Хура çăкăр :: XII. Кĕтмен пăтăрмах
Юмăç пĕр авăк хашлатса та ахлатса сывлать, тутипе вĕрсе аяккинелле сурать, унтан, хăй тĕлĕнчен çӳçне кăштах сирсе: «Селиме, çак чĕлĕрен пĕр татăк çăкăр çи, — тесе, çерçи пуçĕ пысăкăш çăкăр хуçса парать, — аçу калас сăмахран ан тух, пике, кирек хăçан та ăна итленĕ пул», — тесе хурать. Селимене кăшт иментерет юмăç сăмахĕ, вăл халь те ашшĕ-амăш сăмахĕнчен тухмасть-çке, хăй хыçĕнче тăракан Тухтар енне çаврăнса пăхать, çăкăр татăкне хыпать те чăмласа ярать.
Юмăç çатмари шыва тинкерет, ăна каллех укçипе хумхантарса шыва çăкăр тĕпретет, хăй çаплах паллă мар сăмахсем мăкăртатать. Калас сăмахне пĕтерсен, тӳшекĕ çинчен ялт сиксе анса, урайĕнчи шăпăр çине тăрать, пуш кăмакана турчăкапа пăтратать. Унтан пăвăнса тухакан сасăпа:
— Усал-синкер, тух! тух! Çак килйыша ырă кун пар, пархатар кӳр, аслă Пихампарăн сăвапĕ çиттĕрех мĕскĕнсене! — тесе, çатмари шыва шăпăрĕ çине сапать, шăпăрĕнчен тĕрлĕ еннелле шывне сирпĕтет, кайран Шерпике, çав шăпăра чăмăртаса тытса, кăмака картлашкинчен шăрпăк илет те çара пуçăн, çарран пӳртрен пăлтăралла тухса каять — Шерккей хуçам, ут ман йĕрпе, — хушать вăл çак ĕç пĕтессе кĕте-кĕте аптранă Шерккее, хăй вара — лара-тăра пĕлмен хĕрача тейĕн — хапха патнелле вирхĕнет. Унта инкек карнă ывăса, вутран хăранă пек акăш-макăш сыхланса, аллисемпе ярса илет, ывăс айне шăпăрпа шăлкалам пек тăвать, вара, вĕрлĕк хапхана уçса, шăпăр çине хунă ывăса ик аллипе ярса илет те ун çинчи пĕтĕм «туприне» пахчаналла илсе каять. Шерккей ун хыççăн, вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, аран ĕлкĕрсе пырать.
Пахча варринче йĕтем. Çав йĕтем хĕррине çитсен, юмăç сасартăк чарăнать, çӳçне икĕ еннелле уйăрса тавраналла пăхкалать, катăк чĕрнеллĕ пӳрнине тăсса, вăрман енне кăтартать.
— Шерккей хуçам, — тет вăл çурăмне кăшт пĕкĕртсе, — сире, ав, çав енчен хура инкек кĕтетчĕ. Ун çулне каялла тавăрас тесе, хам пĕлнĕ пек тăрăшрăм, каялла тавăртăм. Çав инкек вырăнне халь сан çуртăнта ырлăх та сăваплăх пулмалла. Эс курмастăн, эп куратăп: ак çак анат енчен, пĕлместĕп, инçетрен-тĕр, чухланипе калатăп — сакăршар çурт урлăран сакăл ураллă хура утсемпе килсе сан çуртăнта сарпике шырĕç. Вĕсем сан ятна астăвĕç. Хăвна хисеплекен-чыслакансене хирĕç ан пул ун чух, Шерккей хуçам, вĕсем сан çуртна хăйсемпе пĕрле мул кӳреççĕ. Усал-тĕселе сирнĕ чух ман тĕле Селиме саппунĕ тухрĕ, çавăнпа чухлатăп, — терĕ те Шерпике, сывлăшне тарăн çавăрса, сурчăкне сирпĕте-сирпĕте, малалла каласа кайрĕ: — Хĕрĕхшер кун иртсен, сан патна хĕр çураçма йыхравçăсем — хĕрлĕ каччăсем килĕç, вĕсене чыспа йышăн та хисеппе ăсат. Ан пӳл вĕсен ĕмĕтлĕ çулне, пуянни суйлансан — ан вĕçерт. Пулас хурăнташусен ячĕпе çын куç умне вăтанмасăр курăнмалăх санăн тумланма туму пулĕ, çимӳ умран юлĕ, — юмăç çавăнтах çĕре лартнă ывăс патнелле пĕшкĕнчĕ те çӳç çыххине ярса илчĕ, — тыт ак çакна, çунтар та кĕл туса вĕçтер тата ак çак пĕрчĕсене йĕтем тавра сапса тух. Йĕтемӳ тырă кăшăлĕпе çаврăнтăр... Çак мăкла качакана инçетелле ывăтса яр, çуртăнта качака тавраш мар — кĕшĕлех выльăх-чĕрлĕхӳ пултăр.
Кил хуçи, çав юмăç аллинчи тăхлан качакана илсе, тăкăрлăк еннелле вăйĕ çитнĕ таран вăркăнтарчĕ.
— Ме, тата çак ывăса та çунтар...
Шерккей пĕр ывăç кивĕ улăм пуçтарчĕ те чĕртсе ячĕ. Юмăçран илнĕ ывăса çурмаран çурса вут çине пăрахрĕ. Ывăсĕ варринче шăпах виçĕ шăтăк, шăтăкĕсене пăшатанпа шăтарнă. Шерккей çак ывăса таçта курнă пек асне илчĕ, вăл ăна вут çинчен каялла çĕклесе пăхасшăн та туртăнчĕ, анчах ывăс çуркамĕсене тĕрлĕ енчен вут явса илнĕччĕ, çапла пăхаймасăрах юлчĕ, ăçта курнине асне илме те çийĕнчех пултараймарĕ.
Çапла мĕн çунаканне çунтарса, çунманнине ывăтса пĕтерсен, юмăç пăхасси те иртрĕ. Шерккей чĕри тинех лăпланчĕ. Çак кăптăрмăш хыткан хĕрарăм, ӳпле пек пĕчĕк çуртĕнче арсăр-ачасăр пурăнаканскер, çакăн пек йĕркене епле кăна ăста вĕренсе, мĕнле хăватпа вĕрсе инкекрен хăтарни çинчен шухăшласа, Шерккей тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ, ăна пĕр сăмах та хирĕç каламарĕ, ыйтмарĕ. Юмăç ăна кунта мĕн пулса иртнине те, мĕн туса ирттернине те чи çывăх çыннисене, çав шутрах Сайтене те, пĕр сăмах та каласа памалла мар терĕ. Шерккей çак вăрттăнлăха усрама тупа турĕ; каласан юрамасть имĕш, мĕн юмăçлани хăватсăр кăна та мар, пĕтĕмпе хирĕç тухма пултарать; вара инкекрен хăтăлас вырăнне тата пысăк асапсем пуласса кĕтсех тăмалла имĕш.
Килне таврăнсан, Шерккей çак юмăçа хăй аллипе хăй шурă пир тăрăхĕ тыттарасшăнччĕ, юмăç илесшĕн пулмарĕ; илме кăна мар, вăл яхăнне те ямарĕ, кăштах ăна-кăна тĕшмĕртекен чĕлхеçĕшĕн ун пек-кун пек чăрманасси пулать те ĕнтĕ, ютри çынсем мар-çке, ӳлĕм сывлăх пулсан, тав сăмахĕ те çитĕ. Вăл пĕр кунтăк çăмартана та Сайте хистенине пула кăна илсе кайма килĕшрĕ.
Ирпе пăсăлнă кун тинех йĕркене кĕрсе çитрĕ. Юмăç кайсанах, ĕç пуçланчĕ. Селимепе амăшĕ пахчана çум çумлама тухса кайрĕç. Тимрук — хире, Тухтарпа Ильяс тимĕрçе уттарчĕç, пĕр Шерккей кăна килте, тарăн шухăша кайса, ним тăва пĕлмесĕр аптраса юлчĕ. Ĕçĕ пурччĕ-ха унăн, вилнĕ кушакăн тирне сӳмеллеччĕ. Çавна тумашкăн та алли хальхаççăн çаврăнмарĕ. Ăшĕ çуннине пусарас тесе, вăл витререн пĕр курка шыв асрĕ, ĕçесшĕн пулнă чух хăйĕн мĕлкине асăрхарĕ: тахăш вăхăтра ун çамкине ĕмĕрне хăпса ӳкми пĕр карăнтăк тарăн йĕр хывăннă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...