Хура çăкăр :: XXIV. Ашшĕпе хĕрĕ
Элентей Урнашкана асăнтармаллипех асăнтарнă иккен. Шер-ккей патĕнче пулнăран вара вăл тăна та кĕреймен. Кантюксем ăна текех лавкка хураллама шанми пулнă. Урнашка çавна, ахăртнех, хăй ăнкарайман пулас, хăнăхнă май, кунĕ-кунĕпе Нямаç лавкки тавра çаврăнкаласа çӳренĕ. Çӳрессе вара — ĕлĕкхи пек тап-тап пусса мар, темле аяккинелле сулăнкаласа, урисене лăнккă-ланккă ярса çӳренĕ, пуçне, мăйĕ тытса тăрайман пек, е малалла ӳпĕнтернĕ, е аяккинелле сулăнтарнă, е каялла чикелентернĕ. Калаçас сăмахĕсенче те йĕрки çухалнă, ытлаван сăмахланă çĕртех таçталла аташса кайнă.
Нямаç çавăншăн Элентее пит çилленнĕ иккен. Çилленесси вăл çилĕпе-ха, анчах тавăрасси — тепĕр сăмах. Элентейпе çулăхсан, хăйне мĕн пуласса лайăх чухлать вăл. Çавăнпа Нямаç халех Элентейпе çулăхма шутламарĕ. Ашшĕ те ăна халех чĕрре кĕмешкĕн канаш памарĕ. Çийĕнчен тата Урнашкана ял çыннисем те кăмăлласах каймастчĕç. Урнашкан малашнехи шăпи çинчен Нямаç хăйĕн ашшĕпе калаçнă, вара çуркунне çитеспе Урнашка Утламăшра текех курăнми пулчĕ. Ял çыннисем ун пирки çапла сăмахларĕç: Урнашкана Нямаçсем ăçтан ертсе килнĕ, çавăнта ăсатнă терĕç.
Çанталăк ачашламарĕ çынсене. Хĕл сивви мĕн çуркунне çитиччен тăчĕ. Ун вырăнне вара çурхи кунсем ытарма çук лайăх килчĕç. Çур шывĕпе тасалнă сар хĕвел тĕпсĕр кăвак тӳперен ирхи куна каçчен савса çутатма тытăнчĕ. Урамсемпе варсем тăрăх шыв-шурсем шăнкăртатса юхрĕç, хурсем, хăйсен сарă чĕшшсене ерте-ерте тухса, хаваслăн какала пуçларĕç, çурт умне илешнĕ шăнкăрчсем юрла-юрла савăшаççĕ, йывăç папкисем çулçă ячĕç, пĕтĕм çĕршыв ешерчĕ.
Çакăн пек вăхăтра, тĕнчере пурнăç чĕрĕлнĕ чух, савăнса кăна пурăнмалла та, ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмасть-çке пурнăçра. Йывăр килчĕ Шерккее.
Хуçалăхри пĕтĕм ĕçе туса пыма Шерккей ниçтан ĕлкĕреймест. Çыннăн ик алă кăна-çке, пасса, ĕçĕ вара пит нумай: çуртне пăхмалла, выльăхне тăрантармалла, аки-сухине ирттермелле. Шерккей Кахăрлă хирĕнче, çуркунне акса хăварăп тесе, вунă ана çĕр илнĕччĕ, кăçал ăна та ĕçе кĕртет-ха; сухаласа акма унта мишерсене тытнăччĕ. Шерккей хăй енчĕкне час-часах уçкалама тем пек хĕрхенет, укçи çапах катăлнăçемĕн катăлса пырать. Пулас тырра ĕмĕтленни кăна ун чĕрине пусарать, тĕрĕс-тĕкел пуçтарса кĕртсен, кăçал унăн тырă лăнках пухăнмалла-ха.
Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче хăй патĕнче ĕçлеме вăл пĕр-пĕр Тухтар пек тӳрĕ те ĕçчен çынна тупасшăнччĕ, — ун пекки тупăнмарĕ, юлхавраххисемпе хăй çыхланасшăн пулмарĕ. Тухтар халь, ав, Элентейпе пит килĕштерсе ĕçлет, теççĕ, малашне хăй çурчĕпе пурăнма ĕмĕтленет имĕш. Тухтар халь ун патне, темĕнпе илĕртсе чĕнсен те, килес çук ĕнтĕ...
Элентей те тетĕшĕнчен йăлт писрĕ, иртсе çӳренĕ чух çаврăнса пăхмасть. «Пăхман хĕвеле пăхтараймăн, — тесе шухăшлать Шерккей, — пурпĕрех пуçăма таяс çук, пыршу çӳхеле пуçласан, тетӳ патне хăвах чупса пырăн-ха», — тет. Ун чухне хăйне шăллĕ çын умĕнче епле питрен çупса янине те асăнтарĕ. Çитĕ-ха ун пек вăхăт та...
Çуртри йывăр ĕç халь пĕтĕмпе Тимрук çине тиенет. Тимрука хурласа сăмах калаймăн: тахçан çывăрса канать вăл, тахçан апатланать, тахçан ĕçе тăрса каять. Кантюк хăтăшсенчен вăхăтлăха пĕр акапуç илнĕччĕ, çавăнпа Тимрук ялти хире хăех сухаласа пĕтерчĕ.
Сайте вăхăтсăр çĕре кĕрсе выртни Шерккей аллине пĕтĕмпе çыхăнтарчĕ. Халиччен Уття килсе ĕçлекелетчĕ те, Шерккей ăна та ĕнисене сума кăна чĕнекен пулчĕ, яшка-çăкăр пĕçерме шансах пĕтереймерĕ. Шанасси вăл алли кукăрĕпе мар, урăх сăлтавпа пулса тухрĕ. Каçхине Уття Шерккее салма пĕçерсе пачĕ. Шерккей ирпе веле-селе кăна хыпкаларĕ те Кахăрлă хирне тухса кайрĕ. Кăнтăрла ниçта апат тĕлне пулаймарĕ, каç енне килне ытла выçăхса таврăнчĕ. Таврăнсанах Уттяна пăри салми пĕçерме хушрĕ. Çăнăхне кĕлетрен луттукпа шăлами тултарса кĕчĕ, чуста çăрнине те хăех пăхса тăчĕ, яшкине пĕр чаплашка сĕт яртарчĕ. Яшки вĕреме кĕричченех, час пиçет-и-ха, час пиçет-и тесе, темиçе хутчен ыйтрĕ. Тăвар каланине-каламанне хăех тутанса пăхрĕ. Салма вĕре пуçланă-пуçламан Шерккей тем сарлакăш елпешке тăм чашăк çĕклесе пычĕ.
— Çавăн чухлех çиесшĕн-çке? — кулкаларĕ Уття.
— Çитĕ-ши тетĕп-ха, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ Шерккей, сĕлекине çăтса.
Яшка пиçсен, Уття ăна çав чашăкпа чăмпах тултарса пачĕ, хăй шыв ăсма тухса кайрĕ. Пăри салмине пайтахран вара çименнипе тунсăхласа, Шерккей сĕтел хушшине тулли кăмăлпа кĕрсе ларчĕ. Уття ытти чухне яшкана шывакрах пĕçерекенччĕ, хальхинче яшки пит техĕмлĕ пиçнĕ вара. Шерккее, пирвайхи кашăк сыпса пăхсанах, мăшăрĕ вилнĕренпе çавăн пек тутлă яшкана пĕрремĕш хут çинĕн туйăнчĕ. Вăл яланхи пекех кашăкне сĕтел çине хумасăр, шавлăн сыпма тытăнчĕ. Çиес килнине кăшт кăна пусарма ĕлкĕрнĕччĕ — шăл хушшинче темĕн нăтăрт турĕ. «Вĕлтĕрен туни пулмарĕ пуль-çке ку, ăна-кăна яманччĕ пулас», — терĕ Шерккей, чăмлакне кашăкĕ çине каялла кăларса. Тем киревсĕр япала курах кайрĕ вара хăй.
— Эсĕ, эсĕ мана мĕн пĕçерсе патăн? — ыйтрĕ вăл шăпах çав вăхăтра шыв ăсса кĕрекен Уттяран.
— Салма-çке. Ху каларăн та...
— Салмине салма пуль те, ак ку мĕскер санăн?
Шерккей кашăка çакланнă япалана тинкерсе пăхрĕ. Уття васкаса пырса тăчĕ.
— Ара, сухан хуппи-çке ку! — тӳрре тухма пăхрĕ Уття.
Шерккей ăна шанмасăр каçăрăларах ларчĕ, çиме пуçланăранпа кашăкне пĕрремĕш хут сĕтел çине хучĕ. Уття çивĕч куçлă, вăл яшкана мĕн кайнине çийĕнчех сиссе илчĕ, вара, кил хуçине кӳрентерес мар тесе, часрах çав япалана çăварне хыпрĕ те чăмлам пек турĕ.
— Каларăм-çке, сухан хуппи тесе? Тата мĕн пулма пултарать?
Шерккей, кашăкне тытса, каллех çиме пикенчĕ. Уття килне васкаса тухса кайрĕ.
Шерккей, улт-çичĕ кашăк хыпсан, паçăрхи пек хăмăр япалана тепĕр хут тытрĕ: сухан хуппи мар, çăмарталлă таракан. Йĕрĕнекен Шерккейĕн кăмăлĕ пăтранма тытăнчĕ. Вăл ларнă çĕртен тăчĕ, аллинчи кашăкне сĕтел çине çĕклесе çапрĕ. «Эх çак Сайте çукки!..» — пĕрремĕш хут чунтан тарăхрĕ вăд. «Урăхран Уттяна яшка пĕçерттерместĕп, ӳлĕм хам пĕçерĕп», — терĕ Шерккей.
Хĕвел каç еннелле сулăнсан, пĕри пырса кантăкран шаккарĕ. Кăмăлсăр Шерккей кантăк патне çаврăнса та пăхасшăн марччĕ — шаккани тепĕр хут илтĕнчĕ. «Тăнăçсăрсем!» — мăкăртатрĕ Шерккей, — унтан тапăлтатса картишнелле тухрĕ. Кĕмĕлпи иккен. Шерккее хăйсем патне пыма чĕнет, ашшĕсем каларĕç тет. Шерккей пӳртне кĕрсе тăмарĕ, чĕннĕ çĕре тӳрех тухса утрĕ. Кантюксем патĕнче пулса курманни уйăх та ытлаччĕ пуль. Малтан, иртерех тесе, Кантюк хăйсем патне пыма канаш памарĕ, унтан ака-суха пуçланса кайрĕ. Шерккей çак иртнĕ эрнере кăна, çĕр илес тесе, ăçта-ăçта çитсе курмарĕ пуль... Халь Кантюк патне кайса килмеллех ĕнтĕ: Селимене курмалла — мĕнлерех-ши вăл, çĕнĕ çын пулнă май...
Çавă çуртах. Палланă крыльца. Йĕс тыткăчăллă алăк. Шашулкки шалтлатса уçăлать. Шерккей малта, ун хыççăн Кĕмĕлпи утать.
Хуçисем сӳрĕк кăмăлпа ларатчĕç.
— Килни юрĕ-ха вăл, — ытлах хапăл тумасăр каласа хучĕ Кантюк, хăтăшĕ пӳрте кĕрсен. Аллине хăй канăçсăр чăмăртакаларĕ. Карчăкĕ те çакăнтах, хĕрлĕ саппун аркине хăрах енчен çĕкленĕ те темĕне пула хăпаланнă тутине шăлкалать. Шерккей кил хуçисем мĕн те пулин каласса кĕтсе тăнă пек, куçне чарса, çамкине картлантарса пăхать. Алиме, шапăлти пулсан та, хальхинче пĕр сăмах та чĕнмест. Кантюк хăй сăмахне малалла калать:
— Хăвах калаçса пăхаймăн-и тетĕп-çке кинпе. Ара... — унтан тата шăппăнрах илтĕнет сасси: — Эс, хăта, унăн ашшĕ. Хивререх ӳкĕтлесе пăх-ха. Мĕн хирĕçсе тăрасси пур, хулăмне татман-и? Çавăн пирки те асăнтарса кала.
— Тавçăраймарăм-ха, хăта, тем пирки, тем пирки калатăн эс, — Шерккей алăк патĕнчен иртмесĕр, урине сиктеркелесе тăрать, хĕсĕк куçне мăч-мăч хупкаласа уçать.
— Хирĕçет тетĕп-çке, ывăлăма йăлт çырта-çырта пĕтернĕ. Çавăн пек юрать-и пирĕн çынпа.
— Э-э...
— Нямаç паян Пăвана тухса кайрĕ-ха, чĕрмелесе кăвакартнă питпе ял çинче курăнма намăс тет.
— Э-э...
— Çапла пулмасăр! Пирĕн çынна ун пек юрать-и?
— Ап-пла иккен, апла тетĕр... — Шерккей йăлтах аптраса ӳкрĕ. — Юрĕ, юрĕ, калаçăп-ха унпа, ӳкĕтлесе те пăхăп. Эп мĕн тесе, мĕн тесе, пурăнаççĕ тесе.
— Мĕн пурăнни унта, йытăпа кушак пек... Кĕмĕлпи, пыр-ха, кайса чĕн кине, кунта килтĕр. Ашшĕ килнĕ тесен, кунтах килме кăмалламĕ-и?
Кĕмĕлпи пӳртрен тухса кайрĕ.
— Вăл çапла ĕнтĕ, — терĕ Алиме, сăмах хушмасăр чăтайманскер. — Эпĕ хам та çав майлах качча тухнă та, ун чух хирĕçес-тăвас йĕркем пулман. Хам çĕрме пуян хĕрĕ пулнă, иттуш та...
— Санпа, мĕн калаçма санпа! — аллине сулса пӳлчĕ ăна Кантюк. — Эсĕ ун чух çирĕм улттă урлă каçнă, мăйракаллă çын вăрласан та, хĕпĕртенĕ пулăттăн.
Кĕмĕлпи часах таврăнчĕ.
— Пымастăп тет, патша чĕнсен те пымастăп тет.
— Сан каламаллаччĕ, ашшĕ килнĕ темеллеччĕ.
— Пурпĕрех пырса кĕместĕп тет. Атте килнех пулсан, ман пата хăй килтĕр тет.
— Ав, пыр та калаç ĕнтĕ унпа. Ара.
— Эппин, эппин хама ертсе кайăр-ха çавăнта, калаçса пăхам, ашшĕне итлеме кирлĕччĕ-ха вăл, итлеме кирлĕччĕ, — терĕ Шерккей. — Хĕрĕм пултăклă çынччĕ-ха, хамăр каланă сăмахран нихçан тухакан марччĕ...
Ĕнтĕ вăл хăй ăсĕпе чăнласах та Селимене ӳкĕте кĕртĕп тесе шутларĕ. Мĕн тесен те, Селимен халь амăшĕ çук: ашшĕне те итлемесен, кам сăмахне итлемелле тата? Çавăн пирки калаçу хускатсан, Кантюк, темĕн асне илем пек пулса, шĕвĕр пӳрнине çĕклерĕ.
— Итле, хăта, — терĕ вăл. — Эпĕр ăна тăхлачă çĕре кĕни çинчен пĕлтермерĕмĕр, хуйхăртас мар терĕмĕр. Ара. Çавна асăнта тытмалла пулать пуль.
— Апла авантарахчĕ-ши вара, авантарахчĕ-ши?.. Çапах та калаçса пăхар-ха, калаçса пăхар.
Хуçа Шерккее кайри пӳрте ертсе кайрĕ. Пӳрт алăкĕ патне иртес пулсан, виçĕ картлашкаллă пусмапа анмалла, Кантюк хăтăшне маларах ирттерчĕ.
— Эс ху кăна анса шаккаса пăх-ха, — сĕнчĕ вăл.
Пӳртсен хушши тĕттĕм, тăвăр, темле арăш-пирĕш япала нумай, Шерккей лутра пусмапа пит сыхланса анчĕ, пĕчĕк пӳртĕн алăкĕ умне çитсе чарăнса тăчĕ, унтан тăкăр-тăкăр шаккарĕ.
— Уç-ха, уç-ха, Селиме. Эс кунта-и? Эпĕ ку...
— Атте! — кăшкăрса ячĕ Селиме.
Шерккей, хĕрĕн сассине илтсе, ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕркелесе, алăка тĕртрĕ, алăк кăштах тайăлчĕ.
— Атте, эсĕ-çке! — татах илтĕнчĕ Селиме сасси.
— Эпĕ, хĕрĕм, эпĕ, — алăкне туртрĕ Шерккей. Алăк çаплах уçăлмарĕ.
— Çавăн пек питĕрĕнсе ларать çав. Ара.
— Атте, сана кăна кĕртетĕп, — каллех илтĕнчĕ Селиме сасси. Ахăртнех, вăл Кантюк калаçнине уйăрчĕ пулмалла.
— Ав, пыр та чĕлхе туп ĕнтĕ унпа. Çаплах хăй пек юрлать, хăçанччен тет-ши... Эппин ху кăна юлса калаç-ха... — Кантюк пăрăнчĕ.
Алăк ытларах тайăлчĕ, Шерккей хĕсĕне-хĕсĕне пĕчĕк пӳртелле кĕрсе кайрĕ. Çурма çутăра ăна пĕр мĕлке курăнчĕ: Селиме! Лутра маччаллă пӳрт. Сĕтел çинче пĕчĕк чĕпкуç çунать. Селиме çийĕнчех алăка питĕрсе илчĕ, ашшĕ патнелле çывхарчĕ. Унтан пит-куçне икĕ аллипе хупăрласа тытрĕ те чарăна пĕлми йĕме тытăнчĕ. Сасăсăр, пĕр сăмах кăлармасăр, ăшне кантарас пек, йĕчĕ вăл. Ашшĕ ăна лăплантарасшăн пулчĕ.
— Чим-ха, хĕрĕм, чарăн йĕме, чарăн йĕме, — хăй те хурланса макăрасран чунне аран хытарчĕ, Селимене хулпуççинчен тытса хăй патнерех туртрĕ.
— Майĕпен калаç, — куççуль витĕр пăшăлтатрĕ Селиме. — Кунта çав ăншăртсем кашивг кĕтесрен итлесе çӳреççĕ. Вĕсем эп йĕнине илтесшĕн, — терĕ вăл чĕререн тухакан сасăпа. — Илттерместĕп, илттерместĕп!.. Тупата, тăван килĕмрен уйрăлнăранпа çĕрĕн-кунĕн, çĕрĕн-кунĕн йĕтĕм те хам йĕнине вĕсене пурпĕрех кăтартмарăм. Хаваслантармарăм вĕсене!.. — куç тулли куççуль витĕр ашшĕне пăхса илчĕ Селиме.
Ашшĕнчен вăл хăйĕн хутне кĕрессе, хĕрхенессе кĕтрĕ. Ашшĕ нимĕн те каламарĕ. Хĕрĕ вара çинçелнĕ аллисемпе ашшĕ хулпуççинчен уртăнчĕ,
— Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, епле чăтрĕç-ши сирĕн чунăрсем?.. Хальччен те эп ăçтине шыраса тупаймарăр-им, е вĕсем мана тĕнчерен пытарасшăн пулчĕç-и?.. Мĕншĕн мана хальччен те килсе çăлмарăр?.. — Селиме каллех татăлса йĕме тытăнчĕ.
— Селиме, хĕрĕм...
— Эпĕ кунта куççуль тăкнă чухлĕ, — пӳлчĕ ăна хĕрĕ, — çурхи çумăр та кăçал ял хирне ун чухлĕ тăкăнаймарĕ пуль, куçăм типесрен хăратăп, хам йăлтах типрĕм. Ак, кур мана!
Селиме пуçĕнчи кĕрен пурçăн явлăкне сӳсе хыврĕ. Ашшĕ халиччен хăй хĕрне курман пек ăна пăхрĕ те шартах сикрĕ:
— Селиме, — мăкăртатрĕ вăл аран илтĕнмелле, сăмахĕсем сыпăкăн-сыпăкăн тухрĕç. — Çӳçне... мĕн, çӳçне... шуратрăна? Шуратрăнам çӳçне?.. — хăй куçне хăй шанмасăр, хĕрĕн çӳçне пӳрнисемпе сăтăрса пăхрĕ ашшĕ. — Шуралсах кайнă-çке, чă-на-ах, юр пек... мĕнле эс, мĕнле эс?.. — Ашшĕ кутăн-кутăн чакса, кĕтесри мăшăр йывăç сак çине халсăррăн кайса тĕренчĕ.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ, атте. Хам айăплă-им?
— Епле пĕтсе кайнă та... Куçĕ кăна тăрса юлнă-çке? Мĕншĕн хăвна ху тарăхтаратăн, хĕрĕм?
— Хама хам мар, атте, вĕсем мана тарăхтарассĕ, — явлăкне çыхса, пуçне алăк еннелле сулчĕ Селиме. — Пĕркун алăк питĕркĕчне çĕмĕрсе кĕчĕç Урнашкипе иккĕшĕ, Нямаçĕ... вилес пек çапăçрăм. Аллăма пиçиххипе туртса çыхрĕç... — Селиме, çаннисене тавăрса, ал тунинчи юнлă суранне кăтартрĕ. — Суранăмсене пĕтĕмпе шутласа та тухаймастăп. Вĕлерес пек хĕнерĕс, ăнран яриччен. Мĕншĕн хĕнемелле мана? Мĕнпе айăпа кĕтĕм вĕсен умĕнче? Мăшăрĕ пулма килĕштересшĕн. Виç çĕр минне анса каям та, ун мăшăоĕ пулам мар. Ун мăшăрĕ пуличчен, виле йытта çĕклесе çӳрем. Атте, эп çак юн та куççуль тăкнă суртра урăх юлмастăп. пĕрле каятпăр... Анне мĕнле çӳрет? — куççльне тинех явлăк вĕçĕпе шăлса илчĕ Селиме. — Тĕлĕкре мана ялан хăй патне чĕнет пек, темле пĕчĕкленнĕ пек хăй, чирлемен-и вăл?.. Шăллăмсем мĕнле тата?.. — Селиме, сасартăк пурин çинчен те пĕлес пек, çине-çине ыйтать.
Шерккей нимĕн калама аптраса тăчĕ. Куçĕ тĕксĕммĕн кăрăннă. Сурчăкне хăвăрт-хăвăрт çăтрĕ, çапах та пырĕ тĕпĕнче темĕн, анаймасăр, капланнăçемĕн капланчĕ, хăй вăл кутăн çаврăнса ларчĕ.
— Атте, эс... йĕретне? — ун патне пырса тăчĕ хĕрĕ. — Ах, аттеçĕм, эс килсе кĕтĕн те, чĕрем çинчен чул шуса аннă пекех пулчĕ... Халь эп хĕпĕртенипе кăна куççуль тăкрăм, савăннипе кăна, атте, эс ан йĕр, ан йĕр... Асапăмсем тинех иртрĕç ĕнтĕ, — тарăн сывласа илчĕ Селиме. — Халех пĕрле тухса каятпăр, илтетне? Тухса каятпăр. Ĕмĕрне те манас çук çакăнта курса-чăтса ирттернĕ тискер тамăка...
— Селиме, — терĕ Шерккей, типĕ куçне шăлса. — Инкек пулса тухрĕ иккен капла... Эс итле, эс итле, вĕсем пирĕн пата, саншăн тесе, хайхи хура лашине илсе пычĕç, астăватна? Ака-туйĕнче чупаканне. Çуни-мĕнĕпе кӳлсе пычĕç çав, саншăн тесе, ĕнине çавăтса пычĕç. Ĕни пит аван — витре парать! Тата укçан çĕр тенкĕ пачĕç... Укçине питех тăккаламарăм-ха, усса пытăр терĕм... Сирĕншĕн-çке!..
— Атте, кала-ха, тархасшăн, Тухтар мĕнле пурăнать?
Шерккей сасартăк каçăрăлса тăчĕ, куçне мăч-мăч хупса илчĕ. Унтан, пăртак шухăшласа тăнă хыççăн:
— Тухтар-и, — терĕ, — Тухтар вăл иртнĕ тунтикун Упи пасарĕнче пулнă та унтан таврăннă чух Куршанкă кĕперĕнчен лавĕ-мĕнĕпе çырмана персе аннă... Тепĕр кун пытарчĕç, вилчĕ çав, — терĕ Шерккей, хăй сăмахĕнчен хăй хăраса.
— Ах, атте, мĕн калаçан! — шартах сикрĕ Селиме.
— Аçăна ĕненмесен, сана кам тӳррипе калама пултарĕ... Селиме, чунăм, чĕререн калатăп, килĕш, килĕш пĕрех хут Нямаçпа пĕрле пурăнма... Çынни çынах-ха вăл, илтетне?
Селиме ашшĕне тĕлĕнсе пăхрĕ: ашшĕ ăна лаша пирки тем каларĕ, лайăх ĕне илсе пынă терĕ... Çуна... Халь çуна кирлĕ мар-çке?.. Апла вĕсем çавсене тахçанах, хĕллех илсе пынă пуль? Хулăм-и? Ун ашшĕ-амăшĕ хĕллех пĕлнĕ пуль Селиме кунта иккенне? Килĕшнĕ-и?.. Тухтар пирки мĕн каларĕ тата?.. — Селиме ăнтан каясса çитрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...