Çавраҫил :: Çиччĕмĕш сыпăк
Пĕр тухнă-тухнах уй таврах çаврăнса килем-ха тесе, Сахар лаши çине утланса ларчĕ те ăна малалла уттарчĕ. Акă, анлă уйăн шăп та лăп варринче, Сĕре хĕрринче, ем-ешĕл курăк ӳсекен айлăмлă вырăн пур. Çакăнта, таçтан та таçта çити саркаланса, виçĕ ватă йăмра ӳсет. Пĕрин икĕ ытампа çавăрса тытмалăх сарлака хулăн вулли хăвăллансах кайнă. Кашни виçĕ тĕп кутĕнченех тап-таса та сип-сивĕ шывлă çăлсем тапса тăраççĕ. Сахар каллех лаши çинчен анчĕ, шăхăра-шăхăра лашине çăл шывĕ ĕçтерчĕ, хăй те ывăçласа ĕçрĕ — çак шăрăх çанталăкра унăн чунĕ уçăлсах кайрĕ. Вăл нумай тăмарĕ, лашипе калаçа-калаçах ун çине хăпарса ларчĕ те малалла уттарчĕ. Лаша çинче ларса пынă майăн унăн пуçне тем тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет, тахçан пулса иртнисем те аса килеççĕ. Анчах та вăл вĕсене аталанса кайма памасть, ытларах тăван тавралăха пăхса, унăн илемĕпе киленсе пыма тăрăшать. Таçта тӳпере çăмламас шурă упасем пек пĕлĕт кӳмерккисем ерипен шуни курăнать. Вĕсенчен пĕри-пĕри хĕвел тĕлне пулсан Сахар çине сулхăн мĕлке ӳкет те, вăл кăкăр тулли ассăн сывласа илет, ăна çĕнĕ вăй кĕнĕ пек туйăнать. Пĕлĕт татăкĕ малалла шуса иртсен, каллех хĕвел урисем пĕçертме пуçлаççĕ.
Сылтăмра, ыраш уйĕ урлă, йывăç тăррисем курăнма пуçларĕç. Сахар икĕ урипе те лаша хырăмне хĕстерчĕ, алăри йĕвен аврине карт-карт! турткаласа илчĕ—янавар юртăпа чупма пуçларĕ, часах уй чиккине те çитрĕ. Кунтан пĕр ял таврашĕ те курăнмасть. Йĕри-таврах тĕрлĕрен тырпул çитĕнекен уй, уй, уй...
Сахар лашине уй чиккинчи пĕр вунă хăлаç сарлакăш прачакпа сылтăма пăрчĕ, чĕркуççирен çӳллĕ ӳссе кайнă курăк çийĕн анаталла, паçăр йывăçсен тăрри курăнакан еннелле, уттарчĕ. Юланутçă куçĕ умне кунти курăка çулса типĕтсе, пуçтарса илсе купаланă шĕвĕр пуçлă утă капанĕсем, унта-кунта ӳсекен хурăнсем тухса тăчĕç. Темле тăлăха тăрса юлнă вырăна аса илтерчĕç çак ӳкерчĕксем.
Сахар лаша çинчен çăмăллăнах сиксе анчĕ те йĕвен аврине янавар мăйне çавăрса çыхрĕ, «çи-ха, ирĕклĕ çи» тесе, ăна пуçĕнчен ачашларĕ. Хăй, çав пăч-пач хурăнсем çине пăхса, шухăша кайрĕ. Вăл иртнĕ вăхăтсене асне илме пуçларĕ. Пĕр çирĕм çул каялла, 1906 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче, патша указ кăларнăччĕ. Ана Столыпин указĕ тетчĕç. Унпа килĕшӳллĕн хресченсем хăйсен ирĕкĕпе общинăран тухма пултаратчĕç. 1910 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче çак указа Патшалăхăн 3-мĕш Думинче сӳтсе явнă хыççăн саккун тесех йышăнчĕç. Вара хресчен общинăран тухмаллине çак саккунпа çирĕплетрĕç. Столыпин саккунĕпе килĕшӳллĕн çĕре обществăпа усă курассине пачах прахăçланă. Халĕ ĕнтĕ уйрăм хуçалăхсем хăйсен çĕрне сутса хуласене тухса кайма та пултарнă. Палас тăрăхĕнче кунашкал япаласем пулман тесен те юрать. Анчах та халĕ Сахар тăракан вырăнти пысăк çĕр лаптăкне ялти уйрăм çынсене пама ирĕк панă. Вара ялти чи хастар хресченсем хăйсен çурчĕсене кунта куçарса килнĕ те кашниех икшер-виçшер гектар çĕр илнĕ, çав лаптăка ĕмĕрлĕхех тесе хуçине саккунпа çирĕплетсе панă. Халĕ ĕнтĕ кунта, хăйĕн саккунлă çĕрĕ çинче, кам çĕрĕн-кунĕн ĕçлет, çĕрне тислĕкпе çĕнетсе пырать, вăхăтра акса вăхăтра вырса çапать, кам выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе унăн йăхне çĕнетсе пырать — çавă пуйнăçемĕн пуйса пырать. Çак вырăнсене хуторсем теме пуçланă. Хутора, чăнах та, кахал çынсем куçса кайман. Сахарăн аслă тетĕшĕ Ехрем те пурăнма çакăнта куçнăччĕ, кĕске вăхăтрах пурнăçне самаях саплаштарса янăччĕ. Озеров ас тунă тăрăх, 1909 çулта Раççейри çур миллион ытла хресчен çемйи çав хуторсене пурăнма куçнă. Революци хыççăн Столыпин йĕркисене пăрахăçларĕç. Чăваш Яшминчен çак çăтмах пек вырăна куçса килнисем çурчĕ-йĕрне каялла куçарса кайрĕç те ял хĕррине çĕнĕ урам турĕç, çынсем ăна Хуторкасси тесе ят пачĕç. Шухăшлать те Сахар çав Столыпин саккунĕпе йĕркисенче нимĕнле йăнăш япала та тупаймасть. «Мĕнех, çынна çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Ана никам та чăрмантарман. Йăлтах хăй пĕлнĕ пек ĕçленĕ. Тыррине лайăх çитĕнтерсе ытларах тĕштырă туса илнĕ, май пур таран выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетнĕ, çителĕклех аш-какай тунă. Хăйĕнчен ытлашши тыррине те, ашне те пасара кайса сутнă. Çав лаптăка темиçе çемьене çирĕплетсе пар-ха, мĕн пулĕ? Пĕри теприн çине шанĕ те, вăл манăн мар тесе, аллине çеç сулĕ. Çапла пулни халех курăнать. Елĕкрех кунта, тете патне килсен, çăтмахри пекех туйăнатчĕ, халĕ вара çĕр юхăнма та пуçланă. Тата вуншар çул иртсен мĕн пулĕ кунта? Килти анкарти те çавах-çке. Манăн кӳршĕ Энтрей хĕрĕх сотăй çинчен тăват çĕр-пилĕк çĕр пăт çĕрулми пуçтарса илет, унтан пĕрре урлă пурăнакан Палтай çав çĕр çинченех çĕр пăта çитереймест. Çĕрулми тухăçне эпĕ хам та çав Энтрее çитерейместĕп-ха. Тислĕкне çителĕклĕ кăларма та, çум курăкне вăхăтра тасатма та ал çитмест пулмалла. Ку йăнăша халех тӳрлетмелле.
Сахар лаши патне пырса çамкинчен ачашларĕ, ун çине ларса, каялла уттарчĕ. Килне çитсен, арăмне çапла каларĕ:
— Тарье, ыран ирех ыраш вырма каятпăр. Лавккана хупсах. Килте, пĕчĕккисене пăхма, Ольăна çеç хăварăпăр.
— Хăв та пыратăн-и, Сахар? — савăннă пек пулчĕ арăмĕ.
— Пысăк ĕçе лайăх, йĕркеллĕ пуçласа ямалла. Каярах анатăп эпĕ, — хуравларĕ те хуçа пахча алăкĕ еннелле утрĕ. Кунта вăл аслă ывăлне тĕл . пулчĕ. — Мирун, ыран, Шурăмпуç çăлтăрĕпех тăрса, лашана кӳлсе хур. Хĕвел тухнă çĕре ана çине çитмелле пултăр. Тырă вырма тухатпăр, — терĕ ăна.
— Атте, эсĕ каланă пек пулать, — теме çеç ĕлкĕрчĕ ывăлĕ, ашшĕ пахчана вĕллесем патне тухса та кайрĕ.
Вырмара
Вырма вăхăтĕнче чăвашсем мĕн авлтанах каштари автан виççĕмĕш хут авăтсан вăраннă та, йăпăр-япăр тăрса, хире кайма хатĕрленнĕ. Захар Петрович аслашшĕсен йăлине çирĕп тытса пырать. Паян та çаплах пулчĕ: тул çутăлса çитиччен çула тухма йăлтах хатĕрленсе çитрĕç. Мирун лашине кӳлсе тăратрĕ, каçхинех çĕтĕк-çурăк татăкĕпе чĕркенĕ çурлисене урапа çине хучĕ. Тарье квас тултарнă лакăмне, апат-çимĕç хунă кастрюльне, таса тутăрпа чĕркенĕ çăкăрпа тăварне тухса хучĕ, урапа хыçĕнчен пушă кӳме кăкарчĕ. Часах пурте улăм сарнă урапа çине майлашăнса ларчĕç. Тилхепине Сахар хăй тытрĕ. Мирун пысăк хапхана кайса уçрĕ. Лаша тапранса кайиччен ашшĕ Ольăна чĕнсе илчĕ те:
— Хĕрĕм, çынсемпе пĕрле выльăхсене кĕтĕве хăваласа яр та эпĕ киличчен шăллусем патĕнчен ниçта та ан пăрăн, — терĕ, ăна пуçĕнчен ачашласа.
— Пăрăнмастăп, атте. Пăхсах тăратăп. Выльăхсене те кĕтĕве хăваласа яратăп, — хуравларĕ хĕрачи.
Лаша малалла утса кайрĕ, Оля хапхана хупса юлчĕ.
Хăйсен ани патне çитеспе Сахар пĕр чĕнмесĕр пычĕ, лашине тепĕр хут тĕрĕслесе пăхам-ха тесе, тилхепине лăнчă ячĕ. Янавар йăнăшмарĕ—ĕнерхи çурпилĕк тĕлне çитсен, тăпах чарăнчĕ.
— Çитрĕмĕр, — тесе пĕлтерчĕ те Сахар, лашине çул хĕрринчен кăштах аяккарах пăрса тăратрĕ. Пурте сике-сике анчĕç. Кăкăр ачине лайăх чĕркесе тытнă амăшне анма Сергей пулăшрĕ. Амăшĕ пепкине кӳме çине вырнаçтарчĕ, çиелтен марлĕпе карса хучĕ. Мирунпа Сергей, лашине тăварса, тилхепипе урапаран кăкарчĕç.
Пурте çурпилĕк умне тăчĕç. Сылтăмра, чи хĕрринче, Сахар, унпа юнашар — Тарье, малалла — Мирун, Вова, анапа анана уйăракан касăпа юнашар Сергей. Сахар карттусне хывса сулахай хулĕ хушшине хĕстерчĕ те, пуçне каçăртса, тӳпенелле пăхса, çапла каларĕ:
— Çурли çăмăл та çивĕч пултăр, тырри-пулли тулăх та перекетлĕ пултăр, çан-çурăм вăй-халлă пултăр. Эй, çӳлти аттемĕр, тыррине пухса кĕртме лайăх çанталăк, пире ĕçлеме иксĕлми вăй-хал пар, — терĕ те вăл, хăй çине виçĕ хутчен хĕрес хучĕ. Ун çине куç сиктермесĕр пăхса-итлесе тăракан çемье йышĕ те çаплах турĕ. — Пуçлар, пурте вăйлă пулăр, — хушса хучĕ Сахар юлашкинчен.
Кил хуçи карттусне тăхăнчĕ, пĕшкĕнсе çур ывăçа яхăн хăмăл касса илчĕ, ăна сулахай хулĕ хушшине хĕстерсе, пучахран пĕр шит ытларах аяларахра авса пĕтĕрчĕ, вара, хăмăла çурмалла уйăрса, кĕлте çыххи турĕ те ăна каçалăк пуçне çĕр çине хучĕ._ Ыттисем те çаплах турĕç, анчах Вова, пĕрремĕш хут ана умне çурлапа тăнăскер, ним тума та аптăрарĕ — ун умне ашшĕ пырса тăчĕ.
— Вова, эсĕ васкасах ан ӳк-ха. Малтан Сергей тетӳ мĕнле вырнине пăхса тăр. Кĕлте çыххисене те вăлах туса парĕ сана, кĕлтине те вăлах çыхĕ. Эсĕ майпе-майпе вырма кăна хăнăх. Малтанхи çыххине хамах туса парам-ха сана, — тесе, ашшĕ çыхă турĕ те ăна Вовăпа юнашар хучĕ.
Вырма пуçланчĕ. Сахар пĕрремĕш кĕлтине чĕркуççипе пусса çыхнă вăхăтра çуртри пусси леш енчен хĕрлĕ хĕвел хăй пуçне кăтартрĕ. Хĕвел тухиччен пĕр кĕлте вырма ĕлкĕрнĕшĕн савăнса, Сахар йăл кулчĕ: ратнере ĕмĕртен килекен пархатарлă йăла паян та пурнăçланчĕ— хĕвел тухиччен пĕр кĕлте вырнă.
Ана пуçĕпе е лашапа, е çуран çынсем ирте-ирте каяççĕ, «Сахар Петровчă, турă пулăштăр! Вăй патăр!»—тесе, кăшкăра-кăшкăра хăвараççĕ.
Мирунпа Сергее, ашшĕ вăрçăра тата тыткăнра чухне, амăшĕ вырма вăхăтĕнче хăйĕнчен пĕр утăм та хăварман, ачаллах вырма та, темле тĕрлĕ ĕçе те тума хăнăхтарнă. Халĕ Вова шăпах çав çулсенче. Ача кăна-ха. Унăн ĕçлекен ашшĕ те, амăшĕ те, тетĕшĕсем те пур. Анчах Сахар пĕрех ачашласа çитĕнтермест ăна — ĕçе явăçтарать. Вова вара хăй те ĕçрен пăрăнасшăн мар, тетĕшĕсемпе танах ĕлкĕрсе пырасшăн тапаçланать. Акă ĕнтĕ ăна Сергей тетĕшĕ тăватă хутчен кĕлте çыххи туса тăватă кĕлте çыхса пачĕ. Вĕсене хĕреслетсе хунă пĕр тĕм пулса та тăчĕ. Пиллĕкмĕш çыххине Вова хăех турĕ те тетĕшне кăтартрĕ.
— Маттур. Çыххисене хăвах ту эппин. Кĕлтисене хам çыхăп. Кĕлтене ăна питĕ хытă пăчăртаса çыхмалла. Унсăрăн, типсен, пушанать те салансах каять, —вĕрентсе каларĕ Сергей.
— Эпĕ пăчăртаса çыхаймастăп-и вара? Манăн вăй çук-и? — кӳреннĕ пек пулчĕ шăллĕ.
— Эпĕ апла каламарăм-çке. Выр эсĕ, выр. Авă, аттепе анне пуçĕсене çĕклемесĕр выраççĕ. — Сергей шăллĕне пуçĕнчен шăлса илчĕ те вырма пуçларĕ.
— Ай-яй! — кăшкăрса ячĕ Вова çавăнтах. Вăл çурлине ана çине пăрахрĕ те сылтăм ывăçĕпе сулахай аллинчи кача пӳрнине çатăртаттарса тытрĕ. Ашшĕ пĕр самантрах ывăлĕ патне çитсе тăчĕ, ун аллине çавăркаласа пăхнă хыççăн урапа патне чупрĕ. Унта хывса хăварнă костюм кĕсйинчен бинт тата йода тултарнă пĕчĕк кĕленче илчĕ. Вова пӳрнине часах сĕрсе çыхса та ячĕ.
— Аптăрамасть. Кача пӳрнене çурлапа касмасăр тĕнчере пĕр çын та тырă вырма вĕренеймен, — терĕ те ашшĕ кăмăллăн, ачине хăйĕн пӳрнине кăтартрĕ. — Акă, пăх,
Вова, манăн сан пек чухне кастарнă йĕрсем халĕ те палăраççĕ.
— Апла эсĕ, атте, пĕрре кăна мар, темиçе хутчен те каснă-и? Çук, эпĕ тек касмастăп. Каларĕ тейĕр акă, — терĕ те Вова çурлине ярса та илчĕ.
— Çук, халех юрамасть. Юн кайма чарăниччен тĕм çине кайса Лар, — хушрĕ ашшĕ.
Виçшер тĕм тунă хыççăн çул хĕрринчен чылаях шала кĕчĕç.
— Ачасем, айтăр урапана хамăр ана çине тĕртсе кĕртетпĕр, — пĕлтерчĕ Сахар.
Тарьесĕр пуçне, пурте урапа патне кайрĕç. Сахар туртасем хушшине кĕрсе тăчĕ, иккĕшне икĕ аллине илсе, çул еннелле пăрăнчĕ. Урапана хыçалтан ачисем тĕртсе пычĕç, ана çине пĕр вунă-вун пилĕк хăлаç кĕрсен чарăнса тăчĕç.
— Ачамсем, хам кайиччен хӳшĕ те, сулхăн та тăвар-ха. Мирун, кил кунта, — тесе, ашшĕ аслă ывăлĕ çине пăхрĕ. — Сергей, эпир урапана çĕклесен, эсĕ малти тĕнĕлне куçар.
Сахарпа Мирун, урапан икĕ енне тăрса, унăн малти пайне çĕклерĕç, сердешникĕ тĕнĕлрен тухса çӳлерех çĕкленсен, кӳлĕннĕ Сергей малалла утса кайрĕ. Ашшĕпе аслă ывăлĕ урапан малти пайне çĕре лартрĕç. Кайран, виççĕшĕ пĕрле, ăна çӳлелле çĕклесе тăратрĕç те туртисемпе тĕревлесе хучĕç — çурма хӳшĕ пулса та тăчĕ. Сергей кĕçĕн шăллĕ çывракан кӳмене асăрхануллă туртса килсе хӳшĕ айне лартрĕ. Лешĕ сисмесĕрех юлчĕ пулмалла: сассине те кăлармарĕ — ара, халĕ шăпах тутлă ыйăхпа çывăрмалли вăхăт-çке-ха.
— Тарье, кунта пурте хатĕр. Халĕ апатланăр та, малалла вырма пуçлăр. Кăнтăрла çак сулхăнра кăштах выртса канăр. Каçхине сире илме хам килетĕп. Эпĕ халь киле каятăп: ĕçсем нумай, — терĕ те Сахар арăмне ачисем енне çаврăнчĕ. — Ну, ачамсем, аннĕр мĕнле хушнă пек ĕçлĕр, — терĕ, часах, лаши çине ларса, яла васкарĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...