Хура çăкăр :: XXVII. Шăпа


Пĕрре çак Манюр папай Хура Палляпа — Кĕçтенюк ашшĕ-ха вăл — тем пирки тава кĕрсе кайнă. Хура Палля ăна халăх умĕнче хăртса пĕтернĕ. Çынни вăл, калам сана, Шăрттан Имечĕ пек вăйлă та паттăр пулнă.

Манюр папай ăна тавăрма хĕрĕннĕ иккен. Ак вăл пĕр каçхине Хура Палля лашине вăрлама кĕрет. Хуçи сиснĕ пулнă. Хайхискер тухать те ĕнсерен ярса тытать, вăрра витерен пӳртне сĕтĕрсе кĕрет. «Ну, кала, йĕксĕк, çутă кун кăтартам-и сана, каç кăтартам-и?» — тесе ыйтать, тет, çакăнтан Хура Палля. «Хĕнессе хĕне те, Палля шăллăм, тархасшăн, ан вĕлер», — тесе йăлăнма тытăнчĕ, тет, ку. Палля ăна хĕнемерĕ те, çапмарĕ те, тет, ертсе кай хăвăн лавккăна тесе çеç каларĕ, тет.

Шухăша каять Манюр папай. Куç умĕнчех хăй лавккине çараттарасси килмен-çке-ха. А тулĕккĕш ним те тăвайман. Ире хирĕç пуçне чиксе, йĕрес пек кулянса, ертсе каять хайхискер лавккине. Алăкне уçрĕ, тет, иккĕшĕ пĕрле кĕрсе кайрĕç, тет: «Ил, Палля шăллăм, куçна мĕн ачашлать — санăн пулать», — тесе каларĕ, тет, Манюр папай. Палля хуçа пек шала кĕрсе кайрĕ, тет. Пăхать — сĕтелте ещĕк тулли укçа. Палля пуçне сулкаларĕ, тет, пĕр пусне тĕкĕнмесĕр каллех хупса хучĕ, тет. Пăхать Палля — çӳлĕк çинче тулли кĕленчесене речĕпе лартса тухнă. «Уç-ха пĕрне», — тесе хушрĕ, тет, вара лавкка хуçине. Леш эрехне уçать, куркине тултарать. Палля кăшт тутанса пăхать те — хăватлă. «Шалт ту çак куркана», — терĕ, тет, лавкка хуçи. Лешĕ хавас, куркана тĕппипех пушатать, унтан Палля хăй хăна тума тытăнать. «Пĕлнĕ пул, Манюр тете, эрне хушши кашни ир çак вăхăтра лавккăна уçнă пул, ирсерен пĕрер пулăштух ĕçтерĕп», — тет те, курка хыççăн курка шалт тутарса, Манюр папая çавăнтах ураран ӳкерет, хăй вара, лавккаран тухсан, алăкне питĕрсе илет, çăраççи уççине Кантюкне кайса парать. «Эпĕ сан аçăна лаша вăрлама вĕрентетĕп», — тесе каларĕ, тет, вара ун ывăлне.

Хура Палля хăй сăмахĕ çине тӳрĕ тăнă. Вăл кашни ир Манюр папая вăратса лавккине уçтарнă та эрех ĕçтерсе хăварнă. Çавăнтан вара Манюр папай чăнласах ĕçке ерсе кайнă. Хам та астăватăп-ха, шăл хушшине тĕпренчĕк хумасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçетчĕ.

Хайхискере тăван çемйи çуртран хăваласа кăларчĕ. Мĕскĕн Манюр çийĕнчи кĕпине хывса сутса ячĕ таçта, Кахăрлă мишерĕ Кăрпан Алим пăрахса хăварнă çанăсăр кивĕ камсул тăхăнса çӳретчĕ. Ну, вăл ытти-хытти мур хальне кайтăр-ха, а тулĕккĕш Палляна çилĕ тытнах иккен хăй, мана, вăрра тытнă тесе, пĕтĕм ял çинче сумран кăларчĕ тесе, ун çуртне вут тĕртет. Вутне сӳнтерессе сӳнтерчĕç те, Палля та çавăн хыççăн Манюр папая çилленмеллипех çилленнĕ çав, тавăрма çеç ĕлкĕреймен; Манюр папайăн ĕмĕр вĕçне тухас кунĕ çитет.

Мĕн тăвăн, çуртĕнче мулĕ пысăк та, çутă куна ăна укçа парса илме çук-çке, вилсе кайрĕ. Тупăкне хăй виличчен çирĕм çул малтан туса хатĕрленĕ пулнă.

Çурĕç Манюр папая, тăхăнтартрĕç ĕнтĕ, леш тĕнчере çул çӳреме шанчăклă пултăр тесе, шурă туя хурса ячĕç, енчĕкне, пăхăр пуçлă чĕлĕмне чикрĕç. Хăй кунĕнче сыпма юратнăран эрехне те кĕленчипех хучĕç. Çамкине Кĕтерне майра патша кăларнă çĕр тенкĕлĕх хут укçапа витрĕç. Мĕн каласси пур ĕнтĕ, чыслă пытарчĕç çав, чăн чăвашла, хам астăватăп...

Тепĕр кунне, хай, Манюр папайăн вилтăпри патне ăнсăртран пĕр кĕтӳçĕ пырать. Пăхать хайхискер — Манюр папайăн шăтăкĕ уçах иккен. Хăй те тупăкĕнче тăрса ларнă, пуçне сĕнкнĕ — мухмăрлă пулинех. Кĕтӳçĕ ăна-кăна хăвăрт уйăрса илет те — ури çирĕп пултăр! — ялалла таптарать. Çак илемсĕр хыпара çавăнтах Кантюка каласа парать. Лешсем пире пĕлтереççĕ, эпир кӳршĕсене систеретпĕр, пухăнса кайрăмăр çав масар çине — аслă эсрелĕн сехри хăпса тăтăр! — Çитрĕмĕр те пăхатпăр: ах, ачам, ларать пирĕн Манюр папай хăй тупăкĕнче, пӳлĕхрен килесшĕ, çӳçпуç йăшăлтатса хăпарчĕ.

Кантюк ун чух çамрăкрах-ха, вилĕ ашшĕ тăрса ларнине курсан, масар тавра виç хут чавтарса çаврăнчĕ-çке, амитке!.. Çавăн хыççăн шуралчĕ те унăн кăтра сухалĕ. Манюр папайăн хăрах аллинче пушаннă кĕленчеччĕ, тепринче йывăç чаплашкаччĕ. Тупăкĕнче пĕр-пĕччен ыр курса ларнă иккен, А тулĕккĕш укçи тесен, сана калам, çĕр тенкĕрен пĕр пус юлин! Ăçта кайтăр? Пĕтĕмпе ĕçсе янă терĕç. Тамаша çав. Мĕнле апла тесе тĕлĕнетпĕр пурсăмăр та. Вилессе тĕрĕсех вилнĕ-ха пирĕн Манюр папай, ун пирки сăмах та хурласа калаймăн. Хайхискерĕнне кĕленчине анса илтĕмĕр, урăх ан ĕçтĕр тесе, чаплашкине те хăвармарăмăр, тек апла мĕн ан хăтлан тесе, ырă сăмахпа ӳкĕтлени пулчĕ ĕнтĕ, итлемесен, çилленĕпĕр терĕмĕр, итлем пек турĕ Манюр папай. Ывăле каллех ун çамкине укçапа витрĕ, а тулĕккĕш хальхинче аллă тенкĕ кăна хучĕ. Эрехне тумлам та хумарĕ — пурпĕрех ĕçсе ярать. Пытартăмăр Манюр папая тепĕр хут....

Мĕн тейĕн эс, шăллăм? Тепĕр кун ман Манюр папай татах тăрса ларнă! Ак тамаша! Çакна курма масар çине пĕтĕм ял хăпса тухрĕ.

Манюр папай аллинче хальхинче кĕленче тавраш çукчĕ, вăл карт сĕпĕрсе тытнăччĕ. Укçи-и? Мĕн калан унта, йăлт картла выляса янă...

Кантюкĕ, калас пулать, тĕшмĕшне тĕшмĕш-ха, çапах та ун пек чухне йĕркене пи-ит аван чухлать. «Е, — терĕ, — ара, — терĕ, — эс, атте, апла иккен-ха, — терĕ, — шăтăкран вăтăрса кăларăр та салтăнтарăр-ха ăна», — терĕ.

Пире мĕн? Антăмăр та Манюр папая тупăкĕ-мĕнĕпех çĕклесе кăлартăмăр. Кантюк папай пĕр ывăç тупăлха хулли чĕрсе килчĕ, ăна пире валеçсе пачĕ. Хăй вара çĕрте выртакан вилĕ ашшĕ патне пычĕ те: «Эс, атте, леш тĕнчере те юлхавланатăн иккен, ĕçкӳне те пăрахмастăн, картла выляма та вĕренсе кайнă, — терĕ, — каллех пĕр пус укçасăр тăрса юлтăн, — терĕ, — Урăх сана пĕр пус та памастăп», — тесе тытăнчĕ ăна хулăпа чăвăшлаттарма! Пире те çавăн пек тума хушрĕ. «Ан ĕç, картла ан выля, иртĕхсе ан пурăн», — тесе çапатпăр çав, амитке, ăçтан кăна чăтса тăрать пирĕн Манюр папай!..

Çаптартăмăр-çаптартăмăр та эрехсĕр-укçасăрах каялла хупса хутăмăр, тăпри çине виçĕ лав мунча чулĕ купаларăмăр.

Кайран калатчĕ-ха Кантюкĕ, ашшĕне çаптарни усса пычĕ курăнать, урăх тăра-тăра лармарĕ тетчĕ. Кăсăк пулса иртрĕ çав. тупата.

А тулĕккĕш, мĕншĕн каласа патăм сана çакăн çинчен? Эрехе ăна пĕлсе ĕçмелле тетĕп-çке, Манюр папай пек хăтланмалла мар, вилсен те, темĕн курса тăрас пур... Кукша Шинкĕл йăнăшмасть, каларĕ тесе калăн, вĕсен Нямаçĕ те Манюр папай хурăмах, каснă-лартнă çавă пулать. Эс çамрăк, курăн çавна... Ну, тата кăшт сыпса ярар, а тулĕккĕш виçеллĕ, — сăмахне пĕтерчĕ Шинкĕл.

— Епле-ха апла, Шинкĕл тете, çаплах пулнă-и вара? — ыйтрĕ Тухтар.

— Хе-хе, каларăн! Вилнĕ çын чĕрĕлет-и? Савăн пекки чăн пулма пултарать-и? Сук, шăллăм. ăна Хура Палля çапла тунă пулмалла, Кайран Кантюк папай хăй те çапла шухăшлатчĕ. Кантюк папайсем халь те, ав, Хура Палля ывăлне, Кĕçтенюка, кураймасăр тăраççĕ. Кĕçтенюка ялта кĕтӳ партармарĕ-çке Кантюк папай, халь вăл Куршанкăра кĕтӳ çӳретет...

Шăранса çунать кăвайт. Тинех ĕнтĕ тĕтĕм тухни те палăрмасть. Самай хĕрсе çитнĕ Шинкĕл лашасем тытма кайрĕ. Тухтар кунта кăвар пăтратса юлчĕ. Халиччен эрех курманскерĕн, кăшт сыпнипех чĕлхи-çăварĕ çыхлана пуçларĕ. Шухăшĕсем, йăлт манăçас вырăнне (çапла каланăччĕ-çке ăна Шинкĕл), тепĕр хут та çĕнелсе вăй илчĕç, темле тата витĕмлĕрех палăрнăн туйăнчĕç. Селиме те, ашшĕ те унăн куçĕ умĕнче йĕркесер тĕтреленчĕç. Кантюкпа Нямаçĕ те, тахçан вилнĕ Манюр та, Шинкĕл каланине пула, тепĕр хут чĕрĕлсе аса килнĕскер, пĕрле хутшăнса пăтрашăнчĕç. Тухтарăн пуç çаврăнать, хăрах чавси вĕççĕн таяннă май, куçне аран уçа-уçа хупать. Тĕттемре лаша тулхăрни илтĕнет. Унтан ура сасси, сăмахсем: «Эс мĕн, халь те киле таврăнмастăн?..» «Кам ку?» — тесе шухăшлать Тухтар. «Часах пыратăп, иртерех пуль терĕм-ха», — ку ĕнте Шинкĕл сасси. «Лашасем çырткаларĕç-и?» «Аванах çирĕç...» Э-э. Нямаç иккен. Нямаç — Кантюк — Манюр — Кантюк — Нямаç... Шуйттанĕ пĕлсе пĕтертĕр-и вĕсене.

Нямаç вут умне çитсе чарăнчĕ.

— Кам ку? Туймет ачи мар-и вара кунта?

Тухтар ун еннелле çаврăнса пăхрĕ.

— Çавă.

— Эс, кĕтӳçĕ, мĕн тăватăн кунта? Ут çитерме тухрăна?

— Шинкĕл тетепе калаçса ларма килтĕм.

— Кĕлĕмçĕпе Шинкĕлĕн мĕн калаçмалли пур? Сыпнă та пулас-ха кунта эсĕр?

— Пумилкке мар-и? Паян тăххăрăшне асăнатпăр.

— Ак тата... — чĕлхи тинех пӳлĕнчĕ Нямаçăн. Сăмах кам пирки пынине вăл çийĕнчех асне илчĕ те тутине хĕссе тытрĕ.

Шинкĕл лашасем çавăтса килчĕ.

— Асăнтăмăр çав-ха Селимене, — терĕ Тухтар каллех. Çак сăмахсем Шинкĕле хăйне те тӳрре тухма вырăнлă пулчĕç.

— Хе-хе, калас пулать сана, — терĕ вăл. — Тухтарсем кунта кăшт илсе килнĕччĕ те, ак кĕленче тĕпĕнче, Нямаç, сан валли те юлнă иккен-ха.

— Тӳпе мар пуль?

— Пулин? — шӳтлес ĕмĕтпе çăмăллăн кулкаласа илчĕ Шинкĕл, — пĕчĕк куркасăр пысăк кĕреке патне çитме çук темен-и?

— Çапла пуль те... Эпĕ кĕтӳç ачипе пĕрле ларса ĕçместĕп, — тесе хучĕ Нямаç. — Кай кунтан, йĕркесĕр ăншăрт.

Тухтар ларнă çĕртен сиксе тăчĕ. Сӳнес патне çитнĕ кăвар çути ун куçĕнче вут-хĕмĕн ялкăшса илчĕ.

— Шăллăмсем, эсĕр çапăçма-и? — çилленнĕ сасăпа ыйтрĕ Шинкĕл. Ун сăмахĕ пуринчен ытла Нямаçа тиврĕ. Ĕç кутăнла çаврăнса тухма пултарасса сиснĕ Нямаç сасăпах кулса ячĕ.

— Ахаль кăна эп, шӳтлес кăмăлпа... Ларар-ха, ларар пĕрле, — терĕ вара Нямаç, йăпăлтатса.

Анчах Тухтар урăхран ырă та хаяр та чĕнмерĕ, ик аллипе çиллессĕн чăмăртаса, ял еннелле хăвăрт ута пуçларĕ.

— Хăрарăм. Хирĕçсех каятăр пуль эсĕр тенĕччĕ те... — илтĕнчĕ ăна Шинкĕл сасси.

— Кăтартăп-ха пĕрре, пурпĕрех кăтартăп. — мякăртатса юлчĕ Нямаç.

— Чим-ха, хăвна та черет çитĕ, çитĕ! — илтĕнчĕ курăнми пулнă Тухтарăн сасси.

■ Страницăсем: 1 2