Ача чухнехи :: Хĕллехи каҫсенче
Пичче мана больницăран илсе килсен тепĕр икĕ кунтанах Кукшака кайрĕ. Атте пиччерен икĕ эрне малтан кайнă. Пĕр хĕле кĕрсен аттепе пичче килте сахал пурăннă. Вĕсем ытти хамăр ял çыннисемпе Шĕшлĕнне Кукшакра вăрман каснă, сулăсем тунă. Çуркунне çав сулăсене Кукшак шывĕпе юхтарса Атăла антарнă, унтан Энĕше кĕртнĕ, вара вĕсене Энĕшпе туртса Шĕшлĕ арманĕ хыçнех çитернĕ. Çав ĕçшĕн Шĕшлĕ кашни çынна вуншар пĕрене панă. Пирĕн аттепе пичче çулсерен çирĕм пĕрене илнĕ. Çĕрĕкрех пĕренесене вутăлăх уйăрнă, вĕсене татса, çурса хĕвел ӳкекен çĕре купаласа хунă. Авантарах пĕренесене аттепе пичче уран хăмилĕх çурнă. Ентрей пасарне кайса сутса çăнăх илсе килнĕ. Астăватăп, пĕррехинче Атăл пăрĕ час каймарĕ. Пирĕн çăнăх пĕтнĕ. Кĕтетпĕр-кĕтетпĕр, аттепе пичче килмеççĕ. Аппа вара икĕ пăт çăнăх Шĕшлĕ арманĕнчен кайса илчĕ. Шĕшлĕ çавăншăн икĕ пĕренине памарĕ, тетчĕ атте.
* * *
Шартлама сивĕ. Пӳрт кĕтессинче сивĕ хăльт та хăльт тутарать. Пирĕн икĕ чӳречи те пăрланса шăнса ларнă, шур илнĕ куç пек курăнаççĕ. Пӳрт сивĕ. Аннепе иксĕмĕр те эпир сăхман тăхăннă, пĕчĕк лампа çывăхне ларнă. Ăна маччаран çакса янă. Тăрпасăр çутнăскер, вăл çын утса кайнипе вăркăшать, халь сӳнетĕп тенĕ пек мăчлатса çунать. Сĕтел çывăхĕнчи вырăн кăна пĕр пĕчĕк çаврашка пек çуттăн курăнса тăрать.
Аннепе иксĕмĕр те эпир кĕнчеле арлатпăр. Эпĕ михĕлĕх, анне варпуççи çыхнă, хĕлĕх пек çинçе те яка çип арлать — пичче валли çимĕк чух тăхăнма аван кĕпе пултăр, тет.
Кĕнчеле арласан-арласан, эпĕ тухтăр патĕнчен илсе килнĕ кĕнекене тытатăп. Пичче Кукшака кайиччен мана саспаллисене кăтартнăччĕ, анчах эпĕ вĕсене çыпăçтарса вулама пĕлейместĕп. Манăн питĕ вулама вĕренес килет. Анне те, аппа та ни вулама, ни çырма пĕлмеççĕ. Килте хут пĕлекенни пичче çеç пулнă. Кĕнекене тыткаласа пăхса ларнă хыççăн, эпĕ ăна çӳлĕк çине хуратăп та кĕнчеле арлама тытăнатăп.
— Анне, килес çул кĕркунне шкула хут вĕренме яратăн-и? — ыйтатăп эпĕ.
— Каях, — тет анне.
— Эпĕ вулама вĕренсен пур кĕнекесене те сана вуласа кăтартатăп.
— Эпĕ вырăсла пĕлместĕп вĕт.
— Сана вырăсларан чăвашла куçарса паратăп, эпĕ шкула кайсан вырăсла вĕренетĕп вĕт.
— Хут вĕренсен, вырăсла пĕлсен, мĕн тăвасшăн вара эсĕ?
Эпĕ ку ыйту çине аннене хирĕç нимĕн те калаймастăп.
— Пире — чухăн çынсене — шкулта вĕренни те усси çук, — тет анне хурлăхлăн.
Вăл çапла каланăшăн эпĕ кăмăлсăрланатăп. Манăн кĕнчеле те арлас килмест. Ыйхă килме тытăнчĕ. Темиçе хут та анасласа илтĕм.
— Юмах ярса парам-и? — тет анне. — Ыйхă вĕçсе кайтăр.
— Кала, — тетĕп.
— Хăшне калас?
— Тăлăх хĕрачана амаçури çăкăр паманни çинчен.
— Вăл юмах мар вĕт. Чăн пулнă.
— Чăн пулнă пултăр, çавнах кала.
Анне Варуç ятлă хĕрача çинчен калама тытăнать. Амăшĕ вилсен, ашшĕ тепре авланнă. Амаçури Варуçа юратман. Ашшĕ çуркунне бурлака каять, Варуçа амаçури çиме паман. Хăй çăкăр та, яшка та пĕçернĕ. Варуçа, çăкăр ан çитĕр тесе, лаççа хупнă. Унта Варуç тăвар тупса ăна ĕмсе шывсăр, çăкăрсăр виçĕ кун пурăннă. Тăваттăмĕшĕнче хĕрача вилчĕ пулĕ тесе, амаçури лаççа кĕрсе пăхать, Варуçа тăвар ĕмсе ларнине курать. Вара амаçури Варуçа пушă витене хупать. Унта пĕчĕк Варуç икĕ кунтан вилет. Амаçури ача виллине çĕтĕк михĕпе чĕркет те хăмла çинче кĕреçепе шăтăк чавса унта пăрахать, витсе хурать, улăм купалать. Кĕркунне ашшĕ бурлакран килет, Варуççи çук. Шыва кайса вилнĕ пулĕ, тенĕ амаçури.
Ку пĕчĕк калава аннерен эпĕ темиçе хутчен те илтнĕ, çапах та ăна каламассерен манăн итлес килет. Çав пĕчĕк Варуç текен хĕрача аннен юлташех пулнă, пилĕк-улттăра чух пĕрле вылянă. Ăçта çухалнă хĕрача — ун çинчен никам та ыйтман, никамăн та пĕлме кирлĕ пулман — çав тери хисепсĕр пулнă этем.
Анне ĕнтĕ чăн пулни çинчен мар, юмахсем калать; унта чее тилĕ, Ухмах Йăван, çăткăн кашкăр тата ыттисем те пурччĕ. Вара Марук чăххи, куян тус, пукане çинчен сăвăсем калама тытăнать. Анне юмаха питĕ аван калать, итлесе тăранмалла мар. Ăçта ларнине мансах каятăн. Мĕн çинчен калани пĕтĕмпе куç умĕнче чĕрĕ пек курăнать. Савăнас та, хуйхăрас та, йĕрес те килет.
Алкумĕнче кăптăр-каптăр туни илтĕнчĕ. Алăка тапса уçса, пӳрте Иван пичче кĕчĕ. Вăл пирĕн пата куллен çак вăхăтра килет.
— Пурăнаççĕ-и, çӳреççĕ-и? — тет вăл. Икĕ хут сăхман тăхăннипе, лутраскер, пуклак курăнать. Çăпати пăрланнă; утнă чух шукалать. Шурă така тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕкне йăрхаха çакать те алăк патĕнчи урлă сак çине ларать. Эпĕ ун патне çывхаратăп, юнашар ларатăп.
Хам анис пекех, кĕнчелене чарăнмасăр арлатăп.
— Эх, аçа çапасшĕ çанталăкĕ. Тӳсме çук сивĕ-ске!
— Ан та кала, Иван пăяхам. Ăшăнса кураймастпăр. Вуттине те хĕрхенсе çеç хутатăп та, пит сивĕ.
— Эсĕ урама тухмастăн-çке, — тет мана Иван пичче.
— Анне кăлармасть, тетĕп эпĕ.
— Урине сырма çăм чăлхапа нуски çук-çке, — тет анне кăмăлсăрланса. — Ашшĕпе пиччĕшне пĕрер мăшăр алсыш çыхса патăм та, кун валли пĕр ывăç çăм та юлмарĕ. Çитмен пурнăç, — ах, терт!
Иван пичче ăна хăй те лайăх пĕлет.
— Ĕçлет, ĕçлет Мĕтри, çапах япăх пурăнатăр, — тет вăл.
— Мĕн каласси пур, Иван пăяхам. Питех начар пурăнатпăр. Краççын та икĕ кашăк çеç юлчĕ. Хăйă çутма тытăнас пулĕ тетĕп.
— Малашне акă тата кансĕртерех пулĕ.
— Мĕншĕн апла?
— Çĕнĕ чиркӳ тăвас тесе калаççĕ, тет. Халăхран çирĕм пин ытла укçа пухмалла пулать, теççĕ. Хытă аваççĕ ĕнтĕ халăха. Питĕ йывăр килет. Малтанлăха ятран виçшер тенкĕ пухмалла, теççĕ.
— Камсем хушаççĕ-ши чиркӳне тума? Кивви те юрамастчĕ-ши, пирĕншĕн пĕрре те кирлĕ марччĕ ĕнтĕ вăл.
— Пуп, чиркӳ старости Иванюк, Шĕшлĕ тата ытти пуянсем çĕнĕ чиркӳ тăвасшăн çунаççĕ. Вĕсене никам та хушман, хăйсем пуçараççĕ ку ĕçе.
Иван пичче вут чулне шаккаса чĕртрĕ те чĕлĕмне мăкăрлантарма тытăнчĕ.
— Çак кунсенче прихочĕпе пуху пулмалла, теççĕ, — татах калама тытăнчĕ старик, — укçана ятран çавăн хыççăн пуçтарма тытăнаççĕ пулĕ.
— Ытла часах-çке, — хыпăнса ӳкрĕ анне. — Укçа тӳлемелле пулсан, ăçтан тупас-ха? Ашшĕпе Иван Кукшакра, çуркуннесĕр килмеççĕ. Мĕн курас-ха ĕнтĕ? Ах, терт!
— Пирĕн те пĕр пус çук, аçа çапасшĕ пурнăçĕ. Карчăк пир, çăм сутас пулĕ тесе ларатчĕ, пĕр ятшăн тӳлеме укçи пухăнĕ. Кирлĕ мар çĕртен укçа кăларса памалла-çке. Шыва пăрахнипе пĕрех пулать.
— Тăвас марччĕ чиркӳне, халăх пухура ăна тума ан йышăнтăрах, — терĕ анне.
Иван пичче пуçне пăркаласа илчĕ те каларĕ:
— Чиркӳ тăвассине хирĕç пулнăшăн хăрушла асапа лекме пулать. Ку кивĕ йывăç чиркĕве Кĕтерин патша чухне лартнă, тет. Асатте каласа паратчĕ. Пĕрре Шупашкартан чиновникпе пуп килнĕ, вĕсемпе — вунă салтак. Пуппа чиновник чиркӳ лартма вырăн суйлаççĕ, тет. Ĕлĕк ялсем тӳрĕ урамлă пулман, кăшт кил хуçи пӳртне, ытти хуралтăсене хăйне мĕнле кирлĕ, çапла лартнă, йĕри-тавра карта тытса, улмуççи пахчи, хăмла чĕртнĕ. Çапла вара, тӳрĕ урам пулман, Шупашкартан килнĕ чиновникпе пуп ял тăрăх кукăр-макăр çулпа çӳренĕ-çӳренĕ, тет те, Мултта ятлă тĕне кĕмен çыннăн улмуççи пахчи патне пырса тухнă. Илемлĕ пулнă Мултта пахчи. Карта хĕррипе шурă хурăнсем симĕс турачĕсене ярăмăн-ярăмăн усăнтарса ларнă. Ытти çĕрте лаптăкăшпе улмуççисем пулнă. Çакă пахча пуппа чиновниксен кăмăлне кайнă. Тепĕр кунах вĕсем старостăпа Мултта пахчине шăтăк чавма хушаççĕ, унта пысăк йывăç хĕрес лартаççĕ. Чиновник Шупашкара каять, пуппа пĕрле салтаксем юлаççĕ.
Мултта унăн пахчине чиркӳ лартма йышăннине пĕлмен. Вăл ун чухне вăрманта ĕçре пулнă. Киле килсен пăхать, ун пахчинче йывăçсем хушшинче хĕрес курăнать. Питĕ тарăхнипе Мултта хĕресе кăларать те пуртăпа касса ваклать, çырмана пăрахса тăпрапа хуплать…
Эпĕ арлама пăрахса итлесе ларатăп. Анне те йĕкене аркă çине хунă та пĕр сиккеленмесĕр итлет. Иван пичче аллинчи сӳннĕ чĕлĕмне хыпса пăхрĕ те малалла калама тытăнчĕ.
— Тепĕр çичĕ-сакăр кунтан Шупашкартан темиçе чиновник тата çирĕм салтак çитеççĕ. Вĕсем çынсене хĕне-хĕне пухăва хăваланă. Халăх пухăнса çитсен, салтаксем Мулттана тытса пыраççĕ, çарамаслантарса хурăн хуллипе питĕ нумайччен çаптараççĕ те, Мултта çавăнтах вилет. Çурăм çинчи ӳчĕ таткаланса пĕтнĕ, тет, айăк пĕрчи шăммисем хушшинчен ӳпки-пĕверĕ курăна пуçланă, тет. Виçĕ кунтан Мултта кил-йышне, тăванĕ-хурăнташĕсене ачи-пăчи-мĕнĕпе Çĕпĕре яраççĕ. Тĕне кĕмен чăвашсене пĕтĕмпе вăйпах тĕне кĕртнĕ те, вара чиркӳ лартатпăр тесе, халăх ячĕпе хăйсемех, чиновниксем, приговор çырнă. Çапла пирвайхи чиркĕве юн тăкса, куççуль юхтарса, халăха ирĕксĕрлесе лартнă. Тĕне, чиркĕве хирĕç пыракансене халĕ те хытă тыткалĕç. Укçа пуçтарма тухсан, парасах пулать, памасан тем курса ларас пулĕ.
Иван пичче каласа пĕтерсен, анне ыйхăран вăраннă пек пăхкаласа илчĕ те çапла каларĕ:
— Хăрушă-çке! Çук пулсан та, укçине тупса парасах пулать, ах, терт!
— Çтаппана ĕнер мĕншĕн тытса кайрĕç тетĕн пулĕ эсĕ? — ыйтрĕ Иван пичче.
— Пĕлместĕп, — терĕ анне. — Улля аппа Çтаппана парса яма çăкăр кивçен килсе илнĕччĕ, мĕншĕн тытса кайнине каламарĕ.
— Халăх çинче Çтаппан чиркӳ тăвассине хирĕç тухса калĕ, халăха пăлхатĕ, тесе шикленсе тытса кайнă ăна. Уй, Çтаппан хытă парать пуянсене. Вăл калама тытăнсан, кăмăл çĕкленет. Эпир те, чухăнсем, çынах тесе, кăшкăрса ярас килет. Пуянсем халăх юнне сăхнипе вăл питĕ хирĕç тăрать. Пĕрре Шĕшлĕ халăхран Аксарти анасене илесшĕн пулчĕ. Халăх ят тăрри тесе валеçесшĕн. Пуянсемпе староста Шĕшлĕ майлă çаптараççĕ. Çтаппан калама пуçларĕ те, пĕтрĕ Шĕшлĕн халăх анине илесси. Памарĕç ăна, ятран валеçсе ячĕç. Çтаппан питĕ пултарать, анчах ăна ирĕк памаççĕ, пурнăçĕ çапла. Иван пичче шăпланчĕ, тĕлĕре пуçларĕ.
— Хурал пӳртĕнчи сĕрĕм тухса пĕтиччен кăштах выртам-ха, — терĕ те вăл хуллен, урлă сак çине тумтирĕпех тĕршĕнсе выртрĕ.
Пӳртре шăп. Кăмака таврашĕнче шăрчăксем чĕриклете пуçларĕç. Килкарти енчи чӳречене кассăн-кассăн çил килсе çапăнать. Çил вĕрнипе пӳрт тата сивĕрех…
Ирхине, эпир çывăрса тăнă çĕре, пирĕн чӳречесем ăшăннă. Пӳрт çуталса кайнă пекех пулчĕ. Эпĕ çĕтĕк çăм чăлхапа пир тăла сыртăм, сăхман тăхăнтăм, аппан чăпар тутрине çыхрăм та урама тухрăм.
Çанталăк ăшă, тумла юхать. Утнă чух çемçе юр нăтăртатать. Çил çук. Çуркуннехи пек туйăнать.
Анукпа Çемук пусă хапхи патне хӳнĕ кĕрте çунашкасемпе ярăнса, таптаса якатнă. Эпĕ те килкартине кĕрсе çунашка сĕтĕрсе тухрăм. Виçсĕмĕр те питĕ кăмăллă калаçса, çухрашкаласа ярăнатпăр.
Кăнтăрла иртсен, лавсем йышлăн ялалла кĕрсе, чиркӳ патнелле пăрăнса кая пуçларĕç. Кашни лав çине виçĕ-тăватă арçын ларнă.
— Чиркӳ пуххине килеççĕ, — терĕ Çемук. — Пирĕн пата Чăнкассинчи йысна килет, эпĕ киле каятăп.
Вăл çунашкине сĕтĕрсе утрĕ. Анука ашшĕ урама тухса: киле кил-ха, тесе кăчăк туртрĕ. Эпĕ пĕчченех юлтăм, юлташсем çук пирки кичемленсе киле кĕтĕм.
Килте анне вут хутса çунтарнă, аппапа иккĕшĕ кăмакара пĕçернĕ çĕрулмипе купăстана çисе лараççĕ. Апат çинĕ хыççăн эпĕ çунашкана туртса татах урама тухрăм. Унта Çемук та, Анук та çук. Эпĕ Çтаппан пиччесен тĕлнелле ярăнкаласа çитрĕм. Чиркӳ патĕнче халăх кĕрлени илтĕнет. Çунашкана Çтаппан пиччесен килкартине кĕртсе хăварса, эпĕ те унталла утрăм. Унта ман пек вĕтĕр-шакăрсем чылай çухăрашкалаççĕ. Чиркӳ карти тавра лавсем шутсăр нумай. Халăх пасар пек. Çынсем чиркĕве кĕреççĕ, тухаççĕ. Эпĕ чиркӳ хапхин чул юпи çумĕнче пăхса таратăп. Хапха çывăхĕнче стражник тăрать, хутран-ситрен йăлтăркка сăран аттипе шаккакаласа илет. Ун патне таçтан чиркӳ старости Иванюк чупса пычĕ. Вăл çара пуçăн. Хура çӳçне йывăç çу сĕрнĕ, кăвак пуставпа тулланă хăнтăрлă кĕрĕкне йӳле янă. Иванюк аллипе сулкаласа стражника тем каларĕ те, иккĕшĕ те чиркĕве кĕрсе кайрĕç. Шалта халăх кĕрлени илтĕнет. Унччен те пулмарĕ, чиркӳрен стражник пĕр çынна ĕнсерен тытса, чикĕлентере-чикĕлентере ярса, илсе тухрĕ. Çынни çĕтĕк аçам тăхăннă, пилĕкне кантра çыхнă, аллине мулкач тирĕнчен çĕленĕ лапсака çĕлĕк тытнă.
— Мĕн халăха пăлхататăн, йытă! Тĕрмере çĕрĕн!
— Эпĕ халăха пăлхатас шухăшлă çын мар. Чиркӳ ик-виçĕ çуллăха кивви те юрать, терĕм. Кăçал тырă начар пулнă, çĕнĕ чиркӳ çинчен калама та кирлĕ мар, тетĕп, — терĕ аçамлă çын.
Стражник ăна талкăштарса чиркӳ хурал пӳртне тĕртсе ячĕ.
— Хурал тăр, пунеттей, — кăшкăрчĕ стражник.
Пĕр çын алăк патне пырса тăчĕ, аллинче — чукмар.
Стражник чиркĕве кĕрсе кайрĕ. Кăшт тăрсан, вăл тата виçĕ-тăватă çынна тĕрте-тĕрте кăларчĕ. Лешсем каялла кĕресшĕн турткаланаççĕ. Пĕри хытă кӳренсе кăшкăрать:
— Мĕншĕн хупатăн пире?! Саккуна хирĕç каламан эпир! Куланай тӳлесе татнă хыççăн халăхăн укçа çукрах тесе çеç каларăмăр!
Стражник питĕрленсе кăшкăрать:
— Чиркĕве хирĕç эсир! Турăпа патшана хирĕç! Çĕпĕре ямалла сире! Ĕмĕрлĕхе Çĕпĕре!
Стражник çак çынсене те хурал пӳртне хупса лартрĕ.
Чиркĕвĕн уçă алăкĕнчен шурă пăс йăсăрланать. Халăх тухать, кĕрет, шавлать, кĕрлет…
Тĕттĕм пула пуçларĕ. Чиркӳ ăшĕ çап-çутă. Такам пĕр чарăнмасăр хытă кăшкăрса калать. Акă çав сасă чарăнчĕ.
— Шалаем! — тесе кăшкăрчĕç çирĕм-вăтăр çын.
Икĕ çын чиркӳрен тухрĕç. Пĕри пирусне, тепри чĕлĕмне чĕртсе ячĕ. Хăйсем çурма сасăпа калаçаççĕ.
— Аваççĕ халăха, ах, аваççĕ, — терĕ пĕри.
Тепри каларĕ:
— Кашни хирĕç калакана стражник аллине лектереççĕ те, халăх ăçтан çĕнтертĕр? Халĕ виçшер тенкĕ пухмалла терĕç, çулла — пилĕкшер, кайран тата мĕн чухлĕ те пулин — пайтах хырать çĕнĕ чиркӳ халăх ĕнсине, — терĕ.
Табакне туртса пĕтернĕ хыççăн çынсем, чиркӳ картинчен тухса, çуна çине ларчĕç те лашисене хăваларĕç. Ытти çынсем те чиркӳрен тухма тытăнчĕç — пуху салана пуçларĕ. Стражник çаплах пĕрер е икшер-виçшер çын тытса хурал пӳртне хупать.
Нӳрленнĕ ура шăннипе эпĕ килелле чупрăм. Пӳртре краççын çутман. Аннепе аппана чĕнтĕм, мана хирĕç никам та сасă памарĕ. Тĕттĕм пӳртре тăрас килменнипе эпĕ Ануксем патне чупрăм. Вĕсем паян лампине тăрпапа çутса янă — çап-çутă çунать. Тĕпелти сак çине кăвак кĕççе сарнă. Сĕтел çинчи сăрлă чăмра сăра кăпăкланса ларать. Ывăс çинче каснă хуплу выртать, çур шăрттан пур.
Анукăн куккăшĕ хăналанса тухса кайнă пулмалла, анчах Наçтиç аппа сĕтел çинчи çимĕçсене пуçтармасть-ха. Хĕрачисем кăмака çинче куккăшĕ парса хăварнă мăйăра каткаласа лараççĕ. Эпĕ те вĕсем патне улăхрăм, юмах калама пуçларăмăр. Пире ăшă, аван, чăн аванни — Анук ашшĕ, Ваççа, çукки.
Килкартинче çынсем хытă калаçни илтĕнчĕ. Эпир, юмах калама чарăнсах, пĕр самант итлесе лартăмăр. Унччен те пулмарĕ, пӳрте Касак Ваççи, Шĕшлĕ, староста Куçук Петĕрĕ кĕчĕç.
Шĕшлĕ хура каракуль çĕлĕкне пуç çинчен илмесĕрех, пустав питлĕ кĕрĕкне пăрахмасăрах сĕтел умне пырса ларчĕ.
— Эх, Ваççа! Çын тăвас тетпĕр сана, — тет хĕрĕнкĕ Шĕшлĕ, — çавăнпа сана чиркӳ валли укçа пухаканни турăмăр.
— Тав сире, ырă çынсем, мана манманшăн, — терĕ Ваççа, сĕтел çине пулштух эрех кăларса лартса. Ĕçме, çиме пуçларĕç. Шĕшлĕ Ваççа çине ӳсĕр куçĕпе пăхса калать:
— Халь эпир тăрăшатпăр-ха сана çӳлелле çĕклеме, ура çине тăма, пуйма, вăхăт çитет — эсĕ те пире кирлĕ чух пулăшатăн… Çапла вĕт, Ваççа?
— Çапла, çапла, Егор Лариваныч. Сире пулăшма эпĕ чунтан-чĕререн хатĕр.
— Юрать апла пулсан, — терĕ те Шĕшлĕ, шăрттан татăкĕ кавлеме пуçларĕ.
Куçук Петĕрĕ те хуплу çие-çие каларĕ:
— Итле, Ваççа, вĕрентем сана чухăнсене вăлтана çаклатма. Эсĕ халăх хушшине укçа пухма тухнă чух хăвпа пĕрле укçа чиксе тух. Кам тӳлеме пултараймасть, ме сана укçа, те, саншăн хам тӳлетĕп, çуркунне паратăн, тесе кала. Çуркунне чăн çинçе вăхăт, чухăнсем укçа параймаççĕ, ун вырăнне анипе илетĕн. Лайăх вĕт çапла?
— Питĕ лайăх, питĕ лайăх, — мухтарĕ Шĕшлĕ.
Пирĕн пата Наçтиç аппа кармашрĕ те шăппăн каларĕ:
— Тухса кайăр пурте. Анук, ачасене Мархвасем патне илсе кай: аçу ӳсĕр пулать, хам та унта пыратăп, — терĕ.
Эпир Анукпа иксĕмĕр кăмака çинчен антăмăр та Хветлепе Мархвана та антартăмăр, вĕсене тумлантарса хамăр пата илсе кайрăмăр.
Пирĕн пӳрте çитсе кĕнĕ çĕре анне килте краççын çутнă. Аппана юлташĕ хăйсем патне ларма чĕнсе кайнă, хăна килнĕ тесе каланă, тет.
Эпир тăватсăмăр та кăмака çине хăпартăмăр. Эпĕ пĕр кĕтессе хам сăхмана сарса выртрăм. Анук чее тилĕ çинчен юмах калама пуçларĕ. Кунĕпе тулта çӳренипе эпĕ ĕшеннĕ пулмалла: юмах итлесе выртнă çĕртех çывăрса кайнă.
Тепĕр кун кăнтăрлапа, анне кăмакара улăм пăтратса çунтарса тăнă чух, пирĕн пата Касак Ваççипе Манехва пырса кĕчĕç.
— Турă пулăштăр сире, — терĕ çинçе сассипе мăнтăр Питлĕ Манехва, унтан пуçне пилĕк таран тайса илчĕ, турăш умнелле пырса сăхсăхрĕ. — Çĕнĕ чиркӳ валли укçа пуçтарма тухрăмăр, сирĕн ултă тенкĕ тӳлемелле.
Ваççа хул çине пĕр çыхă карт (шут патакĕ) çакса янă. Анне кăмака патĕнчен Ваççапа Манехва патнелле пĕр-иккĕ ярса пусрĕ, вĕсем çине кăмăлсăрланса пăхса каларĕ:
— Укçи пĕр пус та çук, Мĕтрипе Иван Кукшакран килмесĕр укçа тупса параймастпăр.
— Парас пулать… турă çуртне тума кашни тĕне кĕнĕ çыннăн пулăшмалла. Укçа памасан, турăпа патша саккунне хирĕç пырать тесе шутлатпăр. Ĕнер хурал пӳртне хупнă çынсене паян Çĕрпӳри тĕрмене янине илтмен-и эсир?
Анне кĕл пек кăвакарса кайрĕ.
— Кивçен илме çук-и? — нăйлатать Манехва.
— Камран илес тетĕн? — терĕ анне хуйхăрса.
— Хам парам кивçен вăхăтлăха, — терĕ Касак Ваççи.
Анне нимĕн те каламарĕ, Ваççа, хулĕ çинчи карта шăкăр-шакăр тутарса, пирĕн патака тупрĕ, çĕçĕпе касса хăйпăтса илчĕ те аннене пачĕ.
— Юрĕ, эппин, — терĕ хуллен анне, карт хăйпăнчăкне пĕрене çурăкне хĕстерсе.
— Çуркунне паратăр, унччен кĕтетĕп, — терĕ Ваççа.
Карт патакĕсене шакăртаттарса алăк патнелле утрĕ. Манехвăпа иккĕшĕ тухса кайрĕç. Анне вăраххăн сывласа юлчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...