Кĕмĕл кĕпер :: Астул тытасси — алхасасси мар
Çапла вара Ылттăнпик тăрăшнине кура анăçри вырăссем тăшманран туссем пулса тăчĕç. Ку вара Ылттăнпике хăйен пĕтĕм вăйне монголсене хирĕç çапăçас çĕре яма май туса пачĕ.
Çакăн çинчен шухăшласа пычĕ Ылттанпик юратнă хĕрĕпе тата юратнă кĕрӳшĕпе пĕрле аслă çеçенхирпе хĕвеле хирĕç пынă чухне.
Юратнă хĕрĕ калаçма тытăнни патшана шухăшĕсенчен пăрчĕ:
— Атте, монголсем тепре тапăнса килес пулсан та вĕсене ĕлĕкхи пек чикĕ хĕрринче кĕтсе илмелле! — хыттăнах кăшкăрса каларĕ темшĕн халиччен чĕнмесĕр пынă Ылттăнчеч. — Чикĕ хĕрринче эпир вĕсене икĕ хутчен те çапа-çапа çĕмĕртĕмĕр!..
Чăнах та, хăй патшана ларнă çулах Ылттăнпик мальенчен тапăнса кĕнĕ монголсене чикĕ хĕрринчех ним юлми çĕмĕрсе тăкнăччĕ. Ун чухне пĕрремĕш хут хăй упăшкипе Пачманпа пĕрле хаяр çапăçура Ылттăнчеч те пулнăччĕ. Патша вара, монголсем кунпа çеç лăпланса лармассине пĕлсе, пĕтĕм çĕршыва аслă тетĕшĕ пекех çĕнĕрен çиреплетме тытăнчĕ. Чи малтан вăл тепĕр хут пăлхарсен хапăлхине туса йĕркелерĕ. Пĕтĕм хапăлхине вара икĕ пая уйăрчĕ: пĕри - амрит, хулăм кӳпеллĕ, сапарлă, йывăр кăраллă утлă çар; тепри - миккит, çунатлă юланутçăсен çарĕ. Çапăçу вăхăтĕнче миккитсем тăшмапа çĕмренсемпе переççĕ, амритсем вара йывăр алтаспанĕсемпе весен ĕречĕсене çĕмĕреççĕ.
— Виçĕ хутчен тапăнса кĕчĕç монголсем, кашнийĕнчех эпир çĕнтертĕмĕр, — савнă арăмĕ çине пăхса кăшт мухтанса илес тенĕн каларĕ Пачман.
Чăнах та, мальенче çĕмĕрсе тăкнă хыççăн та лăпланмарĕç монголсем. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем Атăлçи Пăлхарстана тепре тапăнса кĕчĕç. Ылттăнпик хăйĕн хапăлхипе ку хутĕнче те тискер тăшмана çĕршыв чиккинчех çĕмĕрсе тăкрĕ.
— Татах тапăнса кĕрес пулсассăн, эпир вĕсене татах çĕмĕрсе тăкатпăр, — хавассăн каларĕ Ылттăнчеч. — Тĕрĕс калатăп-и, Пачман?
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ савнă мăшăрĕпе Пачман.
— Çапла пултăр тесе ĕнтĕ эпĕ сире çак текĕртпе чикĕ хĕррине тăрататап та, — терĕ патша та.
3
Пачманпа Ылттăнчеч текĕрчĕ Уй шывĕ хĕррине вырнаçнă хыççăн патша Сакмар юханшывĕ хĕрринчи çарсемпе çирĕплетнĕ вырăнсене пăхма тухса каяс терĕ. Анчах çула тухма ĕлкĕреймерĕ: ир-ирех тапăра Пӳлертен патша аккурчĕ вĕçтерчĕ çитрĕ.
— Хыпар! Хыпар! Лайăх хыпар! — учĕ çинчен анмасăрах кăшкăрма тытăнчĕ вăл. — Савăнăр пурте! Савăнăр! Кăнар-тикки! Канар-тикки çуралчĕ! Аслă патша ывалĕ - кăнар-тикки!
Ку сăмаха илтсен, пĕтĕм эккелсем юрттăсенчен чупса тухрĕç. Шăв-шава илтсе, Ылттăнпик те урамалла васкарĕ.
— Суюнче, суюнче! — кĕтсе илчĕ ăна аккурт. — Элпике аккурчĕ эпĕ. Элпике пире кăнар-тикки çуратса пачĕ.
Ылттăнпик инçе çула тухнă чухне Айраслу элпике хĕрĕх чĕрнеллĕ, ыран-паян çуратмалла юлнăччĕ. "Ывăл пулать", — тенĕччĕ вăл савнă мăшăрне.
"Йăнăшмарĕ эппин, — савăнса шухăшларĕ патша. — Кĕçĕн кăнар-тикки çуратса пачĕ..."
Халь ĕнтĕ Ылттăнпикĕн виçĕ ача. Асли — Ылттăнчеч, ытарайми амаçын-пике. Иккĕмĕш ачи - ывăл, аслă кăнар-тикки, Тутимĕр, саккăрта пырать. Вăл — чăн-чăн паттăр пулса ӳсет. Халĕ, эппин, кĕçĕн кăнар-тикки те пур. Арăмĕпе малтанах калаçса татăлнăччĕ вĕсем, кĕçĕн ачи ывăл пулсан Янтукан ят хуратпăр тенĕччĕ.
Çак ырă хыпара илтсен, Ылттăнпик вара тĕрлĕ çĕрсене пăхса çӳрес шухăшне пăрахăçласа, çав кунах аслă хулана Пӳлере тухса каяс терĕ.
— Кĕçĕн кăнар-тиккине, Янтукана, курмалла! — тере вăл хайне-хăй васкатса.
Чăнах та, патшан частарах килне çитмелле, çĕнĕ кайăка хăйĕн вăйлă аллисемпе йăтса илсе учăкка тумалла та пĕтĕм халăха кăтартса кĕçĕн кăнар-тикки те пуррине пĕлтермелле. Атăлçи Пăлхарстан патшин йăх-шывĕ малалла тăсăлать, астула кама шанса памалли пур...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...