Хура çăкăр :: XXII. Амăшĕ
Иртнĕ кунсем Сайте сывлăхне йăлтах хуçса хăварчĕç, вăл, тем пек тăрăшсан та, вырăн çинчен тăраймарĕ. Кăмака хутса кăларма та хирĕçри Пикмăрса хĕрĕ, Уття, килкелесе кайрĕ.
Амăшĕ...
Тĕнчере кам виçсе пĕлес пур Сайте чăтса тӳсне асап-тĕсепе! Тăватă ача çуратса, виççĕшне чиперех пăхса ӳстерчĕ вăл. Ачисем çынран кая ан пулччăр тесе, вĕсене çĕтĕк те хура çӳретмерĕ, выçăхтарса аптратмарĕ, хăш чух хăй çиес турамне те вĕсем валли уйăра-уйăра хуратчĕ: ан тив, вăй илччĕр, сывлăхлă пулччăр, ӳлĕмрен тав тума пĕлччĕр тетчĕ вăл. Ялта пĕр-пĕр чир-чĕр хускалсан, хăшпĕр чух, хĕрхенӳсĕр вилĕм çуртри килйыша пĕр чун хăварми шăла-шăла тухнă вăхăтра, Сайте, çĕрне-кунне пĕлмесĕр, ачисене пăхрĕ, артакларĕ. Çурт-йĕре тирпейлĕ тытасшăн пулса, вăл хăй пурнăçĕнче канăç мĕн иккенне пĕлмерĕ: куллен яшка-çăкăр пĕçерчĕ, выльăхне пăхрĕ, ĕççинче çынран юлмарĕ: вăхăтра тыррине вырнă, çумне çумланă, кантăр татнă, хутнă, тĕртнĕ, вуттине турттарнă, арманне те тепĕр чух хăех çитетчĕ, — рехетре пурăнатчĕ-ха Шерккей, мăшăрĕ ăна хăй мĕн-мĕн туни çинчен каламастчĕ те. Çемьери шатлăха пула, Шерккейĕн кил-çурт пăхас пирки шухăшĕ те пулмарĕ. Сайте шучĕпе çуртра çавăн пек кирлĕ те. Унта: ку арçын ĕçĕ те, ку хĕрарăмăн тесе уйăрса тăмарĕ вăл, мĕн тумаллине пĕтĕмпех вăхăтра турĕ, ал çитерчĕ, ĕлкĕрчĕ. Амăшĕ хăй ачисемшĕн кăвакарчăн ами пек йăваш пулчĕ, йăвашне йăваш та, чĕрченке ачаш теер мар ăна. Мĕскĕнле йăвашлăх пулмарĕ Сайте хавалĕнче. Çемьере йĕркелĕх тытма унăн çирĕп ăсĕ çитрĕ. Сайте мĕн пĕчĕкрен тӳрĕлĕхе хисеплет. Ултавпа икĕпитлĕхе, мухтанчăка, куштана, вĕçкĕне, юла-юпнине, элек-сĕлеке тӳсме пултараймарĕ вăл. Ачисене те çавăн пек пулма вĕрентесшĕн тăрăшрĕ. Çемьере Сайте хăйне упăшкин чи çывăх пулăшаканĕ вырăнне хучĕ. Халь мĕн тумаллине те, ӳлĕм мĕн тăвасса хăй çине ытлашшипех йышăнчĕ, арçыннăм малта пултăр та, хам кайра пулам тесе тăмарĕ. Тен, çавна пула та пуль, çуртра хăй вăл чи тĕреклĕ тайăм иккенне те тĕрĕс ăнланчĕ, çав тайăма халиччен никам та сулăнтарманччĕ-ха. Ачисем мĕнпе те пулин йăпанса хавасланнă вăхăтра вăл хăй ăшĕнче савăнчĕ, хуйхă-суйхă пулсан, çуртра ăна пуринчен малтан Сайте ăнланса илетчĕ, сисĕнмирех ирттерсе яма тăрăшатчĕ, малашнехи кунсем çутăрах, ăшăрах пуласса вăрттăн та пулин чунне йăпатса шанатчĕ. Куç тулли пăхса савăнмалла хĕрĕ ӳсетчĕ унăн. Селимен шăпи хăйĕннинчен лайăхрах пуласса амăшĕ чун пек кĕтетчĕ, ĕненетчĕ... Ан тив, Тухтар чухăн пултăр, вăл шăпах Селиме ятне килнĕ çын пек туйăнатчĕ Сайтене... Акă халь Шерккей — унăн упăшки — тăван хĕрĕн телейне пĕр кĕтмен çĕртен татрĕ. Кантюксен тăхăмĕ вăрă таврашĕ иккенне кам пĕлмест. Шерккей, ав, Селимене вăрă-хурах аллине пачĕ... Тупата, кушак чухлĕ — кушак та куçне уçайман çурисене куç пек сыхласа пăхать, чăхă та хăйен вăйсăр чĕпписене хурчăка тытасран епле упрать, кирлĕ чухне çунат çапса çапăçать, хăй чĕп-чĕрĕ юна ӳксен те, чĕпписене, тыттарасшăн мар. Пĕртен-пĕр Шерккей, — çын те ĕнтĕ ăна çакăн хыççăн, — непсине тăрантараймасăр тăван хĕрĕн çутă кунне сӳнтерет. Чăтса ирттер-ха çакăн пек пысăк намăса! Çавă тарахтарать те Сайтене. Хĕрĕн шăпине вăл ĕнер каç пĕлчĕ. Пĕлчĕ те... ăна пушшех пулчĕ, урăх çĕкленеймерĕ. Çĕкленме вăй çитернĕ пулсан, вăл çĕр варринче тăвăл хускататчĕ. Вилессе çитсен те, вăл килĕшместче çакăн пек мăшкăлпа... Мĕн астăвать-ха Сайте иртнĕ каçран? Элентей килсе кĕнине кăшт астăвать, ятлаçрĕç пулмалла вĕсем, хыттăн шапăлтатрĕç. Мĕн калаçнине Сайте уйăрса илеймест. Ирхине Ильяс Уттяна чĕнтерчĕ. Чӳрече хуппине уçрĕç, пӳртре çуталчĕ, кăмака хутса ячĕç. Уття ĕне суса кĕчĕ пулмалла. Вырăн çинчен тăнă Шерккей майĕпен çеç тĕпелелле иртрĕ, Сайтене пĕр курка сĕт парасшăн пулчĕ. Сайте ăнланчĕ çавă мĕнле сĕт иккенне, вăл йынăшса сывлăш çавăрчĕ, сĕтне тутанса пăхмарĕ. Шерккей ăна, виртленĕ пек, эрех сĕнсе пăхрĕ. Çилленнĕ Сайте унăн питне лач сурса хучĕ. «Пархатарсăр эс...» — тесе пăшăлтатрĕ вăл. Тути кăвакарнăччĕ хăйĕн.
Пĕр Шерккей çеç хăй мĕншĕн айăпа кĕнине, кам умĕнче айăпа кĕнине çаплах ăнкараймарĕ. Мĕн тесен те, вăл çурт хуçи. Енчен вăл çăкăр умне тухма тăрăшать пулсан, ăна мĕншĕн камăн та пулин чăрмантармалла? Е çав ĕçе вăл пĕр хăйшĕн кăна тăвать-и? Çук çав, хăйшĕн кăна мар çав. Вăл хăйĕн çемйине тăн-тăнрах пурăнтаракан тăвасшăн. Акă унăн пурнăçĕ малашне чиперех сыпăнса каять: çăкăр умран юлать, картишĕнче вите тулли выльăх-чĕрлĕх пулĕ, кĕлетри пӳлмесем, тырăпа тулса, тапса ванас пек сарăлĕç, пӳрт-çурт ытарса тухмалла мар лартса хурĕ, пахчара турат çĕклейми хĕрлĕ панулмисем пиçĕç, кĕсйи те пушă мар. Ак мĕнле пурăнма ĕмĕтленет Шерккей. Çав пурнăç ун ачисемшĕн кирлĕ мар-им? Шерккее ашшĕ нимĕн те пехиллесе хăвараймарĕ, кăшт хĕрсе калаçнă чухне кăна: «Манăн мул! Манăн мул!..» — тесе йăнкăлтататчĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, вилнĕ ватта çилĕпе асăнма хушман... Шерккей виçĕ çул хушши, чĕррине вĕлерсе те виллине чĕртсе тенĕ пек, хăй тĕллĕн çурт тытрĕ, тертленчĕ, нушаланчĕ. Çавăншăн ăна тав тăвакан пур-и? Кĕтсех тăр! Кун çути çуталас патне çитсессĕн ун çине мăртăхса пăхаççĕ, чĕрре кĕреçсĕ. Шăллех, ав, епле чăрсăрланать. Ан тив, Шерккей халлĕхе хăй шухăшланă пекех туса пытăр-ха: кăçал пӳрт ларттăр, хапха тутăр, çĕнĕ вите, карта çавăртăр, — начар пулать-им? Кĕсйинче укçа пур чух (вăл ăна кунне миçе хут шутласа пăхать!) пĕр-пĕр тырă лайăх пулакан çĕрте çич-сакăр ана çĕр те туянĕ, анисене тĕрлĕ хирте суйлĕ вăл: пăр çапса пăр пĕтереймĕ, шăрăх ĕнтсе çĕнтерейме; тырри пулĕ унăн, çĕр çынни епле тырăсăр пурăнтăр? Çавăн чух Шерккее курса кăна тăр. Çĕкленĕ-ха вăл, çĕкленĕ, çунат сарĕ... Майне пĕлсен, çапларах çав. Сайте çавна чухлаймасть, ав, питрен сурчĕ хучĕ, халь те пулин сурчăкĕ сыпăсса тăнă пек çунтарать — шăлса шăлăнмасть. Вăл — ашшĕ — хăй ачисене мĕншĕн хаяр сунтăр? Ывăлĕсемшĕн тăрăшмасть-и вара, Сайтешĕн, Селимешĕн мар-и, çуртшăн мар-и, тепĕр тесен? Селиме тинех, мĕн тесен те, çитĕннĕ хĕр. Каччăсем пăхаçсĕ çав ĕнтĕ ăна. Вăл пурпĕрех тăван килĕнчен каймалли çын, хăй çурчĕпе пурăнмалласкер. Чăн та, вăрланă пек пулса тухрĕ ĕнтĕ; каччи те урçа тейĕпĕр, вăл та тем мар: вăрланса кайнисенчен те ялта Селиме пĕрремĕш е иккĕмĕш хĕр мар. Юханшыва каялла юхтараймăн. Селиме çĕрме пуян çуртра пулать, çавă мĕне тăрать?.. Хăй хирĕçкелет иккен. Ача çав-ха. Ури çине ĕне пусман, пуснă пулсан, пурнăç тути-масине пĕлнĕ пулĕччĕ. Ĕнтĕ çиекен пĕлмест, туракан пĕлет, — шухăшлать Шерккей.
Тимрук алăк патĕнче пуçне сĕнксе ларать. Вăл мĕншĕн кăмăлсăр иккенне ашшĕ тĕрĕс чухлать: ĕнер каç кĕрчеме сыпнипе çавăн пек вăл. Шерккей юлнă эрехĕнчен курка тĕпне пĕр-ик сыпкăмлăх ячĕ.
— Ме, Тимрук, пăртак уçăл.
— Курас килмест. Пуç ыратать...
— Ухмах, пуçу ан ыраттăр тесе сĕнетĕп те...
Ильяс тĕпелте, аллине кĕнеке тытнă.
— Эс чĕнтерсе килтĕн-и ĕнер Элентей тетӳне? — ыйтрĕ ашшĕ. Ильяс куçран тӳррĕн пăхрĕ.
— Эпĕ.
Çаплах тавăрса калани ашшĕне тĕлĕнтерчĕ те çиллентерчĕ те, — çĕркаç Элентей ăна икĕ хутчен çупса ячĕ: пичĕ-куçĕ халь те пĕçерсе тăрать.
— Ха! — терĕ вăл куç харшине пĕрĕнтерсе. — Епле паттăрланнă, шĕшлĕ, лаххан çӳллĕш ӳсмен — халех урлă пăхатăн?.. Кам ячĕ сана унта?
— Хам кайрăм.
— У-у, пархатарсăр! М-мĕн, мĕн хуртлашса çӳремеллеччĕ, мĕн çӳремеллеччĕ çĕр варринче?
— Аппа тупăнни çинчен каласа патăм, çав кăна.
Ильясăн чăнласах усал шухăшĕ пулман. Аппăшне пит юратать вăл. Тупăннăшăн хĕпĕртесе, ырă хыпара Элентей тетĕшĕсене те пĕлтересшĕн пулнă-мĕн. Лешсем Селиме ăçта иккенне ыйтса пĕлнĕ. Ку хăй ăсне çитернĕ пек каласа панă. Килĕрте халь кам пур тесен те тӳррипе каласа панă.
Шерккей çăпата хуçма явса хунă мăшăр кантрана, пăтаран вĕçертсе, тăватă хут хутлатрĕ, кĕçĕн ачине хăй патне чĕнсе илчĕ. Ильяс хăраса та пулин ашшĕ патне пĕрре чĕннипех пырса тăчĕ.
— Ака сана!.. Акă сана!.. Улĕмрен ăслăрах пул!.. — çине-çине çаптарса илчĕ ашшĕ çурăмĕнчен. Пĕчĕк Ильяс, шăлне хыттăн çыртса, авăна-авăна кĕчĕ пулин те, сасăпа кăшкăрса ямарĕ, куççульне те кăтартмарĕ. Çавă вара ашшĕне тата ытларах çиллентерсе ячĕ. Вăл пĕтĕм вăйĕпе ĕхлетсе çапрĕ. Ача тинех кăшкăрса ячĕ, йĕрессе çаплах йĕмерĕ.
— Э-э, çапла кирлĕ-ха сана... Ӳлĕмрен ăслăрах пул! Ăслăрах пул!..
Ашшĕ тата та çаптарнă пулĕччĕ, анчах çав вăхăтра тĕпелтен амăшĕн вăйсăр сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ашшĕ... ашшĕ...
Ашшĕ аллинчи кантрине пăхкаларĕ те, кăмăлсăрланса, ăна кутник сакки айне пăрахрĕ. Сайте патне пычĕ.
— Çын пул... тархасшăн... Пĕчĕккине те пулин... хĕрхен...
— Ăса кĕртрĕм кăшт кăна...
— Ах... — каллех йывăррăн сывласа ячĕ амăшĕ. Хăяккăн выртма ăна майлах та марччĕ. Умĕнче тăракан Уттяпа Шерккей Сайтене месерле майлашăнса выртма пулăшрĕç.
— Ывăлăмсене... курас тетĕп... — аран илтĕнчĕ чирлĕ çын сасси... — Шерккей, эпĕ сан умăнта айăпсăр. Каçар мана... Сана... хĕрĕм каçармасть...
Ильяс ăмăш умне пырса тăчĕ. Унтан Тимрук пычĕ. Амăшĕ асаплăн куç уçрĕ, сарăхнă типшĕм алли шăнăрланса туртăнчĕ, кăштах çĕкленчĕ, Ильяса пуçĕнчен ачашларĕ:
— Ильяс, эс-и...
— Эпе, анне, эпĕ, — пĕтсе кайнă амăшне курсан, Ильясăн ик куçĕнчен куççуль сăрхăна пуçларĕ. Мăч-мăч-мăч хупкаласа илчĕ вăл куçне. Пырне темĕн чарăнса ларчĕ. Вăл йĕрсе ячĕ те амăш кăкăрĕ çине ӳпĕнчĕ.
Амăшĕ ăна халсăр аллипе пуçĕнчен ачашларĕ.
— Йывăр мана, ывăлăмсем... Ильяс, ан çиллен... Аçу-çке вăл санăн... вăл... хăй çавăн пек... çаврăнать...
Сайте пĕр хушă канса илчĕ, унтан татах пăшăлтатса калаçма тытăнчĕ. Асĕнчи сăмахĕсене калама ĕлкĕрес пек васкарĕ вăл, хыпăнчĕ, анчах хăшпĕр сăмахне уйăрса илме пулмарĕ. Тепĕр хут сывлăш çавăрсан çеç сасси уçăрах илтĕнекен пулчĕ:
— Тимрук, эсĕ те... тӳрĕ пулăр çĕр çинче... Хăвăршăн кăна ан шухăшлăр... тăванăрсем... çынсем... çынсем... итлĕр... — амăшĕ каллех чарăнчĕ, хăвăрт-хăвăрт сывла пуçларĕ.
Шерккей Сайтене çамкинчен тытса пăхрĕ. Çамки вут пек пĕçерет. Сывлама ирĕкрех пултăр тесе, вăл Сайтен кĕпи çухин каптăрмине вĕçертрĕ. Сайтене чăнласах йывăррине вăл тин ăнкарса илчĕ. Унччен вăл кăштах чирлĕ те иртсе кайĕ тесе шухăшланăччĕ. Шерккей кӳршĕри карчăксене чĕнтерме ячĕ.
Несихва килсе кĕчĕ.
— Упирен-и, Чаткасран-и лекĕр чĕнтермеллеччĕ, — ӳпкелешрĕ Несихва. Шерккей ăна-кăна асне те илмен иккен, аптраса ӳкнĕскер:
— Шерпикене чентерес мар-и пĕрех хут, — тесе хучĕ. Кӳршĕ карчăкĕсем вăл килсен те вĕлерме кăна пултарать тесен, Шерккей ăна та чĕнме тумарĕ.
Каçкӳлĕм Сайте чĕлхи каллех вăхăтлăха уçăлчĕ. Вăл хăй умĕнче тăракан Несихвана палларĕ, аллине чăмăртам пек турĕ. Унтан:
— Килтĕн... килмесрен хăранăччĕ, — терĕ.
Несихва унăн ал тымарне тĕрĕслерĕ — сыпăк-сыпăкăн тапать. Карчăксем ун çамки çине йĕпетнĕ витшăлли хучĕç, вĕри çаплах иртмерĕ.
— Селимене... курас килет... — теме ĕлкĕрче чирле çын, урăх сăмахĕсем илтĕнмерĕç. «Сасси ăшне кайрĕ», — терĕç карчăксем. Сайте, аран сывласа, пĕр хускалмасăр выртать.
— Инкеçĕм, мĕн калăн эс? — шăппăн ыйтрĕ Несихва кӳршĕ карчăкĕнчен.
— Пĕлместĕп. Калама та хăратăп... — унтан тата шăпрах илтĕнчĕ карчăкăн сасси. — Хам аппа куç хупнине астăватăп, вăл та çакăн пек йывăр сывлатчĕ, çавăнтан кайран икĕ талăк пурăнчĕ те вилсе кайрĕ.
— Инке пирки мĕн калăн?
— Йăнăшатăп пуль-ха эпĕ, — терĕ карчăк. — Чăнласах йăнăшатăп пулсан, тем пекчĕ те... Кам пĕлет çав, тен, çапла выртса канĕ те чиперех сывалĕ. Ахаль... — пуçне сулкаларĕ вăл. Анчах ăшĕнче хăй каланă шухăша шансах пĕтермерĕ.
Урăх пăшăлтатмарĕç.
Сĕтел çине çаплах пуçтарса пĕтермен. Çавра шурă çăкăр, каснă шăрттан, типнĕ капăртмасем, пӳремечĕсем — çаплипех. Вараланнă урайне те шăлса кайман, çуртра урай шăлакан та çук тейĕн. Пӳртре, халăх пайтах пулсан та, кичем, салху шăплăх пусать. Тĕттĕм пулсан, лампа çутса ячĕç. Карчăксем килĕсене саланчĕç. Пĕр Несихвапа Уття та тата килтисем тăрса юлчĕç.
Ире хирĕç Сайте вилсе кайрĕ. Мĕнле лăпкăн пурăнчĕ — çавăн пекех лăпкăн вилчĕ вăл. Несихва сасăпа йĕрсе ячĕ. Ăна илтсе, кăтăш пулнă Шерккей вăранчĕ. Вăл арăмĕ патне пычĕ, сивĕне пуçланă çамкине чуптуса илчĕ, юлташĕн питне аллисемпе çупăрларĕ, куççульне кăтартмасăр йынăшса ячĕ.
— Пурăннă чух хĕрхенме пĕлмерĕн те халь йĕме хăтланасшăн? — терĕ ăна Несихва кăкăртан тухакан сасăпа. — Халĕ, кирек мĕн чухлĕ йĕрсен те, унăн куçне уçаймăн. Пурăннă чух хĕрхенмеллеччĕ, — пăта çапса кĕртнĕ пек татăклăн илтĕнчĕç Несихва сăмахĕсем. Унтан хăй тĕллĕн калаçнă пек: — Мĕнле чипер те сăпай çынччĕ, — тесе куçне шăлчĕ.
Ире хирĕç кăна çывăрса кайнă ачасем, амăшĕ вилнине пĕлсен, кăшкăрса макăрса ячĕç. Ĕнтĕ вĕсем те хăйсем тăлăха юлнине ăнланса илчĕç. Вĕсен çывăх амăшĕ, чун пек çывăх тăван амăшĕ текех çук. Ăна тĕтĕмсĕр яла кайса чикеççĕ те, вара вăл унтан нихăçан та таврăнаймасть...
Хĕрарăмсем Сайтене çурĕç, çĕнĕ тумтир тăхăнтартрĕç. Шерккей ирпе ирех масар çине кайса шăтăк чавтарчĕ.
Çурхи хĕвел çĕр питне лăпкăн ăшăтать. Пӳрт-çурт çинчен тумла юхать, улăмран çакăнса сарăхнă пăр татăкĕсем татăлса ӳкеççĕ те шавлăн тĕпренсе ванаççĕ.
Шерккей картишне тухса шăппăн çуна кӳлчĕ, хапхине уçрĕ, каллех пӳрте кĕрсе çынсене тĕккелерĕ:
— Аяккинерех, аяккинерех тăрăр, ан кансĕрлĕр мана, — тĕрĕ вăл никам çине пăхмасăр. Унтан Сăйтене вырттарнă тупăка çăвăрса тытса картишне илсе тӳхрĕ, çуни çине вырттарчĕ, вилле катанпир карса витрĕ. Çакна пула ним калама, нимĕн тума аптранă сынсем алчăранă куçăн тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
— Кĕрĕр пӳрте, пӳрте кĕрĕр тенĕ сире! Туй мар кунта пахса тăма. Е килĕрсене, килĕрсене кайăр. Несихва, сана та чĕнес çук. Атьсене те илсе каймастăп. Пĕччен, хам пĕччен пытарса килетĕп.
Çуни сине хăпарса ларчĕ Шерккей. Кăмăлĕ уçăлнă пекрех те курăнчĕ унăн. Лашине чăпăрккапа хамсарчĕ те урамалла тухса тăвалла уттарчĕ, ял масарĕ патнелле пăрăнса хăпарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...