Кайăк тусĕ :: 33. Тăвăл
— Эсĕ те хывăн! — терĕ те ашшĕ татах хăна енне çаврăнчĕ. — Пăшисене тытма халĕ питĕ çăмăл. Тараев вăрман тăрăх тăвар хурса тухрĕ. Вĕсем çĕрле хунав çисе çӳренĕ хыççăн тул çутăлнă чух тăвар çулама пухăнаççĕ. Пирĕн тĕттĕмлех тăвар хунă çĕре пырса пытанса тăмалла та, пăшисем унта çитсен залп памалла. Пĕр харăсах ик-виçĕ пăши тытма пулать. Çитменнине, халĕ Тараев килте çук, егерьсем унсăр пирĕн пата пымахăяймĕç. Хамăршăн чи майлă вырăн — Хир çырми леш енчи ăвăслăх. Унта хунă тăвар патне пăшисем уйрăммăнах йышлăн пухăнаççĕ. Тата çав вырăн сунар станцийĕнчен инçетре, Сĕреткассинчен виçĕ çухрăмра çеç.
— Апла пулсан мĕн вăхăта сая ярса тăрас, кĕçĕрех сунара тухас, — хавасланса каларĕ Хмельнов. — Пăши ашне тăраниччен çини леш Тараев текеннине пуçтарса хума вăй парĕ пире.
— Эпĕ эс канасса çеç кĕтрĕм.
— Баста! Тул çутăличчен Хыр çырминче пулăпăр. Пăши шӳрпи çинĕ чухне леш ĕçне те татма пулать.
— Хĕр çураçассине-и?
— Çавна çав.
— Питĕ аван! — хĕпĕртесе ӳкрĕ Михала. — Карчăк, Мишер патне тухса вĕçтер. Вăл ыран шуçăм килнĕ чух Хыр çырмине лаша кӳлсе пытăр. Çул майла Урнашкина кĕрсе кала, халех кунта килтĕр.
— Юрать, — терĕ упăшкине нихçан та хирĕçлемен хĕрарăм.
Амăшĕ тухса кайсанах Чĕкеç вăр-вар тумланчĕ.
— Эсĕ тата ăçта? — сиввĕн ыйтрĕ ашшĕ.
— Пуç ыратать, кăштах уçăлса çӳрес терĕм.
Хĕрĕ икĕ хутчен килтен тухма хăтланни ырăшăн маррине сисрĕ пулас ашшĕ, вăл сиксе тăчĕ те Чĕкеç аллинчен ярса тытрĕ.
— Эсĕ мĕн шут тытрăн?
Чунĕ хытă кӳтсе килнипе Чĕкеç тек тӳссе тăраймарĕ, кăрт туртăнчĕ те ашшĕ аллинчен вĕçерĕнсе алăк патнелле чупрĕ. Анчах тула тухаймарĕ, ăна Хмельнов пӳлчĕ.
— Пăрăн çул çинчен! — куççульне çăтса кăшкăрчĕ хĕр. — Пăрăн, йĕрĕнчĕк. Эпĕ пурпĕрех сан арăму пулас çук!
Баранов хĕрĕ патне чупса пырса ăна пуçĕнчен çапрĕ.
— Çап! Тепре çап! Хĕне тăван хĕрне! — хăй мĕн каланине тĕплĕн тĕшмĕртеймесĕр персе ячĕ Чĕкеç. — Çак эсрелĕн арăмĕ пуличчен луччĕ тупăка кĕрсе выртам. Пăши тытма хатĕрленнине те эпĕ сунар станцине кайса калатăп! Тараев паян санаторинчен таврăннă.
— Тупнă хăратмалли. Тараевне ăна пăшисемпе пĕрлех тирпейлесе хума пулать. Сана вара аслисене итлеме вĕрентмеллех. Çаптарсан упа ташша вĕренет теççĕ. Курăпăр-ха, ыран мĕнле юрла пуçлăн. У-у-ух, эсремет!..
Баранов хĕрне урнă йытă пек тулама тапратрĕ: чышкипе те чышать, урипе те тапать, çӳçрен тытса та сĕтĕрет. Хĕрĕ тăн пулми пулсан тин ăна сак çине пырса пăрахрĕ те алли-урине сӳс кантрапа туртса çыхрĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...