Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Горбатый-Шуйский ăçтан пĕлнĕ эс Япанча патĕнче пулнине? — терĕ Сарри мăрса, ăна шутсăр тимлĕ тăнласа итлесе лараканскер.
— Пĕри кураймасăр элек панă пуль. Мăрсасем хушшинче мана пĕтерес текен çын тупăнчĕ пуль.
— Урăхла та пулма пултарнă, — калаçу самантлăха чарăннине кура сăмах хушрĕ Янчура. — Сана Япанча патĕнче курнă пĕр-пĕр çын сутма пултарнă. Тыткăна лекнисене çав тери асаплантараççĕ-çке ыйтса тĕпченĕ чух. «Тата кама куртăн Япанча çарĕнче?» — тенĕ пуль те, лешĕ ĕнтĕ пĕли-пĕлми «Элĕк мăрсана курнăччĕ» тесе персе янă.
— Ун пек пулмарĕ-ши тесе те шухăшласа пăхнă эпĕ. Пин тĕрлĕ шухăшланă. Горбатый-Шуйский малтанхи хут пырсанах çапла каларĕ те йăлт вĕлерсе хучĕ мана.
— Ĕнентереймерĕн апла?
— Çук, ниепле те ĕнентереймерĕм. Пулнă эс унта, Япанча патĕнче, тет, сана тытса кăна хупмалла тет. Тен, чиперех иртсе каятчĕ пуль ман çиллĕм. Мĕша тăрăхĕнче хула тума тытăннине пĕлсен чун чăтмарĕ, кунта килсе тухрăм. Халь хам та пĕлместĕп, мĕнпе пĕтет ман пăтăрмах. Ĕç шала кайрĕ. Тен, каялла чакма май та çук...
— Халь ĕнтĕ чăн-чăн пăлхавçăсем пулса тăтăмăр, — терĕ Янчура. —Горбатый-Шуйский турра кĕл тунă чухне те пирĕн ятсене асăнать-тĕр. Эй, çӳлти турă, çав басурмансене аркатса тăкма хăват пар тет пуль.
— Çапла кĕл тăвать çав, урăхла мĕнле пултăр? — килĕшрĕ Элĕк. — Эп, ухмах этем, каярахпа çеç ăнлантăм: Горбатый-Шуйские тавăрни вăл вырăссене тавăрни пулать-иç, унпа çапăçни вырăссене хирĕç çапăçни пулать. Ав мĕнле пулса тухрĕ юлашкинчен. Ара, эп нихçан та вырăссене хирĕç çапăçма шутламан! Тĕлĕкре те пулман пуçăмра ун пек усал шухăш.
— Эс, мăрса, йăлт ман сăмахсене калатăн, — чунтан çуйкăнланса Элĕке чавсинчен чăмăртарĕ Сарри мăрса. — Эпĕ те кунта Салтыков воеводăна тавăрма çеç килнĕччĕ. Çавă мăшкăлтăк шывĕ тăкрĕ ман ватă пуçăм çине. Кайран пăхатăп — кунта ман пек тĕплĕ шутламасăр йăнăшпа килнисем нумай. Ĕрĕхсе кайнă лашана тытса чарма йывăр-çке ăна. Эп хамран хам ялан ыйтатăп халь: ытлашши ĕрĕхсе каймарăм-ши тетĕп. Ытти мăрсасем, хамăн тахçанхи тусăмсемех, асăрхаттарчĕç мана, итлемерĕм пулать...
— Апла эс чунна пусарма çеç килнĕ пирĕн пата, Сарыев мăрса?
— Çапла пулса тухать. Чуна пусарма та Салтыкова тавăрма.
— Халь чăт ĕнтĕ, Сарыев мăрса, каялла çул çук, — терĕ Элĕк. — Тепĕр тесен ма çул çук? — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ вăл çийĕнчех. — Хусана кай та Горбатый-Шуйскинчен каçару ыйт. Эс Хусана илнĕ чухне унпа пĕрле çапăçнă. Вăл сана ăнланма тивĕç. Мĕн пулнине пĕтĕмпех каласа кăтарт та пуçупа урайне лăч! тутар. Унтан татах лăч! тутар...
— Санпа калаçма аптрамалла, Элĕк мăрса, — кӳреннĕ пек пулчĕ Сарри. — Пĕрре калатăн, халь каялла çул çук, чăт тетĕн, çавăнтах тата...
— Эс пире хăвăнпа ан танлаштар, Сарыев мăрса, — сассине самаях хытарчĕ Элĕк. — Пирĕн ята халь Хусанта çеç мар, Мускавра та пĕлеççĕ. Пире вĕлерекене е тытса паракана темĕн чухлĕ ылтăн пама хатĕр вĕсем. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен эпир — Янчура, эпĕ, Сисет, Сарай — пăлхавçăсен атаманĕсем. Илтнĕ-и çавăн пек сăмаха? Пуçлăхсем, ертсе пыракансем, ыттисене пăтратаканнисем...
— Кĕскен кала ĕнтĕ: пуç касакансем те, — кулчĕ Янчура.
— Пуç касакансем пултăмăр çав. Салтыкова эпир вакласа тăкрăмăр ĕнтĕ, Горбатый-Шуйский патша патне çапла çырса ячĕ пуль. Эсĕ, Сарыев мăрса, тин килнĕ çын. Сана каçару ыйтма çăмăлтарах. Ак мĕншĕн каларăм сана урайне пуçпа лăчлаттарасси пирки. Ху сисрĕм терĕн-çке, халăх пĕр пек мар кунта пирĕн. Пĕри, ман пекки, çĕрне туртса илнĕшĕн тавăрма килнĕ. Тепри вырăс çыннине вĕлернĕ те хăйне айăпласран тарса çӳрет. Тата тепри ясак тӳлесе ывăннă та чăтаймасăр алла хĕç-пăшал тытнă. Килте выçă ларнăран пуçтарăннисем те сахал мар кунти ялсенче.
— Ушкуйниксем те пур, — хушса хучĕ Янчура.
— Тĕрĕс, ушкуйниксем те пур. Хăш-пĕрисем ялсенче е çул çинче çынна çаратса çеç пурăнаççĕ. Халь пĕлтĕмĕр ав, Усеин-Сеит пеккисем те пур пирĕн хушшăмăрта. Вĕсене çĕнĕ хан кирлĕ. Вĕсем вырăссем Хусан ханлăхне тĕп тунипе ниепле те килĕшесшĕн мар. Ку вăл пачах урăхла ĕмĕт, Сарыев мăрса. Ку вăл, эп калама та пĕлес çук, кăткăс япаласемпе çыхăннă.
— Çук, манран Хусан ханлăхне çĕнĕрен туса хурасси пулмасть, — ывăннă çын пек хаш! сывларĕ Сарри. — Вăй çитмест. Тата мĕн тума кирлĕ вăл мана, Хусан ханлăхĕ? Эпир, Ту енчи мăрсасем, ăна хирĕç вуншар çул хушши кĕрешнĕ. Нумай хур кăтартрĕç Хусан ханĕсем пире. Вырăссем ку таранччен усал туманччĕ-ха. Халь вырăс тӳре-шари ытлашши хăтланма пуçларĕ...
— Усеин-Сеит çав воевода тумтирне чăнахах аякка ăсатрĕ-ши вара е хăйĕн килне çеç леçтерчĕ-ши? — иккĕленме пăрахманнине систерсе ыйтрĕ Янчура.
— Ăсатрĕ пек туйăнать, — терĕ Элĕк. — Астрахань патшипе Измаилпа та, Юсуф княçпа та çыру çӳретет-ха вăл, пĕлетĕп. Пытармарĕ, Крыма та çын кăларса ячĕ пĕркун. Вĕсем Мамич-Бердейпе иккĕшĕ пысăк вăрçах пуçласшăн курăнать. Ав Ту енне тытса илесси пирки те кăшкăрашрĕ паçăр Усеин-Сеит.
— Çавăнпа вĕсене хан кирлĕ, халăха ун ячĕпе çĕклесшĕн. Вĕсем пĕрре те шӳт тумаççĕ.
— Çук, шӳт тумаççĕ. Пит аякрине кураççĕ, мурсем.
— Пирĕн пек айван мар ĕнтĕ. Эпир килсе пуçа чикрĕмĕр ак. Халь мĕн тăватпăр санпа, Элĕк? — Сарри шухăшне пĕлнĕрен унтан именмесĕрех ыйтрĕ Янчура.
— Пирĕн ниçта кайса кĕмелли çук, тусăм. Хусан хапхи пирĕншĕн яланлăхах хупăннă. Кĕтсе пăхар. Телей мĕнле килсе тухать. Тен, хум çинче ише-ише çырана та тухăпăр.
— Виçсĕмĕр те çав хупăннă хапхана тепре шаккаса пăхар мар-и? — парăнасшăн пулмарĕ Янчура.
— Кайăр иксĕр. Эп пымастăп, — ку калаçу хăйне кăмăла кайманнине систерчĕ Элĕк. — Çавăн пек икĕ питленсе çӳриччен мĕн виличчен çапăçатăп.
— Мана та ан хăвала, — терĕ Янчура. — Санпа пĕрле пуçланă, пĕрлех пĕтерер. Анчах тӳрех калатăп, мана нимле Астрахань те, Нухай та кирлĕ мар. Вĕсен ырлăхне эпир курнă. Измаил ывăлĕ Мухаммед килсен эп ун çине суратăп анчах.
— Урăх хан пулсан мĕн тунă пулăттăн? — шахвăртса ыйтрĕ Элĕк.
— Урăх хан пулсан куç курать унта.
— Çапах та тĕрĕссине кала-ха.
Янчура хăйĕн чĕре патĕнчи шухăшне пытармарĕ.
— Эпир — чăваш мăрсисем. Пире тутар ханĕ е вырăс патши мар, чăваш ĕмпĕвĕ кирлĕ. Ку таранччен эпир Хусан княçĕсене тăрантса пурăнтăмăр, халь ак...
— Вырăс воеводисене тăрантма пуçларăмăр, — уншăн каласа пĕтерчĕ Элĕк.
— Мĕн, тĕрĕс мар-им? Пĕр пусмăртан хăтăлса тепĕр пусмăра кĕрсе ӳкрĕмĕр. Пирĕн хамăр тĕллĕн пурăнас килет. Тутарсене, нухайсене, Астрахане пăхăнмасăр, вырăссене пăхăнмасăр. Çавăншăн эпĕ виличчен кĕрешме хатĕр. Усеин-Сеитсене эпĕ чĕрне хури тăршшĕ те шанмастăп.
— Иксĕр те ăслă çынсем эсир, — терĕ Сарри киле каяс тесе ура çине тăрса. — Эп сирĕнпе калаçма та пĕлес çук. Анчах шухăшсем пĕр пек пирĕн. Хусаншăн пĕрре çапăçрăмăр, тепре — ăна вырăссенчен туртса илсе каялла Усеин-Сеитсене, Нухайсене парассишĕн çапăçма ухмах мар-ха.
— Çапла пулмасăр, — ун хутне кĕчĕ Янчура мăрсана ăсатма хускалса. — Эпир хамăр çĕр çинче тăратпăр, çавăншăн кĕрешетпĕр те. Ăна тутарсем те, вырăссем те ан тĕкĕнччĕр.
4. Тĕкĕрçĕсен пăлхавĕ
Аттеней тăван килĕнчен аякра та çӳресе курнă, çывăхра та. Вăрманта çĕр каçнă, хирте, çил çинче сăхманпа пĕркенсе çывăрнă, мăрсапа пĕрле Хусан тулашĕнче эрни-эрнипе тăнă. Вăл тунсăх мĕнне пĕлет. Инçетре выçлă-тутлă пурăнса нумай шухăш вĕçтернĕ вăл тăван кил çинчен шутласа. Çапах чăтнă, шанчăка çухатман.
Хальхи тунсăх темле чуна шĕкĕ пек кăшăклакан тунсăх пек туйăнать ăна. Иртмест-çке ниепле те, сирĕлмест чĕре тĕлĕнчен. Ирхине Мĕша сăрчĕ хыçĕнчен хĕвел юлхавланса хăпарнине курать — килте вăл Сăр вăрманĕ çийĕн пĕчĕк ача пек кулса тӳпенелле васканине аса илет. Пулла кайсан витрене çăрттансемпе çупахсене тарăхса ывăтнă чух куç умне Сăр кукăрĕнче юлташĕсемпе стерлĕк тытни тухса тăрать. Çывăрса кайнă-кайман тĕлĕкре ялан тăванĕсемпе пускилсене курать вăл.
Сисет Аттеней, юлташĕсем те ун пекех асапланаççĕ. Кăнтăрла утă турттарса, тĕреклетнĕ вырăн валли пĕрене йăтса ывăнаççĕ те каçпа вилнĕ çын пек çывăрнă хушăрах шарт сиксе вăранаççĕ. Такама вăрçаççĕ вĕсем, такама ылханаççĕ.
Ухантей вилни тĕкĕрçĕсене хăйсен шăпи пирки шутлама вĕрентрĕ. Вĕсем ĕнтĕ пĕр-пĕринчен тем те пĕр çинчен ыйтнипе çырлахмарĕç, иккĕлентерекен, хăратакан-сехĕрлентерекен япаласене тавлаша-тавлаша пĕрле сӳтсе яврĕç. Ма улталаса илсе килчĕ тĕкĕрçĕсене мăрса? Мĕншĕн, камшăн çапăçаççĕ вĕсем тăван кĕтесрен таçта аякра? Сăр тăрăхĕнче вырăссемпе ĕмĕр кӳршĕллĕ те туслă пурăннăскерем, халь ма вĕсене хирĕç кĕрешмелле унти чăвашсен? Хăçанччен пырать ку юнлă çапăçу?
Темле мĕскĕн пулсан та, хăйне мăрса выльăха хăваланă пек хăваласа çӳрет пулин те пит нумай пĕлесшĕн-çке тĕкĕрçĕ тени! Тарçи-тĕрçи те унтан ӳксе юласшăн мар.
Ухантей сăмахне ял-йышсем тепĕр куннех мăрса патне çитерес терĕç. Юлташĕсем хушнипе Аттеней Саррипе ывăлĕ пурăнакан пӳрте ир-ирех пырса кĕчĕ те аптраса ӳкнĕ тĕкĕрçĕ çĕрле вилсе выртни çинчен пĕлтерчĕ. Пытармарĕ, ăçта шăнса пăсăлнине те, мĕнле вилнине те каласа пачĕ.
— Ак тамаша! — терĕ мăрса тĕлĕннĕ пек пулса. — Лаша тупса таврăнчĕ-и вара пирĕн Ухантей? Атя-ха, кайса курар лашине.
Çӳрен ут Саррине килĕшрĕ пулмалла. Вăл ăна çилхинчен ачашласа илчĕ, ăмăрĕнчен лăп-лăп çапрĕ. Унтан хăйĕн татăклă сăмахне каларĕ:
— Атапай ут темшĕн уксахлать тесе йĕрмĕшетчĕ ĕнер. Çавна пар, — терĕ.
— Сарри мăрса, çын çак лашашăн... — хирĕçлесшĕн пулчĕ Аттеней.
— Сахалтарах калаç, — куç шурри кăтартрĕ Аттенее мăрса. — Мĕн хушаççĕ, çавна ту. Пурте лашаллă пулсан ытла пуйса кайăр тата, никама пăхăнми пулăр...
Саррипе ывăлĕ Ухантее пытарма пымарĕç. Ку вара тĕкĕрçĕсене пушшех тарăхтарса ячĕ.
— Этемсем полаççĕ-и ĕнтĕ çавсем, хăйсен çыннине пытарма килмерĕç, — ял еннелле пăхса харкашрĕ Аттеней. — Эй, охмах, эп çав Саррине ырă çын тесе шотланă. Мăрсасем осаллисем те нумай, пэрĕн вара — ырă теттĕм. Ак хăй ыррине кăтартрĕ порсăмăра та. Вилме илсе килчĕ пире шойтан шăтăкне...
— Ма пысăк хырăмĕнчен чиксе пăрахмарĕç ăна пĕркун вырăссем? Тепĕр кунах киле тухса каяттăмăр.
— Халичен çитеттĕмĕр те киле...
Вĕсем Ухантее авалхи чăвашсен йăлипе тупăксăрах çĕре чавса чикрĕç те пуç вĕçне салам юпи лартрĕç. Мунчана таврăнсан юлташне асăнма икерчĕ пĕçерчĕç.
— Каçар пире, Ухантей. Килсĕр-çуртсăр, тăван-пĕтенсĕр çын пек, çичĕ ютра выртса юлатăн, — алла икерчĕ тытса пурин ячĕпе каларĕ ватăрах тĕкĕрç Акмăрса. — Пӳлĕхçĕ курать, сан вилĕмӳшĕн, эс çакăнта çĕре кĕнишĕн эпир айăплă мар. Сан ырă ятна эпир нихçан та манмăпăр, тăванăм. Сана асăнса эпир вил тăпри çине салам юпи лартса хăвартăмăр. Çав салам юпи çине пирĕн енчен кайăксем вĕçсе килсех тăччăр. Йытă сассипе ан çӳре, куккук сассипе, чĕкеç сассипе çӳре. Кил-йыша, çурта-йĕре пехил ту; выльăх-чĕрлĕхе пехил ту; тырра-пулла пехил ту; ял-йыша пехил ту.
— Пил ту!
— Пил ту! — терĕç ытти юлташĕсем те.
Ухантей вилнĕ хыççăн мунча пушанса юлчĕ. Çармăссене хăйсен çĕрпĕвĕ урăх çĕре илсе кайрĕ. Вĕсем, улах каччисем пек, виççĕн çеç тем кĕтсе ларчĕç. Калаçăвĕнче вĕсен ялан пĕр сăмах пулчĕ: кил. Часрах киле каймалла, мĕн туса пурăнмалла кунта? Мĕнле тивĕçпе пăлхавçă ятне илтмелле? Кама хирĕç пăлханнă вĕсем?
Мĕша тăрăхĕнчен хăйсем тĕллĕн тухса каясси пирки калаçса татăлсан тепĕр япалана апла та, капла та темиçе хутчен сӳтсе яврĕç: мĕнле çитмелле киле? Тутарсем тытса чарсан мĕн каламалла? Вырăссем тĕл пулсан хăйсем вĕсене хирĕç çапăçма шутламаннине мĕнле ĕнентермелле? Атăл урлă каçса Ту енне çитсен ăçта кайма пĕлмелле?
Çапах та хăйсене хăйсем шанчĕç тĕкĕрçĕсем: пĕччен мар-çке — виççĕн, пĕр тухсан çитеççĕ пулĕ-ха. Такамах тытса чарас çук — вĕсем хурах пусса çӳремеççĕ.
Юлашкинчен киле таврăнас ĕмĕтпе ăша çунтарса Сарри çыннисем пачах çывăрайми пулчĕç. Ухантей вилнĕренпе виççĕмĕш кунне асăнсан чунĕсем кӳтсе çитнипе тĕкĕрçĕсем мăрса патне, вăл пурăнакан çĕре каяс терĕç.
Мăрсапа ывăлĕ килтехчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ, ватă карчăк, вĕсене çупа ăшаласа йăва пек япала çитерчĕ.
Сарри, тĕкĕрçĕсем çапла виççĕн пĕр харăс килсе кĕрессе кĕтменскер, вĕсене курсан куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.
— Кусем мĕнле хăнасем пулчĕç тата? — куларах ыйтрĕ вăл. — Паян нимле уяв та марччĕ пуль çак?
— Уявсем иртрĕç пулмалла пирĕн, пумилкке кунĕсем пуçланчĕç, мăрса, — çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе пĕр вырăнта тăпăртатрĕ Акмăрса.
— Тата тепри вилме шутламасть пулĕ те ман çынсенчен? Хăшĕ вилесшĕн-ха апла сиртен? Кам пумилккине тумалла пулать?
— Ан кул, мăрса, кулмалли кунта нимĕн те çук, — юлташне хӳтĕленĕ пек, Акмăрса çумнерех йăпшăнчĕ тепĕр тĕкĕрçи, Ярмулла текенскер.
Иккĕшĕн сăмахне илтнĕ хыççăн мăрса шăтарасла Аттеней çинелле пăхрĕ.
— Эс ма чĕнместĕн тата, Аттеней? Хăюллăрах пул, хăюллăрах пул. Кала-ха ĕмĕр каламаннине.
— Эпир киле каясшăн, Сарри мăрса. Çавна пĕлтерме килтĕмĕр, — терĕ ăна итлемен пек пулса тарçи.
— Ăхă, киле каясшăн апла, — сĕтел хушшинчен тухса вĕсен умне пырса тăчĕ мăрса. — Тата ыйтма мар, пĕлтерме килтĕр пулать. Хăçан каятăр-ха? Паянах-и?
— Часрах тармалла кунтан, Сарри мăрса. Мĕн туса пурăнмалла пирĕн Мĕша тăрăхĕнче? — ӳкĕтлесе, чышкипе кăкăрне çапсах каларĕ Акмăрса. — Мĕн, пирĕн кил çук-и?
— Ман килĕм халь çак юхан шыв тăрăхĕнче, — мăн кăмăллăн тавăрчĕ мăрса.
— Сан апла полĕ те-ха, пирĕн конта мар-çке, — татах сăмах хушрĕ Аттеней.
— Чарăнăр! — пĕтĕм вăйран кăшкăрчĕ Сарри. — Мĕнле ăсланса кайнă вĕсем, курăр-ха. Пĕрре çапăçăва кайса килчĕç те халь киле тарасшăн. Пĕлетĕр-и, ялта сирĕн çĕре те вырăссем туртса илнĕ унта. Çав çĕршĕн çапăçăр, эсрелсем!
— Туртса илмен, ахаль хăрататăн пире, — пĕрре те аптраса тăмарĕ Ярмулла. — Ху хăраса ӳкнĕ эсĕ çĕрсĕр юласран. Çавăнпа пире асап кăтартатăн.
— Ăхă, апла-и-ха, çавăн пек калаçма вĕрентĕр-и-ха? — аллисене чăмăртаса кашни сăмаха татса-татса каларĕ мăрса. — Атапай, ăçтаччĕ-ха ман саламат. Тупса пар-ха ăна...
Атапай ашшĕ саламатне шырама пĕчĕк ача пек сарлака сак айне кĕрсе кайрĕ. Тĕкĕрçĕсем çĕлĕкĕсене тăхăнчĕç те, кунта тавлашса тăнин усси çук тенĕ евĕр, васкамасăр, хăраса ӳкнĕ чухнехи пек пĕр тĕпĕртетмесĕр пӳртрен тухса çухалчĕç.
Каç кӳлĕм хăйне хирĕç «пăлхав» пуçланă тĕкĕрçĕсен шухăш-кăмăлне пĕлес тесе Сарри Аттенее хăйĕн килне чĕнтерчĕ. Тарçи пурнăçра пĕрремĕш хут хуçа сăмахне итлемерĕ — ун патне пыма шут тумарĕ.
Хытăрах тустарас, хăратас тесе-ши е кун пек çиллентерсе пулмасть, тĕкĕрçĕсемпе ыррăн калаçса татăлас тесе тепĕр кун ирхине юнашар картишĕнчи мунчана Сарри мăрса хăй пычĕ. Алăкран пĕшкĕнсе кĕчĕ те вăл тĕлĕнсе кайрĕ — мунчара никам та çук, урайĕнче çеç ыраш улăмĕ сапаланса выртать. Мĕн пулса иртнине ĕненесшĕн пулмасăр мăрса витесене пырса пăхрĕ. Пĕр витере мăрсапа ывăлĕн урхамахĕсем утă кавлесе тăраççĕ, ытти икĕ вити пушă. Ухантей лашине те пулин илсе кайнă çĕр çăтман тĕкĕрçисем.
— Тĕнче пĕтет пуль тарçăсем çапла хăтланма пуçларĕç пулсан, тупата, тĕнче пĕтесси патне çитсе тăтăмăр нуль, — шăлне шатăртаттарса хăй тĕллĕн калаçрĕ мăрса. — Ну, юрĕ. Киле пырсан эп сирĕн аяк пĕрчисене пĕрерĕн-пĕрерĕн шутлатăп ак. Сире-и? Ух, ĕмĕр асăнмалăх тавăратăп виçсĕре те уншăн. Пăлхавçăсем патне тарчĕ те пирĕн мăрса пĕтрĕ терĕр пуль. Çук, Сарри хăй камне кăтартĕ-ха вăл. Сире çеç мар, ыттисене те кăтартĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...