Кайăк тусĕ :: 17. Телей çинчен шухăшлани


Çурхи вăхăт — чи хĕрӳ ĕç вăхăчĕ, ăна çынсем те, кайăк-кĕшĕк те, чĕр чунсем те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ, тин çеç тухнă чĕпписене тăрантарма апат-çимĕç шыраса кунсерен темиçе çĕршер çухрăм вĕçсе çӳреççĕ. Тискер кайăксем çăвăрлаççĕ, пăрулаççĕ, хăйсен çурисене, пăрушĕсене лайăх çитĕнтермелĕх сĕт тăвасшăн апат-çимĕç шыраса çӳреççĕ, тăшманĕсенчен тарса хăтăласшăн ывăна пĕлмесĕр чупаççĕ. Этем ака тăвать, хăйне валли тата выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тыр-пул акать, пахча çимĕç лартать, иртен пуçласа каçчен ĕçлет.

Сунар хуçалăхĕнче те çынсем ĕçе пикенчĕç. Егерьсем ытти çулсенче вăрман, шыв-шур тăрăх хуларан килнĕ сунарçăсене ертсе çӳренĕ пулсан, кăçал пуртă-кĕреçе тытса ĕçлеççĕ. Паллах, ăнăçлă сунар тăвасси çăмăл мар: хăш чух пăрлă шыва та кĕрсе ӳкетĕн, тепĕр чух юнтармăш сунарçăран та ят тивет, анчах хĕл тыткăнĕнчен хăтăлнă хыççăн чĕрĕлме тытăннă тĕнчере уçă сывлăшпа сывласа, тем те пĕр курса, урăм-сурăм халапсем итлесе çӳресси çĕр чавассинчен кăсăкрах ĕнтĕ. Çапах егерьсемпе конюх та, техничкăпа хуçалăх начальникĕ те — пурте хаваслансах ĕçлеççĕ. Ленăпа Улюн инке кăвакалсене чĕп кăларттарас тĕлĕшпе çунса çӳреççĕ. Патмаровпа Скворцов хăртнăра çерем уçрĕç, тимĕр сӳрепе темиçе хут сӳрелесе сухаланă çĕре кăпкалатрĕç. Унтан Тараев пĕр канмалли кун шкулта вĕренекен çамрăксене ертсе килчĕ те кунĕпех топинамбур, вăрман ухлĕмĕ ларттарчĕ, сĕлĕ, клевер тата тулă актарчĕ. Пĕр кĕтесре çĕр ытла та çемçе пулчĕ. Унта каярахпа çĕр улми лартас, кантăрпа вика акас терĕç. Тепĕр эрнерен Капитоновпа Тăрна Иванĕ кăвакал пĕвине татса типĕтрĕç, пĕве тĕпне тункатасемпе тумхасенчен тасатрĕç, сухаласа акшар сапрĕç, унтан, шыв тăкмалли валака тарăнлатса шлюз хапхисем турĕç те тепĕр хут пĕвелесе шыв тултарчĕç.

— Максим Максимч, — терĕ Тараев бинокльпе Улкаш кӳлли çине пăхса, — куратăн-и, кăвакал мĕн чухлĕ? Епле ирĕклĕн ишеççĕ вĕсем! Никам та пăшал персе шуйхатмасть. Иртнĕ çулсенче тул çутăлсан хăмăш чăтлăхĕсенче çеç пытанса пурăннă, халĕ таса шыв çийĕн тӳлеккĕн ишеççĕ.

— Чăнах та, кăвакалсем кăçалхи пек йышлă пулнине астумастăп. Ытти çулсем каç пулсан çеç канма анаканччĕ пирĕн кӳлле. Кунта йăва çавăрнисене те сунарçăсем тытса пĕтеретчĕç. Кăçал Улкаш кӳлли те вĕсемшĕн тинĕс пекех.

Кӳлĕ шывĕ хĕвел çути ӳкнипе тĕкĕр пек ялтăртатса выртать. Унта ишсе çӳрекен кайăк кăвакалĕсем хура пăнчăсем пек çеç курăнаççĕ. Тараев пĕр кĕтесри пăнчăсене шутласа тухма тытăнчĕ, анчах ик çĕр аллăран иртсенех пăтраштарса ячĕ. Кашни вунă минут хушшинче тенĕ пекех нарттин кăвакал, шăркалчă, хура чăмка ушкăнĕсем шыва анса лараççĕ. Пĕвере каçса кайса нартлатакан подсадной кăвакалсем патне те кайăк кăвакал аçисем татти-сыпписĕрех хăнана çӳреççĕ.

— Ман пуçа пĕр шухăш килсе кĕчĕ, — куçне кӳлĕ çинчен илмесĕр каларĕ Виктор. — Эпир ытти кайăксене тĕрлĕ апат паратпăр, кайăк кăвакалĕсемпе хур кайăксене те тăрантарса пăхар мар-ши? Виç-тăватă михĕ сĕлĕ пани пире чухăнлатас çук.

— Усси пулĕ-ши? — иккĕленчĕ Капитонов. — Вăхăт çитсен вĕсем пурпĕрех хăйсен çулĕпе вĕçсе кайĕç.

— Çитес çĕре çитме вăй илччĕр, вăл та усăллă пулĕ. Хăш-пĕри, тен, пирĕн пата та юлĕç.

— Кайăк кăвакалĕсем сĕлĕ çиме çыран хĕрне тухмасан?

— Мускавра парксенчи пĕвесем варрине хăма çапса утравсем тăваççĕ. Хур акăшсемпе кайăк кăвакалĕсем çав этем тунă утравсем çине апат çиме пухăнаççĕ. Эпир те кӳлĕ варрине виç-тăватă сулă туса кăкарăпăр та унта сĕлĕ сапса парăпăр...

Çаплах турĕç. Кӳлĕ варринче виçĕ çĕрте хăма çапса тунă утравсем курăнчĕç. Малтанах кайăк кăвакалĕсем шикленнипе çав утравсем çывăхне пымастчĕç, пĕр-ик кунтан хăрами пулчĕç. Вара унта сапса хунă сĕлле çиме темиçе пуслăх кăвакал пуçтарăнчĕ. Пĕр эрне хушшинче кӳлĕри мĕнпур кайăк кăвакалĕсем çав хăма утравсем тавра ушкăнланса тухрĕç. Тараев телеобъективлă фотоаппарачĕпе кун каçиччен темиçе хут шыв хĕрне тухакан пулчĕ. Çапла сунарçăсем кайăк кăвакалĕсене пĕрремĕш хут хура тăхлан пĕрчисемпе мар, сĕлĕ пĕрчисемпе хăналарĕç.

Çанталăк ăшăтсах пырать. Тараев е Капитоновпа, е Тăрна Иванĕпе тул çутăличченех вăрмана тухса каять. Ытарма çук савăк çурхи ир чăваш вăрманĕсенче! Шуçăм кăвакара пуçласанах пĕтĕм тĕнче ăсан туйĕ сассипе янăрама пуçлать. Хура кайăксемпе илен кайăксем, вĕлтрен тăррисемпе сар кайăксем тĕлĕнмелле чаплă концертра çĕрĕпе юрланă шăпчăк вырăнне йышăнаççĕ, вара соло мар, хăватлă оркестр сасси чуна уçма тытăнать. Виктор мĕн курнине, мĕн илтнине фенолог дневникĕ çине çырса хурать е фотоӳкерчĕксем тăвать. Унăн альбомĕнче хĕлле ӳкернĕ тискер кайăксемпе юнашар туйра çапăçакан ăсансем, тин çеç тухнă хĕвеле хыр тăрринче юрласа саламлакан карăксем, карталанса вĕçсе иртекен хур кайăксемпе тăрнасем, хĕл каçипе шăтăкра çывăрнă пурăшсем тата ытти темĕн тĕрлĕ чĕр чунсем кĕрсе вырнаçрĕç. Çут çанталăка чунтан-вартан юратакан фотограф-сунарçă валли тăван çĕршывăмăр темĕн чухлĕ кăсăк ĕç тупса парать.

Пĕрре вăрмантан лайăх ӳкерчĕксем тума май килнĕшĕн хытă савăнса таврăнсан Тараев аккордеонне пĕрремĕш хут чехолтан кăларчĕ. Уçнă чӳречерен анăç енчи тӳпере ылтăн шывĕпе сăрлакан çаврака хĕвел курăнать. Çĕр çине тăкăнакан хĕрлĕ çутă мĕлкесене тем териех вăрăмлатать. Кантăкран кăчкă-чечек шăршипе тулнă уçă сывлăш кĕрет. Хутран-ситрен хавшак çил сарăлса çитеймен ăвăс çулçисене вĕттĕн чĕтрентерет. Виктор тулли кăмăлпа савăнăçлă кĕвĕ шăрантара пуçларĕ. Çак вăхăтра урама уçăлса çӳреме тухнă Казакова Ольгăпа Попова Лариса шăпах сунар станцийĕпе танлашнăччĕ. Аккордеон сасси вĕсене упа лĕпĕшĕсене каçхи çутă туртнă пекех илĕртрĕ. Вĕсем малтан уçă чӳрече умне пырса итлерĕç, унтан юнашар пӳлĕм кантăкĕ витĕр пăхса ларакан Лена патне кĕчĕç.

— Аккордеонне кам калать? — ыйтрĕ Лариса. — Кĕвви ытла илемлĕ, хулари пекех туйăнса кайрĕ.

Лариса пĕр çул Шупашкарта пурăннă. Çавăнпа хăйне хăй хула çынни тесе шутлать. Çакна пула ăна ялти йĕплĕ чĕлхесем «Хула майри» тесе ят панă.

— Виктор Николаевич калать пулмалла, вăл унта пĕчченехчĕ. Аккордеонĕ унăн тахçанах пурччĕ, каланине паян тин илтрĕм, — хуравларĕ Лена.

— Лена, паллаштар-ха мана унпа. Пĕр ялта икĕ уйăх ытла пурăнтăмăр, ниепле те паллашса пулмарĕ, — терĕ Ольга.

Лена Тараев пурăнакан пӳлĕм алăкне пырса шаккарĕ.

— Кĕрĕр, — илтĕнчĕ арçын сасси.

— Каçарăр чăрмантарнăшăн, сирĕнпе хĕрсем паллашасшăн.

— Мĕнле хĕрсем?

Лена сунар станцине пĕрремĕш хут ĕренкеллĕ кĕпе тăхăнса килнине асăрхасан Тараев ун çине тинкерсе пăхрĕ. Юлашки вăхăтра хĕр пĕтĕмпех улшăннă иккен. Кăшт типшĕмрех сăнĕ ĕлĕкхи пек кĕл тĕслĕ мар, пиçме вăхăт çитнĕ çĕр çырли пек хĕрлĕрех шурă; кăн-кăвак куçĕ те кĕç-вĕç çумăр тухасса систерекен тӳпе евĕр тĕксĕм мар, тин кăна уяртса кайнă тӳпе евĕр таса та çап-çутă. Сунар хуçалăхне ĕçе кĕриччен вăл, ют çын куçне курăнас мар тенĕ пек, сисĕнмеллех хутланса çӳретчĕ, халĕ унăн кĕлетки хăва хулли пек тӳп-тӳрĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Лена йывăр чиртен сывала пуçланă çын евĕрлĕ курăнчĕ Тараева.

— Клуб заведующипе библиотекарь, — хăй çине Виктор сăнаса пăхнăран вăтаннипе палăрмаллах хĕрелсе каларĕ Лена.

— Пĕринпе хĕллех паллашнăччĕ пулас. Ăçта вĕсем? Лена алăка уçса хĕрсене чĕнчĕ. Лариса хăйĕн яланхи йăлипе сăпăланса, Ольга именсе кĕчĕç. Тараев вĕсем çине те сăнаса пăхрĕ. Попова хулари хĕрсем пек тумланма тăрăшнă, Казакова чăвашла тумланнă. Урине çеç вăл çӳллĕ кĕлеллĕ туфли тăхăннă. Сăнран пăхсан вĕсене иккĕшне те хитре хĕрсем темелле, анчах Ольга чăн-чăн пике пекех. Виктор вĕсене ура çине тăрса саламларĕ. Унтан пĕр самантлăха пӳрт шăпланчĕ.

— Çылăхсăр çын вилчĕ, — терĕ Лена. Пурте кулса ячĕç. Вара пĕр-пĕрне итлесе-туса тăмасăр харăсах калаçа пуçларĕç.

— Виктор, пирĕн илемлĕ музыка итлес килет. Калăр-ха Мускав халăхĕ хушшинче анлă сарăлнă пĕр-пĕр кĕвве, — йăлăнчĕ Лариса.

— Юрĕ. Анчах калаçса татăлар.

— Мĕн пирки? — ыйтрĕ Ольга.

— Эпĕ купăс каланă чух сирĕн юрламалла.

— Юрлама пĕлместпĕр пулсан? — хуçкаланчĕ Лариса.

— Чипер пикесем юрлама пĕлмеççĕ тенине хăçан илтнĕ эсир? Хулари хĕрсем хушшинче ун пеккисем çук, иçмасса, — Ларисăна йĕкĕлтесе каларĕ Тараев. Лешĕ те ăна çаплах ăнланчĕ, çавăнпа ура çине сиксе тăчĕ те качча куçран пăхрĕ.

— Эпир хула хĕрĕсенчен пĕртте кая мар. Пуçлăр кĕвĕ калама, Ольгăпа иксĕмĕр тӳрех юрласа ярăпăр.

— Соловьев-Седой çырнă «Подмосковные вечера» юрра килĕштеретĕр-и?

— Калăр.

Тараев кăмăллă кĕвĕ калама пуçларĕ. Хĕрсем уçă сасăпа юрласа ячĕç. Лариса сассине колоратурлă сопрано, Ольга сассине меццо-сопрано теме пулать. Виктор диван минтерĕ çинче тĕмсĕлсе ларакан Ленăна юрлама чĕнчĕ. Лешĕ турткалашса тăмарĕ, хăйĕн лирикăллă сопранине икĕ юлташĕн сассисем çумне хушрĕ. Вара çак трио малтан вырăсла юрăсене, унтан Георгий Ефимовпа Василий Давыдов-Анатри сăввисем тăрăх чăваш композиторĕсем хывнă чи паха юрăсене питĕ аван юрларĕ. Çав тери илемлĕ юрланине итлеме малтанах чӳрече умне шкултан тухнă ачасем, унтан ял çыннисем те йышлă пухăнчĕç. Импровизациленĕ концерт тĕттĕм пуличченех пычĕ. Юлашкинчен Тараев аккордеонне сĕтел çине лартрĕ.

— Тавтапуç сире лайăх юрласа чуна уçнăшăн, — тав турĕ вăл хĕрсене. — Сирĕн пек чаплă юрăçсен чăн-чăн вырăнĕ — концерт эстради. Мăнтарăн хула каччисем сирĕн пек чипер хĕрсене кураймасăрах ватăлаççĕ.

— Эпир клубра хамăр вăйпа концерт парас пирки тахçантанпах шухăшлатпăр. Пире аккордеонист çукки хупланăччĕ, халĕ ĕнтĕ вăл тупăнчĕ. Çĕнтерӳ кунне уявланă чух, эсир пулăшсан, питĕ чаплă концерт парăпăр. Ыранах репетици тума пуçлас. Эсир килĕшетĕр-и? — ыйтрĕ Казакова.

— Хĕпĕртесех килĕшмелле те, эпĕ Мускава кайма хатĕрленнĕ çав. Çĕнтерӳ кунне манăн тăвансемпе пĕрле уявламалла. Атте манăн çар çынни-çке, çав кун çулсерен хăна пухать. Каймасан аван мар, — хаш! Хуйхăрса каларĕ Виктор.

— Çук, ун çинчен ан та шарлăр, сире пурĕ пĕрех ниçта та ямастпăр, — турткалашма тытăнчĕ Лариса.

— Унта мана атте-анне кĕтет, хам пырасси çинчен вĕсене тахçанах пĕлтернĕ. Кайманни улталанипе пĕрех пулса тухать.

— Унта тепĕр чух та кайма пулать. Мускава курман мар, курнă эсир, пирĕнпе пĕрле юлăр, — ӳкĕтлерĕ Ольга.

— Тен, ăна унта савнийĕ кĕтет пулĕ, — йĕкĕлтерĕ Лариса.

— Вăл та кĕтет, — ăшшăн кулчĕ Тараев.

— Виктор, кунта юлсан сире урăх савни тупса парăпăр. Вăл Мускавринчен те пахарах пулĕ, — кулкаласа каларĕ Казакова. — Кайран спаçипă тейĕр.

— Кама-ши вăл, пĕлме юрать-и?

Лариса чӳрече енне варт! çаврăнса тăчĕ. Виктор куçĕпе ун çине кăтартрĕ. Ольга пуçне енчен енне сулса вăл маррине палăртрĕ. Вара каччă аптăранă пек пулса Казаковăна хăй çине кăтартрĕ. Хĕр пуçне тата хăвăртрах суллама тытăнчĕ.

— Вăл та мар, ку та мар, апла пулсан кам-ши? — сасăпах ыйтрĕ Тараев. Ольга çăварне уçма çеç пуçланăччĕ, шăпах çак самантра алăка тул енчен шаккани илтĕнчĕ.

— Кĕме юрать-и? — илтĕнчĕ хăюсăртарах çемçе сасă.

— Кĕрĕр! — терĕ кил хуçи.

Алăк яри уçăлчĕ те, пӳлĕме Чĕкеç кĕрсе тăчĕ.

— Çылăхсăр çын ятне асăннă чух килсе çитет тесе ахальтен каламан пулĕ, — тĕлĕннипе куçне чарса пăрахса каларĕ Казакова. — Алăка шаккас умĕн эпĕ Чĕкеç ятне калас тенĕччĕ.

Çак сăмахсене илтсен Лариса тутине чĕтретсе лаша тулхăрнă евĕрлĕ сасă кăларчĕ, Лена темшĕн маччаналла пăхрĕ, Виктор хăй те аптăраса ӳкрĕ. Мĕн çинчен калаçнине пĕлмен Чĕкеç пĕрре хĕрелсе, тепре кăвакарса кайрĕ.

— Эпĕ вăхăтра килмерĕм пулĕ? — вăтаннипе пĕр вырăнта тăпăртатса тăрса каларĕ Чĕкеç.

— Шăпах вăхăтра. Эсĕ пире çăлтăн. Виктор Николаевич Мускава тухса каясшăнччĕ, халĕ ĕнтĕ вăл кунтах юлĕ, — савăнăçлăн кулса ячĕ Лариса Чĕкеç çине йĕрĕнсе пăхса. — Çапла-и, Тараев юлташ?

Те Ларисăна йĕкĕлтес тесе, те урăх сăлтавпа Виктор унпа килĕшрĕ.

— Апла пулсан ыранах репетици тума пуçлăпăр. Клуба каçхине ултă сехетре пыма пултаратăр-и? — ыйтрĕ Казакова.

— Пыратăп.

Ольгăпа Лариса пуринпе те сывпуллашса пӳртрен тухрĕç, Лена та юнашар пӳлĕме кайрĕ.

— Сире чăрмантартăм пулмалла. Эпĕ хĕлле çуна çине манса хăварнă япаласене илсе каяс тенĕччĕ, — мăкăртатрĕ хăйне сĕм вăрманта кунтинчен ирĕклĕрех туякан хĕр.

Казакова Чĕкеç ятне асăнма хатĕрленнĕ тенине ĕненмен пулсан та, Тараев çак хĕр кĕтмен çĕртен килсе кĕнинчен хытă тĕлĕнчĕ. Калаçу савни тупасси çине куçсан, вăл хăй Мускава юлнă Иренăна аса илнĕччĕ, унтан ăна ăшра темшĕн Чĕкеçпе танлаштарса пăхрĕ. Мĕншĕн танлаштарнă-ха вăл вĕсене? Паянччен Чĕкеç уншăн хăрушă браконьер кăна пулнă-çке? Урнашкин жалобинче, чăнах та, ăна çав хĕрпе явăçнă тесе айăпланăччĕ ĕнтĕ, анчах вăл хăй ăна юратассине нихçан та аса илмен-çке. Мĕншĕн хăйĕн тискер тăшманне савнă хĕрĕпе танлаштарнă вăл? «Тем хăямачĕ те килсе кĕрĕ пушă пуçа», — тарăхса шухăшларĕ вăл. Вара хĕре диван çине лартрĕ те шкапран хĕрлĕ тутăрпа чĕркенĕ япаласене илсе ун чĕрçийĕ çине пырса хучĕ. Халĕ ĕнтĕ Чĕкеçĕн ура çине тăмаллаччĕ те Тараева тав туса сунар станцинчен тухса каймаллаччĕ. Анчах вăл вырăнтан та тапранмарĕ, каччă мĕн тунине те асăрхамарĕ, хытса кайнă пек пĕр хускалмасăр, сăмах хушмасăр ларчĕ. Унăн ăшĕнче мĕн пулса иртнине пĕлес тесен пирĕн татах иртнĕ кунсене аса илес пулать.

Тараев Чĕкеçе совхоз магазинне кайнă чух тĕл пулнăранпа урăх курман, асăнасса та сахал асăннă. Чĕкеçĕн вăхăчĕ пĕтĕмпех урăхла шунă. Вăл урампа утса пыракан Виктора темиçе хут та чӳречерен курса е кил хапхи хушăкĕнчен пăхса ăсатнă, сунар станцийĕ умĕнчен те каллĕ-маллĕ нумай иртнĕ, пĕрре витерен тислĕк кăларакан Лена патне те пырса тăнăччĕ. Çапла тунă вăхăтра вăл хăйне Тараев чĕнсе илессе кĕтнĕ. Анчах ăна пĕрре те курмарĕ. Иртнĕ эрнере сăсар тирĕсене сутса çĕнĕ пальто туянсан вăл тек чăтса тăраймарĕ, унăн хăвăртрах каччă куçĕ умне тухса тăрас килекен пулчĕ. Мускавран килнĕ каччă пуçне вун çул каярах сарăлнă модăпа çĕлетнĕ пальто тăхăннипе çавăраяс çуккине пĕлмен ĕнтĕ мăнтарăн хĕрĕ. Мĕн чухлĕ шанчăк çуратнăччĕ хĕр чĕринче çак хакла ларнă тумтир? Халĕ Виктор ăна ырлама пуçласса кĕтса ларать вăл. Йĕркийĕ çавăн пек-çке: хĕре юратнине систерес тесен каччăсем унăн тумтирне, атă-пушмакне, пуçĕнчи тутăрне ырлама тапратаççĕ. Тараев та çапла тăвасса кĕтнĕччĕ, анчах вăл Чĕкеç çĕнĕ пальто тăхăннине асăрхамарĕ те. Çавăнпа хĕр хăй ун çинчен сăмах пуçлама шутларĕ.

— Виктор Николаевич, çак пальто мана килĕшет-и? — ура çине тăрса çаврăнкаласа ыйтрĕ вăл.

Ытти чух Тараев тӳрккес сăмах каласа çын чунне кӳрентерес çукчĕ, паян темшĕн шухăшласа тăмарĕ.

— Эсĕ пальтосăр хитререх...

Шеремет хĕрĕн куçĕнчен шултăра тумламсем шăпăртатсах юхса анчĕç. Вăл варт! çаврăнчĕ те алăк патне чупса пычĕ. Тĕттĕм кантăк витĕр пăхса тăракан каччă ăна та асăрхамарĕ, пӳрне вĕçĕпе çеç вăл чӳрече янаххине вĕттĕн пикенсех шакăртаттарчĕ.

Темле вăй тытса чарчĕ Чĕкеçе, алăк патне çитсен вăл чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнчĕ.

— Эпĕ те сан çинчен хам мĕн шухăшланине пĕр пытарса тăмасăр калам. Хăвна ху тем вырăннех хуратăн пулĕ ĕнтĕ, анчах сан пек сиенлĕ çын тĕнчере урăх çук та пулĕ. Эсĕ çынсене кураймастăн, кайăксене те пире тарăхтарас тесе кăна юратанçи пулатăн. Ан чар! — терĕ вăл Виктор темĕскер калама хатĕрленнине сиссе. — Пуçăмри шухăшсене пĕтĕмпех каласа парам. Кунта килнĕренпе эсĕ пурне те хуйхă-суйхăпа паллаштартăн. Сана пула Улюн инке хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ ухмаха ернĕшĕн кунĕн-çĕрĕн куççуль тăкни çинчен виçĕ Улкаш калаçать. Антоновпа Урнашкин эсĕ тăрăшнипех пысăк шар курчĕç: вĕсене иккĕшне те арăмĕсем пăрахса каяççĕ тет. Пуринчен ытла эсĕ пире пысăк сăтăр турăн. Атте вăрмана тухма хăракан пулчĕ, эпĕ хам та сунара çӳреме пăрахрăм, эсĕ килнĕренпе пирĕн сĕтел çине аш яшки ларса курман. Ытти çынсем те сан çине тем пекех тарăхнă. Капитоновпа Тăрна Иванĕ тата Патмаров хăвна юратаççĕ пулĕ тесе шутлатăн-и? Кĕтсех тăр! Ĕлĕк егерьсем сунарçăсем килсен кăна ĕçе тухнă, сунар хуçалăхне эсĕ килсе кĕнĕренпе вĕсем авалхи чурасенчен те ытларах ĕçлеççĕ. Çавăншăн юратмалла-и сана? Пур сунарçăсем çуркунне килсе çитессе тӳсеймесĕр кĕтсе тăчĕç. Вĕсем ăсан, карăк, хур кăвакал ашне çиме ĕмĕтленнĕччĕ. Эсĕ вĕсен ĕмĕтне татрăн. «Çут тĕнче пуянлăхне ӳстерес, хамăр уй-хирпе вăрмансене çут çанталăка юратакансен çăтмахĕ тăвас», — тетĕн. Кама валли? Хуларан укçа ниçта чикме пĕлмесĕр килекен мăнтăрсем валли мар-и? Çук, тĕнче пуянлăхĕ вĕсем валли кăна ан пултăр, пирĕн те унпа усă курмалла. Тухса кай кунтан! Эсĕ киличчен эпир пурте хамăр пĕлнĕ пек телейлĕ пулнă, çапла пурăнма ан чăрмантар пире. Эсĕ кунта юлсан пирĕн аш-какай çинчен манас пулать, укçа-тенкĕ те алла кĕми пулĕ. Пĕл — пирĕн те пурăнас килет. Кай, тек нихçан та ан кил пирĕн пата! Эсĕ кунта пуриншĕн те ют, пурте сана кураймаççĕ. Каймасан е эпĕ пĕтĕп, е санăн тĕтĕмсĕр яла кĕмелле пулĕ...

■ Страницăсем: 1 2