Çиçтĕр пурнăç телейпе
Ырлăк çĕр-шывне пит инçетре
Паллă тунă пĕчĕк лаптăкпа.
Пурăннă унти çынсем пĕрле,
Килĕшсе ĕçленĕ тăванла.
Ăслă-тăнлă çыннисем чылай,
Шутласа кăларнă тем те пĕр.
Çитĕнӳ наукăра нумай,
Иртсе кайнă кӳршĕрисенчен.
Килĕштернĕ ирĕк пурнăçа,
Савăнма пултарнă уявра.
Пĕр-пĕрне нихçан ура хуман,
Тус-юлташлă пурăннă ялан.
Пурнăç урапи чупмасть иккен
Хăш чухне-çке тикĕс çулпала.
Пуç пуласшăн тĕрĕсмарлăхра,
Ăмсанаççĕ телейлисене.
Çакăн пек çĕр-шыв шутне шăпах
Хурлăк çĕр-шывне кĕртме пулать.
Пусмăрлать иккен кунта хуçа,
Вăрçă-харçăсăр кун çук пачах.
Хушнă Тимухха салтаксене
Тапăнмашкăн Ырлăк çĕр-шывне,
Тыткăна илме ăсчахсене,
Вĕсене хăйшĕн ĕçлеттерме.
Хушнă приказа пурнăçлама
Кайнă салтаксем чикĕ хĕрне.
Хуралçа вĕлернĕ штыкпала,
Вăрттăн каçнă Ырлăк çĕр çине.
Акă çитнĕ чаплă кермене,
Илнĕ тыткăна пĕр ăсчахне.
Кайнă илсе хăйсен çĕр-шывне,
Пынă илсе Тимухха патне.
Тимухха тĕпченĕ ăсчаха,
Хушнă вăрттăнлăхне пĕлтерме.
Çĕр-шывне сутманшăн ăсчаха
Хĕнесе пĕтернĕ вилесле.
Çак самантра Тимухха патне
Ырлăк нăрри çитнĕ вĕçтерсе.
Çунатне пытарнă-пытарман
Вирлĕ çупнă питĕнчен ăна.
Эх кĕрешнĕ иккĕш тытăçса,
Пĕр-пĕрне пач парăнасшăн мар.
Нăрă хӳтĕлевçĕ вăйлăрах,
Туххăмрах çĕнтерчĕ тăшмана.
Тăн çухатнă ăсчаха çынсем
Хунă пулнă тĕттĕм путвала.
Çакăнта кĕтмен-туман çĕртен
Нăрă шуса кĕнĕ хушăкран.
Вăл шелленĕ ăслă ăсчаха,
Тĕкĕннĕ асамлă туйипе.
Лартнă хăйĕн çурăмĕ çине,
Вĕçсе кайнă Ырлăк çĕр-шывне.
Вилĕмрен çăлакана вĕсем
Тем пек тăрăшсан та пĕлеймен.
Тунă çакăн пек пĕтĕмлетӳ:
Тен, çĕр-шыв хутĕлевçи хăйсен.
Чăн та пур иккен кашнийĕнех
Çĕрĕн-шывăн хӳтĕлевçисем.
Çук, курма пулмасть куçпа ăна
Вăл çӳлте вĕçсе çӳрет курса.
Вăрçă-харçă ан пултăр нихçан,
Хуçалантăр тăнăç пурнăçах.
Çиçтĕр пурнăç телейпе кăна,
Çавăн чух çеç пулĕ савăнма.
2008-мĕш çул, чӳк уйăхĕ, 7
Admin (2008-12-03 21:57:27):
Кăсăкланса вуларăм. Содержанийĕ питĕ чаплă, сăвăласа çитереймен вырансем пур пулас (эп хам сăвă хаклама пĕлсех каймастăп...)