Çавраҫил :: Тăххăрмĕш сыпăк
— Эсĕ-и? Эсĕ, Хрестук, чăн-чăн пиçсе çитнĕ çырла. Сана татса илмелли çеç юлнă. Кала-ха, пыратăн-и манпа?
— Ăçта?
— Пирĕн пата. Хам арăм тăвăп.
— Чун савнине пăрахсах-и?
— Кам вара вăл? — сиксе тăчĕ йĕкĕт.
— Сергей мана нихçан та алă çинче çĕклесе çӳреп темест. Çанă тавăрса ĕçлĕпĕр тет.
— Ухмах вăл Сергей!
— Эсĕ вара унăн чĕрне хурине те тăмастăн! —тарăхса кайрĕ Хрестук. — Килсенех ăна пĕтĕмпе каласа кăтартатăп, — терĕ те хĕр алăк патнелле утса кайрĕ, анчах ун çулне Тилĕ çĕлĕкĕ пӳлчĕ. — Пăрăн тенĕ! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ хĕр.
— Пăрăнмастăп. Эпĕ сана юрататăп, — тесе, йĕкĕт пӳрт алăкне хăпăл-хапăл шалтан çаклатрĕ, лампăна вĕрсе сӳнтерчĕ те Хрестука ыталаса илчĕ.
— Пу-у-лă... — Хĕр кăшкăрма ĕлкĕреймерĕ, йĕкĕт самантрах унăн çăварне çĕтĕк таткипе пăкăласа лартрĕ, аллисене каялла çавăрса хучĕ. Хрестук аллисене вĕçертме, пулăшу ыйтса кăшкăрма тăчĕ, анчах пултараймарĕ. Вăйне ниçта чикеймен йĕкĕт хĕре урайне çавăрса ӳкерчĕ. Хрестук унталла-кунталла пăркаланчĕ, ӳпне çаврăнса выртрĕ, урисемпе тапкаланчĕ, çăварĕнчи çĕтĕк татăкĕпе чыхăнса кайрĕ, пĕтĕм кĕлеткипе турткалашрĕ. «Çук, вилем те — парăнмастăп...»—шухăшларĕ вăл.
Тилĕ çĕлĕкĕпе иккĕшĕ çапла тĕркĕшнĕ самантра вырăсла хапха чĕриклетсе уçăлни илтĕнчĕ. Халĕ ĕнтĕ йĕкĕт пушшех урса кайрĕ, хĕрĕн хыçалтан çыхнă саппун кантăрине шăлĕпе туртса салтрĕ... Хрестук, пĕтĕм вăй-халне пухса, тепре туртăнчĕ — сылтăм алли ирĕке тухрĕ, унпа çăварĕнчи çĕтĕк татăкне туртса кăларчĕ, пĕтĕм çассипе:
— Пу-у-лăшăр!.. — тесе, хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Сергейпе Иван алăк патне чупса пычĕç.
— Хрестук вĕт ку, — пăшăрханса ӳкрĕ Иван.
— Уçăр хăвăртрах! — кăшкăрчĕ Сергей, алăка урипе тапса.
Сехри хăпнă йĕкĕт хĕре вĕçертсе ячĕ — Хрестук çиçĕм пек тăрса алăка уçрĕ.
— Сергей, чунăм.... Хăнасем мар, чуниллисем килнĕ сирĕн пата! — тесе ĕсĕклесе, Хрестук тусĕн мăйĕнчен çакăнчĕ.
— Лăплан, Хрестук. — Сергей Иван енне çаврăнчĕ. — Эсĕ алăк патĕнчех тăр. Никама та ан кăлар. — Вăл шăрпăк чĕртсе лампа çутма тăчĕ. Çак самантра Тилĕ çĕлĕкĕ тухса шăвăнасшăн пулчĕ, анчах Иванăн вăйлă аллисем ăна мăйĕнчен пăвса тытрĕç те, лешĕ сасă та кăлараймарĕ. Сергей лампа çутсан, Иван Тилĕ çĕлĕкне сак çине пусса лартрĕ.
— Эсĕ мĕн хăтланма шутланă кунта? — лăпкăн ыйтма тăрăшрĕ Сергей.
— Нимĕн те. Ара, сирĕн тарçă хĕрпе кăштах выляма та юрамастчĕ-и вара? — ним пулман пекех çăмăллăн калаçрĕ Тилĕ çĕлĕкĕ.
Сергей ун умне пырса тăчĕ, сассине хăпартмасăр каларĕ:
— Хрестук тарçă хĕр мар, вăл ман чи çывăх тус. Çавна пĕлменшĕн ме ак сана пĕрре! — Сергей чышкине чăмăртаса хăнана сылтăм хăлхинчен янлаттарса ячĕ. Тилĕ çĕлĕкĕ тайăлса кайрĕ, çавăнтах сиксе тăчĕ.
— Манран, тăванунтан çапла мăшкăллатăн-и эсĕ?! — макăрас пек сасăпа çухăрса ячĕ вăл.
— Лар! Унсăрăн.... — мăн чышкине кăтартрĕ Иван. Хăнан ирĕксĕрех ларма тиврĕ.
— Эсĕ унран мăшкăллама тăнăшăн ме ак сана тепре! — Хальхинче Сергей йĕкĕте сулахай хăлха чиккинчен тыттарса ячĕ.
Хăнан пуçĕ янăраса кайрĕ пулас. Вăл ăна ухмаха ернĕ çын пек чĕтретсе илчĕ.
— Хрестук, кӳр-ха çавна, — хушрĕ Сергей хĕре, стена çумĕнче çакăнса тăракан тилхепе çинелле кăтартса.
Икĕ вăйлă йĕкĕт Тилĕ çĕлĕкне сăмах чĕнме те памарĕç. Çăварне пăкăласа, самантрах алли-урине çыхса лартрĕç.
— Иван, пĕкĕри шăнкăравне салтса ил те лашине кӳл, — хушрĕ Сергей, хăна йĕкĕт çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса илсе. Вăл хĕре çурăмĕнчен лăпкарĕ, ăна лăплантарса калаçрĕ.
— Хатĕр, Сергей, — пĕлтерчĕ Иван, васкавлăн пӳрте кĕрсе.
— Апла пулсан эппин, хăнана килнĕ çулĕпех ăсатăпăр. Тытăр-ха.
Тилĕ çĕлĕкне виççĕн йăтса хыçлă çуна çине вырттарчĕç. Çиелтен тăлăп витсе, сирпĕнсе юласран пăявпа урлă-пирлĕ карлакласа çыхрĕç.
— Хапхана çĕклесе, ерипентерех уç-ха, Иван, — терĕ Сергей.
Хапха пĕр сасă кăлармасăр уçăлчĕ. Сергейпе Иван Тилĕ çĕлĕкĕпе пĕрле ял вĕçне çитичченех ларса кайрĕç.
— Кунтан пĕр çул çеç. Тӳрех килне илсе çитерет. Виçĕ çухрăм кăна, — терĕ Сергей. — Çитсен аппăшĕ е тарçи тухса илĕç. Унчченех шăнса вилмĕ-ха.
Йĕкĕтсем лав çинчен анчĕç. Иван тилхепине çуна пуçĕнчен çыхрĕ те тимĕр кăвака аллинчи чăпăрккипе сӳсе илчĕ — урхамах кил еннелле çил пек тапса сикрĕ.
Таврăнсан, йĕри-тавра итлесе пăхрĕç. Шăпăртах. Лашасем утă кавлеççĕ, ӳсĕр хăнасем ним шухăшсăр тутлă ыйхăпа харлаттарса çывăраççĕ.
Çанталăк уяр. Тӳпере çăлтăрсем мăчăлтатса чĕтреççĕ, уйăх çутатать.
Вилĕм
Ирхине хăнасенчен чи малтан Тарье йыснăшĕ Варсан Викторович вăранчĕ. Вăл çăматтипе çĕлĕкне тăхăнчĕ, унтан кĕрĕкне уртса картишне тухрĕ, ĕнер лашине тăратнă вырăна пычĕ, анчах тимĕр кăвакне курмарĕ. «Шăварма илсе каймарĕ пулĕ те. Апла тесен, çунапа каймалла мар пек».
Подвал алăкĕнчен Захар Петрович тухрĕ. Вăл Сергей Пăваран илсе килнĕ таварсене тĕрĕслеме аннă.
— Пуçана, лаша ăçта çав манăн? — сехĕрленнĕ сасăпа ыйтрĕ арман хуçи. — Ывăл та курăнмасть.
— Эпĕ хам та асăрхарăм-ха ăна. Ывăлу та, лашу та çук. Ăçта кайма пултарнă? — Тĕлĕннĕ хуçа Сергее чĕнчĕ.
— Пĕлместĕп. Эпĕ çур çĕр çитнĕ чух тин килтĕм вĕт, атте. Ху куртăн, — лăпкăн тавăрчĕ ывăлĕ.
— Çапла, çапла. Мирунтан ыйтам-ха луччĕ. Вăл кунтах пулнă. —Сахар выльăх пӳртне кĕчĕ. Пуçанăшĕ те юлмарĕ.
Йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ Мирун пĕçернĕ çĕрулми çине çăнăх хушса тĕвет. Пăс ăшĕнче кĕлетки кăна палăрать.
— Пĕлместĕн-и, пуçана ывăлĕ ăçта кайнă-ши? — йăваш сасăпа ыйтрĕ унран ашшĕ.
— Леш, Тилĕ çĕлĕкĕ-и?
— Ара çав.
— Çĕркаç кунтахчĕ. Ирхине курмарăм.
Пуçанасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç — нимĕн те ăнланаймарĕç. Арман хуçи аллине сулчĕ.
— Шуйттан çури! Ытларах сыпса лартнă та, лашана кӳлсе, ялти тăлăх маткасем патне ярăннă ĕнтĕ. Йăли çапла.
— Апла тесен, шăнкăрав сасси пулмаллаччĕ те...
— Ăçта унта — шăнкăрав! Ĕçсе тултарнă та, вилнĕ пек çывăрнă. Хамăра илсе кайсан та туяс çук. Атя кĕрер, пуçана. Кăмăлне тултарсан, урăларахпа хăех вĕçтерсе çитет акă, — текелесе, арман хуçи картишне тухакан крыльца еннелле утса кайрĕ.
Вăйлă ĕçкĕ-çикĕн иккĕмĕш кунĕ пуçланчĕ. Ĕçеççĕ, юрлаççĕ, калаçаççĕ. Хăшĕ мĕнле пултарать — çапла савăнать.
Хĕрарăмсем шăп хĕрсе ташланă вăхăтра Сахар хапхи умне Варсан Викторович лаши çитсе чарăнчĕ. Хыçлă çуна çинчен палламан çын сиксе анчĕ, анчах пӳрте кĕме именсе тăчĕ. Çакна чӳречерен асăрханă арман хуçи крыльцана хăй тухрĕ.
— Ы...ывăл ăçта? — сехĕрленсе ыйтрĕ вăл. Чĕри унăн кăртах турĕ —темле ырă мар япала пулса иртнине туйрĕ.
— Варсан Викторчă, сан халех киле таврăнма тивет, — пуçне тайса каларĕ лашапа килнĕ çын. Ку арман хуçин кӳрши пулчĕ.
— Мĕн унта?
— Çитсен курăн. Васка.
Варсан Викторович пысăк урисемпе таплаттарса пӳрте кĕчĕ. Хальхинче вăл хăех тумланчĕ, никама та пĕр сăмах каламасăр лавĕ патне васкаса тухрĕ. Пӳртре ташă-юрă та, купăс сасси те илтĕнмерĕ. Шăп. Арçынсем крыльца çинчен, хĕрарăмсем чӳречесенчен урама çил-тăман кăларса пыракан çуна хыççăн пăхса юлчĕç.
Кӳрши лашана кил хуçи умне мар, хăй тĕлĕнче чарчĕ.
— Ку тата мĕне пĕлтерет? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ арман хуçи.
— Варсан Виктăрчă, тăруках хыпăнса ан ӳкĕр. Хăвăра лăпкă тытма тăрăшăр. Ытлашши хăрушах мар. Эпир ăна йăтса кĕрсенех хур çăвĕ сĕрсе çыхрăмăр, — асăрханарах калаçрĕ кӳршĕ çынни, арман хуçине хăй патне илсе кĕнĕ май.
Алăк патĕнчи кравать çинче Тилĕ çĕлĕкĕ ахлатса выртать. Ашшĕ, лăпсăркка çĕлĕкне хывса, ывăлĕ патне пычĕ.
— Ывăлăм, мĕн пулнă сана? — шăппăн ыйтрĕ вăл. Тилĕ çĕлĕкĕ куçне уçрĕ — хăй умĕнче ашшĕ тăнине асăрхарĕ. Вăл хăраса ӳкрĕ, сехри хăпрĕ, чĕтреме пуçларĕ. Мĕн темелле-ши, мĕнлерех суймалла-ши ăна? Чăннипе каласан, ăна-кăна пăхса тăмĕ, пиçиххине салтĕ те ăшалама пуçлĕ. Ашшĕн кăртака çиллине Тилĕ çĕлĕкĕ лайăх пĕлет.
— Атте, йыснасен Сергейĕпе тарçи мăшкăлларĕç манран, — пуçларĕ ывăлĕ. Вăл ашшĕне йăлтах тĕрĕссине каласа пачĕ, анчах сăлтавне çеç пĕлтермерĕ.
— Мĕншĕн? Мĕн тесе? — ыйтрĕ хĕрлĕ куçĕсем чарăлса кайнă ашшĕ.
— Тарçине лаша валли шыв ăсса килме каларăм та, вăл мана питрен çупса ячĕ. «Халĕ эсĕр мар, эпĕр хуçа. Халĕ Совет влаçĕ. Сирĕншĕн лакейсем пĕтнĕ», —тет. йысна ывăлĕ Сергей те ун юрринех юрлать. Комсомола та кĕнĕ тет вăл. Мана, çыхса пăрахнăскере, Сергей чутах хĕнесе вĕлеретчĕ. Тавăрас пулать, атте, вĕсене уншăн. Хăнана чĕннĕ çынран çапла мăшкăлламалла-и вара?
Ăш-чикĕ тăвăнса çитнипе, халь-халь çурăлса каяс пек, Варсан Викторович пӳлĕм тăрăх уткалама пуçларĕ, унтан, мăнтăр аллисене çурăмĕ хыçне тытса, кӳрши умне пырса тăчĕ.
— Мĕншĕн хам киле мар, сирĕн пата лекнĕ-ха вăл? — тĕлĕннĕ куçĕсемпе кӳрши çине пăхса ыйтрĕ вăл.
— Эсĕ, Варсан Викторович, лар-ха. Ларсах итле.
— Кала, кала. Эпĕ капла та хăлхасăр ,мар. Итлетĕп.
Кӳршĕ калама пуçларĕ.
— Ирхине юр хырма тесе урама тухрăм. Пăхатăп, сирĕн умра хăвăрăн лашăр урисемпе юра кукалесе тăрать. Хăйне шап-шурă пас тытнă. Çуна çинче тăлăп выртать. Ăна урлă-пирлĕ пăявсемпе кармакласа çыхнă. Сирĕн пата такам та килсе çӳрет те, пырса пăхас мар терĕм. Юр хырса пĕтерсен кĕрсе апатлантăм та каллех тухрăм. Тимĕр кăвак çаплах-ха хапха умĕнчех тăрать. Шăннă пулмалла. Çынсем те иртсе çӳреççĕ, çывăха пымаççĕ. Вара кĕрсе арăма каласа кăтартрăм. Юрать-ха вăл тавçăрса илчĕ. «Вĕсем ку лашипе шăнкăравпах Яшмана хăнана кайрĕç. Ку ырă япала мар пулĕ. Кӳршĕ кӳршех. Ĕмĕр пĕрле пурăннă, атя кайса пăхар», — тет. Пытăмăр ĕнтĕ. Тăлăпа тĕккелесе пăхрăмăр та — сехре хăпса тухрĕ темелле: тăлăп айĕнче çын выртать иккен. Тем курса тăрас мар тесе, тĕкĕнмерĕмĕр. Эпĕ Совета чупрăм, мĕн курнине каласа патăм. Вара председатель халăх пухса килчĕ. Пăявсене салтса тăлăпа уçсан, унта çăварне, алсапа пăкăланă, хăйне тилхепепе çыхса пăрахнă ывăлу выртнине курах кайрăмăр. Хăвăртрах алсине туртса кăларчĕç, тилхепине салтрĕç, тĕрĕслерĕç, унтан сирĕн хапхана шаккама пуçларĕç. Чӳречисенчен те, крыльца алăкĕнчен те вăрахчен шаккарĕç — тухса уçакан пулмарĕ. Вара ывăлна ман пата йăтса кĕтĕмĕр. Йĕркине пĕлекен çынсем тупăнчĕç. Тăм илнĕ вырăнсене йăлтах хур çăвĕ сĕрсе çыхрĕç. Çăвĕ хамăн çук та, çавах тупса килчĕç...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...