Ял вĕçĕнче школ ларать...


Ял вĕçĕнче школ ларать...

Йĕри-тавра казак тăрать...

Учителе тытса тухрĕç,

Мĕн айăпне каламарĕç.

Вĕренекен ачисем

Кăшкăрса ячĕç, мĕскĕнсем,

Ĕсĕклесе макраççĕ,

Вĕрентекен патне туртнаççĕ.

Ак пĕр ачийĕ тăрать,

Çапла макăрса калать:

«Эй, савнă вĕрентекен,

Пире ăса кӳртекен,

Эсĕ пире юратрăн,

Атте вырăнне пултăн,

Пире ырра вĕрентрĕн,

Пиртен эсĕ йĕрĕнмерĕн,

Пур халăхшăн тăрăшрăн,

Хушăн эс кулянмарăн.

Халь пирĕнтен уйăрлан,

Пире хуйăха хăваран.

Сана урăх курас çук,

Сан сăмахна илтес çук,

Шыраса та тупас çук,

Макăрса та çăлас çук.

Эпир сана манмăпăр,

Сан пек пулма тăрăшăпăр,

Санăн ятна сарăпăр»...

Ача çакна каласан,

Вĕрентекенĕ куççульпе,

Çӳлелле пăхса, ерипе

Акă çапла каларĕ:

«Эй, юратнă ачамсем,

Ан макăрăр, ман чунсем!

Мана тытса хупсан та,

Ĕç тăвасси хăвăрта:

Эп тахçанах каланă,

Эсир ăна тăнланă».

..................................

Ăçта, тăвансем, школ хуçи?

Ма алăкне питĕрнĕ?

Ма чӳречисем хупах?

Ăçта ача сĕрлени?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: