Хăтаруçă Ирĕкпи


1 пайĕ

Таçти аякри çут тĕнчере никам пĕлмен галактика пур. Çавăнти пĕр планета çинче вăрçă тата пусмăрлăх мĕнне пĕлмен халăх пурăннă.

Пĕр кунхине яланхи пекех ачасем вылянă, çитĕннисем ĕçленĕ. Сасартăк вĕсен икĕ хĕвелĕ пытаннă та, пĕтĕм планета çинче тĕттĕм пулса тăнă. Лирикия ятлă планета çинче Фокс текен пысăк карап анса ларнă. Туслă та тăнăçлă планета çине пин çынлă çар тухнă та пĕтĕм халăха тыткăна илнĕ. Хăшĕ-пĕрисене тарçă туса хунă. Туслă халăх фириканецсене хирĕç тăма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем ку таранччен вăрçă курман, хирĕç тăма пĕлмен. Вĕсенчен пĕр хĕрача кăна çăлăнма пултарнă. Вăл хĕрача Ирĕкпи принцесса пулнă. Ирĕкпи хăйĕн юлташĕсене, тăванĕсене, ашшĕ-амăшне епле асаплантарнине хăй куçĕсемпе курса тăнă. Унăн пуçĕнче тăван халăхне çăлма шухăш çуралнă. Фириканецсем Хаярпи ятлă хуçана пăхăнса тăнă. Ăна никам та çĕнтерме пултарайман.

 

2 пайĕ

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме 8 çулхи Ирĕкпи çывăхри Капира ятлă çар планети çине çул тытнă. Кунта вăл Хаярпине хирĕç тăмалли, çĕнтермелли мелсене вĕреннĕ. 10 çул тăрăшса вĕренни сая кайман. Вунсакăр çул тултарнă тĕле Ирĕкпи тем тума та пĕлнĕ: хĕçпе те питĕ ăста усă курнă, тытăçса чи вăйлă ăстана çĕнтерме пултарнă. Хăйĕн халăхне ирĕке кăларас тесе вăл тем тума та хатĕр пулнă.

Фокс планета çинчи Хаярпи пуçлăх йĕри-тавра мĕн пулса иртнине курса пĕлсе тăнă. Çавăнпа та Ирĕкпин кунта вăрттăн çулпа çитмелле пулнă. Урамра çӳренĕ вăхăтра вăл ватă старике тĕл пулнă. Ватă çын Ирĕкпине ăнланнă, вăрттăн çула мĕнле тупмаллине каласа панă. Хаярпин керменне хирĕç вăрман сарăлса ларать. Çак вăрманта кермене кĕмелли алăк пур. Анчах ку алăка таса чун-чĕреллĕ çын кăна уçма пултарать. Ватă çын Хаярпи хуçан тискер ĕçĕсем çинчен аван пĕлнĕ, çавăнпа та Ирĕкпи тĕрĕслĕхшĕн çуннине ĕненнĕ.

Çирĕп тĕллевлĕ çамрăк хĕр Фокс планета çине çул тытнă. Ăна хăйĕн космолечĕ çинче нумай вĕçме тивнĕ. Кĕçех вăл Хаярпи планети çине çитнĕ. Çĕр хăвăлне шыраса кунĕпех вăрман тăрăх утнă, каç енне вара тин кирлĕ çĕре çитсе тухнă. Кĕмелли шăтăкне пыcăк чулпа хупланă пулнă. Ăна Ирĕкпи мар, Нурифуду планета çинчи вăйламас кăна куçарма пултарнă. Анчах та Ирĕкпи чула пӳрнепе кăна тĕкĕннĕ, вăл мамăк пек сывлăша çĕкленнĕ. Савăнăçлă

Ирĕкпи çĕр хăвăлне кĕнĕ çеç, чул каллех хăй вырăнне ӳкнĕ.

 

3 пайĕ

Ирĕкпи çĕр хăвăлĕнчи лабиринт тăрăх нумай вăхăт хушши çӳренĕ. Унăн тĕттĕмлĕхе хăнăхнă куçĕсем таçта аякра çутă пайăрки курсан курми пулса тăнă. Коридор вĕçне çитсен тухмалли вырăн курăнса кайнă. Ку вăл уçă кăмака (камин) пулнă. Ирĕкпи пулĕмре тăракан хуралçă хăйне курасран хăраса ӳкнĕ. Телее пула, ăна кĕçех хуçа хăй патне чĕнсе илнĕ. Хуралçă пӳлĕмрен тухса кайсанах Ирĕкпи кăмакаран тухнă та каялла пăхнă. Анчах хыçалта унăн хĕç-пăшалĕ те, туннель те курăнман. Алăсемпе тĕкĕнсе пăхнă та тĕлĕнсех кайнă, унта ниепле стена та пулман. Ача чухне ăна ашшĕ курăнман стена тăвакан ăста çинчен каласа панăччĕ. Ку вăл юмахра пулнă-çке-ха, ăна никам та ĕненмен. Вара Ирĕкпи хуралçă хыççăн коридорпа малалла утнă. Шăппăн та ерипен утнă вăл, кăшт сасă илтĕнсенех колонна е ваза хыçне пытаннă. Çапла майпа Ирĕкпи пысăк зала çитнĕ. Пысăк та çутă залра Хаярпи хăйĕн хуралçисемпе, çар пуçлăхĕсемпе, министрсемпе канашлу ирттернĕ. Ирĕкпи те колонна хыçĕнче итлесе тăнă.

— Кермен сыхлавне вăйлатмалла, — хушнă Хаярпи.

Курсали кулли патĕнче тем кĕмсĕртетнине пĕр министр илтнĕ.

— Унтан кермене кĕмеллине ĕнтĕ темиçе çул никам та уçайман. Эпĕ шутланă тăрăх, пирĕн пата «хăнасем» килĕç, çавăнпа та пирĕн сыхă пулмалла, — чĕтренсе тухнă Хаярпи сасси.

Вăл чăннипех те кермене кĕтмен хăнасем килесрен тем пекех хăранă. Хăйне кирлине илтсенех Ирĕкпи чурасене ăçта хупса усранине пĕлмешкĕн аялти хута анса кайнă. Путвала çитсен икĕ хуралçă калаçнине илтет.

— Алтăш, сана хуçа хăй патне чĕнет, эпĕ сан вырăна юлатăп.

— Мĕн пулнă-ши халĕ? Е каллех тискер питонĕ кăтăрса кайнă? Иртнинче мана чутах çисе яратчĕ.

— Эпĕ ăна астăватăп. Халех эпĕ Лирикия планетăри чурасене сыхлама каятăп, эсĕ вара чуп часрах, атту Хаярпи хăйĕн юратнă питонне вĕлерсе пăрахма пултарать.

Вĕсен калаçăвăнчен Ирĕкпине веçех паллă пулчĕ. Хуралçăсем уйрăлса кайсанах вăл путвалти хуралçи хыççăн утрĕ, хăваласа çитсе алли-урисене çыхса хучĕ, унтан шкапа хупса лартрĕ. Унтан унăн вăрăм хура плащне тăхăнса ячĕ. Халĕ ăна никам та Ирĕкпи тесе шутламĕ. Пĕтĕм хăюлăхне пухса тĕрмене анчĕ. Кунта тата тепĕр хуралçă тăрать иккен. Алăк патне çитсен пуçне чиксе хуралçăна Хаярпи ăна кĕпер çине кайма хушни çинчен каларĕ. Вăл пĕр иккĕленмесĕр Ирĕкпине уççисене парса хăварчĕ. 18 çулхи принцесса васкаса тĕрме алăкне уçрĕ те ашшĕ-амăшне курчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне 10 çул курман. Калаçса тăма вăхăт çук, часрах çăлăнмалла.

4 пайĕ

Хаярпи васкамасăр кĕпер çине утать. Кунта тĕрме сыхлакан хуралçăна курсан вăл тарăхсах каять.

— Эсĕ кунта мĕн тăватăн?! Сана Лирикия планетăри чурасене сыхлама хушнă вĕт.

— Мана кунта Унтер ячĕ. Хăй ман вырăна юлчĕ, — шарт сикрĕ хуралçă, ӳкесрен карлăкран тытса хăтăлса юлчĕ.

— Кун пек пулма пултараймасть. Унăн коридор сыхламалла пулнă. Хамăн унта каймалла пуль, — шухăша кайса керменĕ çине пăхрĕ Хаярпи.

— Манăн халĕ мĕн тумалла? — аран-аран ыйтрĕ хуралçă.

— Кунтах юлатăн, кирлĕ пулăн-ха тата, — терĕ те Хаярпи теме сиссе керменне утрĕ.

Путвала çитсен Хаярпи шкапра темле сасă илтрĕ. Шкапа уçсан мĕн пулса иртнине тӳрех ăнланчĕ, малалла мĕн тумаллине шутларĕ, анчах та кая юлчĕ.

Çав хушăра Ирĕкпи принцесса тăван халăхне çĕр хăвăлĕпе вăрмана илсе тухрĕ. Хăйсен планети çине вĕçме пысăк космолет кирлĕ, халăх йышлă. Ирĕкпипе ашшĕ шухăша путнă. Мĕнле халăха çăлмалла? Король çул хĕрринчи курăк сарăхнине асăрханă. Çав курăка çĕклесе пăхать те тĕлĕнсе каять. Шăналăк айĕнче пысăк звездолет ларать. Ăна Хаярпи хуçа пытарса хунă. Савăннă халăх васкаса звездолет ăшне вырнаçать. Халĕ ĕнтĕ вĕсемшĕн нимле Хаярпи те хăрушă мар.

Тепĕр темиçе сехетрен Лирикия планетăн телейлĕ халăхĕ тăван çĕре таврăнать. Вĕсем çĕнĕрен пурнăç тума пуçлаççĕ. Кунсерен çĕнĕ çуртсем хăпара-хăпара лараççĕ, садсем ешереççĕ. Хăйсене пусмăртан çăлакан Ирĕкпине тав тăваççĕ. Ирĕкпи вара тăван халăхне тăшмансенчен хӳтĕленме вĕрентет. Малашне вĕсен ачисене ашшĕ-амăшĕсенчен ниепле тăшман та уйăрма пултараймĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 20:34:51):

«— Кермен сыхлавне вăйлатмалла» :) Хаярпин шухăшĕ тĕрĕс, анчах хăйех сыхлава вăйсăрлатать — сыхлавçа хăйĕн патне чĕнсе илет, Ирĕкпи валли çул уçса парать. :)

Хайлавĕ питĕ интереслĕ. Роман çырма çителĕклĕ шухăша пĕр пĕчĕк хайлава чиксе хуни те пăсать. Çапах та 6-мĕш клас ачишĕн ку хайлав чаплă. Вĕренсен-вĕренсен калавĕсем тата та лайăхрах пулĕç. Хальхинче хутшăнни паха пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: