Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Вĕçертĕр, тархасшăн! — хăлаçланчĕ каччă. —
— Курăр-ха, курăр! Çара çерçи вĕçме вĕренет!
— Вĕç, вĕç, буржуй чĕппи! Малашне никам çине те пăван пек пырса перĕнмĕн!
Зина хăй мĕн тунине те асăрхаймарĕ ал çупса ячĕ.
Пуян ачисем, сасăртăк тăна кĕрсе, кулма чарăнчĕç. Пĕтĕм мăшкăл Зина хистенипе сиксе тухнине аса илчĕç те ăна ятлама пикенчĕç.
— Ют çынсем Сережăран хаклăрах-им саншăн?! Намăса пĕлесчĕ.
Зина парăнас вырăнне йĕлпĕрсе кулчĕ:
— Чăнах-и? Эсир намăса та пĕлетĕр-и? Апла ма юлташу хутне кĕмерĕр? Арçын ача пулсан, йĕпе пăру пек пăхса тăмăттăм!
Пуян ачисем чĕлхисене çыртрĕç. Зина калани питех те тĕрĕс-çке. Анчах çынна ал вĕççĕн йăтакан йĕкĕт çумне епле çыхланăн?
— Пырать пек-и, буржуй чĕппи? Çакна нихçан та ан ман. Бурлаксем сирĕн йышши кĕсел аврисене пайтах тыткаланă! — терĕ те юлашкинчен Ванюк Зина енне çавранчĕ, çивĕч куçĕпе шăтарасла тинкерчĕ: — Хисеплĕ барышня... Сире те çав путсĕрпе юнашар çакма тивĕçчĕ, вара çынçене çапăçма хистемĕттĕр...
Никама парăнман, пĕр сăмах çине иккĕ каласа татма пултаракан хĕрĕн чĕлхи çухалчĕ. Палламан йĕкĕт умĕнче тивĕçсĕр ĕç туса айăпа кĕнĕн куçне пытарчĕ.
— Тепре курнăçиччен, буржуй чĕпписем! — ахăлтатса хăпрĕç пăрахут çинче ĕçлекенсем.
Хăрушлăх сирĕлсен, пуян ачисем чĕрĕленчĕç. Юлташне турат çинчен антарчĕç. Хута кĕнĕн йăпăлтатма хăтланчĕç:
— Ним те ыратмасть-и?
Сережа хуравламарĕ. Ури çĕре тивсенех тавăрас кăмăлĕ кăра çил пек чашкăрса хăпарчĕ. Кĕсъери хуçмалла çĕççине туртса кăларчĕ те пăрахут çинче ĕçлекенсем еннелле ыткăнчĕ.
Зина чĕри кăртах турĕ. Палламан йĕкĕт уншăн ахаль çын пек мар, темле çывăх та хаклă пек туйăнчĕ. Çавăнпа, ыттисем тем каласан та, паттăр йĕкĕте хӳтĕлеме шутларĕ. Пĕтĕм уçă сассипе кăшкăрчĕ:
— Эй-й! Сыхланăр!.. — матроссем çаврăнса пăхсан, тепĕр хут кăшкăрчĕ: — Сыхланăр! Çĕçĕпе вăл!
Пăрахут. çинче ĕçлекенсем тăпах чарăнчĕç. Тахăшĕ астутарни тĕрĕсне ĕненчĕç. Ванюк кутамккине çĕре лартрĕ те тытăçма хатĕрленсе тăчĕ.
Малтан Сережа арăслан пек хăюллăччĕ, Ванюк çаврăнса тăрсан, мулкачла хăраса ӳкрĕ. Каялла тарас çумне такам пӳлесрен кăн-кăн пăхкаларĕ.
— Сахал лекрĕ эппин? Мĕнех, хушса пама та пулать! Кил, çывхар кунтарах! — Сережа çав-çавах вырăнтан хускалманнипе: — Ăнланатăп, хам пырасса кĕтетĕн... Мĕнех, эп ӳркенекен йышши мар! — терĕ те Ванюк ун еннелле утăмларĕ.
Хуçа ачи палт каялла çаврăнчĕ. Ниме пĕлми вĕçтерчĕ.
— Тытăр ăна, тытăр! — кăшкăрашса хăйсен çулĕпе утрĕç матроссем.
— Вăт шуйттан, чиперех чиксе пăрахатчĕ вĕт! — кайсан-кайсан сăмах хушрĕ Саша.
— Пĕри систермен пулсан, вăйăран вăкăр тухасси часахчĕ!
— Кĕрешме хистенĕ вăрăм çивĕтлĕ чиперкке вăл! — терĕ астуса юлма ĕлкĕрнĕ кочегар.
Сережа хăй ушкăнне çитрĕ те çĕççипе хăлаçланма тапратрĕ:
— Кам систерчĕ вĕсене? Ка-ам?!.
Буржуй ачисен сехри хăпрĕ. Пĕри теприн хыçнелле чакнипе Зина мала тăрса юлчĕ.
— Эпĕ!.. — ним пулман пек хуравларĕ вăл. — Тĕрĕссипе, сирĕн сипете упрама тăрăшрăм. Чăнах, тăнлă-пуçлă этем вăйă-кулăшăн çĕçĕпе хăмсарни идемсĕр.
Зина ним чухлĕ те шикленменни ыттисен кăмăлне те çĕклерĕ.
— Мĕн тăватăн çавна вăрçтарса, атя, кайрăмăр, — терĕç. Сережа сасартăк тăна кĕчĕ. Алли ун лăштăрах усăнчĕ.
Ассăрскер, мĕн туса хучĕ вăл? Икĕ çула яхăн Зина хыççăн чупать хăй. Мĕнле май тупса çавăрмалла ĕнтĕ ăна? Иккĕшĕ çеç пулсан, ним шухăшсăрах чĕркуçленсе каçару ыйтĕччĕ.
— Зина... Ан кӳренĕр... — терĕ вара хăйне тивĕçлĕн тыткаласа. Матроссем кайнă еннелле юнаса, хушса хучĕ: — Вăт лешĕ, господа тăла-çăпата, хăйне пĕтнĕ тесе шутлатăр.
Чĕрине хускатса хăварнă йĕкĕте Сережа тавăрма шутлани Зинăна тепĕр хут канăçсăрлантарчĕ. Çапах тарăхăвĕ вăраха пымарĕ. Кĕçех Ярославльтен тухса кайĕç те, каппайчăк вĕсене курса та юлаймĕ.
Пăтăрмах инкексĕр вĕçленни ыттисене те лăплантарчĕ.
— Тавлашура кам çĕнтерчĕ çак пирĕн? — терĕç йĕкĕтсем.
— Зина çĕнтерчĕ! — хуравларĕç хĕрсем.
— Апла мĕн тумаллаччĕ?
— Хисеплĕ тантăшсем... Мана господа тăла-çăпатасем мар, эсир çĕнтертĕр. Çавăнпа сире сăйлама халь тесен халь хатĕр.
Ресторанта вĕсем икĕ сĕтеле вĕçе-вĕçĕн лартса вырнаçрĕç.
— Господа, мĕн илсе килме хушатăр? — вăр-вар çитсе йăпăлтатрĕ официант. Кунашкал çамрăксем ӳсĕрĕлсен «на чай» панине куркаланă вăл.
— Чи малтан эрех те çырткаламалли парăр. Ыттине, кама мĕн кирлине, хăйсем калĕç! — терĕ Сережа.
Хĕрсем пылак çимĕç тавраш илсе килме хушрĕç. Ыттисем Сережа суйласа илнипех çырлахрĕç. Мĕн ыйтнине пĕтĕмпех сĕтел çине лартсан, кашнин валлиех эрех тултарчĕç.
— Мĕн ятпа ĕçетпĕр? — пĕр-пĕрин çине пахса илчĕç йĕкĕтсем.
— Тепринче Сережа çĕнтертĕр те Зинăна чуптутăр!
— Хаваспах! — килĕшрĕ Сережа.
— Çук! — хирĕçлерĕ. Зина. — Юлашки экзамена та ăнăçлă ирттерессишĕн ĕçме сĕнетĕп!..
— Килĕшетпĕр! — терĕç çамрăксем.
Эрех хĕрсен тути-çăварне пĕçертрĕ пулин те, малтанхи черккене пурте арçын ачасемпе танах пушатрĕç. Зина та ыттисенчен юлмарĕ. Иккĕмĕш черккене Зина тăррнне кăна татса пачĕ.
— Кунашкал юрамасть! Хăвăра ыттисенчен асла ан хурăр! — шавларĕç йĕкĕтсем.
— Хама кирлĕ таран ĕçрĕм. Тенре сыпсанах ураран ӳкетĕп, — хирĕçлерĕ Зина.
Юлашкинчен хистеме пăрахрĕç, хăйсен пурнăçĕ çинчен калаçса кайрĕç. Хĕрсем хушшинче ячĕшĕн кăна вĕренекенсем те пур. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсем валли пуян мăшăр та тупса хатĕрленĕ. Качча тухмалла та янтă мулпа киленсе пурăнма кăна пĕлмелле.
Юлташĕсем шавлани Зина хăлхине кĕмерĕ. Ун куçĕ умĕнче — хула пахчинче тĕл пулнă нĕкĕт. Вăл илемлĕ те маттур çеç мар, улăп пек вăйлă та паттăр иккен. Çав хушăрах Ванюк çиллес сăмах ыткăнтарса хăварнине аса илчĕ те пăшăрханчĕ. Тепĕр хут та пулин курнăçайрасчĕ.: Вара каçару ыйтма та хăю çитерĕччĕ. Анчах ăçта тупăн?: Ярославль тĕлĕнче вуншар пăрахут, вуншар баржа тăраççĕ. Хăшĕн тĕлĕнче кĕтсе пăхас? Тепĕр черкке ĕçме сĕнни Зинăна тăна кĕртрĕ.
— Атьсемĕр, ан çилленĕр, — терĕ вара, ура çине тăрса. — Анне мана гимназирен тухсанах таврăнма хушнăччĕ. Мансах кайнă. Эсир, кăмăлăрсем пулсан, ĕçсе-çисе савăнăр!
Зина хăйне мăнкăмăллăн тыткалани, лайăх вĕренни пурне те кĕвĕçтернĕ. Çитменнине, кам таврашĕ-ха вăл? Хула пахчинче тĕл пулниçен йышшнех мар-и? Кӳренмелле сăмах калакансем те тупăнĕччĕç. Зинăран Сережа та юлас çуккине чухлаççĕ. Вара ĕçке те пĕтсе ларĕ.
— Атте-аннесем пирĕм те пур. Çапах ларатпăр-çке! — йăпатма тăрăшрĕç вĕсем.
— Эсир хăвăрăнне хăвар пĕлĕр! — сĕтел хушшинчен тухрĕ Зина. Сережа хыпăнса ӳкрĕ. Килессе, те Зинăна сăйласшăн кăна килнĕччĕ. Вăл пур, ыттисем йăлăнсан та ӳкĕте кĕресшĕн мар.
— Официант, килĕр-ха! Мĕн чул тӳлемелле? — терĕ те Сережа, ăна укçа кăларса тыттарчĕ.
Зина инçех те каяйманччĕ — Сережа хуса çитсе ӳпкелерĕ:
— Ма васкатăр? Кăштах шакăлтатса ларăттăмăр. Кăйран кимĕпе ярăнса çӳрĕттĕмĕр.
— Пирĕншĕн зкзамĕна тутарсен магомечĕ хатĕрлентĕр-и?
— Эсир хатĕрленмесен те тытасса шанатăп!
— Хатĕрленни сирĕншĕн те ытлашши мар!
Сережа кăмăлсăрланчĕ.. Зина ăна начар вĕреннĕшĕн тăрăхланăн туйăнчĕ.
— Мăншăн питех ан хуйхăрăр. Вĕренкелесе тухăп-ха. Çакă мана тĕлĕнтерет: ресторанта чухне аçупа аннӳ çине йăвантартăр. Халь ĕнтĕ вĕренессипе витересшĕн. Сăлтăвĕ урăххинче мар-ши? Тунмасăп, паян ман тĕллĕн нихçан курманни сиксе тухрĕ. Анчах уншăн кулянма кирлĕ мар, Хамран култарас çын мар эпĕ.
— Аплах мĕн тăвасшăн эсир? — сисчĕвленчĕ Зина.
— Йĕксĕксене тавăрас пулать. Пристань таврашĕнче укçалла тем тума та хатĕр сĕтĕрĕнчĕксем кĕтĕвĕпех...
Сережа паçăр юнаниех Зина чĕрине хускатнăччĕ. Çапах ун чухне ытлашши канăçсăрланма сăлтав çукчĕ. Паттăр йĕкĕте Сережа хăй теллĕн ним те тăваймасса шаннăччĕ. Путсĕрсене тара тытма шутланине илтсен, йăлтах сехĕрленсĕ ӳкрĕ. Уй йышшисем такама тем тӳма хатĕррине Зина лайăх пĕлет. Çавăнпа палламан йĕкĕте инкекрен хăтарас шухăш канăç пами пулчĕ ăна.
— Сережа, эсир тĕлĕнмелле хаяр çын иккен! — терĕ вара тӳртен.
— Кăмшăн мĕнле, Зина! Сирĕншĕн пыл та çу. Пахчара тĕл пулнă тăла-çăпаташăн, чăн та, вунике пуçлă çĕлен. Вĕсен йышшисене паянхишĕн çеç кураймасть тесе ай шутлăр. Пирĕн фабрикăра ĕçлекенсем мĕн хăтланчĕç? Забастовка турĕç, аттене йрĕксĕрлесе ĕç укçи хуштарчĕç. Ĕç кунне сакăр сехет кăна хăварасшăн. Çакă мĕн хака ларнине пĕлетĕр-и? Хальхи укçа шучĕпе кашни куя вуншар пин уссăр тухса ӳкет. Кам укçи вăл? Ман укçа! Эпĕ аттен пĕртен-пĕр ывăлĕ. Пахчара тĕл пулнисемпе пирĕн фабрикăçа ĕçлекенсем — пурте пĕр калăпран.
Зина, пуçламăш хут курнăн, Сережа çине чăр! Пăхрĕ. Чăнах, мĕн пĕлет вăл ун çинчен? Ашшĕ — хулари пуянсенчен пĕри. Вĕсен фабрик-заводсем, пăрахут-баржăсем пур. Вĕсем патĕнче пиншер çын тарçăра ĕçлет. Сережăна вара пĕрле вĕреннĕрен кăна паллать. Юлашки çулсенче хыçран чупса йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. Яланах пуçсăрланать, мăшкăлласа кулма, хур кӳме тăрăшать. Ашчикки таса мар унăн. Хăйсене пуйтарнă тарçăсене ним вырăнне хумасть. Çак шута Зина ашшĕ те кĕрет-çке. Вăл та Сережăсен тарçи. Çамрăк хĕр çилли тăвăлса килчĕ.
— Пурне те вĕлерсе пĕтерсен, сирĕн фабрик-заводсенче кам ĕçлĕ? Кам мул пухса парĕ?
Ĕнтĕ Сережă хĕр çине чăр! пăхрĕ. Çакнашкал сăмахсене вăл юлашки вăхăтра митингсенче илтнĕ. Халь хăйпе юнашар утакан юратнă хĕрĕ каларĕ.
— Зина, паллайми пултăм эп сире паян. Эсир çара çерçисене шеллесшĕн! — кӳлешрĕ вăл.
Зина чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахне каламарĕ. Ашшĕ ĕçлекен хуçа ывăлне çиллентерме юраманнине чухлать вăл. Каппайчăка йăпатса лăплантарни аванрах.
— Сирĕн те шăртланмалли çук. Эп вĕсен хутне кĕрсе мар, хамăр пирки калатăп. Ман атте те сирĕн патăрта ĕçлет. Эсир ăна та кураймастăр пуль терĕм. Татă шӳтшĕнех кам çĕçĕпе юнать-ши? Куна пĕлнĕ пулсан, çăвар та уçмастăм.
Хĕр мирлешме хатĕррине сисрĕ те Сережа:
— Юрĕ, Зина, кирлĕ-кирлĕ маршăн текех паврамăпăр! — терĕ ăшшăн. — Çакна яланах асра тытăр: ман атте сирĕн аçу-аннӳне никамран ытла хисеплет.
Вĕсем Ярославка юханшывĕ хĕррине вырнаçнă мезонинлă çурт тĕлне çитсе чарăнчĕç.
— Мĕнле, паян кинона кайăпăр-и е пуçа кантармалла пахчана тухăпăр? — хĕре хăйĕнчен хăптарасшăн пулмарĕ Сережа.
— Сăмах параймастăп. Экзамена хатĕрленесси çеç мар, килте тем ĕç те пур...
— Эсир ялан çапла, манпа пулма вăхăт тупаймастăр. Шухăшласан, хамран хам телĕнĕтĕп...
— Тĕлĕнмелле çав, Сережа. Эсир пурне те хăвăр пуснă çĕре пустарасшăн, пурне те хăвăр кăмăлу май усрасшăн. Авлансан, арăмна мĕн катартăр-ши?
«Ун чухне сан йышшисене калаçтарса тăмăттăм-ха», — тесшĕнччĕ Сережа, хĕр кăмăлне пăсасшăн пулмарĕ.
Сережа хăпса юлсан, палламан йĕкĕт ăна туратран çакнине аса илчĕ те Зина сасăпах кулса ячĕ. Килне çитсен, урамра мĕн пулса иртнине йăлтах манчĕ.
— Атте!.. Эс таврăннă-çке! — терĕ ăшшăн Зина.
— Экзаменсем епле пыраççĕ?
— Ку таранччен йĕркеллех-ха. Ĕнтĕ тепĕр экзамен çеç юлчĕ. Ху мĕнле кайса килтĕн? Пирĕн кунта вĕçĕ-хĕррисĕр митинг. Хуçа тарçисем те забастовка туса ирттерчĕç.
— Йĕркеллех кайса килтĕмĕр темелле. Çул çинчи пăтăрмаха шутламасан.
— Мĕнле пăтăрмах тата, атте? — канăçсăрланчĕ Зина. Пĕр каçхине асар-писер тăвăл хăй тĕллĕн юхакан маткăна салатнине каласа пачĕ те капитан сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Пăрахут урапине вăтăрасси, баржăсене путарасси те инçех марччĕ. Борт хĕрринчи решеткеллĕ палуба айне челена кĕрсе хĕсĕннĕ. Матроссем виççĕн-тăваттăн тĕксе те кăлараймарĕç. Челена халь урапана çĕмĕрет тесе чун юлманччĕ. Юрать, пĕр маттур йĕкĕт пулчĕ. Çав челена çине сиксе анчĕ те тĕксе решетке айĕнчен кăларчĕ. Урапаран ирттерчĕ. Челенапа пĕрле хăй те хăпса кайрĕ.
— Ой, вара мĕнле? — çуйланчĕ Зина.
— Лекăç ывăтса çитмерĕ. Йĕкĕчĕ челена çине тăрса юхнă та баржăна перĕнсе шăтарасран хăтарнă. Кайран кимĕ çине тухса юлнă. Унтан тепĕр тĕлĕнмелле ĕç туса кăтартрĕ. Кайри баржа çинчен малти çине буксир тăрăх каçрĕ.
— Ой?!. Мĕнле шалмана ӳкмен?
— Шалмана ӳкмелли ача мар вăл. Пăрахут çине таврăнсан, укçа пама тăтăм, илмерĕ. Эпĕ «на чай» ĕçлеме кĕрĕшмен терĕ. Укçана командăна пама хушрĕ.
— Чăн та, маттур йĕкĕт иккен!
— Маттур, хĕрĕм! Эп ăна Хусанта тĕл пултăм, пăрахут çине ĕçлеме илтĕм. Пирĕн унта çамрăксенчен кулас йăла пур. Çак йĕкĕте кĕнек çапса хытарма султтан тыттарчĕç. Вăл пĕрех çапрĕ те, султтан икĕ пая уйрăлчĕ. Апла çеç те мар-ха, штурвальнăй ăна якăр та хăйраттарасшăнччĕ. Ку хайхи çирĕм пăтлă якăра ал вĕççĕн йăтрĕ те: «Малтăн хăвăр хăйраса кăтартăр-ха, эп йăтса тăрăп!» — терĕ.
Капитан арăмĕн ĕненес килмерĕ.
— Кай, Петя, юмах яратăн пулмалла эс, — терĕ. Ашшĕпе амăшĕ Ванюка мухтанă чух хăйсен ӳснĕ хĕр пуррине манчĕç, çавăнпа вăл сасартăках улшăннине те асăрхаймарĕç. Зина пит-куçĕ нихçанхинчен те хаваслăрах çиçрĕ, кăмăлĕ тӳпене хăпарас пек вĕçрĕ. Ашшĕ калакан йĕкĕт хула пахчинче тĕл пулниех пек туйăнчĕ ăна. Вара вăл та паянхи мыскара çинчен каласа кăтартрĕ.
— Хырăм хытиччен ахăртăмăр... — кулма чарăнаймасăр сăмахне вĕçлерĕ Зина.
Капитан та куласшăнччĕ — арăмĕ хĕрне хăтăрса пăрахни чарчĕ.
— Зина... Ма шыв пулли пек-ши эсĕ? Кама тăрăхлама юранипе юраманнине ма чухлаймастăн-ши?! Текех пĕчĕк ача мар-çхе.
«Вăл çав-çавах ман хыççăн чупать. Халь те ăсатса ячĕ-ха»., — тесшĕнччĕ Зина, чĕлхине çыртрĕ. Амăшне ятлаçтарас килмерĕ. Вăл ăна пуян çын ачине качча парасшăн çунать-çке.
Хуçа ывăлĕ хăйĕн хĕрне ăмсанни капитана та килентернĕ. Канăçсăрлантарнă та. Куштан ачисем чухăн çын хĕрĕсене мăшкăлласа хăварни тем чухлех.
— Хĕр тесе, пуçа чиксе çӳремелле мар, — терĕ юлашкинчен капитан. — Сĕмсĕрпе каппайчăкран кулма тивĕç. Тата арçын ачасем çапăçнишĕн Зина айăплă мар... Сережăна мыскара кăтартаканĕ Юман Паттăр пуль тетĕп. Эп вĕсене юр-вар илме магазина ертсе кайнăччĕ. Таврăннă чух тĕл пулнă ĕнтĕ вĕсем сирĕнпе.
Маттур йĕкĕт ашшĕпе пĕрле ĕçленине Зина татăклах ĕненчĕ. Çапах ăшри туйăм çĕкленнине палăртасран чĕнмесĕр ирттерчĕ. Аттепе пĕр пăрахут çинче ĕçлекен йĕкĕтпе кайран та курнăçăпăр-ха тесе, хăйне хăй йăпатрĕ. Ыран-тепĕр кунсенче Ярославльтен ан кайччăр кăна.
VI
Килсе кĕнĕ капитан пĕрре пăхсах хуçа улшăннине асăрхарĕ. Утмăл çула çитнĕ пулин те, вăл хăйне йăрă та хаваслă тытаканччĕ. Халь пĕкĕрĕлнĕ, утти-хусканăвĕ те йăвашланнă. Капитан рабочисем забастовка тунине аса илчĕ те хуçине мĕн амак çапса хуçнине тӳрех тавçăрчĕ.
Çапах капитана курсан, вăл тӳрех чĕрĕленчĕ. Сăлтавĕ те пур çав: тырă ик-виçĕ кун авăртмалăх çеç юлнă. Ирĕксĕрех армана чарса лартма лекетчĕ. Ку саманара рабочисене ĕçсĕр хăварма юраманнине хăй куçĕпе курса чухланă. Тĕрĕссипе, забастовка темиçе рабочие ĕçрен кăларнăшăн пуçланчĕ те шала та шала кĕрсе пычĕ. Рабочисен ыйтăвĕсене тивĕçтермен пулсан, тем курса лармаллаччĕ. Тата çăнăх хакĕ кунсерен ӳсет. Шăп укçа çапмалли вăхăт.
— Килĕрех, килĕрех, Петр Николаевич, — капитан аллине ăшшăн чăмăртарĕ хуçа.
Яланхи майлах тарават йышăнни капитан кăмăлне çĕклерĕ. Ванюк куç умĕнчех тăнă пирки вăл тӳрех ун çинчен сăмах пуçарчĕ.
— Пытарма çук, Ипполит Владимирович, çул çинче нихçан курман инкек сиксе тухрĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...