Кайăк тусĕ :: 10. Кулленхи ĕçсем
— Ку тĕлĕшпе икĕ шухăш пулма пултараймасть пирĕн. Ремизăсем тискер кайăксене çеç мар, ăсансемпе пăчăрсене тата ытти сунар кайăкĕсене те илĕртĕç. Çакна пĕлсен, браконьерсем вĕсене тытма çав вырăнсене çӳре пуçлĕç. Çапла вара ремизăсем тискер кайăксене тытассине те çăмăллатĕç. Ун пек ан пултăр тесен пирĕн вĕсене браконьерсенчен сыхлас ĕçе вăйлатмалла, — терĕ Капитонов.
— Ку тĕрĕс ĕнтĕ, унта сунар кайăкĕсем çӳре пуçласанах егерьсене дежурствăна тăратма та лекĕ, — килĕшрĕ Патмаров. — Ку хамăр алăра темелле. Ман тепĕр ыйту пур, Виктор Николаевич. Эсир Сахалин хура тулĕ текен курăка курнă-и?
— Курнă кăна мар, хам та лартса ӳстернĕ. Тĕлĕнмелле ырă курăк. Кĕске вăхăтрах виçĕ метр çӳллĕш çитĕнет те çамрăк вăрман пек кашласа ларать. Çав курăка пăши, хир качаки, мулкач питĕ юратса çиеççĕ, ун чăтлăхĕнче тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк шанчăклă хӳтлĕх тупĕ.Ремизăсем тума унтан аван ӳсен-тăран çук та темелле, вăрлăхне тупма йывăрри çеç хуплать, — шухăшлăн каларĕ Тараев.
— Лесхозра хĕрĕх пин кăк килессе кĕтеççĕ. Директор Алтухов ăна лесниксене ларттарасшăн, лешсем, ĕç нумай тесе, пĕр кăк та лартасшăн мар. Пирĕн туянас мар-ши çав усăллă курăк вăрлăхне? — ыйтрĕ Патмаров.
— Ыранах унта пулатăп, — хавасланса каларĕ Виктор. Унтан вăл тĕрлĕ тăкак валли смета тăрăх мĕн чул укçа пама палăртни çинчен каларĕ. — Вăл шутран ку таранччен мĕнпурĕ те пилĕк пин тенкĕ çеç пĕтернĕ-ха, ыттисене ремизăсем тума тата çĕнĕрен чĕр чунсем туянас ĕçе ямалла. Анчах пирĕн тупăш та пултăр. Сăмахран, кăвакал ĕрчетни пире пилĕк пин тенкĕ тупăш памалла. Улюн инке, миçе чĕпĕ кăларĕç сунар хуçалăхĕнчи нарттин кăвакалсем?
— Мĕнпурĕ пирĕн вăтăр сакăр кăвакал, вĕсенчен саккăрăшĕ аçисем. Ăнăçлă пулсан вăтăр ама виç çĕр чĕп кăларасса кĕтме пулать, — хуравларĕ техничка.
— Кĕркунне кашни кăвакалне вуншар тенкĕпе сутсан тупăшĕ виçĕ пин пулĕ. Пирĕн тата ик çĕр кăвакал чĕппи тупмалла. Ун пирки кам мĕнле шухăшлать? — тепĕр ыйту пачĕ Тараев.
— Кашни егерь кăвакал çăмартисем çине икшер чăх лартма пултарать. Эпĕ хам виç-тăватă чăх та лартма килĕшетĕп. Ку пире тата çĕр чĕп парĕ, ыттисене ăçтан тупмаллине пĕлместĕп вара, — терĕ Улюн инке.
— Çĕр кăвакал чĕппи инкубатор станцийĕнчен туянма пулать, — шухăш пачĕ Патмаров. — Ку ĕçе эпĕ хам тăвăп. Пекин кăвакалĕ питĕ хăвăрт ӳсет.
— Тăхта-ха, Пекин кăвакалĕпе мĕн тăвас? Пире кайăк кăвакалĕсене илĕртме пĕлекен нарттин кăвакал çеç çитĕнтерме хушаççĕ, — иккĕленчĕ Виктор.
— Нарттин кăвакалсем хушшинче шурă кăвакалсем пурри те аптрамĕ, — кулса ячĕ Патмаров. — Ăнман сунарçă ăна туянсан килĕнче арăмне урăх йышши кăвакал тытрăм тесе тĕлĕнтерĕ.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Виктор. — Манăн ыйтусем пĕтрĕç, тен, сирĕн мĕн те пулин каламалли пулĕ?
— Кăвакал ĕрчетме тунă пĕве мĕнпурĕ виçĕ гектара яхăн. Ку таранччен вăл сунар хуçалăхне тупăш сахал панă, кăçал та унта кăвакал чĕпписем çеç ярсан пилĕк пин тенкĕрен ытла тупăш парас çук. Ман шутпа, унта пирĕн пулă ĕрчетме тытăнмалла. Вырăссемкарп текен çулталăкри тĕкĕр пулăсене ярсан кĕркунне сахалран та вунă пин тенкĕлĕх пулă сутма пулать. Ĕçĕ нумаях мар, шыв валакне çĕнĕрен тарăнлатса тумалла, пралукран тĕртсе тунă тетел карса пӳлмелле тата пĕве тĕпне акшар сапмалла. Пулă лăккине1 хулари питомникра сутаççĕ. Мана çуркунне виçĕ çын парсан, çав ĕçсене эпĕ пĕр эрнере туса пĕтерме пултаратăп. Пире икĕ кубометр хăма тата пулă лăкки туянма пин тенке яхăн укçа çеç кирлĕ пулать, — терĕ Капитонов.
— Хăмине хамăр çурма пултарăпăр. Виктор Николаевичăн пире пĕренесем çеç тупса пама лекĕ. Пулă лăкки пирки иккĕленетĕп, — терĕ Патмаров, — кăвакалсем çисе пĕтермĕç-ши? «Хĕрлĕ çăлтăр» колхозра пĕлтĕр тĕкĕр пулă ĕрчетме тытăннăччĕ, пайти курăн-марĕ, тăкак тӳсни çеç пулчĕ тет председателĕ.
— Ĕçе пĕлмесĕр тытăнсан усси пулас çук паллах, анчах эпĕ хам ĕмĕрте тĕкĕр пулă ĕрчетсе курнă. Пулла тăрантарма апат тупсан виçĕ гектар пĕвере вăтăр центнер пулă çитĕнтерме пулать. Çăнăх, пĕçернĕ çĕр улми, пĕçернĕ тулăпа кукуруза, çу çаптарнă хыççăн юлакан кантăр вăрри чусти — çаксем пурте пулла тăрантарма юраççĕ. Пирĕн çĕр улмипе тулă тата ыраш пур. Виктор Николаевич хирĕç мар пулсан эпĕ çак ĕçе ăнăçлă туса пыма шантаратăп, — хĕрӳленсех каларĕ аслă егерь. — Кăвакал çулталăкри пулă лăккине тĕкĕнмест, çав вăхăтрах кăвакал каяшĕнче пулă апачĕ пулма юрăхлă планктон питĕ аван ĕрчет.
— Ыттисем мĕн шухăшлаççĕ? — ыйтрĕ Тараев.Егерьсем пĕри те хирĕç пулмарĕç. Сăмах Лена илчĕ.
— Ман шутпа, — терĕ вăл, — пулă ĕрчетни сунар хуçалăх авторитетне хăпартĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, кĕркунне колхозниксене, совхозри рабочисене, станцире пурăнакан служащисене йӳнĕ хакпа чĕр пулă сутсан вĕсем пирĕн çине пĕтĕмпĕх урăхла пăхма тапратĕç. Унсăр пуçне, пире кура килес çул колхоз та пулă ĕрчетме тытăнĕ. Пирĕн çак ĕç тупăшлă иккенне çеç кăтартмалла. Пулă ĕрчетме тытăнсан эпĕ Максим Максимча хаваслансах пулăшăп. Виктор Николаевич, килĕшĕпĕр! — хĕрсе кайнипе тилмĕрнĕ пек каларĕ Лена.
— Улюн инке мĕн шутлать? — ыйтрĕ Тараев.
— Эпĕ мĕн? Мĕн хушнине яланах тăватăп, нихçан та турткаланса тăман, халĕ те ĕçрен пăрăнас çук, — вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ техничка пичĕ.
— Пула ĕрчетес ĕçе питех пĕлсе çитерейместĕп, — пуçларĕ Тараев. — Малтанах кăшт иккĕленесси пурччĕ, халĕ, Лена каланине илтсен, ĕç ăнăçлă пуласса шанакан пултăм. Пирĕн, укçа тунисĕр пуçне, çут çанталăка пуянлатни халăха епле усă панине кăтартма тăрăшас пулать. Çак ĕçре, паллах, пулă ĕрчетни пысăк вырăн йышăнма пултарать. Анчах ĕçе тытăнсан вĕçне çитмесĕр те чарăнма юрамасть. Пурте пĕр çын пек пулăшса пырăпăр Максим Максимча. Хăма çурма пĕренесем туянас пирки те ыран лесхозпа калаçса татăлăп. Максим Максимч, пĕтĕм чун-чĕререн сана ăнăçлăх сунатăп çак çĕнĕ ĕçре! Тата мĕнле ыйтусем пур?
Урăх никам та ыйту таврашĕ хускатмарĕ.
— Пĕрремĕш канашлăва хупатăп. Халĕ Патмаровпа Капитонов юлташсен Урнашкинран ут хатĕрĕсене кайса илес пулать. Советран приказ киличчен вăхăтлăха лаша кунта пултăр, Петр Ефимча объездчика кĕртсенех лашана ăна парăпăр, — терĕ Виктор пухăва хупса.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...