Таната :: Татăклă сăмах
Хăй пирки тухнă сăмах ăна малтанах кулăшла пек туйăнчĕ. Ухтиван вăрă-и? Ара, кам ĕнентĕр ăна? Çавăнпа та Ультӳç инкене хирĕç нимĕн те шарламарĕ, кĕçех сăмахне те манчĕ.
Пĕр ирхине Ухтиван ашшĕ тăпри патне çăва çине кайса çăкăр татăкĕ пăрахрĕ. Таврăннă чух ĕлĕкхи йăлапа тата кăштах пĕччен ларас тесе утара пăрăнса кĕчĕ. Сукмак çинчи таптанчăк курăк тӳрленсе шурăхса кайнă. Уçланкăра пушă та кичем. Хурлăхан тĕмĕ патĕнчи вĕлле кăна, саланса пыракан пурнăçа пăхăнасшăн мар пулнă пек, чалăшса ларнă та çаплах çирĕппĕн тытăнса тăрать-ха.
Лупаса кĕнĕ чух Ухтиван питне эрешмен карти хупласа илчĕ. Пĕркун кăткă тăрмашнă вырăна çатма пек яка çĕре, урай варрине шăй кайса çинçе туналлă йĕпе кăмпа шăтса ларнă. Хăваран авса тунă тăрăхла тенкел çинче — улăм пĕрчисем, тусан...
Ухтиван каска пуканĕ çине ларчĕ. Чул, чул! Мĕн ялтан тухса кайнăранпах, çук, апла çеç те мар — мĕн астăвакан пулнăранпах, Ухтиван чĕринче çĕлен пек, сивĕ чул выртать, аллисене курăнман сăнчăр çыхса тăрать. Мĕнле илсе пăрахмалла вăл чула? Мĕнле татмалла сăнчăрне? Тата ăçта вăл — сăнчăрĕ?
Ухтиван ашшĕ пурнăçне аса илет. Пураннă вĕт çын. Çуралнă, ӳснĕ, çемьеллĕ пулнă, ĕмĕтленнĕ, анчах хăйне çыхса лартнă курăнман сăнчăра ниепле те татайман. Кăкарса лартнă выльăх пек, тухатнă çаврашка ăшĕнче тапăртатнă-тапăртатнă та çĕре кĕнĕ. Унта та пулин — çăва тулашне, йыт вилли пек... Ку ĕнтĕ вăл — эсĕ çынсем пек пулмарăн, сăнчăрна татса кайма тăрăшрăн, сана уншăн тирпейлессе те урăхла тирпейлетпĕр тени пулать пулмалла.
Тата амăшĕ? Ухтиван хăй? Ытти нумай-нумай çынсем? Сăнчăр, пур çĕрте те сăнчăр! Хыттăн калаçма, юрлама, хăюллăн утса çӳреме юрамасть, пуçлăхсем, пуянсем, куштансем çинчен ырă мар калаçма — тур хăтартăр. Ху мĕн тăвас тенине тума — тӳре-шарасенчен ыйт, ăçта та пулин каяс терĕн — каллех кантура ут. Сăнчăр! Çав вăхăтрах кантурти сĕлĕхсем — тиексем, исправниксем, старшинасем — турă та, патша та. Миçе çынна пĕлмест пуль ĕнтĕ Ухтиван хăй астăвасса: урăх çĕртен (вырăнтан хăваласа кăларнă кăвак сăмсаллă тиексем, исправниксем чăваш хушшине килсе кĕреççĕ те ик-виç çултан пурлăхĕсене çирĕмшер лавпа тиесе каяççĕ. Кунта килсе кĕнĕ чух вĕсен çут тӳмеллĕ тум-тиррисем айĕнче кĕпесем те пулман иçмасса!
Кам панă вĕсене ирĕк çын чунĕсене таптама, япалисене çаратма, кил-çурчĕсене юхăнтарса хăварма?
Ял хушшинче те хĕсек. Чухăнлăхпа аптранă çынсем пĕрне-пĕри курайми пулса çитеççĕ, çапăçаççĕ, пĕри тепри çинчен усал сăмах сарать. Кĕвĕçӳ, ятлаçу, хирĕлӳ...
Ухтиван чалăшса ларнă лупас тăррине, урайĕнчи çӳп-çапсем çине пăхатъ. Йăлтах тусан, тăпра... Çăва çинчи пек, чĕрене йывăр шăплăх пусать, пыра кăтăклантарать, куçа кĕçеттерет. Мăнтарăн саланнă йăви, мĕн чухлĕ таса ĕмĕт пĕтмен пуль санпа пĕрле, миçе ыйхăсăр каç хупланман пуль сивĕ çĕрпе. Кĕçех ак утар вырăнĕ те юлмĕ, вĕлтĕрен пусса кайĕ...
Вилнĕ старик халĕ куç умĕнче тăнă пек, ашшĕн хыткан кĕлеткине, хăюсăр сăнне курать Ухтиван. Мĕн калаçнă-ши вăл вилес умĕн? Аса илнĕ-ши хăйĕн ывăлне? Каçарнă-ши ăна хăйне кӳрентернĕшĕн?
Вунă пурнăç пулсан вуннăшне те парĕччĕ Ухтиван ашшĕне чĕртсе тăратма...
Анчах çапах та, çапах та ашшĕ пек пулмĕ Ухтиван: çук, пулмасть вăл ашшĕ пек йăваш. Тавăру! Халь тавăру кăна чĕрене канăçлăх парĕ, ашшĕ тăприне çăмăллатĕ.
Ухтиван сиксе тăчĕ те, вăйсăрскер, пуçĕ çаврăнса кайнипе çатан çумне таянчĕ. Куçĕсем унăн хуралса килчĕç, аллисем усăнчĕç... Çатанран тытма тăчĕ, тытма тăчĕ те вăл тăнсăр пулса çĕре кӳплетрĕ.
...Ухтиван килнелле утать. Сукмак тăрăх сыхланса та асăрханса пускаласа вăл хăвалăхран тухрĕ. Ан тив, утма çула курăк пусса илтĕр, утаралла Ухтиван текех ура та ярса пусмасть. Паянтан унăн пурнăçĕнче çĕнĕ ĕç, çĕнĕ тапхăр пуçланать. Иртни, тĕтĕм пек, малашне чĕрере çеç йӳççĕн туйăнса тăрĕ, Ухтиван мĕншĕн кĕрешнине аса илтерĕ...
Ăна ялта тытса тăраканни халь мĕн пурĕ те пĕр çын кăна. Вăл — Савтепи.
Савтепи çинчен аса илсенех Ухтивана вăй кĕнĕ пек туйăнать. Таçти чечеклĕ улăха кайса тухнă пек, сывлама çăмăл, ăшра канăçлă. Пурне те пушкарассăн туйăнать, кирек мĕнле ĕç те вăй çемми пек... Ухтиван килнелле утать. Кил... Сăмахĕ те чĕнсе каланă пек вĕт. Кил вырăнне пĕр çунăк юпа çеç тăрса юлсан та чĕре çавăнталлах туртать. Мĕн тăвас тетĕн эсĕ, çуралнă кĕтес-çке-ха. Унта тĕтĕмĕ те тутлă, çанталăкĕ те ăшă, çĕрĕ те çăкăр пекех...
Ухтиван пĕчĕк чухне пулнă-ха вăл. Пĕр çулхине кукша пуçлă ватă чана Ухтивансен пӳрчĕ пуçне пырса йава çавăрнă. Чепписене пусса кăларсан ачасем унăн йăвине ишсе антарнă, сар туталлă чĕпписене вĕлерсе кушака панă. Чана темиçе кун хушши чĕпписене шыраса ирттернĕ. Çенĕке вĕçе-вĕçе кĕнĕ, çĕре ӳкрĕç пуль тесе хапха умĕнче çĕрте утса çӳренĕ, пуçне тайăлтара-тайăлтара пăхнă. Çук, чĕпписем тупăнман. Вара чана апат тултма тытăннă. Ăман-мĕн тупса килнĕ те вăл, чĕпписене шыранă чух кушакпа çапăçса хăрах куçне çухатнăскер, йăвине, пушă хăма хушшине, кĕрсе ларнă. Ларсан-ларсан ватă чана çывăрса та каякан пулнă. Хăма хĕрринчен пуçне чалаштарарах уснă вăл, пĕртен-пĕр куçне çурхах карса илнĕ, çăварĕ кăштах карăннă. Ăманĕ çĕре тухса ӳксен тин чана хускалса апат шырама тухса кайнă.
Чана апат шыранă, мĕншĕн тесен вăхăчĕ чĕпĕсене тăрантармалли вăхăт пулнă. Хăй вăл çимен те темелле. Теплерен пĕрре кăна, аса илсен, чĕре сури тумалăх пĕрер кăпшанкă хыпса çăткаланă. Ăна та пулин ирĕксĕр, чун усрама...
Çанталăк сивĕ енне кайсан ватă чана апат шырама та çӳрейми пулнă. Юр ӳксен вилнĕ вăл. Тĕкĕ тăкăннипе çаралса юлнă пуçне çуначĕ айне хĕстернĕ те хăма хушшинчех лапкăн çывăрса кайнă. Чана хăйĕн килĕнчех вилнĕ.
Çук, унашкал вилмест Ухтиван. Эрне, халь ун тĕннинчен те, çынсенни пекех, тĕтĕм тухать, картинче те выльăх чунĕ пур. Çапах та часрах аяккалла каяс пулать, юлташсене шыраса тупас пулатъ. Сисет Ухтиван, хăй пек тарăхнă çынсем кашни ялтах пур, нумай. Вăрманкасра та, Чăрăшкассинче те хăйсен Ухтиванĕсем, хăйсен Ивукĕсем пурăнаççĕ.
Савтепипе курса калаçсан, ялта шанчăк юлнине пĕлсен вара таçта кайма та юрать.
Ультӳç инке сăмахне Ухтиван астусан та астăвасшăн мар. «Каççан хĕрĕпе Ивук пасара каятчĕç...» Ара, хĕр-çке-ха. Хĕр кăмăлĕ — чĕр кĕмĕл. Вăл яланах хăйĕн кивĕ тусне маннăран мар вĕт аяккалла пăхатъ. Хĕр кăмăлне турă хăй çапла вашават туна-тăр ĕнтĕ. Тепĕр хĕрĕ пур — пĕр тăрук вунă качча юраттарĕччĕ. Савтепи, тен, апла та мар пуль, ахăртнех, апла мар пуль, паллах апла мар, мĕншĕн тесен унашкал... ырă мар пулнă пулĕччĕ. Ухтиван чирлĕ вăхăтра пырайманнишĕн те ытлашши йывăра хума кирлĕ мар. Çыннăн, пуринчен ытла хĕрĕн, темĕнле сăлтав та пулма пултарать. Ĕç-пуç унта, вăл-ку, вăтанни... ара, сахал-и пурăнан пурнăçра чăрмавсем.
Ухтиван умĕнче инçетре, уй хапхинче, пĕр хĕр ĕне хăваласа пырать: Ухтиван. тухьяпа тевет тенкисем чăнкăртатнине илтет, хĕрĕн илемлĕ уттине сăнать.
Хĕр хыçалта Ухтиван пынине курсан темшĕн тăруках ĕнине васкаса хăвалама тытăнчĕ, чупсах ялалла кĕрсе кайса çухалчĕ.
Ухтиван çамкине çанни вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ те çул хĕрринчи чул çине канма ларчĕ. Çук, ку пике Савтепи пулмарĕ пулĕ, ахăртнех, вăл пулмарĕ пулъ.
Чăнах ара.
Савтепи пулсан мĕншĕн тартăр-ха вăл Ухтиванран?
Çук, тĕрĕссипех калар: Ухтиван палларĕ хĕре. Тăчĕ те вăл Савтепи хыççăн утма хăтланчĕ, чарăнчĕ, каялла çавранса темиçе утăм хирелле ярса пусрĕ, каллех чарăнчĕ. Шăп çав вăхăтра, паçăр Ухтиван килнĕ сукмакпах, хăвалăхрян пĕр хаяр куçлă лутра старик утса тухрĕ. Пуçĕнче унăн, ĕннĕ кĕççе пек, хĕрелсе кайнă çăм шлепке, çурăмĕ хыçĕнче — кивĕ кушил. Шлепкине этем хулари пасарсенче тĕл пулакан сăхăмсем евĕр çăмăлттайла чалăштарса куçĕ çине антарса лартнă. Те тахçан хĕрлĕ сăрпа пĕветнипе, те хĕвел çинче нумай çӳренĕрен, пир йĕмĕ те, кĕпи те старикĕн, шлепки пекех, хĕрлĕн курăнаççĕ.
(Старик сăн-сăпатне Ухтиван ун чухне, мар, кайран тин аса илчĕ.)
Палламан çын çул çине утса тухрĕ те Ухтивана хирĕç пырса тăчĕ.
«О-ой, çамрăк!.. — терĕ вал шлепки айĕпе Ухтиван çине сăнаса пăхса. Унăн сассинче, хаяр та чĕрĕ куçĕсенче, вăл сăмахне каласа пĕтермесĕрех чарăннинче палламан çын пĕрре пăхсах çамрăкăн хуйхи-суйхине ăнланса илни сисĕнчĕ. — Ой, ачам!» — терĕ те вăл тепĕр хут, хăй мĕншĕн çапла калама тивĕçлĕ пулнине сăмахпа пĕлтерес вырăнне тенĕ пек, шлепкине хыврĕ. Пăхма ытла ватах курăнмасан та, старикĕн çӳçĕ те, куç харшисем те чăлт шурах иккен.
Ухтиван тăруках нимен те тупса калаймарĕ. Савтепи... Темĕнле старик. Вăл — нимĕн тума аптрарĕ.
«Урасем юлмарĕç, — тесе старик çул хĕрринчи чул çине кайса ларчĕ, урисене канăçлăн тăсрĕ. — Ачасен тăприсене курса çӳрерĕм. Пĕрне Муркашра пытарнăччĕ. Вăталăххи — Нурăс çăви çинче. Кĕçĕннинне вара йĕрне те тупаймарăм. Ăна Хусан хули леш енче Атăл хĕррине пытарнăччĕ те, çурхи шыв юхтарса кайрĕ пулмалла.
Палламан çын хăйпе çапла калаçни Ухтивана шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Тен, вăл ăна урăх çын тесе йышăнать пулĕ?
Ухтиван шухăшне сиснĕ пекех, старик çăмăллăн ури çине сиксе тăчĕ.
«Эсĕ Ухтиван пулĕ? — терĕ те вăл çамрăк хăйне хирĕç каласса кĕтмесĕрех хăвалăхалла утрĕ. — Пыр-ха çавăнта. Калаçмаллисем пур...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...