Хура çăкăр :: III. Инкекпе куçа-куçăн


Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕççи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет. Вунпиллĕкелле çитсен, çамрăксен хуçалăхра тума пĕлмен ĕç те çук. Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шӳт тăвать — ял çинче ун ячĕ хисепре.

Селиме кăçал вунсаккăр тултарчĕ. Шерккей çемйинче вăл, ачасенчен чи малтанхи пулсан та, ачашлăх мĕн иккенне пĕлмерĕ. Амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен килти ĕçе вĕрентсе ӳстерчĕ. Çулсем иртнĕ май, Селиме хăйне пĕр-пĕр ĕç хушасса кĕтсе тăми пулчĕ, — çыннăн хăйĕн курмалла, хăй пĕлсе тумалла. «Кая юлсан — каю шăтать те, ят каять, малта пулсан — ял курать те, чыс пулать», — тет вăл, амăшĕ сăмахне астуса. Çывăхрах пĕлекен çынсем ăна: кăмăлĕпе те ырă, чĕрипе те шăлтах амăшне хунă теççĕ.

Селиме кашни чăваш хĕрĕ пекех — вăтанчăкрахскер. Сăнаса пăхакан куçа курсан, хĕрелсе каять, ватти калаçнă чух сăмаха вырăнсăр хутшăнмасть. Вăйăра хăй сăвă пуçласа каламасть, сасси чипер пулсан та, тантăшĕсенчен ирттерес тесе, ăмăртмалла янăратмасть вăл. Хĕл кунĕнче тăванĕсем патне ларма кайсан, пӳрни тирĕ сĕвĕнсе ӳкиччен арлать, кил-çуртри ĕçе тума та елкĕрет. Иртнĕ сулсенче ăна пĕр касăри яш-кĕрĕм кăна пĕлетчĕ. Халĕ, ав, ялĕпех Шерккейĕн сарпике пек чаплă хĕр ӳсет, ĕçре те маттур, хăйне хăй тыткалама та пĕлет теççĕ.

Ĕнтĕ кирек мĕн каласан та, Селимене пур енчен те вăя кĕрсе çитнĕ çын теме çук-ха. Ашшĕ-амăшĕ сăмахĕнчен тухманни уншăн яланах лайăха пĕлтерессĕн туйăнать, пурнăс йĕрки мĕнле пынине тарăн шухăшласа тĕшмĕртесси те ун ĕçĕ мар пек. Пуянăн пуян пулмалла, вĕсен хурăнташĕсем те ятлă-шывлă сынсем: çут тĕнчере чухăнсен те кашнин хăйĕн вырăнĕ пур, çав вырăнтан виçене ирттерсе сикме юрамасть тесе шухăшлать вăл. Кашни хĕрĕнни пекех, Селиме ĕмĕтĕнче те — хăйне кура капăр тумланасси; начар тумланакан хĕре никам та вырăна хуман пек туйăнать ăна. Селиме хăй куç умĕнче мĕн пуррипе çырлахмасть, унăн пĕлес-чухлас тенĕ туртăмĕ пысăк, ĕмĕр тăршшĕне те вăл паянхи пекех çĕкленнĕ вăй-хăватпа пурăнасса кĕтет. Ĕнтĕ шухăшпа ĕмĕтĕн çуначĕ куçа курăнмасть-çке, çамрăк хĕрупраçшăн чун хавалне ĕмĕр илĕртсе тăран шанчăкпа кантарни те, тепĕр тесен, темĕне тăрать.

Ашшĕ вир пăхма ярас пирки сăмахласан, Селиме васкаварлăн апатланчĕ те хире тухса кайрĕ.

Катара, хура пусăри хытхура çинче, кĕтӳ çӳрет. Ирхи тĕтре хытхура тĕлĕнче шупка кăвак чаршавăн çакăнса тăрать. Канăçа пĕлмен чĕкеçсем, çил çук çĕртен çил хускатса, çумранах вашлатса вĕçсе иртеççĕ те, йăр-яр кăшăл хывса, куçран çухалаççĕ. Çырмари чăтлăха пытаннă куккук каçăхса кайса авăтать. Çаран хăмăрлана пуçланă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек — хĕрли, кăвакки, шурри, кĕренни, кăкăр умне çакса тултарнă çеçтенкĕ пек, куçа çисе илĕртет. Сывлăм ӳкнĕ курăк çийĕн çарран утма уçă, сулхăн, ярса пусмассерен, енчен енне пĕрĕхсе, сывлăм сирпĕнет, çутă-çутă тумлам, хĕвел ярăмĕ тĕлне пулса, ахахăн та мерченĕн йăлкăшать.

Селиме хăйсен ани патне çитнине сисмерĕ те. Акă тахçан пĕлнĕ ана палли — карăнтăкпа çыхăнтарнă икĕ пĕчĕк йăран. Вир, каярах акнă пулсан та, лайăх шăтса тикĕсленнĕ, çăмламас сĕткенлĕ те парка, хăмăр ешĕлĕн курăнать, лупашка хĕр-ринерех кĕпçене те кая пуçланă. Çумĕ пит сахал. «Ĕнтĕ пĕр килнĕ-килнĕ — çумласа та хăварас... Пĕччен аппаланма йăлăхтарать те, нумайлăха мар», — тесе шухăшлать Селиме. Хăй йĕри-тавра çаврăнса пăхать: хирте пĕр çын та курăнмасть.

Хĕрлĕ саппунĕн чĕнтĕрлĕ аркине пиçиххинчен хĕстерсе, Селиме пĕшкĕнчĕ те çумлама тытăнчĕ. Алă тĕлне килнĕ утмăл-турата, йытпыршине, çирĕп тымарлă шурута çăла-çăла пăрахать вăл. Ĕç хăвăрт пырать. Каплах пулсан, иркӳлĕмре те çумласа тухма пулать.

Ырă шăршă кĕрет. Чапăр шăрши. Элле кунта та чапăр ӳсет-ши? Çĕнĕ Ыр лапĕнче чапăр пуррине пĕлет Селиме, унтан вăл пĕркун чей валли татса килсеччĕ, анчах кунта та пуррине пĕлмест-ха. Тен, лупашкара пуль?.. Епле курăк хăпарнă унта, пилĕк таран! Ак ăçта курăк çулма килмелле. Вăл кун çинчен ашшĕне пĕлтерĕ-ха. Пурпĕр кам та пулин çулса каять, çаранлăх çук кунта, тăвăр вырăн, тикĕс те мар, килсе çулмаллах.

Лерелле, Макка лупашкинчен пуçласа Тарăнвар çырмине çити, ыраш пусси сарăлать. Селиме пуçне сĕклесе пăхать те тĕлĕнсе каять: мĕн унта тата, кĕтӳ çӳрет-и? Пăру пулма кирлĕ. Иккĕн. Выльăх ямастчĕç-çке кунта?.. Тырă ашса çӳреççĕ. Пăлявуй мĕн тăвать-ши, тупата, кунта килсе те курăнмасть пуль çав...

Селиме каллех пуçне пĕкрĕ. Шурута ниçтан пĕтерме çук, тымарĕ татăлать те юлать; йытпырши те çавах — таçта çити тăсăлать. Пукра тесен, — тем мар, пĕрре çумласа пăрахатăн та урăх тухмасть... Вире кунта нумай мар, сарлакăш виç хăлаç кăна. Çапах, ăнса пулсан, хĕл каçма кĕрпелĕх çитет-ха вĕсене... Вир калчине таптаса ватас мар тесе, Селиме сыхланса пускалать, татнă çумкурăкне хăрах аллине пуçтарать те, пуçне çĕклемесĕрех, ăна йăранĕ хушшинелле ывăтать. Çав вăхăтра ăна темле сасă илтĕннĕн туйăнчĕ; вăл пуçне çĕклерĕ те сасартăк яшт тӳрленсе тăчĕ: икĕ кашкăр ун умне çитсе чарăнна та пăхса тăраççĕ. Сехри хăпнă Селиме мĕн вăйĕ çитнĕ таран тискеррĕн кăшкăрса ячĕ, аллинчи çумкурăкĕпе хӳтĕленес пек, кăвак чечеклĕ утмăлтурат тунине хăй умне тытса, çĕрелле каска пек çавранса ӳкрĕ.

Хирте çав вăхăтра: «Арьях вăс!.. Ăрьях вăс!» — тесе çине-çине кăшкăрни янăраса кайрĕ.

Сăрт енчен хура пиншаклă çын васкавлăн чупса анчĕ.