Хура çăкăр :: XXXII. Кĕтмен тĕлпулу
Çĕр варринче ула лашапа армантан таврăнаканни Савантей ывăлĕ Терентей пулчĕ. Вăл Кантюка палларĕ, ытти лавсем çине ларса тухнă çынсене те асăрхарĕ — камсемччĕ-ши вĕсем — пĕтĕмпе пĕлсе те пĕтереймерĕ, каç пулсан çавсем ăçталла кайни çеç ăна тĕлĕнтерчĕ.
Утламăш пек пысăк мар ялта кам ăçта çӳрени, мĕншĕн кайни-килни палăрмасăрах иртмест вăл, Терентей чарăнса пăхса тăрса юлчĕ. Лавсем ял вĕçне çитрĕç те пурте пĕрле кĕпĕрленсе тăчĕç. Ăна-кăна пĕлме-тĕшмĕртме юратакан Терентейĕн каялла çаврăнса вĕсем патне пырас кăмăлĕ те пурччĕ, унтан тулли лавпа çаврăнса лашине чăрмантарма шутламарĕ, майĕпен çеç килнелле уттарчĕ. Килне çитсен вăл ашшĕне:
— Кантюк папайсем каçа хирĕç лавсемпе таçта тăвалла каятчĕç, укăлча патĕнче чарăнса тăратчĕç, — тесе, ытахальтен тенĕ пек кăна каласа хучĕ.
— Тăватă лавпа тетне?.. Çыннисем йышлăччĕ-и?
— Асăрхас тесех пăхаймарăм та, çирĕммĕн пулатчĕç пуль.
— Элле хеппер, Кантюк папай ĕçе тытăнсах тытанчĕ иккен! Ну, ăса кĕртесчĕ-çке ăна пĕрре...
Çак сăмахсене илтнĕ Терентей тĕлĕнсе кайрĕ. Ашшĕ унăн çынпа нихçан урлă пулакан марччĕ. Çуртра хăна-вĕрле пуçтарсан та, пурте ăна ырă çын тетчĕç, халь ав мĕнле сăмахлать? Кантюк мĕнле ĕçе тытăннă-ши вара, мĕншĕн ăна «ăса кĕртмелле»? Çаксене пĕтĕмпех ыйтса пĕлме хăяймарĕ. Ашшĕ вара тулли çăнăх миххине кĕлетелле хăпăл-хапăл çĕклесе пĕтерчĕ те пӳлмене пушатмасăрах пӳртне кĕчĕ, ывăлĕнчен мĕн илтнине хăй ашшĕне каласа пачĕ.
Ват Эпселемĕн хăлхи питех илтсе каймасть пулин те, ăсран-тăнран çивĕч-ха, курасса та хăйне кура чипер курать. Кантюк Утламăш халăхĕн ятне яни ăна килĕшмерĕ. Кĕçтенюкран та каллех, вăл тăлăх та чухăн çын тесе, аплах кулма юрамасть.
— Атя, Савантей, — терĕ вăл чĕтренерех тухакан сасăпа. — Кун пек ĕçе ырана хăварма юрамасть, Кантюк ĕçне мĕнле те пулин пӳлме тăрăшмалла.
Эпселем урине çăм калуш тăхăнса ячĕ, арпашнă çӳçне ал веççĕн çеç сăтăрса якаткаларĕ. Пӳртре уткаланă май, лăнчă çыхнă пиçиххийĕн тĕсĕ кайнă ярапи сылтăм чĕркуççийĕ çине çапăна-çапăна сулкаланать. Каçхи сулхăн çанçурăмне ан çӳçентертĕр тесе, çине вăл çăмăл сăхман уртса ячĕ.
Савантей сăхман та çакмарĕ. Ашшĕпе пĕрле иккĕшĕ урама тухрĕç.
Çĕрле. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем йышлах мар, урамра çапах та ытла тĕттĕм пусмасть. Ялта сас-чӳ илтĕнмест. Вăтакас енчен кăна пĕр тăлăх шакăртма хурлăхлăн сасă парса илчĕ те чарăнчĕ. Каллех шăп. Эпселемпе ывăлĕ Кантюксен тĕлне çитрĕç. Лапсăркка тирек мамăкĕ çĕр питне шуратмалăх тăкăннă. Крыльпа пусмипе малтан Савантей хăпарчĕ, Эпселемĕ аялта чарăнса тăчĕ. Савантей майĕпен çеç алăка шаккарĕ те тăхтаса тăче. Пăлтăртах выртакан çыннисем пурччĕ пулмалла, кравать çатăртатни илтĕнчĕ, кăштах тăрсан:
— Çын пур-и унта? — тесе ыйтрĕ пĕр хĕрарăм.
— Эпир-ха, çĕр варринче килсе чăрмантаратпăр та, — терĕ Савантей, — килтеччĕ-ши Кантюк папай?
— Ак ĕнтĕ... Çук çав, килте çук вăл...
— Нямаçпа та пулин калаçса пăхма пулмĕ-ши? Пĕр çăмăлпа килсеттĕмĕр.
Хĕрарăм, хăй кампа калаçнине уйăрса илсе, алăк патнерех çывхарчĕ, питĕркĕчне çапах та уçмарĕ.
— Нямаçĕ те çук, — терĕ хĕрарăм. — Вĕсем... Каç выртмаллипех... пасара тухса кайрĕç... Кирлех пулсан, вĕсен карчăкĕ килте, кĕрсе вăратас мар-и? — ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕркелерĕ хĕрарăм.
— Вăратма кирлĕ мар. — аллине сулчĕ Савантей, — ну, чиперех тăрса юл-ха эппин, эпĕр утрăмăр.
Савантей, ытла сас тăвас мар тесе, васкамасăр, сыхланса çеç пусса çӳлтен анчĕ.
— Кам пĕлет тата, — терĕ Эпселем. — Пасара çеç кайнă, тет те, Çаплах пулсан хамăра лайăх мар пулса тухĕ...
— Çавăн пек йышлăн пасара сӳремеççĕ ĕнтĕ, каясса та Тукасран тухса кайнă-çке, — пӳлчĕ ăна ывăлĕ. — Терентей каларĕ мана, хам куçăмпа хам куртăм терĕ, çирĕммĕн те пулатчĕç пуль вĕсем терĕ. Вăл тӳрĕ ача.
— Апла тесен çав. Кантюкĕ чее-ха. Мĕскĕн кĕтӳçе илĕртсе те ӳкĕте кĕртме пултарĕ.
Савантей шултăран яра-яра пусать. Ун хыççăн ватă ашшĕ те юлмасть, туйипе таклаттарса утать вăл.
Хурал пӳрчĕ патнелле çитеспе шакăртма сасси тепĕр хут илтĕнсе кайрĕ. Кас хуралçи хăрах алăллă. Çанат, пушă çаннине суллантарса, урамра васкамасăр уткаласа çӳрет. Каçхи çынсене курсан, вăл хăех малтан сывлăх сунчĕ.
— Канăç çук иккен сана çĕрле, Çанат шăллăм?
— Ĕсĕм çавăн пек-çке, Эпселем папай.
— Мĕн тума çӳрен, ялта хуралçă та кирлĕ, — сăмаха хутшăнчĕ Савантей. — Мĕнле пек, каçхи ялта вăл-ку илтĕнмест пуль?
— Çук-çке, — тинкеререх пăхрĕ кĕсйинчен кукăр чăпăклă чĕлĕмне кăларнă Çанат. — Мĕн те пулин илтмерĕр пуль те?
— Илтесси-мĕнĕ... Кĕçтенюк кунта килмерĕ-ши терĕмĕр, çавăнпа курнăçмаллаччĕ пирĕн...
Çанат çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Кĕçтенюк халь Куршанкăра тăрать, — терĕ вăл, Савантейсем ăна ăçта ĕçленине пĕлмеççĕ пуль тесе. — Каç пуласпа çеç Кĕçтенюка куртăм та, пĕчченех Куршанка кайрĕ.
— Куршанках тетне?
— Куршанках кайрĕ. Кĕтӳ кĕтет-çке вăл унта?
— Э-э, Кантюксемпе пĕрле каймарĕç-ши тесеттĕмĕр-çке.
«Ахалех чăрмантарса çӳретпĕр иккен, пурте чиперех-ха»,_— тенĕ пек шухăшласа, Эпселем килнелле те утасшăнччĕ, çапах та кăшт тăхтаса тăчĕ.
— Кантюксем... — Çанат, тем асне илес пек аяккинелле пăхса, чĕлĕмне шаккарĕ те Савантей еннелле вăртах çаврăнса тăчĕ. — Чим-ха, чим, ара, Шинкĕл лашасем тытса килетчĕ те, хуçасем инçе çула тухса каймаççĕ-ши терĕ пулас? Çапла, çавăн пек сăмах пулчĕ çав хамăр хушăмăрта. «Ăçта каяççĕ вара», — тесе ыйтрăм та, Шинкĕл калать: «Ун пеккине мана пĕлтермеççĕ вĕсем», — тет.
Вĕсем виççĕш те çурри çĕмрĕк кĕçĕн алăка уçса хура хурал пуртне кĕчĕç. Лутра мачча. Тĕтĕм шăрши чыхăнтарса çитерессĕн сăмсана çурать. Хăрăмланнă стенасем йăлтăртатса курăнаççĕ. Çу чĕпкуçĕ аран тĕлкĕшсе мĕлтлетет. Çанат, ӳсĕркелесе, чĕлĕмне тивĕртсе ячĕ. Çăра тĕтĕм хăйне çеç мар, Эпселеме те чыхăнтарчĕ. Ватă Эпселем тăрăх сак çине çĕмрĕк куçлă чӳрече патне пырса ларчĕ — унта сывлăш уçăрах. Çанатăн куçĕ пӳрленнĕ, пĕртен-пĕр аллипе куççульне шăлкаласа. Эпселем патнерех пырса ларчĕ, сывлăшне кантарса тарăннăн çавăрчĕ.
Вăхăт чылай та иртмерĕ — Элентей хурал пӳртне килсе кĕчĕ, пӳртри çынсене сывлăх сунчĕ. Вăл Тухтара шырама тухнă иккен: «Çитмен вырăн хăвармарăм, ниçта та тупаймарăм», — тет. Тухтар ăçта кайма пултарнă, никам та каласа паман, аптранă енне, хурал пӳртне кĕрсе пăхас тенĕ. Çанат та курман иккен ăна.
Савантейпе Эпселем сасартăк пĕр-пĕрне кăнн! пăхса илчĕç. Савантей тинех тем асне илнĕ пек пулчĕ.
— Эй, чимĕр-ха. Кĕçтенюк килтех пулсан, Кантюксем çав Туймет ачине ертсе кайман-ши? — ыйтрĕ вăл.
— Ăçта? Мĕншĕн?.. — маларах иртрĕ Элентей.
— Шыв вăрлама, ара! Шыв туйĕ ирттересшĕн-çке вĕсем?
— Шыв? Шыв туйĕ? — Элентей хăй те чĕлĕмне тивертсе ячĕ. — Ку мĕнле япала тата? — вăл пĕрре Савантее, тепре Эпселеме пăхса илчĕ.
— Ах. Элентей шăллăм, кассан туппас тетпĕр. — Эпселем пĕркеленнĕ аллипе сарлака çамкине шăлса илчĕ. — Каласах пулать ĕнтĕ. Ялта хура ĕç пулçа иртесрен чунăмăр çук. Кăçал çу типĕ килнине пула, Кантюк пĕр-пĕр ялтан шыв илсе килес пек сăмахлатчĕ. Тытнă шухăшăн вĕçне çитермесĕр канмасть пуль ĕнтĕ вăл. Кĕçтенюк шыв кĕрĕвĕ тăвас пек калаçатчĕ. Кĕçтенюк, ав, Куршанкăра, тет, иккен. Ятлă-шывлă çынсемпе çыхланма хăраççĕ, вĕсене тăлăх та чухăн каччă кирлĕ. Халь вĕсем Туймет ачине ертсе кайман-ши тетпĕр-çке?
— Эп пĕлеймерĕм пуль-ха, Эпселем папай? Шыв кĕрĕвĕ терĕн...
— Шыв кĕрĕвĕ çав. Ун пеккине авал тăватчĕç пирĕн, кăчухнехи чăвашсем çав йĕркене манни пит аван-ха, Кантюк çеç, ав, тем еккине ярать. Шыв кĕрӳшне пĕр-пĕр авланман çынна тăваççĕ, ачам. Унăн вара ĕмĕрне те мăшăрланма юрамасть, пусаллах пурăнмалла. Ăна ял халăхĕ тăрантармалла, тумлантармалла. Çаплалла майпа çав çын пурăнсан пурăнайĕ ик-виçĕ çул, кайран вăл кам иккенне ĕлĕкхи шыв хуçисем пĕлĕç те шыва путарĕç. И-и, вăл кăна-и? Ялта шыв кĕрĕвĕ пуррине пĕлсен, ют ялсем пĕр-пĕр тăвăллă каç, Утламăша вăрттăн килсе, хамăра вут тĕртсе çунтарĕç, ял варри тĕлне кăмрăкран юпа лартса хăварĕç. Хура юпа теттĕмĕр ăна эпĕр. Акă-çке ăçталла туртăнать унăн вĕçĕ-хĕрри...
Вăхăтлăха пурте шухăша кăйрĕç. Хуйхăллă шăплăх чуна пăшăрхантарать, чĕрене сивĕтет. Шыв кĕрĕвĕ... Тухтар... Пулас инкек... Тата темĕн-темĕн кĕтесси пурне те хăрата пуçларĕ. Элентей чĕлĕм чĕртсе ячĕ, çăра тĕтĕм пуç тĕлĕнчен сирĕле пĕлмесĕр капланса, пĕлĕт татăкĕ пек çакăнса тăрать. Çават, çын умĕнче темĕнпе аиăпа кĕнĕ пек пуçне чикнĕ, вăл пĕрре лапсăркка шурă çӳçлĕ Эпселемĕ, тепре хăй умĕнче урисене сарса пуснă Элентее пăхать, куçĕ канăçсăр, темĕн манса хăвармарăм-ши тенĕ пек мăчлаттарать; çак самантра ăна аллинчи шакăртми те ытлашши япала пек тӳйăнчĕ, вăл ăна кăмака çинелле çиллессĕн ывăтса ячĕ. Савантей, ашшĕ патнерех иртсе, сак çине пырса ларчĕ.
— Халăхпа пĕрле пухăнса канашласа пăхмалла, чун пăшăрханать. ялта ырă мар ĕç хускатса яраççĕ, — терĕ вăл.
— Пĕлейместĕн-çке вĕсене, — сăмаха кĕчĕ Çанат та, — те инçете кайнă-ха вĕсем, те çывăха. Инçетех кайнă пулсан, кĕçĕр таврăнаймаççĕ, ыран пуçтарăнсан, ĕлкĕрĕпĕр... Мана тем мар, вĕсем килессе хам та пăхкаласа тăрăп.
— Пăхкаласан юрать те çав... Улхашах кайман-ши тетĕп-ха. Унта кайнă пулсан, хĕвел хăпариччен те таврăнаймĕç. Ирхине пуçтарăнăпăр.
— Ăçта пуçтарăнмалла пулать? — ыйтрĕ Çанат.
— Ăçта? Кунта. Пуху пухăнакан çĕре.
— Эс, Элентей шăллăм, çавна пĕлейместĕн пуль-ха: Кантюк ушкăнĕ яла чарăнмасть. çав кӳлĕсем патне çитсе шывне тăкасшăнах пулĕç те, кӳлле тăктарас марччĕ.
— Рехмет, Эпселем папай. Çĕр çывăрмăп та халлĕхе мĕн тумаллине хам тăвăп...
Тӳлеккĕн карăнчĕ шурăмпуç. Кулленхи пекех, хĕвел шуралса тухрĕ. Ун ури чи малтан Кантюк çурчĕ умĕнчй çӳллĕ тирексен шĕвĕр тăррине кĕренпе пĕветнĕ, унтан иркӳлĕм çӳçенен Утламăша пĕтĕм лаппипе йăпатса ăшăтма тытăнчĕ. Шăрттан Имечĕпе хăрах алăллă Çанат ял халăхне, ăшă вырăнтан вăратса, тимĕрçĕ лаççи патне пуçтарăнма евитлесе тухрĕç.
Пуху тавраш нихçан та çакăн пек ир пуçтарăнакан марччĕ, пухăнсан та, таçта тимĕрçĕ лаççи патĕнчи уя мар, хурал пӳрчĕ умĕнчи çереме пухăнатчĕç. Сăлтавне-мĕнне халăх пĕлмерĕ. Ялта çĕрле пĕр-пĕр вăрра тытман-ши тесе е кантуртан мĕнле те пулин хаяр ĕçпе килмен-ши тесе, арçынсем пĕтĕмпе тенĕ пек хăпса тухрĕç те, пĕр-пĕринчен: «Мĕншĕн те мĕншĕн?» — тесе ыйтса, Анаткас вĕçнелле çул тытрĕç. Унта Пикмăрса та, Иçти те, Илтиер те тухрĕ, каярахпа Эпселемпе Савантей çитрĕç. Çынсем пăшăлтатса та пăшăрханса сăмахларĕç:
«Хурахĕ ăçта? Хăçан ертсе килеççĕ?..»
«Пĕлместĕп-ха...»
«Вăрçă хускалман-ши тетĕп-ха. Иметĕн шăллĕ Аймет çыру çыртарса янă, тет, ав...»
«Ай, тупата, ăçта-ши вăл халь? Иртнĕ кĕркунне кăна салтака илсе кайрĕç пулас-ха ăна?»
«Тĕнче хĕрринех çитрĕм ĕнтĕ, тесе çырать, тет, çитрĕм те тĕнче хĕрине, ура усса, пуçа каçăртса ларатăп халь, тесе каланă, тет».
«Ай, патька, Аймет çитнĕ те пуль унта, вăл, хам астăвасса, пĕчĕккĕ чухнех, тетĕш пек, пит вичкĕн те шухă ачаччĕ. Тĕнче хĕрри пурах эппин, вăл çитсе курчĕ пулсан...»
Сӳтĕлет сăмах çăмхи, вĕçĕ-хĕрри тупăнмасть. Халăха чĕнсе пуçтаракан Шăрттан Имечĕпе Çанат та çитрĕç. Элентей те вĕсемпе пĕрле. Ял старости Элюкка, шыçнă янахне аллипе тытса, Çанат умне пырса тăчĕ.
— Пухăва пухма эс евитлесе çӳрерĕне?
— Эпĕ-çке...
— К-кам хушрĕ сана?
— Часах пĕлен акă.
— Ам-ма чи малтан хама пĕлтермерĕн?
Имет маларах тухса тăчĕ.
— Винават, ял пуçĕ Элюкка Петянчă. Сана кунта чи малтан чĕнмеллеччĕ иккен те, ăс çитереймерĕмĕр пулас, — йĕкĕлтенĕ пекрех каласа хучĕ Имет.
Старăстă мăртăхрĕ, аллисене усрĕ, ял паттăрĕ çине кăмăлсăр пăхкаларĕ те унтан хупă сасăпа:
— Ам-ма апла? — тесе ыйтрĕ.
— Сана эпир улпута пуç тайнă пек хисеплетпĕр те, ирпеле чăрмантарасшăн пулмарăмăр. Шăлу та сурать пуль терĕмĕр. Каçар, тархасшăн, урăх ун пек хамăр ирĕкпе хăтланмăпăр...
— Ах, тупата, ăм-ма шăл пирки асăнтартăр? Кун каçичченех сурать ĕнтĕ...
— Суртăра, — аяккинелле пăрăнчĕ Шăрттан Имечĕ. — Старостă пуçăпа мĕн пĕлмеллине пĕлмесĕр çӳретĕн...
Иметпе Элентей Эпселем патнерех пычĕç.
— Таврăнмарĕç тет-ха. Тарçисенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
Ялтан çаплах халăх пухăнса тăрать. Тимĕрçĕ лаççи патĕнчи лап вырăнта пасар тейĕн. Халь ĕнтĕ паçăрхи пек пăшалта калаçни илтĕнмест, халăх кĕрлесе тăрать.
Кахăрла сăртĕнчен лăвсем аннине чи малтан Шинкĕл асăрхарĕ.
— Эхе, килеççе хайхисем, килеççĕ вĕçтерсе! А тулеккеш хăйсем кăна мар...
— Тем мар, эпир те йышлăн!
Çынсем аллисене тăсса пĕрне-пĕри сăрт çинелле кăтартаççĕ.
Катаран килекен лавсем, Турикаса кĕрекен çултан пăрăнса, ĕннĕ çерем хĕррипе тӳрех Анаткас еннелле ӳкрĕç те лашисене майĕпенрех юрттарма тытăнчĕç. Çав вăхăтра туй юрри янăраса кайрĕ.
— Ха-а, туй килет-и?
— Мишер енчен чăваш туйĕ?.. Шăнкăравĕсем чăрсăр тинкĕлтетеççĕ.
— Халăхсем! — илтĕнчĕ Эпселемĕн чĕтренсе тухан хулăн сасси. — Вĕсем шыв вăрласа килеççĕ. Юман кӳлли патне чарăнаççĕ... Атьăр пурсăмăр та çавăнталла!..
— Вăрăсем-и? Камсем?..
— Туй курма! Туй курма!
— Утламăша тĕп тăваççĕ...
— Кăтартар-ха вĕсене ирхи туй!
— Чимĕр-ха, чарăнăр!..
Шăпах çав вăхăтра малта пыракан тăрантас кӳлĕ хĕррине персе çитрĕ. Тилхепе тытнă кукша хуçи хăй патнелле пыракан ял халăхне енчен енне тĕлĕнсе пăхкаларĕ те унтан, ларкăч çинчен маттуррăн сиксе анса, хăй хыççăн çитсе чарăннă урапа патне пычĕ, тепĕр çынпа пĕрле урапа çинчи пичкене тĕксе антарчĕç. Пичке тикĕссĕн кусса кайрĕ, кӳлĕ хĕррипе лартса тухнă пĕр хурăн патне çитсе, çамрăк йывăçа тĕпренех авса, чарăнса тăчĕ. Кантюк çакна асăрхарĕ. Вăл хăй çулне пӳлсе чупакан çынсене пăхмасăр пичке патне лăпăстатса пычĕ, хурăн хунавне пичке айне те пулин туса, малалла кустарасшăнччĕ çеç, çавăнтах ун çулне ăшша пиçнĕ Савантей пӳлчĕ хучĕ, Кантюка, кăшкăртас пек, хулĕнчен ярса та тытрĕ.
— Эс, папай, мĕн хăтланан апла?
Имет те чупса анчĕ.
Кантюк пичкене урипе те пулин тапса ярасшăнччĕ, Имет ăна туртса илме ĕлкĕрчĕ, пичкене пуçăн лартса хучĕ.
Тăрантас çинчен çыхса пăрахнă çыннăн йынăшса кăшкăрашнă сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Тухтар!.. Эс-и, Тухтар?
— Хăта! Кантюк папайсем пĕтереççĕ пире!
— Пĕлетĕп. Пĕтереймеççĕ! Ну, Тухтар, черетӳ çитрĕ. Тавăр Селимешĕн.
Элентей Тухтара салтса ячĕ.
Халăх Кантюка хупăрласа илчĕ. Кăпăка ӳкнĕ лашисенчен пăрăнса, Кантюк кутăнла чакса-чакса пычĕ те кӳлĕ хĕррине çитсе чарăнчĕ.
— Ара, чимĕр-ха, чимĕр... Мĕскер эсĕр?..
— Кантюк папай, кам хушнă сире çакăн пек хăтланма? Ватă пуçăпа яла пĕтерттеретĕн-çке. Хура юпа ларттарасшăн хĕрĕнетне?
— Савантей шăллăм... Ак ĕнтĕ... Халăх, хăвăршăн-çке!.. Ара. Элюкка тетĕп, эсĕ те пулин... — хăй хутне кĕрессе кĕтрĕ старостăран.
— Ах, шăл сурать... — аяккинелле пăрăнчĕ старăстă. Хальхинче кунта тытăçса-çыхăнса тăма майлă маррине туйса илче ĕнтĕ вăл.
Кантюк, хăй умĕнче тăракан Савантейпе Имете тĕккелесе, каллех пичке патнелле туртăнчĕ. Хырăмламас лутра старик çак самантра шăпах пуçăн лартнă сăра пички пек курăнчĕ. Имет ăна аллипе тĕкмерĕ, тем сарлакăш кăкăрĕпе çеç Кантюкăн çулне пӳлсе хучĕ.
Элентей персе çитрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...