Кайăк тусĕ :: 2. Икĕ пуçлăх


— Питĕ хăватлă. Ĕнер çеç Урнашкин юхтарчĕ. Малашне кирлĕ пулсан камран ыйтмаллине пĕлтерес тесекалатăп. Тен, астивсе пăхăн? Çук? Ĕçмен сунарçă кукша хĕрарăмпа пĕрех. Тултарас-и?

«Çилленес-и ăна? Çук, апла туни тунката çине такăннăшăн çилленнипе пĕрех», — шухăшласа илчĕ Тараев.

— Эрех сĕниччен сунар станципе паллаштарăр пĕрех хут, — куланçи пулса сăмах хушрĕ вăл. — Курам-ха,паллашам-ха эпĕ.

Вĕсем сунар станцийĕ вырнаçнă пысăк пӳрт тăрăх утрĕç. Мĕнпурĕ тăватă пӳлĕм. Пысăк пӳлĕмре çирĕм койка, иккĕшĕнче, пĕчĕкреххисенче, виçшер. Тăваттăмĕшĕнче Лупашкин пурăннă. Тата кухня, техничкăна пурăнма курница пекки тунă.

— Эсир килессине советран телеграмма çаптарса пĕлтерчĕç. Конюхпа иксĕмĕр хирĕç тухнăччĕ, станциеçитеймерĕмĕр, лаша тăварăнса кайрĕ. Кӳлмелли хатĕрсем ниме те тăмаççĕ. Ирĕксĕрех каялла таврăнма лекрĕ, — аса илчĕ Лупашкин.

Тараев ним те шарламарĕ. Те ĕненчĕ вăл çав сăмахсене, те ĕненмерĕ. Пысăк пӳлĕмри кĕнеке шкапĕ патне çеç пырса тăчĕ. Кунта орнитологи атласĕсем, Сабанеев календарĕ, Брем çырнă нумай томлă «Чĕр чунсен пурнăçĕ», Зворыкин, Пришвин, Арсеньев, Дриянский, Попышев, Арамилев тата ытти авторсем çырнă кĕнекесем тусанланса тăраççĕ.

— Кусене нихçан та шкапран кăларман пулĕ, — терĕ Виктор.

— Кам кăлартăр. Пĕр усăсăр тăраççĕ... сунар хуçалăх начальникĕн мăйĕнчен çакăнса. Мĕнпурĕ пин те çичçĕр тенкĕлĕх. Çухатсан шалуран тытса юлаççĕ. Çавăн пек пирĕн пурнăçсем, кашни шăрпăкшăн чĕтресетăмалла. Лăпкă пурăнас тесен япаласем сахалрах илмелле. Хам ĕмĕрте çухалнă пурлăхшăн пайтах тӳлесекурнă эп.

Тараев чĕр чунсемпе сунар çинчен çырнă кĕнекесем çине пăхса тарăн шухăша кайрĕ. Çак кунран пуçласа унăн ĕмĕрĕнче çĕнĕ пурнăç тапранса каять. Ашшĕ-амăшне пула хăйĕн çулне çухатнă телейлĕ ачалăх та, ылтăн яшлăх та хыçа юлаççĕ. Ун вырăнне хĕрӳ ĕçпе, тĕрлĕ чăрмавсемпе, йывăрлăхсемпе, хуйхă-суйхăпа та, телейлĕ савăнăçпа та тулнă кăсăк пурнăç тапранать. Кунта ĕнтĕ чун тăвăнса килсессĕн йăпатса кăмăла уçакан юратнă амăшĕ те, йывăр килсен яланах пулăшма хатĕр ашшĕ те çук. Хăйĕн тӳрĕ çул тупма пĕлмелле. Çав çулпа пĕр пăркаланмасăр, сарăмсăр такăнса ӳксен те çийĕнчех сиксе тăрса ĕмĕр вĕçне çитичченех çирĕппĕн утмалла.

— Виçĕ çул каярах эпĕ те сан пекех çав кĕнекесем çине турра кĕл тунă евĕрех пăхса тăнăччĕ. Халĕ çавнааса илетĕп те, каçса кайсах кулас килет. Айван пулнă-çке ун чух! Чĕр чун тĕнчине кĕнекесем хушнă пек тусапуянлатассине ĕненнĕ. Кунта нихçан та пулман е кунта тахçанах пуçĕпе пĕтнĕ чĕр чунсене ĕрчетес тесе сӳпĕлтетнĕ. Польшăран çĕр вăтăр карсак илсе килсе ятăмăр. Инçет Хĕвел тухăçĕнчен илсе килнĕ ултă мăшăрхир сыснипе вунă хир качаки тата Алтайран сакăр марал туянса вăрмана кăларса ятăм. Вара тапранса кайрĕ мыскара. Карсаксем уйра пурăнасшăн пулмарĕç, тӳрех анкартисемпе сад пахчисене пан улми йывăçĕсенекăшлама саланчĕç. Маралсем те вĕсем хыççăнах урамсем тăрăх халăха сехĕрлентерсе çӳре пуçларĕç. Тавтапуç браконьерсене. Çавсем часах тытса пĕтерчĕç вĕсене. Унсăрăн хаяр çынсем пуçа çиетчĕç. Вĕлерессипехăратакан алă пусман çырусем темĕн чухлех илтĕм. Ку мĕн! Малалла тата кăсăкрах пулчĕ. Сунарçăсен совечĕпе патшалăх сунар инспекцийĕ тапратрĕç пăвăртма: хир сыснисем епле пурăнаççĕ, маралсем мĕн тăваççĕ, карсаксем мĕн çиеççĕ, хир качакисем паян хăш кварталта канма выртрĕç, ыран ăçта кайма шутлаççĕ... Сводка хыççăн сводка... Йăлăхтарса çитерчĕç. Малтанах хуравласах тăтăм. Хир сыснисем юманлăха, карсаксем утă куписене юратаççĕ тетĕп, анчах юр тарăн пирки юман йĕкелĕсене шыраса тупма хĕн, утă куписем те таврара питĕ сахал, куянсем выçса вилесрен хăратăп тетĕп. Паллах, вилекенсем вилччĕр, унпа манăн ĕç çук. Çапах та манран ыйтма пултараççĕ: кăтарт-ха пире инçетрен килнĕ хăнасене? Кашни мулкачшăн çĕр тенкĕ тӳленĕ-çке. Хир сыснисемшĕн темиçешер пин тенкĕ тӳленĕ. Кăтартаймасан пуçа çиеççĕ: ма вĕсем выçă аптăрани çинчен вăхăтра шарламарăн?.. Çапла хама айăпласран шикленсе çеç çыркаланăччĕ. Анчах йĕпе çине сапа тенĕ пек, мана канăç парас вырăнне ĕç тупса пама тытăнчĕç: сунарçăсен советĕнчен пилĕк тонна çĕр улмипе вăтăр михĕ сĕлĕ, сунар инспекцийĕнчен икĕ грузовик клевер ути тиесе килчĕç. Тăрантар теççĕ выçса хăрăннă хăнасене. Калама ансат та тума йывăр. Шалтах аптăраса ӳкрĕм. Аçта кайса парас хăнасене çавăн чухлĕ апат? Ăçта хăямата кайса кĕнĕ хăнисем хăйсем? Виçĕ лашапа турттар-ха вунă тонна выльăх апатне. Тавтапуç, ял çыннисем пулăшрĕç. Сунар станцийĕ патĕнче купаланса выртакан утăпа шăннă çĕр улмине кунĕн-çĕрĕн вăрласа икĕ эрне хушшинче таптаса тасатрĕç, сĕллине хамăр лашасене çитертĕмĕр терĕ конюх.

— «Хăнасем» валли ярса панă апата ăçта чикрĕн тесе ыйтмарĕç-и? — кулкаласа каларĕ Тараев.

— Ыйтмасăр, темиçе хут та ыйтрĕç. Вăрман тăрăх туса тултарнă кормушкăсем çине хурса пĕтертĕм темелекрĕ. Егерьсем йĕрке мĕн иккенне лайăх пĕлни те мана самаях пулăшрĕ. Эпĕ çырнă актсене вĕсем яланах вуласа тухмасăр алă пусаççĕ. Çапла «тăрантартăм» инçетрен илсе килнĕ чĕр чунсене.

— Чĕрчунĕсем пĕтĕмпех пĕтрĕç-и е халĕ пурăнаканĕсем те пур?

— Аслă егерь хир сыснисем çĕр чавнă вырăнсене çулла курнă тенĕччĕ, анчах эпĕ ăна питех ĕненместĕп.Хир качакисене те вăрман касакансем курнă теççĕ.

— Кирек епле пулсан та сунарçăсен совечĕ кашни çулах вĕсене тăрантарма клевер ути, кукурус, çĕр улми ярсах тăрать. Уншăн вĕсене пирĕн лашасемпе пĕртен-пĕр ĕне чунтанах тав тăваççĕ.

— Тĕлĕнмелле. Мĕншĕн аслă охотовед килсе тĕрĕслемест-ха çав чĕр чунсем пурри-çуккине?

— Кашни çул икĕ-виçĕ хут килсе тĕрĕслет. Эпĕ ăна Урнашкин патне ăсататăп. Вăл комисси таврашсенехăналама питĕ ăста. Пĕр эрне ĕçнĕ хыççăн аслă охотовед командировочнăй ĕнентерӳ çине килни-кайнине паллă тутарать те, савăнăçлă юрăсем юрласа хулана тухса каять. Ĕçе пĕлсе тусан сăпăрчăк çăмартаран та чĕп тухать теççĕ, — тăнлантарчĕ Лупашкин.

— Хир сыснисем тытма сунара тухас тесен?

— Ан шиклен. Сунарçăсен советĕнче ĕçлекенсене хир сыснисем мар, вĕсем пур тесе мухтанни çеç кирлĕ.«Эпир Чăваш Республикинчи фаунăна пуянлататпăр! Ырă чĕр чунсен шучĕ çулсерен йышлансах пырать! Вĕсене хĕллехи йывăр вăхăтра тăрантарса çирĕм пин тенкĕ пĕтертĕмĕр!» — тесе кашни конференцире кăшкăраççĕ. Çапла çуйхашмасан сунар хуçалăхне хупма пултараççĕ-çке. Ăна хупсан пирĕн пуçлăхсене шалу кам патăр? Пуç тавра çавăркаласа пăхатăн та, эпир кунта пурте пуш параппан çапса кăна пурăннăн туйăнакан пулать. Кайăк-кĕшĕке сыхламалла, вĕсене браконьерсем тытса пĕтерессинчен хӳтĕлемелле тетпĕр. Тĕрĕссипе каласан, эпир тăрăшни мар, вĕçен кайăксене вилĕмрен çуначĕсем, тискер кайăксене — хăвăрт чупма пултаракан урисем хăтараççĕ.

Çак «секретсене» пĕлтернĕ чух Лупашкин Виктор çине темиçе хут та чеен пăхса илчĕ, анчах лешĕ мĕн шухăшланине тĕшмĕртсе илеймерĕ.

Тĕрĕссипе каласан, Тараев та Лупашкина ăнлансах çитеймерĕ. «Этем ăслă, вăл сăлтавсăр ним те тăвакан марччĕ, — шухăшларĕ Виктор. — Лупашкин та пĕр сăлтавсăрах хăйĕн ăшне ман ума уçса хурас çук. Мĕншĕн тăрăшрĕ-ха вăл? Ман шухăшсене пĕлес тесе-ши е шанчăка кĕрес тесе? Кирек епле пулсан та хăлхана чанк тытас пулать».

Çак вăхăтра Улюн инке комисси членĕсем килнине систерчĕ.

Улкашри сунар хуçалăхĕн мĕнпур пурлăхне кивĕ пуçлăхран çĕнĕ пуçлăх аллине илсе пама уйăрнă комисси виçĕ çынтан тăрать: председателĕ — Капитонов Максим Максимович аслă егерь, членĕсем — Урнашкин Осип Осипч объездчик, Тевенешев Кирилл Кирилч егерь. Лупашкин Тараева вĕсемпе паллаштарчĕ. Капитонов вăрçă вăхăтĕнче офицер пулнă, çӳллĕ пӳллĕ ырхантарах çырă çын, Виктор аллине тытса чăмăртарĕ. Урнашкин чăваш пек туйăнмарĕ Тараева. Пичĕ çаврака та куçĕ хĕсĕк. Кукăртарах ураллă. Калаçасса сăмаха тутарла çавăрттарса калаçать. Вăл кунта Шăмăршă енчен куçса килнĕ. Те çĕнĕ çынран ютшăннипе, те именсе, вăл Тараева алă панă чух аяккалла пăхса тăчĕ. Хăрах куçлă Тевенеш Кирили, шăхăлчан чечекĕ пек сарă çӳçлĕ йăрă çын, Алтăш ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ те çавăнта амăшĕпе пурăнать, сунар хуçалăхĕ уçăлнăранпах егерьте ĕçлет. Сылтăм куçне çамрăк чухнех пăшал кĕпçи арканса кайнипе сиктерсе кăларнă. Виктора вăл темшĕн хыпаланса алă пачĕ.

— Юлташсем, — терĕ Тараев, — сунарçăсен совечĕ хушнипе сирĕн Улкашри сунар хуçалăхĕн пурлăхнепăхса тухса виçĕ пая уйăрмалла. Мăлтанхи пая — малашне ĕçре усă курма юрăхлисене, иккĕмĕш пайне — ремонта юрăхлисене, юлашкине пăрахăçа тухнă пурлăха кĕртмелле. Юрăхлисене эпĕ Тарас Макарчран йышăнăп,юрăхсăррисене кĕртнĕ акта совет президиумĕ çирĕплетнĕ хыççăн çунтарса е ытти майпа пĕтермелле. Çакĕç ответлă иккенни каламасăрах паллă. Юлашки инвентаризаци январь уйăхĕнче пулнă. Унтанпа пĕр уйăх ытларах кăна иртнĕ-ха, çитменнине, паянхи комисси членĕсем инвентаризаци тунă чух та ĕçленĕ. Ку пирĕн ĕçе самаях çăмăллатать. Мĕн тумалли пуриншĕн те паллă-и?

— Виктор Николаевич, эсĕ йышăнман пурлăха манăн ăçта чикмелле? — ыйтрĕ Лупашкин.

— Тарас Макарч, эсир сунар хуçалăх пуçлăхĕнче виçĕ çул ĕçленĕ. Юрăхсăр япаласемпе мĕн тумаллине манран та аванрах пĕлетĕр. Кашни уйăхра вĕсене акт çырса пĕтерсе пынă. Юлашки отчета вунă кун каярах çеç панă, пысăк сроках мар.

— Эпĕ ĕçе кĕнĕ чух кивĕ пуçлăхран мĕнпур япаласене йышăнтăм. Çавăн пек тумасан сана паян ним тепамастăп, — чăркăшланса каларĕ Лупашкин.

— Сирĕн ирĕк. Эпĕ хам пуçран туртса кăларман çав йĕркене, совет хушнă пек тăватăп, — лăпкăн хуравларĕ Виктор.

Лупашкин совет пуçлăхĕпе телефонпа калаçрĕ. Совет председателĕ Коннотяжный юлташ ăна Тараевпа килĕшме, хуçалăх пурлăхне хăвăртрах пама хушрĕ. Çавăн хыççăн тин комисси ĕçе тытăнчĕ те икĕ кун хушши иртен пуçласа каçчен пикенсе ĕçлерĕ.

Лупашкин мĕнле çын иккенни лаша таврашĕсене тĕрĕсленĕ чух палăрчĕ. Сунар хуçалăхĕнче мĕнпурĕ виçĕ лаша, кӳлмелли хатĕрсем те виçĕ лашалăх. Пĕри Урнашкин патĕнче, иккĕшĕ конюх аллинче. Вĕсене пурне те иртнĕ кĕркунне туяннă. Конюх патĕнчисене тĕрĕсленĕ чух Виктор икĕ хăмăтран пĕрне пачах пăрахăçларĕ. Çав хăмăтăн клешчи хуçăлнă, пăявĕсем татăлса пĕтнĕ, пĕвенĕ ăшĕнчен улăм пĕрчисем курăнса тăраççĕ, чӳлĕк вырăнне çăпата кантри тирнĕ.

— Ку хăмăта вутта пăрахса çунтарсан та çылăх мар, — кулса ячĕ Тараев.

— Хула çынни лаша мĕнле кӳлмеллине ăçтан пĕлтĕр? — тарăхса кайрĕ Лупашкин. — Çак хăмăтпа çĕр пăт тиенĕ лава турттарма пулать, лаши çеç тӳстĕр. Ĕçе майлаштарма пулать.

— Тарас Макарч, — терĕ Тевенешев, — ăçтан килсе кĕнĕ ку хăмăтсем пирĕн хуçалăха? Акă Урнашкин патĕнчине илер-ха, вăл вĕр-çĕнĕпе пĕрех, унăн пăявĕсем те, чӳлĕкĕ те чĕн, конюх патĕнчисем чĕн хăмăтпа юнашар тĕлĕкре те тăрса курман пулĕ. Астăватăр-и, вĕсене виççĕшне те пĕр магазинта, пĕр хак парса, пĕр кунта туянтăмăр.

Çак вăхăтра Лупашкин хыçне лăсăр-лăсăр çĕтĕк фуфайка тăхăннă çын пырса тăчĕ. Çийĕнчен пăхсан ăна кĕлмĕç те, аскăнчăк та теме пулать. Урине çĕтĕк çăпата сырнă, пуçĕнче кĕве çинипе якалса кайнă çĕлĕк. Пичĕ нихçан та супăнь курман пулмалла, çӳçне те пĕлтĕр кастарнăранпа хачă пырса тивни палăрмасть, сухалĕ ӳссе кайнă. Пурте ун çине йĕрĕнсе пăхрĕç. Лупашкин кăна вăл килсе тăнине асăрхамарĕ.

— Ăçтан килсе кĕнĕ тетĕр-и? Ăна Наяновран ыйтас пулать. Эпĕ лаша таврашĕсене туянсанах ун аллине панă, кам пĕлет, тен, вăл вĕсене çухатнă пулĕ, тен, çăкăр илме сутнă. Вăл яланах выçса хăрăннине хăвăрах пĕлетĕр, — терĕ Лупашкин.

— Эсĕ ман çинчен ак мĕнле шутлатăн иккен! — сасартăк кивĕ пуçлăх çине сиксе ларчĕ ун хыçне пырса тăнă нĕрсĕр çын. — Ĕнер Тараева хирĕç каймалла терĕн. Лаша кӳлтĕм те, станцине тухса кайрăмăр. Çуна тĕпне эсĕ чĕн хăмăт хутăн. Ана сутса кунĕпех ĕçрĕмĕр... Пуйăс çинчен те, Тараев килессине те тĕттĕм пулсан тин аса илтĕн. Паян тул çутăлас умĕн кăна кунта çитрĕмĕр, хăла лаша халĕ те йĕп-йĕпе тăрать. Тепĕр хăмăтне те хăвах Турхан çыннипе улăштартăн... ĕçкĕлле.

Çак çын конюх пулнине тин тавçăрса илчĕ Тараев. Лупашкинпа Наянов тытăçса çĕре ӳкрĕç. Егерьсем чарман пулсан вĕсем хытă тӳпелешнĕ пулĕччĕç.

— Тарас Макарч, — терĕ Тараев, — хăмăтсене йышăнма май çуккине хăвăрах пĕлетĕр. Вĕсем юрăхсăр тесе çырнă акт çине те алă пусмастăп. Намăс курас мар тетĕр пулсан халех çĕнĕ хăмăтсем тупса килĕр.

— Юрĕ, çаратăрах мана! — çĕре сурчĕ те Лупашкин ялпо магазинне кайрĕ.

Выльăх апачĕсене тĕрĕсленĕ чух тавлашу тепре хĕрсе кайрĕ. Утăпа сĕлле икĕ хут тарасапа турттарма лекрĕ. Çапах та тăхăр вунă пăт утă, çирĕм пăт сĕлĕ тата кĕрпе вун икĕ пăт тухмарĕ. Вак-тĕвексене те шута илсен Лупашкинăн мĕнпурĕ вунă пин тенкĕлĕх пурлăх çитмерĕ. Çакна курсан тин Лупашкин каппайланма пăрахрĕ. Тĕттĕм пулсан вăл Тараев патне пычĕ.

— Виктор Николаевич, ырă çын пулсамăр, пуçăма пĕтерме ан парсамăрччĕ, — йăлăнчĕ вăл сĕтел çине çурлитр сăмакун лартса. — Çăлăр мана, эпĕ те сире пурăнан пурнăçра кирлĕ пулăп. Растрата тунине пĕлсенмана партирен те кăларса пăрахĕç, районта аслă зоотехник пуласси çинчен те манас пулать.

— Сире мĕнле хăтармалла çак инкекрен? Шухăшласа пăхăр-ха, хăвăр ман вырăнта пулсан мĕн тăвăттăр? — ыйтрĕ Виктор.

— Вăл ĕç кăткăсах мар. Парăр-ха пушă курка, çăвар типрĕ, кăшт йĕпетер, — эрех кĕленчи пăккине уçмахăтланчĕ Лупашкин.

— Ан чăрманăр, эпĕ пурпĕрех ĕçместĕп. Эрехшĕн мар, сире сиен тăвас килменнипе çеç пулăшма пултарăп, манăн пулăшу никама та хур тумасть пулсан. Калăр, мĕн тумалла.

— Паллах, нимĕн хур туни те пулмĕ. Эсир манран утă, кĕрпе тата сĕлĕ çителĕклĕ илнĕ тесе расписка çеçпарăр. Вара вак-тĕвек çитменнишĕн хамах тăрлăп.

— Выльăх апачĕ çитменнишĕн мана тӳлеттерес тетĕр-и? — ним те ăнланмарĕ Тараев.

— Çук, Виктор Николаевич, сирĕн те, урăх çыннăн та тӳлемелле пулмĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, кашни лашанаталăкра пилĕк кило сĕлĕ те вун икĕ кило утă памалла. Ку ĕнтĕ норма тăрăх. Анчах вĕсене сĕлĕ памасан та юрать, уттине те сакăршар кило парсан çитет. Сунар йыттисене те пăтă вырăнне çĕр улми пĕçерсе пама пулать. Çапла тунипе пĕр йăх хушшинче мана панă распискăра кăтартнă выльăх апачĕ çитекен пулĕ. Куртăн-и, никамăн та тӳлес хуйхă пулмасть, — ăнлантарчĕ кивĕ пуçлăх.

— Ăс панăшăн тавтапуç. Анчах эпĕ кунта çын ăсĕпе пурăнма килмен, хам ăспах пурăнас тетĕп.

— Мĕнле ăс-ши вăл? — мăшкăлланине пытармасăр вĕчĕрхенсе ыйтрĕ Лупашкин.

— Ман шутпа, чĕр чунсене, килтисемпе ирĕкрисене те, мĕн кирлине пĕтĕмпех парса тăмалла. Вĕсен тӳпине хамăр кӳпсе пурăннинчен усалли урăх ним те çук.

Лупашкин темĕскер персе ярасшăнччĕ пулмалла, çăварне те уçнăччĕ, çапах та хăйне хăй вăхăтра тытса чарчĕ. Вара куçне ялтăртаттарса Виктор çине пăхрĕ те аллипе сулчĕ:

— Тараев юлташ, тепре ыйтма юрать-и?

— Итлетĕп...

— Выльăх апачĕсене пĕтĕмпех килсе парсан хам растрата тунине никама та ан пĕлтерĕр. Намăса тухас килмест.

— Юрĕ, эпĕ çынна намăс кăтартасшăн çунакан йышши мар, хама шанса панă чĕр чунсем кăна тутă пулччăр...

Тепĕр кунне Лупашкин виçĕ лав утă, çирĕм пăт сĕлĕпе виçĕ михĕ кĕрпе тиесе килсе пачĕ.

— Куна колхоза кивçен панăччĕ хам, мансах кайнă. Ĕнер сирĕн патăртан тухсан аса илтĕм. Халĕ колхоз тавăрса пачĕ, — терĕ Лупашкин лавсем çине кăтартса.

Кайран тин Тараев çавăн чухлĕ утă, сĕлĕ, кĕрпе ăçтан тупăнни çинчен тӳррипе пĕлчĕ: Лупашкин колхоза хăйĕн ăратлă ĕнине сутса выльăх апачĕ туяннă-мĕн...

«Сунар хуçалăх ĕçĕсемпе пурлăхĕсене йышăнтăм, унта ĕçлекен çынсемпе, хаçат чĕлхипе каласан, кадрсемпе, тĕплĕнрех паллашасси кăна юлчĕ», — терĕ Тараев.

■ Страницăсем: 1 2