Çавраҫил :: Улттӑмӗш сыпӑк
Ик халăхăн — пĕр хуйхă
Казаковпа Степанов ял Советне пĕр вăхăталлах çитрĕç, пĕр-пĕрне сывлăх сунса алă тытрĕç.
— Мĕнле çĕр каçрăн, Матвей Александрович?
— Çывăраймарăм тесен те юрать. Енчен енне çаврăнкаласах çĕр каçрăм, Михаил Степанович. Ĕнерхи пушар канăç памасть-ха мана. Мĕнле шутлатăн эсĕ? Ăçтан тухма пултарнă вăл?
— Хам та çавăн пиркиех шутлатăп. Тем-ха мана ку ача-пăча шăрпăкпа ашкăнса пулнă япала пек туйăнмасть. Шухăшласа пăхăр ĕнтĕ, шăпах тата пĕтĕм халăх акатуйĕнче пулнă вăхăтра, — пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ Михаля.
— Тутарсем патне кайса пăхар мар-и, Михаил Степанович? Кайса калаçар. Унта вĕсен коммунистсем те, комсомолецсем те çук. Тен, мĕнпе те пулин пулăшма пулĕ, э?
— Каçăпăр. Хуйхă-суйхă чухне пĕр ăшă сăмах та теме тăрать.
Вĕсем ял Советĕнчен тухса Паласкаса пăрăнчĕç. Пĕри çӳллĕ, тепри ун хулпуççийĕ таран çеç. Çурçĕртен лăпкă кăна вĕрекен ирхи çил Палас леш енчен йӳçĕ çунăк шăрши илсе килет. Каçма урлă каçса çыран тӳпипе хăпарсан, вĕсен куçĕ умне чуна çӳçентерекен хăрушă ӳкерчĕк тухса тăчĕ. Ишĕлмесĕр юлнă кăмакасем хура мăрйисене пĕлĕтелле кăнтарса лараççĕ, пур çĕрте те çунса кăмрăкланнă юпасем, пӳртсемпе хуралтăсен ишĕлчĕкĕсем, çулçисем ĕнсе сарăхнă йывăçсем... Хăш-пĕр çĕрте халĕ те сӳнме ĕлкĕреймен вутпуççисем ерипен йăсăрланса выртаççĕ. Унта та кунта çынсем мĕшĕлтетни курăнать. Хăрушă.
Мечĕт пулнă вырăн çывăхне, çерем çине, арçынсем пухăнса ларнă. Хăшĕ-пĕрисем табак мăкăрлантараççĕ.
Казаковпа Степанов вĕсем патне пычĕç, сывлăх сунчĕç.
— Мен канашлатăр, юлташсем? — пуçларĕ Казаков.
— Пĕтрĕмĕр эпир. Кам алли тума пултарчĕ-ши тетпĕр. Тупсан, хăйне те вута пăрахса çунтарса ямалла та, — маларах тухса тăчĕ çуркунне Панчука лаша сутнă Тевлеш.
— Эпир те ку ача-пăча вăййинчен тухнă япала марах тетпĕр. Сирĕнпе килсе канашласа пăхас терĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ Степанов.
— Мĕн тумалла ĕнтĕ халь пирĕн? Пĕтетпĕр бит. Кунта, акă, Тевлеш мĕн тет, Ленин бабай патне çырса ямалла мар-ши тет, — сăмах хушрĕ тепĕр ватă тутар.
Çынсем шăпăртах пулчĕç.
— Çавăнпах сирĕн пата каçрăмăр та ĕнтĕ эпир. Хăвăр мĕн шутланине, мĕн тăвасшăнне пĕлес тетпĕр, — тавăрчĕ Казаков.
— Кала-ха, Казаков юлташ. Апла Ленин партийĕн членĕ пулсан, Ленина та курнă пуль эсĕ? — Матвей Александрович патне пырса тăчĕ Тевлеш.
— Аякран курнă-ха, хăйпе куçăн тĕл пулса калаçман, — пĕлтерчĕ председатель.
Тутарсем чăвашсене çавăнтах йĕри-тавра сырса илчĕç.
— Хăçан, мĕнле куртăн? Мĕнле çын вăл? — ыйтусем пама тытăнчĕç вĕсем.
— Эпĕ Владимир Ильича 1918 çулта, Мускавра, Хĕрлĕ Площадьре куртăм. Пире, шуррисемпе çапăçма каякан Хĕрлĕ Çар салтакĕсене, трибуна çинчен хĕрӳллĕ сăмах каласа ăсатрĕ вăл.
Тутарсем пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç, суймасть-ши, тĕрĕсех калать-ши? — терĕç хăш-пĕрисен куçĕсем.
— Чăнах та куртăнах-и, Казаков юлташ? — ыйтмасăр тăраймарĕ пĕри.
— Мĕн тесе суймалла вара ман? Ĕненместĕр пулсан, çарта панă документа та кăтартма пултаратăп. — Казаков сылтăм аллине костюмăн шалти кĕсйине чиксе ячĕ, çар билетне кăтартрĕ. — Акă, кунта йăлтах çырнă, — тесе, ăна çынсем еннелле тăсрĕ.
— Кирлĕ мар. Эпĕр çавах вулама пĕлместпĕр. Ара çав, Ленин партийĕнче тăратăн пулсан, епле ĕненес мар-ха, — терĕç тутарсем.
— Акă, Михаил Степанович нумай пулмасть çартан таврăнчĕ. Кăмăлăр пулсан, вăл Ленин сирĕн пек инкеке лекнĕ çынсене мĕнле пулăшни çинчен нумай каласа пама пултарать, — юлташĕ еннелле пуçĕпе сулса кăтартрĕ Казаков. — Леш осетинсемпе мĕнле пулса иртнĕччĕ-ха çав?
— Мĕнле-качки... Пур Кавказра çавăн пек халăх. Йышĕпе пысăках мар, чăвашсем чухлĕ те çук. Эпĕ ун чухне çавăнта çар службинче тăраттăм, — пуçларĕ Степанов. — Вĕсен инкекĕ урăхларах пулнă-ха. Кавказра унта ялсем тусем хушшинче вырнаçнă. Пĕррехинче çапла пĕр яла юланутлă çын вĕçтерсе çитет те: «Сирĕн кӳршĕри яла вăрă-хурахсем тапăннă. Пулăшу ыйтаççĕ сирĕнтен. Хăвăртрах васкăр!»—тесе пĕлтерсе хăварать. Арçынсем вара пурте пекех лашисем çине утланса çав кӳршĕ яла вĕçтереççĕ. Кусем сăртсем хушшинче курăнми пулаççĕ çеç — çак яла шуррисем çитсе кĕреççĕ. Мĕн кăна хăтланмаççĕ вĕсем кунта! Çыннисене вĕлереççĕ, япалисене çаратаççĕ, килĕ-çурчĕсене вут тиверте-тиверте çунтараççĕ, кайран хăйсем тухса тараççĕ. Лешсем каялла çаврăнса килеççĕ, ял вырăнĕнче кĕлпе кăмрăк купи кăна.
— Вара?
— Вар аял çыннисем сирĕн пек пухăнаççĕ те çапла, канашлама пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Юлашкинчен пĕри калать: Ленин патне каяс пулать тет. Чылай калаçнă вĕсем. Унтан пĕр ватă çынна хăйсен ячĕпе Ленин патне Мускава яраççĕ. Çитет хайхи старик Мускава, анчах ăна Ленин патне мар, Цюрупа юлташ патне яраççĕ.
— Кам вăл Цюрупа?
— Вăл-и? Ленинăн çывăх юлташĕ, апат-çимĕç халăх комиссарĕ. Ватă çын Цюрупăна ялта мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех йĕркипех каласа парать. Халăх комиссарĕ унăн адресне çырса илет, юлашкинчен калать хайхине: «Килне лăпкăнах кайма пултаратăн. Пулăшатпăр», —тет. Анчах ватă осетин каялла каясси çинчен шутламасть те. «Юлташ, мана ял халăхĕ Ленинпа хăйĕнпе калаçма хушса ячĕ. Эпĕ ăна курмасăр кайма пултараймастăп», —тет. Вара Цюрупа юлташ телефонпа Ленин патне шăнкăравлать. Çапла, çапла тет, кĕскен осетин çинчен пĕлтерет. Унтан Цюрупа юлташ телефон трубкине хурать те кулса ярать. «Кайрăмăр эппин Владимир Ильич патне. Иксĕмĕре те пыма хушрĕ», —тет. Яла таврăнсан, çав старик Ленинпа мĕн калаçни çинчен пире те, çар çыннисене, каласа панăччĕ. Астăватăп-ха, тепĕр икĕ эрне иртсен, çак ял çыннисене икĕ михĕ укçа илсе пырса пачĕç. «Ленин хушнипе терĕç», —сăмаха вĕçлерĕ Степанов.
Ун сăмахне шыв сыпнă пек шăпăрт итлесе тăнă халăх кĕçех шавласа кайрĕ.
— Пирĕн те çапла тумалла!
— Çыру çырас!
— Ленин пулăшатех!
— Кама ярăпăр?
Казаков аллине çĕклерĕ. Шăпланчĕç.
— Юлташсем, халĕ Владимир Ильич Мускавра мар. Горкăра. Илтнĕ пуль, чирлĕ вăл, — кĕскен пĕлтерчĕ Казаков.
Каллех шавлама пуçларĕç. Анчах хальхинче хытă мар, ерипентерех калаçрĕç. Чирлĕ Ленин хăйсемпе юнашар пулнă пек туйрĕç вĕсем. Канашларĕç. Мĕн тумалла-ши? Чирлĕ Ленина, паллах, чăрмантармалла мар. Кайсан та, тухтăрсем ун патне кĕртес çук. Кăлăхах пулĕ терĕç.
— Кала-ха, Михаля, — сăмах пуçларĕ каллех Тевлеш. — Пирĕн мĕн тумалла-ши халь? Ленин чирлĕ пулсан... — вăл сăмаха каласа пĕтереймерĕ, тепри сăмах пуçларĕ.
— Ленин вăл Чĕмпĕрте çуралнă, ашшĕ чăваш ялĕсенче шкулсем уçнă теççĕ. Тĕрĕс-и ку? —ыйтрĕ пĕри.
— Çапла, Ленин чăнах та Чĕмпĕрте çуралнă. Кунтан пурĕ те çĕр çухрăм çеç. Ленин ашшĕ, Илья Николаевич, чăвашсемшĕн нумай тăрăшнă. Ку та тĕрĕс. Ывăлĕ, Владимир Ильич, Хусанта вĕреннĕ.
Ку сăмахсене илтсен, пурте хавасланса кайрĕç. «Апла вăл пире те аван пĕлет. Кунта çуралнă, кунта вĕреннĕ пулсан, йăлтах хамăр çын. Шухăшласа тăрар мар, яратпăр», —çакăн пек пулчĕ тутарсен пĕтĕмĕшле шухăшĕ.
— Ман шутпа, икĕ çын ямалла. Пĕри тутар, тепри чăваш пултăр. Акă, пĕрне Михаляна сĕнес. Вăл вырăсла лайăх пĕлет, çырма та, калаçма та ăста, учитель, —хавасланчĕ Тевлеш. Унтан тутарсем енне çаврăнчĕ. Эпир кама ярăпăр?
— Тевлеш абзы, сана яратпăр. Эсĕ аксакал пирĕн, çынни те тирпейлĕ, — сĕнчĕ пĕри.
— Тĕрĕс!
— Килĕшес!
Казаковпа Степанов ĕç кун пек çаврăнса кайма пултарасси çинчен паçăр пачах та шутламанччĕ. Мĕн тумалла-ши? Ку вăл чăвашсемпе тутарсене мирлештерес, туслаштарас тĕлĕшпе калама çук ырă пулатчĕ-ха. Анчах ĕçĕ те питĕ кăткăс çав. Ленин Мускавра, Кремльте пулсанах Степанов ун патне кĕме мĕнле те пулин май тупмаллаччĕ, халĕ вара...
Татах калаçрĕç. Юлашкинчен çапла килĕшрĕç. Тутарсем чирлĕ Ленин валли виçĕ листа хăма чей, чăвашсем шăрттан парса яраççĕ. Владимир Ильич питех йывăр чирлĕ пулсан, ăна пушар пирки пĕлтерсе çырнă çырăва памалла мар, хăйсен инкекĕ çинчен сăмахпа та каламалла мар. Кучченеçпе пĕрле урăх шухăшлă çыру хумалла. Ăна çапларах çырмалла. Хисеплĕ Владимир Ильич, эсĕ пирĕн енче çуралнă. Эпир сана чи çывăх тăван вырăнне хуратпăр. Хăвăртрах сывал, эпир аван пурăнатпăр, хамăр пата хăнана килме чĕнетпĕр темелле. Çакăнпа пурте килĕшрĕç.
Муллапа Сахар
Сахар патне паян чи малтан тутар мулли Абдул бабай каçрĕ. Крыльцаран кĕрсенех вăл картишĕнчен хăпаракан Хрестукпа тĕлме-тĕл пулчĕ. Вĕсем чарăнса тăчĕç, пĕр-пĕрин çине пăхрĕç, палларĕç. Хитре чечек пек хĕр хăй çине çиллессĕн тинкерсен, мулла тăруках ним калама аптăраса тăчĕ, унтан тин:
— Эсĕ, кызăм, кунта-и вара? — тесе хучĕ.
— Кунта çав. Ху та халĕ ыйткалама каçрăн пуль-ха. Йытта сăнчăртан вĕçертсе ярам-и эпĕ те? Ун чух эсĕ мана туллаттарнăччĕ, халĕ эпĕ сана. — Хрестук хăвăрт çаврăнчĕ те кил хушшинелле чупса анса кайрĕ. Картиш урлă карса хунă пралукран кăкарнă йытă патне çитсен, чарăнса тăчĕ, сехри хăпнă мулла мĕн тери хыпаланса кĕрсе кайнине курсан, ахăлтатсах кулса ячĕ.
Çав вăхăтра подвал алăкĕнчен ĕçлемелли хура халат тăхăннă Сергей тухрĕ.
— Мĕнрен кулатăн, Хрестук? — ыйтрĕ Сергей.
Сергей нимĕн те ăнланаймарĕ. Хрестук çапла уçă, кăмăллă кулнине вăл пĕрремĕш хут курчĕ. Унăн хĕре яланах çавнашкал савăнăçлă култарса тăтăшах ун çине пăхса тăрасси килчĕ. Кулнă чухне вăл пушшех илемлĕ иккен. Мĕнле асамлă хĕр вăл. Ахаль калаçнă чухне те, вăйăра юрланă вăхăтра та, вараланса-хуралса пĕтсен те, ахăлтатса кулнă самантра та яланах илемлĕ. Е вăл Сергее çеç çапла курăнать-ши?
— Астăватăн-и, Сергей, эпир Мăçтукпа иксĕмĕр пуçтарса çӳренĕ чух эсĕ пирĕн пата çитсе тăнине?
— Астăватăп-çке.
— Ун чух мана мулла йытти тулланăччĕ. Халĕ çав хăй сирĕн пата килчĕ. Пĕркунхишĕн сана та йытăпа туллаттаратăп терĕм те, пӳртелле çил пек вăркăнса кĕрсе кайрĕ,-— ăнлантарчĕ хĕр. —Эпĕ ахаль çеç-ха, шӳтлесе кăна каларăм. Вăл чăнласах терĕ пулас. Тепĕр тесен, мулла тесе, хăрасах тăмалла-и? Манăн унпа, калашле, ача шыва кĕртесси çук. Эпĕ хальлĕхе хам ĕçсене пĕтертĕм, Сергей. —Хрестук пусма тăрăх чупса хăпарчĕ, крыльца алăкне уçрĕ, каялла çаврăнса, — каçчен, — терĕ те çавăнтах çухалчĕ.
«Маншăнах çуралнă вăл. Ун пекки ялта мар, пĕтем тĕнчипе те урăх çук пуль». Сергей подвала анчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...