Çавраҫил :: Вуниккӗмӗш сыпăк
— Ку кунсенче эпĕ килте пулаймастăп, Сергей, килте ху пĕлсе йĕрке тытса пыр. Часах килейместĕп те пулмалла. — Унтан вăл, Сергей çине ассăн сывласа пăхса, ăна ачашшăн çурăмĕнчĕн лăпкаса илчĕ.
— Анне таврăнсан, мĕн темелле-ши, атте? — тăруках ыйтрĕ ывăлĕ.
— Кала: «Пĕтĕм тавара кооператива леçсе пачĕ, хăй тĕнче курса çӳреме тухса кайрĕ» те. Урăх нимĕн те ан кала, «пĕлместĕп» те. Ăнлантăн-и, ывăлăм?
— Ăнлантăм, атте, — чунĕ хурланса килнĕ куçпа ашшĕ çине пăхса илчĕ Сергей.
Хальлĕхе вĕсем çапла уйрăлчĕç. Сергей, ним ăнланмасăр ашшĕ хыçĕнчен шанк! хытса пăхса юлчĕ.
Вĕри сăмавар лартса панă сĕтел хушшинче Сахарпа Петĕр иккĕшĕ кăна калаçса лараççĕ.
— Арăм пирĕн планпа килĕшмерĕ. Иксĕмĕре те «эсир пĕр калăпран» тесе, тем-тепĕр каласа хăртрĕ мана. Эпĕ халиччен килте хам хуçа тесе пурăннăччĕ. Йăнăшнă иккен. Тарье ăшĕнче ашшĕ юнĕ вĕреме пуçларĕ. Арăм çук чухне эпĕ таварсене ăçта леçнине каларăм ĕнтĕ. Çапла-и? — шăллĕ çине пăхрĕ тетĕшĕ.
— Çапла. Манăн мĕн тумалла?
— Эсĕ килте хăв хуçа. Сана хирĕç тăракан çук. Хальлĕхе шăпăртах пурăн. Эпĕ паянах Çĕпĕре тухса каятăп. Унта лайăх, лăпкă, пуян çĕр-шывлă кĕтес тупатăп та çурт туянатăп. Кайран çавăнта куçса каятпăр. Хальлĕхе эсĕ мана, эпĕ сана— курман. Ăнлантăн-и, Петĕр?
— Тен, тете, манăн та санпа пĕрле пымалла мар-и? — иккĕленсе ыйтрĕ Петĕр.
— Çук, юрамасть. Хальлĕхе сана тĕкĕнмеççĕ-ха. Ял Советне те чĕнтермен. Эп килессе кĕт. Килсен, малтан киле мар, сан пата кĕретĕп. Лавккуна хупсан та пăсăк пулмĕ. Халăх пĕрех кооператива çӳрет. Каç пулчĕ. Урхамахна кӳл те мана Пăвана ăсатса яр, — терĕ юлашкинчен Сахар.
Çапла турĕç те.
Савнисем каллех тĕл пулчĕç
Каç пулчĕ. Тĕттĕмленчĕ. Сергей, сĕтел хушшине ларса, хут татăкĕ çине темскер çырчĕ, унтан шăллĕне чĕнсе илчĕ.
— Хирĕçе каçса кил-ха, Вова. Çын куриччен çак хута Хрестука тыттар. Юрать-и? —терĕ вăл, ăна пуçĕнчен лăпкаса.
— Халех кайса парап, —тетĕш аллинчи хута илсе тухса та вĕçтерчĕ шăллĕ.
Уксах Усли пӳртне шал енчен çаклатман та иккен. Вова шаккамасăрах алăкран кĕрсе тăчĕ. Пурте çывăрма выртнă. Пĕр Хрестук çеç чăлха çыхса ларать. Вова, хĕре хăй патне пыма паллă парса, хуллен кăчăк туртрĕ, шăппăн темскер каларĕ те, тетĕшĕн çырăвне тыттарса, каялла тухрĕ.
«Савнă Хрестукăм, чунăм! Кĕçĕр атте те, анне те çук. Каçса лар. Эпĕ сана урамра кĕтетĕп. Сергей».
Çак сăмахсене вуларĕ те Хрестук, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Пурте харлаттарсах хуп туртаççĕ. Хĕрĕн чĕри хăвăрт тăпăлтатса тапма пуçларĕ. Унтан çыхма тытăннă пански чăлхана сак пуçне хучĕ те пӳртрен ним сас тумасăр тухрĕ. Вĕрлĕк хапха алăкĕ кăриклетсе хупăнсанах, аллинчи хунарĕпе çутатса илсе, ун патне Сергей пырса тухрĕ, хулĕнчен çавăтрĕ. Вĕсем, хуллен калаçкаласа, урам урлă каçрĕç. Сергей картишне кĕнĕ хыççăнах калинкке алăкне шалтан сăлăп ячĕ, хĕрпе пĕрле пӳрте кĕчĕ. Пĕркунхи асар-писер хыççăн Хрестук кунта ура та ярса пусманччĕ-ха.
— Сергей, чăнах пĕччен-и эс? — шиклĕн ыйтрĕ хĕр, алăк патĕнчен иртме хăймасăр.
— Каларăм-çке пĕчченех тесе, — ăшшăн йăл кулчĕ йĕкĕт. —Пĕчĕккисем пурте кайри пӳртре çывăраççĕ. Пĕлетĕн пулсан, халĕ эпир кунта аттепе иккĕнех пурăнатпăр.
— Аннӳ тата? — ăнланмарĕ хĕр. — Вăл кунта мар-и?
— Эпĕ анне санпа çапла хăтланнă хыççăн мĕн пулнине каламанччĕ-ха сана. Атте ăна хытах хĕнесе пĕтернĕ те, анне унтанпа ку пӳрте кĕрсе те курăнмасть.
— Апла эпĕ айăплă пултăм-и, Сергей? — пушшех аванмарланчĕ хĕр.
— Мĕншĕн вара эсĕ? Сан ним айăп та çук. Анне хăй йăлтах, ӳсĕр пуçĕпе... — Сергей пукана шутарса Хрестукпа хире-хирĕç ларчĕ, ăна аллисенчен çупăрласа тытрĕ. — Ну, хытă хăранăччĕ, эпĕ ун чух...
— Мĕншĕн?
— Сана ĕмĕрлĕхех çухатрăм пулĕ тенĕччĕ. Хама хам ниçта чикме пĕлмерĕм. Юрать-ха ху манпа тепĕр кунне калаçрăн та...
— Э-э, çук, Сергей. Эпĕ унашкал хĕр мар. Пĕр юратрăм пулсан, ĕмĕр пĕрле пуласчĕ тесе юрататăп. — Хĕр ăшă аллисемпе йĕкĕте çепĕççĕн питĕнчен çупăрласа илчĕ. — Аçупа аннӳ ăçта кайнă тата?
— Анне вилес пек кукаçей патĕнче. Аттене пĕлместĕп, килте час пулаймастăп тесех тухса кайрĕ. Манран пытаракан марччĕ те, хальхинче шарламарĕ.
Пĕр хушă вĕсем сăмах чĕнмесĕр ларчĕç.
— Эх, Сергей, ял халăхĕ умĕнче мĕнле намăс кăтартрĕç аттепе анне. Эсир пире хĕрхенсе, çын ретне кĕччĕр тесе, эрех тума çăнăх паратăр, вĕсем вара... — Хрестук пуçне чикрĕ, пĕр самант ним калама та аптăраса ларчĕ, вара аран-аран çапла хушса хучĕ:— Çавăнтан вара эпĕ урама тухма та, сан умна курăнма та вăтанатăп.
— Вĕсемшĕн эсĕ айăплă мар, Хрестук, —терĕ тс Сергей хĕре хăй çумнерех туртса илчĕ, ăна вăрахчен сăмах чĕнмесĕр пуçĕнчен, хулĕсенчен лăпкаса ларчĕ, унтан çепĕççĕн тытса ыталарĕ те тутинченех чуптурĕ. Хĕр хирĕçлемерĕ, хăй те ăна вĕри аллисемпе питĕнчен, мăйĕнчен çупăрларĕ, унтан хай çумне хытă-хытă пăчăртарĕ те, хĕрӳлснсе кайнăскер, пĕçерекен тутипе каччă тути çумне тĕртĕнчĕ, хăй хăвăрт-хăвăрт пӳлĕнсе сывлакан пулчĕ. Унччен те пулмарĕ Хрестук: «Ну, çитĕ, Сергей!»—терĕ те тахăш самантра тӳрленсе те ларчĕ, чăп-чăмăр кăкăрне хулĕсемпе хĕстерсе çĕклерĕ, саппун умне турткаласа тӳрлетрĕ, тутăрĕ айĕнчен тăнлавсем çине тухнă кăтра сарă çӳç пайăркисене çеç тĕкĕнмерĕ: тусĕ вĕсем çине куç илмесĕр пăхса ларма юратнине вăл аван чухлать.
— Каçар та, Сергей, аннӳ таврăнсан, килте асар-писер пулатех пулĕ сирĕн, — каччă çине шухăшлă куçĕсемпе тинкерсе каларĕ Хрестук.
— Ăçтан пĕлсе пĕтерĕн ăна. Атте пулмасан, питех хирĕçес çук пек те... Юлашки вăхăтра урсах кайрĕ темелле, тулхăрса кăна çӳрет, — иккĕленерех тавăрчĕ Сергей.
— Тăванĕсем тем вĕрентсе яраççĕ-ха тата. Унтан та нумай килет, — терĕ те Хрестук, сăмаха сасартăках урăх еннелле çавăрса яма шутларĕ:— Манăн сана пĕр япала калас килет те, çилленмĕн-и уншăн, Сергей?
— Мĕншĕн çилленес? Кала.
— Комсомол пиркиех-ха эпĕ. Халĕ ячейка секретарĕ Уçăп мар ĕнтĕ, заместителĕ те урăххи: санпа туслă-юлташлă Çтаппан. Комсомола кĕрес пирки унпа калаçса пăхмалла мар-ши санăн? Пĕр рекомендациие хам паратăп. Теприне вăл хăй те пама пултарĕ. Виççĕмĕш те тупăнĕ.
Сергей, хĕр çине ăшă куçпа пăхса, пĕр хушă шухашласа ларчĕ.
— Темле пулĕ, — терĕ вăл, унтан:—Комсомола илĕç-и, илмĕç-и те, сан сăмахусем, эсĕ маншăн çапла хыпса çунни вара маншăн темрен те хаклă. Пурнăçра тем инкекĕ килсе тухас пулсан та, пĕр-пĕрне пăрахас марччĕ пирĕн.
— Пăрахмастпăр, — хальхинче те Хрестук йĕкĕте хăй ыталаса илчĕ.
— Анне ыран та килмесен, кĕçĕрхи пек тĕл пулăпăр-и? — пăшăлтатса ыйтрĕ йĕкĕт хĕр çумне тĕршĕнсе.
— Ыранччен пурăнар-ха. Курăнать унта. — Хрестук савнă тусне чăп! чуптуса илчĕ, аллисене вĕçертсе, уйрăлса кайма та тăчĕ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тăруках вĕçерĕнеймерĕ: йĕкĕт ăна хăй çумне çупăрласа тытрĕ те — хĕрĕн вут пек вĕри тути çĕр каçмалăх ăшăтса хăварчĕ.
Тарье таврăнсан
Виççĕмĕш кунне Тарьене çав Микула текен йĕкĕтех çав лашапах, çав тăрантаспах килне çитерсе ячĕ. Вовăпа шăллĕсем чӳречерен пăхрĕç те, пуçне чăпар тутăр вырăнне хура шаль çыхнă амăшне курсан, тĕлĕнсех кайрĕç. Микула ăна тăрантас çинчен хулĕнчен тытса антарчĕ, майĕпен крыльца патнелле çавăтса пычĕ. Вова амăшне хирĕç вăркăнса тухрĕ.
— Анне, мĕн эсĕ? Чирлемерĕн пулĕ? — хыпăнчăклăн ыйтрĕ вăл.
— Çук-ха. Ĕнер кукаçуна пытартăмăр. Пымарăн. Çылăх та-ха сана уншăн, — кăмăлсăр сасăпа тавăрчĕ амăшĕ, — Килте чиперех-и хăть?
— Атте çук... Хамăрах пурăнатпăр.
— Мĕнле çук? Ăçта кайнă?
— Пĕлмесп. Эс кайнăранпа та курман.
Тарье малтанах пӳрте кĕчĕ, унта нумай та тăмарĕ, тӳрех лавккана тухрĕ, кунта нӳхрепри пекех пăч тĕттĕмне курса, пĕр хушă ним ăнланмасăр тĕлĕнсе тăчĕ..
Амăшĕ таврăннине пĕлсе, пахча картине майласа аппаланнă Сергей çенĕке килсе кĕчĕ, анчах лавккана кĕмерĕ, амăшĕ тухасса кĕтрĕ.
— Мĕн пулса иртнĕ кунта? Йăлтах йĕркипе каласа пар, — лăпкă пулма тăрăшрĕ амăшĕ, анчах та унăн янахĕ самаях чĕтреме пуçланине ывăлĕ лайăх курчĕ. Ку—ырра мар.
Сергей мĕн пулса иртнине, ашшĕ мĕн теме хушнине пĕр сăмах улăштармасăр каласа пачĕ. Тарье ывăлĕ сăмахĕсене тимлĕ итлерĕ, мăйне пăвса çыхнă шаль вĕçĕсене пушатрĕ, сылтăм аллине чăмăртаса çӳлелле çĕклерĕ. «Этем мар, шуйттан вăл, чунилли!»— тесе кăшкăрчĕ те Тарье, хыçлă тенкел çине лак! ларчĕ. Ачисем ни пыма, ни сăмах чĕнме аптăраса тăчĕç.
Çак хушăра Ольăпа Уля Палас хĕрринче хăйăрпа çап-çутă тасатнă сăмавара иккĕшĕ икĕ хăлхинчен çĕклесе кĕчĕç.
— Анне, таврăнтăн-им? Акă, Уляпа тасатрăмăр, — терĕ хĕрĕ, сăмавара амăшĕ умне лартнă май.
Тарье пĕр сăмах та чĕнмерĕ, яштах сиксе тăчĕ те:
— Сергейсĕр пуçне, пурте кайри пӳрте кайăр! —терĕ сассине хăпартса. Ачасем кĕшĕлтетсе тухса кайрĕç. Вова алăк патĕнче тытăнса тăчĕ.
— Анне, Микула тетене, кукка ачине, мĕн темелле? — ыйтрĕ вăл.
Амăшĕ шартах сикнĕ пек пулчĕ. Ара, вăл, пуçран чукмарпа çапнă пек хыпарсем илтнĕ хыççăн, ун çинчен мансах кайнă...
— Кала, кунта кĕтĕр, — хушрĕ амăшĕ. Вова тухса çийĕнчех каялла чупса кĕчĕ те:
— Вăл мĕн терĕ, анне: «Эпĕ текех ку çурта ĕмĕрне те килсе кĕместĕп», —терĕ те, лашине çавăрса, тăвалла чуптарчĕ. Манăн каймалла-и, юлмалла-и?
— Кай тенĕ сана! — аллине сулчĕ амăшĕ.
— Кукаçей вилнĕшĕн эп айăплă-им? — тесе, Вова алăка шап! хупса хăварчĕ. Ку Тарье ăш-чиккинче тулнăçем тулса пыракан çил-тăвăла асар-писер вăйпа хускатса ямалли юлашки сăлтав пулчĕ.
— Мĕн пăхса тăратăн? Уç халех лавкка чӳречисемпе алăкне! —ним каличчен малтан хаяррăн кăшкăрса тăкрĕ Тарье, Сергей лавккан шал енчи алăкĕнче курăнсанах.
— Чӳречине уçма пулĕ те, алăкне уçаймастпăр, анне. Çăраççине атте хăй чиксе кайрĕ, — лăпкăн пĕлтерчĕ ывăлĕ.
Тарăхнипе янахĕ чĕтрекен пулнă Тарье каллех лавккана кĕрсе кайрĕ, чӳречесене çаклатнă çекĕлсене аяккалла сирсе хучĕ, алăк сăлăпне кăларса илсе стена çумне таянтарчĕ, унтан, çенĕкпе çаврăнса урама тухрĕ те, сарлака крыльца çине улăхса кайса, чӳрече хупписене уçрĕ, шăнкăравламалли кантра вĕçĕнче тыткăчĕ çуккине курсан, самантлăха чарăнса тăчĕ, йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ. Урамра иртен-çӳренсем курăнмарĕç. Вара Тарье саппунĕ айĕнчи кĕсйинчен çăраççи кăларчĕ те çăрине уçса шала кĕчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...