Таната :: Улахра
Хĕрсем улах лараççĕ.
Вăрăм сак çине йĕркипе ларса тухнă шур кĕпеллĕ хĕрсем çырма хĕррине анакан хур кĕтӳне аса илтереççĕ. Кĕнчелеççи. Йĕке тытнă хĕр. Пушă вырăн — каччă валли. Каллех кукăр старик шур сухал — кĕнчелеççипе сӳс кĕнчели. Йĕке тытнă хĕр. Каччă вырăнĕ.
Çапла — пӳрт йĕри-таврах. Хĕрсен хитре аллисенче йĕкесем йĕрĕлче пек пĕтĕртетсе çаврăнаççĕ те урайне сиксе анса ташлаççĕ. Çине-çинех йĕке тултаракан хĕрсем — лапрашки çип арлаççĕ. Килте йытă пăтратманни улахра та пулин ырă ят илтме тăрăшать. Ĕçĕ те ӳсĕмлĕ ун, куçа-пуçа вылятса ларма та ансат, çиппи тикĕс пулманните — нимех те мар. Хитре хĕрĕн кашни сăмахĕ вырăнлă, ĕçĕ те юравлă!..
Вăта çип арлаканни — вăтам хĕр. Вăл ни вĕçкĕнленме, ни юсанса килсе каччăсене илĕртме пĕлмест. Килĕнче мĕнле — кунта та хăйне çавăн пекех тытать.
Çинçе çип арлаканни вак укçине киле хăварнă: ерçӳ çук!
Улахра хĕрсем хăйсем çеç-ха. Пĕри юрă пуçлать:
Тарăн варта хур пусрăм,
Вăрă тесе ан калăр.
Юрă пуçласа юрларăм,
Шухă тесе ан калăр.
Урай варринче хăй чикки çунать. Ăна пăхакан пĕчĕк хĕрача урисене хутлатса кутник çине хăпарса ларнă та хăйă хыççăн хăйă улăштарать. Шывлă лаххана кашни самантрах хăйă сăмси ӳке-ӳке чăшлатса сӳнет, пĕчĕк пăс кăларать.
Пӳрт ирĕк те лутра. Алăкран кĕрсенех сулахай енче кутник. Ун çинчи çĕтĕк тумтир купине пĕр çĕре чăмăртаса кĕтесе тирпейлесе хунă. Сылтăмра — кăмака.
Пӳртĕн урамалла тухакан пĕртен-пĕр чӳречине вăкар хăмпи карнă. Алăк уçсанах вăл шăлтăртатса шалалла хăмпăлчăланса туртăнать, хупсан — каялла тӳрленсе ларать.
Урай хăми шăтăк-шатăк, çапах та ăна кусарпа хырса çуса тасатнă, кирĕк пĕрчи кураймăн!
Хĕрсем пăшăрханма тытăнаççĕ. Е пĕри, е тепри вĕсенчен арлама пăрахса урамри сас-чĕве тăнн! итлесе тăрать, алак еннелле çаврăна-çаврăна пăхать. Ытла та вăрах тăраççĕ кĕçĕр каччăсем!
Пăхăр йĕппĕм пурччĕ ман,
Тутăхрĕ пуль — хуçăласшăн.
Сарă савни пурччĕ ман,
Çилленчĕ пуль — сивĕнесшĕн.
Ку ĕнтĕ кăштах ӳпкелешсе калаçнă пек те, юрă çемми хăй çапла çаврăнать. Улаха яш-кĕрĕмсем килмесен вăл улах та мар: çĕр ахаль иртнĕ пек туйăнать, чун тулашать.
Алкумĕнче тăра-тăра
Ура шана пуçларĕ.
Варли, сана кĕте-кĕте
Ăш вăркама пуçларĕ.
Анкартинче хĕрарăм,
Унта кайма хăрарăм.
Хам варлипе калаçма
Ют савнирен хăрарăм.
Кĕренке супăнь улталать те,
Хăй виç чĕрĕк çеç туртать.
Мана варли улталать те,
Хăй виç хĕрпе калаçать.
Атăл хĕррипе утма çул,
Çавăнта утас килет ман.
Юрататни, юратмастни —
Çавна пĕлес килет ман.
Урамра çамрăксем шавлани илтĕнет. Хĕрсем тутрисене юсакалаççĕ, тӳрленсе лараççĕ. Алăк уçăлса каять те, пӳрте виç-тăватă «шĕшлĕ» кĕрсе тăрать.
Хăйсем тарăхнине хĕрсем пытарасшăн та мар:
«Мĕскер килте лармаççĕ çак иййе путеккисем! Пустуй çăпата çĕтсе çӳретĕр!»
«Çăпатине хамăр таватпăр!» — теççĕ лешсем.
«Кур-ха эсĕ, хирĕç тавлашма пăхаççĕ, э. Эп сире!.. Кайăр тухса!»
Темиçе хĕр шăллĕсен хутне кĕреççĕ:
«Ларччăр-иç килнĕскерсем».
«Юрать вăл усал ересрен. Çапах арçын чунĕ».
Урамра кĕсле сасси янăраса каять. Ну, ку тинех каччăсем пуль ĕнтĕ.
Алăкран Уксах Якку тайкаланса килсе кĕрет. Вăл, яланхи пекех, ӳсĕр, ӳсĕрпех тахçан урине хуçса пăрахнă пулнă.
«Ĕçетри, çиетри, пире кĕтсе тăратри, хĕрсем?»
«Килях, тĕпелелле ирт», — тет хитре Мариç.
Купăс сассипе тата темиçе каччă килет. Шавласа калаçаççĕ, чĕлĕм мăкăрлантараççĕ. Пӳрте кĕçех тĕтĕм тулса ларать.
Хĕрсем тутисене тăп тытнă та хĕрсех йĕкисене çавăраççĕ. Эсир килмен пулсан та эпир макăрмастăмăр тĕнĕ пек курăнать вĕсен пичĕсем çине пăхсан.
«Терук, уç-ха çав алăка, сулĕш питĕрĕнсе ларчĕ».
Каччисем те парăма юлашăн мар:
«Тарçăпа пурăнакан çын хĕрĕ темерĕн, эй. Кунта та тарçă тупрĕ. Уç ху кирлех пулсан».
«Вырăнтан та ан хускал, Терук».
Пурçăн пиççи варăм мар,
Часкаласа çыхас мар.
Эп пуян çын хĕрĕ мар,
Курнăçланса çӳрес мар.
Кăна пĕр каччи такмаклать.
Уксах Якку кĕслине ыталаса тытнă та кутник çинче харлаттарсах çывăрса выртать. Хĕрсем уççăнах тарăхма тытăнаççĕ. Тур мăшкăлĕ мар-и ку! Каччă пуçĕпе улахра çывăрать. Е вăл хуп турттармалли вырăн урăх тупайман-и? Кунта ĕнтĕ хăйсен каччисем çине çилленни те Уксах Якку çине тиенет. Хĕрсем ăна тăрса хăрăмпа сăрласа яраççĕ. Пĕри Якку пичĕ çине кукăр вĕçлĕ майăх ӳкерет, тепри сухал пекки туса хурать. Кĕслине туртса илсе, аллине шапăр тыттараççĕ.
Пулчĕ катемпи!
Тулта шăв-шав та, ура сасси те илтĕнмест, алăк уçалать те, пӳрте виçĕ каччă кĕрсе тăрать. Вĕсем виççĕшĕ те яштака, хитре. Тум-тиррисем чаплах мар пулсан та тирпейлĕ, çăт-çăт.
Кусем те çырлахтармаççĕ-ши хĕрсене? Каччăсене курсанах виçĕ хĕрĕ вăтанса пуçĕсене чикеççĕ, кулма та чарăнаççĕ.
Тин улах илемĕ килчĕ иккен!
Халĕ кĕнисем Уксах Яккăва асăрханă.
«Ку сирĕн мĕнле салтак?»
«Пирĕн хуралçă вал, — теççĕ хĕрсем. — Пирĕн пата хĕрт-сурт килсе кĕресрен хурал тăрать».
«Якку, тăр!..»
«Кай, ан чăрмантарса çӳре».
«Тăр тетĕп!»
«Сирĕл аяккалла!»
«Тăрас пулать, Якку!»
«Мĕншĕн?»
«Кунта ват çынсене ларма юрамасть. Килне кай».
«Кам вăл — ват çын?»
«Эсĕ».
Якку йăраланса кутник çине тăрса ларать, алчăраса йĕри-тавра пăхкалать.
Кула-кула хĕрсен ăшĕсем хытса кайнă ĕнтĕ.
«Эсĕ мана мĕншĕн киле хăвалатăн çак?»
«Сухаллă çынна улахра килĕшмест тетĕп. Санăн сухалу кĕреçе пысăкăш ӳссе ларнă».
Уксах Якку ĕненмесĕр янаххине тытса пăхать.
«Çук-çке?»
Хĕрсем паçăрах арлама пăрахнă та куçĕсене шăлса кулаççĕ.
Якку шаприне çаплах ыталаса тытса тĕпел кукрине кайса куркапа шыв ăсса илет те ăна хăй чикки патне илсе пырса тĕкĕр çине пăхнă пекех пăхать, тинех хĕрсем мĕнтен кулнине курать.
«Ну, пикесем, чăтса тăрăр. Кăна эсĕ хăтлантăн-и, Мариç?»
«Эпĕ мăйăхин хăрах юппине ӳкертĕм».
«Эсĕ, Маюк?.,»
«Эпĕ вырăнтан та тапранман».
«Аха, тунатăн. Юрать... Сухалне кам хуратрĕ?»
«Ку пăшална эсĕ çĕрĕпех çапла йăтса çӳрес тетне ĕнтĕ?»
«Э, çăва патне». — Якку аллинчи шапăрне урайне йăтса çапать те хĕрсем çине сиксе ӳкет.
«Ăçта-ха, эп вĕсене пурне те чуп туса тухам».
Сурăх кĕтĕве пек, хĕрсем кĕпĕр! сиксе тăраççĕ те тулалла ĕрехсе тухаççĕ.
«Тăрья! Аттяттюх!» — тесе юлать вĕсен хыçĕнчен Якку.
«Кăшша!» — тесе сиккелеççĕ «шĕшлĕсем».
Суяс мар: хĕрсем пурте пĕр тăрук тухса сирпĕнмеççĕ: Каччă пуррисем юлташĕсем хыççăн чинлăн та васкамасăр утса тухаççĕ.
Уксах Якку «шĕшлĕсене» асăрхать:
«Ку пиçен тăррисем кунта мĕн шăршласа çӳреççĕ? Сире кунта кам чĕнчĕ, ачасем? Ял тăрăх сăмах акса çӳреме килсе лартăр-и? Аннĕрсем ячĕç-и? Ну-ка, Терук, хăййуна сӳнтер, эп вĕсене кăвак хуппи кăтартам?»
Ачасем вĕлт çеç тухса сирпĕнеççĕ.
Уксах Якку паçăр алăк уçма хушакан хĕрĕн кĕнчелеççи хушшине «ĕне чĕччи» тума кĕрсе ларать. Пĕр пайăрка çӳсе çурри таран туртса кăларать те, ывçисемпе йăваласа, ĕне чĕччи пек туса çакать, тепĕр пайăрка туртса кăларать те — тепĕр «ĕне чĕччи» тăвать.
Унран курмалăх, ытти каччисем те ĕçе хутшăнаççĕ. Ик-виç хĕрĕн кĕнчели кĕçех шăкăр-шăкăр сурăх хӳри пек е ĕне çилли пек пулса тăрать. Каччă пуррисенне çех никам та тĕкĕнмест. Хĕрсем кĕреççĕ.
«Каллех Якку эптерлесе çӳренĕ. Эх, ку Якку тарăхне!»
Уксах Якку кутник çинче путек пек йăвашшăн пăхкаласа ларать.
«Ăçта — Якку? Мĕскер — Якку? Эп нимĕн те туман».
«Туман пуль ара. Ак ку мĕн мăйракисем?»
«Ĕне чĕччисене калатни? Уйăхшăн, хĕвелшĕн эп мар. Ман сухал пек, хăйсемех ӳссе ларнă пуль».
Пурте кулаççĕ.
Пĕр каччи хĕрринчи кĕнчелерен сӳс тураса илет те ăна хăйă çине тытса çунтарать.
«Маюк мана юратать пулсан — çӳле-е кай».
Сӳс хĕлхемĕ урайне ӳксе сӳнет.
«Юрататăп, кĕтсех тăр» — тет хĕрĕ.
Пикесене вăрçтара-вăрçтарах ытти каччăсем те юмăç пăхаççĕ. Пӳртре тĕтĕм-сĕрĕм, çӳп-çап. Пăчă.
«Якку килессе пĕлнĕ пулсан урай та çумалла марччĕ», — тет Маюк текенни.
Кайран килнĕ виçĕ каччă хĕрсем çумĕнче пăшăлтатса лараççĕ. Уксах Яккупа унăн юлташĕсем — алăк патенче. Якку кĕсле каласа сăвăлать:
Вăрман хĕрне ан пырăр, —
Кайăк йăва çавăрать.
Сар хĕр çумне ан ларăр, —
Сар хĕр пуçа çавăрать.
Маюк кунта та кĕслеçе йĕплесе илет.
«Ларăттăн та-ха хĕрĕ çумне, вырăнĕсем сан валли мар-çке».
«Ай, Маюк, вай, Маюк, чĕлхӳ-çăвару санăн ытла та усал. Ку чĕлхепе эсĕ качча кайсан та ырă кураймастăн».
«Качча каяс пирки хуйхи санра, ĕçĕ манра пулĕ, Якку».
«А тен, шăп кăна урăхла пулса тухсан?»
«Мĕнле майпа?»
«Качча кайăн та, хуйхи санра, ĕçĕ манра пулса тăрĕ».
Маюк хĕрелсе каять.
«Сан пек салакайăксенех упăшка тăвас мар-ха. Санăн пĕтĕм пурлăху та пĕр кĕсле кăна, ăна та пулин пирĕн патра ĕçлесе тупнă».
Уксах Якку юлташĕ сăмаха урăх еннелле пăрать.
«Манăн та, санăн та хĕрсем — Хусанта, Якку. Атя, шăрантар кĕслӳне, хĕрсене ташлаттарăпăр».
Ташă пуçланать. Ташша тăрас умĕн хĕрсем кашниех танлантарса тăраççĕ, пĕлмише переççĕ. Тухсан — акăш пек ярăнаççĕ. Вăрăм çивĕтлĕ пĕчек хĕр — хитре Мариç — вара пĕтĕм пӳрт ăшчиккине çавăрса ярать, ура çине тăратать. Вăл алăкăн-тĕпелен ярăнса юхать, кашнин умне уйрăммăн пыра-пыра тапать, сыв пуллашса уйрăлнă пек, каçăр пуçне тая-тая иртет. Çăмарта пек чăмăр кĕлетке те çинçе пилĕк, çӳллĕ кăкăрсем те хулăн çивĕт. Мариç ташланине пăхса кашни каччă ку хĕр маншăн ташлать тесе шухăшлать. Мариç пăхсан кашни çамрăкăн чĕри хускалать.
Мариç умĕн те, ун хыççăн та ташлаççĕ хĕрсем, анчах ташăсем пĕтсен Уксах Якку пĕр ун еннелле кăна çаврăнать:
«Манăн икĕ чĕре пулас пулсан, Мариç, пĕрне эпĕ сана кăларса парăттăм. Чапла утăм пулас пулсан сана лартса тĕнче хĕрне кайăттăм. Тупрам-пурлăхăм пулас пулсан эпĕ ăна йăлтах сана парăттăм та хам сан патăнта тарçăра ĕçлесе пурăнăттăм».
Пурте пĕлеççĕ: Якку ĕçме юратать, Якку — мыскараçă. Çапах та ун сăмахĕсенчен никам та кулмасть, мĕншĕн тесен кашниннех чĕри патĕнче çавăн пек вĕри сăмахсем.
Хитре Мариç ăшшăн тавăрать:
«Тавтапуç ырă сăмахна, Якку».
Хăйĕн çине никам пăхманнипе кĕвĕçсе ларакан Маюк кулса ярать:
«Ха, Мариçпе Якку...» — Анчах пурте кĕпĕрех хай еннелле тарăхса çаврăннипе çавăнтах пăчланать.
«Ну, тĕлĕнтерчĕ кĕçĕр Мариç, — теççĕ алăк патĕнче. — Халиччен те курманччĕ эпĕ кунашкал ташланине. Пĕр-пĕр пуян евчĕ килнĕ тес Ванюкĕ кунта».
Мариç çумне пырса ларнă Ванюк хĕр мĕншĕн савăннине пĕлмест. Вăл йăлтах хăй çине йышăннă. Каччă чĕри услам çу пек ирĕлет: пурте ун хĕрне мухтаççĕ, унăн савнине ырлаççĕ.
Кĕслеçĕпе унăн юлташĕсем ытти улахсене тухса кайнă. Кайран килнĕ виçĕ каччă, вĕсенчен пĕри — Ванюк, кунтах лараççĕ-ха. Ĕнтĕ йĕкесем пытарма та вăхăт çитет, кĕçех килсене саланмалла.
Кашни каçах тенĕ пек çапла пулать. Килсене саланнă чух каччисем хĕрсене ăсатма каясшăн, хĕрĕсен кăмăлĕ те вĕсене хирĕç мар. Анчах çынсен куçĕ умĕнче пĕрлешсе тухса кайма хаюлăх çитмест, çынсем куласран хăрушă. Çамрăксем урăхла май шыраса тупнă. Саланас вăхăт çитсенех каччăсем хĕрсен йĕкисене вăрттăн илсе тухаççĕ те пытарса хураççĕ. Малтан курман пек пулса ларнă е чăннипех те курман хĕрсем киле каяс умĕн чиперлетсех йĕкисене шырама тытăнаççĕ. Каччисен вĕсене тупса парас пулать. Шавласа та вăрçкаланă пек туса çамрăксем çенĕкелле тухаççĕ те йĕкисене илсе килне утаççĕ. Хĕрпе каччă халь алла-аллăн тытăннă, ятлаçма мар, пăшăлтатса вăтанса калаçаççĕ.
Килне каяс умĕн Мариç Ванюка урăх енчен тĕлĕнтерчĕ. Выляса тăма манăн вăхăт çук тенĕ пек, вăл йĕкисене алăран та вĕçертмерĕ. Тухма тытăнсан та Маюк çумне ермешрĕ те Ванюк çине куç хӳрипе те çаврăнса пăхмарĕ.
Мăшăрсем хушшинче хăраххăн тухса каяс — намăс. Кая тăрса юлас — ырă мар. Пуринчен малтан кайма та Ванюк хăрарах тăрать-ха: тен, Мариç ахаль кăна курнăçланать пулĕ, мĕншĕн васкаса ĕçе пăсас?
Ним тума пĕлмесĕр алăк хăлăпне тытса тăракан качча кăнтăрлахи хыпара аса илет:
«Кантуртисене курмарăр-и, хĕрсем?»
Çамрăксем карах Ванюка хупăрласа илеççĕ.
«Кантуртисем ялта-и?»
«Мĕн тума килнĕ?»
«Паçăрах кайрĕç, — терĕ Ванюк, çаплах намас курмасăр çынсемпе пĕрле тухса каясси çинчен шухăшласа тăраканскер. — Становойпа леш Шуркасри çĕнĕ тиек килнĕччĕ...»
«Яка Илле ачи-и?»
«Леш çамрăкки, усламăç ачи, Ивук ятли. Павăл пиччене тăрантасĕ патне чĕнсе илчĕ те хут каларса тыттарчĕ. Сирĕн яла хăçан та пулин Шуркасси ачи Ухтиван килсе лекес пулсан тӳрех пире пĕлтерĕр, хăйне тытса хупăр тет».
Мариç Ванюк çумне пырса тăрать: «Тĕрмене хупмалла терĕ-и? Мĕншĕн?»
Ванюк пĕлмест:
«Каламарĕ. Пăлхавăр тăвасшăн пулĕ, урăх мĕн пултăр... Е пĕр-пĕр вăрă-хурах-и?»
«Вăра сана, — тет Ванюк юлташĕ. — Вăрăсем кантурăн çывăх çыннисем... Эх, çĕрле пулмарĕ, тухса чулпа ислететтĕмĕр».
«Пĕркун Атапай çыннисем хытă хăратнă. Яла пырса кĕрсенех уй хапхине тилхепе карса хунă. Хăйсем пытанса ларнă та тиеке тислĕк муклашкисемпе пеме тытăннă. Лешĕ çаврăнкаласа тăчĕ-тăчĕ тет те лаши çине ларса — кантуралла. Уй хапхинче лаши-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр çĕре персе анчĕ тет...»
Мариç урăх нимĕн те шарламасть, каччине аяккалла тĕртсе ярать те пĕчченех урама тухса вĕçет. Пӳртне кĕрсен вăл йĕкисене пĕр кĕтесе, кĕнчелеççине тепĕр кĕтесе перет. Урине пукан лексе кĕмсĕртетсе йăванса анать. Хăй сăхманĕ тесе тытнă тум-тир амăш сăхманĕ пулса тăрать. Кăмака хыçĕнчи пештĕре илме тăрать Мариç, вăл та вырăнĕнче çук. Хăйă çутма хăтланать — хăййи тивмест. Унта тата амăшин сасси:
«Ку эсĕ-и, Мариç?»
Хĕр вăйран кайса кăмака сакки çине ларать, хăрах аллипе чĕре тĕлне тытать.
«Эпĕ...»
«Мĕн пулчĕ, хĕрĕм? Эсĕ темĕнле хăвăрт сывлатăн».
«Ах, ан чĕн-ха, анне, тархасшăн. Эп халех...»
Ватă карчăк тăрса хăйă çутса ярать, хĕрĕ çине пăхать. Мариç вилнĕ çын тĕслĕ пулса кайнă.
«Улахра такам хăратмарĕ-и? Ял хушши халь пĕртте лăпкă мар, хĕрĕм...»
Мариç тăрса амăшне ыталаса илет, ăна çавăтса кайса вырăнĕ çине лартать.
«Нимĕн те пулман, анне. Эсĕ çывăр выртса. Нимĕн те пулман та, пулмасть те, анне, шан эс мана. Эп юлташсенчен тартăм... Вырт та урăх пĕр сăмах та ан ыйт, юрать-и?»
Карчăк выртать. Мариç хăйĕн сарса хунă вырăнне асăрхать. Пĕр курка каçхи сĕтпе çăкăр татки те сĕтел çинчех.
Пурне те курать амăшĕ, куçĕ асăрхаса илменнине чĕрипе те пулин сисет те хĕрне пулăшма тăрăшать, анчах мĕнпе пусармалла хыпса илнĕ ăш-чике, ăна çын мар, хăй те пĕлмест Мариç. Ирхине вăрманта Ухтивана пĕрре курсах вал канăçлăхне çухатрĕ, пымалла мар çĕртенех утара ыран ирпе тепре пыма пулчĕ. Шухăшлас мар тесен те асран тухмасть Ухтиван. Çунат пулас пулсан кун каçипе Мариç паян вăрмана вунă хут вĕçсе кайса килнĕ пулĕччĕ. Пит те сахал кирлĕ иккен çынна, мăнтарăн! Хĕрĕн пĕр кăмăл, пĕр кăмăл, пĕр кăмăл пулнă — аякран та пулин Ухтивана курасси, майĕ пулсан — унпа сăмах хушасси.
Ванюк пĕлтернĕ хыпар Мариç чĕрине лаштах çурса пăрахрĕ. Çĕрле сыхласа çӳрекенсем апла Ухтивана йĕрленĕ?
Е вĕсем ăна халиччен тытса кайрĕç пулсан?
Мариç сиксе тăрать те васкаса сăхманне тăхăнать, чăкăт, пашалу, çăкăр илет. Чĕри варринче унăн шанчăк ăшăнса тăрать: тытса кайман Ухтивана, тивмен Ухтивана...
Алăк патне çитнĕ хĕр сасартăк ури вăйĕ пĕтнипе тенкел çине ларать. Тытса кайман пулсан ăна вăл хăй хăваласа ярать-çке? Пырса тăрать те вăл Ухтиван умне çапла калать: тар, сана сыхлаççĕ...,
Мариç тĕпел шăтăкне пырса çӳпçинчен хăйĕн чи хитре тĕрĕллĕ ал шăллине илет. Юрĕ, кайтăр, урах нихçан та курмалла мар пултăр, анчах чĕрĕ юлтăр, сывă юлтăр.
Çенĕке тухсан Мариç пӳрте каялла кĕрет.
«Эс нимĕн те, нимĕн те ан шутла, анне. Эпĕ килетĕп. Энĕ сана ватăличченех пăхса усрăп, анне»,
«Юрĕ, хĕрĕм, эп сана шанатăп. Пӳлĕхçе сыхлатăр сана».
Вĕсем ĕмĕрлĕхе сыв пуллашни çакă пулать. Хĕр тухса каять.
...Чĕри тем пуласса сиснĕ пек, кайсан-кайсан вăрман варринчи Ухтиван та каялла çаврăнать. Анчах вăл хĕр çинчен мар, унăн ашшĕ çинчен шухăшлать. Хăй инкекрен хăтăлнă тесе пăрахса тармалла-и? Çук, ун пек юрамасть. Утарта старик юлнă, хĕç-пăшал нумай. Таврăнсан вăл хăй пĕтме пултарасси çинчен асне те илмест.
Ни Ухтиван, ни Мариç вăхăтра çитеймеççĕ. Пĕри весенчен каярах юлса тухать, тепри чылай инçе кайсан тин çаврăнать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...