Синкер :: Тӑххӑрмӗш сыпӑк
1
Ирхине пушă вăхăт тупăнчĕ те, Крапивин ĕнер килнĕ хаçат-журнала пăхкаларĕ. Шупашкарта тухса тăракан хаçатсем паянхисем те çитнĕ ĕнтĕ. Мĕн калăн, пурнăç йĕркеленсех пырать. Хаçат-журналти хыпарсем те çавнах ĕнентереççĕ.
Акă, «Канаш» хаçат республикăри халăх хуçалăхĕ тĕп кăтартусем енĕпе вăрçăчченхи шая çитни çинчен каласа парать. Вăлах чăвашсем хушшинче турра ĕненменнисен йышĕ ӳссех пынине кăтартать. «Çамрăк хресчен» комсомолецсемпе çамрăксене çĕннишĕн вăйлăрах кĕрешме чĕнет. «Ĕç хаçачĕ» чăвашла кăларнă çĕнĕ фильмсене тишкерет. Журналсем Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕн, СССР Наукăсен академийĕн Чăваш экспедицийĕн ĕçĕсемпе паллаштараççĕ... Çапла, савăнтаракан хыпарсем чылай. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканнисем те çук мар. Крапивина уйрăмах Троцкипе Зиновьев партие хирĕç пуçласа янă кĕрешӳ тарăхтарать. Вĕсен майлисем «83 çын платформи» ятпа листовка пичетлесе кăларнă, ăна Шупашкара та çитернĕ. Нивушлĕ халăх партине тĕрĕс çул çинчен пăрса яма ĕмĕтленеççĕ путсĕрсем? Çук, чăваш коммунисчĕсем вĕсем хыççăн каймĕç... Ленинăн коопераци планĕ республикăра епле пурнăçланса пыни те шухăшлаттарать. Пĕр енчен, ку тĕлĕшпе ĕç-пуç йĕркеллех пек. Суту-илӳ кооперацине, авă, халăхăн чĕрĕк пайĕ кĕнĕ. Ялхуçалăх кооперацийĕ вара хресчен хуçалăхĕсен вунсакăр процентне кăна пĕрлештерсе тăрать-ха. Кооперацийĕнче те çĕрĕç, кредит юлташлăхĕсем евĕр ансат пĕрлешӳсем кăна. Çавăнпа мар-и-ха республикăра промышленность палăрмаллах аталанса пырать пулсан та, ял хуçалăхĕн ӳсĕмĕсем питех курăнмаççĕ-ха. Ахальтен-им Крапивин кӳршисем икерчĕ пĕçерсе çинине те савăнăç вырăнне хураççĕ... «Милици çынни пулсан та, сан айăпу та пысăк кунта, — терĕ хăйне хăй Филимон Петрович. — Енчен ялсенче Калюков хурахĕсем алхасмасан, хресченсем коопераци енне ытларах туртăнĕччĕç...»
Эх, çав хурахсен эшкерне-и!..
Кĕçех Крапивин патне административлă пай пуçлăхĕ пырса кĕчĕ.
— Вулатăн эппин? — ытахальтен ыйтрĕ вăл.
— Вулатăп, — пуç сулса сывлăх сунчĕ ăна Крапивин. — Вулатăп та, тĕпрен илсен, савăнатăп. Çĕршывăмăр малалла кунран-кун вăйлăрах талпăнать. Часах, акă, пĕтĕм тĕнчери буржуази те унăн сулмаклă ыткăнăвне чăрмантарайми пулĕ.
— Вăл çапла-çке те, — хаш сывларĕ пай пуçлăхĕ, — анчах пире иксĕмĕре паян, кăнтăрла иртсе иккĕре, тата сулмаклăн ыткăнтарĕç. Канашлăва чĕнеççĕ. Республикăра право тĕлĕшпе лару-тăру еплереххине сӳтсе яваççĕ. Иксĕмĕре, паллах, пуринчен хытăрах лекĕ. Калюкова çăварлăхлаймарăмăр. Çынни вара çаплах ашкăнать. Анатри Тĕрер ялĕнче Гордеева гражданкăна пире хăйсем çинчен хыпарласа тăнăшăн персе вĕлернĕ. Милици отрячĕ пырсан, хурахĕсем, пĕрисем патĕнче чип-чипер ĕçкĕ ĕçсе савăнаканскерсем, тăваттăшĕ те тарса хăтăлнă. Патăръел енче каллех ялхуçалăх юлташлăхне, пĕр чиркĕве çаратнă. Чиркӳ çыннисем республика правительствине хурахсене чарайманшăн ятласа çыру янă. Влаçа тытма пултараймасан, ăна алла илме те кирлĕ пулман тесех çырнă.
— Çапла çав, халлĕхе пире ку хурахсем чике тăршшех лартаççĕ, — килĕшрĕ Крапивин.
Хаçат-журнал вуланă чухнехи рехетленӳ таçта кайса çухалчĕ, каллех кулленхи ĕçсем хăйсен çыпçăнчăкĕпе явакласа илчĕç.
— Пĕлетĕн-и, Филимон Петрович, юлашки вăхăтра, ху куран, эпир Калюков хурахĕсене хӳререн кĕç-вĕç ярса илес вĕçнех çитрĕмĕр, икĕ-виçĕ хут перкелешсе те илтĕмĕр, анчах, мурсем, темле асамçăсем пек вĕсем, шăп читлĕх алăкне шалтлаттарса хупас умĕн тарса ĕлкĕреççĕ. Ăнланаймастăп, тата мĕнле йĕркелемелле пирĕн ĕçе? Тата мĕнле майпа хăвăртрах çӳремелле? Хăшпĕр ялсенче телефон та пур ĕнтĕ, вăл та пулăшаймасть, — тарăхса та пăшăрханса калаçрĕ пай пуçлăхĕ.
Пӳлĕме пĕтĕмĕшле пай сотрудникĕ кĕчĕ, паян килнĕ хыпарсене сĕтел çине хурса хăварчĕ. Крапивин вĕсене пĕрин хыççăн теприне тимлĕн пăхса тухрĕ. Сасартăк вăл çыру евĕрлĕ кĕске хута аллине илчĕ те, унта темиçе сăмах кăна çырнă пулин те, татах та тата вула-вула, ăна алăра чылайччен тытса ларчĕ.
«Макçăм пичче!
Сан сехетне сутаймарйм, анчах, ырă çынсемпе тĕл пулса, пĕр япалапа улăштартăм. Ытти сехетсене еплерех майлаштарасси çинчен каярах калаçса татăлăпăр.
Ванькка».
Çапла кăна çырнă çырура.
Çак пĕчĕкçеç хыпар Крапивина çав тери хавхалантарса ячĕ, пĕр-пĕр питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă тейĕн çав. Вăл темле çăмăлланса кайрĕ, пукан çинчен сиксе тăчĕ те пӳлĕмре каллĕ-маллĕ уткала пуçларĕ, унтан ĕçри юлташĕ умне пырса чарăнчĕ.
— Читлĕхе хупас умĕн тарса ĕлкĕреççĕ-ха эппин? — терĕ ăна хаваслăн. — Кунран, тăванăм, нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Сисетĕп, питĕ ăслă пуçсем пур Калюков çумĕнче. Вĕсем пулăшнипех пулас, куратăн-и, хурахсем Совет влаçĕн çĕнĕ пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме чăрмантараççĕ, духовенствăна тарăхтараççĕ, çапла майпа пĕтĕм чăваш халăхне пăтратасшăн. Çу-ук, малтан вăрăсем кăна пулнă та, халĕ ĕнтĕ ахаль хурахсем мар вĕсем. Хăйне май политика тăвасшăн, чухлатăн-и? Халăха сехĕрлентерсе çитересшĕн, çапла майпа Совет влаçне хирĕç тăратасшăн. Чăнах çапла, кăна эпĕ халĕ пĕр ӳстермесĕр калатăп. Çакă вăл, тусăм, Калюков хăй пĕччен ăсласа кăларнă япала мар-тăр. Çавăнпа ăна час тытайманнинчен эс пĕртте ан тĕлĕн. Анчах эпир те хамăр ĕçре вунсаккăрмĕш çулти пионерсем мар ĕнтĕ, преступнăçпа мĕнле кĕрешмеллине кăштах чухлатпăр... Чим, эсĕ канашлу кăнтăрла иртсен пулать терĕн-и?
Крапивин тем шухăшласа илчĕ те, сĕтел патне пырса, телефон трубкине тытрĕ, кирлĕ номерпе çыхăнтарма ыйтрĕ.
— Комиссар юлташ, паянхи канашлура уголовнăй розыска питĕ вăйлă пĕçерккĕ парасса эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп, — терĕ вара. — Хамăр айăпсене пурне те йышăнатăп. Анчах, енчен эсир канашлу хыççăн мана ĕçрен хăваласа яма шут тытман-тăк, халех вырăна тухса каймашкăн ирĕк парсамăр... Çапла, нумайлăха каясшăн. Лайăх хыпар килчĕ... Çапла, Калюковпа çыхăннă. Çавăнпа манăн халĕ вăл çӳрекен тăрăхра пулмалла тесе шутлатăп... Çапла, каçарăр та, канашлу вăл... Юрать... ăнлантăм, тавтапуç.
Крапивин трубкăна хучĕ те нимĕн ăнланмасăр ларакан административлă пай пуçлăхне хулпуççинчен юлташла çапса илчĕ:
— Куртăн-и, эпĕ канашлури пĕçерккĕрен хăтăлтăм. Сана вара чăтăмлă пулма сунатăп...
Çур сехетрен вăл, утлă резервран çынсем илсе, çула тухрĕ. Вăхăчĕ, чăн та, çул çӳремеллискер марччĕ. Кун пек чухне халăхра: «Ырă хуçа йыттине урама кăлармасть», — теççĕ. Ара, сентябрь вĕçĕ ĕнтĕ. Çанталăк, сире кăçал уяр вăхăтпа ытлашши нумай савăнтартăм тенĕн, нӳрĕ тĕлĕшпе парăма хăвăртрах татасшăн тăрăшать: миçе кун ĕнтĕ çумăр вĕçĕмсĕр лĕшлетет. Шĕвелсе кайнă хура пĕлĕт пĕтĕм тӳпене хупласа хунă та хĕвел хăш тĕлтине пĕлме çук. Тăмлă çĕрте пылчăк тăрантас кустăрми çине явăнса хăпарать, чаркăчласа пырать, тăмлă çĕртен тухсан вара тăрантасĕ, хура шĕвĕ пылчăкра унталла-кунталла шукаласа, кĕç-вĕç тӳнессипе хăратать. Крапивин пурпĕр лашине май килнĕ таран хăваларĕ. Телегин хурахсен эшкерĕпе явăçма пултарни, ăна пулăшса тăракан çыннăн çывăхрах пулмалли кăна мар, Калюков эшкерĕ, кĕрхи çанталăка кура пĕчĕкрех йышпа çӳрет пулин те, яланхи пекех вăйлă иртĕхни васкатрĕ ăна.
2
Çав каçах Утар ялĕ çывăхĕнчи вăрмана юланутçăсен ушкăнĕ пырса кĕчĕ, пысăках мар уçланка çитсе чарăнчĕ. Сас-чӳ кăлармасăр ут çинчен анчĕç, вăрман хĕрринелле утрĕç. Калюковпа тусĕсем пулчĕç вĕсем.
— Жумба, кайса пăх-ха, мĕнле унта? — хушрĕ Калюков.
Лешĕ ăçта каймаллине, мĕн пăхмаллине ыйтса тăмарĕ — вĕçĕпе вăрмана тăрăнсах выртакан пахчана кĕрсе, карта çумĕпе йăпшăнчĕ. Тепĕр тесен, йăпшăнмасан та юратчĕ: тĕттĕм ĕнтĕ, çитменнине, çумăр çаплипех чашлаттарса çăвать, йĕри-тавра пин-пин çипрен тăракан чаршав карса хунăн туйăнать. Ялта шăпах. Таçта анчăк пĕр-иккĕ хамлатса илчĕ те-ха, анчах сассинчен вăл никама та сисменни, сых енне кăна шавлани палăрчĕ. Çитменнине, ялăн тепĕр пуçĕнчех вăл.
Çур сехет ытларахран Жумба каялла персе çитрĕ.
— Йĕркеллех унта, Машук килĕнче пĕчченех, — пĕлтерчĕ вăл витĕрех йĕпеннипе тăр-тăр-тăр чĕтресе.
— Эппин, лашасене çавăтсах каяр, — хушрĕ Калюков. — Вăрманта хăварсан, кашкăрсем тытса çурĕç. Кĕркунне нумай вĕсем ку тăрăхра.
Кирлĕ пулĕ тесе, вăл укçа парсах Машука темиçе лаша хупмалăх вите тутарттарнăччĕ, унта картиш енчен те, пахча енчен те кĕмелле алăк кастарттарнăччĕ.
Часах вĕсем лашасене кĕртсе тăратрĕç, çапах, витĕр шăнса ĕнтĕркенине пăхмасăр, пӳрте тӳрех кĕмерĕç, пирвай утсене шăварчĕç, Калюков хушнипе туянса хунă сĕлле кĕлетрен илсе тухса пачĕç, вара тин çенĕк патнелле иртрĕç. Машукĕ, савăнса кайнăскер, вĕткеленет кăна: вучахра кăвайт чĕртет, тĕпсакайне анса хăпарать, çенĕке тухса кĕрет, сĕтел çине ĕçмелли-çимелли ăна та кăна лартать...
— Эс ку ĕçпе аппаланма пăрах-ха, ахаль лариччен эпир хамăрах мĕн те пулин ăсталăпăр, — чарчĕ ăна Калюков. — Луччă халех Уравăша тухса вĕçтер, Пуслăх Мишшине чĕнсе кил. Çула май ман киле кĕрсе тух, Санюка кала, мунча хуттăр.
— Эс... паян килĕнте çĕр каçасшăн-и? — пăшăрханса ӳкрĕ Машук.
— Сан ĕç мар! — касса татрĕ ăна Калюков. — Эс хушнă çĕре вĕçтер!
Машук тухса кайсан, Калюков Валета хурала кăларчĕ, ыттисем çĕрулми шуратрĕç, çăмарта пĕçерчĕç, сăра ăшăтрĕç, сĕтел çине тин йӳçĕтнĕ купăста, хăяр-помидор лартрĕç, тăварланă тата типĕтнĕ пулăсем каса-каса хучĕç. Ыттисемпе пĕрле Телегин та пикенсех тăрмашрĕ. Калюковпа çур уйăха яхăн çӳрет ĕнтĕ вăл. Çак хушăра вĕсем пĕрмаях Кăнтăр енче, Патăръел — Шăмăршă — Каçал тăрăхĕнче пулчĕç, Тутар республикине те çите-çите килчĕç. Кучан патне кĕретчĕç-и е Тукай Мишере, Йысна килне каятчĕç-и е ытти тусĕсем патĕнче хăналанатчĕç — пур çĕрте те нумай пурăнаймастчĕç. Темле майпа-çке, вĕсем пынине милицисем пĕлетчĕç-пĕлетчĕçех, вара пылчăка-мĕне, кăнтăрлана-çĕрлене пăхмасăрах вĕçтерсе çитетчĕç, хупăрласа илме пăхатчĕç. Анчах хурахсем те сыхă çав, вăхăтра тарса ĕлкĕретчĕç. Çапах тинкене кăларакан ăнăçлăх вăл, ывăнтаракан, тарăхтаракан, хăратакан ăнăçлăх.
— Ку енче пире лягавăйсем хупăрласах çитерчĕç, — терĕ вара пĕррехинче Калюков, — атьăр, манăн ял енне каяр. Унта эпир çуккине хăнăхнă пулĕ ĕнтĕ, эппин, хальхаççăн пире кĕтес çук. Çинех манăн хам хушнă пĕр ĕç епле вĕçленнине пĕлмелле.
«Мĕнле ĕç-ши вăл? — пĕрре кăна мар шухăшларĕ çул çинче Телегин. — Пули-пулми пиркиех утаман çапла шахвăртас çук. Эппин, пĕр-пĕр пысăк та хăрушă çарату хатĕрлет-ши Калюков? Е такамсене вĕлермелле-ши? Апла-тăк, унашкал тискер ĕçе тума епле чăрмантармалла?»
Тĕрĕссипе каласан, Телегиншăн чи хăрушши — хĕреснашшĕ хушнине пурнăçласси мар, çак юлашки шухăш пулса тăчĕ. Пĕр кун та, пĕр çĕр те канăç памасть вăл, кăмăла касмаллипех касать.
Телегина Калюков хăйсен ушкăнне чиперех йышăнчĕ, анчах самантлăха та айккине пĕччен ямасть-ха, кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ текелет çеç. Çавăнпа вăл пĕррехинче кăна малтанах çырса хунă кĕске çырăва, ыттисем асăрхаман чухне, урампа пыракан ачана почта ещĕкне яртарма пултарчĕ. Енчен лешĕ ячех пулсан. Çырăвĕ вара... тӳлесе илмелличчĕ. Ара, конверт е марка туянма ниепле те май килмест-çке... Милици çыннисемпе малтан калаçса татăлнă пек çыхăнасси çинчен вара шухăшлама та кирлĕ мар. Хăçанччен çапла пулĕ-ши? Эппин, çак хушăра Телегин хурахсем çинчен чылай япала пĕлнинчен те мĕн усси? Пĕлессе вара, чăнах та, нумай пĕлет ĕнтĕ вăл: ушкăнри тĕп çынсем хăш-хăш ялтан иккенне те, килĕсене час е часах мар çӳренине те, вĕсенчи «хыпарçăсене» те, вăрланă япаласене ăçта-ăçта пытарнине те... Çав вăхăтрах чылай япалана пĕлеймест-ха. Сăмахран, вăл темиçе хут та Сидор ята илтрĕ, çавăн канашĕсене хурахсем пысăка хунине те, Мина вара, пачах урăхла, ним вырăнне хуманнине те асăрхарĕ, анчах Сидорпа хăйпе ку таранччен тĕл пулма май килеймерĕ-ха. Хурахсен Йĕпреçпе Вăрнар енчи çыхăнăвĕсене те Телегин халлĕхе пĕлеймест. Анчах, пĕлсен-пĕлмесен те, малашне те каплах пулсан, вăл хĕреснашшĕне, милицие нимĕн чухлĕ те усă кӳреймĕ. Енчен пĕр чип-чипер кун, хурахсем патĕнчен тарса, хĕреснашшĕне мĕн пĕлнине каласа парсан? Ун хыççăн, паллах, Калюковăн ялсенчи хӳрешкисене ярса илме май килĕ: вĕсем — хуçалăх тытса пурăнакан хресченсем, хăрушлăх çывхарнине сиссен те таçта тĕнче хĕррине тарса çухалас çук. Утаманпа çывăх çыннисем вара, ахăртнех, тарса пĕтĕç. Леш Сидорăнне йĕрне-мĕнне те тупаймĕç. Çарта хĕсметре нумай тăнăскер, Телегин çакна аван пĕлет: тăшмана тĕппипех аркатас тесен, чи пирвай çар пуçне пăчлантармалла. Çав Сидор ĕнтĕ Калюков вăрă-хурахĕсемшĕн шăпах çар пуçĕ вырăнĕнчи çын пулас, ахальтен мĕншĕн пурте пекех итлеччĕр ăна... Пĕр сăмахпа, тарса кайсан, Телегинран усă пит нумаях пулаймĕ. Тӳсмелле унăн, тӳсмелле халлĕхе. Кирлех-тĕк, шăла çыртмалла.
Вĕсем кунта килсе çитнĕренпе вăхăт икĕ сехете яхăн иртрĕ ĕнтĕ. Ĕçмелли-çимеллине те паçăрах хатĕрлесе çитерчĕç. Мина, яланхи пекех, теме тарăхнăн мăшăлтаткаласа ларчĕ те турă кĕтессинчех тĕлĕрсе кайрĕ. Калюков çаплах тусĕсене сĕтел хушшине чĕнмерĕ-ха, пачах урăхла, апат тĕлĕшпе чăтăмсăр Кучан чашăкран пĕр çĕрулми илсен, ăна аллинчен шап! çапрĕ те шуратса чăмăрла пĕçернĕ паранкă урайне шеи! ӳкрĕ, кĕрпеклĕскер, пар! кăна саланса кайрĕ.
— Тасат! — хушрĕ Калюков кĕскен Кучана.
Лешĕн мĕн тăвас — ирĕксĕрех, кăмака айĕнчен мунчала илсе, урайне тасатма тиврĕ. Ыттисем пымарĕç те сĕтел çывăхне.
Тата тепĕртакран картиш енчи чӳрече кантăкне чĕрне вĕçĕпе икĕ хутчен кăчăр-кăчăр! тутарни илтĕнчĕ. Çапла майпа Валет кунталла икĕ çын килни, вĕсем хамăрăннисемех пулни çинчен систерчĕ. Краççын çути урама ан ӳктĕр тесе, кантăксене виççĕшне те Машукăн мăн тутăрĕсемпе хупланă та, Валечĕ хăй курăнмарĕ. Часах çенĕк алăкĕ кăшт нăтăртатса илчĕ, унтан пӳрте икĕ çын кĕрсе тăчĕç. Пĕри — Машук, ăна, паçăр курнăскере, Телегин пĕлет ĕнтĕ. Тепри вара пысăках мар самăр арçын, кĕнĕ-кĕмен, хĕсĕк куçне пушшех хĕссе, пӳртре ларакансене чăл-чал пăхса тухрĕ, сарлака пичĕ çинчи пуклак сăмсине, лешĕ çумăрпа йĕпеннĕрен-ши, алă тӳрчĕпе шăлкаларĕ, пĕр-иккĕ нăшлатса илчĕ, вара тин çинçерех сасăпа сывлăх сунчĕ:
— Ман килес!
— Килях, кил, Мишша тусăм, — хăйне кил хуçи пек тыткаларĕ Калюков. — Атя, хывăн та тĕпелелле ирт, пăртак ларсах пуплешер.
Пӳртре унчченхинчен хытăрах калаçнине илтсе, Мина вăранчĕ, ыйха пула тăртаннă куçне аран уçса, тин килнĕ çынна кăна мар, Машука та пĕрремĕш хут курнăн тĕсесе пăхкаларĕ.
Уравăшран килнĕ арçын юпăнчине хывса пăтаран çакрĕ те... милиционер пулса тăчĕ. Хăйне ку ушкăнра хăюллăнах тыкаланинчен вăл хурахсене паллани, кунта пĕрремĕш хут кăна мар килкелесе çӳрени сисĕнет.
— Халь ĕнтĕ, тусăмсем, пурте пухăнтăмăр! Эппин, ларар сĕтел хушшине, пирвай пăртак çикелесе-ĕçкелесе илер, — хушрĕ Калюков. — Кучан, эс васкарах хыпкала, чĕрĕк сехетрен сан Валет вырăнне хурала тухмалла пулать.
Милици çынни те ку ушкăна ним мар çӳренине курсан, Телегин пирвай тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ (ара, хурахсен алли ытла вăрăм-çке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланă ĕç пирки сăмах пуçланасса тавçăрса илчĕ, çавăнпа, ӳсĕрĕлсе каяс мар тесе, май килнĕ таран сахалтарах ĕçме, çав вăхăтрах ыттисен умĕнче куçран ӳкмесĕр сыпкалама тăрăшрĕ. Кучан хурала тухсан, пӳрте Валет кĕчĕ, шăнса ĕнтĕркенĕскер, хыпаланса апат çырткаларĕ, эрех ĕçес енĕпе те юлмарĕ. Телегин темиçе те асăрхарĕ ĕнтĕ: Калюков Минăпа Валета ыттисенчен пысăкраха хурать, анчах Минăпа нихăçан та канашламасть, ăна тарăхтарас мар тесе кăна тăрăшать, кирлĕрех сăмахсене ытларах Валет умĕнче татса парать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...