Таната :: Хăвалăхра
Савтепи Ухтивана, ĕлĕк ял ачисемпе пĕрле выльăх çитерме çӳренĕ вăхăтсенчи пекех, кăшт шăпăтирех те ырханкка пулассăн туйăнатчĕ. (Яла таврăннă каç пулса иртнине вăл çурма тĕлĕк пек кăна астуса юлнă.) Пĕчĕккĕ чухне вĕсем арçын ачи-хĕрачи пĕрле вылянă та пĕрле тӳпелешнĕ. Тĕркĕшӳ-çапăçура Савтепи хăйĕнчен аслăрах ачасене те парăнман. Çĕнтерессе ĕнтĕ, паллах, пуринчен ытла вăйсăррисен «хĕç-пăшалĕпе», — шăлпа та чĕрнепе çĕнтернĕ пулĕ.
Ӳсерехпе вăл тасалса, хитреленсе кайнă, анчах пĕвĕ-сийĕпе çаплах йăнкăл-янкăл пулнă-ха...
Ялта эрне ытла пурăнса та Ухтиван Савтепие кăнтăр çутипе пĕрре те курманччĕ-ха. Халĕ, хăва тĕмĕсем хыçĕнчен чăлт шурă кĕпеллĕ яштака хĕр тухса тăрсан Ухтиван тĕлĕнсе тăпах чарăнса тăчĕ.
Савтепи те чарăнчĕ. Те вăл таçта хăнана кайнă пулнă, сывланипех хуллен чăнкăртатса тăракан кĕмĕлле йывăр тухьяпа, умне те çанни вĕçĕсене тĕрленĕ катан пир кĕпепе. Çинçе пилĕкне вăл хăва туни тĕслĕ шараç пиçиххипе туртса çыхнă та хăй те пиçнĕ хăва хулли пекех курăнать. Анчах вăл ырхан мар, шăп кăна сарăлса çите пуçланă кĕлеткеллĕ. Хăй куллен-кунах çитĕнсе улшăнса пынине Савтепи хăй те хăнăхса çитеймест пулас-ха, кĕпи айĕнчен чăп-чăмăррăн палăрса тăракан çӳллĕ кăкăрне вăтанса шурă аллипе хупланă пек тунă. Апла хăтланнипе вăл ăна пытарма мар, пăхас мар тенĕ çынсене те ирĕксĕрех унталла пăхтарать. Нӳрĕ тути ун халь кăна такам чуп туса кайнă хыççăнхи пек кăшт уçăлнă. Пушăрах кăвак куçĕпе вăл çак самантра ăша кĕрсех пăхать, таçталла чĕнет-йыхăрать, ура умне ӳксе сарăлса выртать... — кирек мĕнле ăнлан. Ăс-тăнĕпе туйăмĕнчен маларах унăн ӳчĕ вăраннă пулас, е вăл хăй çавнашкал чарусăр-ши... калама хĕн.
Кирек мĕнле пулсан та вăл çав тери хитре, çав тери ăмсанмалла сăнлă!
Тĕлĕнсе те аптраса пăхса тăракан Ухтиван хăвалăхалла тĕллесе кăтартрĕ.
«Кĕрсе курмастпăр-и пирĕн утара?»
«Утарах пулса кайнă-и унта сирĕн?» — терĕ те Савтепи пĕлмĕш пулса çуталса тăракан ытарма çук куçĕсене хĕссе вăрăм куç хăрпăкĕпе хупларĕ.
«Чăн-чăн утарах, — терĕ Ухтиван хĕр сăмах хушнипе хăюланса. — Тăватă юпа та икĕ çĕрĕк купа... Кур-ха кĕрсе».
Кăвак хуппи уçăлнă евĕр, Савтепи куçне чарса каччă çине чăр пăхрĕ те, хăйне мĕншĕн унта чĕннин вăрттăн пĕлтерĕшне ăнланнă пек, çапах та нимрен те хăраман пек, каварлăн йăл кулса илчĕ. Вара çаврăнчĕ те хитрен авкаланса утаралла утрĕ.
Вĕсем Яриле мучи такăрлатнă ансăр сукмакпа пĕчĕк уçланка тухрĕç. Кĕрсенех сулахай енче хăваран авса тунă çатан лупас ларать. Шаларах, çерем лаптăкĕнче, хурт-хăмăр куçăхасран юпа тăрне çакса янă лаша пуç шăмми, икĕ каска вĕлле; хурлăхан тĕмĕ, имшеркке шурă чечексем... Лăстăр! вĕçсе килчĕ те хиртен вĕри çилĕ хăва тăрринчи куштарканă çулçăсене хускатса хăварчĕ. Пуçĕсене уснă чечексем ăна сиссе те юлаймарĕç.
Савтепи уçланка урăх тĕспе çутатса ячĕ тейĕн, Ухтиван таврари япаласене пĕрремĕш хут курнăн алчăраса пăхса тăрать. Киле таврăннă каç тĕл пулни ăна ĕненмелле мар тĕлĕк пек туйăнать. Нивушлĕ çак уйăх çинчи пике мана ыталанă! — тет те вăл кăмăлĕ тулнипе ним тума та пĕлмест. Тата ăшĕнче хăй хевтесĕрринчен те тĕлĕнет. Мĕншĕн вăл вăтанса, çĕр тĕпне анса кайса тăрать-ха, Савтепи вара çав-çавах хăюллă, çав-çавах мăн кăмăллă?
«Кĕрсе ларма юрать-и унта? — терĕ те Савтепи Ухтиван каласса кĕтмесĕрех лупас еннелле утрĕ. — Паян эпĕ кунĕпех хĕвел çинче çӳренĕ те, пуç ыратать. Хуртсем сăхасран та хăратăп».
«Вĕсем сана сăхма хăяймаççĕ». — Ухтиван хĕр хăй çине ăшă куçпа çаврăнса пăхнине курса хăй вырăнлă сăмах каланине сисрĕ. Вăл лупас айне хĕртен маларах пĕшкĕнсе кĕрсе алăк патне каска пукан илсе лартрĕ.
«Кил, лар, Савтепи. Эпĕ кунта хăнăхса çитмен те хама та хăна пек çеç туятăп-ха».
Хĕр пукана аллипе шăлса тасатнă пек турĕ те унта лармарĕ, кĕпи аркине хыçалтан кăшт çĕкленĕ пек туса шалти çатан кутник çине кайса ларчĕ.
«Алăк патĕнчен пăрăн-ха эс, Ухтиван. Ытла пĕр сывлăш та çук».
«Тулти сывлăшĕ уçăлтарĕ тетĕн-и?»
«Тен, çил вĕрсе кайĕ».
«Кĕт-ха эс çилне. Вĕрсен те вĕри сывлăш кăна вĕрет. Кунта луччĕ уçăрах».
«Чăнах та аван сирĕн кунта. Çĕр урай... улах. Лайăх вырăн тупнă Яриле мучи».
«Эп кунта кашни кунах килсе ларатăп. Ӳлĕмрен эсĕ те улаха кил», — терĕ те Ухтиван хăй хăюлахĕнчен хăй тĕлĕнсе хĕр тарăхса тухса каясса е ура çине те пулин сиксе тăрасса кĕтсе пукан çинчен çĕкленчĕ.
Савтепи çилленме мар, кĕпи аркине ик енчен ик аллипе тытса ластăр силлерĕ те тата лайăхрах вырнаçса ларчĕ, урисене пĕчĕк ача пек суллакаласа илчĕ:
«Мĕншĕн ӳлĕмрен? Эпĕ халех килтĕм ак».
Ухтиван каялла пукан çине ларма кăна ăс çитерчĕ.
«Ăшă пыл татса парас мар-и сана, Савтепи?»
«Кашни килмессерен пыл çисен кĕркуннеччен мĕн юлĕ?» — терĕ Савтепи кулкаласа.
Ухтиван хăйне халиччен çыхса тăнă япалана сирсе пăрахнă пекех туйрĕ ку сăмахсем хыççăн. Эппин, таврăннă каçхи тĕлпулу та тĕлĕк мар! Вăл Савтепи сăмахĕсемпех каласа хучĕ.
«Мĕншĕн кашни килмессерен? Пĕрре алла илениччен çитерес те — çитĕ те».
Ку сăмахсем те ытлашши пулмарĕç.
«Çук, ӳлĕмрен валли хăварăпăр, — терĕ Савтепи. — Лайăххи пĕрмаях валта илĕртсе тăтăр. Ăçта сан юлташу?»
«Мĕнле юлташ?»
«Ара, Ивук?»
«Ун пек юлташсем...»
«Ĕлĕк пĕр-пĕринчен юлмастăрччĕ-çке».
«Вăл ĕлĕк пулнă çав. Халь чун туртмасть ун енне».
«Ак тата. Мĕншĕн?»
«Пĕлместĕп... Кăмăл сивĕнчĕ».
«Вуçех те калаçмастăр-и вара пĕр-пĕринпе?»
«Калаçасса калаçатпăр та... Вăл кунта та кашни кунах чупа-чупа килекенччĕ те-ха, халь вулăса кайнă тет пулас. Тиеке кĕме хăтланса çӳрет».
«Ун пек ĕçсене халь эсĕ те пултаратăн пуль ĕнтĕ, Ухтиван? Сана вырăсла ăста теççĕ».
«Тур хăтартăр, Савтепи. Ун пек вырăна эпĕ тем парсан та кĕместĕп. Ман хам ĕçех лайăх».
«Сĕрме купăс-и? — Савтепи Ухтиван çине юратса пăхрĕ те кулса илчĕ. — Хырăм тăранмасть-çке унпа. Патăн-и-ха юсама? Мĕнпе тӳлесе татмалла-ха ман ăна çĕмĕрнĕшĕн?»
«Туйна чĕнетĕн мана».
«Туйĕ нихçан та пулмĕ те вăл... Кĕт-ха эс ăна».
«Мĕнле пулмасть тет, пулать. Кĕр мăнтăрĕпе ак шутсăр чаплă туй туса ирттерĕпĕр».
«Атте калать: нимле кĕр мăнтăрĕ те пулмасть тет. Тырăсем йăлтах çунаççĕ ав. Пирĕн тĕле выçлăх хыççăн выçлăх килчĕ... Тепĕр енчен тата такама кирлĕ пуль эпĕ. Маншăн пулсан карта юпи те мăшăрлă ларать».
«Пăртак мухтанма та пултаратăн иккен эсĕ, Савтепи. Сан пек хĕрсем те çапла калаçа пуçласан вара».
«Мĕнле хĕр вара эпĕ раснах?»
Мĕн каламаллине шутласа Ухтиван хăй умĕнче ларакан хĕр çине пăхса илчĕ. Чăн та, ытла та хитре иккен Савтепи. Сĕрме купăсăнни пек çинçе пилĕклĕ, яштака пӳ-си, чăнкăр-чăнкăр шӳлкемепе витĕннĕ çӳллĕ кăкăрсем, илемлĕ тӳре сăмса. Хĕвел пайăрки пек йăлтăртатса тăракан сарă çӳçĕ унан тухйи айĕнчен çамки çине усăнса аннă. Пысăк кăвак куçĕсемпе хăй çине пăхсан Ухтиван сасартăк çӳçенсе илет, чĕри сиксе тухас пек тапа пуçлать... Çук, ку хĕр çинчен каласа пама ыйтсан Ухтиван тытĕччĕ те купăсне янратса ярĕччĕ. Вара унта малтанхи юратăвăн асапĕсем те, сăмахпа каласа пама çук шухăшсем те илтĕнĕччĕç. «Мĕнле хĕр вара эпĕ раснах?» Чăнах та, мĕнле хĕр-ши вăл Савтепи? Ăçтан тупăннă ун пек тĕлĕнтермĕш хĕр Шуркассииче?»
«Эсĕ-и? — терĕ те Ухтиван Савтепи çумне куçса ларчĕ. — Эсĕ ху пек хĕр, урăх никам пек те мар. Виçĕ çул хушши тĕнче касса çӳресе те эпĕ сан пек хĕр ниçта та курман... Курас та çук...»
«Ӳлĕмрен те-и?»
«Ӳлĕмрен те курас çук. Ĕмĕрне те!.. Эсĕ пĕртен-пĕр çак çут тĕнчере».
Савтепи пуçне чикрĕ те нимскер те чĕнмест. Хĕвел каç енне сулăннă. Арша пек йăсăрланакан пăчă сывлăшра пыл хурчĕсем вĕçеççĕ, нăрăсем пăнлатса ирте-ирте каяççĕ.
Хурлăхан тĕпĕ пуçне чикнĕ те каçхи сулхăна кĕтсе ла-рать. Уçланкăри çерем çинче хăва турачĕсем хушшипе ӳкекен хĕвел пайăркисем вĕлтĕртетеççĕ, чечексем çине ӳксе симĕссĕн-кăваккăн, шуррăн курăнса хыпа-хыпа илеççĕ. Сывлăшра пыл шăрши кĕрет. Уçланкă хĕрринчи авăнчăк вĕлле умне чĕрĕп тухса ларнă. Вăл сысна çуринни пек шĕвĕр сăмсине каçăртса вĕлле çине пăха-пăха илет, шăршлакаласа çӳллĕ курăка чăштăртаттарать. Уçланкăра та, ăшра та çав тери тӳлек, канăçлă. Вăхăт чарăнса ларнă пек, иртни те, пуласси те хăратмасть чĕрене. Темĕнле лĕп юхăм. Шăнкăртатса, ачашшăн тĕкĕнсе, çупăрласа темскер юхать.
Те шыв вăл, те сывлăш...
Сылтăм аллипе Ухтиван Савтепи пилĕкĕ çине хурать. Унăн сулахай алли те мал енчен Савтепи пиçиххийĕ çине ӳкет. Алăсем пĕрлешеççĕ. Хĕр пуçне тата аяларах усать. Кĕлетки леш еннелле туртăнать. Анчах хуллен, вăйсăррăн... йăлашăн çеç.
«Хăнана кайнăччĕ эпĕ... акка патне... Ытла çывăха ан лар-ха эсĕ, санран вĕри çапать».
Анчах хăй каччă çумнеллех тĕршĕнет-çыпăçать. Хул урлă уртса янă тутăрĕ çĕре сĕвĕнсе ӳкет.
«Чунăм! Чĕкеçĕм... Ылтăнăм».
«Ухтиван-ан! — илтĕнет çав самантра Ивук сасси хăвалăхран. — Ухтива-ан! Ăçта эсĕ?»
Савтепи сасартăк сиксе тăрса хăвасем хушшинелле кĕрсе каять. Вăл хускатнипе силленсе юлнă хăва турачĕсем лăпланма та ĕлкĕреймеççĕ, лупас умне Ивук тухса тăрать.
«Ухтиван, савăн! Тиеке кĕтĕм. Ыран ĕçлеме тытăнатăп».
Çатан кутник çинче ларакан Ухтиван хускалмасть те, чĕнмест те. Ивук лупас айне утса кĕрет. Чăнкă тăрăллă карттус тăхăннипе ахаль те тĕлĕннĕ пек пăхакăн пичĕ унăн хале чăннипех те тĕлĕне пуçлать.
«Хă, эс... темле тутăр выртать... Хăй те хĕрелсе кайнă. Ку мĕне пĕлтерет?»
Ухтиван кутник çине тăсăлса выртать, пичĕпе стена еннелле çаврăнать.
«Тăхта-ха, кам тутри ку, Ухтиван? Мĕншĕн вăл çĕрте выртать?»
Ухтиван тăмасăрах аллине тăсса тутăра карт туртса илчĕ те пуç вĕçне хучĕ.
«Кай, ан чăрмантарса çӳре. Манăн çывăрас килет».
Ивук чĕррĕн те ĕненмесĕр пăхкаласа лупас тавра çаврăнчĕ; Итлекелесе тăчĕ те лупаса кĕрсе хăй те Ухтиван çумне тĕршĕнчĕ.
«Ничава, — текелерĕ вăл ӳкесрен аллипе çĕртен тĕренсе. — Иртсе кайĕ-ха çиллӳ-пăшшу. Вара пирĕн пата кайса сăра ĕçĕпĕр... Ĕçмесĕр ара! Мĕнле савăнăç пулать те. Ничава!»
Анчах вăл пуçне те хума ĕлкĕреймерĕ, Ухтиван тапса хирнипе лач! туса çĕре персе анчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...