Синкер :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк


— Аллуна çĕкле! — хушрĕ вăл ăна, револьверпа кăкăртан тĕллесе.

Самантрах шурса-кăвакарса кайнă полицейски ним сăмахсăрах парăнчĕ. Унăн револьверне Ванькка илчĕ, хăйне, çыхса хурса, юлташĕпе юнашар кайса лартрĕç.

Хĕрлĕ армеецсем картишне кĕчĕç кăна, вĕсем патне кил хуçи чупса пычĕ. Пахчара мĕн пулса иртнине вăл тавçăрса илчĕ ĕнтĕ.

— Мĕн туса хутăр эсир, мĕн туса хутăр? — пăшăрханчĕ вăл. — Мана тинех пĕтереççĕ ĕнтĕ, тытса каяççĕ, хупса лартаççĕ. — Çавăнтах йăлăнса ыйтрĕ: — Мана та çыхса пăрахăр пĕрех хут, вара, тен, сирĕнпе каварлашнă тесе шутламĕç. Арăма кăна тепĕр сехетрен пахчана тухса пире «тупма» хушса хăварăр. Хăвăр вара улпут пахчи хĕррипе, хӳме хӳттипе тарăр. Ан хăрăр, полици çук унта: хуçисем Варшавăна ял тепĕр енчи мăн çулпа тухса кайрĕç, ыттисем вĕсене ăсатаççĕ... Çурçĕр-хĕвелтухăç енче тепĕр пилĕк çухрăмран пысăк вăрман пуçланать...

Таркăнсем çаплах турĕç, кил хуçине çыхрĕç те, вирлĕ ятла-ятла, полицейскисен хушшине пырса пăрахрĕç. Унтан сад карти хӳттипе уялла тапса сикрĕç... Пĕр-ик çухрăм чупсан, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте хура кăвак йĕр курăнчĕ. Таркăнсем унталла каякан темле çул çине тухрĕç те уйра çынсем хăйсене курасси-курмассине шута илмесĕрех талпăнчĕç. Хура кăвак йĕр ӳссе-ӳссе пычĕ, çавна май тĕсне те шĕветрĕ, часах симĕс тумлă пулса тăчĕ... Тара ӳкнĕ хĕрлĕ армеецсем çăра вăрмана çĕр-çĕр аллă хăлаç чупса кĕчĕç те, чарăнса, тарăннăн сывласа ячĕç. Вăрман... Вĕсен çак самантра чи çывăх та шанчăклă тусĕ... Тупата, кашни хурăна, вĕренене, чăрăша, юмана тыта-тыта ыталĕччĕ Ванькка, кашни йывăçа тав туса тухĕччĕ.

Тепĕр икĕ кун иртрĕ-ши, виççĕ-ши — утатчĕç çапла прачакпа. Малта пыракан Майоров сасартăк кăшкăрчĕ:

— Хăвăртрах вăрмана кĕрĕр!

Ăна-кăна нимĕн тавçăраймасăрах, пурте юман хушшинчи шĕшкĕлĕхе чăмрĕç. Çавăнтах прачакпа юланутçăсем иртсе кайрĕç. Поляксен кавалерисчĕсем. Вунă çынна яхăн. Хыçалта лав пырать. Унран çăкăр шăрши çапнăн туйăпчĕ. Выçса çитнипе кăна туйăнчĕ пулĕ çав, çакăн пек инçетренех ăçтан сисĕн мĕн шăрши кĕнине.

— Юлташсем, Российăпа Польша хушшинчи вăхăтлăх чикĕ патнелле çывхарса пыратпăр, — тавçăрса илчĕ Никифоров. — Малашне поляксен çар чаçĕсем кашни утăмрах тĕл пулма пултараççĕ. Çавăнпа асăрханмалла. Паянлăха çӳресе çитĕ, шаларах кĕрер те канма вырнаçар.

Çапла хальхинче çĕр выртмашкăн хĕвел аничченех чарăнчĕç.

— Юлташсем, хамăрăннисем патне каçиччен таврари лару-тăрăва лайăх пĕлмелле. Вăй та кирлĕ пулать. Çапăçма та, тарма та тивĕ, — терĕ Никифоров. — Пĕр сăмахпа, пирĕн кама та пулин разведкăна ямалла. Вăлах апат тупма та тăрăштăр. Лару-тăрăва кура майне-меслетне хăех ăсласа кăларĕ...

Разведкăна Ваньккан кайма тиврĕ. Револьвер пур унăн, тавçăруллă тата вăл, пурнăçра хурапа шурра самай куркаланă салтак...

Ванькка чи пирвай çакна ăнкарса илме тăрăшрĕ: паçăрхи кавалеристсем ăçта кайрĕç-ши? Е ăçтан таврăнаççĕ? Çапăçăва-мĕне çӳремен-ха вĕсем, вăрçă чарăнни чылай ĕнтĕ. Патруль таврашĕсем те мар: пăшалсем çумра çукчĕ, тумтирĕсене те йӳле янăччĕ, хыçалта лав пурччĕ. Чим, çав лавран çăкăр шăрши кĕнĕ пек туйăннăччĕ. Туйăнчĕ çеç-ши? Тен, чăнах çапла? Тин пĕçернĕ çăкăр шăрши таçта çити çапать, техĕмĕпе аякранах ыррăн-ыррăн илĕртет. Ялта, ав, урампа иртсе пынă чухне те хăш килте кăмакана мĕнле çăкăр лартнине пĕлетĕн. Каярах кăна, кушăрканăçемĕн, унăн техĕмлĕ шăрши чакса пырать. Эппин, кавалеристсем таврăннă енче вĕсене такам çăкăр пĕçерсе парать. Çар кухни пĕçермест ăна...

Ванькка, сых енне прачака тухмасăр, ун айккинчи йывăçсен хӳттипе асăрханса утрĕ. Виçĕ квартал ытларах кайсан, куç умне тĕреклĕ хуралтăсем, пысăк йывăç пӳрт тухса тăчĕç. Ахăртнех, стрелук пурăнать кунта. Пĕчченех-ши? Ун патĕнче çар çыннисем пур-тăк? Паçăрхи кавалеристсем çакăнта килнĕ пек туйăнать. Стрелук арăмĕ çăкăр пĕçерсе парать пулĕ-ха вĕсене. Эппин, çар çыннисемпе çыхăну тытаççĕ... Тен, кунтан иртмелле те малалла утмала, пĕр-пĕр яла çитсе, мĕн кирлине унта ыйтса пĕлмелле? Çук, яла кĕме пушшех хăрушă. Стрелукĕ патĕнче çар çыннисем çук-тăк, унран ăна-кăна ыйтса пĕлме шанчăклăрах та. Кавалеристсене çăкăр пĕçерсе парать тесен... Мĕнех вара, укçалла çын кама мĕн ĕç туса памасть-ши. Ытах кил хуçисем Ваньккана сутас тесен, пирвай ăна тытмалла-ха е çăра вăрманта шыраса тупмалла...

Ванькка, уçланкă айккипе çӳресе, стрелук хуçалăхне чылай сăнарĕ. Никам та курăнмасть, шăв-шав илтĕнмест. Пĕр хĕрарăм кăна, урай çунă пулас та, шăвăç тазри таса мар шыва çырмана тухса тăкрĕ. Кĕпе аркине, ĕçленĕ чух пилĕк çыххи хушшине хĕстернĕскерне, вĕçертмен те хăй. Эппин, вĕсен килĕнче ют арçын çук...

Тепĕртакран Ванькка хуллен стрелук пӳрчĕ енне утрĕ. Калинкке патне çитеймерĕ вăл, йыттисем вĕрнине илтсе, ăна хуçа хăй тухса кĕтсе илчĕ.

— Кама шыратăр? — ыйтрĕ вăл тӳрккесреххĕн.

— Хисеплĕ пан, эсир çак картун хуçи пулсан, эпĕ сирĕнпе калаçса пăхасшăнччĕ, — пĕлтерчĕ Ванькка.

Стрелукĕ ку çамрăк мар ĕнтĕ, аллăсенчискер, калаçнинчен украинец та, поляк та марри сисĕнет; ахăртнех, нимĕç е австриец. Хытанка та çӳллĕскер, вăл симĕс куçĕпе çӳлтен темле сиввĕн, шанмасăр темелле-и, пăхать. Унăн типшĕм тăрăхла пичĕ кулма та, хурланма та пĕлмест пулас.

— Эппин, калаçар, — терĕ те хуçа, калинкке уçса, хăнана малалла ирттерчĕ, хăй ун хыççăн утрĕ. Кабинет евĕр пӳлĕмне кĕрсен, вăл Телегинăн вараланса-çурăлса пĕтнĕ тумтирне куç хĕррипе пăхкаларĕ те, çемçе пукан пур çĕртех, хыçсăрри çине ларма сĕнчĕ. Ванькка кӳренмерĕ. Ара, кунашкал çипуçпа, чăнах та, таса сĕтел-пукана вараласа пĕтерĕн.

— Эсир вырăс-и? — куçне хĕсерех пăхрĕ стрелук.

— Раççейрен.

— О-о, Раççей вăл пысăк çĕршыв! — «р» сасса лайăхах кăлараймасăр калаçрĕ хуçа. — Э-э... конкретлăрах илсен, ăçтан пулатăр?

— Атăл тăрăхĕнчен эпĕ, Хусан çывăхĕнчен. Чăваш. Тен, илтнĕ пулĕ?

— Тшăваш? О-о, илтнĕ кăна мар, питĕ лайăх пĕлетĕп. Çав тери лайăх. Вунçиччĕмĕш çулччен эпир хуçапа шăпах сирĕн патăрта ĕçленĕ. Хĕр шывĕ тăрăхĕнчен çывăхри станцисене вăрман турттараттăмăр. О-о, тшăваш вăрманĕ тĕнчипе чаплă вăрман. Германие, Австрие, Великобритание, Италие... пĕлетĕр-и, йывăçпа пуян Скандинави çĕршывĕсене те ăсатнă эпир ăна. Анчах вунçиччĕмĕш çул... Вăт, халĕ эпĕ кунта, лесникре, хуçа вара таçта... Чăн та, вăл аптăрас çук-ха, унăн капиталĕ пысăк, тытасса та Европăри банксенче тытнă вăл ăна. Эпĕ вара... дурак... тшăвашла мĕнле-ха — ухмах, я-я, ухмах — пĕтĕм укçана Российăра, Улатăр, Петербург банкĕсенче усрарăм. Пурăна киле сирĕн енче хам ĕç уçасшăнччĕ... Вăт халĕ, ак, кунта...

«Ку стрелук çынна сахал курнипе тунсăхласа çитнĕ пулас, — шухăшларĕ Ванькка. — Калаçтăрах... — Çавăнтах пуçа урăххи те пырса кĕчĕ: — Енчен, революцие пула мулне çухатнăшăн тарăхнăскер, вăл пире чĕререн кураймасть-тĕк?..»

Анчах хуçа ун шухăшне сисрĕ тейĕн, сасартăк чарăнчĕ те:

— Каçарăр, пакăлтатсах кайрăм. Эппин, эсир — большевик? Мĕнле лекрĕр кунта? Эсир манран ан хăрăр. Эпĕ çилленместĕп сире, мĕншĕн тесен хам ухмах, я-я, ухмах... Калăр-ха, мĕнпе пулăшма пултарăп сире? — терĕ.

— Большевик мар эпĕ, — хуравларĕ Ванькка, — вĕсен çарĕнче пулнă салтак кăна. Халĕ тыткăнран таратăп... Çавăнпа пĕлес килет: чикĕ пекки кунтан инçе-ши? Ун патне çитме, урлă каçма ăçтан меллĕрех?

— О-о, большевиксем кунтан инçе мар, вунпилĕк-çирĕм çухрăмра... Пĕлетĕр-и, хăрушă вырăн кунта, хам эпĕ Австрие куçса каясшăн, хĕрача чирли кăна тытса тăрать... Но... большевиксем патне çитме питĕ кансĕр. Сулахайра — кавалери чаçĕ, пĕр эскадроне кунта юнашарах тăрать. Сылтăмра — пехота полкĕ. Вĕсем хваттере тĕрлĕ ялсене саланса пĕтнĕ, çавăнпа пур çул çинче те патрульсем çӳреççĕ. Чăн та, çурçĕр-хĕвеланăç енче шурлăх пур, ултă-çичĕ çухрăма тăсăлать. Ун урлă каçма пулать, сукмакне турат хуçа-хуçа паллă тунă. Но... лерелле хăш çулпа кайсан лайăхрах — ăна пĕлместĕп, — ăнлантарчĕ стрелук.

«Кавалеристсем çинчен тĕрĕсех каларĕ вăл, — шухăшларĕ Ванькка. — Эппин, ытти те тĕрĕсех пулĕ?»

Ĕнтĕ вăл мĕн кирлине ыйтса пĕлчĕ те-ха, тепĕр нуша пирки сăмах ниепле те пуçлаймарĕ, çавăнпа тухса кайма васкамарĕ.

— Хĕрлĕ салтака тата тем кирлĕччĕ? — ыйтрĕ стрелук, вăрăм пӳрнисемпе сĕтеле тăкăртаттарса.

— Калама та аван мар, лесник пан, — терĕ вара Ванькка, — çав тери выçса çитнĕ эпĕ. Апат сутăн илмешкĕн укçа çук... Тен, кăштах пулăшăр?

Стрелук самантлăха куç хĕссе тем шухăшларĕ те тулалла кăшкăрчĕ:

— Марта, кил-ха кунта!

Пӳлĕме хайхи паçăр çырмана таса мар шыв тăкакан хĕрарăм кĕчĕ.

— Марта, большевик юлташ выçса çитнĕ. Унăн хĕрлисем патне каçса каймалла. Эппин, вăй кирлĕ ăна... Çур çăкăр парса яр, — хушрĕ хуçа. Çавăнтах Телегинран ыйтрĕ: — Тен, юлташ пĕччен мар? Тен, ыттисем те выçă?

Ванькка пĕр хушă иккĕленсе тăчĕ. Мĕн калас ку çынна? Пĕччен тес — çăкăр сахал парса ярĕ; улттăн тес — темшĕн, сиввĕн пуплешмест пулин те, стрелука пит шанасах килмерĕ.

— Виççĕн эпир, — терĕ çапах та.

Хайхи ăна пĕр çавра çăкăр, ал лаппи пысăкăш салă тыттарчĕç.

— Пысăк тав, спаççип сире, — пуç тайрĕ Ванькка. — Ырă тунине ĕмĕр манмăп.

— Юрать, юрать, ĕмĕр манманни лайăх вăл, — ăсатрĕ ăна кил хуçи.

Юлташĕсем патне таврăнсан, лешсем апат çинĕ хушăра Ванькка пурне те стрелук мĕн пĕлтерни, хăйне мĕнле тыткалани çинчен каласа пачĕ.

— Пĕтĕмпех шанар мар стрелука, — терĕ Никифоров. — Унăн пире юратма сăлтав çук. Çавăнпа, ирхине çула тухиччен, Майоров, манăн револьвера ил те, картунран сылтăм еннелле разведкăна кай. Пехота полкĕн чаçĕсем вăл енче чăнах тăраççĕ-и? Çавна пĕлсе кил. Малалла мĕн тумалли çинчен кайран канашлăпăр.

Ирхине Майоров разведкăра сахалтан виçĕ сехет çӳрерĕ, юлташĕсем ун пирки пăшăрханма та тытăннăччĕ ĕнтĕ. Юлашкинчен вăл пач тепĕр енчен, сулахайран персе çитрĕ.

— Ну, мĕнле? — сырса илчĕç ăна пурте.

— Стрелук суймасть, — терĕ Майоров. — Сылтăмра, чăнах та, пехота подразделенийĕсем тăраççĕ. Икĕ яла çитрĕм, иккĕшĕнче те пур. Ялĕсем хушшинче патрульсем çӳреççĕ. Пĕри мана асăрхарĕ пек туйăнчĕ те, хыççăн кунта ан килччĕр тесе, сулахаяллах тартăм, унта кавалеристсен ут кĕтĕвне пырса тăрăнтăм... Çар чаçĕсем хушшинче, çурçĕр-хĕвеланăç енче, чăнах та, шурлăх тăсăлать.

— Ну, хĕрлĕ армеец юлташсем, мĕн тăвăпăр? — кашнинех куçран пăха-пăха ыйтрĕ Никифоров.

Пĕр хушă пурте шăпăрт ларчĕç.

— Шурлăхпах кайма тивет.

— Каялла кайса, çĕнĕ çул шырама тытăнсан, тăшман аллине лекес хăрушлăх пушшех пысăк.

— Шурлăх тесе, тен, вăл тĕлте шăпах поляксен çар подразделенийĕсем сахал? — пĕлтерчĕ кашни хăйĕн шухăшпе.

Вăрăм туясем хатĕрлерĕç те çур сехетрен çула тухрĕç, шурлăх патне çитсен, пĕрин хыççăн тепри асăрханса утса, шывлă-лачакаллă çĕре кĕрсе кайрĕç. Кунта, чăнах та, турат хуçа-хуçа паллă тунисем пур. Вĕсен айккипе, чĕркуççи таран, тĕллĕн-тĕллĕн ытларах та ура путать пулин те, чиперех утма май пур... Пирвай малта револьверпа Никифоров, хыçалта — Телегин пычĕç. Шаларах кĕрсен, хыçалтан ăнсăртран пырса тапăнас хăрушлăх пĕтсен, Ванькка та мала иртрĕ.

Хуллен утнăран тата çав тери асăрханма тивнĕрен вăхăт шутсăр вăраххăн шурĕ. Çапах кирек мĕнле çулăн та вĕçĕ пурах. Кăнтăрла тĕлне умра, пĕр çĕр аллă хăлаçра, çӳллех мар тӳпем курăнчĕ. Эппин, типĕ вырăна çитрĕç-ха...

Шурлăх çул тем пек йăлăхтарчĕ пулин те, Никифоров типĕ çĕре васкаса тухма шутламарĕ. Алă çĕклесе, вăл пурне те чарчĕ, çырана тата таврана тĕплĕн сăнама хушрĕ. Сисчĕвлентерекенни темех çук пек те, çапах...

— Акă мĕн, юлташсем, — шăппăн каларĕ Никифоров. — Темшĕн, ĕнерхи стрелука шанас килмест. Пулăшасса пулăшрĕ те, хăй вăл пирĕн майлă çын мар пек туйăнать. Нумай пулнă-и унăн мулĕ, сахал-и, — вăл ăна революци хыççăн Раççейре пăрахса хăварнă. Эппин, тепĕр хут калатăп, вăл, тем тесен те, пирĕн влаç майлă мар.

— Вара? — ăнланмарĕ çармăс салтак.

— Мĕн — вара? — хăтăрса илчĕ ăна Майоров. — Çул кăтартрĕ пулин те, вăл пире хирĕç пĕр-пĕр усал ĕç тума пултарнă, чухлатăн-и?

— Умри шурлăх хыçри пек мар ĕнтĕ, пит путмасть, — терĕ Никифоров, командир пулсан та, приказ париччен хăй мĕншĕн çапла хушнине ăнлантарма тăрăшаканскер. — Атьăр, сых енне, тӳртен мар, тĕмсем хушшипе айккинерех пăрăнса тухар...

Пурте утса йăлăхнă та çав, командир сăмахĕнче чăнни пурах. Çапла, асăрханни пăсмасть. Хĕрлĕ армеецсем, ывăннине пăхмасăр, сылтăм алла пăрăнса, типĕ тӳпеме пĕр икçĕр хăлаç айккинерех тухрĕç.

Никифоров тĕрĕсех иккĕленнĕ-мĕн. Хĕрлĕ армеецсем ларса ура тăлисемпе чăлха пуçĕсене пăрса типĕтме кăна тытăннăччĕ, пĕри сасартăк шăппăн систерчĕ:

— Поляксем!

Вĕсем тухмалла пулнă енче, чăнах та, тĕмсем хушшинче пĕр-икĕ çын пуçĕ мĕлтлетрĕ те çухалчĕ. Поляксем хĕрлĕ армеецсене засадăра кĕтсе ларнă пулас та, лешсем шурлăхран урăх тĕлте тухнине асăрхаса, вĕсем патнелле йăпшăнаççĕ.

— Хăвăртрах вăрмана чупăр! — хушрĕ Никифоров. — Телегин, эпир хӳтĕлеме юлатпăр!

Анчах çĕкленме те ĕлкереймерĕç — çывăхри тĕмсем хыçĕйчен пăшал сăссисем илтĕнсе кайрĕç. Пĕр хĕрлĕ армеец çавăнтах çĕре тăрăнчĕ, ыттисем лăпчăнса выртрĕç. Халĕ пиллĕкĕн кăна ĕнтĕ вĕсем...

Кĕçех поляк салтакĕсем сиксе тухрĕç те, хăйсене хирĕç пеменнипе хăюлланса, тӳрех хĕрлĕ армеецсем çине ыткăнчĕç. Ванькка пит шухăшласа тăмарĕ, револьверне çĕклерĕ те çывăхри салтака персе ӳкерчĕ, Никифоров теприне амантрĕ. Кун пеккине кĕтмен поляк салтакĕсем вăшт кăна тарса çухалчĕç. Майоров аптăраса тăмарĕ, Ванькка персе ӳкернĕ салтак винтовкипе патронташне ярса илчĕ.

Хĕрлĕ армеецсем, тĕллĕн-тĕллĕн хырăмпа шуса, тĕллĕн-тĕллĕн чупса, каялла чака пуçларĕç. Урăхран май çук, поляксем вĕсене хупăрласа илесшĕн пулас, сылтăмра та кĕтеслĕ тăрăллă карттуссем мĕлт-мĕлт курăнкалаççĕ. Çитменнине, кăшт çĕкленсенех, асар-писер переççĕ. Акă, пĕр тăхлан татăкки Ваньккан френчне шăтарса тухрĕ, хулпуççине чĕрсе илчĕ. Суранĕ хăрушах мар пек те, пурпĕр юн юхать, çыхмашкăн вара май çук. Тарăхнипе вăл çине-çинех поляксем енне икĕ хут персе ячĕ, юрать-ха хăй ăссăрла хăтланнине çийĕнчех тавçăрса илчĕ: ара, леш полицейскисене, шел, патрон нумай паман, çавăнпа Ваньккапа Никифоровăн та сахал юлчĕ...

Тем пек тăрăшрĕç пулин те, халран кайнă хĕрлĕ армеецсем тарса хăтăлаймарĕç, поляксем вĕсене хупăрласа пычĕç-пычĕçех.

— Давид, тек шурлăх хĕррипе чакса пыма юрамасть, капла вĕсем пире пĕтереççĕ! — тăшман ан ăнлантăр тесе, пĕр çирĕм хăлаçра выртакан Никифорова чăвашла каларĕ Ванькка. — Атя, чакас вырăнне, малалла каяр. Халĕ вĕсем, пире хупăрлас тесе, сапаланса пĕтнĕ, эппин, пĕр тĕлте нумаййăнах мар...

Никифоров пĕр самант шухăшларĕ те килĕшрĕ.

— Отря-ад! — кăшкăрчĕ вăл, хĕрлĕ армеецсем самаях йышлă пек кăтартма тăрăшса. — Ман хыççăн — малалла!

Хăй, чăнах та, малалла ыткăнчĕ, ун хыççăн — Телегинпа Майоров, хĕçпăшалсăр çармăспа тепĕр салтак хыçалта пыраççĕ. Кун пек чăрсăрлăха кĕтмен поляксем, — пĕр отделение яхăн, — хăраса ӳксе, айккинелле вирхĕнчĕç. Пĕрне, самантлăха çаврăнса пеме хăтланнăскерне, Никифоров персе антарчĕ, теприне — Майоров.

— Хĕçпăшалланăр! — кăшкăрчĕ Ванькка хыçалта пыракан юлташĕсене.

Лешсем ăна-кăна хăйсем те лайăх тĕшмĕртеççĕ-ха, вилнисен винтовкисене хăпăл-хапăл ярса тытрĕç. Çакă пурне те вăй кĕртрĕ тейĕн, хĕрлĕ армеецсем халĕ хăюллансах кайрĕç. Ара, алăра пăшал пур чухне çапăçура хăвна урăхла туятăн çав...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5