Çавраҫил :: Саккăрмĕш сыпăк
— Мĕн-ха, Сахар? — яланхи пекех кăмăллă ыйтрĕ Тарье.
— Акă мĕн. Санпа канашласа пăхас терĕм.
Тарье упăшкинчен халиччен кун пек ăшă сăмах илтменччĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Вăл пĕр Савăнса, пĕр хăраса ӳкрĕ.
— Тем каласшăн ĕнтĕ эсĕ, Сахар?..
— Сан тăванусемпе пĕрле ĕçсе-çименни нумай пулать. Тавай пысăк ĕçкĕ тăватпăр. Сан енчи пĕтĕм тăванусене чĕнĕпĕр. Эрнелĕхе. Сăри-эрехĕ, пылĕ-çăвĕ, ашĕ-пăшĕ тата ытти те мĕн чухлĕ кирлĕ пулаççĕ? —Упăшки арăмĕн ачаш куçĕсенчен пăхрĕ.
Тарье шухăша кайса тăчĕ те:
— Çанталăкĕ ытла чарусăр-çке, — тесе хучĕ.
— Унччен чарăнать. Тĕрĕссипе вара, ĕçке-çике ăна шăпах çавнашкал çанталăкра тумалла, лайăх чухне ĕçлемелле.
— Хăв мĕнле хушатăн, Сахар, çапла пулать. Эпĕ хăçан сан сăмахăнтан иртнĕ, — килĕшрĕ Тарье.
— Санран ăслă хĕрарăм тĕнчере çук, — терĕ те Сахар арăмне ачашшăн чуптуса илчĕ. — Ыранах, çук, паянах хатĕрленме тытăнар. Сăра çĕр витререн кая ан пултăр. Эрехне эпĕ хам пĕлетĕп. Апат-çимĕçне эсĕ пĕл. Хăвна пулăшма Петĕр арăмне, Хрестука тата аслă аппун икĕ хĕрне чĕнтер. Вĕсем апат-çимĕçе ăста пĕçереççĕ. Хатĕрленсе çитме миçе кун кирлĕ?
Тарье аптăраса тăнă хыççăн:
— Каплах пулсан, пĕр-ик эрне те иртет пуль, —тесе хучĕ.
— Икĕ эрне те мар, пĕрре те мар. Шăп та лăп вунă кун.
— Юрĕ, Сахар, тăрăшăпăр. Ĕçкĕре сан енчисем те пулаççĕ пуль? — упăшки çине ăшшăн пăхма тăрăшса ыйтрĕ арăмĕ.
— Хам енчисене эпĕ хам пĕлетĕп. Эсĕ вара хăвăн енчисене пĕрне те ан хăвар.
Тарье пӳрте кĕчĕ, Сахар çаплах каллĕ-маллĕ утрĕ. Унтан, шухăшламан çĕртенех, хăй тыткăнра чухне арăмĕ кунта мĕнле пурăннине аса илчĕ. Захар Петрович Озеров хыпарсăр çухални çинчен Тарьене штабран çырса пĕлтернĕ. «Хыпарсăр çухалнă» тени вăл вилнĕ тесе пĕлтерни мар-ха тенĕ те Тарье, чĕринче мĕн тери йывăр пулин те, ăна çынна систермен. Хăйпе пĕрле пĕчĕк Сергее лартса, Пăвари хуçасем патне кайнă, вĕсенчен тавар туянса киле илсе килнĕ, хăех пушатнă, хăех суту тунă.
Çулталăк иртнĕ. Мăшăрĕнчен нимĕнле хыпар та, нимĕнле сас-чӳ те пулман. Тарье хитре сăнĕ çине пăхса, ăна ăмсанакансем вара сахал пулман, Хусанти ватă купцасен ывăлĕсем, Пăвари çамрăк сутуçăсем... Вулăсри пуçлăхсем те час-часах кĕрсе тухнă ун лавккине. Тавар илме мар, упăшки вăрçăра çухалнă хитре хĕрарăм çине пăхса савăнма кĕнĕ вĕсем. Пĕррехинче Тарье ячĕпе çыру килнĕ. Анчах ăна вырăсла çырнă. Хуçа арăмĕ вырăсла пăртак кăна чухланă. Вара Тарье, Сергее çавăтса, çыруне илсе, шкулта ĕçлекен учитель патне кайнă. Василий Александрович шăпах Сергейĕн хреснашшĕ пулнă.
Учитель çырăва малтан ăшĕнче вуласа тухнă та салхуллă куçĕсемпе Тарье çине пăхнă.
— Кума, ку аван мар çыру. Эсĕ ăна ан ĕнен. Унта штаб пичечĕ таврашĕ çук. Ултавлă çыру, — тенĕ учитель.
— Çапах та мĕн çырнă-ха унта?
— Çырăва вырăсла çырнă. Акă мĕн тенĕ унта. Сирĕн мăшăрăр Захар Петрович Озеров вăрçă хирĕнче вилчĕ, текех эсир ăна ан кĕтĕр. Сирĕн пата çак кунсенчех ман евчĕ пырать, вăл ман çинчен йăлтах каласа кăтартать. Хирĕç пулмасан, эпĕ сирĕнпе мăшăрланма хатĕр. Манăн арăм та, ача-пăча та çук тенĕ. — Учитель Тарье çине пăхнă та:—Хăйĕн адресне те кăтартман, —тесе хушса хунă.
— Парăр-ха кунта. — Тарье çырăва каялла илнĕ те, ăна çавăнтах чăр-чăр! çурса, кăмакана ывăтнă.
Тепĕр кунне килнĕ евче пӳртне те кĕртмен. «Эпĕ сан пек çынсене йышăнмастăп. Ăçтан килнĕ — çавăнта кай» тенĕ те, крыльцаран каялла кĕрсе кайнă.
Кунашкал япаласем пĕрре кăна мар пулнă. Тепĕр чухне шукăль тăхăннă япшар чĕлхеллĕ хусахсем куçа-куçăн тăрса калаçма, пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă, анчах Тарье пĕрне те хăй çывăхне яман.
Пĕррехинче тата, упăшки çухалнăранпа икĕ çул ытлашшипех иртсен, тĕлĕнтермĕш çыру килнĕ. Конверчĕ çине темиçе çĕре пичет хунă. Тарье тӳрех кумăш патне чупнă.
— Кум, темле çыру килчĕ. Вуласа пар-ха хăвăртрах, — васкатнă хĕрарăм.
Василий Александрович çырăва илсе апла-капла çавăркаласа пăхнă та:
— Тарье кума, кăна вырăсла çырман. Ахăртнех, нимĕçле пулма кирлĕ. Эпĕ вара нимĕçле вулама хам та пĕлместĕп. Вĕрентмен пире, — тенĕ учитель.
Канашланă. Ăçта, кам нимĕçле вулама пĕлет-ши?
— Хамăр вулăсра темле çав. Нимĕçле пĕлекен çын çинчен илтмен эпĕ. Елчĕкре мĕнле-ши? — Тарье çине пăхнă учитель.
— Василий Александрович, Елчĕкех çитсе килем-ши? — ыйтнă Тарье.
— Çитессе çит те... Хусанта пурах-ха вĕсем, — хушса хунă учитель.
Тарье, хăйпе юнашар Сергее лартса, тепĕр куннех Елчĕке çитнĕ, тӳрех кантур çуртне кĕнĕ, хăй мĕн нушапа килнине пĕлтернĕ.
Кантуртасем пуçĕсене сулакаласа илнĕ те: «Çук пирĕн нимĕçле пĕлекен», — тенĕ.
Тарье каллех кумăш патне кайнă, ăна тархаслама пуçланă.
— Василий Александрович, сирĕн халь каникул. Сахар ячĕпе ыйтатăп. Тархасшăн, манпа Хусана пырăр. Эсир вĕреннĕ çын, йĕркине пĕлетĕр.
— Тарье кума, хаваслансах килĕшетĕп. Хусанта пулманни нумай-нумай пулать. Ыранах тухса кайăпăр. Сергее те ил. Вăл ман креснăй ывăл, — килĕшнĕ учитель.
Хусан университетĕнче Василий Александрович нимĕç чĕлхине вĕрентекен профессора çăмăллăнах шыраса тупнă. Куçлăхлă, сухаллă профессор килĕшнĕ. Учительпе Тарьене вăл' çырăва вуланă майăнах вырăсла куçарса акă мĕн пĕлтернĕ:
«Дорогая Дария Филипповна, ваш муж Захар Петрович Озеров жив и здоров. Он шлет вам и своим детям поклон и горячий привет. Скоро ожидается обмен военнопленными. Ждите. Всего вам хорошего. Будьте здоровы...»
Профессор сăмахĕсене учитель чăвашла куçарса пынă. Тарье куçĕнчен çавăнтах куççулĕ юхса аннă. Вăл профессор умне чĕркуçленсе ларнă. «Спасибо, спасибо сире ырă хыпаршăн», — тесе мăкăртатнă, çав хушăрах учитель енне çаврăннă та: «Мĕн чул тӳлемелле?»—тенĕ.
Василий Александрович кумăш сăмахĕсене вырăсла профессора пĕлтерсен, лешĕ сухалне сиктерсе кулса илнĕ, тем каланă. «Мана нимĕн те кирлĕ мар. Лайăх хыпăр пĕлтерме тивĕç пулнăшăн эпĕ çав тери хавас», —тенĕ иккен вăл.
Тарье, пуçне тайса, профессора тав тунă та ывăлне ыталаса илнĕ. «Ачам, ывăлăм, Сергей, аçу вилмен, часах киле таврăнать», — тенĕ.
Тепĕр кунне Сахар чĕрĕ, вăл часах яла таврăнать текен хыпара пĕтĕм ял пĕлнĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...