Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Тепĕр ирпе Сăпани хуçалăхри ĕçсене хăпăл-хапăл туса пĕтерчĕ те, кӳрше каçса, кил хуçи арăмĕнчен хăй çук чухне выльăхсене пăхма ыйтрĕ. Çапла калаçса татăлсан, самант та тăхтаса тăмарĕ — ăйăрне йĕнерлесе, юланутпа Канаша тухса вĕçтерчĕ.
Юртка урхамах ăна çитес çĕре часах илсе çитерчĕ. Канашра Сăпани тӳрех Кашкăр Мĕтри тытакан хăна çуртне кайрĕ. Анчах хуçи килте çук-мĕн, вăл ăçта кайнине те хăна çуртĕнче ĕçлекенсем пĕлеймерĕç е юри каламарĕç.
— Таврăнсан, пĕлтерĕр ăна: Экеçрен Пикмăрса хĕрĕ килнĕ, унпа канашласшăн тейĕр. Кăнтăрла иртсен тепре кĕретĕп, кĕттĕр вара, — хуçа вырăнне хăнасене йышăнма юлнă чиперккене хушса хăварчĕ Сăпани.
Вăл килессе кĕтсе вăхăт ирттерме тесе, Сăпани станци çумĕнчи поселока курса çӳрерĕ, кĕмен лавкка хăвармарĕ. Поселокĕ ӳсет ĕнтĕ, авă, чугун çул хĕрринчи урамра тем тăршшĕ йывăç бараксем лартса тухнă. Станци тепĕр енче те çаплах, нумай çĕнĕ çурт курăнать. «Мĕнле-ха стена урлах вăл енче те, ку енче те, хирĕçре те ют çынсем пур çĕрте пурăнас килет, э, — тĕлĕнсе шухăшларĕ Сăпани, бараксене кăсăкланса пăхкаланă май. — Çакă пулать-ши-ха ĕнтĕ коммунисмă тени? Нивушлĕ Хĕлимун халăх çапла пурăнтăр тесе кĕрешет хăйне пач та шеллемесĕр? Çу-ук, пулма пултараймасть. Ав, пĕтме маннă Кашкăр йăхĕ каллех ĕлĕкхи пекех, купца чухнехи пекех пурăнать. Эппин, Хĕлимун та çавсем майлах-тăр, вĕсене ырă куртарассишĕн кĕрешет-тĕр... Çу-ук, апла та пулма пултараймасть. Хĕлимун хăйĕн чĕр тăшманĕ Кашкăр ырлăх куртăр тесе тăрăшĕ-и?... Луччă хĕвел тепĕр енчен тухма тытăнĕ... Эппин, мĕн пулса иртет-ха пурнăçра, амитке?..»
Эй, капла шухăшла-шухăшла йăлтах пăтранса кайăп тесе, Сăпани алă сулчĕ те ахаль кăна пăхса çӳреме тытăнчĕ. Вара çакна асăрхарĕ: станци çумĕнчи поселок ӳсессе ӳсет те, лавккасем пушшех хăвăртрах йышланса пыраççĕ иккен. Кур-ха, кашни утăмрах лартса тухнă тейĕн. Япала туянаканĕсем те пур çитменнине. Ара, вĕсем çук-тăк, паллах, лавкки те уçăлмĕччĕ. Халăх пуйса пырать пулас. Ĕлĕкрех капла марччĕ. Тепĕр тесен, пурнăçăн малаллах каймалла çав.
Çапла вăхăта кăнтăрла иртни виçĕ сехетсем таран сутса çӳресен, Сăпани тӳсеймерĕ, каллех хăна çуртне таврăнчĕ, ăйăрне умпахча карти çумĕнчи карлăкран кăкарчĕ, килтен илсе килнĕ сĕлĕ хутаççине, янавар çăварне тăхăнтарса, мăйран çакса хăварчĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ. Турран килесшĕ! Пĕтме маннă Мĕтри халĕ те çук иккен. Ăна кĕтсе илмесĕр каймастăпах тесе тĕв тусан, Сăпани чайнăя кĕчĕ. Хырăмĕ паçăрах выçса çитнĕччĕ-ха, пĕрех апат çиме вăхăтчĕ. Вăл кĕтесри сĕтел хушшине кайса ларчĕ те пăлавуя, хулари пек, икĕ тĕрлĕ апат — купăста яшкипе катлет — тата чей пырса пама хушрĕ. Мĕтрие нумай кĕтме тивĕ тесе, выçă пулин те, апата васкамасăр çирĕ, кантăкран урамалла пăхкаласах ларчĕ. Тепрер сехетрен Мĕтри тинех персе çитрĕ, хапхана уçса, тăрантаспах килкартине кĕрсе кайрĕ. Тата чĕрĕк сехетрен Сăпани ăна чайнăйăн хăна пӳлĕмĕсем енне тухакан алăк кантăкĕнчен курчĕ. Хăнасене йышăнакан чиперкке, йăл-йăл кулкаласа, хуçана пикенсех тем ăнлантарчĕ. Лешĕ тимлесе итлерĕ, унтан тем каласа хăварчĕ те чайная кĕчĕ, кунта пурте йĕркеллех-и тенешкел, пĕтĕм зала пăхса çаврăнчĕ, Сăпани умĕпе иртнĕ чухне, пуçне сулса, хăй хыççăн тухма систерчĕ.
Мĕтри ăна иккĕмĕш хута, икĕ кравать лартнă пысăках мар пӳлĕме илсе кĕчĕ, алăка шăппăн хупса çаклатрĕ.
— Ну, салам, Экеçрен килнĕ Пикмăрса хĕрĕ, — терĕ вара кăмăллăн кулса. Леш чиперкке çапла пĕлтернĕ ĕнтĕ ун çинчен. — Мĕн хыпарпа çитрĕн? Ахаль пулсан, мана ку таранччен кĕтес çукчĕ эсĕ, çапла-и?
— Çапла, Мĕтри Микулайчă, — терĕ Сăпани, — ахаль пулсан, чăнах та, кĕтес çукчĕ. Анчах эпĕ хыпарпа мар, канаш ыйтма килтĕм.
— Ну, йорь, итлетĕп, — терĕ Мĕтри, кăвакара пуçланă кĕске сухалне тачка пӳрнисемпе пĕр пăтратса, пĕр якатса лараканскер. Хăй Сăпание куçран тĕсесе пăхрĕ.
Сăпани, сăмаха мĕнлерех пуçармалла-ши тенешкел, кăштах кăххăмлатса илчĕ, унтан тӳрех каласа хучĕ:
— Пулăш мана, Мĕтри Микулайчă!
— Мĕн пулчĕ тата? — кăсăкланчĕ Мĕтри, симĕс хăмăр куçĕпе шăтарас пек пăхса.
Сăпани ялта пуху пулса иртни, унта НКВДăн угрозыск начальникĕ Крапивин сăмах калани, пĕтĕм халăх умĕнче хурахсемпе вĕсене пулăшакансене пурне те тытма пулнă çинчен пăлханса пĕлтерчĕ.
— Вара мĕн? — ăнланмана печĕ Мĕтри, çапах сассинчен вăл ĕнтĕ ытларах та ытларах кăсăклана пуçлани палăрчĕ.
— Вара... тытаççĕ-çке-ха, мана тытаççĕ!
Мĕтри лăх-лăх-лăх кулса ячĕ.
— Ара, вĕсен юрри çавă, — терĕ хăй. — Хамăр ăслă пулсан, кам тыттăр пире. Çитменнине, эсĕ унашкал ĕçе тек явăçмастăп терĕн-иç. Сана итлесе, эпĕ те урăх никампа та çыхланмастăп. Мана ахаль те пурăнмашкăн кирлĕ-кирлĕ марри мăй таран çитет. Эппин, пурăнар шăппăн кăна, вара пире никам тĕкĕнмĕ. Ан пăшăрхан, Сăпани, нимĕн хăрамалли те çук.
Сăпани, калаçу çапла çаврăнса каясса кĕтменскер, самантлăха аптăраса ларчĕ. Кăштах лăплансан, унччен питĕ лайăх шухăшласа хунине ăсра тепре аса илчĕ, тăнлăрах калаçа пуçларĕ.
— Ара, Мĕтри Микулайчă, тӳррипе, хăранăран кăна килмен эпĕ сан пата, — терĕ вара çирĕппĕн, — Тата, ху пĕлен, эпĕ аттене хывнă, пули-пулмишĕнех пит хăракан йышши мар.
— Ну? — тем кĕтнине тинех илтес пек ыйтрĕ Мĕтри.
— Вăт, çав Вĕлтрен Хĕлимунĕ халăх умĕнче каркаланса çапла пуплешнине тăнласа тăтăм-тăтăм та, хурахсемпе урăх çыхланмастăп тесе сана пустуях каланине тавçăрса илтĕм...
Мĕтри, пуканне шутарса, Сăпани патнерех пырса ларчĕ, ăна куçран паçăрхинчен те ытларах тĕсесе пăхрĕ. Унăн тачка сăмси, тачка тути, вĕсем çеç-и — пит ӳчĕ çинчи кашни сывлăш шăтăкĕ çывăхрах курăннипе вăл халĕ темле сарăлса-сарăлса пыракан лăймака пек туйăнчĕ, çавăнпа Сăпанин тăрса хăвăртрах айккинелле пăрăнас килчĕ, çапах вăл вырăнтан пач та хускалмарĕ, хăй те Мĕтрие куçран хирĕç çирĕппĕн пăхрĕ. Лешĕ çак тупăшăва тӳсеймерĕ, каллех кăшт каялла чакса ларчĕ.
— Ну? — терĕ вара хăрăлтатса.
— Вăт, шутларăм хайхи: мĕншĕн-ха çак çыннăн, манăн упăшкана вĕлернĕскерĕн, манăн аттепе аннене ялтан хăваласа янăскерĕн, манăн чĕр тăшманăн тата мана тытмалла? Мĕншĕн кĕлмĕçсен юлташлăхне çаратса кайнă çынсене тытмалла тата унăн? Кам ирĕк панă ăна, Вĕлтрене, çапла иртĕхме? Хăçантанпа пăтратать ĕнтĕ вăл экеçсене. Санне те, ав, шăллуна вĕлерчĕ, аçупа аннӳне ссылкăна ячĕ... Ну, хăвах шутла: шăпăрт пурăнмалла мар манăн, ăнланатăн-и, тавăрмалла ăна, тавăрмалла, тавăрмалла. Анчах мĕнле майпа? Çакна эпĕ пĕлейместĕп. Çавăнпа сан патна канашлама килтĕм...
Ăс енчен, Пикмăрса хĕрне тивĕç ăс енчен илсен, чăнах та, çапла пулмаллине пĕлекенскер, Сăпани çак сăмахсене хĕрӳленсех, чунран тарăхнă çын пекех каларĕ. Хăй те вăл халĕ, тин кăна апат çинĕ хыççăн ăшă пӳлĕме кĕрсе ларнăскер, вĕриленсе кайрĕ. Унăн нăкă питçăмарти кĕрхи анис евĕр кĕренленнĕ, чакăр куçĕ пӳлĕм тĕксĕмĕнче тарăнраххăн, темле шалти ачашлăхпа ăшшăн илĕртнĕн туйăнать, кăшт мăкăрăларах тăракан тути вара, тупата, майрасен сăрланă тутисенчен хĕрлĕрех. Эй, мĕн тери илемлĕ хĕрарăм иккен Сăпани! Хĕр чухнехи йăрăслăхĕ, ешĕллĕхĕ пĕртте чакман унăн, çав вăхăтрах çитĕннĕ, пиçсе çитнĕ хĕрарăм асамлăхĕ куçа курăнман пайăркасемпе çунтара-çунтара илет, йыхăрать, туртать хăй патне...
Мĕтри нимĕн çинчен те шухăшлайми пулчĕ ĕнтĕ, ватă хусахăн куçĕ халь-халь тутлă аш турамне хыпас кушак аçинни пек йăлтăртатать. Çапах шухăшлас пулать унăн, мĕншĕн тесен хăйĕн вăрттăн ĕçĕнче йăнăшма юрамасть. Эппин, ку хĕрарăм Крапивина татах сиен кӳресшĕн-ха. Мĕншĕн? Лешĕ унăн ĕлĕкхи савнийĕ-çке. Мĕтри шучĕпе, Сăпани юлташлăх касси ăçта упраннине Крапивина яла пыртарассишĕн çеç пĕлтерчĕ. Халĕ, ав, каллех ĕç ыйтать... Тен, Вĕлтрен Хĕлимунĕ Экеçе пыни ăна нимĕнле усă та кӳмен те, мăн кăмăллă хĕрарăм çавăнпа тилĕрсе кайнă? Е, Крапивина курсан, вăл Пикмăрса хĕрĕшĕн çапах та чĕр тăшман пулни çинчен аса илни çиеле тухнă?.. Хĕрарăмми вара ку, чăнах та, пĕр кашăк пылпа çăтса ямаллискер. Эх, шеремет!
— Мĕн терĕн эс? Ăхă, тавăрасшăн. Йорь. Пĕлетне, ку тĕлĕшпе... ну, сана мĕнле пулăшас пирки... эпĕ кĕçĕр шухăшласа пăхăп, ирхине сăмах татăпăр вара, юрать-и? Тен, унчченех... — терĕ Мĕтри, паçăр кăна-ха урăх никампа та çыхланмастăп текенскер.
Сулахай стенара аялтан шаккани илтĕнчĕ. Мĕтри ырă-ырă тĕлĕкрен вăраннă пек пулчĕ, тăрса, тумтирне тӳрлеткелерĕ.
— Эс кĕçĕр кунтах çĕр каçăн, — терĕ тухса каяс умĕн. — Урхамаху пирки ан пăшăрхан, ăна эпĕ хамăн витене хуптарăп...
Сăпани вăл хупса хăварнă алăк çине чылайччен пушă куçпа пăхса ларчĕ, унтан ăна çекĕлпе çаклатрĕ те сăхманне хывса кравать пуçĕнчен уртрĕ, пушмакне салтса урайне пăрахрĕ, вара хывăнмасăрах кравать çине тăсăлса выртрĕ. Темскер, юлашки вăхăтра час-часах çапла, хывăнмасăр çывăрать вăл... Нимех те туман пек: суха сухаламан, кĕпе çуман, сунара çӳремен, çапах ывăннă вăл паян, çав тери ывăннă. Çавăнпа, ют çĕрте пулин те, шăмшак тĕллĕн-тĕллĕн пĕчĕккĕн сăрлата-сăрлата лăпланса пынине туйса, чиперех тĕлĕрсе кайрĕ.
Темччен çывăрнă çапла, тахăш самантра вăл тĕлĕк курма тытăннă. Таçта вăрманта, ешĕл курăкпа çулçă хутăшĕ çинче тĕлĕрсе выртать пек Сăпани. Сасартăк юнашарти хăмла çырли тĕмĕ хушшинчен çăмламас упа сикрĕ тухрĕ. Темшĕн, сухаллă тата, хăямат. Унччен те пулмарĕ, вăл Сăпание ыталаса илчĕ те, сухалĕпе унăн питне сăтăрса, кăтăкла пуçларĕ. Ак тата... лаппине Сăпани хĕвне чиксе ячĕ. Чим, упа алли те мар пек хĕвре, шăши чупкалать пек... Никамран та хăрамасть Сăпани, шăши тесен вара... Шари! çухăрса ячĕ вăл, хăй çумĕнчен халĕ те хăпа пĕлмен упана пĕррех тĕкрĕ, çавăнтах, хăй сассинчен хăй хăранипе, вăранса кайрĕ. Темскер кĕмсĕрт-кĕмсĕрт! турĕ урайĕнче, унтан, ахлатса, чăнахах упа евĕр пăлатна арçын майĕпен тăчĕ.
— Кам эсĕ? — чăннипех кăштах сехĕрленсе ыйтрĕ Сăпани. — Асту, ан çывхарнă пул ман пата. — Вăл кравать çине ялт! кăна тăрса ларчĕ. — Унсăрăн вĕлереп, мăйна кăшласа татап!
— Ан шавла! — илтĕнчĕ... Мĕтри сасси. — Çынсем мĕн калĕç.
Сăпани шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Алăка шалтан çаклатнă пекчĕ-çке, пӳлĕме епле лекнĕ вал? Мĕн туса çӳрет кунта çĕр варринче?
— Мĕн кирлĕ сана? — ыйтрĕ Сăпани, лешне мĕн кирлине ĕнтĕ хăех тавçăрса илнĕскер. — Çутă çут, унсăрăн каллех шав çĕклетĕп.
— Тархасшăн, ан шавла! — терĕ Мĕтри шăппăн. — Çĕрле-çке халĕ, сасă çав тери ян илтĕнет.
Вăл кĕсйинчен шăрпăк кăларчĕ те краççын лампине çутса ячĕ. Лампи вуннăллăскер, çапах хăрăмран чылайранпа тасатман тăрпа витĕр çутă вăйлах ӳкмест. Çав хăватсăр çутăра Мĕтри темле хуралса-кăвакарса кайнăн курăнать. Унăн стена çине ӳкекен мĕлки вара, чăнах та, упа пекех. Çавна тĕксе антарнă-çке Сăпани хăй çумĕнчен... Халĕ ĕнтĕ, лăпланса çитнĕскерĕн, кулас та килет, анчах аван мар.
— Мĕн кирлĕ пулнă сана кунта, Мĕтри Микулайчă? Эпĕ алăка питĕрсех выртнăччĕ-çке, мĕнле лекнĕ эсĕ кунта? — татах ыйтрĕ Сăпани, куллине пусарса.
Мĕтри сĕтел çумĕнчи пукана кравать патнерех шутарчĕ, пырса ларчĕ.
— Итле эппин, Сăпани, — ăнлантара пуçларĕ хăй кунта мĕншĕн килнине. — Эпĕ сана тахçантанпах кăмăллатăп ĕнтĕ. Паян вара куртăм та çакна тавçăрса илтĕм: ну, пĕлетне, иксĕмĕре пĕрле пулма турă хушнă пире. Эсĕ, ну... çав тери, çав тери хӳхĕм хĕрарăм. Сана лайăх кăна тумлантарсан-и? Тупата, Канашри чи чаплă майрасем патна ан пыччăр!
Сăпани халĕ ĕнтĕ тӳсеймерĕ, кулса ячĕ, çавăнтах хăйне чарма тăрăшрĕ: чăнах та, сасă ян каять ку вăхăтра, çын илтсен, çĕр варринче ахăлтатакан хĕрарăм пирки тем шухăшлĕ.
— Ара, эс старик-çке, — терĕ вăл, Мĕтрие нимĕн хирĕçлеме аптраса.
— Мĕнле старик пулам эп, Сăпани! Мĕнле старик? Кăçал аллă тултартăм, арçыншăн çул-и вăл? Йывăр ĕçре хуçăлман эпĕ, хура пӳртре пурăнса, çĕрулми çăкăрĕ çисе сывлăха пĕтермен. Эп, эпĕ-и, эпĕ-ĕ!.. Ну, Сăпани, чунăм! — хайхискер, вăл кравать çумне, паçăр хăй персе аннă вырăна, чĕркуçленсех ларчĕ. — Эпĕ сана патша майри пек усрăп. Куратăн-и, мĕн чухлĕ мул манăн. Хăна çурчĕ, чайнăй, унччен, революциччен пухни те юлнă... Тӳррипе каласан, ку та тьху кăна. Ӳлĕмре — хăват манăн, Ехрем купца хăвачĕ. Санран пытармастăп, эпир пĕр шухăшлă çынсем... Кĕçех самана улшăнĕ ак, ун чухне-е... Ун чухне пысăк çын пулăп эпĕ! Сăпани, енчен эс манпа пурăнма килĕшсен, санăн нихăш енчен те ӳкĕнме тивмĕ...
Вăл калани Сăпание кăсăклантара пуçларĕ ĕнтĕ. Ара, самана улшăнасси, малашлăх çинчен калаçать. Мĕне пĕлтерекен япала ку?
— Мĕн, çав Калюк хурахĕсем улăштарайĕç тетĕн-им саманана? — йĕкĕлтесерех ыйтрĕ вăл, урине кравать хĕрринчен, Мĕтри пичĕ умĕнчен ĕнтĕ, шаларах туртса илсе.
Мĕтри куçĕ çиçсе илчĕ. Вăл каллех Сăпани патнелле туртăнчĕ, тата шăппăнрах ăнлантара пуçларĕ. Ахăртнех, ăна епле те пулин çавăрасшăн, е çирĕп шанать-ши — пĕр сăмахпа, çĕнни çав тери нумай пĕлтерчĕ. Вăл Калюков пеккисемпе кăна мар, çав тери хăватлă çынсемпе туслă иккен. Çав çынсем вăрă-хурах йышшисем мар, вĕсем çĕршывра влаçа улăштарассишĕн кĕрешеççĕ, çак тĕллевпе чикĕ леш енчи нумай вăйлă патшалăхсемпе те çыхăннă. Лешсем вĕсене укçа-тенкĕпе пулăшса тăраççĕ, çĕршывра пăлханусем пуçлансан, хăватлă çарсем яма та хатĕр-мĕн. Çавăнпа кирлĕ иккен халлĕхе Калюков пеккисем, халăха пăлхатма, Совет влаçĕ вăйсăррине кăтартма. Кайран Мĕтрипе тусĕсем сурĕç вĕсем çине...
Сăпани, ĕмĕрне мĕн çуралнăранпах пĕртен-пĕр Экеçре пурăнса ирттернĕскер, хутла ликбез йĕркипе кăна вĕреннĕскер, Мĕтри каланинчен нумайăшне тĕплĕн ăнкарсах çитереймерĕ. Пĕр япалана кăна çивĕч ăнланса илчĕ вăл: Калюкова та, ун хыçĕнче таракан Мĕтрипе ыттисене те Крапивинăн чи хаяр тăшманĕсем вырăнне хумашкăн сăлтав пур. Эппин, хурахсене кăна мар, вĕсене ертсе пыракан е ăс парса тăракан çынсене те тупмашкăн пулăшмалла ăна.
— Мĕтри Микулайчă, — терĕ Сăпани йăвашш ăн, — эсĕ çав тери илĕртекен япаласем çинчен калатăн та-ха... Ытла юмахри пек туйăнаççĕ вĕсем. Темле, çавнашкал хăюллă çынсем çĕр çинче пуррине пачах ĕненес килмест. Эсĕ ху çав тери харсăр çын пулнине те... Енчен ку вăл тĕрĕсех иккенне хам куçпа курса ĕненес-тĕк, эпĕ, паллах... Анчах...
— Эпĕ сана вĕсенчен пĕринпе, манпа çыхăну тытаканнипе, ыранах паллаштарăп! — хĕрӳллĕн шантарчĕ Мĕтри. — Кăна паçăрах шутласа хутăм ĕнтĕ. Эсĕ паçăр тăшманна тавăрас пирки калаçрăн. Вăт, пирĕнпе ĕçлесен, ним мар тавăрăн. Пĕлетĕн-и, сана ыран паллаштаракан çынпа манăн хамăр ĕç пирки час-часах канашламалла. Анчах, шел, ун патне ялан çӳрейместĕп, май çук. Енчен эсĕ... пире çыхăнтаракан çын пулсассăн, э? Шăпах Йĕпреçпе Канаш хушшинче пурăнатăн. Чугун çулран аяккарах та-ха Экеç, ку, тен, лайăхрах та...
— Леш çынни Йĕпреçре пурăнать-им? — кăсăкланса ыйтрĕ Сăпани.
— Ыран, тĕрĕсрех ĕнтĕ паян, хăвах курăн. Ахаль те нумай калаçса лартăм эпĕ. Ну, чăрмантарнăшăн каçар, ман сĕнӳ пирки вара шухăшла, — терĕ те Мĕтри ура çине тăчĕ, шăлаварне чĕркуççи тĕлĕнчен ал лаппипе шаккакаласа тасатрĕ.
— Енчен сан сăмаху тӳрре тухсан-и... — шантарчĕ Сăпани. — Ара, камăн патша майри пулас килмĕ.
Çакă Мĕтрие кăштах савăнтарчĕ, хăпартлантарса ячĕ.
— Йорь, — сăмаха татрĕ вăл, — Улатăралла каякан пуйăс саккăр çурăра пулать. Иртерех тăр вара, пирвай иксĕмĕр апат çийĕпĕр.
Вăл, алăка тачă хупса хăварса, шăппăн тухса кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, çекĕл хăех çакланса та ларчĕ. Вăт питĕрĕнсе аппалан кунта. Çу-ук, Сăпание тек улталаймăн! Вăл саппунне салтрĕ те çаклатнă çекĕле унăн кантрипе лайăх кăна çыхса лартрĕ. Тек никам та вĕçертеймĕ ăна тултан.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...