлатăр, ĕçĕ пĕтĕм ялйыша евитлĕ пултăр.
Тимрук таврăнсан тепĕр кунхине Шерккей ирпе ирех Пăвана кайма пуçтарăнчĕ. Тăпăрчă хутаççине пĕр çаврăм çăкăр чикрĕ, пĕр çăмарта пĕçерчĕ, пуçлă сухан илчĕ, пахчинчен сарăхнă хăяр пуçтарса кĕчĕ. Хăярне вăл ытларах илесшĕнччĕ — апла та юрасах каймасть иккен, килте кăмака тăвакан пур, ăна çитермеллипе ĕçлеттерме килĕшнĕ, вара вăл хăйпе пĕр хăярне кăна илчĕ, виçĕ хăяр килне хăварчĕ. Тимрукăн çуртран ниçта та, пĕр самантлăха та пăрахса кайма юрамасть, кăмака тунă çĕртех пулăшмалла. Çĕрле пулсан та ашшĕ таврăниччен кӳрше-мĕне тухса çӳремелле мар, алăкне шанчăклă питĕрмелле те выртса çывăрмалла, тесе хытарса каларĕ ăна ашшĕ. Укçине хăйпе мĕн чухлĕ илмеллине кăна пĕлеймерĕ вăл. Сылтăм кĕсйинче Ильясран илнĕ пăхăрсем чăнкăртатаççĕ. Ĕнтĕ пĕр-пĕр кĕтмен ĕç тупăнас-тăвас пулсан, çулĕ темĕн мар, тепĕр хут та хутлама пулĕ, çын куç умĕнче укçа пуррине кăтартмасăртарах тыткалани çакăн пек чух вырăнлă пулма кирлĕ пек туйăнать ăна. Курши-аршисенчен вĕсем патне кутăруçăн такам килсе кĕрес çук-ха, килсен те, Алапа Велюшĕ кивçен укса аптратма тытăнĕ, атте килте çук тесен, унăн та пӳртре йăпанса тăма сăлтавĕ çук, хăвăртрах ăсатса яма тăрăш, терĕ Шерккей Тимрука.
Çывăх мар Пăва çулĕ. Ир тухса кайсан, унта каç енне кăна çитме пулать. Çула май Шерккее Янтукан чăвашĕ тупăнчĕ, вăл хăма сутма каять иккен. Çапла илĕм-тилĕм кайса юлташла калаçса пынă чух вăхăт иртни сисĕнмест. Çурма çула çитсен, вĕсем лашисене тăварса çитерчĕç, кантарчĕç, хăйсем те апатланчĕç. Шерккей çур çăмарта çирĕ, тепĕр çуррине таврăннă чух çиме хăварчĕ. Янтукан чăвашĕ ăна-кăна шутласа тăракан çын мар, унăн автан какайĕ пур. Шерккее вăл тукмак тыттарчĕ. Шерккей тав туса çисе ячĕ. Унтан вĕсем лашисене кӳлчĕс те малалла уттарчĕç. Янтукан чăвашĕ паянах Пăвана çитесшĕн пулчĕ. Шерккей ытла васкамасть-ха. Вăл Кипеккасси ялĕнчи пĕр палланă чăваш патне чарăнать, каç выртма та шутлать. «Ирпе Пăва пасарĕнче тĕл пулайăпăр-и-ха», — терĕ вăл Янтукан чăвашне.
Палланă чăваш килĕнчех иккен. Кунталла ик-виçĕ çул çитсе курман Шерккей, унăн ятне те манса кайнăччĕ, леш çапах та ăна хапăл туса йышăнчĕ. Картишĕ шанчăклă, лупасайĕ ирĕк, хуçан урапа çинчи тырра витмешкĕн сăран та тупăнчĕ.
Каçхине ăна Шерккей хăйĕн инкеклĕ пурнăçĕ пирки кала-кала кăтартрĕ. Çунса кайнă çынна çурт çавăрма, мĕн каласси пур, çамăл мар ĕнтĕ. Йывăç çуртăн хăратмăшĕ ялкăм вут-кăвар çав, ир те, каç та сыхлансах тăр, ялан сехрӳ хăпать. Пĕлтĕр кĕркунне, ав, кӳршĕри Киштек ялĕнче пĕри хăйсен кӳршинчен кăвар илсе таврăннă пулать те, сыхланайман курăнать, пĕр кăмрăкне теплерен ӳкерсе хăварнă. Килĕнче пĕр шăрпăк хĕрхеннипе çав, халăх кăчухне перекетлĕрех пурăнасшăн-çке. Çапла яшка çакса пĕçерес хушăра шăпах пĕр урам чарусăр вутпа шăлăнчĕ, варринчи пĕртен-пĕр чул çурт кăна çунмасăр юлчĕ. Вутама вăл çын инкекне тарават. Халăх чеелене пуçларĕ, ытларах халь чул çурт лартма тăрăшать, вут-кăвартан сыхланасшăн çав.
— Чул çурт тетĕн те-ха... — сăмах вăйне кĕчĕ Шерккей.
— Чул çурт çав. Чул йывăç мар ĕнтĕ, вут тĕртсе çунтарсан та çунмасть.
Чăн та, чул йывăç мар-ха. Шерккей ăна хăй те чипер тĕшмĕртет. Анчах чул çурт тăвасси ытла хака ларать пуль?..
— Йывăçран хаклă мар ĕнтĕ, кирек мĕн каласан та. Кирпĕчне килте çапса хĕртмелле пулсан, ха, йӳне ларать, купала та купала. Урай-мачча тесен...
— Ара ĕнтĕ, вăл кĕленче çурт лартсан та, урай-мачча кирлех пулать, кирлĕ пулать пуль. Сăмахĕ ун пирки тăрас çук-ха, кирпĕчне тесен...
— И-и, каларăн! — терĕ хуçа. — Пулса курнă-çке эп сирĕн енче. Вăрман хĕррипе унта хăйăр та тăм нихçан кивеле пĕлмест, мĕн чухлĕ кирпĕч кирлĕ, çавăн чухлĕ çапма пулать.
— Тăмĕпе хăйăрĕ нумай-ха унта...
— Тата мĕн?
— Ăстисем ĕçлесен...
— Мĕнле ăстисем?
— Ак ĕнтĕ! Кашни çын, кашни çын аппалана пĕлмест-çке унпа? Кирпĕчне çапаканни те, ăна хĕртсе ĕçе кĕртекенни те, кайран çуртне тăваканĕ те кирлĕ пулать, ăçтан тупса пĕтерĕн вĕсене?
— Вĕсене? Пăва тулли вĕсем! Ĕçсĕр анăраса çӳрекен халăха ыранах лавĕ-лавĕпе лартса кай. Калатăп-çке, нумай тетĕп. Çулне кăтартсан, çуранах хăпса пыраççĕ.
Ăнтарса пуçланă сăмах пирки Шерккей чăнласах шухăшлама тытăнчĕ. Тахçан çав хăйсен патĕнчи Ярслав вăрманĕ хĕрринче кирпĕч çапма пулать тенине вăл тăван ялĕнчех илтнĕччĕ-ха. Çав Усалуксемех каламарĕс пуль-çке, халь вăл çавна асне те илес çук. Хăйăрĕ нумай, тăмĕ çырма тулли, кĕрлĕ-çурлă унтан пушă лавпа иртсе тухма çук — тăм çăрăлать, шывĕ те çавăнтах, çăр та ир, çăр та ир.
— Ача, эсĕ мана çапла каласа пит хĕтĕртсе ятăн-ха, — терĕ Шерккей, шăртламас çӳçне шăлкаласа. — Хĕтĕртсе ятăн та мана, сăмаху, пĕр шухăшласан, тĕрĕсе те килет пек. Элле, хăтланса пăхма шут тытас-и, шут тытас-и?
— Тытăнмасăр ара....
Тип кашăк çăвара касать. Чĕлхе вылятса лармашкăн майлăрах пултăр тесе, Шерккей çак сумлă хуçана сăркавушкă эрех те илсе килтерчĕ. Хăй сыпмарĕ, ятшăн тесе кăна тутанса пăхрĕ. Хĕрĕнкĕ хуçа ăна питех те вырăнлă канашсем пачĕ. Шерккей çав пысăк ĕçе хăй тĕллĕн хускатса яраймасран та хăрать иккен. Утламăшра халиччен çавăн пек чул çурт лартса аппаланакансем пулман. Пĕлмен-курман ĕçе çулăхасси кама ан хăраттăр. Çав ĕçе ăста пĕлекен пĕр-пĕр шанчăклă çын тупăнсанччĕ çав та, тесе йăнкăлтатрĕ вăл. Ун пек шанчăклă çынсем те çук мар иккен. Çурт хуçин Пăвара пĕр палланă чăваш пур, Энтюк ятлăскер. Вăл яла пурăнма куçас пек каласкалатчĕ, тет.
Шерккей çав Энтюк пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пикенчĕ. Çынни вăл ăстине ăста та, сывлăхран йăвашрах имĕш. Ну, вăрман хĕрринче ĕçлемелле пулать тесен, вăл килĕшме кирлĕ-ха. Аякка тухса çӳресси уншăн тем мар, тăван ялĕнчен хăй хăçан тухса кайнине те астумасть, Пăва таврашĕнчех кулленхи ĕçпе тăрмашса пурăнать. Халь ак унăн хваттер укçи те пайтах тӳлемелле тет. Яла куçмалла тесен, хирĕç пулма кирлĕ мар пек туйăнать хуçана. Çынни вара пит ĕçчен, кун пек ĕçре мĕн çамрăкран пиçĕхнĕ: арăмĕ вăхăтсăр вилсе кайнă-мĕн, хĕрачипе кăна пурăнать. Хĕрачи те пĕчĕккĕ мар ĕнтĕ, килте яшка-çăкăр хатĕрлеме пултарать. Ахаль пит тӳрĕ çын, шанчăклă, чееленес йăли çук, алли кукăр мар, мухтанса хăтланмасть, çынна улталаса-лартса курман — ыраш çăкăрне юратакан çын ĕнтĕ, хуçа ун пирки пĕр иккĕленмесĕр шантарать. Пăвара вăл пĕр пысăк хĕрлĕ чиркӳрен кĕпер еннелле пăрăнакан хăрах каслă урамра шатрун пӳртре пурăнать-мĕн, виççĕмĕш нумĕрлĕ çурт тесен те тупса параççĕ. «Çав Энтюк кирпĕч çапас ĕçе те, сурт лартассине те пĕтĕмпе хăй майлаштарса яма пултарать, ĕçне-хĕлне тирпейлĕ тума пĕлекен çын», — тесех шантарчĕ ăна кил хуçи.
Шерккее шăпах çавăн пек сын кирлĕ çав. Ăçтан кăна çакăн пек ырă шухăш сыпăнса кайрĕ-ха. Кил хуçине вăл темиçе хут тав турĕ, пĕр-пĕр — халех мар, ӳлĕмрен ĕнтĕ — май килнĕ чух юри хăй патне хăнана пырса курма сĕнчĕ. Лешĕ вара: «Çитĕпĕр-çке унталла та, ман, чăнах, пĕр-пĕр хăма пекки туянма ĕмĕт пур-ха», — терĕ. Шерккее çунат хушăнчĕ тейĕн. Вăл çĕр каçмасăрах Пăвана тухса каясшăнччĕ, сав Энтюка çитсе курасшăн пулчĕ, анчах çĕр варринче каймарĕ. Мĕн тесен те кунта палласах кайман тавраш, кун çутипе çӳреме шанчăклă.
Çĕрне васкавлăрах ирттересшĕн пулса, Шеоккей тем çинчен те шухăшласа пуç çавăрчĕ. Энтюк çаплах ун асĕнчен туха пĕлмерĕ. Ĕнтĕ ун умĕнче Энтюк кăна та мар, малашнехи пĕтĕм кунçулĕ çăв çынран килессĕн туйăнчĕ ăна. Тĕнчере çав Энтюк пулман пулсан, Шерккей ӳлĕмрен те хăй мĕскĕнле шăпипе нушаланса пурăнмалла пек туйăнчĕ.
Кăвак çутă карăнма кăна ĕлкĕрчĕ — Шерккей кил хуçине вăратмасăрах хăй çулĕпе тухса кайрĕ. Вăл Пăвана çитсе кĕнĕ чухне хĕвел тухса сарăлнăччĕ, пасар кĕрлеме тытăнчĕ. Çынсем лавĕ-лавĕпе панулми те хăяр, купăста та сухан сутаççĕ. Выльăх пасарĕнче лаша сутакансем каçса кайсах хаклашаççĕ. Пĕри лаша çӳретет, тепри лашине мухтать — элчĕ те иккен ун лаши, ĕнес те мар, ăслă та, кун пек лаша-и? Пĕтĕм Пăва уесĕшĕн пĕртен пĕр пулма пĕлнĕ имĕш. Сăмахĕ выльăх çинчен пымасть тейĕн çав. Пăлан пек тăсмака та паттăр ĕнесем витре çиллисене карăнтарнă та наянланса кавлеççĕ. Тына та вăкăр, пушмак та пĕчĕкки, мăкла та мăйракалли, сĕтли те какайли — хăшне кăмăл хывать, хăшне мĕнли кирлĕ — çавна туянма пулать, кĕсйӳ кăна хулăнтарах пултăр. Пасарта çапса хĕснĕ пек çын нумай пулсан та, çаплах пухăнаççĕ, халăх килсех тăрать, ăçтан шăнăçать пуль. Кам кăна çук-ши кунта — чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи, мăкши: ватти, çамрăкки, арçынĕ, хĕрарăмĕ, вĕçкĕн хĕр-упраçсемпе майрасем, мăнкăмăллă лавккаçсемпе япшар сутăçăсем, пуянĕ, чухăнĕ — темĕн сутать, темĕн туянать, пĕри те пулин шăп тăрин! Мухтать, хурлать, тава кĕрсе шапăлтатать. Акăш-макăш пысăк пасар çийĕн сирĕле пĕлми тусан пĕркенчĕкĕ карса илнĕ.
Шерккей тăп-тăвăр çул вырăнне хăварнă ирĕкрех çĕрелле хĕсĕнкелесе тухрĕ. Лашине аран ирттеркелесе, тырă сутакан урама çитрĕ, лавне чарса тăчĕ.
Пасарта халь тырă ытла йӳнелнĕ иккен. Сутас çук пулсан, мĕншĕн кунта çити турттарса килчĕ-ха эппин? Иӳн хакпа сутма килĕшмерĕ вăл. Тепĕр тесен, укçашăн тĕкĕнсе çитнĕ çын мар вăл халь. Çав Кипеккасси чăвашĕ патнех кĕртсе хăварĕ те, питех майлă мар пулсан, тепрехинче килсе сутма пасара кăларĕ. Шерккее çак шухăш илĕртрĕ. Вара лашине малалла уттарчĕ, пасар хĕрринелле тухсан, хайхи хĕрлĕ чиркĕве курах кайрĕ. Çав чиркӳ патĕнчен инçе мар хăрах каслă урамра шатрун пӳрт пур тенĕччĕ ăна Кипеккасси чăвашĕ. Анчах кунта пĕр урам та ик урам кăна мар — темиçе курăнать, вĕсенчен хăшĕ тăвăр та хăшĕ аслă, кирлĕ çынна хăш урамра тупма пулать? Пасартан тухсан шухăша кайса, вăл пăртак лашине чарса тăчĕ. Вашмăк çырмари таса мар шывра кăвак кăвăкал ушкăнĕсем васкамасăр çӳреççĕ. Кунта Шерккей пĕр кивĕ кĕпер асăрхарĕ. «Кĕпер хĕрринчи тăвăр урам темерĕ-ши ăна?..» — асне илесшĕн пулчĕ вăл. Урам та мар-ха кунта, хăрах касă çеç. Виççĕмĕш мар, иккĕмĕшех шатрун çурт курăнса кайрĕ. Хапхи хĕрринче кĕçĕн алăк пур. Çав шатрун çурт пулсан кăна.
Шерккей лашине урам еннелле туртрĕ, шатрун пӳрт патне çитсе чарăнчĕ. Кĕçĕн алăкне уçма кăна тăчĕ — ăна хирĕç кашкăр пек пысăк йытă хăрлатса вĕре те пуçларĕ. Шерккей шалалла кĕме хăрарĕ, алăкне хăвăрт хупса хучĕ. Мĕн тумалла пулать ĕнтĕ? Кĕрес тесен те кĕме çук, кĕмесен те юрамасть. Йытти çаплах каçăхса кайса верет. Чӳречерен шăккăсан раç. Тухса уçакан те пулĕ, те пулмĕ.
Çав самантра шал енчен хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Çын пур-и унта?
— Эпĕ те-ха... Энтюк çакăнта пурăнать-ши тесеттĕм...
Вăтам çулалла çитнĕ хĕрарăм алăк уçрĕ. Шерккее вăл тĕсĕ кайнă шлепкинчен пуçласа уринчи çăпатине çити пăхса тишкерчĕ, сăн-пичĕ тем хаярланнă пек курăнчĕ, пĕр сăмах каламасăрах алăка лап хупса хучĕ, хăй шалалла кĕчĕ.
Ак ĕнтĕ мĕнлескер пулчĕ ку? Сасса хирĕç тухрĕ-ха, алăкне те уçрĕ, унтан сăмах чĕнмесĕр-тумасăр каялла кĕчĕ кайрĕ. Йăнăш пулчĕ-шим вара? Нимĕн тăва пĕлмен Шерккей хăй çитсе чарăннă çĕртех урисене куçаркаласа тăпăртатса тăчĕ. Текех ĕнтĕ шаккаса пăхсан та усси çук пуль? Тата ăçтарах пур-ши кунта шатрун пӳрт?.. Энтюк ăçтарах пурăннине кӳршисенчен ыйтса пĕлсен те юратчĕ пуль, ырă çын пĕр сăмах тавăрмасăр ун умĕнче алăк хупас çук...
Шерккей çапла шухăшланă вăхăтра шалтан каллех ура сасси илтĕнчĕ. Хальхинче çурма майралла та çурма чăвашла тумланнă çамрăк хĕр тухса тăчĕ. Мăшăр сарă çивĕтне малалла усăнтарса янă, пысăк та çивĕч куçлă, сăнĕ-пичĕ чипер.
— Сире атте кирлĕччĕ-и? — ыйтрĕ вăл Шерккее хура куçпа тинкеререх пăхса. Сасси хăйĕн уççăн янăрать.
— Ырă çынсем каласа пачĕç те-ха мана... Энтриччĕ-ши, Энтюк-и, çакăнтарах пурăнать тесеччĕç. Çакăнта мар-ши терĕм те...
— Çакăнта, çакăнта пурăнать. Атте пулать вăл манăн, — хăвăрт-хăвăрт каласа хучĕ хĕр. — Халь килте çук-ха вăл, кăнтăрла çитеспе таврăнма кирлĕ.
— Апла иккен, апла иккен. Юри ун патне килсеттĕм çав та.
— Килте çук çав. Ытах вăл пит кирлĕ пулсан, кăнтăрла тĕлнелле килсе каяймăр-и?
— Килессе ун чухне те килĕп-ха. Варарах та пулин курнăçасчĕ çав... Лашана, лашана сирĕн патăра кĕртсе хăварма юрамасть-и?
— Юрать те пуль... хваттер хуçине кăштах тӳлесен, — иккĕленерех каласа хучĕ Шерккейпе калаçакан хĕр.
— Ара ĕнтĕ, аякри çын та-ха эпĕ, кăштах тӳлемелле пулсан, тӳлĕпĕр-çке ăна, — килĕшрĕ Шерккей. — Кĕртесчĕ эппин лашана.
Хĕрача хапха уçрĕ, лашана хăех чĕлпĕр вĕççĕн çавăтса картиш варрине кĕртрĕ. Усал йытă та хĕрачана пула текех вĕрмерĕ, вăл касмăкра, унран хăрамалли те çук иккен. Хĕрача çаплах арçынла хăюлăхпа тăрмашни Шерккее пит килĕшрĕ. Пăхăсăн, хăй вăл вунпилĕк çултан иртмен пуль, ĕç йĕркине вара чиперех хăнăхса çитнĕ, лашана мĕн çитересси çинчен, ăна хăçая шăварма юрасси çинчен кил çынни пек, ыйта-ыйта пĕлчĕ.
— Лав çинче тырă пур, тырă пур, мĕнле-ши, выльăх-тавраш михĕсене çурасран сыхланма пулĕ-ши? — ыйтрĕ Шерккей.
— Ним пăшăрханмалли те çук, — тавăрчĕ хĕрача. — Хуçасем хăйсен выльăхĕсене кунта усрамаççĕ. Лашăра кункăра патне кăкарма пулать.
— Апла аван иккен-ха... Эс, хĕрĕм, мĕн ятлăччĕ çав?
— Маюк теççĕ мана.
— Эппин, Маюк, çакна калам сана, — терĕ Шерккей. — Мана сан аçу кирлĕччĕ. Калаçас çăмăлăм пур. Вăл таврăниччен кайса, кайса çӳрекелес марччĕ-ши тесеттĕм те... Лашана кунтах хăварсан, сана пысăк чăрману пулать ĕнтĕ...
— Пурпĕрех мар-и мана? Мĕн чăрманасси пултăр. Кăштах тăрсан шăварса та кĕрĕп.
— Ай, чипер иккен эс. Ку пит аван пулать, пит аван пулать, — хĕпĕртерĕ Шерккей. — Эппин, ман кăштах хуланалла тухса çӳреме май пулать иккен-ха.
— Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр çав, — кулкаларĕ хĕрача.
Маюк пит кăмăллă калаçать. Шерккее вăл пултăклă пек туйăнчĕ. Лашине тăварнă хыççăн вăл хулана тухса утрĕ.
Пăва хулин чапĕ пысăк ялтан ытла мар та, халиччен ятлă хуласенче пулса курман çыншăн вăл çапах та хула пек-ха. Ĕлĕкхи çулсенче Шерккей ик-виçĕ хут та Пăвана килкелесе кайнăччĕ. Пасарĕнчен урăх ниçталла та пăрăнман вăл, ниçталла та çӳремен. Çӳремешкĕн укçи те пулман, сăлтавĕ те тупăнман пуль, ан хăра. Паян тесен вăл хăй тĕллĕн, хăй ирĕккĕн хула урамĕ тăрăх иртсе çӳреме пултарать, пысăк чиркӳсемпе мечĕтсем курать, хулари иртен-çӳрен мещенсене асăрхать. Тахçан Шерккее ашшĕ Чĕмпĕр хулине те илсе кайса кăтартнăччĕ. Çурхи ейӳ сарăлнă вăхăтчĕ ун чух. Шерккей, Атăл курасчĕ тесе, ашшĕне асăнтарнăччĕ. Ашшĕ ăна пилĕк пус пăхăр панăччĕ. «Кайса кил, ачам, хăвах, сан куçу витĕр курать», — тенĕччĕ ăна ашшĕ. Шерккей пĕр-пĕччен тухса чупнăччĕ. Аташасран хăраса вăл ун чухне пĕр урампа çеç анчĕ. Кайсан-кайсан вăл хурсем ишсе çӳрекен пĕр шыв курчĕ те: «Атăл çакă иккен, ну куртăм та иккен», — тесе часах ашшĕ патне таврăнчĕ. Çавăн чухне вăл хăй шучĕпе Атăл куртăмах тесе шухăшларĕ. Анчах пыра-киле, çынсем Атăл çинчен кала-кала кăтартнине илтсен, эпĕ курни вăл Атăл пулман иккен тесе тĕрĕсех иккĕлене пуçларĕ. Çавăн чухне вăл пысăк хулан аяккинчи пĕр урамне курнăччĕ, çавă пулчĕ. Пĕрер те икшер хутлă чул çуртсем йышлăччĕ унта, сăрласа пĕтернĕ крыльцасемпе хапхасем темĕн чухлĕччĕ. Ай, хула тени чаплă та, урам варринче пĕр курăк туня кураймăн тетчĕ вăл килне таврăнсан. Пăва, чăн ĕнтĕ. Чĕмпĕртен пĕчĕкрех теççĕ, хăйне кура пурпĕрех хула-ха вăл. Хăма сарнă урам хĕррипе васкамасăр утать Шерккей. Икшер хутлă чул çуртсене курсан чарăна-чарăна пăхать. Илемлĕ пӳрт. Чӳ-речисем алăкран çӳллĕ, сарлака. Асран кайăн çав, аялта мар, çӳлте те крыльцасем пур, тупата, вĕсене мĕнле йышши тĕрлесе пĕтернĕ-ха тата. Çыннисем вара, урамалла тухмалла пулсан, çав крыльцасенчен çĕрелле сике-сике анаççĕ-ши. Сикессе сиксе анĕç-ха вĕсем, хăпармалла пулсан мĕнле вара? Чикмек тавраш килсе хураççĕ пуль çав... Туса пĕтернĕ-çке, патька, тесе, Шерккей пĕççине шарт çапса тĕлĕнчĕ. Решеткисене те йăлг тимĕртен тыттарнă иккен, вĕсене чечек пек килтерсе тĕрлесе пĕтернĕ. Е Шерккей хăçан та пулин çакăн пек çурт лартса ярайин. Ун асĕнче иртнĕ кунсенче кăна çакăн майлă чăрсăр шухăшсем çукчĕ-ха, халь тесен каçăха пĕлмен ĕмĕчĕ юмахри пек сăхлантарать. Тепĕр каласан, шикленмелле те мар пуль-ха унăн çакăн пек чаплă та пысăк çурт лартас пулсан... Ĕмĕт çав. Тăрана пĕлми ĕмĕт.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...