Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
I
Тухăç енчен пуйăс килчĕ. Пассажир вакунĕнчен кивĕрех пиншакпа салтак атти тăхăннă, çурăм хыçне кутамкка çакнă арçын тухрĕ те поселок урамĕпе утрĕ. Çулĕпе хĕрĕхрен кăна иртнĕ те вăл, аллăран кая тесе никам каламĕ. Сухалĕпе çӳçĕ кăвакарнă унăн, куç айĕнчи ӳчĕ пĕркеленнĕ.
Вулакан тавçăрса илчĕ пулĕ, çак кутамккаллă çын эпир тахçанах пĕлекен Микула пулчĕ ĕнтĕ. Ку поселока пĕрремĕш хут килнĕ чухне вăл çирĕм пиллĕкреччĕ. Килте пĕчĕк ывăлĕ юлнăччĕ. Арăмĕ ăна алкумне тухса ăсатнăччĕ. Пуçне ун кăкăрĕ çине хурса: «Чипер çӳреме тăрăш... Унта хула. Тем курса ларăн...» — тесе пăшăлтатнăччĕ.
Чунĕ хурланнипе Микулан пырне темĕнле йӳçĕ кумкка капланчĕ. Вăл кăмăлне лăплантарма тăрăшрĕ: Ывăлĕпе тĕл пулас саманта асра тытрĕ, йĕритавралăха сăнакаласа утрĕ. Урама сарнă чулсем ĕлĕкрех тикĕсчĕ, халь йăлтах путăкланнă. Асăрханмасăр утсан, такăнса ӳкĕн. Çĕнĕрен лартнă пӳртсем сахал. Кивелнисем хушшинче халь-халь тӳнес пек ӳпĕннисем те пур. Утнăçемĕн ăна урăххи те канăçсăрлантарчĕ: тăванран та тăван çынсен кил-çурчĕ упраннă-ши? Чарак çинче кăна тĕренсе ларатчĕ. Хуçисем сывăх-ши? Çурчĕ пур иккен. Акă вăл. Кĕтессисем çĕрнĕ, çивиттийĕ тĕл-тĕл сĕвĕннĕ. Çын тени çак çуртра епле пурăнтăр? Килнĕскер тĕрĕслемесĕр каялла çаврăнас мар тенĕрен кăна Микула хапха умне пычĕ. Шăнкăрав кантрине тытса туртрĕ. Шалта сасă илтĕнчĕ. Вара нумаях кĕтме лекмерĕ — çенĕк алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
Ку сасса Микула юлашки хут илтнĕренпе темиçе çул иртнĕ пулин те, килнĕ çын ăна самантрах палларĕ.
— Эпĕ Сехметкассем! — терĕ вара Микула.
Калинкке уçăлчĕ. Микулапа хĕрарăм хумханнипе ним шарламасăр пĕр-пĕрин çине пăхрĕç. Кун пек чухне кирлĕ сăмах та тупăнмасть. Вĕсем уйрăлнă вăхăтра хĕрарăм хĕрĕхрен кăна иртнĕччĕ. Хастар та правурскер, вăл вĕçнĕ пек çӳретчĕ. Пит-куçĕнче ялан хаваслăх çиçетчĕ. Халь вăл аллăран иртнĕ. Пуçĕ çине кăшăлласа вырнаçтарнă çӳçĕ кăвакарнă.
— Евдокия Ларионовна! — ăш кăмăллăн чĕнчĕ Микула.
— Николай Степанович, тăванăм! — Микулана ыталаса чуптуре Дуся. — Сехметкассем тенине илтсенех тавçăртăм, ĕненес килмерĕ çеç. Шыва путнă пек çухалнă çынпа тĕл пулассăн сунмарăм.
— Сире курнипе пĕтĕм чун савăнчĕ. Анчах Леонид Сергеевич мĕнле-ши?
— Вăл сывах. Сирĕн телейшĕнех-и, паян иртерех тавранчĕ те, килтех-ха.
Микула таса та капăр пӳлĕме кĕчĕ. Стена çине паян çеç çенĕ шпалер çыпаçтарнă тейĕн. Пӳлĕмре чечексен ырă шăрши саралнă.
— Леонид! — хавассăн чĕнчĕ Дуся, — кур-ха, кам килчĕ пирĕн пата?
— Николай Степанович! — сăн-сăпатĕнчен мар, сассинчен палларĕ Микулана Кузнецов.
— Шăпах çавă, Леонид Сергеевич!
Икĕ тус ыталашрĕç. Вут-çулăм витĕр тухса пиçĕхнĕ чĕрисем çемçелчĕç. Куçĕсенче куççуль тумламĕсем палăрчĕç.
— Каллех пĕрле-и?
— Пĕрле, Леонид Сергеевич.
— Леонид, ытла та сипетсĕр-çке эсĕ! Николай Степановича мĕншĕн тумтирпех калаçтарса тăрататăн?
— Николай Степанович, ан çиллен. Пăлханнипе кил хуçи йăлине те маннă. Хывăн-ха, тархасшăн.
Кузнецов Мнкула кутамккипе пиншакне йăрхаха çакрĕ.
— Хăçан çитрĕн? — пукан çине Микулана хирĕç ларса, сăмах хускатрĕ Кузнецов.
— Халь кăна. Пуйăс çинчен Хусанта анса юлтăм та тӳрех кунта çул тытрăм.
— Ăçти çĕршывра пултăн?
— Çурçĕр енче, Леонид Сергеевич. Çулĕ вăрăммипе Февральти революци пуçламăшнех ĕлкĕреймерĕм.
— Пытармастăп, Николай — Степанович, эпир кунта саншăн самаях пăшăрхантăмăр. Вĕлермелле суд тунă хыççăн чĕрĕ юласса шанма хĕн пулчĕ çав.
— Жандармсен аллинче ман сăнӳкерчĕк çукки тата эсир тутарнă суя паспорт хамсăр пуçнех йышăннă приговора пурнăçласран хăтарчĕ. Сакăр çул каторгăра ĕçлемелле турĕç. Тарса тепĕр хут çаклансан, ĕмĕрлĕхех унта хăварчĕç.
— Патша йыттисем пирĕн пĕккисене пĕтерме пĕлеççĕ. Ĕнтĕ пуриншĕн те явап тытĕç-ха. Сывлăху мĕнле?
— Аптрамаллах мар, Леонид Сергеевич. Ĕçе пуçăнсан, татах юсанĕ. Хăвăр мĕнле пурăнатăр?
— Сана ăсатсан, çулталăка яхăн чиперех ĕçлерĕм. Пĕр ирсĕрĕ сутрĕ. Виçĕ çул тĕрмере ларнă хыççăн Çĕнĕре ячĕç. Таврăннăранпа уйăх иртрĕ ĕнтĕ.
— Апла эс кунти лару-тăрăва лайăх пĕлмелле. Калаçăва Евдокия Ларионовна татрĕ:
— Пурин çикчен те сӳтсе явма ĕлкĕрĕр-ха. Халĕ апатланар. Николай Степанович вĕри шӳрпе курманни те чылай пулĕ?
— Тунмастăп, Евдокия Ларионовна, çул тăршшĕпех тип çăкăр çисе килме тиврĕ. Юрать-ха, вĕри шывĕ çителĕклĕ пулчĕ. Вĕри яшка сутнине куркаланă та — кĕсъе тĕпĕ яка-çке.
Пĕр-ик кашăк сыпсанах, Микулан ăшчикĕ ăшăнса çемçелчĕ. Çапла, сĕтел хушшинче йĕркеллĕ ларса апатланасси çинчен каторгăра иртнĕ вăрам çулсенче пайтах ĕмĕтленнĕ вăл. Ак ĕнтĕ вăл тăванран та тăван çынсем патĕнче. Анчах темшĕн пĕр-ик кашăк апатпах тăранчĕ вăл. Иртнĕ пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Энĕшкассинче унăн пӳрт-çурт çук. Ăна Михха туртса илнĕ. Ку темех мар, сывă пуç йӳнеçтерĕ. Энĕшкассинче-и е урăх çĕрте — пурпĕр йăва çавăрĕ вăл. Анчах юратнă арамне чĕртеес çук ĕнтĕ. Ывăлĕ пурăнать-ши пĕрех хут?
— Николай Степанович, ма сыпмастăр? Е яшка килĕшмерĕ-и? Ĕлĕкхи мар ĕнтĕ, аш таврашне курсах каймастпăр. Тип çупа çеç пĕçернĕ те, çапах вĕри яшка, — терĕ Евдокия Ларионовна, Микула сĕтел çине хунă кашăкне тытманнине курса.
— Яшки çав тери тутлă, Евдокия Ларионовна. Тĕлпулу пăлхантарчĕ пулас, хырăм выççи иртрĕ. Ванюк ăраскалĕ пирки шухăшлатăп. Манран вăл сакăр çулхи юлчĕ. Кĕркунне вунсаккăр тултарать. Сывах-ши? — пуçран тухман шухăшне пĕлтерчĕ Микула.
— Дуся Энĕшкассинче пулнă, — терĕ Кузнецов, Микула ывăлĕ çинчен хăйсем мĕн пĕлнине хыпарлама васкамасăр.
— Чăнах-и?! Мĕнле унта?!
— Леонидпа иксĕре хупсан, Ванюк тăлăха юлнине аса илтĕм, — лăпкăн пĕлтерчĕ Евдокия Ларионовна. — Ăна пулăшу кирлĕ мар-ши тесе, Энĕшкассине кайса килтĕм. Вăл кукашшĕ патĕнчеччĕ. Вĕсен пурнăçĕ çителĕклĕччĕ ĕнтĕ. Кĕтерук хĕрĕпе ывăлĕ те маттур ӳсетчĕç. Ан кулян, Николай Степанович, ывăлу сывах кĕтсе илĕ.
Микула кăмăлĕ çĕкленчĕ.
— Вăт, манăн васкамаллине хăвăрах чухлатăр, Леонид Сергеевич. Халĕ хамăр ĕç çинчен мĕн пĕлнине каласа пама ыйтатăп.
— Ăнланатăп, Николай Степанович, — килĕшрĕ Кузнецов. Вăл, ĕлĕкхи пекех, пукан çинчен тăрса, калла-малла утса çаврăнчĕ те Микула умĕнче чарăнчĕ. — Чи малтанах пирĕн губком тимлĕ ĕçленине пĕлтерес килет. Мана та бюро членне суйларĕç. Çапах та чи пысăк хыпар ку мар. Владимир Ильич Раççее таврăннă. Питĕрте ăна вуншар пин рабочи кĕтсе илнĕ. Малалла мĕн тумаллине кăтартса, Ленин акă статья çырнă. Вулăр! — Микулана «Правда» хаçат тыттарчĕ Кузнецов.
Ку ĕлĕк вăрттăн пичетлесе кăларнă листовка йышши япала мар, большевиксен уççăн тухса тăракан хаçачĕ. Пĕрремĕш страницăра Ленин сăнӳкерчĕкĕ. Пĕтĕм тĕнчери пролетарилле революци карапне тытса пыраканĕ, пусмăрти ĕçхалăхĕн çулпуçĕ ав мĕнлерех иккен.
— Мĕнле пек? — вуласа пĕтернине асăрхасан, ыйтрĕ Кузнецов.
— Хăватлă, Леонид Сергеевич! Хăйĕн тезисĕсенче вăл Раççейре парламентлă республика мар, рабочисемпе батраксен тата хресченсен депутачĕсен Советлă республики пулмалла тенĕ. Çакна мĕнле тумаллине те кăтартса панă
— Атăлкассйне таврăнсан, чăваш ĕççыннисене большевиксем тавра пĕтĕçтерме, Шупашкарти хамăр çынсемпе çыхăну тытма тăрăш. Унта çирĕп большевик — Ян Карлович Грасис пур, — терĕ Кузнецов.
Çапла вĕсем çур çĕрчченех калаçрĕç.
Çывăрма выртсан, Микулан тӳрех ыйхă килмерĕ. Çак хваттере пуçламăш хут килнине аса илчĕ вăл. Ун чухне кил хуçисем вăйпитти çынсемччĕ. Халь аллă урлă каçнă. Чун-чĕрепе хăйсем пурпĕрех ватăлман-ха. Тĕрме, ссылка, килте йĕп çинчи пек пурăнни те хуçайман вĕсен чун хавалне, ĕçхалăхшăн кĕрешес туйăмĕсене сӳнтереймен. Тĕрĕссипе, Микулан та вĕсем ăс панипе куçĕ-пуçĕ уçăлчĕ. Ĕнел çĕр общинин ĕçĕпе суда килсе, Кузнецовпа тĕл пулман пулсан, вăл та ĕмĕрне нимĕн ăнланмасăрах ирттеретчĕ пулĕ. Çавăн чухне вырăс çынни ăна пуянпа чухăн хушшинчи хирĕçĕвĕн сăлтавне, класлă общество аталанăвне тĕплĕ ăнлантарчĕ.
Çак асаилӳсемпе çывăрса кайма ĕлкĕрейнеччĕ Микула — шарт сиксе вăранчĕ. Сехет çине пăхмасăрах мĕн вăхăт иккенне тавçăрчĕ. Каторгăра шăп çак вăхăтра тимĕр ташкана шаккатчĕç.
Кил хуçисем вăрансан, Микула вырăн çинчен тăчĕ.
— Николай Степанович, ăçта васкатăр?
— Эсир мана çывратса хăварасшăн-им? Чăваш хушшинче ура сырса телейсĕр юлнисем сахал тетĕр-и? Çук, Евдокия Ларионовна, текех унашкал инкек курас марччĕ!
— Мĕнле çывăртăр? Мĕн тĕлĕк куртăр? — тепĕр пӳлĕмрен тухса, ăшшăн чĕнчĕ Кузнецов.
— Тĕлĕк курмалăх çывраймарăм, Леонид Сергеевич. Темиçе çул хушши хыт çĕрте выртса тăнăран çемçе вырăна хăнăхаймарăм. Пуриншĕн те тавтапуç сире! — сывпуллашса, алă пачĕ Микула.
— Тепрехинче ывăлупа пĕрле килессе шанатпăр, — терĕç Кузнецовпа арăмĕ, Микулана ăсатса.
Пристаньте Микулан нумаях кĕтме лекмерĕ, кĕçех пăрахут çитрĕ. Вырăнтан тапрансан, Мнкула пăрахутăн кайри пайне тухрĕ.
Атăл чакман-ха. Анлăн та тарăннăн шĕлкесе выртать вăл. Вăрман, улăх-çаран ешерет. Анчах матрос Микулана çутçанталăк илемĕпе киленсе пыма памарĕ — шала хăваласа кĕртрĕ. Хурамал Ту кĕперĕ инçе мар иккен. Ун айĕнчен тухнă чух никама та курмара тăратмаççĕ.
Пассажирсем нумай пирки шалта шăрăх та пăчă. Вăрçа пула спекулянтсем нумайланса кайни кунта та сисĕнет. Ав, темиçе çын пуç айне тулли михсем хунă та урай талккăшĕпех саркаланса выртаççĕ. Тăвалла çăнăх илсе каяççĕ ĕнтĕ. Табак, сахăр таврашĕпе сутă тăвакансем те пур. Пăрахут Хурамал Ту кĕперĕнчен иртсенех, Микула каллех курма çине тухрĕ.
Атăлкасси тĕлнелле çывхарнă май вăл ĕлĕк вут тивертсе çунтарнă йывăç çурт вырăнне çурма çавра тăрăллă чул çурт ӳссе ларнине асăрхарĕ. «Сехмет çурчĕ», — тавçăрчĕ вăл. Хăма çуракан завочĕ те ĕлĕкхинчен пысăк. Çыран хĕрри талкйшĕпех йывăç выртать. Баржасем çине хăма тиеççĕ. Миххашăн вăрçă тупăшлă пулни палăрать.
Пăрахут çинчен тухсан, Мнкула пĕр-пĕр паллакан çынпа, тен, Энĕшкассисемпех тĕл пулма, унран ывăлĕ çйнчен ыйтса пĕлме ĕмĕтленнĕччĕ, анчах никама та тĕл пулмарĕ. Ĕççинче, пасар кунĕ мар чухне, ял çынни çул çӳремест çав.
Микула васкарах утрĕ. Акă вăл хире çитрĕ. Энешкасси пуссиех мар та, пурпĕр çуралнă çĕршыв. Ав, Упахвар вăрманĕ, вăййа тухма хатĕрленнĕ хĕр евĕр, çурхи тумпа капăрланнă. Ыраш ешерет. Ĕлĕк кунта вăрман пулнине астутаракан улмуççисем чечекре. Çуначĕсене вĕлтĕртеттерсе, тăри тӳпейелле хăпарать, чĕрене килентерсе, юррине янратать. Çуралнă çĕршыв сывлăшĕ, юрри-кĕвви, илемĕ Микулана йăлтах пăлхатса ячĕ. Каторгăра чухне çак уй-хирсем урлă пĕрре те пулин утса каçасчĕ тесе, пайтах тунсăхласа шухăшланă. Ак ĕнтĕ вăл яланлăхах тăван енне таврăнчĕ. Микула çултан пăрăнса чĕркуçленчĕ те çĕре чуптурĕ. Таврара — куç ытамне шăнăçайми, халь çеç çур тырри акнă пусă. Таçта, инçех те мар, халиччен илтмен шав çывхарать. Микула тимлерĕ. Сăрталла, чыхăна-чыхăна, трактор хăпарать, темиçе плуг кăкарнăскер, тем сарлакăш сухалать вăл. Хыçран икĕ лаша кӳлнĕ сеялкăпа тырă акса пыраççĕ. Ку Михха пусси пулчĕ. Ун урлă каçсан, сулахай енчи вăрман хĕрринче кермен пек çуртсем курăнчĕç. «Ĕлĕк кунта нимле хуралтă та çукчĕ-çке?..» Çак самантрах Микула Столыпин реформине аса илчĕ те пуянсем хутора тухнине тавçăрчĕ. Вĕсем те çĕрйе плугсемпе сухалаççĕ иккен. Хресченсен пуссинче кăна, ĕлĕкхи пекех ырхан лашасем сухапуç сĕтĕреç.
Çăва çинчи хурăн тăррисем курăна пуçласан, Микула куçĕ умне каллех иртнисем туха-туха тăчĕç. Шăп çак вырăналла çĕршер çынна вилĕмрен çăлса хăварасшăн Ваçли пуç хунă. Ун чухнехи паттăрсенчен хăшĕ пурăнать-ши халĕ? Прахăрпа хĕрĕ, Натюш, хăтăлса юлайнă-ши? Наум мĕнле-ши? Уçка та вăйпитти çын пуль ĕнтĕ. Жандармсем тытса кайман пулсан, вăрçăра-и, тен...
Çăва çинче те, ытти çĕрти пекех, улшăну нумай. Çăва пуçне лартнă хурăн вулли хуйăрланнă. Тĕл-тĕл хăрнă турачĕсем, хамăрăнне пурăнса ирттернĕ ĕнтĕ тенĕн, кăнтарса тăраççĕ. Хальтерех лартнисем, çинçе пилĕклĕ хĕрсем пек, яштака та симĕс тум пĕркеннĕ. Чие йывăççисем те шап-шурă çеçкере. Михха аслашшĕн вилтăприйĕ çинче ĕлĕк юман хĕрес кăначчĕ. Халь тимĕр картари кирпĕч никĕс çине хулăн тимĕр хĕрес лартнă. Ун тавра пытарнисен вилтăприсем мăкăль-мăкăлĕн курăнаççĕ. Акă энĕшкассисен кĕтесĕ. Микула лартса хăварнă улмуççи те хăрман иккен. Чиперех ӳсет. Кунтах ун амăшĕпе ашшĕн, Анукăн тата Ваçлипе Кĕтерукăн вилтăприсем. Ырă çынсем тăрăшнипе вĕсен тăприсем паян пытарнă пекех хăпарса тăраççĕ. Çийĕсенче сип-симĕс курăк ешерет. Микула чĕркуçленчĕ. Темĕнле йывăрлăхра та куççуль кăларман этем халĕ тӳсеймерĕ — куçĕсем шывланчĕç. «Асран кайми аттепе анне, Анук. Эсир те, çывăх юлташсем. Хаяр тăшмансем сирĕн пурнăçăра вăхăтсăр пĕтерчĕç. Хăвăр кĕрешсе çывхартнă ирĕклĕ саманара савăнаймарăр. Канлĕ çывăрăр, йывăр тăпрăрсем çăмăл пулччăр. Эпир, сывă юлнисем, сирĕншĕн пуриншĕн те тавăрăпăр...»
II
Чăваш хĕрарăмĕн аллинчен самантлăха та ĕç каймасть. Наçтик, упăшкине тырă акма ăсатсан, выльăх-чĕрлăхне кĕтĕве ячĕ, пӳрт ăшчиккине тасатрĕ, унтан, майрапуççи илсе, алкум вĕçне тухрĕ те кĕпе çĕлеме ларчĕ.
Юлашки кунсенче Наçтик хăй йăшнине сисе пуçларĕ. Ара, чипер пурăннă çĕртех инкек сиксе тухрĕ-çке: мăнукĕ чул çыхса шыва путарнă пекех таçта çухалчĕ. Миххапа хăталлă пуласса тĕлĕкре те ĕмĕтленмен. Çапах мăнукне кăçалхи ӳтĕре авлантарас пирки татăклах шухăшланăччĕ. Кăлăхах пулчĕ-мĕн. Ăçта кайса кĕчĕ-ши вăл?.. Ашшĕпе амăшĕ пирки ăшталанни сахал, ывăлĕ те ăша çунтарать.
— Вăй патăр!
Кĕтмен сасă Наçтикĕн шухăшне татрĕ. Вăл пуçне çĕклесе пăхрĕ те кутамккаллă арçын çывхарнине асăрхарĕ. Пăлхануллă саманара юрамисĕр çынсем ашкăнса çӳреççĕ тенине илтмен мар ĕнтĕ. Çапах кил хуçи тивĕçĕпе:
— Тавтапуç, — терĕ. — Кам кирлĕччĕ?
Хунямăшĕ палламанни Микулана пăшăрхантарчĕ. Юратнă кĕрĕве те манма пулать-ши?
— Эпĕ-ха ку, Микула.
— Кĕрӳ-и? — шартах сикрĕ Наçтик, тытнă кĕпи аллинчен тухса ӳкрĕ. Умра ыр-усал тăнăн туйăнчĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕн ячĕсене тахçанах вилнисене асăнакан кĕнекене кĕртнĕ-çке. Наçтик, кăкăрĕ çине хĕрес хурса, усала сиресшĕнччĕ, алли çĕкленмерĕ.
— Шăп çавă, ани!
Наçтик чĕри ырра сиснĕн тапма пуçларĕ. Çак сасса илтсе, сахал киленнĕ-и вăл. Тимлерех пăхрĕ. Чăнахах та Микула иккенне ĕненчĕ. Куçĕнчен юхса аннă куççульне пытармасăр ура çине тăчĕ.
— Тур çыхлахтăр, кĕрӳ. Тӳрех паллайманшăн ан çиллен, йывăра ан ил. Эпир сана пуçĕпех çухатнă.
Микула кăмăлĕ те çемçелчĕ. Анукпа иккĕше пĕр-пĕрне юратнине пĕлсенех, хунямăшĕ вĕсене телей сунса пил панă. Мăшăрлансан, вĕсен хутне кĕнĕшĕн упăшки çапкаланă пулин те, Микулана хисеплеме пăрахман. Хунямăшĕн чĕри халĕ те сивĕнмен курăнать, куççуль ахаль тухас çук.
— Ани, — çепĕççĕн чĕнсе ыталарĕ ăна Микула. — Йывăра илме сăлтав çук. Сасартăках паллаймăн çав. Пĕр-пĕрне курманни нумай пулать. — Çавăнтах ывăлĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Сывлăш çавăричченех чăрмантарни аван мар тесе шарламарĕ.
— Турă çырлахтăр, кĕрӳ. Ма ятлас мар мана? Аякри çултан килнĕ хăнана çенĕк умĕнче тăрататăп. Атя-ха пӳрте.
Сантăрсен кил хушшине кĕрсен, Микула çакна асăрхарĕ: ĕлĕк вĕсен хура пӳртпе чăвашла хапха кăначчĕ. Кĕлет пурччĕ, урлă каçа сарайччĕ. Халь тимĕр витнĕ пысăк пӳрт. Вĕçе-вĕçĕн икĕ хутлă икĕ ампар. Сăрлă хапха леш енче вĕрçĕнĕ лаç, икĕ хутлă сарай. Çине хăма витнĕ. Ун чух кунашкал кил-çурт Касмуххан та пулман. Микула кайнăранпа Сантăр пуйни пӳртре те палăрчĕ. Авнă пукансем. Сĕтел çинче çутă сăмавар ларать. Хунĕ Михха майлă кайнине аса илсен, Микула кичемленчĕ. Анчах ывăле çинчен пĕлес кнлнипе кăмăлĕ хуçăлнине палăртмарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...