Синкер :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
Калюковăн ылтăн вăчăраллă сехечĕ вăхăт пĕрре иртнине кăтартать. Тепĕр тесен, ку ахаль те паллă-ха, хĕвел, ав, шăпах пуç тăрринче, ун ăшши, йывăç çулçи хушшипе иртсе, карттус витĕрех лĕпкене хĕртет.
Çапла, çанталăкĕ питĕ лайăх тăрать çак кунсенче. Кăнтăр енчи чăвашсем вырмана тухрĕç ĕнтĕ. Кăçал тырă кăшăл кăна ӳсрĕ, хăвăрт çитĕнчĕ. Нӳрĕ те çителĕклĕ пулчĕ ăна валли, ăшши те ӳсентăрана вăй илсе çитĕнме лайăх пулăшрĕ. Кăнтăр енче кăна мар, Утарта та халăх кĕртырри уйне тухма кирлĕ ĕнтĕ. Антун шăллĕ Çемен халĕ пикенсех хавхалантарать пулĕ хăй ертсе пыракан юлташлăх çыннисене. Пĕр шутласан, тĕлĕнмелле. Пиччĕшĕ хурахра çӳренине пăхмасăр, ăна çавăн пек ĕç шанса панă. Ашшĕ ялта хисеплĕ çын çав, унăн ырă ячĕ ывăлĕн усал ятне çĕнтерет курăнать... Санюк мĕнле-ши тата унта? Антун пултăрĕ Ехрем пулăшать те-ха ăна, çынни, темшĕн, шанчăклах пек туйăнмасть... Юлашки хут курнăçнă чухне Санюк çав тери кăмăлсăрччĕ, тарăхать, йĕрет, кун пек пурнăçпа йăлăхса çитрĕм тет. Мĕн йăлăхмалли? Укçа мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ унăн. Упăшки çумра çук-ха та, мĕнех вара уншăн, хуçалăхри йывăр ĕçсене çынна тара тытса тутарма пултарать. Антупа Кăтра Машук çумне хушса кĕвĕçнипе хăйне çапла тыткалать пулĕ ку Санюк тенĕччĕ. «Ара, ĕçпе кăна çӳретĕп эпĕ ун патне. Çакă сана килĕшмесен, урăх ура ярса пусмăп. Яснă? — сăмах пачĕ вăл арăмне. «Кăмăлу пур-тăк, çӳресем! — тесе кăна хучĕ Санюк. — Хурах арăмĕ пулса пурăнас килмест ман, пĕлетне, халăхран намăс!» Тӳсеймерĕ Антун, чăмăрпа питрен пĕррех тăрăнтарчĕ арăмне. Кăшкăрмарĕ, макăрмарĕ Санюк, пачах урăхла, ахлатса илчĕ те ăçта тăнă çавăнтах урайне ларчĕ, чакăр куçне чарса, пĕр мăчлаттармасăр пăхрĕ, пăхрĕ вара упăшкине... Халĕ те асран тухмасть çав самант. Çапла, йăнăш турĕ ун чухне Антун, çавăнпа арăмĕ патне тепре кайсан, чи пирвай каçару ыйтмалла унăн.
Эх, тепĕр тесен, йăнăшне унсăр та нумай тăвать-çке те! Ак халь мĕн туса выртать вăл çакăнта? Милиционерсене мĕншĕн вĕлермелле вĕсен? Хăйсене çавăрса илнĕ те тарма май çук, ирĕксĕрех çапăçмалла тесен татахчĕ... Пĕтĕмпех Минина пула тискерленме тивет. Çав арçури пăтратать те пăтратать ыттисене. Кĕç-вĕç çурăлса каяс мина пекех халь вăл, ахальтен мар-тăр ятне те çаплах пачĕç ăна. «Калюк ытла çемçешке кăмăллă çын, влаç умĕнче таса юлса, кайран пире пăрахса каясшăн. Пĕтетпĕр эпир унпа», — тенĕ вăл пĕррехинче Йĕпреç леш енчи утар хуçине... Ун майлă шухăшлакансем сахал мар. Унсăрăн Антун персе кăна пăрахĕччĕ Минина... Ун вырăнне, ак, каллех хăй хăюллă утаман пулнине кăтартма тивет. Ахальтен мĕн тума вĕлермелле çав милиционерсене...
Хĕвелĕ вара хĕрте-ет. Хыр-чăрăш лăссипе ытти йывăç çулçисем чăлханнăран пулнă хулăн тăрă та чараймасть унăн пайăркисене. Эх, халь лашана шыва кĕртсе кăларасчĕ те выртасчĕ хĕвел питтинче хĕртĕнсе! Е Санюкпа Утар çумĕнчи вăрмана кăмпана каясчĕ. Çумăрлă кунсем хыççăн ăшăтса ячĕ те, кăмпа нумай кăçал. Авă, кунта çумрах майра кăмписем ретпе кăвак, сарă, кĕрен пуçĕсене кăнтарса лараççĕ. Хĕлле уйрăмах йӳçĕтнĕ шурă кăрăç паха. Вăкăр кăрăçĕ те аптрамасть... Çук çав ĕнтĕ, халăх умĕнче мар, вăрманта уççăн çӳресси текех пулаймĕ. Тем те пур Антунăн: вăй, укçа, эрех, арăм çук чух йăпанмалли хĕрарăм... Тем те пур. Çын умĕнче уççăн, ирĕккĕн çӳремелли май кăна çук...
— Калюк, килеççĕ! — тени шухăшсене татрĕ, Антуна хăй ăçта тата мĕншĕн выртнине аса илтерчĕ.
Кучан чупса çитрĕ иккен. Ăна çулăн тепĕр кукăрне милици отрячĕ килнине сыхлама янăччĕ.
— Килеççĕ! — терĕ Кучан каллех, бинокль тытнă аллине çул еннелле тăсса.
— Отрячĕ пысăк-и?
— Тăватă çын.
— Пулма пултараймасть. Тен, малти дозор кăна вăл?
— Çук, пĕтĕм отрячĕ тăватă çынран тăрать. Малта Александровпа Орлов, хыçаларах тата иккĕн пыраççĕ. Начальник хăй çӳремĕ ĕнтĕ тусурта... Чĕрĕк сехетрен кунта çитĕç.
— Хатĕрленĕр! — хушрĕ Калюков.
Курăр-ха, ăна хирĕç тăваттăн килеççĕ!
Темшĕн, Калюковăн милиционерсене пурне те вĕлерес килмерĕ. Ара, хăюллă çынсем хисепе тивĕçлĕ.
— Кучан, Мина, Жумба, эсир Орловне тĕллетĕр, йысна, Валет, эпĕ — Александровне, — хушрĕ утаман.
— Мĕншĕн апла хăтланмалла? — килĕшмерĕ Мина. — Пирĕн тăваттăшне те пĕтерсе тăкмалла.
— Кашни пĕрер çынна тĕллесен, пурне те тивертейĕпĕр-и-ха... Тивертсен те, амантăпăр кăна, тен. Милици начальникĕпе ăна систерекен путсĕре пирĕн вĕлермеллипех, шанчăклăн вĕлермелле. Ыттисене мĕн тумаллине куç курĕ унта. Яснă? — татса хучĕ ăна Калюков.
Мина тутине кăмăлсăррăн пĕрсе илчĕ, çапах та шарламарĕ.
Йысна, шĕшкĕ тураттине çĕçĕпе хуппинчен тасатаканскер, тем калас тесе, иккĕшне те пăха-пăха илчĕ, анчах алă сулнипех çырлахрĕ, патака пăрахса, çапăçма хатĕрленсе выртрĕ. Килĕшмест ăна çак икĕ çын пĕрехмай пĕр-пĕринпе харкашни. Тем пек сăлтав тупăнсан та, вĕсен хирĕçсе кайма ниепле те юрамасть. Сăлтавсăр — пушшех те. Унсăрăн хăйсем кăна мар, ыттисем те ним мар пĕтме пултараççĕ.
Кĕçех çул кукăрĕнчен отряд тухрĕ. Васкаççĕ милиционерсем. Айккинелле пăхкалаççĕ пулин те, усала сисмеççĕ курăнать. Хурахсем вĕсене Урмаелĕнчех ташласа-юрласа кĕтессе шанаççĕ ĕнтĕ.
Калюков аллине çĕклерĕ те пĕр самант тăхтанă хыççăн сулса ячĕ. Çавăнтах темиçе пăшал харăссăн пени вăрманти шăплăха кисрентерчĕ. Орлов тӳрех лĕнчĕрр! кайрĕ, пирвай пуçне лаша мăйĕ çине хучĕ, унтан хуллен-хуллен çĕре сĕтĕрĕнсе ӳкрĕ. Александровĕ хăяккăн чалăшрĕ, çавăнтах тата, аршăн çăтнă тейĕн, ярт! тӳрленсе ларчĕ самантлăха, анчах капла тытăнса тăраймарĕ, пĕкĕрĕле пуçларĕ...
Юн шăршипе шуйхаса кайнă лашасем, кĕçене-кĕçене, пĕр вырăнта тапăртатса илчĕç те, çаврăнса, каялла вĕçтере пачĕç. Тепĕр икĕ милиционерĕ те учĕсене çавăрчĕç, çул хĕрринчи тĕмсене тĕллемесĕрех пере-пере, вĕсем хыççăн ыткăнчĕç.
— Вăт, тарчĕç! — тарăхса ӳпкелерĕ Мина. — Пирĕн пурне те пăчлантарма пулатчĕ. — Унтан вăл, тискеррĕн кăшкăрса, ыттисене чĕнчĕ: — Хăвалăр хăвăртрах! Тарса ĕлкĕреймĕç.
Хĕрӳленсе-хаярланса кайнă хурахсем утаман мĕн каласса та кĕтмерĕç, чи пирвай Кучанпа Жумба, унтан Йысна та Мина хыççăн сиксе тăчĕç, утсене хăварнă пĕчĕкçĕ уçланка вĕçтерчĕç; Калюковпа Валет кăна нимĕн тума аптăраса юлчĕç.
— Атя, Петĕр, эпир те каяр, — терĕ вара Калюков ирĕксĕртен.
— Ку Мина пĕтерет пире пĕрре, Антун, чăн-чăн мина пекех, сирпĕнтерет пурсăмăра та, — тарăхса каларĕ Валет. — Хăтăлмалла пирĕн унран.
Вăл та çапла шухăшлани Калюкова çырлахтарчĕ. Çапах ку сăмаха малалла тăсасшăн пулмарĕ.
— Халь ун çинчен пуплешмелли вăхăт мар, яснă? — терĕ хыттăн. — Хăвăртрах уткала! Ыттисем, ав, вĕçтерчĕç ĕнтĕ!
Халĕ вăл каллех çирĕп кăмăллă та çивĕч утаман ĕнтĕ, хирĕç те, майлă та калаçма кирлĕ мар унпа...
Тепĕртакран Калюковпа Валет, утсене утланса, ĕрлешекен тусĕсем патне çитрĕç. Лешсем, ытти милиционерсене хăваласа çитейменскерсем, аманнă Александрова тĕп тăваççĕ иккен. Хăшĕ тапать, хăшĕ прикладпа çапать... Милици начальникĕ чĕрĕ те мар курăнать, Минăпа Кучан ăна çаплах тӳпкеççĕ-ха.
— Çитĕ вилепе лăпăртатса! — мăнаçлăн каларĕ Калюков. — Эпир никамран хăраманнине ухмах милиционерсене нумайрах вĕлернипе мар, пĕр кунтах тем те тума пултарнипе кăтартса парăпăр. Атьăр, тăр-кăнтăрлах Хуралама кĕрер те «Трактор» кооператива, çула май почтăна тустарса тухар. Анчах ку ĕçе питĕ хăвăрт, сӳсленсе тăмасăр, пуçпа шухăшласа тумалла. Хуралам — пысăк ял. Участок милиционерĕ те пур унта, халăхĕ те алла пăшал тытма пултарать. Пĕр сăмахпа, вилнĕ лягавăя вĕлересси мар ку, — йĕкĕлтенĕн Минин енне пăхса илчĕ вăл. — Хăратăр-тăк, тӳрех калăр, кайран осечка ан пултăр. Яснă? Унтан утар хуçи патне кайăпăр. Нумай çӳрерĕмĕр, пăртак канма та юрать...
Утамана хирĕçлекен пулмарĕ.
Тепĕртакран вĕсем Хуралама Кĕтне юханшывĕ енчен юланутпа çил пек пырса кĕчĕç те пасар умне çитсе чарăнчĕç. Виççĕн — кооператив кантурне, виççĕн — почта кантурне кĕрсе кайрĕç, анранă çынсене пăшалпа хăратса, сейфсене тустара пуçларĕç. Чĕрĕк сехет те иртмерĕ — вăрманалла тăсăлакан çул çийĕн хурахсем хыççăн тусан кăна мăкăрланса юлчĕ.
Тепĕр виçĕ сехетрен вĕсем, ялсене кĕмесĕр, чиперех Йĕпреç леш енчи вăрмана, тутар арманĕ текен вырăнтан пилĕк-ултă çухрăм сулахайра вырнаçнă утар патне çитрĕç. Чăн та, Йĕпреçрен ку енче вĕсем стройпа пыракан темле çынсен пысăк ушкăнне тĕл пулчĕç. Калюков чарса ĕлкĕреймерĕ — чăрсăр Минăпа Кучан вĕсем еннелле тĕллемесĕрех перкелесе илчĕç. Лешсем хирĕç тăмарĕç, вăрманалла чăл-пар саланса пĕтрĕç.
Тепĕр тесен, ку ăнсăрт тĕлпулу асра та юлмарĕ...
— Çăмăл пулса кайса пăх, мĕнле унта? — хушрĕ Калюков Валета, пуçне утар пӳрчĕ еннелле сĕлтсе.
Лешĕ, кĕскетнĕ пăшалне алăра тытса, лашине хуллен унталла уттарчĕ. Утарта йытăсем пĕр-иккĕ хамлатни, унтан савăнăçлăн нăйкăшни, такам тем калани илтĕнчĕ. Кĕçех Валет таврăнчĕ.
— Мучи килтех. Пĕчченех, — пĕлтерчĕ вăл.
Пурте карталанса лашисене утаралла уттарчĕç...
4
Сераситдинов хăй мĕн пĕлнине Крапивина каласа пĕтерчĕ те йăлăна пуçларĕ:
— Начальник, эп пĕртте айăплă мар. Хурахсем Урмаелĕнче ĕçкĕ ĕçни çинчен Орлов иптеше хам систертĕм. Анчах лешсем, шайтансем, эпĕ кӳршĕ яла кайса килнине курнă. Таврăнсанах мана хăйсем патне тытса кайрĕç. Çурăмран та, кăкăртан та пăшал кĕпçипе тĕкрĕç те: «Ăçта кайрăн, Орлов патне-и? Кала, вара каçаратпăр. Каламасан, çакăнтах йытă вилĕмĕпе вилсе юлăн», — терĕç. Чăтрăм, чăтрăм, кайран тӳсеймерĕм вара... Пурăнас килет-çке... Ара, ĕненмеççĕ, шайтансем. Орлов патне çӳремен пулсан та кайса каларăм темех тиветчĕ... Аллах курать, айăплă мар эпĕ, ярăр мана, начальник юлташ...
— Шăплан эс, нумай ан пакăлтат! — чарчĕ ăна Александров заместителĕ. — Пирвай вырăна тепре кайса пăхар-ха, кайран куç курĕ...
Крапивин çав кун ялсемпе вăрмансенче çĕрлечченех çӳрерĕ, Калюков хурахĕсем пулнă вырăнсене çитсе курма тăрăшрĕ. Урмаелĕнче чи пирвай Курносов амăшне ыйтса тĕпчерĕç. Анчах ватă хĕрарăм нимех те калаймарĕ. Е каласшăн пулмарĕ-ши?
— Çапла, ман ывăлпа, пĕтме маннăскерпе, тепĕр пилĕк çын килчĕç, — тунмарĕ Халиме. — Мана пӳртрен кăларса ячĕç. Хăйсем дунгызнын да дунгызы, çинĕ, ĕçнĕ, вараланă, тухса кайсан, урайне кусарпа хырсах тасатма тиврĕ. Çыннисене палламастăп. Ывăлпа пĕрле пурăнмастпăр, ун тусĕсене никама та пĕлместĕп, пĕлессĕм те килмест. Ял çыннисенчен ман килте никам та пулман, мана хăваласа ярсан чĕнсе килнĕ пуль, тен... Эй, ман пуçа çимеллипех çирĕ çав ывăл, ашшĕ çулĕпе кайса, халăх умĕнче намăса ячĕ... Çĕр çăттăр, аçа çаптăр ăна... — йĕре-йĕре ылханчĕ Халиме.
Тахăш самантра ĕненес те килчĕ ăна. Макăрасса куççулĕпех макăрать-ха вăл, чĕререн пек калаçать. Çапах хăшпĕр хуравĕсем иккĕлентерчĕç. Картишпе кил-çурта пăхса çаврăнсан, çак иккĕленӳ пушшех вăйланчĕ. Акă, сăмахран, картишĕнче урапа йĕрри палăрать. Анчах урапи те, ут хатĕрĕсем те ниçта курăнмаççĕ.
— Сирĕн миçе лаша? — ыйтрĕ Крапивин Халимерен.
— Эй, мĕн лаши пултăр манăн. Çав ухмах ывăл мĕн пуррине веçех сутса пĕтерчĕ, — макăрнине кăтартас мар тенĕн, питне ал лаппипе хупласа калаçрĕ Халиме.
— Ку урапа йĕрри мĕне пĕлтерет тата?
Халиме пĕр самант шухăшласа тăчĕ.
— Эпĕ хам асăрхаймарăм, анчах вĕсен, çав хурахсен, лав та пурччĕ пулмалла. Ара, мансах кайнă... Вĕсем хыççăн çенĕкре темле япаласен купи юлчĕ. Çавсем лавпа турттарса килнĕ ĕнтĕ, эсреметсем. Тархасшăн, япалисене илсе кайăр, чăлана кĕртсе хунăччĕ эпĕ вĕсене...
Милиционерсем чăлантан тумтир, атă-пушмак, хуçалăх япалисем икçĕр-икçĕр аллă тенкĕлĕх илсе тухрĕç, опись турĕç. Ытти çĕрте те пăхкаларĕç, анчах нимех те асăрхамарĕç. Çаплипех тухса кайрĕç вара.
— Çапах ку апа тĕрĕссине каламарĕ пире, — терĕ Крапивин Çĕнĕ Мăратри милици уйрăмĕн начальникĕн заместительне. — Çав япаласемшĕнех хурахсем çын вĕлерсе иртĕхес çук. Вĕсем, ав, «Трактор» кооперативпа Хуралам почтинчен икĕ пин çурă ытла çаратса кайнă. Мĕн вăл вĕсемшĕн икçĕр аллă тенкĕ. Анчах çаратнă япалисене ăçта хунă? Кама суттараççĕ? Пĕр сăмахпа, Курносова гражданкăна та, Сераситдинов гражданина та пирĕн сăнасах тăмалла. Вĕсем хурахсемпе çыхăннах пек туйăнать.
Ку шухăшпа Демин та килĕшрĕ.
— Мĕн, Сераситдинова КПЗран кăларатпăр-им? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ Çĕнĕ Мăратри милици начальником заместителĕ.
— Кăларма тивет. Каларăм ĕнтĕ, ăна та шанас килмест. Анчах эпир туйăм хыççăн çеç кайса ĕçлеме пултараймастпăр. Сераситдинова айăплакан фактсем вара халлĕхе çук. Çапах, тепĕр хут асăрхаттаратăп, ăна та сăнасах тăмалла.
— Сăнасчĕ те çав, кам килĕшĕ ку ĕçе? — хаш! сывларĕ начальник заместителĕ. — Хулара мар-çке, хирĕçри киле милици сотрудникне хваттере яраймăн. Ялта пĕр-пĕрне кăна мар, кӳршĕсен ют çĕрти тăванĕсене те пĕлеççĕ. Вĕсем пире пулăшма килĕшесшĕн мар. Хурахсем пурне те хăратса-сехĕрлентерсе пĕтернĕ.
— Пурпĕрех майне тупмалла! — татса каларĕ Крапивин.
Милици отрядне тапăннă вырăна та çитсе пăхрĕç. Калюкпа тусĕсем мĕнле вырăн суйласа илме пĕлнине, еплерех тапăннине — пурне те тĕпчеме тăрăшрĕç.
— Хурахсем хыççăн юлнă япаласене пĕтĕмпех пухнă-и? — ыйтрĕ Крапивин.
— Пĕтĕмпех, — пĕлтерчĕ начальник заместителĕ. — Ултă гильза тупрăмăр. Тапăнакансен пĕр наган, икĕ револьвер, виçĕ винтовка, ахăртнех, кĕскетнисем, пулнă. Кашнинчен пĕрер персе ĕлкĕрнĕ.
Крапивин, хурахсем выртнă вырăна пăхса çӳренĕ май, тĕлĕнерех шухăшларĕ: «Ултă кĕпçерен пенĕ. Икĕ çынна вĕлернĕ. Кашнине виçшер пуля лекнĕ. Хурахсем мĕншĕн милиционерсене тăваттăшне те пĕтермен? Мĕншĕн виçшерĕн пĕрер çынна пенĕ? Шутласан, Александровпа Орлова икшерĕн, ытти милиционерсене пĕрерĕн пеме май килнĕ-çке. Пурне те вĕлересшĕн пулман-и? Эппин, мĕншĕн тапăннă? Тарма та пултарнă-çке вĕсем. Халĕ вара хăйсем пытанса выртса тапăннă. Ун хыççăн пысăк яла кĕнĕ, харăсах кооперитивпа почтăна çаратнă. Кайран тата осоавиахим отрядне тапăннă... Никамран хăраманнине кăтартасшăн-ши вĕсем? Халăха сехĕрлентересшĕн-ши?
— Ку тата мĕн япала? — çĕрте выртакан шуратнă шĕшкĕ патакне асăрхарĕ Крапивин. — Е унччен вăл кунта пулман-и?
Начальник заместителĕ патака пӳрне вĕçĕпе çĕклесе пăхрĕ.
— Шăпах пĕр-икĕ кун каялла каскаланă, — терĕ вăл. — Тен, асăрхаман, тен, кирлех тесе шутламан...
— «Кирлех тесе шутламан...» Пире хурахсем тыткаланă кашни патак мар, кашни тусан пĕрчи кирлĕ! Вĕсене тытсан, кам мĕн ĕç тунине уйрăмшарăн палăртмалла пулать. Мĕншĕн тесен кашни хурах айăпне тĕрĕс пĕлмелле, çавна кура хăйне тивĕç наказани памалла.
— Эй, мĕн пăхса тăмалли вĕсене! — терĕ пĕрле çӳрекен милиционерсенчен пĕри. — Ирсĕр ĕçĕсене пурте пĕрле тунă, пурин те пĕрлех явап тытмалла.
— Пĕрремĕшĕнчен, пур преступление те пĕрле туман, — тӳсĕмлĕн ăнлантарчĕ Крапивин. — Эпĕ вĕсен тĕрлĕ çĕрти ĕçĕсене тишкерсе тухрăм та çакна асăрхарăм: хăшпĕр чухне тăваттăн-пиллĕкĕн кăна çӳренĕ вĕсем, тепĕр чухне — çиччĕн-саккăрăн та. Çынсем хурахсен сăн-питне сăнласа панă тăрăх, вĕсен пĕтĕм йышĕ темиçе теçеткене çитет... Пирĕн кайран судра тĕп-тĕрĕс кăтартса памалла-çке: ку е вăл тискер ĕçе хăшĕ-хăшĕ тунă? Унта та, кунта та пурте пулнă тесе калаймăн.
— Çак патак палăртĕ-и вара çавна? — куларах ыйтрĕ çамрăк милиционер.
— Çак патак та палăртĕ, — ăнлантарчĕ Крапивин. — Калюк хурахĕсем кăçал хăйсен ирсĕр ĕçне июньте, Тăрмăш ялĕ çывăхĕнче, тунă. Ун чухне ял ут кĕтĕвĕ вăрман хĕрринче çӳренĕ. Вăрман енчен, ыраш ăшĕнчен, пăшаллă ултă çын тухать те тăватă лаша утланса каять. Кĕтӳçсем каласа панине шутласан, хурахсен сăнĕсем Калюков эшкерĕнчи хăшпĕр çынсеннипе пĕрешкел... Вăт çавăнта та, ыраш хушшинче, çакнашкал патак тупнă. Тен, пĕр çыннах шĕвĕртнĕ вĕсене? Леш патак çинче, сăмахран, çĕçĕ катăкĕ хăварнă шăйрăк пурччĕ. Унашкал йĕр, куратăр-и, ку патак çинче те пур. Тĕплĕн танлаштарса пăхăпăр-ха вĕсене. Енчен пĕр çĕçĕпех шуратнă-тăк, лере те, кунта та унăн хуçи пулнă. Çапла-и? Эппин, ăна икĕ тискер ĕçе хутшăннăшăн айăпламалла...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...