Тутимĕр :: ÐккÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Тяпук
Тавсъе! Тавсъе! Черкке тӳнтертĕм.
Эп хам тӳнмерĕм. Ха-ха-ха!
Курак
Тăхта, тăхта!
Тяпук
Тавсъе, тăхлачă!
Курак
Ах, турă! Çулăхрĕ инкек.
Хĕре çураçнă, сăрине
Эс те астивнĕччĕ пулас.
Тяпук
Мана чĕнмен. Аван чухне
Кирлех-и ман пек катăк пуртă?
Инкек çитсен, хăта та эпĕ,
Юлташ та, çывăх хурăнташ.
Курак
Туй умĕн хĕрĕме Тутимĕр
Çаклатнă. Пулăш-ха илме!
Тяпук
Мана мĕн? Туйĕ пултăр çеç.
Те çăпата, те йывăç алтăр, —
Пулать эрех — мана пĕрех.
Хисеп, манран тавсье, Тутимĕр!
Авлан та, пултăр арăмун
Пĕр пичĕ — уйăх та, тепри —
Хăвел. Ача-пăчаллă пулăр,
Капанăрсем анкартинче
Çĕкленчĕрех ултшар ураллă,
Урпа сăри куркасенче
Çăра хăмăр хăмлаллă пултăр.
Пехил, Тутимĕр!
Курак
Ых, шуйттан,
Манран ыйтмасăр пехиллет.
Така шăмми карланкуна!
Чемей кĕрет.
Чемей пичче, чар ывăлна!
Тутимĕр
Атте, аван-и? Сывă-и?
Çӳçӳ хураччĕ, халь — кăвак.
Чĕнместĕн. Хăвăн ывăлна
Паллатăн-и?
(Хулĕнчен силлесе)
Тутимĕр — эпĕ.
Атте! Атте!
Чемей
А-а...
(Çăварне уçса кăтартать.)
Тутимĕр
Чĕлхесĕр...
Кам каснă чĕлхине?
Сасăсем
Улпут.
Тутимĕр
Атте, ан макăр! Ывăлу
Чĕлхеллĕ. Çакă хĕçĕмпе
Калаçăп эпĕ улпутпа.
(Хĕçне кăларса суллать.)
Туссем, йĕнерлĕр утсене!
Тяпук
Пуçланчĕ туй. Шап-шур пĕркенчĕк
Юнланĕ-ха, Курак инке.
Халăх кĕрлет. Курак ĕсĕклесе макăрни илтĕнет.
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...