Синкер :: Ҫиччӗмӗш сыпӑк


— Итле-ха, çав участковăй ăçта пурăнать? — терĕ.

— Ара, Уравăшрах, ăçта пултăр. Эй, унпала, Антун, çав вунă тенкĕшĕн, — хăйне май ăнланчĕ ăна Машук.

Калюков вăл каланине хăлхана чикмерĕ.

— Акă мĕн, — хушрĕ хĕрарăма, — эс ăна паянах кунта чĕн-ха. Хăнана... Ара, ан чĕтре эсĕ, пӳрне вĕçĕпе те тĕкĕнмĕп ăна. Калаçмалли пур унпа, яснă? Тулĕк пĕччен килтĕр.

— Ара, мĕн сăлтавпа чĕнес-ха ман ăна? Тата килĕ-ши вăл кунта? — иккĕленчĕ Машук.

— Сан пек тутлă хĕрарăм чĕнсен, унашкал арçын таçта çитĕ, — лăх-лăх кулчĕ те Калюков Машука пиçĕ пилĕкĕнчен чĕпĕтсе илчĕ. Лешĕ савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр кулса ячĕ...

Каçпа Машук, чăнах та, пысăках мар, ӳт-пĕвĕпе чăх çăмартине аса илтерекен арçынна ертсе килчĕ. Кĕç-вĕç пуçланас савăнăçа кĕтсе, çенĕкренех ихиклетсе кĕрекенскер, кăмака хыçĕнчен кăнтарса таракан револьвера курсан, милиционер çăварне карнă халлĕнех хытса кайрĕ, никам хушмасăрах аллине çĕклерĕ.

— К-к-калюк! Ан-т-тун! — кăмака хыçĕнчен тухакана палласа илчĕ вăл. — Турă çырлах...

— Эс мĕн, милицие кĕнĕренпе турра ĕненме тытăнтăн-им? — йĕкĕлтерĕ ăна Калюков. — Портупейна, пиçиххине вĕçерт, айккине пăрах, асту, аллуна капур патне ан тăс, — хушрĕ çавăнтах. — Ан чĕтре, хăвна йĕркеллĕ тыткаласан, эп сана тивес çук... Ну, халь сĕтел хушшине лар, калаçăпăр. Машук, кăлар-ха мĕн пуррине.

Кил хуçи сĕтел çине эрех, апат-çимĕç лартнă хушăра милиционер пăртак тăна кĕчĕ, тарланă çамкине, тачка ĕнсине гимнастерка çанни вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ. Калюков ăна çур курка эрех ярса пачĕ, хăй стакана тултарчĕ.

— Ну, атя, паллашнă ятпа пăртак сыпар-ха, — терĕ вара. — Яту мĕнлеччĕ-ха сан?

— Михаил Оглоблин эпĕ. Ялта Пуслăх Мишши тетчĕç, — паллаштарчĕ милиционер.

— Атя, ĕçсе пар, Мишша, — терĕ те Калюков, тĕслĕхе тесе, хăй стаканне янк кăна пушатрĕ, çăмарта шуратса тăварпа пусрĕ, ăна пĕрре хыпсах чăмласа çăтса ячĕ.

Оглоблинăн мĕн тăвас? Вăл та пушатрĕ вара шăвăç куркана...

— Пăхатăп та, Мишша, пурнăç лайăх сан, ав епле самăрăлса кайнă, — айккинчен илсе пычĕ Калюков калаçăва. — Енчен мана хăвалама тивсен, чăмăрскер, нивушлĕ хуса çитĕн, э?

Оглоблин хĕсĕк куçне мăчлаттарса илчĕ, пуклак сăмсине нăшлаттарчĕ, сарлака питне пушшех сарса, кулам пекки турĕ.

— Ну, юрĕ, тек шӳтлес мар, — терĕ вара Калюков. — Пĕлетĕн-и, эпĕ сана тĕрмерен хăтарасшăн. Çав каçуннăй çуртра хам ларса курнă та, тӳрех калам: лайăх мар унта, пĕлетĕн-и, ай-яй лайăх мар. Эс вара чипер çын пек курăнатăн. Вăт, шутларăм хайхи: Пуслăх Мишшин мĕншĕн нушаланмалла унта терĕм...

— Мана никам та хупасшăн мар, эс кулатăн манран, — кӳренчĕ Оглоблин.

— Пĕртте кулмастăп, тăванăм , — хирĕçлерĕ Калюков. — Пĕри сирĕн начальствă патне каясшăн-мĕн, эсĕ çынсене хăрата-хăрата укçа пухса çӳрени çинчен пĕтĕмпех каласа парасшăн. Уншăн, ху пĕлен, сана, милиционера, ахаль çынран хытăрах та хĕстерĕç. Совет влаçĕн ятне яратăн-çке. Яснă?

Оглоблин парăнасшăн пулмарĕ.

— Кам вăл çын? — чĕрре кĕчĕ хайхискер. — Кудрявцева, эсĕ-и? Эс мана нимĕнле укçа та паман. Панă пулсан та, ăна никам курман. Токасать тăваймăн, ăнлантăн-и?

— Пĕччен вăл, паллах, токасать тăваймĕ, — лăпкăн килĕшрĕ Калюков. — Енчен Машук пеккисем вуннăн, çирĕммĕн тупăнсан? Çавăн чухлĕ çынна судра нивушлĕ ĕненмĕç?

Оглоблин каллех тарласа кайнă çамкине шăлса илчĕ, гимнастерка çухавине пĕрре тӳмелерĕ, тепре вĕçертрĕ. Хăйне кунта ытахальтен чĕнсе килменнине вăл тавçăрса илчĕ ĕнтĕ, серепене лайăх карса хунине те ăнланчĕ.

— Мĕн тутарасшăн эсĕ мана? — ыйтрĕ вара Калюковран хăрăлти сасăпа.

— Сана-и? Вуннă мар, çĕршер тенкĕ парасшăн тăрсан-тăрсан. Ĕçӳ вара сан... Милицири хыпарсене мана пĕлтерсе тăмалла пулать, çавă кăна.

— Ара, чим-ха эс, — нимĕн тума аптăрарĕ Оглоблин, — пĕлсен, мана куншăн...

— Халăхран вăйпа укçа пуçтарнине пĕлсен тата? — пӳлчĕ ăна Калюков. — Эс, Мишша, пĕртте ан хăра, çакăнта ларакан виçсĕмĕрсĕр пуçне, пирĕн килĕшӳ çинчен никам та пĕлмĕ. Хыпарсене Машука кала-кала пар, вăл мана е манăн юлташсене систерĕ. Çавă çеç. Яснă? Хам чăнласах каланине ĕнентерес тесе, çĕр тенкĕ сататкă, акă ме, халех паратăп.

Оглоблин пăртак иккĕленсе ларчĕ те хут укçана чĕтрекен аллипе илчĕ, хуçлатса гимнастерка кĕсйине чиксе хучĕ. Ара, урăх мĕн тăвĕ вăл кунашкал чухне...

Çав милиционер засадăсем ăçта-ăçта тăратни çинчен, ытти хыпарсене кала-кала, Калюкова инкекрен темиçе те хăтарчĕ ĕнтĕ.

...Пулни-иртнине аса иле-иле тишкерсе, Калюков курăк çинче тата чылай выртрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл çирĕп ăнланчĕ: чее Сидор ăна та, унăн юлташĕсене те чăннипе хăйĕн аллине ярса илнĕ иккен. Паллах, Калюков ун çине сурма та пултарать. Кану тесен, чăваш вăрманĕ аслă, улах вырăн таçта та тупăнать, уншăнах çынна пăхăнма кирлĕ мар. Анчах, тепĕр енчен, Сидор ăна ăслă канашсемех панă-çке. Вăл сĕннĕ пек пурăннипех ĕнтĕ хурахсен ĕç ăнса пырать. Эппин, çак тĕлĕнтермĕш утарçăпа малашне те çыхăнăва татмалла мар.

Çапла çирĕп шухăш тытнăскер, Калюков тăчĕ те, çатăркка тĕмсене каллех сире-сире, чăнкă çыранлă çырма урлă каялла каçрĕ, вĕлле пӳртне кĕчĕ. Вăл сĕтел çинчи кĕленчерен çур стакан эрех ярса ĕçрĕ, тинтерех тăварланă хăяра хуçса, кăмăрт-кăмăрт чăмлама тытăнчĕ.

— Фçо! — терĕ çисе ярсан. — Ĕçсе çитĕ. Ыран каллех ĕçе пуçăнатпăр, яснă? Кăнтăрта нумай çӳрерĕмĕр, çурçĕрелле тепре кайса пăхар. — Çавăнтах тата Валета уйрăм ĕç хушрĕ: — Петĕр, эс халлĕхе кунтах юл. Йĕпреçре темле маттурсем «Кожтрест» кантурне çаратнă. Хамăрăннисенчен ыйткаласа пĕл, тен, çыннисем паллă. Чиперскерсемех-тĕк, хамăр йыша илĕпĕр, чипер мар-тăк... Унсăрăн вĕсем тунă ĕçсене те пĕлменнипе лягавăйсем пирĕн çине йăвантарма пултараççĕ... Мина, эс вара... Çук, эс мар, Жумба, эсĕ ирех Машук патне тухса кай. Тен, милицири çĕнĕ хыпарсене илтнĕ вăл. Лешсем халĕ сĕрлеççĕ пулĕ-ха, пире тытас тесе, унта та кунта тапăсем лартаççĕ пулĕ. Пĕтĕмпех пĕлсе кил...

Çапла ĕç хушса тухсан, Калюков пĕр кĕленче çутти илчĕ те тухрĕ, кăшт шухăшласа тăрсан, Сидор пӳрчĕ патне утрĕ, çитсен, алăкран шаккамасăрах кĕрсе кайрĕ.

2

Яла милици отрячĕ пырса кайнă хыççăн темиçе кунран, вырсарникун, Сăпани ир-ирех лаша кӳлчĕ те, çывăхри Хуралам пасарне мар, Канаша тухса кайрĕ.

Усрав вăрманĕпе масар хушшинчен иртсен ялти юлташлăх уйĕ пуçланать. Чи лайăх çĕре касса панă ăна, çавăнпа мĕн акнă çавă ăнса пулнă. Кĕртыррисене вырса пĕтернĕ ĕнтĕ кунта, çул хĕрринчи çĕмелсене те турттарса кайнă, уй пичĕ шакла кастарнă пуç тӳпи пек туйăнать. Вăрман хыçĕнчен саркаланса тухакан хĕрлĕ сарă хĕвел ирхи сывлăма пăслантарма тытăннă, çавна пула сывлăш кăшт нӳрĕрех. Çил çук та, тĕллĕн-тĕллĕн курăнакан йывăçсем çĕрлехи ыйхăран халĕ те вăранман пек туйăнаççĕ.

Сывлама çăмăл. Уçă. Тӳлек.

Çапах Сăпани чунне тем кишĕклет. Тĕрĕс тăвать-и-ха вăл Канаша кайса? Унта пĕрре çитсе килни, авă, епле синкерлĕ вĕçленчĕ: Калюковпа тусĕсем Экеçри юлташлăх укçине туртса илни çитмен, унăн хуняшшĕне вĕлересле хĕнесе хăварчĕç, лешĕ тек тăраймарĕ вара... Çакăншăн чи пирвай Сăпани çине пысăк çылăх тиенчĕ. Ĕмĕр каçарми çылăх. Çапла, Хĕлимуна курасси питĕ хакла ларчĕ. Çăпата Матви, чăн та, ватăччĕ ĕнтĕ, пурпĕр хăйне май çӳрекелетчĕ-ха. Çитменннне, тăван-çке вăл, Сăпани упăшки пулнă çыннăн ашшĕ.

Çавăнпа, хурахсем хĕнесе хăварнă хуняшшĕ вилнине пĕлсен, Сăпани çав тери ӳкĕнчĕ, кулянса, хăйне хăй тарăхса пурăнчĕ, ик-виçĕ талăк путлĕн çывăраймарĕ. Анчах темиçе кун каялла Хĕлимуна тĕл пулчĕ те, акă, пĕтĕм кулянăвне, ӳпкелешĕвне, хуйхи-суйхине манса кайрĕ. Пĕр ĕмĕт çеç — унпа епле те пулин тепре курнăçас ĕмĕт халĕ хĕрарăм пуçĕпе чĕринче.

Хĕлимун çак çулсенче питĕ улшăннă. Çăра çӳçĕ те, мăйăхĕ те кăлкан пекех. Куçĕ çынна витĕр пăхать. Ун тавра пайăрка евĕр йĕрленсе тухнă пĕркеленчĕксем питне çирĕп кăмăл сăнĕ кĕртеççĕ. Тепĕр тесен, питре кăна мар, Хĕлимун кĕлеткинче те, уттинче те унăн пысăк вăй, пысăк влаç пурри сисĕнет. Кăшт каçăртарах сăмси кăна çынни ку хамăр пекскерех, чăваш ялĕнченех тухнăскер, пулнине аса илтернĕн туйăнать... Сăпание курсан, çак çирĕп кăмăллă çын та именчĕ, самантлăха çухалса кайнă пек пулчĕ. Эппин...

Эх, çав «эппин» хăвалать те ĕнтĕ Сăпание Канаша! Тем тума, тем пама хатĕр вăл Хĕлимунпа... Филимон Петрович Крапивинпа тепре тĕл пулассишĕн.

Сакăр çул каялла, хураха тухнă упăшкине Веняна тытнă чухне курнăччĕ Сăпани Хĕлимуна юлашки хут. Темле пулса тухрĕ-çке: унăн упăшкине хăй юратнă çыннин, Крапивин чекистăн, тытма тиврĕ.

Сăпани пĕрремĕш хут хĕр куçĕпе курнă чухне, 1906 çулта, Крапивина Вĕлтĕрен Хĕлимунĕ тесе кăна чĕнетчĕç-ха. Çапах ялти каччăсенчсн вăл ун чухнех уйрăлса тăратчĕ. Яппун вăрçин вут-хĕмĕ витĕр тухнăскер, çирĕп те вăйлăскер, çулĕпе те çитĕнсе çитнĕскер — çирĕм улттăраччĕ вăл ун чухне, — тăнăçлă та шанчăклă, хăватлă çын пек курăнатчĕ. Çавăнпа вунçиччĕри Сăпани ăна Турикас вăййинче пĕрререн-пĕрре тĕл пулсах юратса пăрахрĕ. Анчах юратăвĕ нумая пымарĕ. Хĕлимун чунĕ вăрçа кайичченхи савнийĕ Альтюк еннех туртăннă курăнать. Лешĕ те, ахăртнех, манайман ăна. Тепĕр тесен, унашкал качча епле манăн. Вара тӳсеймен — Кашкăр Микулин арман пĕвине сиксе вилнĕ. Çав çĕрех Хĕлимун Кашкăрсене хĕрлĕ автан янă та ялтан тухса тарнă. Çапла татăлчĕ Сăпани юратăвĕ. Пурăнас килми пулнăччĕ, вăл та Альтюк хыççăнах сикме тăнăччĕ. Шăп çав самантра таçтан-çке Веня тупăнчĕ ун тĕлне, ăна вăйпах пĕве хĕрринчен илсе кайрĕ. Ăраскал вырăннех хучĕ вара Сăпани Веняна, качча тухрĕ...

Кайран, чылай çулсем иртсен, Крапивин пĕр-икĕ хут яла вăрттăн килсе кайнăччĕ. Кашкăрсенчен сыхланнипе çапла тунă вăл тесеччĕ Сăпани. Халĕ пĕлет: патша влаçне хирĕç тăнă Хĕлимун, çавăнпа вăрттăн çӳренĕ. Тата тăнăçлăрах, шанчăклăрах, хăватлăрах арçынччĕ вăл ун чухне. Темле тĕлĕнмелле, куçа курăнман асамлă вăй пушшех туртатчĕ ун патне. Сăпани ăнланса илчĕ вара: çук, манайман вăл Вĕлтрен Хĕлимунне, ĕмĕрне те манаймĕ. Чăваш хĕрарăмĕн тивĕçне çухатсах чăн-чăнласа юратса курчĕ вара çав килĕмсенчен пĕринче Крапивина.

Çапла, шăпах Хĕлимунăн тытмалла пулчĕ вунтăххăрмĕш çулта Веняна. Ешлек çырминче, шăп Сăпани упăшки валли ут çавăтса пынă самантра, тытăçса ӳкрĕç вĕсем иккĕшĕ. Сăпани вара хушша пырса кĕчĕ. Арăмĕ умĕнче Хĕлимуна пеме Веня хăяймарĕ. Пĕлетчĕ вăл Сăпани ăна юратнине. Вара.... хăй перĕнсе вилчĕ. Çитменнине, ун чухнех Сăпани ашшĕпе амăшне те хурахсене пулăшса пурăннăшăн ялти çĕрме пуянсемпе Кашкăрсемпе пĕрле тытса кайрĕç. Кашкăр Микули халĕ таçта Çĕпĕрте пурăнать тет, Сăпани ашшĕнчен Пикмăрсаран вара пĕр сас-хура пулмарĕ. Ку ĕçе те Хĕлимун турĕ...

Çавăн хыççăн темиçе çул хушши Сăпани чул пек хытса пурăнчĕ. Пулса иртнишĕн вăл никама та айăпламарĕ, хăй кăна çунчĕ, çунчĕ... Ара, кама айăплăн. Веня, Хĕрлĕ Çартан тарса, хураха тухрĕ, влаç умĕнче те, халăх умĕнче те, эппин, чăннипех айăпа кĕнĕ. Анчах вăл çакна чунĕ хура пирки туман. Арăмĕ ăмăрткайăк пек Крапивина юратнине пĕлсен, хăй те ăмăрткайăкран кая мар иккенне кăтартма шут тытнă, çав тĕллевпе тарса килнĕ Экеç çывăхне, мăшăрĕ патне... Чекист пулнă май, Крапивинăн та ăна тытмах тивнĕ, мĕншĕн тесен вăл влаçа хӳтĕлекен, çирĕплетекен çын. «Çав синкершĕн айăпли пĕртен-пĕр эпĕ кăна», — шутланăччĕ ун чухне Сăпани. Вăл-çке-ха тахçан, çамрăкрах чух, тӳсеймерĕ, хăй качча кайнă хĕрарăм иккенне мансах, Хĕлимунăн вĕри юратăвне тутанса пăхрĕ. Чĕптĕм кăна! Пĕр каçăн пĕр пайĕнче кăна пулчĕ вăл юратнă арçынпа. Хĕлимун тăна хăвăрт кĕчĕ çав, тек ун патне çывăха та пымарĕ. Сăпани вара ĕмĕрлĕхех манаймарĕ чăн-чăн юрату тутине. Халĕ те хăшпĕр чухне куç хупать кăна — çав пĕртен-пĕр каç пĕтĕмпех ума тухса тăрать...

Сăпание упăшки вилнĕ хыççăн виçĕ-тăватă çултан çеç чун кĕре пуçларĕ. Ара, ватă çын мар-ха вăл, тепĕр икĕ çултан тин хĕрĕхе çитет. Чунĕ нумай хушă хытса пурăннăран-ши, туйăмĕ çамрăк чухнехиллех хăватлăн тапа пуçларĕ унăн. Каллех Хĕлимун аса киле пуçларĕ. Тепĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупаймасăр нушаланать вара Сăпани, тахçанри тĕттĕм каçри пек, юнашар Хĕлимун выртассăн, унăн ăшши чĕри патнех çитессĕн, кăкăрĕ çинчи çемçе çăмĕ пите ачашшăн кăтăклассăнах сĕмленме тытăнать. Айăпа кĕнĕ-и, кĕмен-и Хĕлимун тахçан унăн умĕнче — Сăпани ăна пĕтĕмпех, пĕтĕмпех маннă, каçарнă...

Тĕнче хĕсĕр мар теççĕ. Пĕр шутласан, урăх арçынна та юратма пулать. Анчах ăçта вăл, çав хăюллă, вăйлă, илемлĕ ăмăрткайăк, хăш енче вĕçсе çӳрет? Ялта, Экеçре, унашкал çын çук.

Туйăм хăватне ниçта шăнăçтарма пĕлменрен, Сăпани икĕ çул каялла каллех çамрăкрах чухнехине аса илчĕ. Упăшки пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă çулсенче вăл ку тăрăхра хĕрарăмшăн тĕлĕнтермĕш ĕçе — сунара явăçса кайнăччĕ. Анчах хальхинче хĕллехи вăрмана виççĕ-тăваттă кайса килчĕ те урăх çӳремерĕ. Тилле е хир сыснине йĕрлесе тупасси, хăваласа çитсе персе ӳкересси, темшĕн, кăмăла каймарĕ, çырлахтараймарĕ. Сунар ытла ансат ĕç пек туйăнчĕ: йĕр тупатăн, йĕрлетĕн, хăвалатăн, чĕрчунсен чеелĕхне пĕлсе çитнĕ те, вĕсен ултавне пĕрех ăнланса илетĕн... Лăпланма пĕлмен кăмăла тивĕçтерес тесе, Сăпани пĕлтĕр-виçĕмçул каллех тăрсан-тăрсан сунара тухкаларĕ те-ха, анчах ытларах тĕнче касса çӳреме юратрĕ, кашни вырсарникун урăх пасара е ярмăрккана çитме тăрăшрĕ. Пĕррехинче таçти аякри кĕçнерни пасарне те, Куславкка енчи Энтри Пасар ялне, çĕр выртмаллах кайса килчĕ. Япала туянас шутпа мар, унти халăха курас тесе. Ара, тĕрлĕ енче кашнинчех мĕн те пулин раснараххи, кăсăклантараканни тупăнать... Сăпание уйрăмах Канаш пасарĕ килĕшет. Таврари чăвашсем те, вырăссемпе тутарсем те, ирçесемпе мăкшăсем те пыраççĕ унта. Çитменнине, çӳреме те инçех мар. Çавăнпа вăл Канаша тăтăшах кая-кая килет.

Кăçалхи çу пуçламăшĕнче-ха пĕррехинче вăл унта тавар пăхса çӳретчĕ.

— Сăпани, эсех-и ку? — илтĕнчĕ тахăш самантра хыçра сасă.

Сăпани çаврăнса пăхрĕ. Унта çӳллех мар, пăлатна та сарлака кĕлеткеллĕ арçын тăрать. Хула çынни, аллăсене çитнĕскерех, тен. Çутă кăвак юпăнчă, пуçне çавăн тĕслех шлепке тăхăннă. Питĕнче мĕн курăнаканни пĕтĕмпех тачка вара: питçăмарти, сăмси, тути... Хĕсĕк куçа карниз евĕр хуплакан харши мăк пек, сухалĕ çăра, анчах ăна вăрăм ӳстермен, аял еннелле шĕвĕртсе янă. Ятарласах касса-тирпейлесе тăрать пулас хуçи ăна.

— Паллаймарăн-и мана? — кулкаларĕ арçын.

— Ара, палланă пек те туйăнать. Тепĕр енчен, хула çыннисене пит пĕлсех каймастăп та... — терĕ Сăпани, çак таçта курнă çынна ниепле те аса илеймесĕр.

— Мĕтри эпĕ, Кашкăр Микулин аслă ывăлĕ, — аса илтерчĕ çын.

Чăнах та-çке! Каснă-лартнă ашшĕ темелле, анчах лешĕ пуртăпа чутланă пекчĕ, кăна вара саваласах якатнă... Ара, вăл ялтан кайни çирĕм çул ытла пулĕ те, ăçтан тӳрех палласа илĕн.

Мĕтри Сăпанирен ял хыпарĕсене ыйтса пĕлкелерĕ, калаçмашкăн тесе, хăй тытса тăракан хăна çуртĕнчи чайнăя чĕнсе кĕртрĕ. Сăпанин унпа каясах та килместчĕ (Пикмăрса йăхĕ Кашкăрсемпе нихăçан та туслă пулман), анчах çĕннине шырама хăнăхнă кăмăл çĕнтерчĕ-çĕнтерчех.

Пасарпа чугун çул станцийĕнчен инçех те мар ларать Мĕтрин хăна çурчĕ. Икĕ хутлă. Аялти хутне кирпĕчрен купаланă, çӳлтине пĕренерен пулас, тул енчен çӳхе хăмапа сăрса илемлетнĕ. Урлăш-тăршшĕпе илсен, çурчĕ самаях пысăк. Чайнăй та пуррине шута илсен, Мĕтрин кĕсъене кĕрекен усламĕ вуншар тенкĕпе кăна шутланмасть пулас. Ытти енчен те аптăрамасть пек Мĕтрин пурнăçĕ. Лайăх тумланать, тутлă апата какăриччен çиет. Хăна çуртне кĕнĕ чухне унта ĕçлекен çамрăк чиперкке ăна йăл! кулса кĕтсе илчĕ. Çавнашкал кулă мĕне пĕлтернине Сăпани хĕрарăм чунĕпе тӳрех ăнланать. Çапла, Кашкăрсен пурнăçĕ халĕ те ăнать иккен. Нэп текен йĕрке каллех вĕсене ура çине тăма пулăшрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4