Кайăк тусĕ :: 23. Вăрманти калаçу
Çак шухăшпа ĕнтĕ вăл паян вăрмана килчĕ. Яланах кутăн çаврăнса тăракан телей паян питне кăтартрĕ, егерьсем ăна тытаймарĕç, Викторĕ, хĕре савăнтарас тенĕ пекех, вăрманта пĕччен тăрса юлчĕ. «Питĕ хытă тарăхнă ĕнтĕ, мана виç çĕр тенкĕ штраф тӳлеттересшĕн. Хăй умне сасартăк сиксе тухсан, тен, чăтса тăраймĕ, ярса тытĕ те тапратĕ хĕнеме. Хĕнетĕр пĕрех хут, вара вăл ытти арçынсенчен нимпе уйрăлса тăманни курăнĕ. Кам пĕлет, тен, ку ман чуна çунтарма пăрахтарĕ».
Çак шухăш Чĕкеçе килĕшрĕ. Вара вăл егерьсем калаçни илтĕнми пулсанах Тараева савăнаçлă сасăпа чĕнчĕ.
— Эй, кайăк хуçи! Мĕншĕн пуçа усса тăратăр? Браконьера тытма вăй çитерменни кулянтармасть пулĕ-çке? Калăр-ха, сирĕн пурне те куракан куçăрсем эп ăçта пытанса ларнине мĕнле кураймарĕç?
— Вĕсем эсĕ ăçтине тахçанах пĕлеççĕ, — хуравларĕ Тараев.
— Апла пулсан мĕншĕн ман енне çурăмупа çаврăнса тăтăн?
— Хăйĕн тумтирне тирпейлесе ларма ĕлкĕреймен хĕр çине арçын пăхса тăни аван мар. Эсĕ ăна пĕлетĕн ĕнтĕ?
Чĕкеç халĕ тин кĕпе арки хыçалтан уçăлса 'гăнине сисрĕ те хăмач пек хĕрелсе кайрĕ. Вăтаннипе вăл калас сăмахсене те манса кайрĕ. Кĕпине тӳрлетсен тин тепĕр хут малтанхи пекех чăрсăрланма пăхрĕ.
— Ырă кăмăлăршăн тавтапуç сире! Егерьсене те эп ăçтине çавăншăн каламарăр-и?
— Çавăншăн пулмасăр, урăх мĕншĕн пултăр? Чипер хĕре те ют арçынсем умĕнче намăс кăтартас килмерĕ. Ним тума та çук, кăмăлăм çавăн пек çемçе пулни пĕтерет.
«Çапăçу пуçланичченех мана çĕнтерчĕ. Çук, вăл ытти арçынсем пек мар. Ун пеккине эпĕ нихçан та курман. Хама ырă тунă хыççăн епле тарăхтарас ăна! Пĕтрĕ пуçăм, ун тыткăнĕнчен хăтăласси пулмарĕ», — пăлханса ӳкрĕ Чĕкеç. Малашне мĕн тумаллине пĕлменнипе вăл нумай вăхăт чĕнмесĕр ларчĕ.
— Хăçанччен кĕтмелле сана? Анатăн-и е унтах кун каçас тетĕн? Тен, хăвна çĕре анма пулăшасса кĕтетĕн пулĕ, эпĕ хатĕр!
— Ан чăрманăр. Çын пулăшмасăрах анма пултаратăп, кунталла çеç ан пăхăр.
«Егерьсемпех каймаллаччĕ, хăямат. Халĕ вăл мана хăйпе калаçса йăпанасшăн çуннипе юлчĕ теме пултарать, — тарăхса шухăшларĕ Виктор. — Тен, хам ун çине пăхманнипе усă курса тарса хăтăлас тейĕ. Тартăр пĕрех хут».
Çак шухăшпа Тараев юриех вăтăр утăмра выртакан каска патне кайса ларчĕ. Анчах Чĕкеç тарасса аса та илмерĕ, йывăç çинчен васкамасăр анчĕ, тумтирĕ çумне çыпăçнă çӳп-çапа тасатрĕ, çӳç-пуçне тирпейлерĕ те ун патне хăюллăн утса пычĕ.
— Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хама курайманнине пĕлетĕп. Яланах ăнăçлă тарса хăтăлса тарăхтарнăшăн вĕсем тахçанах тавăрасшăнччĕ. Тавăрăр ĕнтĕ, асаплантарăр. Эпĕ сирĕн аллăрта. Мĕн тăвас тетĕр: хĕнес тетĕр-и е Кириле пичче пек çивĕте касса татастетĕр?
«Вăт йĕрĕнтермĕш, йĕкĕлтет тата. Юриех мĕскĕне персе тăмасть-ши? Баранов таврашĕсенчен тем те кĕтме пулать», — вĕлтлетсе илчĕ шухăш Тараев пуçĕнче. Чăннине пĕлес тесе вăл пуçне çĕклерĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ун умĕнче тĕнче илемне хĕрхенмен браконьер мар, ытарайми хитре хĕр кăмăллăн кулса тăрать. Çӳллĕ кăкăрĕ çине усса янă икĕ пысăк çивĕчĕ çинçе пилĕкне пăвса тăракан патронташ патнех çитет. Тумланасса хăй вăрмана кайнă чухнехи пек мар, уявсенчи евĕр капăр тумланнă. «Пире улталасшăн çапла тумланнă ĕнтĕ, çын хирĕç пулсан-тусан сунара мар, хăнана кайрăм теме. Хĕлле Мишер патне кайнă чух та тӳррине каламарĕ, ларма каятăп терĕ», — шухăшларĕ Виктор. Анчах ку йăнăш пулчĕ. Чĕкеç Тараев кăмăлне каясшăн çуннипе çеç хăйĕн чи илемлĕ кĕпине тăхăннăччĕ.
— Ан хăра, сан çивĕтне эпĕ нихçан та касас çук. Вĕсем сана илем кĕртеççĕ. Эпĕ вара илемшĕн тăнине хăвах пĕлетĕн. Тĕнче илемне хушăнтарасшăн çуннипе çеç Улкаш вăрманне килтĕм. Хĕнессе сана хытă хĕнемелле, анчах апла тăвасси те манран пулас çук, мĕншĕнтесен хĕрарăм çине алă çĕклекен арçынна мĕн пĕчĕкренпех этем мар тесе шухăшлама хăнăхнă. Чĕкеç, санпа эпĕ тахçанах тĕплĕн калаçса пăхасшăнччĕ. Ман сăмахсене итлеме кăмăл пур-и санăн?
— Калăр, хăлхасене чанк тăратсах итлĕп.
— Апла пулсан, лар ман çума.
Чĕкеç хаваслансах ларчĕ. Кĕске каска çине иккĕн шăнăçма тăвăр пирки ирĕксерех каччă хулĕ çумне лăпчăнмалла пулни те ăна питех чарса тăмарĕ.
— Эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ, сана вăхăтчен сунара тухнăшăн хытă ятламалла тата штраф та тӳлеттермелле. Пăх-ха çак ăсан ами çине. Вĕсем чĕпписене çитĕнтерсе çитереймесĕрех вилчĕç. Кашнин вуншар-вун пилĕкшер чĕп тăлăха юлчĕ. Вĕсем халĕ апат-çимĕç пуçтарма та, тăшмансенчен тарма та пултараймаççĕ. Вĕсен шăпи каламасăрах паллă: е тилĕ çăварне кĕрĕç, е хурчка качинче вилĕç. Çапла вара икĕ кайăк тытнипе эсĕ 20 — 30 кайăк пĕтертĕн. Кала-ха, ма тăлăха хăвартăн эсĕ ăсан чĕпписене? Эсĕ ху та ӳлĕм ача амăшĕ пулмалла-çке?Тăван ачусем тăлăха юлас пулсан мĕн калăн эсĕ?
Вăрман тăрăх пăшал персе çӳренĕ чух Чĕкеç нихçан та ун çинчен шухăшламанччĕ. Халĕ тăлăха юлнă ăсан чĕпписем вилсе пĕтессине пĕлни унăн чунне хурлантарчĕ. Вăл ассăн сывларĕ те юнашар ларакан çын сисмелле вăрăм куç тĕкĕсем çине шăрçаланнă куççуль тумламĕсене вăрттăн шăлчĕ.
Тараев пĕр тапхăр хĕр мĕн каласса кĕтсе ларчĕ. Ун-тан, лешĕ ним те чĕнменнине кура, малалла каларĕ:
— Вăрмана эсĕ ăсан ашĕ çиес килнипе тухрăн ĕнтĕ. — Чĕкеç унпа килĕшменнине кăтартасшăн пуçне енчен енне сулкаларĕ. — Ан тун, аш çинĕшĕн сана айăплакан çук. Анчах ăсан амисене вăхăтчен тытнипе эсĕ ху та сахал усă куртăн, ытти сунарçăсене те тупăш памарăн. Шухăшласа пăх-ха, кашни пăшаллă çын сан пек хăтлана пуçласан вăрманта мĕн юлĕ? Пĕлетĕн-и, кĕçех пĕр сунар кайăкĕ те юлмĕ. Уншăн пире пулас йăхсем мĕн калĕç? Çук, Чĕкеçĕм, хамăр хыççăн çут тĕнчене пушатса хăвармалла мар пирĕн, ăна тата ытларах пуянлатса хăвармалла. Çак шухăшпа килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп, — шăппăн каларĕ хĕр.
Виктор ун енне вăрт çаврăнчĕ. Çак самантра Чĕкеç тата илемлĕрех, тата кăмăллăрах пек туйăнчĕ ăна. Вăл унăн аллине тытса чăмăртамасăр чăтаймарĕ. Хăйĕн алли каччă аллине кĕрсе ӳксен хĕр картах сикрĕ, анчах ăна туртса илмерĕ.
— Тавралла пăх-ха? Мĕн куратăн? Çӳллĕ йывăçсем, симĕс çулçă чăтлăхĕ тата вăрăм курăк. Çакна эпир вăрман тетпĕр. Анчах вăрманта йывăç-курăк кăна мар, чĕр чунсем те пур. Аçта вĕсем? Ма пирĕн куçа курăнмаççĕ? Этемрен хăранипе тарса пытанман-и вĕсем? Мĕншĕн пиртен хăраççĕ вĕсем? Эпир хăйсене вĕлернĕшĕн мар-и? Çук, уншăн мар. Этем вăл килти выльăх-чĕрлĕхе те, чăх-чĕпе те вĕлерет, анчах ĕне, сурăх, сысна, хур-кăвакал тата ытти алла вĕрентнĕ чĕр чун унран хăраса тăмасть. Мĕншĕн? Çын вĕсен хуçи, вĕсене пăхса усракан тусĕ пулнăран мар-и? Ирĕкри чĕр чунсем пире тус вырăнне те, хуçа вырăнне те хумаççĕ, мĕншĕн тесен эпир вĕсенетăрантармастпăр, тăшмансенчен çăлăнма пулăшмастпăр, хӳтлĕх туса памастпăр. Тĕрĕссипе каласан, эпир вĕсене кашни утăмрах хĕсĕрлетпĕр, тытса çиме тăрăшатпăр, вĕсемшĕн чи тискер тăшман пулса тăратпăр. Анчах ĕмĕр-ĕмĕр çапла пурăнма юрамасть. Пирĕн кайăк. тăшманĕсенчен кайăк тусĕсем пулмалла. Килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп, — пăшăлтатрĕ Чĕкеç. Унăн сăнĕнчен салхулăх çухалчĕ, куçĕ те савăнăçлăн йăлкăшма пуçларĕ. Чунтан хĕпĕртенипе вăл Виктор çумне сисĕнмеллех лăпчăнчĕ.
— Ку анчах мар-ха. Вăрман халĕ этеме вут-шанкă, пӳрт-çурт тумалли пĕрене-хăма, çырла-кăмпа, пăртак мăйăр, утă, промышленность валли тĕрлĕ чĕр тавар çеç парать. Анчах ку çур пуянлăх çеç. Вăрман пире аш-какай, тĕк-мамăк, тир таврашĕ темĕн чухлех пама пултарать. Унăн хакĕ эпир халĕ вăрмантан илекен тупăшран ытларах та пулĕ. Кашни кĕркунне пирĕн вăрмансенче миçе мĕльюн тонна çулçă тăкăнса çĕрет. Çӳллĕ йывăç айĕнче мĕн чухлĕ çамрăк хунав хăрса çӳп-çап пулать. Мĕн чул курăк пĕр усăсăр юр айне каять. Вăл пăши, хир качаки, хир сысни, мулкач апачĕ. Пĕлетĕн-и, ирĕкри чĕр чунсем халĕ вăрман хатĕрленĕ апатăн çĕр пайĕнчен пĕр пайне те çисе яраймаççĕ, тăхăр вун тăхăр пайĕ усăсăрах пĕтет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен эпир вăрман касас ĕçе çеç йĕркелетпĕр, унта пурăнакан чĕр чунсене ĕрчетесси пирки ним те тумастпăр. Малашне пирĕн, каснă йывăçсем вырăнне йĕкел, тĕрлĕ йывăç вăрри акнă пек, хунав вăрмана выльăх-чĕрлĕх таптассинчен сыхланă пек, чĕр чунсене те ĕрчеме пулăшас пулать. Вара тутлă шăрттан уяв сĕтелĕ çинчи апат кăна мар, çыннăн кулленхи апачĕ пулса тăрĕ, кĕрĕк туянас пулсан та хальхи пек никам та тертленмĕ. Ĕçе пĕлсе, чунтан юратса тусан вăрман пире тупăш темиçе хут ытларах пама пултарĕ. Çапла мар-и?
— Анчах ку — юмах кăна, пурнăçланма пултарайман тутлă тĕлĕк, — чăтса тăраймасăр сасăпах каларĕ Чĕкеç.
— Чăн. Хальхи çынсемшĕн вăл юмахпа пĕрех. Анчах асту-ха, ĕлĕкхи çынсем юмахра е тĕлĕкре çеç вĕçнĕ. Халĕ сывлăшра мĕнешкел карапсем вĕçсе çӳреççĕ. Вăрман пирки калани те ыранхи çынсемшĕн юмах та, тĕлĕк те мар, кулленхи ĕç пулса тăрĕ. Вĕсем туса пĕтерес ĕçе пирĕн паянах пуçарса ямалла. Вара эпир асаттесем пек хĕсĕнсе мар, килес ăрусем пек халех телейлĕ пурăнма пуçлăпăр, мĕншĕн тесен пирĕн алăсем иртнĕ ĕмĕр ĕçне мар, пулас ĕмĕр ĕçне тăвĕç.
Тараев шухăшĕсем Чĕкеç пуçĕнче тĕлĕнмелле пуян та илемлĕ тĕнче пулса сăнланчĕç. Вăл каччă çине хăйĕн хаваслăхпа çунакан куçĕпе ытарайми савса пăхрĕ. «Çук, Виктор ытти çынсем пек мар, çĕр хут лайăхрах, — вĕçсе иртрĕ унăн пуçĕнче. — Вăл манран ăсĕпе те, кăмăлĕпе те, çутă ĕмĕчĕсемпе те тем териех ирттерет. Эпĕ унăн арăмĕ пулма ĕмĕтленме тивĕçсĕр. Ана вăл тахçанах пĕлнĕ, çавăнпа мана юратма пултарайман. Анчах мана унсăр пуçне никам та кирлĕ мар, хăй юратмасан та, эпĕ ăна ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнăп. Маншăн вăл — тутлă тĕлĕк, пурнăçланма пултарай-ман çутă ĕмĕт пулса юлтăр».
— Виктор Николаевич, — сасăпа каларĕ хĕр, — сунара çӳреме юратакан çынсемпе мĕн тумалла?
— Эпир вĕсене хирĕç мар, çӳреччĕр, анчах саккун кăтартнă вăхăтра. Саккуна ăслă çынсем тăваççĕ. Ку анчах мар-ха, сунара юратакан çынсене эпир пĕтĕм чунтан хисеплетпĕр. Эсĕ те çав шутах кĕретĕн. Вăхăт çитсен эпĕ сана кайăк, тытма ирĕк паракан карточка туянтарăп. Вара сунар хуçалăхне кĕрекен вăрмансемпе шыв-шурсенче пытанса мар, савăнса утса çӳрĕн, егерьсем те сана хăвалама пăрахĕç. Саккуна çеç пăхăн.
— Паян ăсан тытнăшăн мана мĕн тăватăр?
— Вăрттăн сунара тухма пăрахатăп тесе сăмах пар, вара ун çинчен нихçан та асăнмăпăр.
— Сире пĕлтермесĕр тек нихçан та сунара тухмастăп.
— Чăнах-и? — хытă савăннипе ура çине сиксе тăчĕ Виктор.
Чĕкеç пĕр самантлăха шухăша кайрĕ. Унтан пуçне сулчĕ те татса каларĕ:
— Чăн!
— Апла пулсан, эпĕ хам ĕмĕрте паян пĕрремĕш хут саккуна пăхăнам мар: сана браконьерла сунарта тытни çинчен протокол çырмастăп, ху тытнă ăсансене те тавăрса паратăп. Акă ил вĕсене. Ил те лăпкăнах киле таврăн! — виçĕ ăсана хĕре тыттарса каларĕ Тараев.
— Виктор Николаевич, ыйтма намăс та... Ним тума та çук, ыйтасах пулать. Браконьер пулма пăрахрăм та хăравçă пулса тăтăм. Киле пĕччен таврăнма хăратăп. Егерьсем ăçта та пулин кĕтсе тăнă пекех туйăнать. Эсир мана хамăр яла çитиччен ăсатса ямăр-ши? Чунтанах тилмĕретĕп...
«Ак тамаша! — вĕçсе иртрĕ Тараев пуçĕнче. — Сунар хуçалăх пуçлăхĕ браконьерпа пĕрле çӳренине пĕлсен мĕн калĕç? Ирена та ӳпкелешĕ. Эпĕ ăна пăшăрханма сăлтав тупса памăп тесе ĕнентернĕччĕ-çке. Мĕн тăвас?»
— Виктор Николаевич, ĕмĕрте пĕрре çеç... урăх нихçан та ыйтас çук. Кăмăл тăвăр ĕнтĕ...
Чĕкеç Тараева хулĕнчен тытрĕ.
— Юрĕ эппин, кайăпăр, — тесе Виктор Чĕкеç пăшалне сылтăм хулпуççи çине çакрĕ те хăй çумне лăпчăннă хĕре Аслă Улкаш еннелле илсе кайрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...