Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
— Тен эсир Ефросинья Телешова ятлă хĕре те пĕлетĕр?
— Ефросинья текен хĕре пĕлместĕп, Фрося текен хĕрпе аванах вăхăт ирттерни халĕ те асра. Сăнĕ-пуçĕнчен чиперччĕ, ăсĕнче вара укçа шухăшĕ кăначчĕ. Вăл качча тухма та пит тăрăшмастчĕ, уншăн укçа тӳлесе тăни те çителĕклĕччĕ. Пач çухалчĕ Фрося ман пурнăçран. Чим-ха, Çинук, эс мĕн ман иртнĕ пурнăçа вĕтĕ ала витĕр кăларатăн? Çав Фрося хĕре пĕлетĕн-и элле?
— Пĕлетĕп, вăл пирĕн ялсемех…Унăн Маюк ятлă хĕрĕ те пур.
Çинук Арсен Вагановича Яхруç, Петруç, Маюк шăписем çинчен пĕр пытарми каласа пачĕ. Ялта суялăха час кураççĕ. Маюк Петруç хĕрĕ мар текен сас-хура тухать. Çавăнпах вăл пĕлтĕр педагогсен интитутне кĕме килнĕ чух ашшĕпе хăйĕн юнĕсене Шуршывра илтерсе Хусанта ДНК анализне ирттернине те Татуляна калать.
— Вăт, çав анализсем Петруç чăнах та Маюкăн тăван мар ашшĕ иккенне кăтартаççĕ. Суялăха чăтаймасăр хĕр хăй ирĕкĕпе çар ретне кайрĕ. Унăн халь пĕртен-пĕр ĕмĕт — тăван ашшĕне тупса унпа хăть пĕр-ик сехет те пулин калаçасси. Маюк сире тăван ашшĕ пек курать, туять. Унăн иккĕленĕвĕсене сирме сирĕн ДНК анализне иртмелле те унăннипе танлаштармалла. Вăл сирĕн çемйĕре аркатасшăн мар, сиртен алимент та шыраса илесшĕн мар, вăл хăй кам йăхĕнчен пулнине кăна пĕлесшĕн.
— Хĕр кăмăлне хуçар мар. Тĕрĕслĕхе пĕлме тăрăшса чунне ан çунтартăр. Эпĕ ыранах хатĕр. Маюк хăй юнне пама хăçан килет вара?
— Унăн иртнинче панă анализĕн копийĕ манра, ăна сирĕннипе танлаштарса пăхма илсе кайни те çителĕклĕ. Лабораторин адресĕ те пур çав копи çинче.
— Апла эпĕ ыранах унта çитĕп.
— Анализ тӳлевлĕ, хăвăрпа 5 пин тенкĕ илме ан манăр.
Арсен Вагановича çăмăллăнах юн пама çураçтарни Çинука савăнтарчĕ. Часах вăл Маюк патне анализ пĕтĕмлетĕвĕсене çырса ярĕ.
Арсен Ваганович тепĕр куннех хăй юнне лборитрине анализшăн панă, Маюкăн ДНК кăтартăвĕсене те танлаштарма тăратнă. Икĕ кунтан результачĕсене те хăех кайса илнĕ. Унта вăл Маюкăн тăван ашшĕ пулнине татăклăн çирĕплетнĕ. Çак хыпара вăл пĕр пытарми Çинука пĕлтерсе анализĕсене ăна пачĕ.
— Паянах Маюк патне çыру çыратăп. Тек чунне ыраттарса ан пурăнтăр. Çуллахи каникулсене вăл Хусана педагогика институтне куçăн мар вĕренме кĕме килет. Çавăн чухне, Арсен Ваганович, хăвăр хĕрĕрпе куçа-куçăн курса калаçăр. Тавтапуç сире хĕр шăпине çăмăллăх кĕртнĕшĕн, мана та каçарăр ытла çине тăнишĕн, — терĕ Çинук ăшшăн хăйсен ертӳçи çине пăхса.
* * *
Маюк паян тăма сигнал паричченех куçĕсене уçрĕ. Кӳлепинче, чунĕнче, кăмăлĕнче темле халиччен туйман ырăлăх иртĕхет: ахăлтатса кулас, пĕтĕм вăйран кăшкăрас килет. Салтак пурнăçĕн хытă йĕрки çеç ăна çăл пек тапса тăракан туйăма çăвархлама хистет. Чăтать Маюк, шăлне çыртса тӳсет. «Ырра кăна пултăрччĕ çак кăмăл çĕкленĕвĕ», — тет ăшĕнче.
Часах тăма сигнал янрарĕ. Пӳлĕмри вунă хĕр васкаварлăн тумланса физзарядка тухрĕ. Ун хыççăн пилĕк çухрăма чупасси. Маюк çак йывăрлăхсене тахçанах хăнăхнă, паян, ак, çак инçĕше вĕçнĕ пек чупса тухрĕ, стройпа утассинче те вăл пусăмсене пичетленĕн утрĕ, турник çинче те вунă хутччен çăмăллăнах туртăнчĕ. Тата тем те тума вăл паян хатĕр.
Столовăйĕнче апатланнă хыççăн хĕр-салтаксем ĕç вырăнĕсене саланчĕç.
— Матрос Артамонова, мĕн паян эсир вĕçсе каяс кайăк евĕр çĕкленӳллĕ кăмăллă? — ыйтать ун пуçлăхĕ, 111-мĕш рангри капитан. — Вăрттăнлăх мар пулсан пире те пĕлтер-ха. Сăнунтан ăшă кулă татăлмасть. Эпир те санпа пĕрле савăнасшăн.
— Хам та тавçăраймастăп-ха, ыйхăран та кулăпах вăрантăм. Ырă хыпар килет пулас. Тус-тантăш тахçантанпах çырмасть. Паян унран çыру килет пуль.
— Пире те пĕлтер ĕнтĕ ырă хыпарна, санпа пĕрле эпир те савăнăпăр.
Маюк ĕçе пуçăнчĕ, клавиатура тӳмисем шакăлтатса çеç тăчĕç. Кăнтăрла çитеспе вĕсен пӳлĕмне дежурнăй офицер кĕчĕ те Маюка виçĕ çыру тыттарчĕ: пĕри Кавĕрлерен, тепри амăшĕнчен, виççĕмĕшĕ Çинукран. Малтанах хĕр савнийĕн çыруне вуларĕ. Вăл яланах пĕр евĕрлĕ çырать: вĕренӳ ăнăçлă пырать, юлташĕсемпе дискотекăсене, театрсене çӳрет, хăй çав тери тунсăхласа çитнине пĕлтерет. Ыталаса чуп тăватăп тесе çыруне вĕçлет.
Амăш çырăвĕ кăсăкрах. Ашшĕ тепĕр хут авланнăранпа амăшĕн ĕçсем йышлă. Ял хыпарĕсене пĕлтерет. Петруç ашшĕпе Таиçĕн йĕкреш ывăл çуралнине пĕлсен хĕр тем пекех савăнать.
Черет Çинук çырăвне çитет. Конверчĕ палăрмаллах хулăн. Киленĕве тăсса ăна вăл васкамасăр уçать. Конвертран ДНК анализĕсене кăларать. Лаборант пĕтĕмлетĕвне вуласа тухать те шанк хытса ларать: унта «Арсен Ваганович Татулян является биологическим отцом Марии Петровны Артамоновой» — тесе çырнă. Маюк çак йĕркесене ĕненмесĕр тепĕр хут вуласа тухать, унтан тата тепре. Хăйĕн тăван ашшĕне тупнă савăнăç хĕмĕ ун пĕвĕ тăрăх ериппен сарăлса пырса чĕри патнех çитет. Пӳлĕмре çынсем пурри те пуçĕнчен тухса ӳкет, концертри пекех шатă-шатăр алă çупать. Пуçлăх та тата икĕ хĕр-матрос та ун çине тĕлĕнсе пăхаççĕ.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтать капитан.
Маюк хăйне алла илсе кăмăл çĕкленĕвне пусарса вĕсене хăй шăпи çинчен каласа парать. Трĕслĕхе тупассишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр шухăшланă. Тĕмсĕлсе кĕтнĕ вăхăт çитнĕрен вăл савăнать.
— Кăçал çĕртме уйăхĕнче Хусана куçăн мар вĕренме кĕме кайсан эпĕ тинех хама пурнăç панă çывăх çынпа куçа-куçăн курса калаçатăп.
— Саламлатпăр сана, Маюк, çак савăнăçпа. Капана ӳкнĕ йĕпе тупма хĕн, хулари йышлă халăх хушшинче хăвна çывăх çынна тупасси тата та йывăртарах. Эсĕ шанчăкна çухатман, тĕллев патне çирĕппĕн утнă.
— Пĕччен эпĕ ăна тупас çукччĕ пуль. Çын нушине чĕрисем патне илнĕ тус-тантăшсем пулăшрĕç мана, уйрăмах Çинук тантăшăм, — тет хĕр-матрос. Вара тинех Çинук çыруне вулама пуçăнать.
Çывăх та шанчăклă тус-тантăшăм, Маюк, йышăнса ил студентсен саламне. Каçар, вăрах çырмасăр тăнăшăн: Арсен Ваганович чунĕ патне час çитме йывăртарах пулчĕ. Яш-кĕрĕм çулĕсенчи пурнăçне пит уçасшăнах та пулмарĕ. Çапах та пирĕншĕн те пурнăç урокĕ пулĕ тесе иртнĕ вăхăта уçрех. Аннӳ хĕр чухнех укçашăн çуннине те пытармарĕ. Хĕрсене вăл курайми пулса çитнĕ, ма тесен ăна ялан тенĕ пекех сăн-питрен чиперрисем лекнĕ, анчах чунĕсемпе хăвăл евĕр пушшисем, хăвăртрах качча сиксе тухас тесе пĕр шухăшсăр ар çыхăнăвне кĕме хатĕр пулни тарăхтарнă, пур хĕрсем те çапла-ши тесе пуçне ватнă. Пулас арăмне тĕл пулсан çеç вăл шухăшне улăштарать. Вĕсен икĕ ача, асли ывăл, кĕçĕнни хĕр. Санăн халь шăллупа йăмăку пур.
Пирĕн килте те улшăну. Манăн халь Витюк ятлă шăллăм пур. Аттепе анне ăна пĕчĕккĕллех усрава илнĕ. Çав тери тунсăхлатăп ăна. Кирюксан та час çемье хутшăнать, Верук аппа нарăс уйăхĕнче çăмăлланмалла. Кавĕрлен амăшĕ те йывăрланнă çын. Аннӳ халь тăлăха юлнă çын пек. Тилишух Карачăмĕ тепĕр хут авланнăранпа аннӳ патне пĕрре те пырса курман. Саламлатăп сана тăван аçуна тупнă ятпа. Вăл та санпа курса калаçасшăн.
Ырлăх-сывлăх сунса Çинук.
Маюк Хусана каяс вăхăта плăртса хучĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене çине тăрса хатĕрленме пуçларĕ. Ăна таçта кайса парас çук. Хура Тинĕс çар флочĕн базинчех офицерсен ачисемшĕн вырăс шкулĕ ĕçлет. Пĕчĕк нушасене пысăк савăнăç хуплать, ашшĕ камне пĕлни ăна çунатлантарать. «Тухрех иккен ман кун-çулăм сикчевлĕ йăрăмран.» Малашне пурнăçĕ тикĕс çулпа чупасса Маюк чун-чĕрипе туйса тăрать.
* * *
Пĕр канмалли кун Çинукпа Кирюк, Мĕтри пиччĕш мăшăрĕпе «Ача-пăча тĕнчи» лавкана кайрĕç. Пĕчĕк Витюк, кĕç-вĕç çуралас Кирюк шăллĕ валли памперссем, ползункисем, шăкăртаткан вылямалли теттесем туянчĕç. Ирина инкĕш икĕ ăшă ача утиялĕ парнелĕх туянчĕ. Ашшĕсемпе амăшсем калаçса татăлнă тăрăх Верук ачине çуратсан чăвашсен йăлипе ачасен урисене çăвас пĕчĕк ĕçке пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче, хĕрарăмсен уявĕ кун пуçтараççĕ. Кирлĕ япаласене туянса килне çитсен вĕсем ырă хыпар пĕлчĕç: Кирюк амăшĕ 4 кило таякан ывăла чиперех çуратнă.
— Манăн та Петюк ятлă шăллăм пур, — хавхаланать Кирюк Çинук умĕнче. — Часрах пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ çиттĕрччĕ.
— Эпĕ те çав куна тем пекех кĕтетĕп, — тет Çинук. — Витюк шăллăма тем пекех тунсăхларăм.
— Шăллăмăрсемшĕн савăнатпăр, пирĕн иксĕмĕрĕн ача çуралсан мĕн тăвăпăр-ши? Эпĕ ун чухне ура хуçса ташлама хатĕр. Хăçан çитĕ вăл вăхăт?
— Ан кулян, Кирюк чунăм, иккĕмĕш курса куçсан эпир санпа ЗАГСа кайса çырăнăпăр, яла кайса вăйлă туй кĕрлеттерĕпĕр. Арлă пурнăç та тытăнĕ. Пирĕн ача шăп çуллахи каникулсем вăхăтĕнче çуралтăр тесе юрату вăрлăхне экзаменсем тытăниччен тăхăр уйăх маларах акăпăр, пирĕн пепке шăп çĕртме пуçламăшĕнче çут тĕнчене килĕ.
— Кăна эсĕ чăнласах калатăн-и е шӳтлешетĕн?
— Эпĕ хăçан çакăн пек яваплă самантсенче шӳтлешсе калаçнă? Хĕллехи каникулта пĕчĕк Витюка алă çинче çывăртса янă чух манра анне пулас туйăм пĕтĕм чуна çурхи швыв пек хупласа илчĕ. Çав туйăм кунран кун хăватланса пырать. Санпа мăшăрланма татăклă йышăну картса хутăм. Тăван яла ача урисене çума кайсан качча тухасси пирки аттепе аннене те калатăп. Вĕсем хирĕç пулас çук, вĕсем ман кăмăла хирĕç нихăçан та пыман, эпĕ те çав пархатарлă туйăма хирĕç тăраймастăп,
— Эпĕ те аттепе аннене туя хатĕрленме хушатăп, вĕсем те сан пек кине хирĕç пулмĕç, — çирĕппĕн калать Кирюк. — Чим-ха, Çинук чунăм, ача çралсан сан вĕренесси татăлать вĕт-ха.
— Ан пăшăрхан, кун пирки те эпĕ шутланă. Ача çуралсан академилле отпуск илетĕп. Манран уйрăлас темесен эсĕ те çав отпуска илĕн. Пирĕн пепке утакан пулсанах эпир вĕренĕве кӳлĕнĕпĕр.
Кирюк савнине ытама илсе хăй çумне ачашшăн чăмăртарĕ, хĕрӳллĕн чуп турĕ.
Çитрĕ кĕтнĕ кун. Мĕтрт пиччĕшпе мăшăрĕ, Çинукпа Кирюк, Кавĕрле Тăрнапуçне çула тухрĕç. Ăшшăн кĕтсе илчĕç хаклă хăнасене тăван килĕсенче. Каç енне сулăнсан Ваççапа Верук, Кирюк пĕчĕк Петĕре йăтса кӳрше каçрĕç.
— Килĕр хăнасем, иртĕр малтине, — кĕтсе илчĕç вĕсене Кĕтернепе Элексей. Çинук аванах ӳснĕ Витюк шăллĕне аллинчен те ямасть куран — утьăкка сиктерет. Пĕчĕк шĕмпĕл аппăш аллинче йăл-йăл кулать. Ачасене ĕмкĕч хыптарса кайри пӳртри кравать çине вырттарчĕç, Вĕсем часах çывăрса та кайрĕç. Сĕтел хушшине ларнă самантра алăка шакăртаттарчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...