Кăмăл юлчĕ тăван чĕлхешĕн
Ирхине, хĕвеллĕ-хитре вăхăтра,
Автобус кĕтсе тăратпăр урамра.
— Папа, папа, посмотри, вон едет кран, —
Çакăнаççĕ хĕрпе-ывăл çанăран.
Ватă тутар карчăкĕ чĕнет мана:
— Атте-анне чĕлхине упрамалла,
Çамрăксем ялтан кайсассăн хулана
Хайсен чĕлхине манаççĕ пулмалла.
Хуравларăм эпĕ ăна тутарла:
— Атте-анне чĕлхи пирĕншĕн — çырла
Питĕ тутлă калаçма та савăнма
Айван мар эп хам чĕлхерен вăтанма.
Пирĕн ачасем пĕчĕккĕ вăхатра
Иксĕмĕр те ĕçлерĕмĕр заводра
Черетпе ĕç вăхатне улăштарса,
Ачасене кӳршĕ патне хăварса.
Калаçма унта вĕренчĕç — вырăсла,
(Куршĕ майри ăнланмастчĕ чăвашла)
Темиçе хут яла кайрăм йыхăрма
Пирĕн атте килмерĕ ача пăхма.
Çавăнпалан калаçаççĕ вырăсла,
Виçĕ сăмах хушаймаççĕ чăвашла.
Ахалех вăрçатăн эсĕ кинеми,
Салтакъелĕнчен эпĕ, Чăваш ачи!
— Апла пулсан юрĕ, — терĕ кинеми,
— Çылăх мар вăл чăваш чĕлхи пĕлменни.
Кăмăл юлчĕ манăн тăван чĕлхешĕн
Чăваш ятне çӳлелле çĕклейменшĕн…
Пĕчĕк мăнукăм вĕренет калаçма
Кукамăшпе пӳплешет вăл чăвашла:
— Вĕрентĕр, — тет, асламăшĕ, ват майра,
Чĕлхе пĕлни кирлĕ пулĕ пурăнăçра.
Шухăшсем
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...