Çавраҫил :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
«Выçă вилем те... пуçтарма каймастăп»
Тутар Яшмин çурçĕр енчи вăрăм урамĕ тăвалла хăпарса каять. Çӳлтен икĕ кустăрмаллă урапа туртнă йĕкĕт анаталла анать. Хăй йĕп-йĕпе тар пулнă, кивелсе кайнă кĕпине йӳле янă, урисене аран сĕтĕрсе утать. Урапи çинче—пĕр тулли михĕ. Тепринне, çурри яхăн çеç тулнине, анине те çыхман. Ăна тулли михĕ çумне тĕртĕнтерсе лартнă. Урапа хыçĕнче — хĕрача. Çине вăл кантăр пирĕнчен çĕленĕ улача кĕпе тăхăннă, тĕсĕ кайнă хура саппун çакнă, пуçне кăвак çитсă тутăр çыхнă, пански чăлха çинчен пушăчĕ сӳслене пуçланă çăпата сырнă, аллинче — тутăхса кайнă тимĕр витре. Хĕрачан тутăрĕ айĕнчен шурă çамки çине кăтраланса тухнă сарă çӳç пайăркисем, тап-таса сенкер куçĕсем, çинçешкерех тӳрĕ сăмси, тăпăл-тăпăл пĕчĕк тути ун çийĕнчи тумтирĕпе ниепле те килĕшеймеççĕ. Апла пулин те куçа ачашлакан кăмăллă пит-куçĕпе хăва пек пиçĕ кĕлетки, тӳрĕ те кĕрнеклĕ урисен ярăнуллă утти ăна çав-çавах ытарайми хитре кăтартаççĕ.
Урапа туртса пыракан çинçешке вăрăм йĕкĕт — Хветутăн аслă ывăлĕ Мăçтук, хыçалтан пыраканни унăн йăмăкĕ Хрестук пулчĕç. Урама кĕрсенех Мăçтук чарăнса тăрса çамки çинчи тарне шăлчĕ. Хрестук тутар килĕн çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ. Ана хирĕç шалпар хĕрлĕ йĕм пĕççисене кăларса янă вăтам çулхи хĕрарăм йывăç пушмакпа шаплаттарса тухрĕ.
— Хветут кызы мăн-и? Ярар, ярар, бирербес1, —тесе, тутар хĕрарăмĕ Хрестук аллинчи витрине илсе кĕрсе кайрĕ, кĕçех унпа чăп-тулли сĕлĕ çĕклесе тухрĕ. — Мăни, чеçерке кирек булыр. Якшы булыгыз2, —тесе, вăл витрине Хрестука тăсса пачĕ.
— Рахмет3—тав туса, хĕр урама тухрĕ, тетĕшĕпе инкĕшĕ ку сĕлле халиччен ахалех выртса пынă пушă миххе пушатрĕç.
— Мĕнле ырă хĕрарăм. Туллиех панă. Ыттисем те ун пек пулсан, аптăрамăттăмăрччĕ те, — хĕпĕртесе мăкăртатать Хрестук.
Ку таврара йăли çавăн пек. Пĕр-пĕр кил çунса кайсан е урăх мĕн те пулин çавăн пек инкеке пула çука юлсан, çак çемье таврари ялсене пуçтарса çӳреме тухса каять. Лаша пуррисем лашапа, лашасăррисем кустăрмаллă урапапа ял-ял тăрăх çӳреççĕ. Кам мĕнпе пултарать, çавăнпа пулăшать вĕсене. Пĕри тырă, тепри çăнăх, виççĕмĕшĕ çĕрулми е мĕн те пулин çие тăхăнмалли парать, хăшĕ-пĕрисем «хамăрăн та çук» тесе, каçару ыйтнă пек айăплăн пăхаççĕ те хĕрхенсе ăсатса яраççĕ.
Мăçтукпа Хрестук та çав йăлапах пуçтарма тухнă. Вĕсем халĕ Кĕçĕн Палас тăрăхĕнчи Хирти Пăвара пулнă та яла таврăнаççĕ. Хирти Пăвана кунтан хир урлă тӳрĕ каякан урапа çулĕпе шăпах сакăр çухрăм пулать. Çула май, тен, тулман миххе тултарăпăр-и тесе, вĕсем кӳршĕри Тутар Яшминче те пуçтарас терĕç. Кунта пĕлекенсем нумай, тен, ытларах та парĕç. Чăнах та, акă, пĕрремĕш çуртрах вĕсене пĕр витре сĕлĕ пачĕç. Ах, ытла та йывăр-çке вăл çын патне пушă витрепе кĕрсе мĕн те пулин ыйтасси! Анчах мĕн тăвăн-ха, чĕрĕллех шăтăка кĕрсе выртаймастăн.
Хрестук, пушă витрине сулкаласа, хирĕçри çурт еннелле утрĕ. Çапла вăл урама хирĕçлĕ-мĕреслĕ каçса çӳрерĕ. Пĕрисем çĕрулми, теприсем, ывăçласа, ыраш пачĕç. Хăш-пĕрисем чей те ĕçтересшĕн пулчĕç, анчах Хрестук лармарĕ, тав турĕ те тепĕр кил еннелле васкарĕ. Çурчĕ кусен тĕреклĕ, ултă кĕтеслĕ. Йĕри-тавра кăшт-кашт йывăç та пур. Çӳллĕ вырăсла хапхине пĕлтĕр çеç тутарнă. Хĕр шаккаса-туса тăмарĕ, калинккен чакак хӳри пек мăкăрăлса тăракан тимĕр пускăчĕ çине пусрĕ те, алăкĕ хăйне хăех чĕриклетсе уçăлса кайрĕ. Анчах Хрестук ăна-кăна тавçăрса илме те ĕлкĕреймерĕ, ун çине кил хушшинчи хуп-хура йытă сиксе ларчĕ те тулама пуçларĕ. Сехри хăпнă хĕр пĕтĕм вăйран çари-и! çухăрса ячĕ. Мăçтук питĕ хăвăрт ун патне талпăнса çитрĕ. Те вăрăм çынран хăраса кайнипе, те хуçи кăшкăрса тăкнине илтсе, йытă çавăнтах, каялла тапса сиксе, кĕлет айне чăмрĕ. Халĕ те ăна-кăна тавçăрма пултарайман Хрестук юпа пек шак хытса тăчĕ. Тетĕшĕ:
— Вит кĕпӳне, — тесе асăрхаттарсан çеç вăл хăй çине тинкеререх пăхрĕ те, вăтаннипе ĕнтĕ, йытă çурса антарнă кĕпипе ӳтне хуплас вырăнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчĕ, икĕ аллипе те питне, куçĕсене хупласа ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ, хăвăрт çаврăнса урама тухрĕ, урапа çинчи михĕ çине выртса, кăшкăрса йĕме пуçларĕ.
Шакла пуçне укапа тĕрленĕ тӳпеттей, çине шалпар шурă кĕпепе хура шăлавар, урине сарă атă тăхăннă мулла, пĕчĕк çеç шап-шурă сухалне сăтăркаласа:
— Эй, алла... Эй, алла писмилля, — тесе мăкăртатрĕ. Мăçтук, мулла çине пăхмасăрах, йăмăкĕ пăрахса хăварнă пушă витрине илсе каялла çаврăнса утрĕ. Калинкки хупăнсан, картишĕнче каллех йытă хăрлатса вĕрни илтĕнчĕ.
Урапа патне пырсан, Мăçтук хăлхине йăмăкĕн чĕререн тарăхса тухакан сăмахĕсем ыраттарса кайрĕç:
— Çуртсăр пурăнам-и, выçă вилем-и, хăть чĕрĕллех шăтăка кĕрсе выртам-и те, — тек пуçтарса çӳреме тухмастăп! Юлашки кĕпесĕр тăрса юлтăм. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ манăн?! Ăçта кайса кĕмелле?!
Хрестукăн чунĕ çапла тулашса тăвăннă вăхăтра вĕсем патне çăмăл урапа кӳлнĕ лаша çитсе чарăнчĕ. Учĕ самăр, кӳлмелли хатĕрĕсем чĕнрен, урапи çине утă-улăм сарнă та, ăна йĕрлĕ-йĕрлĕ паласпа чĕркесе, меллĕ ларчăк тунă. Ун çинче çутă сенкер куçлă, урисене вĕр-çĕнĕ сăран атă, пуçне ула кепка тăхăннă йĕкĕт ларать. Мăçтукпа Хрестука асăрхасан, вăл урапа çинчен сиксе анса вĕсем патне пычĕ. Ку Сергей пулчĕ иккен. Вăл Хирти Пăвана ашшĕпе пĕртăван аппăшне леçме кайнă та халĕ пушăллах килне таврăнать.
— Чим-ха, кӳршĕсемех пултăр-çке! Сывлăх сунатăп сире, — тараватлăн сăмах хушрĕ вăл.
Хĕр çавăнтах ĕсĕклеме чарăнчĕ, анчах вăтаннипе пуçне çĕклеме те хăяймарĕ. Унтан кĕпине йытă çурнине ас турĕ те, пĕтĕм çан-çурăмĕ вут пек тĕлкĕшме пуçларĕ. «Курмарĕ-ши хуть? Ах, ма килсе тухрĕ-ши пĕрех хут?»— тесе, аллисемпе кĕпине хуплама тăчĕ.
Йĕкĕт çакна асăрхарĕ-ха, хăйне те темле аван мар туйăнса кайрĕ, çапах та йăпатса лăплантарма хăюлăх çитерчĕ çитерчех.
— Ан кулян, Хрестук. Уншăн эс айăплă мар-çке. Юрать-ха, хăвна амантса пĕтермен, — терĕ йĕкĕт чунтан тухакан сасăпа.
Хрестук кăштах пуçне çĕклерĕ те, Сергей çинелле, тем айăпа кĕнĕ пек, именчĕклĕн пăхса илчĕ. Çак самантра хĕр ăна тĕнчере çук илемлĕ пек курăнчĕ. Вăл çийĕнчех ним сăмах калама та пĕлмерĕ.
— Мăçтук, пуçĕнчен кайса тыт-ха лашана, — терĕ Сергей Мăçтука, учĕ малалла утса кайма тăнине курса.
Мăçтук, лаша умне пырса, ăна йĕс тӳмеллĕ йĕвенĕнчен çавăрса тытрĕ.
— Питĕ курса калаçас килет санпа, Хрестук, — шăппăн мăшăлтатса каларĕ хĕре Сергей. —Каçхине, тĕттĕм пуласпа, курнăçăпăр-и? Эпĕ лавкка крыльци çинчен хунарпа виçĕ хутчен çутатса илетĕп те сан пата каçатăп. Ан хăра эсĕ. Эпĕ тем усалпа мар. Юрĕ-и?
Хĕр пичĕ, именнипе, чие çырли пек хĕрелсе кайрĕ, куçне çĕрелле тартрĕ те:
— Темле-çке. Хăрама хăрамастăп-ха эпĕ санран. Эсĕ ырă çын, пĕлетĕп. Çапах та... — терĕ вăл.
— Ну, мĕн-ха тата? Хамăр кăна пĕр-пĕрне куратпăр. Çын умĕнче те мар. Юрĕ-и, Хрестук?
— Юрĕ, эппин, — пуçне пушшех те усса килĕшрĕ хĕр. Йĕкĕт чĕри кăртах сиксе илчĕ. Май пулсан, вăл çак ытарайми чечек пек хĕре самантрах урапи çине лартĕччĕ те ăна, хăй çумне ăшшăн-ăшшăн çупăрласа, таçта тĕнче хĕррине çитичченех вĕçтерсе кайĕччĕ.
— Чим-ха, Палас урлă мĕнле каçасшăн эсир? —пĕр кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Сергей.
— Пĕлместпĕр-ха, темле... — хăюсăррăн тавăрчĕ хĕр. Сергей лавĕ патне утса пычĕ.
— Акă мĕн, Мăçтук. Капла Палас урлă каçаймастăр эсир.
— Темле çав... Тем тумалла ĕнтĕ...
— Çапла тăватпăр. Михĕсене ман урапа çине хуратпăр та, хăвăр урапăра манăннинчен кăкаратăр. Хăвăра та хам лавпа лартса каçаратăп.
Сергей, лашана каялла тĕртсе чакарса, Хрестук патне пычĕ. Хĕр çак хушăра хăйне йĕркене кĕртме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăл кĕпе çурăкне саппунĕ айĕнче курăнмалла мар туса çыхнă, тутăрне те тӳрлетнĕ. Сергей тулли миххе çĕклесе хăй урапи çине кайса хучĕ, тулли маррине те çавăнтах майлаштарса лартрĕ. Унтан тĕкмелле урапана пысăккинчен кăкарчĕç, хăйсем тулли лав çине улăхса ларчĕç. Çак халлĕнех вĕсем Хрестуксем пурăнакан уксах Усли килĕ тĕлне çитсе чарăнчĕç.
Лавкка чӳречинчен сăнаса тăнă Тарье ывăлĕ вăр-вар ĕçленине курса, пĕрре савăнчĕ, тепре хăраса та кайрĕ. «Каччă пулчĕ те-ха, анчах...» Унăн пуçĕнче паллă мар шухăшсем пăтранчĕç.
«Эс мана пурнăçа ăнланма вĕрент»
Паçăр, кăнтăрла, Сергей хăйне «эпĕ лавкка крыльци çинчен хунарпа виçĕ хутчен çутатса илетĕп» тенĕ хыççăн, Хрестук самантлăха та канăç тупаймарĕ. Ана паян хăй ĕмĕрĕнче чи пуçласа йĕкĕт хăйпе тĕл пулса калаçма чĕнет. Эппин, кĕçĕрхи каç ун ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут каччăпа курнăçмалла. Никам çук, никам илтмен çĕрте. Мĕн калаçма пĕлмелле-ши унпа, йĕкĕтпе? Тата мĕнлерех калаçмалла? Хĕрĕн хăйне мĕнле тытма пĕлес пулать-ши ун пек чухне?
Каç пуласса кĕтнĕ май Хрестук пĕр вĕçĕмех çав шухăшсемпе асапланчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл хăйне ача шутĕнчен тухса хĕр пӳне çитнĕ пек туйрĕ. Лара-тăра та пĕлмерĕ: пĕрре пӳрте кĕчĕ, тепре картишне тухрĕ, унтан каллех кĕчĕ, каллех тухрĕ, — ниçта та хăй валли вырăн тупаймарĕ. Пĕрре унăн хăвăртрах каç пултарасси килчĕ, çав хушăрах хĕвел анса ларассинчен те хăрарĕ. Çапах та, каç пулнă-пулманах, лавкка енчен хунар виçĕ хутчен çуталса илессе канăçсăррăн кĕтме-сăнама пуçларĕ...
Сергейсен пӳртĕнче вуннăллă лампа çуталса кайсан, Хрестук хăй сисмесĕрех кăкăрне чăмăртаса тытрĕ, темшĕн çак самантра ăна чĕри кĕç-вĕç тухса тарас пек туйăнчĕ. Ытла та вĕри, ытла та вăйлă пуль çав унăн чĕри. Хрестук калинкке алăкĕнчен тухмарĕ, аслăк хыçĕпе çаврăнса, пӳртĕн çурçĕр енне пырса тăчĕ. Кунта йывăç-мĕн çук, йăлтах уçă. Картине те пулин пĕтĕмпех пăр ишсе-çĕмĕрсе кайнă. Лавкка крыльци те кунтан тĕлме-тĕлех курăнса ларать.
Чим-ха, мĕн пулчĕ вара ку? Крыльца тĕлĕнчен урамалла виçĕ хутчен тем тăршшĕ кĕлте пек вăрăм çутă ӳкрĕ те çухалчĕ. Хрестук кунашкал çутта нихçан та, ĕмĕрĕнче те курманччĕ-ха. Хунар çути унашкал пулмалла мар-çке. Хĕр, куçа усал курăнмарĕ-ши тесе, çӳçенсе илчĕ. Çак вăхăтра вăл хăй патнелле хура мĕлке çывхарса килнине асăрхарĕ.
— Хрестук, кунта-и эсĕ? —тенине илтсен çеç чĕри лаштах кайнă пек пулчĕ.
— Кунта, Сергей. — Хĕр, пӳрт çумĕнчен уйрăлса, темиçе утăм малалла ярса пусрĕ.
— Ырă каç пултăр сана, Хрестук, — терĕ те шăппăн йĕкĕт хĕрĕн вут пек пĕçерекен аллине çупăрласа чăмăртарĕ.
Хрестук ним калама та пĕлмерĕ, аптăранă енне:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...