Хура çăкăр :: XXV. Çĕр варринчи шуйхану
Палюк Хусанта тухтăра вĕреннĕ. Вĕренессе вăл, хăйне кура, ăста вĕреннĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен, ăна, саккуна хирĕç тăракансемпе явăçнă тесе, шкултан кăларса янă. Çавăн хыççăн Палюка тĕрмесенче хупа-хупа усранă. Халь вăл Чаткасра, тăван ялĕнче, пур-ши, çук-ши — чирлĕ Элентей çавна тĕрĕссипе пĕлмест, çапах та вăл Тухтара: «Чаткаса кайса Палюка чĕн-ха, килсе кайтăр ман пата», — тесе хушса хучĕ.
Тухтар Чаткасра Палюка кураймарĕ, вăл унăн аппăшĕпе кăна калаçрĕ. Палюк аппăшĕ, çăкăр-тăвар лартса, Тухтара хăна турĕ, кам иккенне, ăçтан килнине, Элентей мĕнпе чирлине ыйта-ыйта пĕлчĕ. Тухтар Палюк çуккипе, хăй килни пушăлла пулчĕ тесе, куçкĕретĕнех ӳпкелешме тытăнчĕ. Палюк аппăшĕ ăна йăпатма пăхрĕ: шăллăм çак кунсенчех таврăнмалла, килсенех калăп терĕ.
Тухтар таврăннă çĕре каç пулчĕ. Палюк килĕнче çук тесе, вăл Элентее калама çеç ĕлкĕрнĕччĕ — çав вăхăтра шăпах пӳрт алăкĕ уçăлчĕ, Палюк хăй пырса кĕчĕ: çӳхе кăвак пиншакпа, выртма карттуспа, шăлавар пĕççисене пушмакĕ çийĕн кăларса янă, аллинче пĕчĕк хăмăр чăматан. Тухтар тĕлĕнсе пăхрĕ ăна: «Епле капла? Килте çук терĕç те... Акă-çке вăл?»
— Мĕн куçна чартăн? Астуса илейместĕн-им? — кăмăллăн янăрарĕ Палюкăн уçă сасси. Тухтара çийĕнчех палларĕ вăл, пӳртри çынсене тахçан курнă пек сывлăх сунчĕ, тĕттĕмленнине пӳла çутă çуттарчĕ, питех сăмахласа тăмасăр, тĕпел кукăрĕнче выртакан Элентей патне иртрĕ,
Элентей те ăна палларĕ, вăйсăррăн йăл кулчĕ те выртнă çĕртен тăрасшăн хускалчĕ. Палюк ăна «мăштах выртма» хушрĕ. Хăçантанпа чирлине ыйтса пĕлсен, хăйне çак куна çитиччен те чĕнтерменшĕн Элентее çăмаллăн хăтăрса илчĕ, чăматанне уçса, лекĕр ĕçне тытăнчĕ. Элентейĕн кăкăрне вăл тĕрлĕ ейчен итлесе тухрĕ, пӳрнипе шакка-шакка пăхрĕ, унтан, тăрашса шыранă япалана тупнă пек, çапла каласа хучĕ:
— Акă. Упке шыççи. Кунпа шӳтлеме юрамасть, тăванăм. Хам килсе ĕлкĕрни пит аван пулчĕ.
Палюк чирлĕ çынна темле шурă имçам сĕнчĕ. Элентей, тутине майсăр чалăштаркаласа, çав имçама ĕçсе ячĕ.
— Эс ăна туй черкки терĕн пуль? Йӳçĕ япала! Ну, капла аван та. Паттăрсем чир-чĕре мар, патшана та çĕнтерĕç, — терĕ Палюк. Вара вăл Элентейĕн кăкăрĕ тавра темле сарă хутсем çыпăçтарса тухрĕ, мĕн ирчченех хускалмасăр выртма, тарласа пăшăхма каларĕ, хăех Элентей çине темиçе витĕнкĕç купаларĕ, чи çиелтен чаппанпа витрĕ, унтан каç выртма тимĕрçĕсем патне тухса кайрĕ. Тухтар ăна Капкай патне çитиччен ăсатса ячĕ.
Палюк кун сиктермесĕр тенĕ пек Элентей патне кĕре-кĕре тухать. Пĕррехинче хăех, Упири пульницана кайсă, палланă юлташĕнчен хаклă йышши имçамсем илсе килчĕ. Чирлĕ çын хăвăрт сывалнине кура, вăл ача пек хĕпĕртерĕ.
Палюк хăйне тыткаланинче куçа питех курăнса кайман тĕрĕс-мерĕслĕх пур. Пĕр-пĕр япалана алла илсен, — кирек те пушă курка кăна пултăр, — вăл, ăна ӳкересрен сыхланă пек, хытă чăмăртаса тытать, унччен шанчăклă хунă япаланах тепĕр çĕре куçарать, унта ăна тата шанчăклăрах пек туйăнать. Сарлака шăмăллă саркăмрах алли шăнăрланса тăрать. Çӳçĕ тăнлавĕ тĕлĕнче юри кăтралатса янă пек явăнать, хулăн ӳтлĕ хăлхисем, пуçĕ çумне çыпăçарах мар, чиксе янă майлăрах курăнаççĕ. Пичĕ-куçĕ тăрăхларах, ытла тулли мар, вăхăтран вăхăта кулкалакан хăмăр куçĕ те, пĕр-пĕринпе пĕрлешме çывхарнă куç харши те, хепĕртенĕ чух çӳлти тути аялти тутине йăлтах витсе хунăн курăнни те Палюкăн ăшă кăмăлĕ пысăк иккенне яр-уççăн палăртать. Анчах хăш чухне вăл тутине хĕссе тытать, сăмахĕсене, пĕрин çине тепĕрне тире-тире шăрçаланă пек, çине-çине каласа, хăватлă шухăшĕле çыхăнтарать, куçĕ канăçсăр йăлкăша-йăлкăша илет, çавăн пек чух вара Палюк такама нихçан каçарми çилленнĕ пек туйăнса каять.
Пĕрер эрнерен Элентей сывала та пуçларĕ: хăĕх тăрса ларакан пулчĕ, пӳртре кăна мар, картишне те тухкалаçа çӳреме тытăнчĕ. Чирлĕ чух ăна апат витместчĕ, халĕ ик-виç çыншăн та çиет. Вăл хăвăрт сывалса пынăшăн килтисем калама çук хĕпĕртерĕç. Несихва çав майпа пăру пустарчĕ, хуплу пĕçерчĕ, сăра турĕ. Çаксене Палюка хăна тăвас тĕлĕшпе тенине Палюк хăй илтсен, вăл кăмăлне йывăра илчĕ: тухтăрăн ĕçĕ çавă, вăл халăх хутне кĕрекен çын, эпĕ ырă кăмăлпа тав тунăшăн та савăнатăп терĕ.
Тепĕр тесен, Элентей патне халĕ Палюк пĕр-пĕччен кăна çӳремест, унпа пĕрле çывăх юлташĕсем те килкелесе каяççĕ. Шăрттан Имечĕ, сăмахран, ялти çын пулсан та, Элентей патне ĕлĕкрех кĕрсе те курман, халĕ Палюка пула, каçсерен килет, автан авăта пуçличченех юлташĕсемпе калаçса ларать. Тимĕрçĕ Мишша та, Капкай хăй те Элентей патне хутран-ситрен килкелесе каяççĕ. Пурте пĕр вăхатра пуçтаранма сăмах пĕтернĕ тейĕн: каçкӳлĕм пыраççĕ те алăк патĕнчи кĕтеслĕ саксем çине ларса тухаççĕ. Имет юратсах каймасть сак çине ларма, вăл çурăмĕпе стенаран тĕренсе, урайне кукленсе ларать, сасси хулăн та уçă, вăл мĕн те пулин каланă чух хушăран хулпуççине сиктеркелет, аллине çĕклете-çĕклете илет, куçне, хăраххине хĕскелет, сăмахĕсене çапла май çирĕплетнĕ пек тăвать. Тухтар та Элентей патне пымасăр юлмасть, вăл вара ыттисем калаçнине мăштах итлесе ларать, хăй сăмах хушсах каймасть. Çак иртнĕ кунсенче Мишша ăна тимĕрçĕ ĕçне вĕрентме тытăнчĕ. Тăрăшакан Тухтар ăна-кăна час тĕшмĕртет, ватă тимĕрçĕ пыман чух халь вĕсем иккĕшĕ ĕçлеççĕ.
Элентей пĕр Палюка кăна мар, хăй патне пыракансене пурне те: «Мана сыватакан тухтăрсем», — тет. Сыватасси, паллах ĕнтĕ, Палюкăн чун патĕнчи ĕçĕ-ха, анчах Элентей сывлăхĕ пирки ыттисем те шухăшламасăр тăман, пĕрле пăшăрханнă вĕсем, ыйта-ыйта пĕлнĕ, телей суннă. Çапла пулмасть-и вара хăш чухне? Вăхăтра ырă сунса каланă сăмах та чуна ăшăтать, çыннăн кăмăлне йăпатать, пурăнас хăвата хĕтĕртет — çавă та сиплĕх кĕртнĕн туйăнать.
Элентей ирĕн-каçăн тухса çӳреме тытăнсан, юлташĕсем час-часах тимĕрçĕ лаççи патĕнче пуçтарăна пуçларĕç. Каçкӳлĕм унта пымасан, вĕсене темĕн çитмен пек, темĕн сиктерсе хăварнă пек. Калаçасси вара тĕрлĕрен пулать: ял хыпарĕсем-и унта, кулленхи ĕç-хĕл-и; пĕрин ани акăнмасăр юлнă, теприн аксан та, халь ге шăтман, вăл çанталăк уяра каясран шикленсе ӳпкелешет; ваттисем те кăçал кунсем шăрăх килет тесе хăратаççĕ. Паллах, ваттисем пĕлмесĕр каламаççĕ. Вĕсен чĕлхинче йывăр самана та, çитмен пурнăç та асăнмасăр юлмасть. Палюк тĕнче курнă çын. Ун сăмахĕсем чĕре патне пыраççĕ. Калаçасса та вăл хăйне итлекенсене шухăшлаттарса калаçать. Мишша та куркаласа çӳренĕ. Паян вăл хăй Улатăра кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. Пасарта тырă хакĕ хăпарсах пырать иккен. Халь пĕр пăт çăнăх илес укçапа иртнĕ уйăхра икĕ пăт туянма пулатчĕ. Çавăн пек хулара. Мĕн хула çинчен калама, таврари пасарсенче те тырă та, выльăх та хаклăланнă, укçа йӳнелсех пырать — самана йывăрланасса вăл.
— Эпĕр кунта куçса киличчен ик-виçĕ çул малтан ĕçлеме тытăнчĕ Улатăрти чугун çул. Ун чухне унта пысăккисем кăна ĕçлетчĕç. Халь пăхрăм та вуник-вунвиç çулхи ачасем ĕçленине курах кайрăм, — терĕ Мишша, — тумтир вырăнне çĕтĕк-çурăк кăна çаккаласа янă, хăйсем пурте шăнса ĕнтĕркенĕ, типшем те хыткан, вăхăтсăрах ватăлнă çын сăнарлăн курăнаççĕ. Хĕрхенекенсем те çук-шим вара çак мĕскĕнсене тесе хурланса иртрĕм.
— Ун пеккисем хулара кăна мар, ялта та çителĕклĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кăвак çутăпа хире тухса каяççĕ те каçхине килсе кĕреççĕ, — хулпуççине сиктеркелесе сăмах хушрĕ Имет.
— Уçă сывлăшра пырать вăл, савăтсенче тимĕр тусанĕ çăтса пăчăхни мар, — хутшăнчĕ ватă тимĕрçĕ.
— Ха! Уçă сывлăш сана! Выçă хырăма! Ме, тултар. Пыршăна кумтариччен сывла çав уçă сывлăшпа.
— Эс калатăн та, Элентей, ялта çапах çерçи вилмест...
— Выçă хырăм никама та канăç памасть е, вуникĕ тар сăрхăнтарса, вăхăтсăр асат хуçтаратăн, е вăрра каймалла.
— Вăрра каймалла мар. Паян вăрра вĕреннĕскер, ыран çын вĕлерме пултарать, пĕлетне çавна?
— Тата мĕн тумалла вĕсен?
— Вĕсен мĕн тумалли пирки калаçăпăр. Кам ăйăплă тетĕр вара çавăн пек пулса тăнăшăн? — ыйтрĕ Палюк.
Кам? Мĕншĕи? Кам айăплă?
Пуçтарăннă çынсем пĕр-пĕрин çине пăхкалаççĕ. Пĕрисем лаçă умĕнчи пĕрене çине ларса тухнă, теприсем вĕсене хирĕç кукленсе ларнă. Каçкӳлĕм çанталăк шăп, таçта аякра пир çапнă сасă илтĕнчĕ те, вăл та чарăнчĕ.
— Халăх выçлăхĕшĕн çутçанталăк та, çыннисем хăйсем те айăплă мар, пурнăçăмăр айăплă, самана. Акă сире каласа парам, — тытăннăччĕ çеç Палюк, çав вăхăтра тимĕрçĕ лаççи çумĕпе Тимрук пыни курăнчĕ. Аллинчи çинçе хуллине вăл чăвăшлаттарса сулкалать. Кунта шапăлтатса калаçнине илтрĕ те, енчен енне пăхкаласа, васкамасăр утма тытăнчĕ. Палюк, вăл пынине асăрхасан, пуçланă сăмахне вăхăтсăр татрĕ. Тимрук лаç еннелле пăрăнчĕ.
— Кам пулчĕ ку? — шăппăн ыйтрĕ Палюк хăйпе юнашар ларакан Элентейрен.
— Селиме шăллĕ. Астăватна? Виçĕмкун каласа патăм. Тетен вăталăхĕ.
— Э-э.
Тимрук çарран. Çӳçне шакла кастарнă. Сăнĕ-пичĕ пăшăхса тарланăн курăнать.
— Кам унта сирĕн... çĕр варринче шыва кĕрет? — терĕ вăл, çитсе чарăнсан.
— Ăçта? — тĕлĕнерех ыйтрĕç унран.
— Карас кӳллинче, ара.
— Халь шыв ăшăннă. Кĕме юрать, — чăрмантарса çӳренĕшĕн кăмăлсăрланнă пек каласа хучĕ Элентей.
— Çĕр варринче шыва кĕрет-çке?
— Пулин. Сиплĕ мар-им?
— Сипĕ-мĕнĕ... уншăн ыйтмастăп та-ха эпĕ, — терĕ Тимрук, тӳрре тухас пек.
Пĕрин хыççăн тепри ларнă çĕртен çĕкленчĕç, йĕмĕсене тусанран тасаткаларĕç. Тухтарăн йытти, кунта хуçипе пĕрле килнĕскер, Капкай йыттисемпе выляса тăранчĕ курăнать, каллех хуçи патне пычĕ, ачашланам пек турĕ, вăрăм хӳрине йăлтăртаттарчĕ, вăхăт-вăхăт темĕнле çуйхавлăн йынăшкаласа илчĕ.
Ял çамрăкĕсем паçăрах вăййа тухнă, вĕсем сăвă калани таçта çити илтĕнет. Çĕнĕ Ыр лапĕнчи сухаламасăр хăварнă çеремре паçăр кăна-ха выртма тухнă ачасен кăвайчĕ йăлкăшатчĕ, айлăмра халĕ тĕтре туртăннă та, вут çути курăнмасть, Çурла уйăх, хĕвеланăçнелле васкамасăр шăваканскер, каçхи тĕнчене тӳлеккĕн çутатать. Тӳпере çăлтăрсем мăчлатса пăхаççĕ. Лаçă умĕнчи шăпланнă çынсене ыйхăран вăратнă пек, Мишша сасси илтĕнчĕ.
— Атьăр, çавăнта кайса килер. Шыва та кĕрсе тухăпăр.
Çынсем ушкăнĕпех сăрталла хăпарчĕç. Курăк сывлăмпа йĕпеннĕ те, тĕллĕн-паллăн кĕмĕл шывĕпе çăвăннăн курăнать. Ял хĕрринчен вĕçсе килекен ӳхĕ тимĕрçĕ лаççи патнелле иртрĕ. Тухтарăн йытти таçтан пĕр каюрана хăратса кăларчĕ. Каюра алчăранăн сиккелесе, куçран çухалчĕ, шăтăкне кĕрсе кайрĕ пулмалла. Ушкăн çынсем кӳлĕ хĕрринелле васкамасăр анчĕç. Пулă шăрпи пек вĕтĕ-вĕтĕ хум шыв çийĕн тикĕс чӳхенет те хăй тĕллĕн чĕтренет; темле асамлă алă кĕмĕл хумсем суйлать тейĕн. Тăрăхларах çавра кӳлĕ хĕрринче пĕр чун та курăнмасть.
Хăмăш силленмест.
— Мĕн эс, — Тимрук еннелле пуçне пăрчĕ Шăрттан Имечĕ, — шыва кĕреççĕ, шыва кĕреççĕ тетĕн ху, никам та çук-çке?
— Пурччĕ, Имет тете, хам куçпа хам куртăм, — пуçне сулкаларĕ Тимрук.
— Мĕн туса çӳреттĕн вара кунта эс? Çĕр варринче шыва кĕресшĕнччĕ-н?
— Ĕне таврăнмарĕ пирĕн, леш, Кантюк папайсем парса яни... пĕр-пĕр çĕрте путса ларман-и тесе, шырама тухрăм та кӳлĕ хĕррипе иртсе пыраттăм. Курах кайрăм, ав, леш енче пĕр тĕм хуралать-çке, çавăн тĕлĕнче пĕри сăртран чупса анчĕ те тӳрех шыва шампăртаттарса кĕрсе кайрĕ...
— Халь ăçта вара вăл?
— Пĕлместĕп. Килне кайма ĕлкĕреймен пуль-ха терĕм те... — айăпа кĕрсе, тӳрре тухма пăхнă пек каласа хучĕ Тимрук.
Вăл каласа кăтартни кулăшла пек пулса тухрĕ: куртăм тет, шыва кĕрсе кайрĕ тет, килне кайман пуль-ха тет, анчах шыва кĕрекенни çук-çке?.. Çапах никам та кулмарĕ. Кулассинчен ытла кунта темле тĕлĕнмеллерех те пулса тăчĕ: чупса анчĕ те тӳрех шыва кĕме тытăнчĕ тет.
— Мĕнлерех çынччĕ хăй? Çӳллĕ-и?.. Ăçтарах хывăнчĕ?
— Асăрхаймарăм çав, — терĕ Тимрук, пĕрре Имет енне, тепре Палюк енне пăхкаласа. Палюка палламасть вăл, Тимрук сăмахне малалла тăсрĕ. — Уйăх çутатнăранччĕ-ши, хăй мана шап-шурă курăнчĕ.
— Курнам пек кăна пулчĕ пуль сан куçна, — терĕ Мишша, çăмăллăн кулкаласа.
— Шăмпăртатнине те пит лайăх илтрĕм, хăйне те куртăм, — терĕ Тимрук, ĕнентересшĕн тăрăшса. — Арçури пулмарĕ-ши тетĕп-çке?
— Каларăн! Хăравçăн хăрах куçĕ те çиччĕ курать!
— Арçури кунта пулмасть вăл, — терĕ Имет, — кунта, мĕн те пулин пулсан та, шыври çеç пулма пултарать.
— Шанмастăп арçурие те, шыврине те, — каласа хучĕ Элентей. — Тимрукăн каçхи куçне çавăн пек курăннă.
Халиччен пĕр сăмах хушман Тухтар аллисене енчен енне саркаларĕ. Вăл ырă та, хаяр та чĕнмест. Йытти унăн тепĕр хут йынăшса ячĕ, канăçа пĕлмесĕр ура хушшинче явăнса çӳрерĕ, вăл йăлăхтарсах çитернĕрен Тухтар ăна тапса та илесшĕнччĕ — хĕрхенчĕ, йытти, ăна ăнланнă пек пулса, кӳлĕ хĕрринчи хайхи хура курăнакан тĕм патне кайрĕ те темле пĕр япала сĕтерсе килчĕ.
Элентей çав япалана йытă çăварĕнчен туртса илчĕ.
— Мĕн ку?
— Мĕн ку?..
Çынсем пурте çав япалана пăхкалама тытăнчĕç.
— Явлăк! Тупата, явлăк! Епле чаплăскер...
Йытă каллех канăçсăр йынăшса илчĕ.
— Ăçтан сĕтĕрсе килчĕ вăл?
— Атьăр çавăнталла! — хăрах аллине çĕклесе чĕнчĕ Палюк. Çынсем темшĕн пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнерех утрĕç. Хăмăш хĕррипе иртсе, лачакаллă пĕчĕк канав урлă сиксе каçрĕç, хайхи тĕм патне çитрĕç, пăхкаларĕç — кунта нимĕн те çук.
— Ӳкерсе хăварман çакна, — терĕ Элентей, явлăка саркаласа. Ун аллинчи япалана Тухтар та пырса пăхрĕ.
— Элентей хăта! — терĕ вăл кăшкăрнă сасăпа; халиччен сăмах чĕнменскерĕн сасси те шартах сиктерчĕ. Çынсем çӳçенсе илчĕç. — Пурçăн явлăк-çке сан аллăнта, кĕрен мар-и?
— Мĕн курмалли пур? Явлăк явлăках. Пурçăн явлăк.
— Ах, хăтаçăм!.. — Тухтар çавăнтах Элентей аллинчи явлăка туртса илчĕ. Явлăкĕ аллинче йăпăртатать. Вăл, ăна ик аллипе чăмăртаса, тĕрлĕ май пăхкаларĕ. Куçĕ вут-хĕм сапнă пек çиçе пуçларĕ. — Эс пĕлетне ку явлăк камăн иккенне?..
— Пулма пултараймасть...
Тахăш вăхăтра сăлтăнма ĕлкĕрнĕ Мишша шыва чăмса кĕрсе те кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...