Кайăк тусĕ :: 4. Тăшмансем
— Тытман упа тирне валеçсе вăхăта сая ярар мар, — татăклă каларĕ Виктор. — Хăнана ху куркупа ан кай тенĕ. Эсĕ пирĕн хăна, пирĕн куркапах ĕçме лекет.
Хĕрлĕ сухаллă çын пĕчĕк куçĕсемпе Тараев çине сиввĕн пăхрĕ.
— Юрĕ, — килĕшрĕ вăл. — Анчах кашкăр тытакана тир хакĕ чухлĕ те пулин ытларах памалла. Çапла тумасан эпир Чĕкеçпе иксĕмĕр халех пăрахса каятпăр. Пĕлетĕр-и çакна?
— Виктор Николаевич, эпĕ килĕшетĕп çапла тунипе, — терĕ Урнашкин.
— Мĕнле тăвас тетĕр, çапла тăвăр, — аллипе сулчĕ аслă егерь.
— Эсĕ каланă пек пултăр. Халĕ кашни ялав çыххисем илĕпĕр те 58-мĕш квартал тавра карма пуçлăпăр.Максим Максимыч, эсĕ Барановпа чикĕ юппинчен кăнтăр енне карса кай, Урнашкинпа Чĕкеç хĕвел анăç еннелле, эпир, Тевенешевпа иксĕмĕр сире хирĕç çурçĕр енчен карма тытăнăпăр. Пĕр сасă та ан кăларăр, ӳсĕрес-тăвас пулсан çăвара çĕлĕкпе хуплăр. Ытлашши васкама кирлĕ мар, анчах вăхăта та ахаль сая яма юрамасть. Калаçса татăлтăмăр-и? Чĕкеç, ма пĕр сăмах та чĕнместĕн? — кула-кула ыйтрĕ Тараев.
Пурте ялав çыххисене çуна çинчен илчĕç те кăтартнă вырăна карса тухма утрĕç. Тепĕр сехетрен сунарçăсем чикĕ юпи патне пухăнчĕç. Тараевпа Капитонов карта тавра тепре тĕрĕслесе çаврăнчĕç. Çук, кашкăрсем вырăнтан та тапранман. Вара сунарçăсем ăçта тăмалли вырăнсене номерлесе тухрĕç те ыттисем патне пычĕç.
— Максим Максимч, кашни сунарçăран пĕрер патрон пухса шăпа ярăр, — терĕ Виктор.
Патронсене аслă егерь çĕлĕкĕ ăшне хурса сиктерчĕç.
— Чĕкеç шăпа туртаканĕ пултăр. Пĕрремĕш номера турт, — хушрĕ Капитонов.
Чĕкеç çĕлĕк ăшĕнчен пĕр патрон туртса кăларчĕ.
— Кам патронĕ? — ыйтрĕ Тараев.
— Манăн, — патрона алла илсе каларĕ Баранов.Çаплах ытти патронсене те туртса кăларчĕç. Иккĕмĕш номера Тевенешевăн, виççĕмĕшне Тараевăн тăмалла пулчĕ. Тăваттăмĕш номер Чĕкеçе, пиллĕкмĕшĕ Урнашкина тухрĕ, Максим Максимчăн кашкăрсене хăвалама кайма лекрĕ.
— Халĕ кашни хăй вырăнне йышăнса тăрăпăр. Сунар пуçланасса Максим Максимч шăхăрса пĕлтерĕ. Ыйтусем çук-и? — ыйтрĕ Виктор. — Çав паллă хыççăн вырăнтан та ан сикĕр. Сире пурне те ăнăçлăх сунатăп, ункăран пĕр кашкăр та чĕррĕн ан тухтăр! Кайрăмăр!
Тараев пуçне чиксе тăракан Чĕкеç çине пăхрĕ. «Тĕлĕнмелле, — шухăшларĕ вăл, — кунта килнĕренпе пĕр сăмах чĕнмерĕ. Чĕлхесĕр тейĕн. Те вăтаннипе çапла турĕ ку, те чăннипех ним каламалли тупаймарĕ».
Хĕрĕ патĕнчен иртнĕ чух Шатра Михала шăппăн темскер каларĕ. «Амине ан...» тенине çеç илтсе юлчĕ Виктор. Çав сăмахсем мĕне пĕлтернине каярахран тин тавçăрса илчĕ вăл.
Сунарçăсем шăпа тухнă пек вырнаçса тăчĕç. Тараев кашкăр çывхарсан юр ан нăтăртаттăр тесе хăй тăнă вырăна таптаса такăрларĕ. Унтан Капитонов паллă парасса кĕтме пуçларĕ.
Юлашки виçĕ çул хушшинче Тараев пысăк сунарсенче темиçе хут та пулнă. Диплом çырас умĕн ăна практикăна Таймыр çур утравĕ çине янăччĕ. Унта темиçе хут та ирĕкри пăлансене тытнă çĕрте пулма лекрĕ каччăн. Пăлансен кĕтĕвĕ пĕр-пĕр айлăмра мăк çисе çӳренине курсан, сунарçăсем çав айлăмран тухмалли хушăксене тăрса тухаççĕ те тапратаççĕ пăлансене хăвалама. Шуйханнă чĕр чунсем чул тусем хушшипе чупса иртме хăтланаççĕ. Вара унта пытанса тăракан сунарçăсем вĕсене персе ӳкерме тытăнаççĕ. Тараев хăй те çав çитмĕлшер метр çӳллĕш чул тусем хушшинче темиçе хут та пытанса тăнă. Ун чух хăйĕн чĕринче мĕнле туйăмсем пулнине вăл халĕ те аван астăвать. Унта тăрасси те вăрманта кашкăрсем тухасса кĕтсе тăнă пекрехчĕ, çапах та вăрманти сунар кăшт урăхларах. Таймырта тăнă чух вăл пăлан çывхарнине ик-виçĕ çухрăмран курнă пулсан, халĕ кашкăр ун патне вăрттăн çирĕм утăма та çывхарма пултарать. Вăрман витĕр инçете курăнмасть-çке.
Тĕнче тĕлĕнмелле лăпкă. Ниçта та юрпа витĕннĕ туратсем хускалмаççĕ. Сас-чӳ те илтĕнмест, чĕр чун та курăнмасть. Икĕ кĕпçеллĕ пăшал кирек хăçан та персе яма хатĕр. Алăсем ăна хытă чăмăртаççĕ. Тараев хăйне ытти чух хумхантаракан туйăмсем çинчен маннă, шăхăрнă сасă илтĕнессе çеç кĕтсе тăрать. Кĕçех кĕтнĕ сасă пысăк уяв пек чуна хаваслантарса çитрĕ. Кăшт тăрсан аслă егерь хăрăк йывăçа патакпа шаккарĕ. Тĕлĕрсе ларакан вăрман тăруках чĕрĕлчĕ. Чăтлăхран ăсансен пысăк ушкăнĕ вĕçсе тухрĕ те инçетри хурăнлăх енне кайса çухалчĕ. Кĕркунне шĕвĕр туратсем çине тирсе хăварнă кăмпасене шыраса çӳренĕ пакша чăрăш лăссисем хушшинчи йăви патне васкарĕ. Хăрăк йывăçа шĕкĕсенчен тасатма хатĕрленнĕ ула такка пулăшу чĕнекен милиционер пек шăхăрса вĕçсе иртрĕ. Çуркунне çывхарса килнине туйнă кăсăя çеç ним пулман пекех пĕчĕк турат çинче юрласа ларать.
Тараев пĕр хускалмасăр тăрать. Хăй умĕнчи йывăçсем хушшипе ытла та хытă тинкерсе пăхнипе унăн куçĕнчен куççуль тухрĕ. Кĕçех вăл чĕркуççи айĕнчи шăнăрсем чĕтренине сисрĕ. Çак вăхăтра çывăхри лутра чăрăш турачĕсем лĕстĕртетрĕç. Тараев васкамасăр пăшалне çĕклерĕ те туратсем хускалнă çĕре тĕллерĕ. Тепĕр самантран чăрăш айĕнчен виçĕ кашкăр умлăн-хыçлăн йăпшăнса тухрĕç те пĕр самантлăха хытса тăчĕç. Унтан, хăйсен çулне хĕрлĕ ялавсем пӳлнине кура, каялла çаврăна пуçларĕç. Виктор чи пысăк кашкăра тĕллесе сылтăм кĕпçерен печĕ, унтан сулахай кĕпçерен унпа юнашар пыракан кашкăра печĕ. Малтан пенĕ кашкăр тӳрех тарăн юр ăшне пуçне чикрĕ, тепри патак тивнĕ йытă пек нăйкăшса сылтăмри чăтлăха чăмрĕ. Виççĕмĕш кашкăр вăрăммăн сиксе сулахай еннелле кайса çухалчĕ.
«Пĕрин пуçĕ пĕтрĕ, — чунтан хавасланса шухăшларĕ Тараев. — Тепри те аманни паллах, пăшал пенĕ хыççăн ахальтен мар мăйклатрĕ ĕнтĕ вăл. Анчах мĕншĕн ытти сунарçăсем пемеççĕ-ха?»
Вăрман шăпланчĕ. Хутран-ситрен çеç çывхарса килекен Капитонов шăхăрни тата йывăçсене патакпа шаккани илтĕнкелет. Çур сехетрен тин вăл Тараев умĕнче выртакан кашкăр патне тухса тăчĕ.
— Ватă аçа, — терĕ вăл вилнĕ кашкăра хӳринчен сĕтĕрсе. — Самăр, мур илесшĕ, тăватă пăтран кая таяс çук. Тепри йывăр аманнă, кайри урисене сĕтĕрсе кайнă. Виççĕмĕшĕ ункă ăшне тарнă-ши?
Çак самантра сылтăм енчен пăшал сасси илтĕнчĕ.
— Ку тата мĕн? — тĕлĕнчĕ Виктор.
— Тахăшĕн пăшалĕ ăнсăртран персе ямарĕ-ши?
— Апла пулас çук, кашкăр сиксе тухрĕ пулĕ. Аманни унталла пăрăннăччĕ. Эсĕ ялавсем тăрăх тĕрĕслесекай-ха, кашкăр ункăран тухман пулсан тĕттĕмлениччен тепре хăвалама ĕлкĕрес. Пăшал пенĕ хыççăн сехĕрленнĕ кашкăр тепĕр чух ялава та уяса тăракан мар, сиксе каçать те тарса хăтăлать.
Аслă егерь Шатра Михала тăнă çĕрелле чупрĕ. Кĕçех унтан икĕ çын тавлашни илтĕнчĕ. Сасăсем самантсерен хытăрах илтĕнекен пулчĕç.
«Тупнă вăхăт ятлаçма. Вĕсене илтсе кашкăр мар, çĕрте выртакан каска та тăрса тарĕ», — терĕ те Тараев, çынсем мĕншĕн ятлаçнине пĕлес тесе сасăсем илтĕннĕ енне чупсах кайрĕ.
— Мĕн пулнă? Сунар вăхăтĕнче шавлама юраманни çинчен мантăр-им? — ыйтрĕ Виктор.
— Кашкăр ами хăйĕнчен çирĕм метрта ларнă, вăл пур, пăшалне те çĕклемен, — чунтан тарăхса шăл витĕр каларĕ Капитонов. Унтан çĕре лачлаттарса сурчĕ те кашкăр ларнă вырăна кăтартрĕ. — Сывă пул тесе хăварчĕ-и хуть?
Тараев кашкăр йĕрри ялав урлă каçнине курсан чăтса тăраймарĕ, Баранова йĕплекен сăмахсемпе тĕртсе илчĕ.
— Штрафламалла ăна номерте кăтăш пулнăшăн.Çак вăхăтра Тараев тăруках Шатра Михала хĕрĕнчен уйрăлнă чух каланă сăмахсене аса илчĕ. «Амине ан... персе вĕлер» темерĕ-ши вăл?
— Тараев юлташ, тупа та туршăн эпĕ тепĕр енне пăхса тăнă чух чупса иртнĕ вăл. Ăна курнă пулсан, паллах, пĕрре персех çĕре тăсса хумаллаччĕ. Асăрхаман, — тупăшрĕ Баранов.
— Максим Максимч, тавлашса тăрна тытаймăн теççĕ. Сунарçăсене пухăнма паллă пар, эпĕ хам тытнă кашкăра кайса илем.
Ялав патĕнче Виктор Урнашкина курчĕ.
— Сылтăм енче пăшал кам печĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Эсĕ амантнă кашкăр Чĕкеç патне тухнă, вăл ăна персе вĕлерчĕ.
Кĕçех пурте пухăнчĕç. Сунарçăсем икĕ кашкăр тытнăшăн савăннипе шавлă калаçаççĕ. Капитоновпа Тараев кăна кашкăр ами тарса хăтăлнишĕн тарăхнипе ним те чĕнмеççĕ.
— Пĕр литр лартмасан тек куç умне те ан тух, — терĕ Тевенешев Баранов патне пырса.
— Юрĕ, Чĕкеç персе вĕлернĕ кашкăр тирне сутсан вăл маншăн лартĕ, кӳпĕрех, шампасем, — харкашать Шатра Михала. — Сунарта тем те пулать.
— Икĕ тӳпе илесшĕн тавлашрĕ. Э-эх! Кăтартмалла сана икĕ тӳпе, — икĕ чышкăпа юнарĕ ăнман сунарçа аслă егерь. — Çитĕ, каçчен ялавсене пуçтарма ĕлкĕрес, хăвăртрах ĕçе тытăнăр.
— Тир хакне эпĕ илместĕп, кашкăра эпĕ тытман. Вăл ман ума малти урисемпе çеç упаленсе тухрĕ те, ăна асапланассинчен хăтарас тесе кăна пăшал сасси турăм. Эпĕ пемен пулсан та вăл пурпĕрех вилетчĕ, — пĕрремĕш хут сăмах чĕнчĕ Чĕкеç.
— Мĕн кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн, ухмах? — хăтăрчĕ ăна ашшĕ. — Юлашки хут эсĕ петĕн, сначăт, эсĕ тытрăн. Тир укçине те санах памалла. Йĕрки çапла...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...