Таната :: Микки
Салакайăк сыснисем çулла пĕтĕм Шурча çыннисене тарăхтараççĕ. Пахча картинче сысна сăмси кĕмелĕх шăтăк пулсанах вĕсем, тимĕр пăта пек, пĕр самантра пахчана шăтарса кĕреççĕ. Çийĕнчех хăваласа кăлармасан пĕр кĕтӳ сысна пĕтĕм пахчана çĕнĕрен сухаласа тухать, хуп-хура лаптак туса хăварать. Жалобăпа çӳреме юрамасть: «çылăх». Тĕрлĕ хырçă тӳлеттерсе те тинкене илеççĕ. Сыснисене тăрантарма «Элексантăр атте» халăхран çине-çинех пиçнĕ çăкăр, çăнăх, сăсăл пуçтарать. Нумай чухне приххутри чухăнсен ачисем эрни-эрнипе çăкăр курмаççĕ. Салакайăк сыснисен умĕнче вара пуçламан çăкăрсем йăваланса выртни те пулкалать.
Анчах «турă чурисене» кирек мĕнле хĕстерсен те, сыснасене çăкăр кашни кунах лекеймест. Халăх чухăн! Çавăнпа тепĕр чухне çăкăр вырăнне йĕкел те илме тивет. Йĕкелне Салакайăк типĕтсе тырăпа пĕрле авăртса хурать те катки-каткипе пăтратни хатĕрлет.
Ним çукран нимĕр те пырать йĕп сăмсасене!
Хура кĕркунне Салакайăк хăйĕн вĕшле сыснисене вăрмана кайса ярать. (Александр Петрович чăваш сыснисене çеç усрать.) Лешсем вара мĕн юр ӳкичченех ирĕкре çӳреççĕ.
Хĕл ларсан сыснасене чĕртме хулаççĕ. Çăкар, йӳçĕтсе хунă пăтратни, йĕкел, çĕр улми, вăрман улми çитереççĕ. Вăрманĕ ку тăрăхра халăхĕнчен пуян, ĕçлесе паракансем нумай, кирлех пулсан сыснисене Салакайăк мăйăр тĕшшипепе те тăрантарма пултарать. Сыснисем çиме пăрахсан картана кирпĕч катăкĕсем хурса параççĕ. Кирпĕч катăкĕсене кăшланипе сыснасен пырĕ тата тепĕр хушă уçăлать. Вара тин вĕсене пусаççĕ те шултра шăртне татсан ĕнтеççĕ, шакăрах пуличчен шăнтса, виç-тăватă лавпа Шупашкара сутма турттарса каяççĕ.
Хурĕсене Салакайăк хутаçпа маччаран çакса самăртать. Умĕсенче вĕсен — ăшăх курите пекки (ăна та урхалăхсемпе мачча каштинчен çакса янă). Çими пулсан апатне хур çăварне патакпа та пулин чыхса тултарса тăрантараççĕ.
Шупашкара какай сутма тухнă кун Салакайăкшăн темрен те паха вара. Ăна сахалтан та çур хула паллать. Пĕри унран шăрт илсе тăрать, тепри — хур тĕкĕ. Купсасем, арман хуçисем, чăваш хушшинче чылайранпа пурăннă чиновниксем тӳрех ун лавĕсем тавра пуçтарăнаççĕ.
«А-а, Александр Петрович!..»
«Господин Архангельский! Александр атте. Халсем мĕнлерех ку чухне?»
«Сыснусен йăхне улăштармарăн-и-ха? Çук, çук, ан улăштар, юрамасть. Вара пĕтĕм клиентурăна çухататăн».
«Тур пилленĕ мăшăрун сывлăхĕ еплерех? Пиртен салам кала эс ăна. Шупашкар тĕлне манса кайрĕ пуль ĕнтĕ вăл...»
Купсасем, арман хуçисем, чиновниксем тавлаша-тавлашах Салакайăк какайне илеççĕ. Кирек мĕнле çитерсен те чăваш сысни ытлашши мăнтăрланмасть, какайĕ вара калама çук тутлă пулать. Хуплура вăл исленсе каять, анчах лечрешкеленмест, сĕтекне те пĕртте çухатмасть. Яшкара, сурăх е ĕне ашĕ пекех, шӳрпе тутине кӳрет. Чи пахи тата — вăл йунни...
Шултра йышши сысна ашне хуçасем шывак тутăллă тесе тиркеççĕ.
Салакайăк лавĕсем патне Шулашкарта ĕçлесе пурăнакан чăвашсем те пыркаласа çаврăнаççĕ.
«Какаю мĕн хак?»
«Икĕ бос».
«Пĕр пăчĕ-и?»
«Калать... Кренги».
«Ме пит хаклă?»
Кăшт эрех сыпса та шăнса хĕрелнĕ пуп вара хĕрсе кайсах тавлашма тытăнать:
«Мĕн калать? Меле хаклă? Сысная уна абат нăмай çыдармалла, билет-и çавна? Тада бильзе çыдармалла. Абат нăмай барзан, кагай ытла çамçанать, вара — дотлы мар, çынсам илмеç...»
Чăваш пуç-урасем-мĕнсем туянăть те хăй тара кĕрешсе ĕçлекен тимĕрç лаççине е армана утать.
Ĕç тытса тăмасан Александр Петрович хулара нихçан та пĕр кун е икĕ кунтан ытла пурăнмасть. Пысăк кил-йыш пуçĕ пек, вăл пĕтĕм приххут çинчен шухăшлать. Шанчăксăра тухнă çемьери пекех, хăй çук чухне унта темĕн те пулса пĕтессĕн туйăнать пупа.
Вăл телĕнмелле кун çапла пуçланса кайрĕ.
Чиркӳ хуралçи курпун Микки ирхине алли айĕпе хĕвел çине пăхса илчĕ те иртереххине кура (тĕрĕссипе каласан, тул çутăлнă-çутăлманах çум çумлама тухнă чăвашсем сулхăнла кăштах ĕçлесе юлччăр тесе) пӳрт умĕнче чĕлĕм турткаласа ларчĕ. Пĕр чĕлĕм васкамасăр сăвăрса пĕтерсен тин вăл Салакайăк пӳртне кĕрсе яланхи вырăнтан, кăмака хыçĕнчи пăтаран, чиркӳ уççине илчĕ. Ĕнер, каç кӳлĕм, Марфа Ефимовна патне Ильинкăран палла тăран икĕ усламçă майра килнĕччĕ те, каçхине хуçасем çав ятпа «Христос юнне» те сыпкаланă пулас, сĕтел çинчи черкке тĕпĕнче хĕрлĕ шĕвек курăнать. Курница алăкне çурри таран уçса хунă та, кухньăра çынсем çывăракан пӳлемри ирхи шăршпа пĕрле çĕвекленсе ларнă эрех шăрши те кĕрет.
Асат хуçнипе вăрăм ал-ураллă та пысăк пуçлă пек курăнакан Микки васкамасăр урам урлă каçса чиркӳ алăкне уçрĕ, кашни пусма кукăрĕнчех кана-кана тăрса, ӳсĕркелесе, майĕпен чансем патне хăпарса çитрĕ.
Ак ĕнтĕ лутра хура пӳртсем те, Салакайăк та, тарçă ячĕ те аяла тăрса юлчĕç. Чиркӳ те курăнмасть! Микки кунта — хăй хуçа. Вĕреннĕ çын пулнă пулсан ĕмĕрхи тарçă ăна парадокс тенĕ пулĕччĕ. Чăнах та ара: мăйĕнчи сӳсменне шалтан шала, çирĕпрен çирĕп тăхăннă пек, çын хăйне хушнă ĕçе ирĕксĕр тукаласа пырать-пырать те кĕтмен çĕртенех... ирĕке сиксе тухать. Ан тив, сахал вăхăта çеç пултăр, вăл та темрен паха.
Упăтенни пек кĕске кĕлеткине пĕр çĕре чăмăртаса, вăрăм аллисемпе урайне тĕренсе Микки çĕре хутланса ларать. Пĕр еннелле пăхать — хирсем, вăрман, таса пĕлĕт... Тепĕр енче чăваш хĕрарăмĕсем хитре сурпан пек ансăр анасем çинче çум çумлани курăнать.
Паян — вырăс эрни кунĕ, ĕçлеме юрамасть, чăвашсем çапах та ĕçе тухнă, мĕншĕн тесен вăхăчĕ çавнашкал: халĕ пĕр кун юлнине кайран çĕр кун хăваласа çитеймест. Вĕсем кĕпçе татма тухатпăр тесе каяççĕ. Салакайăка улталаççĕ.
Çулупа çапса пуп тарçи чĕлĕм чĕртет.
Чиркӳ тăрринче çех хăйне этем пек туять Микки (Микихвĕр Петрович Архангельский), Шурча пупĕн тăван пиччĕшĕ. Кунта ун çине никам та ни шеллесе, ни йĕрĕнсе пăхмасть. Уçă чӳречерен вĕрекен çил тумтир çĕтĕкĕсене хускатать, чĕлĕм тĕтĕмне çинçе ярăм пек туса яр! хăваласа тухса каять. Пуç тăрринчех кăвакарчăнсем кăлтăр-кăлтăр туса лараççĕ, хĕрлĕ куçĕсемпе хăтсăр пĕчĕк старик çине юратса пăхаççĕ. Микки çимелли мĕн те пулин сапса парсан кăвакарчăн ушкăнĕ урайне вĕçсе анать.
Пуп тарçи кунта пуп хуçи пек пулса тăрать. Кĕçех ак вăл чан çапса ярать те «Элексантăр аттене» ăшă ыйхăран вăратать...
Чиркӳ тăрринче инçетри курăнать, тахçан иртсе кайни паянхи пек аса килет...
Çамрăк чухне Микки, хăйĕн шăллĕ Сашок пекех, тӳп-тӳрĕ кĕлеткеллĕ яштака ача пулнă. Сăн-сăпат тĕлĕшĕнчен вăл пур енчен те ашшĕне хывнă: ашшĕ пекех вăрăмрах питлĕ, сарă çӳçлĕ, кулмасăр пăхакан тĕксĕм куçлă, çӳллĕ ача пулнă. Миккирен икĕ çул кĕçĕн Сашок амăшне хывнă: вăл, хĕрача пек, çаврака питлĕ те кутамас çитĕннĕ.
Те кĕçĕн ывăлĕ хăй юратман мăшăрĕ евĕрлĕ пулнăран Петр атте ытларах Миккие кăмăлланă. Ăçта та пулин çула каймалла пулсан ăна хăйпе пĕрле лартса кайнă, пасартан кучченеç-мĕн илсе килсен те тӳлек Миккие ытларах лекнĕ.
Ун вырăнне Сашокпа амăшĕ килте вăрттăн хăналанма юратнă. Аслă ывăлĕпе упăшкине яшка пекки-мĕн çитеркелесе хапхаран кăларса ярсанах, çу кунĕ пулсан, Сашок амăшĕ чăх йăви патне улăхса кайнă, тул çăнăхне вĕтĕ алапа алласа икерчĕ лăканă, нӳхрепрен хăймапа услам çу илсе тухнă.
Арçынсем ĕçрен таврăннă çĕре пĕчĕк Сашокпа амăшĕ вырăн çинче канса выртнă.
«Çикелĕр çавăнта мĕн те пулин. Уйран та йӳçĕхсех кайманччĕ-ха...»
Яланах ĕç патĕнче тăрмашса çӳрекен Миккие ашшĕ пĕррехинче атă илсе панă.
Сашок тарăхса кайнă. Унăн Миккие тытса хĕнесси килнĕ, анчах хĕнеме вăйĕ çитмен, аттине вăрласа мĕн те пулин тăвасшăн пулнă, Микки аттине вăрлаттарман: вăл ăна кашни каçах пуçелĕк айне хурса çывăрнă.
Шăллĕ тарăхнине кура Микки ăна тата ытларах кĕвĕçтернĕ. Кашни утăмрах пĕшкĕне-пĕшкĕне аттине сурчăкпа тасатнă, çисе ларнă чухне сĕтел айĕнче шăллĕ ури çине пуснă...
Ĕçрен ĕшенсе килнĕ Микки пĕр каçхине лупас тăррине утă çине хăпарса выртнă та часах çывăрса кайнă. Тахçанах çавна кĕтсе пурăннă Сашок чĕн пушă илсе хăпарнă та пиччĕшне пит урлă туртса çапнă. Сасартăк хăраса ӳкнĕ Микки малтан сиксе тăрса пуçне сарай тăррине çапăнтарнă, унтан вĕрлĕксем хушшипе ут витине персе аннă.
Пĕр çул иртсе кайнă. Утсем таптаса амантнипе асат хуçса лартнă Микки тухтăр патĕнчен килне таврăннă. Халь ĕнтĕ ăна им-çамсемпе сиплени те, мунча хутса çемçетсе тăсса тӳрлетме хăтланни те — нимĕн те пулăшайман.
Сашок вĕренме тытăннă, Микки килте ларнă, вăй çитнĕ таран ашшĕпе амăшне пулăшнă, кашни пусне упраса шăллĕ валли укçа пуçтарнă.
Лешĕ вĕренсе тухсан вĕсен ашшĕ кĕçĕн ывăлне чĕнсе илнĕ.
«Ну, ывăлăм, итле пĕре. Эсĕ чылай вĕрентĕн ĕнтĕ, инçе кайрăн. Акă сана пиччӳ. Тупа ту ху ватăлса виличченех ăна пăхса усрăп тесе... Хăвах куратăн — вăл хăйне хăй тăрантарса усраяс çук. Пулăшкалĕ сана».
Сашок (ун чухне ĕнтĕ «Александр атте») турăш умĕнче тупа тунă. Çапла Микки хăй шăллĕн тарçи пулса тăнă. Чуралăха кĕрсе ӳкнĕ.
Вĕсем Шурчана та пĕрлех килнĕ. Анчах курпун Микки пупăн пиччĕш иккенне приххутра никам та пĕлмест. Ун пирки Александр Петрович Архангельскипе Микихвĕр Петрович Архангельский — шăллĕпе пиччĕшĕ — тахçанах калаçса татăлнă ĕнтĕ.
«Эсĕ ман пичче иккенне турă та эпир иксĕмер çех пĕлер, юрать-и, Микки? Мĕне кирлĕ сана ун çинчен халăха пĕлтерсе çӳреме? Сана апла та, капла та пур пĕрех, манне — ята яма пултарать. Пурăн ман патра ху виличчен, ĕçле, çи... Ан тив, çи-пуç таврашĕ те санăн тарçăнни пекрех пултăр ĕнтĕ, атту сисме пултарĕç. Çынна çи-пуç мар, чунĕ илемлетет...»
Ирĕккĕн-и, ирĕксĕр-и — Микки килĕшнĕ. Сайра пĕрре çех тахçан иртнĕ ĕçе аса илсе вăл пӳрт тулли хăна-вĕрле умĕнче шăллĕне хăраткаласа пăхнă:
«Эпир санпа пĕртăвансем вĕт, Александр атте...»
Салакайăк васкасах енчĕкрен укçа кăларнă:
«Турă умĕнче эпир пурте пĕр тан, пĕртăвансем... Ме, кайса савăн эсĕ те уяв ячĕпе...»
...Микки тăрса пысăк чан чĕлĕхне хускатрĕ.
Тан! кĕрлесе кайрĕ те пăхăр сасси ĕçри çынсен чĕрине шартах çурса пăрахрĕ. Шавлă чанасемпе кăвакарчăнсем сывлăша çĕкленчĕç. Тан! янăрарĕ те чан иккĕмĕш хут, н... н... н... туса тăракан сасă чĕтренсе майĕпен тавралăха сапаланчĕ.
Тан... н... н!..
Кĕстерек çулĕ çинче, Çĕньял улăхĕнче, Шурча урамĕсенче çынсем васкаса утни курăнчĕ. Карчăксем пуçĕсене сурпан сырнă, шап-шурă тăхăннă, пысăк хура ураллă. Стариксен кĕпи-йĕме те чăлт шурах, кĕпи аркисем вăрăм, кашни ярса пусмассеренех лăстăр-лăстăр-лăстăр силленсе пыраççĕ. Стариксем уйрăммăн утаççĕ, чĕлĕм туртаççĕ.
Хыçалта — çамрăксем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...