Атăл шывĕ юха тăрать :: Янпăлат — Абдаллах ибн-Башту
Ют чĕлхе — халиччен утса тухман çул, ют йăла-йĕрке — пĕрремĕш хут пырса тухнă вăрман чăтлăхе, ют тĕн — кимĕсĕр юлнă çын умĕнчи сарлака та тарăн çырма.
Акпарс Абайдаров.
Алмас хĕрĕхе çитсе пыракан вăйпитти çын. Авалтан пыракан пăлхар патшисен йăли тăрăх унăн икĕ арăм. Кашни арăмĕ ăна ывăл пиллесе панă. Вĕсемсĕр пуçне тата Алмасăн икĕ арăмĕнчен пилĕк хĕр пур. Кил-йышĕ пысăк унăн. Арăмĕсем те маттур, чипер, ытарайми хитре. Анчах этем чĕри чул мар пуль çав. Исламланнă пăлхарăн, Абдаллах ибн-Баштун ытарайми хĕрне пĕрремĕш хут курнăранпах Алмас канăçне çухатрĕ. Тем тĕрлĕ шухăшласа пăхнă хыççăн вара хăйĕн чи шанчăклă таппирне чĕнсе илчĕ те Абдаллах ибн-Башту сутăçа хăй керменне йыхăрма хушрĕ.
Патша чĕнни пуриншĕн те саккун. Алмас патша хăйне мĕн пирки чĕннине тем тĕрлĕ шухăш туса пуçне çавăрсан та Абдаллах ăнланма пулатараймарĕ. Юлашкинчен вара хăйне хăй пĕр шухăшпа çирĕплетрĕ: таçти-таçти аякри çĕре суту-илӳ ĕçĕпе ярас тет пулĕ.
Патша Абдаллаха питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕ.
— Тăр, — хушрĕ вăл хăй умне чĕркуçленсе ларнă çутăçа. — Эпĕ санран хăшпĕр япаласем ыйтса пĕлес тетĕп. Хăв кам иккенне тĕплĕнрех каласа пар-ха... Пĕлекен çынсем каланă тăрăх санăн чăн-чăн яту, аçу-аннӳ панă яту Янпăлат терĕç. Тĕрĕс калатăп-и?
Патша хăй чĕннĕ хăнана аслă пӳлемре курницара мар, кĕçĕн пӳлĕмре, астул çинче мар, хыçлă пукан çине ларса йышăнчĕ.
Пӳлĕме кĕнĕ çын маларах иртрĕ те хыçлă пукан çинче ларакан патшана пуç тайрĕ.
— Пуçăма кас, аслă патша, анчах çиллӳне ман çинчен сирсе яр, — терĕ вăл, патша хăйне кăмăллăн кĕтсе илнине те асăрхамасăр.
— Мĕншĕн апла калатăн? — тĕлĕнчĕ патша. — Мĕншĕн пуçна касмалла санăнне? Мĕн айăпа кĕтĕн вара эсĕ?..
— Ара, пĕркун, лавкка патĕнче, йĕркеллĕ калаçса тăнă çĕртенех ним сăмах каламасăр пăрахса кайрăн та. Нимĕн те ăнланмарăм, аслă патша. Темшĕн çиллентĕн мана.
Алмас çакна илтсессĕн шăпах та хăй пĕркун çапла сутăç лавкки патĕнчен нимĕн каламасăр пăрахса кайнине аса илчĕ. Анчах çилленнипе е тарăхнипе мар, сăлтавĕ урăх унта. Юрату1 пике-турă пек ытарайми Ханияна курнипе çапла хăйне хăй ăнланмалла мар тытрĕ вăл ун чухне.
— Çук, çук, нимшĕн те çилленмен эпĕ сана, — лăплантарчĕ патша сутăçа. — Мĕншĕн çилленмелле манăн сана?.. Йĕркеллĕ суту-илӳ тăватăн. Пулăшу та пур. Çук, Янпăлат, ман сана нимĕншĕн те çилленмелли çук.
Ку сăмахсене илтсессĕн сутăç тӳрех улшăнчĕ, питне хаваслă сăн çапрĕ. Хăй те яшт! тӳрленсе тăнă пек пулчĕ.
— Янпăлат мар, Абдуллах ибн-Башту, — терĕ вăл васкамасăр, тепре пуç тайса.
— Мĕскер? — ăнланмарĕ патша.
— Янпăлат мар эпĕ, тетĕп, — тепре пуç тайрĕ çак çын. — Мана халĕ Абдаллах ибн-Башту тесе чĕнеççĕ. Ку вăл Башту ывăлĕ Абдаллах тенине пĕлтерет. Ислам тĕнне кĕнĕ хыççăнхи ят.
— Чăнах та, — терĕ патша. — Эсĕ ислам тĕнĕпе пурăнать терĕç çав. Итле-ха, сан аçуна вара Башту тесе чĕннĕ-и?
— Çук, малтанхи ячĕ унăн Тутимĕр пулнă.
— Вара сана пула вăл та хăй ятне улăштарма килĕшрĕ-и?
— Çук, хăй вăл тахçанах вилнĕ. Эпĕ çапла ун ятне улăштартăм, Тутимĕр вырăнне Башту ят патăм.
— Вилнĕ аçуна-и? — тĕлĕнчĕ патша.
— Мĕн тăвас тен, ара, ислам тенĕ çапла хушать.
— Ислам тĕнĕ... Ислам... — шухăша кайрĕ патша. — Эппин, пирĕн пата çитрех пулать-и ĕнтĕ вăл?
— Халь кăна мар, тахçанах çитнĕ, аслă патша, — пуç тайрĕ Янпăлат пулнă çын. — Сан аслаçу вăхăтĕнчех. Пĕлес килет-и?.. Тĕплĕн каласа пама пултаратăн.
— Юрĕ, итлем эппин. Атя, кала, — хушрĕ патша.
— Сан аслаçу, аслă патша, аслă та чаплă Айдар патша, ислам тĕнĕпе питĕ кăсăкланнă. Ку вăл ахальтен пулман. Айтар патшан юратнă хĕрĕ пулнă — Туйпике. Урăхла каласассăн, çав Туйпике сан мăнакку пулать. Вăт, çав Туйпике питĕ йывăр чирлесе ӳкнĕ. Айтар патша темле сиплевçĕсене те чĕнсе илсе Туйпикене сыватасшăн пулна. Анчах ăна мĕнле сыватмаллине пĕлекен тупăнман. Шăп та лăп çав вăхăтра çакăнта, Пăлхар хулине, Аравирен пĕр мăсăльман çынни, питĕ сăваплă çьш килсе тухнă. Патша хĕрĕ чирленине пĕлнĕ те вăл кермене пынă. Туйпикене пăхнă хыççăн вара ăна епле сыватмаллине каланă. "Туйпикене сыватас тесен, вĕри кăна мунча хутмалла, — тенĕ. — Унта вара елик-пикене Чулман Атăл хĕрринче ӳснĕ хурăн милĕкĕпе виçĕ хутчен çапмалла", — тенĕ.
Айтар çакна итленĕ те мăсăльман çынни каланă пек тума хушнă. Чăнах та, çакăн хыççăн Туйпике сывалнă, чупса кăна çӳрекен пулса тăнă.
Айтар патша вара, çакна курса, ислам вăйне ĕненнĕ те хăй хĕрне чĕр вилĕмрен çăлнă тĕне кĕме шутланă. Анчах пăлхарсем ун чухне патшана итлемен, пурте ислам тĕнне кĕмен çав. Патшана та, тем тĕрлĕ илĕртсе, ислам тĕнне мантарнă.
— Кун пирки калаçнине илтнĕ-ха эпĕ, — терĕ Алмас. — Анчах ку вăл ĕненмелли япала мар. Ун пирки çиреплетсех калакансене эпĕ пĕрре те курман.
— Çапах та, пăлхарсен патши ислам тĕнне кĕнине пĕлсессĕн, Мухаммет пророк кунта хăй çыннисене ярас тенĕ, — патша асăрхаттарнине илтмен пекех малалла калаçма тытăнчĕ Абдаллах ибн-Башту, хăйне хăй хавхалантарнăçемĕн хавхалантарса. — Кунта вара ун чухнех ислам тĕнне лайăх пĕлекен сăваллă çынсем килнĕ. Вĕсен ячĕсем те паллă — Зубир ывлĕ Абдул-Рахман, Рабиа ывлĕ Хантала тата Джад ывлĕ Субеир. Пророк вĕсене кашнине пĕрер япала панă. Субеира — чернил кĕленчи, Ханталана — кăнтăр хăмăшĕ, Абдул-Рахмана — чалма. Вĕсем вара виççĕшĕ те Пăлхар хулине килнĕ те, хăйсене сиплевçĕ тесе, килтен киле çӳреме тытăннă. Вĕсем чăнласах та çынсене темле чиртен те сыватнă.
Ку сăмахсене илтсессĕн, Алмас хăй чĕннĕ çын каланине кăсăклансах итлеме тытăнчĕ. Çакна Абдаллах ибн-Башту та туйрĕ, тата та хавхаланарах калама тытăнчĕ:
— Çав вăхăтра пĕр питĕ паллă мăрсан юратнă хĕре çав тери йывăр чирлесе ӳкнĕ. Темле сивлевçе те пăхтарнă вăл хăй хĕрне. Анчах ăна никам та сыватайман. Аптранипе вара вăл хăй патне çав Аравирен килнĕ çынсене чĕнтерет. Çак Арави çыннисем мăрса хĕрне килсе пăхаççĕ те ăна сыватма пулать тесе калаççĕ. Анчах ăна сыватма тин кăна çулçă сарнă хурăн туратти кирлĕ теççĕ.
Ку вăл шартлама хĕлле пулнă. Пĕтĕм таврана юр тултарнă.
— Ăçтан тупса парам-ха сире тин кăна çулçă сарнă хурăн туратти? — тĕлĕнсе ыйтать мăрса. — Çак сивĕре хурăн мар, темле йывăç та типсе хăрать...
— Енчен те эсĕ пирĕн тĕне йышăнан пулсан, эпир сан хĕрне сыватма ем-ешĕл хурăн туратти хамăрах тупатпăр, — тет хайхи Хантала.
Мăрса вара нимĕн те тăвайман, ирĕксĕрех çапла каланипе килĕшет, хĕре сывататăр пулсан, сирĕн тĕнпе пурăнма килĕшетĕп, тет.
Çакна илтсессĕн, Аравирен килнĕ çынсем пророк парнеленĕ чернил кĕленчине урайне хураççĕ те ун çине кăнтăр хăмăшне тăхăнтартса лартаççĕ Ун хыççăн Абдул-Рахман хăйне пророк парнелесе панă чалмине пуçне тăхăнать те кĕлĕ вулама тытăнать. Кĕлĕ вуласа пĕтернĕ хыççăн виççĕшĕ те "аминь" теççĕ. Çав самантрах кăнтăр хăмăшĕ кăшăлт! туса хускалать те ӳсме тытăнать, сарăлса-çеçкеленсе каять.
— Акă, ем-ешĕл хурăн туратти хатĕр те, — теççĕ Аравирен килнĕ çынсем.
Вара вĕсем çавăнтах мунча хутма хушаççĕ. Мăрса хĕрне вара çав хурăн тураттипе мунчара темиçе хут çапма хушаççĕ. Чăнах та, çапла тунă хыççăн мăрса хĕрĕ сывалать. Мăрса вара хăй сăмахне тытать, ислам тĕнĕпе пурăнма тытăнать.
— Кун хыççăн çав Аравирен килнĕ çынсем ăçта кайса кĕнĕ вара? — пĕлесшĕн пулса ыйтрĕ Алмас.
— Ун хыççăн та вĕсем чылайччен Пăлхар хулинче пурăннă, — хуравларĕ Абдаллах. — Юлашкинчен Абдул-Рахманпа Субеир Аравине таврăннă. Хантала вара Пăлхар хулинче ăвланнă. Эпĕ шăп та лăп çав йăхран...
— Çав йăхран пулсан мĕнле-ха вара сана аçу-анне пăлхарла ят панă? — тĕлĕнчĕ патша. — Абдаллах ибн-Башту тесе эсĕ халь кăна калама тытăннă хăвна. _ Эй, ан та кала ĕнтĕ, — тарăхнă пек пулчĕ Абдаллах.
— Атте-аннепе ăнман çав мана.
Патша шухăша кайса ларчĕ. Абдаллах каласа кăтартнине вăл ĕненмерĕ. Уйрăмах вăл хăйне Аравинчен килне çын йăхĕнчен тени тата ашшĕ-амăшне тиркени килĕшмере ăна. Çапах та вăл хăй калаçуне малалла тăсас терĕ.
— Эппин, манăн та ислам тĕнне йышăнмаллах пулать-и? — иккĕленсе, çав хушăрах кăшт йĕкĕлтенĕн ыйтрĕ патша.
— Ислам тĕнĕ аслă та чаплă тĕн, — çирĕппĕн каларĕ Абдаллах ибн-Башту. — Ислам тĕнне тĕпе хунипе ĕнтĕ арабсем çур тĕнчене ытла пăхăнтарнă. Вĕсене, ислам тĕнĕпе пурăнакансене, Аллах хăй пулăшса пырать. Çавăнпа вĕсем кашни вăрçăра çĕнтереççĕ те. Çитменнине тата вăрçăра пуç хунисем тӳрех çăтмаха лекеççĕ. Унта вара гурийсем, унта вара ытарма çук пурнăç. Гурий вăл — арçын аллине лексе курман пике. Çăтмаха лекнĕ çын пулсан, вĕсенчен хăшне суйласа илес тетĕн — суйласа ил, сан ирĕкӳ. Пĕри те санран пăрăнма, сана тĕксе яма пултараймасть. Эс мĕн калан, çавна тумалла вĕсен.
Абдаллах ибн-Башту каласа панине итлесе, Алмас, хăйĕнне темĕне асра тытса, ассăн сывласа илчĕ.
— Çитменнине тата ислам тĕнĕ патшалăха çирĕплетме те пулăшать, — малаллах калаçрĕ те калаçрĕ Абдаллах ибн-Башту. — Мĕншĕн тесен, ислам тĕнне кĕнĕ патшана Аллах хăй пулăшма тытăнать. Акă, Багдат халифатне илер. Халиф — чăн-чăн хуçа унта.
— Эпĕ те хам патшалăхра хуçа! — хăйне тексе илнине туйнăн, хыттăн каларĕ Алмас.
— Хуçа та-ха... — кăштах иккĕленсе тăчĕ килнĕ çын, анчах пуçа килнĕ шухăшне малалла каламарĕ.
— Кала, кала, — хушрĕ Алмас. — Мĕн пĕтĕмпех каласа пĕтерместĕн? Ун пеккине юратмастап эпĕ. Кала!..
— Халифа ăна никам та хăй тăвас теменнине тутарттарма пултараймасть.
— Мĕн каласшăн вара эсĕ кунпа? — сиввĕн ыйтрĕ патша.
— Ара, курултай пирки калатăп эпĕ, — хуллен, кăшт хăрасарах хуравларĕ Абдуллах.
— Курултай, курултай... — хăй тĕллĕн пек калаçса илчĕ патша. — Кур-ха, пĕтĕмпех пĕлетĕн-çке эсĕ! Ислам тĕнĕпе пурăнакан сутăçă пулсан та...
Терĕс калать çак çын. Пăлхарсен патшалăхĕнче пĕр-пĕр ыйтупа халăх патша тăвас тенипе килĕшмест пулсассăн, курултай, урăхла каласан, мĕнпур йăхсемпе ăрусен аслă пухуне пуçтарма пултарать. Ăна вара пĕр-пĕр шахчи, урăхла каласан, йăх пуçлăхĕ пуçарнипе пуçтармалла. Патша çакна хирĕç тăма пултараймасть.
— Юрĕ, эпĕ санпа урăх ĕçсем пирки те калаçасшăнччĕ, — килĕшмен ĕç пирки ытла шала кĕрес мар терĕ патша.
— Итлетĕп, аслă патша, — çĕре çитиех пуçне тайрĕ Янпăлат-Абдаллах. — Итлетĕп те эсĕ хушнине тăватăп.
Патша хăйне килĕшмен ĕç пирки ытла нумаях калаçса тăманни ăна савăнтарчĕ. Ара, кун пек чухне пуçа çухатма та пулать-çке!
— Санăн питĕ чипер хĕр пур, — сутăçа куçран çисе ярас пек пăхса калама тытăнчĕ патша. — Хания...
— О-о-о, Хания! — хĕвел пек çиçсе илчĕ сутăç. — Ман куç çутийĕ, манăн пĕтĕм пурнăçăм, ман пахчари чечекĕм.
— Вăт, Хания пирки-ха ман калаçу. Чăнах та, ытарайми чипер, чĕкеçĕнни пек чĕлхи... Патша керменĕнче пурăнмалли пике...
— О-о-о, Аллах! — ку сăмахсене илтсессĕн аптраса ӳкрĕ Абдаллах. — О-о, аслă патша, эсĕ ăна туртса илсе хăрхам тăвасшăн мар пуль те?! — хайхискер патша умне чĕркуçленсе ларчĕ. — Акă, пуçăма кас! Анчах та шелле ман чĕппĕме!..
— Эй çук, апла ĕç тухмасть, — кăмăлсăрланчĕ патшаю — Атя, ура çине тăр... Эпĕ ăна пĕрре те хăрхăм тума илесшĕн мар. Эпĕ ăна савнă арăм тума илесшĕн!..:
Капла каланине илтсессĕн, Абдаллах патша çине тĕлĕннĕн пăхса илчĕ, унтан васкамасăр ури çине тăчĕ те çĕре çитиех пуç тайрĕ:
— Калама ирĕк парсам, аслă патша!
— Кала! — хушрĕ патша.
— Санăн Ханияна арăм тума юрамасть çав. Пулаймасть вăл сан савнă арăму.
— Мĕнле юрамасть? — тĕлĕнчĕ патша. — Мĕншĕн вал манăн савнă арăм пулаймасть?
— Ара, санăн икĕ арăм пур. Пăлхарсен тĕнĕ, аслă Танкăр икĕ арăмран ытла илме хушмасть.
"Тинкӳ кăна тухĕ çав!.. Кур-ха ăна, тĕрĕсне калать!., Пурне те пĕлет тата!.." тĕлĕнчĕ Алмас. Чăнахта, пăлхарсен, аслă турри тĕнче хуçи Танкăр икĕ арăмран ытла илме юрамасть, тет.
Алмас тарăннăн, шухăша кайнăн сывласа илчĕ.
— Сан хĕрӳшĕн эпĕ пĕтĕм пурлăха пама хатĕр! — терĕ вара хĕрӳлленсе. — Унсăр пурăнаймастăп! Акă, ăна курнăранпа çунса тухатăп ĕнтĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе, кунĕ-кунĕпе ун çинчен кăна шухăшлатăп...
— Ăнланатăп, аслă патша, — çĕре çитиех пуçне тайрĕ Абдаллах. — Ман хĕр, чăнах та, такама та килĕшмелле, такамăн чунне те çунтармалла.
— Мĕн тумалла-ха вара? — аптраса ыйтрĕ Алмас. — Хăрхăм туса кермене илсе кĕртме пултараймастăп эпĕ ăна.
— Хăрхăм пулма çуралман вăл, — пуçне тайса каларĕ Абдаллах. — Хăрхăм туса илсе каяс пулсан, вăл пĕр кун та пурăнас çук, çĕçĕпе пырне касса Аллах тĕнчине каять...
— Мĕн тумалла-ха вара? — каллех ыйтрĕ патша. — Унсăр пурăнаймастăп эпĕ!
— Мĕн тумалли пур, — сасартăк çирĕппĕн каларĕ Абдаллах. — Санăн, аслă патша, ислам тĕнне кĕмелле! Ислам тĕнне кĕрсен вара тепĕр куннех ман Хания санăн арăму пулса тăрать... Аллах ячĕпе калатăп. Аллах та пиллет вара сире иксĕре те. Нумай-нумай телейлĕ кун, нумай-нумай телейлĕ каç, савăнăç, артак парать сире иксĕре... Ислам тĕнĕ вăл, аслă патша, сан пек çынсене пысăк ирĕк парать. Сан пек çынсем, Ислам тĕнĕнче чухне тăватă арăм тата темĕн чухлĕ хăрхăм тытса тăма пултараççĕ. Чăннипе калатăп: эсĕ Ислам тĕнĕпе пурăнма тытăнсанах Хания санăн пулать. Тупа туса калатăп, Аллах ячĕпе калатăп.
Патшапа Абдаллах чылайччен пĕр-пĕрне хире-хирĕç куçран пăхса тăчĕç.
Абдаллах çакна хăйне майлă ăнланчĕ, патша çилленсе пуçне касма та хушать пуль, терĕ. Алмас умне каллех чĕркуçленсе ларчĕ:
— Каçар мана, айвана, кирлĕ мар сĕнӳсем панăшăн, аслă патша.
— Юрĕ, юрĕ, атя, пĕр-пĕрне кӳренер мар, — кăмăллăн сăмах хушрĕ патша. — Атя, уру çине тăр. Ман санран тата та ыйтса пĕлмелли пур. Юлашки вăхăтра хазарсем пирĕн кăнтăралла каякан çула хупласа хучĕç. Аравипе те, Ĕнчĕ çĕрĕпе те, Китайпа та çыхăнусем татăлнăччĕ. Эсĕ вара пĕркун çав кăнтăрти çĕрсенчен илсе килнĕ таварсем сутрăн. Епле майпа илсе килтĕн вĕсене? Е çĕнĕ çул тупрăн-и?..
— Тĕрĕс калатăн, аслă патша, — ури çине тăрса, каллех пуçне тайса хуравларĕ Абдаллах. Калаçу урăх енне кайнăшăн вăл хăй те савăнчĕ. — Эпир, паллă сутăçсем, тĕнче касса çӳренисем, урăх çул уçрăмăр. Багдатран Хорассана, Хорассанран — Турана2, унтан огузсен çĕре витĕр Яйĕк шывĕ çине. Яйĕк урлă каçсан вара пăлхарсен çĕре пуçланать. Эпĕ кунта çав çĕнĕ çулпа чи малтанхи караван илсе килтĕм. Часах çав çулпа каялла Пăлхарстанран темиçе караван Аравине тухса каять. Хам ертсе каяс тенĕччĕ эпĕ вĕсене. Эсĕ чарса тăмастăн пулсан, аслă патша.
— Ну, ку хыпаршăн тавах вара сана, Абдаллах ибн-Башту, — терĕ патша. — Эсĕ калани пирки эпĕ тĕплĕ шухăшлăп. Анчах та асту: хĕрне лайăх пăх. Эпĕ хурав париччен. Енчен те Ислам тĕнĕ килĕшет пулсан, эпĕ те мăсăльман пулса тарăп. Вара санăн савнă хĕрӳ манăн юратнă арăм пулĕ. Килĕшрĕмĕр-и? Эпĕ мĕн каласса кĕт!.. Эпĕ хам сăмаха каланине кĕтсе иличчен хуларан тухса каясси пирки ан та шухăшла...
Ку сăмахсене илтсессĕн сутăç кăштах аптранă пек, шухăша кайнă пек пулса тăчĕ.
— Нумайччен кĕтмелле-и, аслă патша? — асăрханнăн ыйтрĕ вăл.
— Византие элчĕсем кăларса яратăн. Вĕсем таврăниччен, — кĕскен хуравларĕ патша.
— Византие? — тĕлĕнчĕ сутăç. — Ара, унта каймалли çул хупă-çке-ха!.. Хазарсем кансĕрлесе тăраççĕ пире!.. Е унта питĕ пысăк утлă çар каять-и?..
— Çук, — кăмăллăн хуравларĕ патша. — Утлă çар мар. Шывпа, карапсемпе каяççĕ.
— Аллах пулăштăрах, эппин, вĕсене!.. — чăн-чăн ислам тĕнĕпе пурăнакан çын пек икĕ аллипе янахне сăтăрса илем пекки турĕ сутăç. — Эппин, мана кайма ирек паратăн-и, аслă патша?
— Кай! — аллипе сулчĕ Алмас.
Абдаллах ибн-Башту патша сăмахĕсене ăнлантăм çав сăмахсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп тесе тарăннăн тепре пуç тайрĕ те каллех тайăла-тайăла, кутăн чакса, патшан Кĕçĕн пӳлĕмĕнчен тухса кайрĕ.
Абдаллах ибн-Башту тухса кайсассăн та Алмас патша чылайччен хăйен хыçлă пуканĕ çинче хускалмасăр, тарăн шухăша кайса ларчĕ.
"Чăнах та Яштупай калани тĕрĕс, — шухăшларĕ вăл. — Питĕ чее çын ку сутăç... Тен, хăй ĕçне пула çеç-и?.. Сутăçсен пурин те çакăн пек чее пулмалла пулĕ... Хăйĕн хĕрне сутма хатĕр. Анчах питĕ нумай ыйтма хатĕр. Анчах нимĕн тума та çук. Ирĕксĕрлеме пултараймастăп эпĕ ун хĕрне... Анчах тăхта, мĕн эпĕ пĕтĕм патшалăх ĕçне манса çак ислам тĕнĕпе пурăнакан сутăç хĕрĕ пирки кăна шухăшлама тытăнтăм мар-и?.. Çук, капла юра-масть, хама хам алла илес пулать!..."
Патша ура çине тăчĕ те çирĕп утăмсемпе курăнчи еннелле утса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...