Çавраҫил :: Иккӗмӗш сыпӑк
Ваçка çинче Антун ларса пынине курсан, Микуль вĕриленсе кайрĕ.
— Ан! — кăшкăрчĕ вăл, аллисене чăмăртаса.
Çак самантра Антунпа такана ытти ачасем çавăрса илчĕç.
— Вăт, Антун тесе тăр ăна.
— Ахальтен кукша мар ĕнтĕ вăл.
— Мĕншĕн апла каласа кӳрентеретĕи? Вăл хăй ирĕкĕпе туман-çке ăна?
Антун, хăрах аллине çаплах мăйракаран вĕçертмесĕр, така çинчен анчĕ, шĕвĕр пӳрнипе карттус хыçĕнчен кукшине кăтăртаттарса илчĕ (мур илесшĕ, хăй сисмесĕрех алă çавăнта пырать-çке!), унтан пурин çине те пăхса çаврăнчĕ те:
— Акă мĕн, ачасем. Качакасем йывăç тунисене кăшланăшăн эпир пурте айăплă. Кăвайт патĕнче айланса, эпир вĕсем пирки мансах кайнă. Çавăнпа та кун çинчен никама та пĕлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрĕ.
— Пирĕн качака çук. Эпĕ аттене каласа паратăп, — мала тухса тăчĕ пĕри.
Ун умне Вова тухса тăчĕ.
— Пĕлетĕр-и, йăмра вăл хастар йывăç. Айтăр, качакасем кăшланă вырăнсене юшкăнпа шăлса тухар. Вара пурте чĕрĕлеççĕ. Пĕри те хăрмасть. Пирĕн атте яланах çапла тăвать, — канаш пачĕ Вова,
— Тĕрĕс! — харăсах илтĕнчĕ темиçе сасă.
Ачасем, хавасланса кайса, качакасем кăшлама ĕлкĕрнĕ йывăç тунисене юшкăнпа шăлма пуçларĕç.
— Хулăнрах сĕрĕр, ачасем, хулăнрах. Акă, çапла. Пирĕн атте çапла сĕрет, — тесе, Вова юшкăна мĕнле сĕрмеллине кăтартать. Хăшĕсем пăхаççĕ ăна, хăшĕсем хăйсем тĕллĕнех ĕçлеççĕ. Вова пĕр пысăкрах йăмра патне çитсе тăчĕ, темрен тĕлĕнсе, мăн çын пекех пуçне сулкаласа илчĕ:— Э-э, кăна капла юрамасть. Кăна, авă, йĕри-таврах кăшлама ĕлкĕрнĕ. Кăна юшкăнпа сĕрнĕ хыççăн çиелтен çĕтĕкпе çыхса лартмалла. Ыран килтен илсе килетĕп, — тесе, икĕ ывăçĕпе юшкăн ывăçласа илчĕ, ăна качака хырса илнĕ вырăна лачлаттарса хучĕ.
Ачасем ĕçлесе пĕтерчĕç, аллисене çуса, улăха тухрĕç. Сурăхсене курăк çăрарах та вăрăмрах тухнă вырăна хăваласа кайрĕç, качакасене улăх варринех хӳтерсе ячĕç. Унтан каллех пурте кăвайт тавра пухăнчĕç.
— Камăн миçе çĕрулми пулнă? —ыйтрĕ Антун.
— Манăн пиллĕк...
— Манăн виççĕччĕ...
— Манăн çĕрччĕ, — персе ячĕ пĕр пĕчĕкки. Ун çине пăхса пурте кулса ячĕç.
— Çĕр мар, пин пуль, пепке, — ăшшăн кулса каларĕ пĕри.
— Пин çав, пин, — хăйĕнчен кулнине сисмесĕр, лăпкăн çирĕплетрĕ пепке.
Каллех кулса ячĕç. Антун, аллинчи туйипе кăвайт кĕлне сиркелесе, çĕрулмисене кустарса кăларма пуçларĕ.
— Ку камăн?
— Манăн.
— Ку?
— Манăн.
Ачасем вĕри çĕрулмине кĕпе аркисем çине илеççĕ те айккинелле кайса лараççĕ, сумкисенчен тăвар е çăкăр чĕлли, е пашалу кăларса, çиме пуçлаççĕ.
Вовăн кĕлре пиçнĕ çĕрулмине шутсăр çиесси килет. Анчах ăна амăшĕ çĕрулми мар, икĕ çăмарта пĕçерсе парса янă. Вовăн çăмарта çине пăхасси те килмест. Акă вăл Микуль патне пычĕ, унпа юнашар ларчĕ.
— Микуль, эпĕ сана çăмарта паратăп, эсĕ мана çĕрулми пар. Улăштаратпăр, юрать-и? — терĕ Вова, куçĕсене çĕрулми çинчен сиктермесĕр.
— Эпĕ çăмарта çиме вĕренмен çав. Пирĕн чăхсем çук, — тавăрчĕ Микуль.
— Вĕренмен пулсан, вĕренетĕн. Акă, ме. Эпĕ сана икĕ çăмарта паратăп, эсĕ мана пĕр çĕрулми çеç пар, —тесе, Вова кĕсйинчи çăмартасене кăларса Микуль умне хучĕ, анчах лешĕ илмерĕ.
— Эпир çĕрулмипе те лайăх пурăнатпăр. — Микуль хĕвĕнчен хуп-хура пашалу кăларчĕ, ăна çурмалла хуçса, пĕр татăкне Вова еннелле тăсрĕ. Вова тăруках илме именсе тăчĕ, унтан, тен, çĕрулмине те парĕ тесе, пашалу татăкне аллине илчĕ, пĕр çăвар çыртса, чăмлама пуçларĕ, часах каялла сурса кăларчĕ.
— Микуль, ан çи эсĕ ăна. Акă, ман çăкăра та, çăмартасене те, çĕрулмине те хăвах çи. Манăн çиес килмест, — тесе, Вова хутпа чĕркенĕ çăкăрне те тăлăх ача умне кăларса хучĕ.
Çак самантра Шурти касран улăх еннелле пĕр лав шăвăнса тухрĕ. Лавăн икĕ енĕпе икĕ çын пырать, урапа çинче тата виç-тăваттăн лараççĕ. Кунта нимĕнле çул таврашĕ те çук, ăçта кайма тухнă пулать-ха вĕсем?
— Ачасем, ку пулăç Хĕлип тете лаши. Лавпа юнашар пыраканĕ — Хĕлип тете, —сиксе тăчĕ Антун.
— Ăçта каяççĕ вĕсем?
— Мĕнле ăçта? Пулла каяççĕ. Улăхри кӳлĕсене темĕн чухлĕ пулă пӳлĕнсе юлнă, — ăнлантарчĕ кукша.
Ачасем тавлашма пуçларĕç.
— Айтăр эпир те унта каятпăр.
— Хĕлип тете усал вăл. Каялла хăваласа ярĕ.
— Мĕншĕн хăвалатăр? Унăн кӳлли мар.
— Кайрăмăр!
Улăхри кӳлĕ ейӳ чакса кайнă хыççăн тăрна куçĕ пек тăрăлса ларнă. Хĕрринче мĕн тĕпне çитиех витĕр курăнать, шаларах вара, тарăнланса пынăçемĕн, тĕксĕмленсе, хуралса пырать. Унтан тĕм-хура курăнма пуçлать.
Хĕлип мучи лашине кӳлĕ патне çитиччен пĕр аллă-утмăл метрта чарчĕ. Ыттисем урапа çинчен яштах! сиксе анчĕç, сĕрекене майлаштарма пуçларĕç. Хĕлип мучи, аллине çĕклесе, тем каларĕ те пĕр-пĕчченех кӳлĕ хĕррине пырса тăчĕ, кукленсе ларса, аллине шыва чиксе пăхрĕ. «Сивĕрех, анчах кĕтме юрамасть. Кая юлсан, каю шăтать, пĕр пулăсăр та тăрса юлма пулать. Ытла тăрă. Малтан шыва пăтратмалла. Пулăсем серекене курми пулччăр», — мăкăртатрĕ вăл хăй тĕллĕн.
Пулăçсем чăлхи-çăпатисене салтса хыврĕç, çара уран юлчĕç, анчах кĕпи-йĕмĕсене хывмарĕç. Сĕрекене тăсса, апла-капла виçсе пăхрĕç.
— Сĕреке çакăн тăршшĕ тепĕр иккĕ пулсан, тӳрех пĕтĕм пулла сĕтĕрсе кăларма пулатчĕ те, ну, юрĕ, урăхла майлашăпăр, — сăмах хушрĕ Хĕлип мучи. Вăл пĕрне лаша тилхепине тата урапа çинчи вĕрене илсе килме хушрĕ. Вара тилхепене сĕреке аврин пĕр вĕçне, вĕренне тепĕр вĕçне çыхса лартрĕç, çав хушăрах сĕрекен аял енне çыхнă чул татăкĕсене тĕрĕслесе тухрĕç.
Сĕрме пуçларĕç. Пĕрремĕш хутĕнче темиçе пулă çеç çакланчĕ, анчах та кӳлĕ тавра чупкаласа çӳрекен ачасем сĕреке хĕррипе каялла таракан пулăсене аванах курчĕç.
— Хĕлип тете, пулăсем каялла тараççĕ!
— Темĕн чухлĕ унта!
— Пĕлĕт пекех! — кăшкăраççĕ вĕсем.
Тата ик-виçĕ хутчен сĕтĕрсе кăларнă хыççăн кӳлĕри шыв пăтранма пуçларĕ. Халĕ ĕнтĕ кашни сĕрмессерен виç-тăватшар витре пулă кăлараççĕ. Ачасем суйлама пулăшаççĕ.
— Ваккисене хăвăр валли илĕр. Кăвайт çинче пĕçерсе çийĕр, —тет вĕсене хĕпĕртесе кайнă Хĕлип мучи.
Çапла, Хĕлип мучипе унăн кӳршисем икĕ-виçĕ сехет хушшинчех пĕр лав пулă турттарса кайрĕç. Хаваслă ачасем пулă пĕçерме кăвайт патне васкарĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...