Хура çăкăр :: XXI. Вăхăтсăр татăлнă юрă


— Кайса лар вырăнна! Санпа урăх чухне калаçăп...

— Эс мĕн, çапăçма килтĕн-и кунта? Çапăçма-и? — Урнашка Элентее вăйĕ çитнĕ таран хытă чышса ячĕ, Элентей тутинчен йăрăлтатса юн анчĕ. Вăл ура çинчех сулăнса кайрĕ, сакăран çапăнчĕ, сăмсипе нăш-нăш тутарса илчĕ. Куçĕ хăйĕн вут та хĕм тăкать, пичĕ хăрах енчен кĕскен-кĕскен турткалана пуçларĕ, вăл шăлне çыртрĕ те тилĕрсе кайрĕ, Урнашка патне пычĕ.

- Таса çынна тĕкĕнме? Вăрă! Тăсланкă! Çилхăван! — кăшкăрса ячĕ вăл хыттăн. — Ăкă ил Селиме куççулĕшĕн! — Вăл икĕ чăмăрне пĕрле хутлатса шăнăрлантарчĕ те Урнашкана, шăпах пуç тӳпинчен тĕллесе, вутă çурнă чухнехи пек хĕклетсе шаплаттарчĕ. Пĕкĕнсе аннă Урнашка малтан пĕр еннелле, унтан тепĕр еннелле сулăнчĕ, вара, чакса-чакса пырса, сак çине темле мелсĕр тĕшĕрĕлсе анчĕ те «а-а...» тесе ĕнĕрлесе ячĕ.

— Ара, ку чикĕшме-вĕлерме тесе килнĕ-çке кунта? Ара.

— Тем курасси, тем курасси пулĕ.

— Мана çап!.. Çап мана та!.. — куçа кĕчĕ Алиме.

— Карчăксемпе çапăçмастпăр. Кунта мана сансăр та çитет.

— Эппин итле ваттин сăмахне: Селиме хăй килĕшрĕ.

— Улталан!

— Акă алла çăкăр тытатăп.

— Тытмастăн! Умăнти çăкăртан юлатăн!

Алиме, сăмах тавăрса калас вырăнне, сĕтел варринчи çавра çăкăра çĕклесе чуптурĕ.

— Урăх, тархасшăн, ан çапăç. Хăй килĕшрĕ тетĕп.

— Ара çав.

— Эхх!..

— Шăллăм, кунăçа кĕр... Ав, Урнашкана тем пулчĕ, чĕлхине чăмлать...

— П... пыршине чăмлатăр!

Кантюк çак хушăра Элентее тем пек килĕштересшĕн пулчĕ. Хăратма çук ăна, йăпăлтатса та ĕç тухмасть. Тепĕр майпа хăтланса пăхсан кăна. Вăл кĕсйинчен хĕрлĕ хут укçа кăларчĕ те Элентее тăсрĕ.

— Ме, хăтаçăм, эс те пайсăр ан пул эппин, халлĕхе юп кур çакăнпа. Пĕрле пурăнмалла пултăр...

— Хе? Эсĕр мана та сутăн илесшĕн-çке? Ха-ха-ха!.. Чим-ха, тепре ача пулам... Пĕлместĕр Элентее! Çук чунсем!.. Кантюк папай! Ырăпа калатăп, Селимене паянах кăларса яратăн. Халех. Е сана — илтетне — леш тĕнчере те канăç памастăп. Аçуна кăтартнă пек! Илтрĕне?.. Чик укçуна. Мĕн ыйткалакан пек аллăна тăсса тăратăн?

— Ара, — каллех йăвашланчĕ Кантюк, аллисем сиксе чĕтреме тытăнчĕç, — Селиме кине эпĕр хупса усрамастпăр-çке? Хăйĕн кăмăлĕ, хăйĕн ирĕкĕ... Илтрĕм-ха эпĕ: Элентей хăта епле ял кĕтӳçĕсемпе çĕрĕ-çĕрĕпе хăй лашине кăпăкпа çуса çӳренине. Шерпике каларĕ. Çичĕ куçлă-çке вăл. Ара... Селиме кинĕн хăйĕн ирĕкĕ тетпĕр, кирек те мĕн тутăр... Ара. Хисепĕм те сăвапăм...

— Эп пĕрре калатăп, Кантюк папай. Урăхла пулмасть!

Элентей алăка шартлаттарса хупса хăварчĕ.

■ Страницăсем: 1 2