Кайăк тусĕ :: 21. Вăрманти каç


Шăматкун, тĕттĕм пулсан, Тараева почтальон çыру пырса пачĕ. Кăвак конверт ăшне чикнĕ хута хулари вăтам шкулта вĕренекен ачасем çырнă-мĕн. Акă мĕн вуларĕ унта Виктор:

 

«Хисеплĕ Виктор Николаевич!

Эсир çут çанталăк пуянлăхĕсене ӳстернĕçемĕн ӳстерсе пырас кăмăлпа ырми-канми ĕçлени çинчен паянхи хаçатра вуласа савăнтăмăр. Çак ĕçе шкул ачисем хутшăнни кăмăла кайрĕ. Вĕсем егерьсемпе пĕрле çăткăн кайăк йăвисене тустараççĕ, ирĕкри ырă чĕр чунсене тăрантарса усрама çĕр улми, топинамбур, вăрман ухлĕмĕ лартаççĕ, вир, урпа, сĕлĕ, ыраш акаççĕ. Çавна пĕлнĕ хыççăн пирĕн хамăрăн та хула çывăхĕнчи вăрманта пурăнакан кайăк-кĕшĕк валли ремиза тăвас килчĕ. Анчах пире ăна мĕнле тăвассине пĕлменни хуплатпъ. Хамăра ботаникăпа зоологи вĕрентекен Нина Ивановна сĕннипе çав ĕçе вĕренме сирĕн патпа экскурсие пырас терĕмĕр. Хуларан эпир пуйăс çине ларса тухатпăр та çитес вырсарни кун ирхине сирĕн станцинче анса юлатпăр. Унтан Кӳлхĕрри Улкаша çуранах çитетпĕр. Хăвăра çапла чăрмантарнăшăн ан ятлăр. Эпир сирĕн патра виçĕ кун ĕçлеме пултаратпăр. Мĕн кирлине хамăрпа пĕрлех илсе пыратпăр. Пирĕн ушкăнра вун сакăр çын пулать. Пире пурăнма хваттер хатĕрлесе ан чăрманăр, пирĕн сунарçăсем пек вăрманта çĕр каçас килет.

 

6-мĕш класра вĕренекен ачасен ячĕпе сире пионерла салют!»

 

Аяла виççĕн алă пуснă. Тараев çак ятсене астуса юлчĕ: «Гена Шорников, Гнатик Элемов тата Лена Байзубина».

Тӳррипех каламалла, çак çыру Виктора хытă савăнтарчĕ. «Эпир акнă ырă вăрлăх шăтма пуçларĕ, — терĕ вăл ăшра. — Ырă чĕр чунсене ĕрчеме пулăшас ĕçе шкул ачисем активлă хутшăнни калама çук аван ĕнтĕ.

Ку чечекĕ çеç-ха, çырли каярах пиçĕ».

Анчах çыру кая юлса çитни ăна самаях пăшăрхантарчĕ. Хуларан килекен хăнасене хирĕç лав ямаллаччĕ. 12-13 çулхи ачасемшĕн çуран çирĕм çухрăм утасси çăмăл ĕç мар. Анчах лашасене егерьсем вăрман тăрăх сĕлĕ акса çӳреме илсе кайнă. Сунар станцинчи урайне çав кун çеç сăрланă пирки пионерсене пурăнма хӳтлĕх те çук. Мĕн тăвас! Ан килĕр теме çук. Хулана халех телеграмма ярсан та вăл вĕсен аллине лекеймĕ. Ирхи пуйăспа килес пулсан вĕсен çĕрлех çула тухмалла. Ап-тăранипе Виктор çырăва темиçе хут вуласа тухрĕ. Тăрук унăн куçĕсем юлашки пуплев çинче чарăнса тăчĕç.

— Эврика! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Тупрăм! Вĕсене станцирен Улкаша мар, Ăтăр çырми хĕрне, Вăрăм хăртнă патне, илсе пымалла. Каç ӳплере çывăрĕç, кăнтăрла çум çумлама пулăшĕç. Ку тата вĕсен çулне те кĕскетет: Вăрăм хăртнă станцирен вун пилĕк çухрăмра çеç. Колхоз лав парсан тата лавçи вăрман çулĕсене лайăх пĕлекенскер пулсан ĕç каять. Ершовран ыйтса пăхас мар-ши?

Тараев телефонпа шăнкăртаттарчĕ. Колхоз пуçлăхĕ пулăшма килĕшрĕ.

— Ирхи пуйăс килнĕ çĕре лав вокзал патĕнче пулĕ. Лавçи — ватă колхозник. Ăна Уçтим мучи тесе чĕнеççĕ. Кунти вăрмансене унран лайăх никам та пĕлес çук. Ачасене каçчен Вăрăм хăртнă патне чип-чиперех илсе çитерĕ. Пионерсем валли апат-çимĕç тиесе каяс тетĕн пулсан хам кӳлсе çӳрекен ăйăра илме пултаратăн. Ыран эпĕ ниçта та каяс çук...

Виктор колхоз пуçлăхне чунтан тав туса витене тухса кайрĕ. Уçтим мучи çур çĕр автанĕсем авăта пуçласан икĕ лаша кӳлнĕ урапа çине ларса çула тухрĕ. Тараев ăна мĕн-мĕн тумаллине тĕплĕн каласа пачĕ. Вара тин киле таврăнса çывăрма выртрĕ. «Вăрманта пурăнса курасшăн, шăпăрлансем, — пăшăлтатрĕ вăл куçне хупсан. — Ним каламалли те çук, питĕ аван шухăш. Хуларан тухса курман ача-пăчашăн сĕм вăрманта çатăртатса çунакан вут патĕнче ларассинчен пахи мĕн пултăр...»

Чăнах та, анлă та тӳлек тавралăха каç чатăрĕ ерипен хупăрласа пынă чух йăлкăшса çунакан вут патĕнче канса выртассинчен ыррине тем пек шырасан та тупаяс çук. Вут патĕнче выртакан çын кунĕпех утса ĕшеннĕ пулсан, ку вара уншăн чăн-чăн çăтмах пекех. Ăна вăл ĕмĕрне те манмасть. Тепĕр çирĕм-вăтăр çул иртсен те, çавна аса илсе куçа хупсан ун умне асамлă сăнсем, тĕрлĕрен ĕçсем, тĕлĕнтермĕш сăмах-юмах йĕрки йĕркипе тухса тăраççĕ. Вара вăл ăшшăн кулса илĕ те — пĕтĕм чунĕпе каллех сĕм вăрмана, çатăртатса çунакан кăвайтăн чĕтренчĕк çутипе ташлакан хура мĕлкеллĕ каçхи уçланка туртăнĕ...

Хуларан килнĕ пионерсене Улкаш вăрманĕ кинора курнă джунгли пекех туйăнса кайрĕ. Çĕр çулхи кĕреш юмансемпе лапсăркка çăкасем кассăн-кассăн килекен çилпе каш! кашланине илтсен, ирĕксĕрех çӳçенсе илĕн. Çитменнине, шкул ачисен япалисене тиенĕ лавçă — мăк сухаллă ватă Уçтим мучи — çул тăршшĕпех хăй тĕллĕн мăкăртатса пыни кирек кама та шиклентермелле.

— Аташса каймарăмăр-ши эпир? — сехĕрленнине пытарасшăн ирĕксĕрех кулкаласа ыйтать старикрен учительница.

— Э-эх, хĕрĕм, эпĕ çитмĕл çул каярах çак вăрманта çуралнă. Унтанпа кашни сукмак тăрăх пин хут та утса тухнă пулĕ: кашни йывăç тĕммине, кашни тункатана паллатăп. Авă çав çул кукринчен иртсен сылтăм енче çунăк хурама ларать. Ана виçĕм çул аçа çапса çунтарчĕ.

Çул кукăрне çитсен чăнахах çунăк йывăç курăнать. Ку ачасене кăштах лăплантарать, анчах вăхăтлăха кăна. Арăш-пирĕш кармакланса выртакан хуçăк йывăçсем, çĕрсе мăкланнă пысăк тункатасем, упа сарри тăрăх чупакан нихçан курман хĕрлĕ хăмăр кăткăсем, темле сасăсем — çаксем пурте хула çыннин чунне шиклентереççĕ.

— Сунар хуçалăх ничальникĕ пире унта чăнах кĕтсе тăрĕ-ши? Тен, вăл кая юлса пырĕ, тен, эпир килессине манчĕ пулĕ. Эпĕ хам та, ачасем те вăрманта çĕр каçса курман. Тем курса ларас пулĕ, — нимпе те лăпланаймасть çамрăк учительница.

— Вăрманта çĕр каçасси пули-пулми ĕç мар ĕнтĕ вăл, тĕрлĕ усал-тĕсел мăшкăл тума пулатарать. Тимĕр карта çавăрма пĕлес пулать, пилеш хулă та пулăшаканччĕ. Анчах та, турă пулăшсан, ыррăнах çĕр каçăпăр-ха.

— Усал таврашĕ мар, упа-кашкăр тапăнасран хăратăп эпĕ.

— Упа çинчен ик-виçĕ çул ĕнтĕ нимех те илтмен, кашкăрсем те сахалланса юлчĕç. Юлашки кашкăр амине çурисемпе пĕрлех Тараев тытса тухнă теççĕ. Вĕсем иртĕнме пăрахрĕç. Кăмăлсăр вилнисен чунĕсем кăна вăрманта çĕрĕ-çĕрĕпе ихĕрсе çӳреççĕ. Вĕсем пулмасан килти пекех тӳлек пулмалла. Çавсем аптратаççĕ çав пире. Виктор Николайчă пăшалсăр çӳрекен марччĕ, паян та пушă алăпа тухмĕ-ха. Пăшал сасси усал-тĕселе те хăратать. Ахальтен мар пулĕ калăм каçĕ автан кĕллине кайнисем çĕрĕпех пăшал кĕрĕслеттереççĕ.

«Те çав териех тĕшмĕшлĕ çын ку, те пире хăратасшăн юриех усал-тĕсел çинчен сӳпĕлтетсе пырать?» — шухăшларĕ учительница.

Мĕлкесем чылай вăрăмлансан тин çул çӳревçĕсем Атăр çырми хĕрне çитрĕç. Сылтăмри çӳллĕ çыран хĕрринчи ансăр ĕшнере çемçе сăран куртка тăхăннă çамрăк çын тăнине курсан ачасем ку Тараев пулнине сисрĕç те пурте тăруках хавасланса ӳкрĕç.

— Чаплă çул çӳревçĕсене хĕрӳллĕ салам! — кăмăллăн кулса каларĕ вăл уçă сасăпа.

— Сире те пирĕн экспедици ячĕпе пысăк салам! — терĕ шурпуç чечекĕ евĕрлĕ сарă çӳçлĕ маттур ача. — Эпĕ отряд пуçлăхĕ — Гена Шорников. Ку — пире ботаника вĕрентекен учительница Нина Ивановна, ыттисем ман тантăшсем — улттăмĕш класра вĕренекенсем.

— Сирĕнпе паллашма питĕ хавас. Мана Виктор Николаевич тесе чĕнеççĕ. Виктор пичче тесен те юрать. Ку — манăн Сунар ятлă тăватă ураллă тусăм, — ула йытă çине кăтартса каларĕ çамрăк çын. — Сунар, алă парса тух хăнасене!

Ăслă йытă Гена çине пăхса хулă пек çинçе те тӳп-тӳрĕ хӳрине пĕтĕртеттеркелесе илчĕ, унтан малти сылтăм урине çĕклесе тăсрĕ. Ку ачасен кăмăлне кайрĕ. Вара вĕсем савăнăçлăн ахăлтатса кулса йытăпа алă тытма пуçларĕç.

Тараева курсан Нина Ивановна та çăмăллăн сывласа ячĕ. Вăл хăйсене вăрманта упа пек лӳппер, кăнттам чĕлхеллĕ кăмăлсăр çын кĕтсе тăрассинчен шикленнĕччĕ. Халĕ вара ачасемпе çав териех хăвăрт туслашнă чипер каччă çине хăвăрт пăхса илчĕ те тулли кăмăлпа йăл кулчĕ.

— Сывă-и, Тараев юлташ, — палăрмаллах хĕрелсе алă пачĕ вăл çамрăк çынна. — Сире нумай кĕттертĕмĕр пулĕ, каçарăр! Паянччен вăрăм çула тухса курман ача-сем самаях ывăннă пирки темиçе хут ларса канмалла пулчĕ. Çавăнпа каçа хирĕç тин çитрĕмĕр.

— Сывах-ха, хăвăр мĕнле пурăнатăр? Мана кăштах кĕттерни нимех те мар, пурте тĕрĕс-тĕкел çитни паха. Тӳррипе каласан, эпĕ сире тĕттĕм пулсан тин кĕтнĕччĕ. Халĕ мĕн тăвас тетĕр?

— Кăшт çырткалаччăр та çывăрма выртчăр. Хытă ĕшеннĕ хыççăн уçă сывлăшри канлĕ ыйхă темрен те паха пулакан.

— Нина Ивановна, ывăнни иртсе кайрĕ, пирĕн çывăрас килмест, вăрман курас килет, — терĕ Гена. — Виктор Николаевич, тĕттĕм пуличчен пире мĕн те пулин кăтартмăр-ши?

— Ачасем! Ман шутпа, вăрман курассине ырана хăварсан лайăхрах пулассăн туйăнать. Кĕçех каç пулать. Апат та хатĕрлемелле, çывăрмалли вырăн та тупас пулать. Сирĕн палатка пур-и?

— Палатка таврашĕ тупаймарăмăр, кашнин пĕрер утиялпа простынь пур. Лайăх пĕркенсе выртсан шăнсах аптрамĕç. Сирĕн шутпа мĕнле тусан аванрах? — ыйтрĕ учительница.

— Çывăрма сивех пулмĕ, анчах ӳпле туни шанчăклăрах, — терĕ Тараев.

— Ӳпле тăвас!

— Эпир нихçан та ӳплере çывăрса курман, — кăшкăрса ячĕç арçын ачасем.

— Хĕр ачасем мĕн шутлаççĕ? — уйрăм ушкăнпа тăракан ултă пионерка енне çаврăнса ыйтрĕ сунарçă.

— Эпир ӳпле тума пĕлместпĕр. Арçын ачасем туса парсан хаваслансах килĕшетпĕр, — хуравларĕ вĕсенчен пĕри.

— Апла пулсан ĕçе тытăнар. Апат пĕçерме пĕлекенсем пур-и сирĕн хушăра?

— Таньăпа Лена пĕлеççĕ, — акă вĕсем, — Тараев умне икĕ хĕр ача илсе пырса тăратрĕ вĕрентекен. — Ку, сарă çӳçли, Таня. Шеф-поварĕ хамăн пулас пулĕ.

— Поварсем питĕ чаплă, пăтти тутлă пуласси пирки иккĕленме çук. Сире тата кăвайт хураканĕ кирлĕ. Камăн кочегар пулас килет?

— Вут чĕртес пулсан Ваççана никам та çитеймест. Пĕлтĕр вăл кăшт кăна шкула çунтарса ямарĕ, — терĕ ачасенчен пĕри.

Пурте кулса ячĕç. Çав самантрах ушкăнран чикан пек хура сăнлă ача тухса тăчĕ.

— Вут хурасси — манăн ĕç, — терĕ вăл.Икĕ хĕр ачана кашăк-чашăк çума уйăрчĕç.

— Манăн тата мĕн тумалла? — ыйтрĕ кук тĕрриллĕ, хĕрлĕ çивĕтлĕ хĕр ача.

Тараев пĕрре пăхсах çак салху сăнлă, илемсĕртерех хĕр ачана тантăшĕсем питех хисеплеменнине тавçăрса илчĕ. Ушкăнра ун пекки час-часах пулкалать. Тепĕр чухне вĕрентекенсем те çав телейсĕрсене вăхăтра асăрхаса йăпатма пĕлмеççĕ. Сунарçă аллине хĕр ачан хыткан хулпуççийĕ çине хучĕ те куçран ăшшăн пăхса çапла каларĕ:

— Эсĕ пире вырăн сарса параканни пулăн. Санăн çыпăçуллă аллусем сарнă вырăн çинче çывăрма канлĕ пулĕ. Вара ыран ир сана пурте тутлă ыйхăшăн тав тăвĕç.

Хĕр ачан куçĕ телейлĕн йăлкăшса илчĕ.

— Шыв ăçтан ăсса килмелле? — ыйтрĕ Таня.

— Çак сукмакпа çырмана ансан тӳрех çăл тĕлне тухатăр. Унта эпĕ витре лартса хăвартăм. Тата авă çав урапа патĕнче такан туса хуран çакнă. Хуран айне кăвайт хурăр та пăтă пĕçерĕр. Вир кĕрпи — хутаçра, сĕт — бидонра, çупа тăварне урапа çинчи арчаран илĕр, — терĕ Тараев поварсене. Унтан арçын ачасем енне çаврăнчĕ. — Ну, платниксем, çурт тăрри витекенсем тата ытти ăстасем! Пуртă илĕр те ман хыçран утăр!

Арçынсем кăнтăрла вăрман касакансем ĕçленĕ чăрăшлăха кĕрсе кайрĕç.

— Эсир шалкăм çумăр чашлаттарнă чух йывăç айне пытанса курнă-и? — ыйтрĕ сунарçă.

— Пĕрре мана атте пăчăр тытма илсе кайрĕ. Çумăр çăва пуçласан вăл ватă чăрăш айне пырса тăчĕ те, пирĕн çине пĕр тумлам та ӳкмерĕ, — терĕ тапчам питлĕ кĕрнеклĕ пионер.

Тараев ун çине тинкерсе пăхрĕ. Тахçан курнă пек туйăнчĕ ăна. Вăл кăшт шухăшласа тăчĕ те тем аса илнĕ пек пулчĕ.

— Санăн хушамату Элемов мар-и? — ыйтрĕ вăл ачаран.

— Мана чăнах та Элемов Гнатик тесе чĕнеççĕ. Эсир мана ăçтан пĕлетĕр? — тĕлĕнчĕ ача.

— Сан аçуна сунарçăсен советĕнче курнăччĕ. Вăрманта час-часах пулакан çынсем чăрăш лăсси шыв яманнине лайăх пĕлеççĕ. Эпир те ӳпле çине çак симĕс йĕплĕ вĕтĕ туратсене лайăх майлаштарса витĕпĕр. Тӳшек вырăнне те вĕсенех сарăпăр. Хĕр ачасем валли уйрăм ӳпле лартмалла ĕнтĕ. Пысăкраххинче арçынсем пурăнĕç. Халĕ типсе кайма ĕлкĕреймен чăрăш лăссисене çырма хĕрне çĕклесе каяр...

Кун çути çухаличчен икĕ ӳпле туса лартрĕç. Çав вăхăтрах пăтă пиçрĕ. Вара пурте апат çиме вут тавралла вырнаçса ларчĕç.

Нина Ивановна хуранта пăшласа ларакан вир пăттине çăпалапа ăсрĕ те чашăк тулли хурса Виктора тыттарчĕ. Пурте сунарçă мĕн каласса кĕтеççĕ. Тараев кашăкри вĕри пăтă çине кăштах вĕркелерĕ те тутанса пăхрĕ. Унтан выçса хăрăннă çын пек хыпаланса темиçе кашăк ăсса сыпрĕ.

— Питĕ тутлă! — терĕ вăл юлашкинчен. — Чи чаплă ресторансенче те кун пеккине çисе курман. Эх, Нина Ивановна, кăлăхах эсир повар пуласси çинчен маларах шухăшламан. Тутлă апат çитерсе пĕтĕм халăха савăнтарнă пулăттăр!

Пурин кăмăлне те кайнă çын çапла ырланине илтсен ачасем учительница пĕçернĕ пăтă ытлашши тăварлăрах та тĕтĕм шăрши çапнипе сисĕнмеллех пăсăлнине пăхмасăр ăна хĕрсе çиме пикенчĕç...

Хăйĕн пархатарлă ĕçĕсене йĕркипе туса пĕтернĕ çуллахи кун ерипен сӳнсе пынă май юлашки хут ассăн сывларĕ те çӳллĕ йывăçсен тăррине силлентерчĕ. Вара пĕтĕм тĕнче тĕттĕм ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Тӳпере çăлтăрсем çутăлчĕç. Ăтăр çырми леш енчен юмахри ылтăн пулă евĕр курăнакан уйăх ишсе тухрĕ. Çӳлтен çӳле çĕкленнĕçемĕн вăл шуралса пырать. Унăн шупка çути йывăç çулçисем хушшипе сăрхăнса кĕрсе çерем çине çĕр-пин эрешлĕ хитре чĕнтĕр сарса хучĕ. Анчах чăтлăхри çăра туратсем витĕр, тем чул тăрăшсан та, уйăх хăйĕн кĕмĕл йĕпписене тиреймерĕ. Çавăнпа унта пăч тĕттĕм: вăл çăралса-çăралсах пырать те тӳлеккĕн тĕлкĕшсе çунакан пĕччен вуттăн вăйсăр çутине пур енчен те хĕссе лартать. Кассăн-кассăн килекен хавшак çил çапнипе тилĕ хӳри евĕр вылянакан хĕрлĕ çулăм çĕр çумне лăпчăнса, чĕтренсе тăракан çутта сĕм-тĕттĕм кĕç-вĕç çăтса ярассăн туйăнать. Таçта инçетре — те канлĕ ыйха путма хатĕрленнĕ çĕр çинче, те нӳрĕ сывлăшпа тулнă лăпсăркка йывăçсем айĕнче темĕнле сасăсем çуралаççĕ. Малтанах вĕсем хутран-ситрен кăна илтĕнкелеççĕ, унтан шăпланнă тĕнчене çине-çинех янăратма тытăнаççĕ. Мĕн сасси-ши ку? Кам çуйхашать тӳлеккĕн тĕлĕрсе кайнă ватă вăрманта?

— Виктор пичче, çак вăрмана чăнахах Арçури вăрманĕ теççĕ-и? Мĕншĕн ăна çапла каланă? — шăппăн ыйтрĕ пуринчен те пĕчĕкрех Кролик Иванĕ.

— Арçурисем пурăннăран пулĕ, — кулкаласа каларĕ Лена.

Урăх никам та сăмах хушмарĕ, Тараев пĕчĕк ача ыйтăвне хуравличчен учительница ачасене çырмана анса пушаннă чашăксене çуса тасатма хушрĕ.

— Тĕттĕмре шыв хĕрне пыма шикленетĕп, — хăй тĕллĕн мăкăртатнă пек каларĕ Иван.

Нина Ивановна вĕренекенсем çине хăвăрт пăхса илчĕ. Ачасем ура çине тăмарĕç, çунакан вут патне çеç тата çывăхарах куçса ларчĕç. Кĕçех вĕсем виçĕ ушкăна уйрăлчĕç: хĕр ачасем Нина Ивановнăпа юнашар, арçын ачасем Шорниковпа Элемов хушшине, хĕрлĕ çӳçлĕ Ирăпа Кролик Иванĕ Тараев çумне лăпчăнса ларчĕç.

— Виктор Николаевич, — сунарçă енне варт çаврăнчĕ çӳçне пурçăн тутăрпа тирпейлесе çыхнă Нина Ивановна, — çак вăрман ячĕ пирки эсир мĕн шухăшлатăр? Арçури тени ăçтан тухса кайнă-ши?

— Ун пирки ачасем мĕн шухăшланине пĕлес килет манăн. Эсир арçури тенине илтнĕ-и? — ыйтрĕ пăшалне тутăр татăкĕпе шăлма пикеннĕ сунарçă.

— Пĕлтĕр пирĕн пата ялта пурăннă асанне килнĕччĕ. Вăл юмах яма питĕ ăстаччĕ. Çав юмахсенче арçури тенине час-часах асăнатчĕ вăл. Унăн пĕр халапне халĕ те лайăх астăватăп, — кăштах шухăшласа ларнă хыççăн васкамасăр каларĕ Йăкăнат.

■ Страницăсем: 1 2 3