Ĕнтĕ çул çаврăнать
Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать
Шĕшкĕех те тĕми авăнать.
Шухăшламан чухне, шухăшăм çук,
Шухăшласан пуçăм çаврăнать.
Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка
Явкаланать лавçă аллинче.
Ай-хай çинçе пуçĕм, çамрăк пуçăм,
Авкаланать çич ют аллинче.
Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать,
Тата мĕн çăвасси пур-ши-ха.
Ĕнтĕ пуçăм çамрăк, ăсăм кĕске,
Тата мĕн курасси пур-ши-ха.
Вол (2012-01-25 12:10:49):
"Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка, Явкаланать лавçă аллинче.
Ай-хай çинçе пуçĕм, çамрăк пуçăм,Авкаланать çич ют аллинче." Э-эх, мăнтарăн тăванăм-чăваш!