Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
— Çавă. Унччен уесри çутĕç пайĕнче ĕçленĕ вăл, — çирĕплетсе каларĕ председатель.
Халĕ ĕнтĕ Крапивин ку пӳлĕмре тек лараймарĕ, председатель заместителĕ патне хыпаланса тухса кайрĕ. Унăн Никифорова хăвăртрах курас килчĕ. Ара, каланăччĕ ĕнтĕ, çав çын тахçан Экеçре учительре ĕçленĕ, ун чухне шăпах яппун вăрçинчен таврăннă Хĕлимуна кĕнекепе туслаштарма тăрăшнă. Чăн та, темшĕн-çке, революциччен вăл темиçе çул ялта çĕнĕрен уçăлнă чиркӳ священникĕнче те ĕçлесе пăхнăччĕ. Çапах ун чухне те, сăмахран, Крапивина большевиксемпе явăçтарнă Кузюков, халĕ парти обкомĕн секретарĕнче ĕçлекенскер, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Никифоровпа пĕрле вĕреннĕскер, Петр Никифорович тӳрĕ те таса çын иккенне çирĕп ĕненетчĕ, тĕн хура халăхшăн сиенлĕ иккенне курса, хăй йăнăшнине туйса илетех вăл, вара пăрахатех çав путсĕр ĕçе тетчĕ. Каярах, чăнах та, унăн сăмахĕ тӳрре тухрĕ: Октябрьти аслă революцичченех Никифоров священник санне пăрахрĕ те каллех ачасене хутла вĕрентме тытăнчĕ. Темиçе уйăх каялла кăна-ха Крапивин вăл уесри çутĕç пайĕнче ĕçлет тенине илтнĕччĕ. Тем пекех кĕрсе курасшăнччĕ ăна, ерçӳ тупăнмарĕ. Халĕ, акă, пурнăç хăй тĕл пултарчĕ вĕсене...
— Петр Никифорович, эсирех-и ку?!
— Филимон Петрович, нивушлĕ эсир? — пĕр-пĕрне тӳрех палласа илчĕç вĕсем, унтан çирĕппĕн алă тытрĕç те кашни теприне питрен пĕр самант тимлĕн пăхса тăчĕç.
Тепри пулсан, тупата, Никифорова тӳрех палласа илес çук. Ялта чухне яланах чăн-чăн интеллигент пек тумланса çӳренĕскер, халĕ вăл симĕс хăмăр пуставран çĕленĕ китель, кăвак галифе, хром атă тăхăннă. Хусканăвĕсем, чăн та, пĕртте кительпе атă тăхăнма хăнăхнă çынсенни пек мар, сĕтел хушшинчен тухса Крапивин патне пынă чухне те вăл темле килĕшӳсĕр хыпаланса, вĕттĕн пускаласа утрĕ. Сăнран тесен, унччен хура пулнă çăра çӳçĕ халĕ кăлкан пек шуралса кайнине, сарлака çамка айĕнчен яланхи пекех тĕпчесе пăхакан симĕсрех ăслă куç тавра хуçалана пуçланă пĕркеленчĕксене тата нумай пулмасть ӳстерме тытăннă мăйăхне, çӳçĕ пекех шап-шурăскерне, шутламасан, Петр Никифорович питех улшăнман. Кĕлетки унчченхи пекех йăрăс, çулĕпе аллă урлă каçнă çын тесе ниепле калаймăн.
— Илтнĕ сирĕн çинчен, Филимон Петрович, нумай илтнĕ, — пӳлĕм хуçи пулнă май, сăмаха пирвай пуçласа ячĕ Никифоров. — Сирĕнпе курнăçас тесе те тăрăшса пăхман мар Шупашкара Çутĕç комиссариатне çӳрекеленĕ чухне. Анчах вăйпитти ăмăрткайăк йăвара ларĕ-и — тĕл пулма ниепле те тӳр килмерĕ. Ялан таçта çулçӳревре е канашлураччĕ эсир.
— Ку тĕлĕшпе эпĕ сиртен вунă хут та айăплăрах, Петр Никифорович, — терĕ Крапивин. — Эпĕ кунта унччен те чылай çӳренĕ, анчах ялан таçта васкатпăр-çке...
Сăран сăрса тухнă диван çине иккĕшĕ те юнашар вырнаçса ларсан, калаçу малалла тăсăлчĕ.
— Эпĕ кунта лекнĕшĕн, — пĕр енче кĕнеке шкапĕ, ун çумĕнче речĕпех — хыçлă пукан, варринче революцичченех тунă сĕтел ларакан, тепĕр стена çинче Ленинпа Сталин сăнĕсем çакăнса тăракан пӳлĕме сулахай аллипе сĕлтсе çаврăнчĕ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытă тĕлĕнетĕр пулĕ-ха. Ара, çын мар, хам та тĕлĕнетĕп. Çапах мĕн тăвăн, ĕлĕкхи тусăм Кузюков ялан хĕтĕртсе пырать мана, санăн пĕлӳ те, пуç та пур, ку ĕçе те вĕренсе çитĕн, пирĕн вара пултаруллă кадрсем çав тери сахал тет. Мĕнле пултаруллă кадр пултăр манран... Çапах... Унăн хĕрӳлĕхне хăвăрах пĕлетĕр, вăт вара, хӳтĕлентĕм-хӳтĕлентĕм те, парăнмах тиврĕ. Çур уйăх ĕнтĕ мана председатель заместительне суйлани...
Иккĕшĕ те çак çулсенче еплерех пурăнни çинчен пĕрне-пĕри каласа кăтартрĕç. Тĕрĕсрех, ытларах Никифоров калаçрĕ. Крапивинăн мĕн хыпарĕ пултăр: вунсаккăрмĕш çулта парти ăна, чăвашсен, Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсен пурнăçне лайăх пĕлетĕн тесе, Хĕвелтухăç фронтĕнчи контрреволюципе тата саботажпа кĕрешекен чрезвычайлă комиссие, Лацис патне ĕçлеме янăччĕ. Вăрçă хыççăн чăваш çĕрĕ çинчех хăварчĕç, çавăнтанпа, чăннипе хуçалăх ĕçне çав тери юратать пулсан та, авă, тăршшĕпех тĕрлĕ йăх-яхпа кĕрешмешкĕн тивет-ха. Авланман. Çемье çук-тăк, паллах, пурнăçра улшăнусем те питех çук,.. Никифоровăн вара каласа кăтартмалли чылай нумайрах. Хăй, авă, ял учителĕнчен райĕçтăвком председателĕн заместительне çити ӳсрĕ. Ачисем çитĕннĕ май мăшăрĕ те, Ксения Варфоломеевна, район центрĕнчи вăтам шкулта вĕрентет ĕнтĕ. Ачисем вара Никифоровсен пурте тенĕ пекех саланса пĕтнĕ. Василий, Давид хыççăнхи вăталăх ывăлĕ, Мускавра çар академийĕнчен вĕренсе тухнă иккен те, халĕ хĕсметре тăрать, дивизи комиссарне çитнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ те икĕ çул каялла Хусанти университетран вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта педагогика институтĕнче преподавательре ĕçлет.
— Пĕлетĕн-и, Филимон Петрович, тепĕр чухне иртнĕ пурнăçа тишкерме тытăнатăп та шалт тĕлĕнетĕп: мĕн чухлĕ йăнăш туса пĕтермен-ши эпĕ хам ĕмĕрте! Халăха çутта кăларсан, тĕрĕсмарлăх хăех пĕтет тесе чăнласах шутлаттăм, чăваш халăхĕ валли культура автономийĕ туса хумашкăн ĕмĕтленеттĕм. Кайран тата — калама намăс! — халăх нушине тĕн пулăшнипе чакармашкăн май килессе ĕненсе пăрахрăм. Тӳррипе каласан, священник санне йышăнмашкăн мана хамăн нушаллă пурнăçăм та хистерĕ. Ачасене йĕркеллĕ пăхса ӳстерес терĕм-çке... Çапла, Кузюков тусăма хăй вăхăтĕнче итлеменшĕн хама ятламашкăн, намăслантармашкăн манăн сăлтав темĕн чухлех. Пĕр çакă çеç кăштах лăплантарать: темле йăнăшсем тунă пулсан та, эпĕ совĕçе, чуна хирĕç кайман, ку е вăл ĕçе халăхшăн усăллине чĕререн ĕненнипе, шаннипе çеç туса пынă.
Никифоров темле айăплăн, аслă юлташĕ умĕнче тӳрре тухасшăн пекрех калаçрĕ. Ахăртнех, вăл Крапивина халĕ хăйĕнчен чылай аслăрах, тен, ăслăрах та çын вырăнне хурать.
— Эсир йăнăшăрсене юри туманни пирки те, халĕ Совет влаçне чунран парăнса ĕçлени пирки те эпĕ пĕртте иккĕленместĕп, — лăплантарчĕ ăна Крапивин. — Çĕнĕ ĕçре ăнăçлăх кăна сунатăп сире, Петр Никифорович. Халĕ вара эпĕ сирĕнпе Экеç гражданĕсен приговорĕ пирки калаçса пăхасшăн. Председатель çапла сĕнчĕ мана.
Никифоров аллисене сарса ячĕ, пуçне пăркаларĕ. Ку ыйтăва еплерех татса памаллине вăл хăй те пĕлмест иккен. Ял халăхĕн приговорĕ тăрăх нимĕнле мерăсем те йышăнман тесрен тата малашне тарăшарах ĕçлеттерес шухăшпа милици начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Демина паян ирпе вăйлă пăскăртса илнĕ вара... «Пăскăртса» сăмаха илтсен, Крапивин тӳсеймерĕ, йăл! кулса ячĕ: ара, Петр Никифорович кăмăлĕпе пач та çыхăнтарма çук-çке ăна. Çапах ĕç унашкал ырă чунлă çынсене те ыттисене «пăскăртса илтерттерет» иккен...
— Çапах та сирĕн, Петр Никифорович, Демина мар, мана пăскăртмалла, — терĕ Крапивин. — Калюков бандине тытас ĕçе ертсе пымашкăн НКВД мана хушнă, эпĕ вара хушнине халĕ те пурнăçлаймарăм-ха.
— Мĕн калаçатăр эсир, Филимон Петрович, ĕçĕ çăмăл маррине, ăна кĕске вăхăтрах тăвайрас çуккине эпĕ лайăх ăнланатăп, — хуравларĕ Никифоров. — Çав вăхăтрах ял халăхĕ те пиртен тĕрĕсех ыйтать. Экеçсем, хăвăрах пĕлетĕр, лăпкă, чăтăмлă çынсем. Енчен вĕсем те хурахсене пĕтермешкĕн çав тери çине тăрса ыйтаççĕ-тĕк, эппин, лешсем пĕтĕм чăваш халăхне шутсăр тарăхтарса çитернĕ. Халăх çиллин чикки тулнă, акă мĕн... Ну, юрĕ, ку сире ахаль те паллă. Пирĕн мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Ял Совет председательне Василий Шикова эсир лайăх пĕлетĕр, хĕрӳ этем вăл, Мускава, чăнах та, ходоксем яма пултарать. Тен, хăех тухса кайĕ.
Кун пирки Крапивин паçăрах шухăшласа хунăччĕ, çавăнпа вăл тӳрех хуравларĕ:
— Ман шутпа, Петр Никифорович, пирĕн икĕсĕмĕрĕн ыранах Экеçе каймалла. Унччен хамăр пырасси çинчен пĕлтерсе хумалла. Ял халăхне пухчăр та, вăрă-хурахсене тытас тĕлĕшпе ĕç-пуç еплерех пынине пĕтĕмпех каласа кăтартăпăр. Паллах, юранă таран. Анчах пĕтĕмпех — тĕрĕссине.
Никифоров ăна куçран пăхрĕ те:
— Ĕç-пуçĕ каласа памалăх пур-и вара? Темскер, курăнсах каймасть, — терĕ çирĕппĕн. Пуçлăхра ĕçленĕ май кăмăлĕ унăн та хытса пырать курăнать, халиччен вăл çапла татса калаçакан марччĕ.
Крапивин, ăна шанма юранине пĕлекенскер, Калюков бандине тытас тĕлĕшпе хăйсем мĕн-мĕн туни çинчен, кĕскен кăна та, пĕтĕмпех каласа пачĕ.
— Уйрăмах эпĕ эсир лайăх пĕлекен Иван Телегин ку ĕçре пысăк усă кӳрессе кĕтетĕп, — палăртрĕ вăл. — Ванькка вăл манăн хреснай ывăл. Эпĕ ăна унччен те пĕр пысăк ĕçре тĕрĕслесе курнă, çавăнпа хама шаннă пекех шанатăп.
Çакă Никифоровшăн пач кĕтмен хыпар пулчĕ.
— Мана вара вăл... э-э... поляксем патĕнчен тарнă чухне тискер ĕç тунă тесе ĕнентерчĕç. Çавăншйн тытса кайнă пулать те ăна, вăл вара аăйпласран хăранипе тĕрмерен тухса тарнă. Ăхă. Демин юлташ хăй çапла каларĕ. Вăт, шельмă, манран пытарать... — терĕ Петр Никифорович шалт аптăраса.
— Апла мар, пачах та апла мар, — хирĕçлерĕ ăна Крапивин. — Телегин сирĕн ывăлăра Давида çăлас тесе мĕн пултарнине пĕтĕмпех тунă, вăл командир пулнипе пытарнă, тыткăнра чух та чирлесен — сывалма, выçă чухне — тăрантарма тăрăшнă. Анчах шăп хамăрăннисем патне çитеспе вĕсен поляксемпе çапăçăва кĕме тивнĕ. Çавăн чухне тăшман пули хăваласа çитнĕ ывăлăра... Эпир Телегина варалакан усал хыпара хамăр сартăмăр, ăнланатăр-и? Юриех. Çав хыпар Калюков хăлхине кĕтĕр, ун хыççăн вăл Ваньккана хăйĕн эшкерне хăюллăнах йышăнтăр тесе. Демин та, паллах, мĕн хушнине тунă.
— Авă епле икке-ен, — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Никифоров. — Эпĕ вара... Чим, эпĕ кăна мар, пĕтĕм ял халăхĕ ун пирки усал шухăшлать. Уйрăмах Ольга Матвеевна... Эпĕ çутĕç пайĕнче юлашки кунсем ĕçленĕ чухне вăл ман пата кĕрсе тухнăччĕ. Темле-çке Телегин пирки сăмах хускалчĕ те, вăл çав тери пăшăрханса, ӳпкелешсе калаçрĕ. Эпĕ ăнланнă тăрăх, Ольга Матвеевна Телегина качча тухма та хатĕрпе пĕрех пулнă-мĕн. Ман ывăл савнийĕ-çке вăл, çавăнпа хамăн хĕрĕм вырăннех хуратăп ăна, вăл та манран нимĕн те пытармасть... Капла... мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Чип-чипер çын çинчен ирĕксĕрех усал шухăшлама тивет унăн.
— Ку япала хама та шухăшлаттарать, — терĕ Крапивин. — Пĕлетĕр-и, Петр Никифорович, пирĕн Экеçре Ольга Матвеевнăпа та калаçса пăхмалла. Уйрăмах, ман шутпа, сирĕн. Вăл сире ĕненме кирлĕ...
— Телегин хамăр çынах иккенни, ăна хурахсем патне ĕçпе яни çинчен каласа кăтартмалла-и? — хавасланчĕ Никифоров.
Çапах та интеллигент çав Петр Никифорович, çемçе те ырă кăмăллă интеллигент.
— Çук, ку вăрттăнлăха пирĕн халлĕхе никама та уçса пама юрамасть, — тӳрех хытарчĕ ăна Крапивин. — Пĕлетĕп, Ольга Матвеевна — шанчăклă, хамăр çын. Анчах, сăмахран, пĕр-пĕр тавлашура, Телегина хӳтĕлесе, хĕрсе кайĕ те, каласа хурĕ хăй мĕн пĕлнине... Çавнашкал ăнсăртлăха пула Ванькка пуçне хума пултарать... — Вăл ĕнтĕ хĕреснăй ывăлĕн вăрттăнлăхне Никифорова пĕлтернĕшĕн те хăйне ӳпкелесе илчĕ. Тепĕр тесен, аплах юрамасть, райĕçтăвком председателĕн заместительне шанмаллах. Çавна май вăл Телегина савнийĕ тĕлĕшпе кăна мар, ĕçĕ пирки те пулăшĕ, тен... — Пĕлетĕр-и, эсир ăна лару-тăрăва Эзоп чĕлхипе уçса парăр. Вăл вĕреннĕ çын, ăна-кăна хăех тавçăрса илĕ. Тата çынна чĕререн кăларса пăрахиччен пăртак шухăшлама, кĕтме ыйтăр. Ан васкатăр... Пирĕн шутпа, хурахсем ĕнтĕ нумаях алхасса çӳреймĕç... Вăт тепĕр енĕпе вара пирĕн Телегина халех пулăшмалла. Çав тери пулăшмалла, Петр Никифорович.
Никифоров ăна куçран чăрр! пăхрĕ.
— Мĕн енĕпе тата? — ыйтрĕ тӳррĕн.
— Вăл ертсе пынă юлташлăха пулăшмалла пирĕн. Ниепле те пĕтме памалла мар Экеçре революцичченех чăмăртаннă ниме ушкăнне. Астăватăр пулĕ унăн историне? Çав Калинин ячĕпе хисепленекен юлташлăх пурăнассипе пурăнмасси Телегиншăн кăна мар, пирĕншĕн те, анлăрах илсе каласан, Совет влаçĕшĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Ара, мĕн тума пултарăпăр-ха эпир, — хăй ăссĕн тем шухăшласа каларĕ Никифоров. — Пирĕн бюджет ахаль те пĕчĕк. Район тин кăна йĕркеленнĕ. Çĕрĕç пайĕн те халлĕхе майсем çук.
— Çапах, Петр Никифорович, ыранччен ку тĕлĕшпе ла-айăх шухăшласа пăхăр. Парти райкомĕпе канашласа илĕр, çĕрĕçпе финанс пайĕсемпе ятарласа калаçăр. Ыран вара, Экеçе çитсен, хăвăр мĕн йышăннине халăха пĕлтерĕр. Ман шутпа, приговорта çĕкленĕ ыйтăва халлĕхе çапла кăна татса пама пулать. Вăрă-хурахсем тесен, вĕсем пирки эпĕ хам каласа кăтартăп. Юрать-и?
Çапла калаçса татăлсан, вĕсем ăшшăн уйрăлчĕç те — Крапивин каллех милици уйрăмне тухса утрĕ. Унта вĕсем Деминпа мĕн çĕрлеччен канашласа ларчĕç. Калюков эшкерне тытассипе çыхăннисене кăна мар, ытти нумай-нумай ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе яврĕç.
2
Тепĕр кун Крапивинпа Никифоров ирхи апат хыççăнах райĕçтăвком лашипе Экеçе тухса кайрĕç. Крапивин ĕнер Йĕпреçе килнĕ чухне шухăшлани тӳрре тухрĕ пулас, вырăссем — «хĕрарăм çăвĕ», чăвашсем ылтăн кĕркунне текен вăхăт çитрĕ курăнать. Хĕвел пĕтĕм çĕре, пĕтĕм тавралăха ăшшăн савса пăхать, хĕмне-хăватне пачах та шеллемест. Крапивина сăран хура пиншакне ирĕксĕрсх хывтарчĕ вăл. Никифоров та парăнчĕ ăна, симĕс хăмăр кительне хывса аллине тытрĕ те уçă та ăшă сывлăша киленсех кăкăр туллин сывласа пычĕ.
Çул пĕр кун хушшинче самаях типсе кушăрканă, çырма хĕррисемпе ланкашкасенче кăна кӳлленчĕксем йăлтăр та ялтăр çиçеççĕ. Ĕнер кăна-ха тĕксĕммĕн курăнакан, çавна пула салху шухăшсем çуратакан тавралăха чун кĕчĕ тейĕн. Ытлашши тĕксĕм те мар иккен-ха вăл халлĕхе. Уй хурине кĕртыррисен тĕллĕн-тĕллĕн курăнакан лаптăкĕсем ешĕл сăн кĕртеççĕ. Мăн çулран сулахаярах пăрăнса тăсăлакан вăрманта шурă хурăнпа симĕс хыр-чăрăш кăна мар, сарă та хĕрлĕ çулçăсене тăкса пĕтереймен вĕренепе каврăç та, çăкапа юман та илемĕпе самай палăраççĕ. Çук ĕнтĕ, нихăш самантра та тĕнче илемпе хĕсĕр мар, асăрхама кăна пĕлмелле ăна.
Райĕçтăвкомăн çулçӳрев ăйăрĕ — мĕн каламалли! — чаплăскер, тилхепене купарчи çинче хĕреслетсе илсенех тапса сикĕ, анчах çĕр йĕпе чухне çӳренĕ урапа йĕррисем хытнă та çул тăнкăр-танкăрланнă, урхамах чупма тытăнсан, çемçе тăрантас çинче те ăша кисретет. Çавăнпа ирĕксĕрех майĕпен кайма тиврĕ. Иккĕшĕ те шухăша путрĕç.
Крапивин Экеç патнелле çывхарнăçемĕн пăлхана пуçларĕ. Пĕр тесен, кунашкалли тăван яла кайнă чухне кашнинчех пулать-ха. Çапах хальхинче ку пăлхану унчченхисенчен урăхларах пек туйăнчĕ. «Сăпани... Ăна курас килет манăн», — ăшра пăшăлтатрĕ Крапивин. Çакă ăна самантрах çăмăллантарса, хаваслантарса ячĕ. Тĕлĕнмелле! Мĕнле-ха вăл, чун тени, сакăр çул хушшинче те пач улшăнман-ши вара? Çук пулĕ çав, ытти енĕпе темле те, ку тĕлĕшпе улшăнманах курăнать. Ахальтен-им иртнинче, хурахсен йĕрĕпе яла килсе кайнă чухне, Сăпанипе тĕл пулнăччĕ те, çав кĕске самант халиччен те асран тухмасть. «Анчах усăсăр ĕмĕт-шухăш кăна-çке ку, пач усăсăр! — ятларĕ хăйне Крапивин. — Эпĕ унăн упăшкине, Хĕрлĕ Çартан тарса хураха тухнă Веняна тытрăм-çке вунтăххăрмĕш çулта. Шăп çав самантра, Сăпани умĕнчех, нимĕн тăвайман енне перĕнсе вилчĕ вăл. Паллах, Сăпанишĕн эпĕ халĕ ĕмĕрлĕх тăшман». Çапах чунĕ ăса итлемерĕ, хăй еккипех ăнтăлса пычĕ. Куç умне вара тахçанхи-тахçанхи, яппун вăрçинчен таврăннă хыççăнхи самант тухса тăчĕ. Ун чухне, вăййа тухсан, хĕр шучĕпе пирвайхи хут курнăччĕ вăл Сăпание...
Çав каç Хĕлимун тикĕт сĕрнĕ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витĕннĕскере, мунчалапа шăлса тасатрĕ те тăхăнса ячĕ, пĕртен-пĕр кĕпи салтакран илсе килнĕскер кăначчĕ те, ăна силлекелесе пиçиххипе хытăрах туртса çыхрĕ, унтан алăкне уççисĕр çăрапа питĕрен пек туса çаклатса хăварчĕ те хуллен аслă урамалла уттарчĕ. Пĕчĕк мар Экеç ялĕ, икçĕр кил ытла унта. Çавăнпа, халĕ темле те, ун чухне çамрăксем каçпа самаях йышлă пухăнатчĕç, вĕсен хаваслă шавĕ аякран ах илтĕнсе тăратчĕ. Хĕлимун çитнĕ тĕле вăйă хĕрсе кайнăччĕ ĕнтĕ. Хĕрсем пысăк унка карталаннă та хуллен утăмланă май юрă шăрантараççĕ. Каччăсем айккинерех тăнă. Пĕрисем халап çаптараççĕ, тăрсан-тăрсан вăйлă сасăсемпе ахăлтатса яраççĕ, теприсем юрласа çаврăнакан пикесене киленсе пăхса тăраççĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...