Таната :: Ультӳç инке


Çутçанталăка кĕр сăнĕ çапнă. Анкартисенче сар улăм куписем, шучă тăрне çакнă кĕлтесем курăнаççĕ. Тырă начар пулнă пулсан та, ялта сăра шăрши кĕрет, çулсем тăрăх чăхсем туттăн какаласа çӳреççĕ, кĕр автанĕсем авăтаççĕ.

Кĕрхи чӳклеме пуçланас кун Ухтиван пĕрремĕш хут урама тăрса тухрĕ.

Эмелçе Ультӳç савăнса турра ӳксе пуç çапрĕ те Ухтиван купăсне куранмалли çĕре илсе хучĕ. Ват çыннăн кăмăлĕ тулчĕ: вăл тата тепĕр çынна вилĕмрен хăтарчĕ.

Ультӳç инке пурнăçра ыррине те, усаллине те пайтах курнă. Хăй вăхăтĕнче унăн улăшка та, ачасем те пулнă. Хăй те хальхи пек курпунне кăларса мар, тăп-тăп пӳ-сине тирек йывăççи пек тӳрĕ тытса çӳреме юратнă. Ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнче пӳрт тулли хăна-вĕрле кĕрленĕ, урам тулли çуна тăнă.

Пурăна киле йыш саланса пĕтнĕ: упăшкине сунарта упа тытса лӳчĕркенĕ, ачисем вилсе пĕтнĕ. Хурăнташ-тăванĕсем те хуллен-хулленех сахалланса юлнă, пĕтсех те ларнă.

Кун-çулсем иртнĕ май Ультӳç инке хăйне ялта ют çын пек, хиртек пек туйма пуçланă. Хăй вăхăтенчи çынсенчен Шуркассинче кĕçех никам та юлман.

Ультӳç инке кӳренмен: пурнăç сакки хăй çапла сарăннă: пĕрисем пурăннă, ватăлнă, вилсе кайнă, вĕсен вырăнне çĕннисем çуралнă...

Хăй ватăлса уртăш йывăçĕ пекех кукăрăлса ларнă пулсан та Ультӳç инке çамрăк чухнехи йăлисене пĕрне те пăрахман. Ĕлĕкхи пекех таса тумланса çӳреме юратнă: сурпан сырнă, шап-шурă кĕле тăхăннă. Куçĕсем те чĕп-чĕрех пулнă-ха унăн. Карчăк мĕн пĕчĕкренех ӳсентăрансене юратнă. Вăл кашни çеçке мĕнпе «сывланине». кашни курăк мĕн енчен усăллине, сиплине пĕлнĕ. Симĕс улăхра, вăрманта çывах тăванĕсем хушшинче çӳренĕ пек туйнă. Кашни курăк çынсене мĕн енчен те пулин усăллă пулнă. Матрӳшке кăкăра çемçетнĕ, ӳслĕке чарнă. Ниш курăкĕ нише кайнă ачасене пулăшнă. Сăянташ курăкĕ тытамакран сыватнă.

Кăсамăк курăкин те, кăвак пыл чечекĕн те, утмăл турат саррин те — кашнин хăйсене пуçтармалли вăхăчĕ, мелĕ пулнă. Хăш та пĕр курăкне мунча кĕрсе тухса тасалсан тин татма юранă, теприсене çимĕк кунĕ ирхине çынсем тăриччен пуçтармалла пулнă...

Шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче Ультӳç инкен пĕчĕк пӳртĕнче хăмла çырли шăрши кĕнĕ, улăхри пек, тĕрлĕ чечек «сывлани» сисĕннĕ.

Ялта кам та пулин чирлесе ӳкнине, хĕне кайнине пĕлсен карчăк чĕнессе кĕтмесĕрех ун патне тухса утнă. Те имленисем вырăнлă пулнипе, те Ультӳç инке хăйĕн курăкĕсен вăйне хытă шаннипе (ăна пула чирлисем те ĕнене пуçланă), çынсем кашнинче тенĕ пекех сывалса урисем çине тăнă.

Ухтивана çĕçĕпе чикни çинчен илтсен те карчăк çав самантрах Яриле патне лăштăртатса çитнĕ. Çамрăка сыватсан ялти ятлă çынсем çилленме пултарасси асне те килмен унне. Унăн ĕçĕ — çынсене пулăшасси.

Типĕтнĕ кăмпа пек пĕркеленсе ларнă пит-куçлă типшĕм карчăк Ухтиванăн суранĕсене çуса тасатрĕ, шыв кăпăкĕн чулне ватса сапрĕ те чĕкеç курăкĕн çулçисемпе хупласа çыхса лартрĕ. Юн юхма чарăнчĕ. Вилнĕ çын пек шурса кайнă Ухтиван кăнтăрлачченех пĕр хускалмасăр выртрĕ. Хĕвел тӳпене хăпарса çитсен тин вăл ассăн сывласа илсе аллисене саркаласа пăрахрĕ, месерле çаврăнса ӳкме хăтланчĕ. Çыхнă вырăнсенчен каллех юн пăчăртăтса тухрĕ.

Каçпа Ухтивана пĕçертсе пăрахрĕ.

Унтан шăнтма тытăнчĕ.

Çынсем тухса кайса пĕтсен ватă Ультӳç сĕт çине хурăн кăчăки ярса вĕретрĕ те çур кашăк пек Ухтивана çăварĕнчен ячĕ, суранĕсене тепĕр хут салтса çыхрĕ.

Чирлĕ çын куçне уçрĕ.

Ватă эмелçĕ çенĕке тухса ларчĕ те вара Хăрпана, Пӳлĕхçе, Пихампара, ытти ырă турăсене асăнса çĕре ӳксе пуç çапрĕ, вĕсенчен Ухтивана сыватма йăлăнса ыйтрĕ, киремете парне пама пулчĕ.

...Пӳртре шăп. Урай варринчи каска пуканĕ çинче чĕмсĕр Мултиер ларать. Ухтиван выртакан кутник çумĕнчех — хăй чикки.

Хăйă вĕçĕ майĕпен кăмрăкланса пырса лаххана ӳке-ӳке чăшлатса сӳнет.

Кăмака хыçĕнче шăшисем кăптăртаттарса çӳреççĕ.

Ухтиван кăтăш пулнă, ун пуçĕ вĕçĕнче, хуралта ларнă пек, шур кĕпеллĕ пĕчĕк карчăк сĕнксе ларать, хĕрӳллĕн пăшăлтатса тимĕр чĕлхи калать:

«Йĕс сунтава хăçан та хăçан тимĕр касса суран тăвать, çавăн чухне çак Ухтивана касса суран тутăр. Ылтăн сунтава хăçан та хăçан тимĕр касса суран тăвать, çанăн чухне çак Ухтивана касса суран тутăр».

«Йĕс пӳртре йĕс этем. Хăçан та хăçан йĕс этеме тимĕр касса суран тăвать, çавăн чухне çак Ухтивана касса суран тутăр...»

Ультӳç инке йĕрки-йĕркипе ылтăн этеме, кĕмĕл этеме, пăхар этеме аса илет.

Ир енне ватă шăм-шак хăйĕннех ыйтрĕ пулас, карчак тăрăхла сак çине хутланса выртса хăй те çывăрса кайрĕ. Ăна шутсăр тискер те ăнкайсăр тĕлĕк курăнчĕ. Ультӳç инке уйри утă капанĕсем патне им-çамлă курăксем пуçтарма кайнă пек. Карчăк тĕлĕне-тĕлĕне, шăши пек, типнĕ утă çеклемĕсене чăштăртаттарать.

«Мĕншĕн килнĕ-ши эпĕ кунта? Манăн çулла хатĕрлесе хуниех çителĕклĕ-çке?» — текелесе вăл ял еннелле пăхатъ те хăй мĕншĕн курăк пуçтарма килнине тинех ăнланса илет: унăн пӳртне вут хыпса илнĕ иккен.

Карчăк часрах яла çитесшĕн, анчах урисем утмаççĕ. Те тăхлан тулса ларнă вĕсене, те вĕсем çĕр çумне çыпăçнă, ниепле те ăнланаймасть Ультӳç инке.

Çĕр туртать пулĕ, ватăлса çитрĕм, çылăхăмсем нуман, — шухăшласа тăрать пек вăл уй варринче пĕччен.

Ялта çынсем кăшкăраççĕ, такам кантăксенчен шаккани илтĕнет.

Тӳн! тӳн! тӳн! янăрать хăлха анинчех пĕр вĕçĕмсĕр. Ультӳç инке вăранса куçне уçать те тĕнĕ шăтăкĕ пек пĕчĕк чӳрече патне утса пырать. Тул çутăлнăпа пĕрех. Пӳрт умĕнче çын кĕлетки палăрать. Çын чăнах та кантăкран шаккать иккен.

«Ухтиван тетĕп!... Илтетĕн-и эсĕ?»

«Вара мĕн? Кам ку?»

«Эпĕ, Шахрун... Кала Ухтивана, ашшĕне пырса илтĕр».

«Мĕнле ашшĕне? Ăçтан? Мĕн пулнă?»

«Ухтиван ашшĕне вăрра тытса çапса пăрахрĕç. Илле пичче умĕнче выртать».

Ультӳç инке чĕтрекен аллисемпе хăйă тупса çутса ячĕ те Ухтиван çине пăхрĕ. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчеç. Чирлĕ каччă пурне те илтнĕ иккен.

Нимĕн те шарламарĕ карчăк, кутник çине пырса ларчĕ те шур çӳçпе пуçне кăкăрĕ çине усрĕ.

Ярилене пытарнă хыççăн Ухтиван тата вăйлăрах аптраса ӳкрĕ. Тутисем унăн хуралса, çуркаланса пĕтрĕç, çурăмĕнчи суранĕ шыçма тытăнчĕ.

Виççĕмĕш эрне çине кайсан тин Ухтиван сĕрме купăсĕ çинчен аса илчĕ. Аса илчĕ те ăна курăнман çĕре, кăмака хыçне, кайса çакма хушрĕ.

...Иртен пуçласа каçченех Ультӳç инке ура çинче. Хуллен кăштăртатса çӳресех вăл шыв ăсса килсе апат пĕçерме те, Ухтиван суранĕсене темиçешер хут салта-салта çыхма та ĕлкĕрет. Вăл килсе кĕнĕренпе кунта та типĕтнĕ хăмла çырлипе улăх ути шăрши кĕре пуçларĕ.

Ухтиван стена çумĕнчи пĕр-пĕр пăнча тĕллет те сехечĕ-сехечĕпе куçне илмесĕр ун çине пăхса выртать. Те ашшĕ çинчен шухăшлать вăл ун пек чухне, те пĕр шухăшсăрах выртать — ниепле те пĕлеймест кăрчăк. Сисет вăл: чĕре суранне сăмах мар, вăхăт кăна юсама пултарать, çавăнпа хăй те питех калаçма тăрăшмасть. Кирлĕ япаласене янтăласа хурать те вăл картишне тухса ал ĕçе тытса ларать.

Карчăк пӳртрен тухнине курсанах ăна ял çыннисем хупăрласа илеççĕ. Хăш-пĕрисем апат-çимĕç йăтнă. Ыйтусем кашни кунах пĕр евĕрлĕ.

«Мĕнле Ухтиван сывлăхĕ?»

«Çиять-и вăл мĕн те пулин?»

«Кĕрсе курма юрать-и Ухтивана?»

«Эсир ытла нумаййăн, — тет Ультӳç инке. — Юрамасть кĕме. Кĕçех акă хăй тăрса тухать. Эп каланине ĕненмесен Мултиертен ыйтса пĕлĕр».

Ухтиван юсанса çите пуçласан тин Ультуç инке пĕрре сăмах хускатрĕ:

«Ăçта пулчĕç вара ку сурансем сан, ачам?»

Ухтиван телĕнсе пăхса илчĕ те кутник çине тăрса ларчĕ:

«Эпĕ каламан-и вара ун çинчен?.. Эп тахçанах каласа панă тесе-ха... Шахрун çĕçĕпе чикрĕ. Вĕсем варланă пыла сыхлама пырса ларнăчче те эпĕ...»

«Тахçанах каламалла пулнă, ачам. Ялта ав вуçех урăхла калаçаççĕ. Хăш-пĕрисем сана айăплама пăхаççĕ пулас».

«Мĕн тесе?»

«Илле ачипе Павăл сана хăвна вăрра тытрăмăр тесе калаççĕ тет. Лаша вăрлама кайнă пулать эсĕ...»

«Илтмен-и, инке, Ивук халĕ те кашни каçах яла таврăнать-ши?»

«Тепле-çке... Эп ял хушшинех тухса çӳрĕместеп те. Иртнĕ вырсарни кун Каççан хĕрĕпе пасара кайнине курнăччĕ пĕрре...»

Ультӳç иике сăмахне каларĕ те çавăнтах ӳкĕнчĕ. Ухтиванăн путса кĕнĕ пичĕ сасартăк кăвакарса кайрĕ. Тепĕр эрнерен тăлăх карчăк пурăнма Ухтивансем патне куçрĕ.