Çавраҫил :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
Кивçен укçа илнĕ çĕрме пуян кĕçех вилчĕ. Унăн тăванĕ-хурăнташĕсĕр, ача-пăчасăр тăрса юлнă пĕртен-пĕр ватă карчăкĕ Сахара çаплах каларĕ: «Ачам, мана мĕн виличчен этемле пăхса усрăр, çын пек пытарăр. Ун чухне манăн çурт-йĕр те, пурлăх та сире халал пулĕ», —терĕ. Озеров хĕпĕртесех килĕшрĕ. Çавăн хыççăн карчăк çулталăк та пурăнаймарĕ, тепĕр вунă уйăхранах вилчĕ. Чăнах та, лайăх пăхрĕ çав карчăка Сахар, пĕтĕм яла пухса чыслăн пытарчĕ.
Империализм вăрçи пуçланиччен Тарье Сахара икĕ ывăл ача çуратса пачĕ. Унтан ăна вăрçа илсе кайрĕç. Малтанах вăл взвод, унтан рота командирĕ пулчĕ. Пĕр йывăр çапăçура хăйĕн ротине атакăна çĕклесен, ăна ураран амантрĕç те, вăл тыткăна лекрĕ. Венгрири пĕр çĕрме пуян хуçа патĕнче малтанах вăл чăн та нумай асапланчĕ. Чăпта кĕпепе кунĕ-кунĕпе пилĕкшер пăтлă михĕсене çĕклеме тиврĕ.
Пĕррехинче çапла, ĕç хыççăн, хуçа картиш варрине пĕр пичке сăра кăларса лартрĕ, кашнинех, лайăх ĕçленĕшĕн тесе, сăра ĕçтерме пикенчĕ. Сахар сăра ĕçнĕ хыççăн çывăрма кайма тăчĕ, анчах хуçа ăна тепĕр алтăр тултарса пачĕ те, темле çыхă тыттарса, ыран ирхине хăй патне канцелярине кĕме каларĕ. Витене çитсен, Сахар çыххине салтса пăхрĕ. Унтан гимнастеркăпа шăлавар, атă тухрĕç. Тепĕр кунне, тумланса, Сахар канцелярине кайрĕ: «Эсĕ Раççейре пурăннă чух кам пулнă, ăçта ĕçленĕ?»— ыйтрĕ хуçа, тыткăна лекнĕ офицер куçĕнчен чăр пăхса. «Лавкка тытнăччĕ», — тавăрчĕ Сахар. «Шухăшласа пăхрăм та, эпĕ сана весовщик тăвас терĕм. Çынни эсĕ ĕçе пĕлетĕн, хут та вĕреннĕ курăнать. Килĕшетĕн-и?»— ыйтрĕ хуçа. Çапла вара Сахар унăн весовщикĕ пулса тăчĕ. Кĕçех вăрçă та чарăнчĕ. Тыткăнрисене улăштармалли вăхăт çитрĕ. Сахар киле таврăнчĕ. Тарье çак хушăра суту-илӳ ĕçне хăй туса пынă, ачисем те чылай ӳснĕ. Часах акă граждăн вăрçи пуçланчĕ. Уксахлакан. Сахара унта илсе каймарĕç. Вăл пĕтĕм çурт-йĕрне çĕнĕрен тутарчĕ. Шăллĕне те, Петĕре, ура çине тăма пулăшрĕ. Вăрçă пĕтрĕ. Сахар телейне тенĕ пекех, нэп вăхăчĕ пуçланчĕ те, халĕ çуначĕсене пушшех ытларах сарса яма пикенчĕ.
«Совет правительствин çĕнĕ экономика политики çинчен калакан саккунне Ленин хăй алă пусса çирĕплетнĕ. Эппин, ку саккун ĕмĕрлĕхех» тесе ĕненчĕ те Сахар, суту-илӳ ĕçне нихçанхиичен те хĕрӳллĕрех туса пыма тытăнчĕ...
Вăл йĕтемĕ патне çитрĕ. Кивве хăварнă пысăк капанĕ тавра пăхса çаврăнчĕ, арпалăха кĕрсе тухрĕ, унтан йĕтем юпи çумне пырса таянчĕ. Кĕркунне, ашăм аштарнă чухне çеç хăй ĕçне тăвать çав юпа. Унран икĕ лаша кăкарса яраççĕ те, чăпăрккапа хăваласа чуптараççĕ. Лашасен пуçĕ ан çаврăнтăр тесе, вĕсене каялла çавăрса, хирĕçле майлă чуптарма пуçлаççĕ. Ашăм пĕтсен, çав юпа каллех çапла тăлăххăн юлать. Сахар айккинерех кайса тăчĕ, куçĕсене сиктермесĕр юпа çине тинкерчĕ. Унăн пуçĕнче тĕтреллĕ шухăшсем çуралчĕç. Халăхран уйрăм пĕр-пĕччен тĕлленсе çӳрекен çынна: «Мĕн йĕтем юпи пек хытса тăратăн?» — теççĕ. «Эпĕ хам та çавнашкал мар-и? Юпа тавра чупакан лашанни пек пуç çаврăнма пуçламан-ши манăн? Каялла çаврăнса, тепĕр майлă чупма пуçламалла мар-и?» Пăтранаççĕ те пăтранаççĕ Сахар пуçĕнче çавăн йышши тĕрлĕ-мерлĕ шухăшсем.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...