Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
Çавăнпа ку таврари халăх — ватти-вĕтти-мĕнĕпе — çĕртме уйăх вĕçĕнчен улăха куçать. Кунтах çĕр каçаççĕ çынсем, кунтах апатланаççĕ. Утă çулнă чух килтех çăпата тума вĕренеймен арçын ача та, халиччен ĕне суса курман хĕр ача та аллине çава тытать. Вилме хатĕрленнĕ стариксем те чăтса тăраймаççĕ улăха анмасăр, чунĕсемпе çамрăкланса иртен пуçласа каçчен çава туптаççĕ.
Чăн-чăн уяв вăл утă çулнă вăхăт. Пĕчĕккисем кунтăкĕ-кунтăкĕпе çĕр çырли, хурăн çырли йăтаççĕ, пысăкраххисем лашисене шыва кĕртеççĕ, пулăçсем ăмăртса пулă тытаççĕ. Хĕр-упраçсем кунĕпе ĕçлесе ывăннă пулсан та çыврас умĕн кăшт та пулин вăйă каласа илеççĕ. Купăсçă купăсне манса хăварман киле, халап-юмах ăсти хăйĕн юмах хутаççине манса хăварман.
Халиччен, уйрăмах вăрçă çулĕсенче, ку енчи чăвашсем çава-лапатка, тыр вырнă чух вара çурла çитменнипе хăшкăлатчĕç. Вĕсене илме Спаскавпа Ватрас пасарĕсене каяс — ытла аякра, усламçăсем сутса çӳренине сыхлас — ик-виç хут хаклăрах ыйтаççĕ. Кăçал çава-лапатка çитрĕ пулас, тен, хăш-пĕрисем кирлĕ те пулмарĕç курăнать. Илсе тухасса пурне те илсе тухрĕç çынсем çавасене, анчах вĕсем валли ĕçĕ пит сахал пулчĕ.
Калаçса татăлнă кун Аттеней хăйĕн юпах тихине утланса Сăр хĕррине ир-ирех анчĕ. Таврара никам та çукчĕ-ха, каçă патĕнче çеç пĕр çын шалçа тытса тăратчĕ. Çывăхарах çитрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ — çынни аллине сăнă тытнă стрелец пулса тăчĕ. Леш еннелле каçмалла-ши унăн е хурала янă ăна? Аттеней каçă кимми çӳренипе çӳременни çинчен ыйтрĕ.
— Çӳремест, — сиввĕн тавăрчĕ стрелец. — Леш енне каçармаççĕ. Эс утă çулма каясшăнччĕ-и?
— Утă çулма çав.
— Юрамасть. Сире унта утă çулма чарнă.
— Кам чарнă? Ĕмĕр-ĕмĕр çолнине кăçал ма çолмалла мар поль вара?
— Вăл улăха мăнастире панă. Ялта пĕлтермен-и сире?
— Пĕлтермен, — терĕ Аттеней. — Кам шутласа кăларнă ун пек саккона?
— Чулхуларан хут килнĕ тет. Эп пĕлместĕп. Кайса ыйт, — калаçасшăн та пулмарĕ стрелец.
Часах каçă патне Аттеней арăмĕ чупса çитрĕ. Ун хыççăн ял çыннисем умлă-хыçлă анма, пĕрерĕн те икшерĕн пуçтарăнма тапратрĕç. Çыран хĕрринче кăшкăрашу, тĕрткелешӳ пуçланчĕ.
— Мĕн калаçса тăратăр çав стрелецпа! Тытăр та перĕр ăна шыва!
— Эй, тамаша! Ал айĕнчи çарана туртса илесшĕн!
— Мĕнле мăнастир çинчен калаçаççĕ çак? Мăнастир тени çук-çке пирĕн?
— Ĕмĕрех эпир çулнă, ӳлĕмрен те çулатпăр.
Хĕрарăмсем нимрен ытла арçынсене вăрçрĕç.
— Ку таранччен кайса пĕлмен леш енне, мур илесшĕсем!
— Манахсенчен хăраса ӳкрĕр-им? Мĕн ку енчех тытатăр пире? Тупса килĕр часрах темиçе кимĕ!
Арçынсем чăнах та самай пысăк кимĕ тупса килчĕç. Паттăртараххисем стрелец вăрăм сăннипе хăлаçланнине пăхмасăр леш енне каçса кайрĕç. Унта вĕсене хирĕç хӳшĕрен тепĕр стрелец тухрĕ.
— Кам хушнă сире ку енне каçма? Каялла çул тытăр! Юрамасть мăнастир утине çулма.
Ун патне Якăпта пырса тăчĕ.
— Ан çухăрсам, стрелец, — терĕ вăл. — Пĕччен пуçпа пирĕнпе ан çапăç. Унсăрăн хĕрарăмсем сана ним мар шыва ывăтма пултараççĕ.
— Молчать! Кайран эсир куншăн явап тытатăр! — парăнасшăн пулмарĕ стрелец.
— Явапне тытăпăр ăна. Анчах эс айккинелле пăрăн, ан шарла. Эпир çын утине мар, хамăрăнне çулатпăр.
Пĕртен-пĕр кимме леш енне каялла ячĕç. Часах çава-сенĕклĕ пĕтĕм халăх — хĕрарăмĕ-арçынĕ — юхан шыв сулахай енне каçрĕ. Инкек-синкек пуласран ачасене çеç хăйсемпе илес мар терĕç.
Каçă патĕнче хуралта тăнă стрелецсем çапах та чăвашсем вĕсене итлемесĕр улăха каçни çинчен Кăрмăша кайса пĕлтернĕ иккен. Кăнтăрла тĕлĕнче, темиçе ял çынни хĕрсе утă çулнă вăхăтра, улăха пилĕк юлан ут пырса çитрĕ. Кăсем ĕнтĕ ахаль стрелецсем мар, тӳре-шара çыннисем пулчĕç. Вĕсене курман пек пулса çав-çавах утă çулакан халăх ку çынсем хушшинче пуçне тем çӳллĕш хура калпак тăхăннă священник пуррине те асăрхарĕ.
— Мĕн хăтланатăр эсир, явăлсем? — кăшкăрса ячĕ ушкăна ертсе килнĕ çар çынни учĕ çинчен сиксе анса. — Кам хушнă сире ку çарана çулма?
Ăна сăмах чĕнекенни пулмарĕ. Вĕсем патне пĕчĕккĕнех арçынсем — ялсенчи ятлă çынсем — пуçтарăнчĕç. Пĕрер сăмахăн, пĕрер сăмахăн перкелешсе илнинчен асар-писер тавлашу пуçланса кайрĕ.
Малтан ял çыннисем пĕлмене печĕç, никам та каламан пире ку çаран мăнастир аллине куçни пирки терĕç. Вара харкашăва священник хутшăнчĕ.
— Суяççĕ, суяççĕ, çĕрпӳ, ан итле вĕсене, киремете ĕненекенсене! — терĕ вăл. — Воевода грамотине пур ялта та вуласа панă. Кунта та килнĕччĕ подьячий.
— Ку çаран ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн пулнă, эпир ăна никама та памастпăр! — священник умне хăюллăн тухса тăчĕ Якăпта. — Нимле грамотăна та йышăнмастпăр эпир. Саккунлă япала мар вăл воевода грамоти! Хăй тĕллĕн мĕнле туртса илме пултарать воевода пирĕн ана-çарана?
— Мĕнле саккунлă мар? — ун еннелле сиксе укрĕ вырăс çĕрпĕвĕ. — Кам грамоти саккунлă апла сирĕншĕн? Кăрмăшри приказ ячĕпе калатăп: çулма пăрахăр та килĕрсене саланăр. Çулнă утта турттарма килме ан шутлăр. Астăвăр, итлемесен эпир кунта пищальпе хĕç-пăшалланнă стреленсене яратпăр.
Ку сăмахсем халăха уртарсах ячĕç.
— Кур, мĕнле хăратаççĕ!
— Çулнă утта парасшăн мар!
— Хăвалас вĕсене! Парăр вăл çĕрпĕве çава аврипе!
— Вăрăм çилхеллине туртса антарăр лаши çинчен!
Çынсем умне, Якăптапа юнашар, ăна вырăссем тапăнасран хӳтĕленĕ пек, ялта паттăр шутланакан Ильмăрса тухса тăчĕ.
— Ак çакна куратри, пире хăратма килнĕ ăпăр-тапăр пуçлăхсем? — вăрăм авăрлă тимĕр сенĕкне çĕрпӳ урисем патне чак! лартрĕ вăл. — Ку япала саккунран вăйлăрах. Тасалăр кунтан! Унсăрăн хăмах, пĕр-пĕччен пурне те леш тĕнчене ăсататăп. Каятри, каймастри? Ну, ăпăр-тапăр тӳре-шара...
Çĕрпӳ кăвакарса кайрĕ. Ыттисем те сенĕкĕсене хатĕр тытса тăнине асăрхаса утне утланчĕ, пĕр сăмах каламасăр чĕлпĕрне кăрт туртрĕ. Юрĕ, куншăн эп сире асăнтарăп тенĕ пек, тепре çаврăнса пăхрĕ. Ун хыççăн ыттисем тапранчĕç.
Ял çыннисем каллех ĕçе тытăнчĕç. Халь ĕнтĕ вĕсем çависене айккинелле ывăтса ăшталансах утă пуçтарчĕç. Кăрмăшра вăл кун темиçе ял халăхне пăхăнтармалăх çар пуçтарса çитереймерĕç курăнать, улăха никам та пымарĕ. Тĕттĕм пулса çитиччен ял çыннисем пĕтĕм утта хăйсен енне турттарса пĕтерчĕç.
3. Çынсене мĕн вăрçтарать
Кăрмăшри пуçлăхсем хăранипе килмерĕç тесе-тĕр, хăшĕ-перисем тепĕр кунне те утă çулма каясшăн пулчĕç. Анчах юхан шыв хĕрне ансан çакна курчĕç: каçма киммисене каллех аякри хăвалăха илсе кайса пытарнă, Сăр леш енче унта та кунта хул пуççи çине йывăр пищаль хунă стрелецсем уткаласа çӳреççĕ. Вĕсем сылтăм çырана халăх ытларах та ытларах пуçтарăннине асăрхарĕç те ĕнтĕ, чарăна-чарăна тăрса аякранах тем кăшкăрма, каçса пăхăр-ха, халех пеме пуçлатпăр тенĕ пек, пищалĕсемпе юнама тапратрĕç.
Пăшал пăшалах, вут çине никам та пырса кĕресшĕн пулмарĕ. Хирĕç юнаса, хĕç-пăшаллă хуралçăсене çава е сенĕк кăтартса утта кайма тухнă çынсем ялалла таврăнчĕç.
Урамра, çумăр чукĕ чухнехи евĕр, пур çĕрте те халăх кĕрлерĕ. Çынсем хăйсен çиллине нимпе пусараймасăр нумайччен саланасшăн пулмарĕç, чĕлхе вĕçне килнĕ чи хаяр сăмахсемпе мăнастире, унпа пĕрле хăйсене утăсăр хăварнă «вайпут çыннисене», тиексемпе стрелецсене ылханчĕç.
— Ушкăнпа каçсан-и? Ним те мар хăваласа яратпăр вĕсене! — кăшкăрашрĕç паттăртараххисем. — Çамрăксене ытларах пуçтармалла та вăрçăпа каймалла.
— Вăрçăпа каймалла! Вăрçăпа!
— Мăшкăллама памалла мар!
Тен, каятчĕç те пуль çамрăкраххисем ухă-çĕмĕрен, çава-сенĕк йăтса, анчах вĕсене ватăраххисем лăплантарчĕç.
— Алтансем пек ан сикĕр-ха, — терĕ Аттеней ашшĕ, ваттисен ушкăнĕнче çава вырăнне кукăр патак тытса тăраканскер. — Курмастăр-им, пурте тарăхнă. Эпир, ваттисем, тарăхман тетĕр-им? Çапах та кирек мĕнле ĕçе те пуçпа шутласа тăвас пулать.
— Хăвра валли инкек ан шырăр, çамрăксем, — вĕрентсе каларĕ тепĕр кĕреçе сухалĕ те.
Ваттисем хăйсем кăшт канашласа илчĕç те Туринкене чĕнсе тухса унпа пĕрле Сарри патнелле утрĕç. Староста ятне тин çеç илнĕскер, Сарри вĕсене чыслăн малти пӳртре йышăнчĕ.
— Пĕлетĕп, ял-йышсем, сирĕн инкеке чухлатăп, — терĕ вăл арăмне сĕтел çине «мĕн те пулин» лартма хушса. — Анчах пĕчĕк çын-çке эпĕ халь, пулăшма пултарăп-ши сире?
— Эс пирĕншĕн ним те ан чăрман, — пурин ячĕпе те сăмах хушрĕ Туринке. — Пирĕн вăл-ку шухăш мар-ха пуçра. Ав улăх пирки пăшăрханса çӳретпĕр пурсăмăр та. Староста тесе пулăш ял çыннисене, Сарри мăрса. — Çапах та «мăрса» сăмаха манса хăвармарĕ Туринке, юрас тесе пуль, асăнчĕ-асăнчех ăна. Анчах хуçа йышăнасшăн пулмарĕ ку чаплă ята.
— Мĕн мăрси эпĕ сирĕншĕн? Каларăм-çке пит пĕчĕк çын эпĕ тесе. Староста пулса тăтăм таврари халăхшăн, çавă çеç.
— Староста пĕчĕк çын мар-ха вăл, Сарри хăта, — терĕ Туринкепе юнашар ларакан старик хăй хуçашăн ют çын пулманнине систерсе. — Пĕтĕм ялпа тархаслатпăр: Кăрмăша кайса татса кил çав тавлă ыйтăва. Ана-çарана каялла тавăрмалла ту...
— Пирĕн ĕç Кăрмăшри приказра выртать, — ăнлантарса парасшăн пулчĕ Туринке. — Пĕлтĕрех çырса патăмăр евит хучĕ. Ял халăхĕ хушнипе ăна хамах кайса патăм-ха. Темле çын килсе тĕрĕслем пекки турĕ, пире ку таранччен те чĕнтермеççĕ.
— Чĕнтерме тивĕçлĕ, — терĕ Сарри хăй ваттисене пит тĕплĕ итленĕ пек кăтартма тăрăшса. — Йĕрки çавăн пек — хут çырса панă пулсан ăна пăхса тухмалла.
— Вăл хута сан ятупа çырмалла мар-и, Сарри хăта? — ыйтрĕ ун тăванĕ.
— Çук çав, эп ун пек ĕçсене татса пама пултараймастăп. Ана-çаран пирки пыракан тавлашусене Кăрмăшра татса параççĕ.
— Ак тата инкек. Пур пĕрех мар-и ĕнтĕ: унта та суд, кунта та суд.
— Пур пĕрех мар. Кăрмăшри суд аслăрах. Вăл — приказ çумĕнче. Пире, губной старостăсене, ялсенчи вак-тĕвек ĕçсене хутшăнма хушман.
— Шутласан ку ĕçĕ темех мар-ха вăл. Мăнастирĕ пуçтахланса ют çĕре килсе кĕнĕ. Çавăн пек каламалла та вĕсене: эсир йăнăшпа килсе кĕнĕ, ку çĕр ял халăхĕн пулнă, ăна никам та туртса илме пултараймасть темелле.
— Мăнастирпе тавлашма йывăртарах çав, ял-йышсем, — терĕ староста. — Пĕр çĕрте туртса илеççĕ чиркӳ-мăнастир çыннисем ана-çарана, тепĕр çĕрте укçан туянаççĕ. Эп те тавлашса пăхрăм та воеводăпа, çĕнтереймерĕм. Патша хушнă вĕсене çĕр ытларах касса пама терĕ.
— Вара тепĕр çул та çапла утăсăр юлăпăр-ши?
— Хутне лайăхрах çырас пулать, — вĕрентрĕ пĕри. — Сăр тăрăх, Ургапа Уронга тăрăх вăл улăхсене ялан эпир çулнă теес пулать. Ĕлĕкхи хутсене кăтартас пулать. Кĕнтелемсем ытларах ямалла суда.
— Сутлашса пăхăр. Вырăсла пĕлекенсене ытларах илсе кайăр Кăрмăша. Эпĕ ĕнтĕ вăл ĕçпе çыхланаймăп, — терĕ Сарри.
Темĕнччен тĕпчесен те, темĕнччен калаçсан та ваттисем Саррирен хăйсем илтес тенине илтеймерĕç. Çĕне староста тăрăшса пăхăп, май пур таран пулăшăп тесе çăвар уçса каламарĕ. Вара ялти ятлă çынсем хăйсен умне лартса панă сăрана тутанса пăхмасăрах пӳртрен кĕпĕрленсе тухса кайрĕç.
— Ну, суйласа лартрăмăр та хамăр валли староста! — терĕ урама тухнă-тухман Аттеней ашшĕ. — Чĕрне хури чухлĕ усă тăвасшăн мар яла. Шăрт та март, ман ĕç мар та, пире ун пек ĕçе хутшăнма хушман. Эй, турă, пулать те кутăн çын тĕнчере!
— Суйланă чухне лайăх юрларĕ. Мĕнле йăпăлтатрĕ халăх умĕнче! Хăйĕншĕн тăрăшма пуçлать ак вăл...
Ку сăмахсем темле майпа Сарри хăлхине те кĕчĕç: ывăлĕ çынсем мĕн калаçнине картишĕнче итлесе тăчĕ-ши е пĕри, йĕплĕ чĕлхелли, юри каласа пачĕ хуçана, çав кунах староста Аттенее хăй патне чĕнтерчĕ.
— Курманни нумай пулать, Аттеней, мана вăрçă хирне пăрахса хăварнă ырă тарçăм, — йĕкĕлтесе сăмах хушрĕ хуçа лешĕ алăк урати урлă каçсанах.
— Ĕлĕк тарçу полнă полĕ те, халь эп сан тарçу мар çав, — алăк патĕнчен пĕр утăм хăпмасăр тавăрчĕ Аттеней.
— Халь хăтăлтăн апла? Кам хăтарчĕ сана тарçă ĕçĕнчен?
— Хăвах хăтартăн... хоçа. Тĕнче шăтăкне илсе кайрăн та, çавăнта татăлтăмăр санпа. Тек конта килсе кĕрессĕм çок.
— Лашашăн хăçан тӳлесе татма шутлатăн-ха, Аттеней? — хăйне аран-аран тытса чарса лăпкăн ыйтрĕ «хуçа».
— Лашу таврăннă чох çол çинче ӳкрĕ. Ман кĕнтелемсем пор. Эп киле çын лашипе кăна çитрĕм. Ӳкмен полсан та памастăмччĕ утна, мĕншĕн тесен эп оншăн темиçе çол тар йохтарнă.
— Апла тарçăра пурăнсах лаша ĕçлесе илтĕн пулать, Аттеней?
Аттеней, мĕн калам-ши сана кун пирки тенĕ пек, кулса çеç илчĕ.
— Лашу çол çинче ӳкрĕ терĕм-çке. Ватăрахчĕ вăл сан... хоçа. Вăрçăра ӳкнĕ лашашăн эс манран ним те шырама полтараймастăн.
— Шыратăп! — сассине хытарчĕ Сарри. — Пит лайăх шыраса илетĕп. — Пĕрремĕшĕнчен, вăл вăрçăра ӳкмен, тарса килнĕ чух пăхма пĕлмесĕр вĕлернĕ эсир ăна. Иккĕмĕшĕнчен, тарçа кĕрĕшнĕ чух эпир санпа лашалла калаçса татăлман.
— Тарçăра ĕçленĕшĕн эс мана мĕн патăн, Сарри... староста? — хăй те хытăрах калаçма пуçларĕ Аттеней. — Çорт лартма пура паратăп терĕн, пĕр пĕрене патăн-и? Пошмак пăру паратăп терĕн, патăн-и? Староста полнă та мĕнле калаçать манпа: пĕрремĕшĕнчен, иккĕмĕшĕнчен... Виççĕмĕшĕнчен мĕскер? Карлав аври мар-и тата? Лашашăн суда пама ан та шотла, хоçа. Тиек патне юри каятпăр, вайпут ячĕпе хот çыртаратпăр. Мĕшĕл патĕнче эс вырăссене хирĕç мĕнле çапăçнине каласа парсан-и? Ывăлу мĕнле маттурланса çӳренине каласа парсан-и? Асту, пуçран шăлаççĕ поль сана. старостăран ним мар кăларса çапаççĕ. Çийĕнчен тытса хопаççĕ. Хăвна сойланă чох шарламаншăн тав ту пире. Хăратма пăхать-ха тата...
— Хăратса мар, тивĕçлипе ыйтатăп санран.
— Тивĕçлипе эпĕ ак çакăнпа мекĕрленсе ĕçлесе татнă! — курпунне кăларса, çурăмне çапса кăтартрĕ Аттеней. — Орăх ку ĕçпе ан чĕнтер мана. Килместĕп. Иккĕмĕш хут çын янă та, юри килес терĕм. Калас пеккине каларăм, çитет. Тавăрма шотлатăн полсан, асту, эп пĕччен мар. Халь сывă пол, староста. Ман вăхăт кĕскерех. Пирĕн, темиçе çыннăн, çĕр пирки калаçма Кăрмăша каймалла.
Çапла мăшкăл кăтартса хăварчĕ хуçана хăй килĕнчех Аттеней. Сарри ăна алăк уçăлса хупăннă хушăра: «Ну, çакланатăн ман аллăма пĕрре, Аттеней. Асăнтаратăп сана хуçапа çапла сăмахланăшăн!» — тесе юнама çеç пултарчĕ.
Ку калаçăва никам та илтмерĕ пулин те вăл Саррие çав тери эрлентерсе ячĕ. Темиçе кун, темиçе эрне тухмарĕç ун хăлхинчен тарçă пулнă мăн кăмăллă çын сăмахĕсем. Хуçа пĕччен чух вĕсене хăйне çине-çине каларĕ. «Орăх ку ĕçпе ан чĕнтер мана. Килместĕп...» «Тавăрма шотлатăн полсан, асту. Эп пĕччен мар». Пуплесшĕн те пулмарĕ, апăрша. Кур-ха, Аттенейĕн вăхăт кĕскерех иккен. Ун çĕр пирки калаçма Кăрмăша каймалла.
«Пурнăçра инкек сиксе тухатех вăл. Такăнмалли тупăнать, — лăплантарасшăн пулчĕ хăйне Сарри. — Чупса килетĕн ак ман пата. Чĕркуçленсе ларса пулăшу ыйтатăн».
Вăл Мĕшĕл патне канса çӳриччен (Аттеней Мĕшăна Мĕшĕл терĕ-çке) хăйĕнпе Якăпта çапла вĕçкĕнленсе калаçнине аса илчĕ. Аслă тарçă пулма сĕнсен шăл йĕрсе çеç калаçма пăхнăччĕ чурăс этем. Кайран ик шăллĕне Васильев-Новгородра вырăс купсисене вĕлернĕшĕн тытса хупсан хăех чупса килнĕччĕ, турă пул, çăлма пулăш шăллăмсене, уншăн эп сана ĕмĕр тав тăвăп тесе йăлăннăччĕ. «Аттенейĕн те çакăн пек пулса тухтăрах, тупата, унăн та мана пуç çапмалла пултăрах», — турра кĕл тунă евĕр пăшăлтатрĕ Сарри.
Аттеней те çав кунсенче староста хăйне тепре чĕнтерсе хăратма хăтланни çинчен сахал мар шутларĕ. Килте вĕсем ашшĕпе тата çамрăк арăмĕпе Саррие куштан та ĕмĕтсĕр пулнăшăн темиçе хутчен вăрçса илчĕç, анчах ку сăмах çын çине тухмарĕ. Килти хуйха-суйха пусарма сăлтав та тупăнчĕ Аттенейшĕн — ăна ялти темиçе çынпа пĕрле Кăрмăша «халăх ĕçĕпе» çӳреме, çĕр ыйтăвĕпе тĕрлĕ çĕре чупма суйларĕç. Ăна кунта суйласси нимрен ытла вăл вырăсла перкелешме пултарнинчен килчĕ пулас та-ха, çапах та чунтанах савăнчĕ вăл уншăн, унта ятлăрах çынсене суйласан авантарах мар-ши тесе каламарĕ. Сисет Аттеней, ашшĕ те урăхларах пăхать халь ун çине, ывăлĕ çын шутне кĕни, вăл старостăпа та хăй патне кайсах, куçа-куçăн тăрса калаçни ăна та савăнтарать пулас. Йывăр чирпе асапланса нумай çул çĕрне тара парса пурăнчĕ çав ашшĕ, усал Саррие пулах ят çĕрĕсĕр юлчĕ. Ак халь вĕсен ят çĕрĕ пур. Никамăн та мар, хăйсен. Урлăшне виçнĕ унăнне, тăршшĕне виçнĕ. Кĕреçепе чавса, урапа таптаса ана палли — çурла — тунă унта. Никам та туртса илеймест вĕсен çĕрне. Аттеней вилсен вăл ун ачисене юлать, кайран — ачисен ачисене. Ку çĕршĕн такампа та çапăçма хатĕр вăл. Пурте çапăçаççĕ ав. Ял çĕрне валеçнĕ чух таврара чăн-чăн вăрçă пулса иртрĕ. Кĕреçесемпе, сенĕксемпе тухрĕç çынсем хире. Чи чăркăш, чи вăрçтаракан япала-çке вăл, ят çĕрĕ!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...